Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

нимӗнех (тĕпĕ: ним) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанлӑха вӑл нимӗнех те тӑваймарӗ; ҫилленсе кайрӗ, пуриншӗн те пушмак кӗлине айӑпларӗ, унтан вӑл ҫак фигурӑна турӗ-турех, ҫав тери лайӑх тухрӗ тата.

Сперва у нее ничего не выходило, она сердилась и говорила, что во всем виноват каблук, потом вдруг вышло, и так здорово,

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Татьяна — нимӗнех те мар-ха, вӑл вӗт ӑна романра та юратса пӑрахнӑ, Ольга пур, ав, хӑй ролӗнчен тухса каять.

Татьяна — еще куда ни шло: ведь она влюблена в него по роману, а вот Ольга — та совершенно выходила из роли.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫул ҫинче пынӑ хушӑрах мӗскӗн хӗре хӑтарас пирки апла та, капла та шухӑшласа пӑхрӑм, анчах нимӗнех те шухӑшласа кӑлараймарӑм.

Дорогою придумывал я и то и другое для избавления бедной девушки и ничего не мог выдумать.

Вуннӑмӗш сыпӑк. Хулана хупӑрлани // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ну, — терӗ комендант, — ку ҫынран нимӗнех те пӗлес ҫук.

— Ну, — сказал комендант, — видно, нам от него толку не добиться.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Тепӗр тесен, уҫҫӑн татса нимӗнех те калаймастӑп, мӗншӗн тесен малалла кайма шиклентӗм, тет.

Впрочем, не мог он сказать ничего положительного, потому что ехать дальше побоялся.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Василиса Егоровна, пуп майринчен нимӗнех те ыйтса пӗлме ӗлкӗрейменскер, киле таврӑннӑ та, вӑл ҫук чухне Иван Кузмич патӗнче канашлу пулса иртнипе Палашкӑна хупса лартни ҫинчен пӗлнӗ.

Василиса Егоровна возвратилась домой, не успев ничего выведать от попадьи, и узнала, что во время ее отсутствия было у Ивана Кузмича совещание и что Палашка была под замком.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Халӗ ӗнтӗ, тав турра, Петр Андреич сывах, ун ҫинчен халӗ лайӑххинчен пуҫне нимӗнех те ҫырмалли ҫук.

И теперь Петр Андреич, слава богу, здоров, и про него, кроме хорошего, нечего и писать.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ нимӗнех те ӑнланаймарӑм.

Я ничего не понимал.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Нимӗнех те палӑртас мар тата ыйтса ан аптӑратчӑр тесе, эпӗ хама савӑнӑҫлӑ, кӑмӑллӑ, ним пулман пек тытма тӑрӑшрӑм.

Я старался казаться веселым и равнодушным, дабы не подать никакого подозрения и избегнуть докучных вопросов.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк. Пӗрне-пӗри // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Ҫав салтаксене вӗрентнипе мухтанасси кӑна санӑн: ни вӗсем вӗренеймеҫҫӗ, ху та вӑл ӗҫре нимӗнех те пӗлсе ҫитерейместӗн.

Только слава, что солдат учишь: ни им служба не дается, ни ты в ней толку не ведаешь.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк. Крепость // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпе нимӗнех те пултараймастӑп пулин те: — Ҫапла, — терӗм.

Я почти ничего не мог. Но все-таки сказал: – Да.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Оренбургра сана валли нимӗнех те ҫук.

В Оренбурге делать тебе нечего.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ ун чухне вӑрӑ-хурахсен чӗлхине нимӗнех те ӑнланса юлаймарӑм; анчах сӑмах 1772-мӗш ҫулхи пӑлхав хыҫҫӑн нумай пулмасть лӑплантарнӑ Яик ҫарӗн ӗҫӗсем ҫинчен пынӑ иккенне кайрантарах тин тавҫӑрса илтӗм.

Я ничего не мог тогда понять из этого воровского разговора; но после уж догадался, что дело шло о делах Яицкого войска, в то время только что усмиренного после бунта 1772 года.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах, тӑман пӑтранса ҫаврӑннисӗр пуҫне нимӗнех те палӑрмасть.

Но ничего не мог различить, кроме мутного кружения метели…

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Эпӗ нимӗнех те курмастӑп, шурӑ юрпала таса кӑвак тӳпесӗр пуҫне унта ним те ҫук.

— Я ничего не вижу, кроме белой степи да ясного неба.

Иккӗмӗш сыпӑк. Вожатый // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Аҫу та, аслаҫу та ӗҫке юратакан ҫынсемех марччӗ пулас, аннӳ пирки каламалли те ҫук: ҫуралнӑранпа та вӑл квассӑр пуҫне нимӗнех те сыпса пӑхман.

Кажется, ни батюшка, ни дедушка пьяницами не бывали; о матушке и говорить нечего: отроду, кроме квасу, в рот ничего не изволили брать.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл мана хӑй ҫинчен пӗтӗмпех каласа панӑччӗ, манӑн каласа памалли нимӗнех те ҫукчӗ.

Он уж рассказал мне об себе все, что было занимательного, а мне было нечего рассказывать.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑйне хӑй, вӗсем чикӗрен тухсах калаҫман, тесе лӑплантарнӑ, капла выляни нимӗнех те пӗлтермест тенӗ, анчах ҫапах та унӑн чӗри пуҫне итлемесӗр йӑшканӑ.

Напрасно возражала она самой себе, что беседа их не выходила из границ благопристойности, что эта шалость не могла иметь никакого последствия, совесть ее роптала громче ее разума.

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Хӗрӗсем тутисене тӑсрӗҫ, анчах мана вӑл нимӗнех те мар…

А дочери и надулись, да мне наплевать на них…

Хресчен хӗрӗ — пике // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Пултӑрах, вӑл нимӗнех те мар, спаҫипӑ сана пӗлтернӗшӗн, эпӗ хам ӗҫе тӑватӑпах», — тенӗ ӑна станца пуҫлӑхӗ, чӗри хӑвӑрттӑн тапнине чараймасӑр.

«Нужды нет, — возразил смотритель с неизъяснимым движением сердца, — спасибо, что надоумил, а я свое дело сделаю».

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех