Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIII сыпӑк

Пай: Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ –> Пӗрремӗш кӗнеке

Автор: Мария Ухсай

Ҫӑлкуҫ: Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.

Хушнӑ: 2020.02.28 11:20

Пуплевӗш: 371; Сӑмах: 3332

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кӑнтӑрла тӗлӗнче Сергейпе Ирина Джегутинская станицинчен иртсе кайрӗҫ, ку станица тусем хушшине кӗнӗ ҫӗрте, ҫумӑрсем вӑхӑтӗнче кӑна ҫилленсе шавлакан пӗчӗк шыв хӗрринче ларать. Ҫак тӗлтен тусем пуҫланса каяҫҫӗ. Ҫывӑхрах е хӗрлӗ ту сӑмсахӗсем тӗл пулаҫҫӗ, е пӗр ту тепӗр ту ҫине хӑпарса каять те ҫӗлӗк пек вӑрманпа хупланса тӑрать, е шурӑ чулсемпе йӑлтӑртатать. Хӳме пек чӑнкӑ ту ҫумне хӗсӗнсе, ансӑр ҫул хӗсӗк ту хушшине кӗрсе каять. Ҫӳлте кӑвакрах чулсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ, аялта — тӗпсӗр шырлан, унтан, ҫӗр ӑшӗнчен тухнӑ пек, шыв юхса тухса, чулсене перӗнсе хӑрушла хытӑ шавлать, ҫак хӗсӗк ту хушшинче вунӑ турбина ӗҫлет темелле. «Ҫак тӗлте станци лартасчӗ», — тесе шухӑшларӗ Сергей.

Ку вырӑнта ҫӳреме хӑрушӑ. Ирина, тилхепине кӗскерех тытса, вӑкӑрсене питӗ астуса илсе пырать. Сергей кайри урисене каялла ларас пек хуҫлатакан, пӗтӗм ӳчӗпе чӗтренсе пыракан ӑйӑра лӑплантарса пычӗ. Вӑл хутран-ситрен аялалла пӑхса илет, шыв урнӑ пек сиксе, чулсем ҫине пӗрхӗнет, асамат кӗперӗ тӗсӗсемпе выляса илет, хуран пек лакӑмсенче шыв кӑпӑкланса вӗрет. «Пӗренесем кунтан епле иртӗҫ-ши? — шикленсе илчӗ Сергей. — Ҫак тӗлте капланса ларсан…»

Часах ҫул ту ҫумӗнчен пӑрӑнчӗ, малтан сылтӑмалла кайрӗ, вара сулахаялла ҫаврӑнчӗ. Кунта тикӗс вырӑн пуҫланчӗ, тӗл-тӗл йывӑҫсем, тӗл-тӗл лутра сӑртсем те пур. Кубань шывӗ кунта сарлака улӑхра тикӗс юхса выртать.

— Ну, Иринӑҫӑм, сан лав ҫинче ларса пыма питӗ аван та, ҫапах лашама утланас пулать пулӗ, тесе урине ҫӑмӑл кӑна пускӑч ҫине хучӗ те йӗнер ҫине хӑпарса ларчӗ. — Эпӗ малти лавсене хуса ҫитӗп те, унта сана кӗтӗпӗр, — тесе вӑл сиккипе вӗҫтерчӗ.

Сергей ҫӳллех мар сӑрт тӳпине хӑпарсан, аялта, лутра ҫыран хӗрринче, кӗпӗрленсе тӑракан урапасене, лашасене, вӑкӑрсене курчӗ. Лашасемпе вӑкӑрсем курӑк ҫисе ҫӳреҫҫӗ. Лавсен хӳттинче хӗрсен шурӑ тутӑрӗсем курӑнаҫҫӗ. Каччӑсем ҫыран хӗррине пырса тӑнӑ. Пӗр вунӑ ҫын ҫарамасланса ӑшӑх вырӑна виҫеҫҫӗ. Вӗсем алӑран алла тытса, вӑчӑра пек утаҫҫӗ. Шыв хӗрринче Прохор тӑрать, аллине сулкаласа тем ҫухрашать. Шаларах шыв тарӑнрах пулнӑ-мӗн, унта шыв питӗ хытӑ юхать, ҫынсене ураран ӳкерет, лешсем вара кула-кула юхӑма май ишсе, ӑшӑх ҫӗрелле пырса тухаҫҫӗ.

«Пӗренесем те ҫаплах, пӗрин хыҫҫӑн тепри юхӗҫ», — тесе шухӑшларӗ Сергей, лагерь патне ҫывхарса.

Сергей йӗнер ҫинчен анчӗ, чӗлпӗрне урапа ӳречи ҫумне ҫыхрӗ те ӑйӑра тарланӑ ӗнсинчен ачашларӗ. Кӑмӑл тулли кулкаласа, мӑйӑхне пӗтӗрсе Прохор пырса тӑчӗ.

— Сергей Тимофеевич, ҫав ҫарапакка айвансем ҫине пӑх-ха эсӗ, — шывран тухакан каччӑсем ҫине аллипе кӑтартса каларӗ Прохор. Ку ушкӑнра Ҫемен те пур-мӗн. — Манпа тавлашма пуҫларӗҫ! Ҫеменпе Кушнаренок Митька: кун пек ӑшӑх тӗлте пӗренесем юхаймӗҫ, теҫҫӗ. Эсир варрине кӗрсе кайӑр-ха, тетӗп, — ура ҫинче тӑрайратӑр пулсан, пӗрене те иртеймӗ, — тетӗп. Кайрӗҫ. Алӑран алӑ тытӑнчӗҫ, шаларах кӗчӗҫ те юхса анса кайрӗҫ. Ун пек вӑя ӑҫтан ҫӗнтерен!

— Ку тӗлтен пӗренесем иртмелле, — терӗ Сергей инҫех мар курӑнакан ту ҫинелле пӑхса. — Лере?

— Унта та юхса иртет, — шансах каларӗ Прохор. — Анчах унта яланах асӑрхаса тӑмалла. Пӗр-пӗр пӗрени урлӑ выртӗ те, ӑна вӑхӑтра тӗртсе ямасан, мур илесшӗ, хӗсӗнсе ларӗ, вара ытти пӗренесем килсе капланӗҫ — ҫитрӗ инкек! Унта астуса тӑма шанчӑклӑ каччӑсене хӑварас пулать.

— Шанчӑклӑ ҫынсене халех уйӑрса хӑвармалла, — терӗ те Сергей, хӗрарӑмсем патнелле пычӗ.

— Эй, кухаркӑсем, мӗншӗн апат пӗҫерместӗр?

— Мӗн апачӗ халех, — терӗ хӗрарӑмсем патӗнче лав айӗнче выртакан Иван Атаманов. — Хырӑм выҫман вӗт.

— Чипер ҫыхса лартнӑ лавсене салтас килмест, — терӗ Анфиса. — Вырӑна ҫитсен пӗҫерӗпӗр… Пирӗн ҫынсем чӑнах та ҫиес темеҫҫӗ-ха, пичче.

— Мана ҫитерес мар тетӗр-им? — Сергей йӑл кулчӗ те Иван Атамановпа юнашар ларакан хӗрарӑмсем ҫине пӑхса илчӗ. — Е эсир мана хӑвӑр ҫын вырӑнне шутламастӑр апла?

Хӗрарӑмсем, пӗрне-пӗри пӳлсех, калаҫма пуҫларӗҫ.

— Ирина сана мӗншӗн ҫитермерӗ?

— Вӑл юри пирӗнтен юлчӗ.

— Сережа, эсӗ калама вӑтантӑн пулӗ?

— Вӑтанакан марччӗ-ҫке вӑл?

— Мӗн вӑтанмалли унта! — терӗ тӑлӑх арӑм Глаша, куҫӗсемпе ҫиҫсе илсе…

— Ху пек тесе шутлатӑн-и? — терӗ Иван Атаманов, Глашӑна ыталаса.

— Ан ҫыпӑҫ…

— Ав Ирина та шӑвать.

— Ыйтса пӗлӗпӗр-ха, мӗншӗн Сережкӑна кӳрентернӗ вӑл.

