Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Танковӑй тата механизированнӑй ҫарсем уйрӑмах пысӑк вырӑнта тӑнине тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вӗсем паттӑр ҫапӑҫнине шута илсе, ҫавнашкалах танк тӑвакансем Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсене бронетанковӑй техника парса тӑрас тӗлӗшпе хастарлӑ ӗҫленине шута илсе, СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ кашни ҫул уяв — Танкистсен кунне ирттерме указ йышӑннӑ.
XXIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Наступлени вӑхӑтӗнче, ӗшентерсе вӑйсене хавшатакан ҫапӑҫусене кӗрсе, нимӗҫсен фашистла ҫарӗсем пысӑк ҫухатусем турӗҫ, Мускав ҫывӑхӗнчи хирсене ҫунтарса янӑ, ҫӗмӗрсе тӑкнӑ ҫӗршер танксем, орудисемпе машинӑсем хуралса выртса юлчӗҫ.
XXIV // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
«Вӑйсене ҫывӑхрах илсе килеҫҫӗ иккен, — шухӑшларӗ Олейник нимӗҫсем ҫинчен.
XXI // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӑйсене пӗрлештермелле, партизансен соединенисене ҫар чаҫӗсем евӗр тумалла, вӗсем ӑҫта вырнаҫса тӑмалли вырӑнсене палӑртса хумалла…
VIII // Михаил Рубцов. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.
Вӗҫен кайӑксем «юассене» йӗкӗлтесе, сывлӑшра вӑйсене танлаштарса пӑхма чӗннӗ пек, Митридат тӗлӗнче явӑнаҫҫӗ.Птицы носились над Митридатом, словно поддразнивая «юасов» и зовя их помериться силами в воздухе.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.
Ҫапла, хӗрарӑм организмӗ хавшатакан тӗрлӗрен вӑйсене — климата, ҫанталӑка, начар апата — хирӗҫ вӑйлӑрах кӗрешет.
VII // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Вӑл манӑн бурлак пулас килет тенӗ пулсан, судно хуҫипе бурлаксем шалт тӗлӗнсе кайнӑ пулӗччӗҫ, пӗртте ӗненмен пулӗччӗҫ, ӑна ӗҫе илмен пулӗччӗҫ; ҫавӑнпа вал эртелпе туслашса кайнӑ та ахаль пассажир пек пулса ларнӑ, бурлаксене судно туртма пулӑшнӑ, тепӗр эрнерен чӑн-чӑн рабочи пекех кӳлӗнсе ӗҫлеме пуҫланӑ; часах вӑл мӗнле туртнине ҫынсем асӑрханӑ, унпа туртӑнса вӑйсене виҫсе пӑхма тытӑннӑ, — вӑл хӑйӗн юлташӗсенчен чи патваррисене те, виҫҫӗшне е тӑваттӑшне, туртса ҫӗнтернӗ; ун чухне вӑл 20 ҫулта пулнӑ, вара ӑна юлташӗсем, унчченхи героя асӑнса, Никитушка Ломов тесе чӗнме пуҫланӑ.
XXIX // Николай Сандров, Владимир Садай. Чернышевский, Николай Гаврилович. Мӗн тумалла?: роман; вырӑсларан Николай Сандров, Владимир Садай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 495 с.
Манӑн майсемпе вӑйсене илес пулсан, ҫакӑ вӑл пурнӑҫланма пултарайман задача пек туйӑнмасть-и сире?Не кажется ли вам, что это невыполнимая задача при моих возможностях и силах?
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Атьӑр-ха шухӑшласа пӑхар, ҫак тупикрен тухма сире миҫе плуг ярса памалла-ши, шутлар та атьӑр, пӗтӗмпех ҫырса хурар, утӑ ҫулнӑ чух вара ку йӑнӑшсене асра тытар, вӑйсене урӑхла лартса тухар.
VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Арҫын ачасем ҫӗнӗ ушкӑнсене уйрӑлаҫҫӗ, вӑйсене танлаштараҫҫӗ, вылякансене вара чун кӗнӗ пекех пулать.Разобьются мальчишки заново на партии, уравняют силы, и игроков точно живой водой спрыснет.
9-мӗш сыпӑк // Валентин Урташ. Алексей Мусатов. Стожар. Валентин Урташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951
Ҫак ҫулталӑк хушшинче тӗнчен тӗрлӗ кӗтессисенче нумай улшӑнусем пулса иртрӗҫ: пӗр ҫӗрте халӑх пӑлханчӗ, тепӗр ҫӗрте лӑпланчӗ; пӗр ҫӗрте тӗнчипе паллӑ чаплӑ ҫын ӗмӗрӗ сӳнсе ларчӗ, тепӗр ҫӗрте урӑххи чапа тухрӗ; пӗр ҫӗрте этем ҫутҫанталӑкри вӑрттӑн вӑйсене парӑнтарчӗ, тепӗр ҫӗрте кил-ҫуртсемпе ӑрусем арканса тӗп пулчӗҫ.
I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956
«Тинӗсре карапа витӗм кӳрекен вӑйсене палӑртма питӗ йывӑр. Ҫав ыйтусене математика чӗлхипе татса парасси хӑҫан та пулин пурнӑҫланасса ӗненесех те килмест».
Вунпиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.
Акӑ ӗнтӗ вӑл, вӑйсене тӗрӗслени ӑҫта пулать!
4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Вӑл паян ӑна хӑйӗн пӗтӗм ӳчӗпе, чун-чӗрин пур вӑйӗсемпе те кирлӗ пулассине туйнӑ пек пулчӗ, ҫавӑнпа та вӑл, юлашки минутсемпе усӑ курса, ҫав вӑйсене пухрӗ.
22 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
Анчах опыт ӑнӑҫлӑ пулман, ҫавӑнпа та Томӑн тӗлӗнмелле хӑватсем тӑвакан вӑйсене ӗненесси хыттӑнах татӑлчӗ.
8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Конкурс производствин ӗҫӗсене вӗҫленӗ хыҫҫӑн вӑйсене пӗрлештернине пула Ҫӗнӗ хулара строительство ӗҫӗсем вырӑнтан тапранчӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2013) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 65c49c7222
Тӗп ыйтусене пурнӑҫа кӗртес тесен пирӗн вӑйсене пӗрлештермелле, Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗ тавралла чӑмӑртанмалла.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Патшалӑх Канашне янӑ Ҫыру (2019) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/chuv/hierarhy.aspx?gui ... 17b202c0e3
Ҫак лару-тӑру ун сӑмахӗсемпе, виҫеллӗ, наукӑпа ҫирӗплетнӗ йышӑнусем тума, халӑхсем хушшинчи вӑйсене пӗрлештерме хистет.
Тӗнчи аталантӑр, эткерӗ — юлтӑр // Сувар. «Сувар», 25(703)№, 2007.06.22
Авалхи ҫын: «Курӑнман вӑйсене тӑтӑшах ҫырлахтармалла, вара вӗсем эпир ыйтнине пӗр хӗрхенмесӗр парӗҫ», — тесе ӗненнӗ.
Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем // Виталий Родионов. Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.
5. Хӑвӑр пӗлсе тӑратӑр пулсассӑн та, эпӗ сире акӑ ҫакна астутарас тетӗп: Ҫӳлхуҫа халӑха Египет ҫӗрӗнчен хӑтарса кӑларнӑ та ӗненменнисене кайран пӗтернӗ; 6. хӑйсен тивӗҫлӗхне упраса хӑварайман, хӑйсем пурӑнакан вырӑнтан кайнӑ ангелсене те Вӑл аслӑ кунхи сут валли ӗмӗрлӗх ҫыхӑра сӗмлӗхре тытать; 7. Содомпа Гоморрӑна та, вӗсем пекех аскӑнланса ирсӗрленнӗ таврари хуласене те, пурте вӗсене пӗлсе тӑччӑр тесе, ӗмӗрлӗх вут-ҫулӑмпа тӗп тунӑ; 8. ҫак ҫынсене те, кирлӗ мара ӗмӗтленекенскерсене, ҫаплах пулӗ; вӗсем ӳтне ирсӗрлетеҫҫӗ, тӳпери пуҫлӑхсене йышӑнмаҫҫӗ, тӳпери вӑйсене хурлаҫҫӗ.
Иуд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.