— Ох, чӗлхӗрсем ҫивчӗ те вара сирӗн, — терӗ Сергей, Анфиса ҫумне ларса. — Йӑмӑкӑм, манӑн чӑнах та ҫиес килет.

Ту айккипе ерипен лав анать. Ирина вӑкӑрсем умӗнче пырать, чӑпӑрккипе хӑмсара-хӑмсара илет. Вӑкӑрсем, анаталла анакан урапана чарса, кайри урисем ҫине лараҫҫӗ, пуҫӗсене ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ, вара сӳсменӗ пуҫӗ ҫине анса, мӑйракисене пыра-пыра шаккать… Хаҫат ҫине вӗттӗн касса хунӑ сало ҫисе ларакан Сергей шухӑша кайса Ирина ҫине пӑхать: «Вӑкӑрсене тыткалама пултарать вӑл». Ирина лагере пырса ҫитрӗ. Сергей чупса пычӗ те вӑкӑрсене тӑварма пулӑшрӗ, вӑкӑрсем курӑк ҫиме тӑрӑнчӗҫ.

— Эх, казачка та эсӗ! — юри хыттӑн каларӗ Сергей.

— Мӑйракаллӑ шуйттансем, — терӗ кула-кула Ирина, хӑй хӗрарӑмсен ушкӑнӗ патнелле утрӗ.

Сергей каллех сало ҫиме тытӑнчӗ, ун патне Ҫемен пырса ларчӗ, вӑл калама ҫук савӑнӑҫлӑ, унӑн кӑш-каш туракаланӑ ҫӳҫӗ йӗпе. Ҫемен Иринӑна тинкерсе пӑхакан куҫӗсемпе ӑсатса ячӗ те шӑппӑн ыйтрӗ:

— Вӑл ҫавӑн чухнехи пекех… мӑнкӑмӑллӑ-и?

— Ну, Ҫемен, вӑйлӑ юхӑма хирӗҫ тӑрайрӑн-и? — тесе ыйтрӗ Сергей.

— Ӑҫта тӑма унта! Чулсене юхтарать те. — Семен Сергейпе юнашарах ларчӗ. — Кубань мана килӗше пуҫларӗ…

— Сисетӗп эпӗ, — пӗр кулмасӑр каларӗ Сергей, — сана пирӗн шыв кӑна мар кӑмӑла кайма пуҫларӗ-ха.

Ҫемен хӗрелсе кайрӗ. Унӑн шуранка куҫхаршийӗсем типсе ҫитмен пирки пачах палӑрми пулнӑ.

— Эпӗ пӗр шӳт тумасӑр калатӑп. Кун пек юханшыв эпӗ халиччен те курман… Карпат тӑвӗсенче курнӑ пуль анчах?

— Эпӗ те шӳт тумастӑп, — кулса ячӗ Сергей. — Мӗншӗн станицӑран ҫурма ҫӗртех тухса кайрӑн? Эпӗ санпа радиоприемник парса ярас тенӗччӗ, эсӗ тухса тарма васкарӑн.

— Параська карчӑк пирки пулчӗ.

— Йӑвантарах ӗнтӗ Параська ҫине. — Сергей салӑпа ҫӑкӑр татӑкне хаҫатпа чӗркерӗ. — Ҫемен, акӑ мӗн, ҫак чул ту айӗнче сан рубеж йышӑнмалла пулать. Йывӑҫ юхса пыракан ҫул ҫинчи чи хӑрушӑ вырӑн.

— Эпӗ унта пӗчченех пулатӑп-и?

— Шанчӑклӑ ҫынсене суйласа парӑпӑр. — Сергей йӑл кулчӗ — Апат пӗҫерме Анфисӑна илсе юлӑн.

Сергей Прохора, Атаманов Ивана, Кушнарев Митькӑна чӗнчӗ. Чӑнкӑ ту айӗнче миҫе ҫын, кама-кама хӑвармалли ҫинчен канашлама пуҫларӗҫ. Прохор шухӑшӗпе, Ҫемене пулӑшма ултӑ ҫынтан кая хӑвармалла мар, «юлакан каччӑсем пурте паттӑр пулмалла», — терӗ Прохор. Хӑйсен ирӗкӗпе юлас текенсене хӑварас терӗҫ. Юлас текенсем нумай тупӑнчӗҫ, ҫавӑнпа та ҫынсен пултарулӑхне витӗр пӗлекен Прохор ҫаксене суйласа хӑварчӗ: Игнатпа Афанасий Фоменковсене, Мальцев Никитӑна, Череда Антона, Писаренко Андрее тата Нескоромный Петра. Кунта юлакан ушкӑна Прохор пӗр ҫур сехете яхӑн вӗрентрӗ, шыв кӗрлекен вырӑнсенче пӗренесем пӗр ҫӗре капланса ларасран епле сыхламаллине каласа пачӗ. Ҫав вӑхӑтра Анфиса лавӗ ҫинчен ытлашши хатӗрсене илчӗҫ, лавҫӑсем лашасене, вӑкӑрсене кӳлчӗҫ те часах ту хыҫӗнче курӑнми пулчӗҫ. Ҫеменпе Анфиса ларса килнӗ лав пӗр пӗчченех тӑрса юлчӗ, унӑн туртисене тепӗр еннелле ҫавӑрса лартрӗҫ. Анфиса лав ҫине ларчӗ те чул ту еннелле хурлӑхлӑн пӑхрӗ, ҫав ту патне унӑн пӗрре те каяс килмен. Сергейпе Ҫемен айккинелле тӑрса тем ҫинчен калаҫрӗҫ. Игнат Фоменков вӑкӑрсене кӳлме пуҫларӗ, ыттисем сукмакпа кайрӗҫ.

— Сережа, ҫӳллӗ тусен хушшинче манӑн питӗ пулса курас килетчӗ… Астӑватӑн-и, эсӗ ун ҫинчен епле илемлӗ каласа кӑтартаттӑн… Май пулмарӗ.

— Курӑпӑр-ха, ӗлкӗрӗпӗр, — терӗ Сергей, ӑйӑра курӑк ҫиме чарса. — Пушӑ вӑхӑтра лашасене йӗнерлесе экскурсантсем пек кайса курӑпӑр… Халӗ эсӗ ӗҫе авантарах йӗркелесси ҫинчен шухӑшла. Сана эпӗ хама шаннӑ пекех шанатӑп. Малтан чулсем ҫинче килӗшӳллӗ вырӑнсем хатӗрле, шыв варринчи пӗренене тӗрте-тӗрте яма пакур ҫитмелле пултӑр. Пур ӗҫе те шухӑшласа, асӑрхаса ту.

— Ӑна пултаратӑп эпӗ, — шухӑша кайса, ҫул ҫине тухакан лав ҫине пӑхса илчӗ Ҫемен. — Анчах, акӑ мӗн… Эпӗ санпа пӗрле пулас тенӗччӗ, калаҫса татӑлма шухӑшланӑччӗ… Анфисӑпа епле пулӑпӑр?

— Эпӗ сирӗн пата килӗп, — тусне йӑпатас тесе савӑнӑҫлӑн каларӗ Сергей. — Эсӗ ан кулян, пурте йӗркеллӗ пулӗ… Ну, каях ӗнтӗ, малтанхи пӗренесем юхса аннине сисмесӗр ан юл. Сергей йӗнер ҫине ларма урине ҫӗкленеччӗ ӗнтӗ, анчах каллех чарӑнса тӑчӗ. — Тата акӑ мӗн, Сеня… Эпир санпа тахҫанах пӗр тӑван пек ӗнтӗ. Ҫавӑнпа сана йӑмӑк пирки каласшӑнччӗ. Сирӗн хушӑрта вӑл пӗчченех, эсӗ ӑна сыхла, хӳшӗ туса пар, ҫӗрле ан шӑнтӑр вӑл… Тусем хушшинче ирхине яланах сивӗ. Атте хирӗҫ пулнӑшӑн ан шиклен. Мӑшӑрланатӑрах. Чӑрмав сиксе тухсан — пулӑшӑпӑр. Аттене эпӗ аван пӗлетӗп. Эсӗ, Ҫемен, ан кулян. Вӑл кутӑнланӗ-кутӑнланӗ те килӗшӗ… Факт… Ну, чипер юл.

Сергей йӗнер ҫине сиксе ларчӗ, ӑйӑра вырӑнтанах шак сиккипе тапратса ячӗ те пӗчӗк вӑрманта лавсене хуса ҫитрӗ. Вӑрман часах пӗтрӗ, лавсем каллех ланкашкаллӑ чуллӑ ҫулпа кӗмсӗртетме пуҫларӗҫ. Ҫанталӑк пӑчӑ. Тусем хушшинче тин ҫеҫ типнӗ курӑк шӑрши перет. Вӑкӑрсем кӳлнӗ икӗ урапа малта пынипе ытти лавсем те ерипен шунӑ. Ирина, питне тутӑрпа хупласа, лав ҫинче выртса пынӑ. Виҫҫӗмӗш лав ҫине кимӗ лартнӑ, унӑн икӗ айккине смала сӗрнӗ, ӑшне утӑ тултарнӑ, ҫав утӑ ҫинче Иван Атаманов ытла та аван выртса пырать. Ытти лавсем ҫине те туллиех утӑ хунӑ. Утӑ ҫине йывӑҫ антарма каякансем вырнаҫнӑ, хӑшӗ урисене усса ларнӑ, хӑшӗ месерле кайса ӳкнӗ. Лашасем вӑкӑрсемпе майлашса, йӑнӑш пусасран хӑранӑ пек, хуллен утса пыраҫҫӗ. Айӑр лашасене курсанах, пӗтӗм ӳтне чӗтретсе, хура ҫилхине ҫӳле ывӑтса, хытӑ кӗҫенсе ячӗ. Ун сасси ян-ян кайса, тӗрле ҫӗрте илтӗнчӗ, кӗсресем кӗтмен ҫӗртен ҫав тери савӑнӑҫлӑ сас са илтсе, пуҫӗсене ҫӗклерӗҫ, васкаса утса постромкисене карӑнтарчӗҫ. Лашасене хуса ҫитсен, ӑйӑр юртма чарӑнчӗ, ташласа пыра пуҫларӗ, Сергей ӑна аран-аран инҫерех тытса пычӗ.

Сергей ҫул хӗррипе ҫынсем ҫине пӑхса пычӗ, ҫак ҫынсемпе ун пӗр кубометр ҫеҫ мар пӗрене юхтармалла пулать. Вӑл ватӑрах арҫынсене пурне те палланӑ, вӗсем кунта нумаях та пулман, анчах каччӑсемпе хӗрсене чылайӑшне палламан. Ун ҫине пӑхса, лав ҫинче типшӗм питлӗ, йӑлтӑркка хура куҫлӑ каччӑ ларса пынӑ. Вӑл ӑйӑр ҫине куҫне илмесӗр пӑхса пынӑран Сергей ӑнланчӗ — ку ача йӗнер ҫине ларас килнипе макӑрса ярас патнех ҫитнӗ пулмалла. Ун ҫумне лав урлах ҫирӗп пӳллӗ ҫын тӑсӑлса выртнӑ. Вӑл кӗске аллисене чавси тӗлӗнче хутлатнӑ, шӑлаварне чӗркуҫҫи таран тавӑрнӑ та урисене уснӑ. Питне ҫӑм шлепкепе хупланӑ, — пысӑк янахӗ кӑна курӑнса пынӑ. «Кам-ши ку? — шухӑшларӗ Сергей. — А! Грицько Корнев!» Грицько тавра каччӑсем хӑшӗ ларса, хӑшӗ айккӑн выртса пынӑ, — хӑшӗсем калаҫнӑ, хӑшӗсем инҫетре курӑнакан вӑрмана пӑхса пынӑ, хӑшӗсем юханшыв кӗрленине итленӗ.

— Пирӗн Грицько хӑрлаттарать кӑна, — терӗ мӑйӑхлӑ хура арҫын. — Ҫӗрӗпех хӗрсем хыҫҫӑн чупнӑ пулас, халӗ ыйӑха туртать.

Ӑна хирӗҫ никам та чӗнмерӗ.

Ун хыҫҫӑн пыракан лав ҫинче туллиех хӗрарӑм пулнӑ, вӗсем патне тинерех ҫеҫ Митька Кушнарев куҫса ларнӑ та, кунта вара хӗрӳ калаҫу, кулӑ, шӳт туни пӗр самантлӑха та шӑпланмасть. Йӑлтӑркка, шухӑ куҫлӑ Митька хӗрарӑмсене лӑпкӑ ларма памасть. Пӗрин ҫумне ларать те, ӑна ыталаса илсе, хӑлхаран тем пӑшӑлтатать, лешӗ вара ҫурӑмӗнчен пулмасан та, аяк пӗрчинчен чышса ярать ӑна, Митька хайхи теприн ҫумне куҫса ларать…

— Дмитрий, — терӗ Сергей, — мӗнле бригадир пултӑр санран! Хӗрсемпе выляса пыратӑн, вӑкӑрсене хӑвӑн апат пӗҫерекен хӗре хӑвалаттаратӑн.

— Манран епле бригадир пуласси ӗҫре курӑнӗ, — тесе Митька Варенькӑна ыталаса илчӗ. — Тӗрес калатӑп-и эпӗ, Варюша?

Варенька Митькӑн хӑлхине тытса пӑрчӗ, анчах хӑех ҫухӑрса ячӗ. Митька йӑл ҫеҫ кулса илчӗ.

— Апат пӗҫерме мана Варенькӑна парасчӗ е Даша аппана. Манӑн апат пӗҫерекенӗ ытла ҫамрӑк, унпа юнашар ларма та хӑратӑп эпӗ. — Вӑл каллех Варенькӑна ыталарӗ. — Ман пата апат пӗҫерме пырӑн-и?

— Сирӗл кунтан, тухатмӑш.

Варенька хӗрелсе кайрӗ, урапа ҫинчен сиксе анчӗ те Грицько ҫывӑракан лав ҫине пырса ларчӗ. Типшӗм питлӗ ача ӑна ларма пулӑшрӗ, хӑйпе юнашар вырӑн пачӗ.

— Митька мар, шуйттан вӑл! — пӗр ҫилленмесӗр каларӗ Варенька. — Вӑрҫӑ та йӗркене кӗртеймен ӑна. Ӗлӗкхи пекех хӗрарӑмсем хыҫҫӑн сӗтӗрӗнме юратать… Степа, юрлар-ха пӗрре, — терӗ вӑл ҫамрӑк каччӑна.

— Митька мана ҫилленмӗ-и?

— Ҫӑва патне кайтӑр вӑл… «Тӑварсамӑр лашӑрсене…» юрлӑпӑр.

Варя ерипен юрлама пуҫларӗ. Степа та хӑйӗн хӑюсӑр сассине хушрӗ, Митька ҫине хӑяккӑн пӑхса илчӗ, лешӗ ӗнтӗ Глашӑпа юнашар пырса ларма та ӗлкӗрнӗ. Лавсем ҫинче ларса пыракансем майӗпен пурте юрра хутшӑнчӗҫ, мӑйӑхлӑ хура арҫын та юрлама пуҫларӗ, пӗр Грицько кӑна ним туйми ҫывӑрать. Варенька ҫине пӑхкаласа, Митька та юрласа ячӗ.

— Мӗн кунта мӗкӗрсе ларатӑн? — ҫилленсех каларӗ Глаша. — Каях Варя патне.

Хӗрарӑмсем ҫухӑрашса, ахӑлтатса Митькӑна лав ҫинчен хӑваласа ячӗҫ.

Митька аллисене галифе кӗсйине чикрӗ те Сергей патне мӑнаҫлӑн утса пычӗ.

— Епле вӗсем, — терӗ вӑл, кула-кула кӗсйинчен кӗмӗл портсигар кӑларса. — Ытла та кулӑшла. Туртса ярар… Манӑн пирус пур.

Митькӑна хӑваласа ярсан, хӗрарӑмсем авалхи юрра пуҫласа ячӗҫ. «Чечексем ҫине, ай, тӑм ӳкмесен…» Сергей пирусне чӗртрӗ те юрланине итлеме пуҫларӗ. Икӗ ушкӑн пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ пек юрласа пырать. Арҫын сассисем вӑйлӑрах янӑраҫҫӗ.

— Ҫапах та, хӗрарӑмсене пулӑшас пулать, — терӗ Митька. — Эй, Вася! Кил кунта! Санӑн сас хитре. Андрюшкӑна та чӗн.

Виҫҫӗмӗш лав ҫинчен икӗ каччӑ чупса ҫитрӗҫ. Сергей Иван Атаманов пыракан лавпа танлашрӗ.

— Иван Кузьмич, мӗскер шухӑша кайрӑн? — ыйтрӗ вӑл.

— Кушнарев ҫине пӑхатӑп та, ҫилленес килет, — калаҫас килмен ҫӗртен каларӗ Атаманов. — Мӗн иртӗнет вӑл? Ӑна, шуйттана, тӑлласа ярас пулать, унсӑрӑн тем курса ларас пулӗ! — тесе Атаманов ӑйӑр ҫине кӗвӗҫсе пӑхса илчӗ. — Сережа, эпӗ йӗнер ҫине ларам-и, эс кимӗ ӑшне вырт.

— Ҫук, юрамасть, — терӗ Сергей. — Ман, маларах ҫитсе, тӗттӗм пуличчен хуралҫӑпа калаҫас пулать… Эй, Прохор пичче, ҫывӑратӑн-и? — терӗ вӑл, урапа ҫинче тӗлӗрсе пыракан Прохора. — Эпӗ каятӑп, сире ту хушшинче кӗтсе илӗп. Эсир вӑкӑрсене васкатӑр, лашасене мала ярӑр.

Сергей, лашана юртӑпа ярса, Иринӑна хуса ҫитрӗ. Ирина ун ҫине ачаш куҫӗсемпе пӑхса илчӗ те ирӗксӗр пек йӑл кулчӗ:

— Лар ман пата, Сережа. Куратӑн, эпӗ каллех пӗччен…

— Ларма хавас та, анчах ман васкас пулать.

Ӑйӑр чӗлпӗре татас пек туртать, ҫӑварӗнчен кӑпӑк сирпӗтсе, ҫӑварлӑхне шӑлӗсемпе кӑшлать, ниепле те уттипе пырасшӑн мар. Айӑр ытла хавшак пулни Сергее савӑнтарми пулчӗ. Хулпуҫҫисем сураҫҫӗ, чӗлпӗрне кару тытса пынипе аллисем те ыратаҫҫӗ. Чубуксунск ятлӑ ансӑр ту хушшине ҫитиччен Сергей хытӑ юрттарса кайрӗ, ҫул такӑр выртакан ҫӗрте сиккипе пычӗ, ярханах янӑ кӗпине вӑйлӑ ҫил хӑпартларӗ, ӳте кӑмӑллӑ сивӗтсе пычӗ.

Чубуксунск тӑвӗ хушшине Сергей хӗвел анас умӗн ҫитрӗ. Тӗттӗм симӗс ту тӑррине ылтӑн тӗс сапса, хӗвел анчӗ. Йӑмӑх тӗссем майӗпенех сӳне пуҫларӗҫ, ту айккисем те тӗттӗмленчӗҫ, анчах нумайччен каҫ пулса ҫитеймерӗ, ту мӗлкисем хуран курӑнаҫҫӗ, чӗрӗ ҫӗр шӑршипе хыр шӑрши перет. Тусем хушшине кӗнӗ ҫӗрте вӑхӑтлӑха тунӑ пӗчӗк хурал пӳрчӗ ларать. Сергей ӑйӑра йывӑҫран кӑкарчӗ, чӗн пиҫиххине тӳрлетрӗ, гимнастерка аркине турткаласа юсарӗ. Ӑна хирӗҫ, хулпуҫҫи урлӑ берданка пӑшал ҫакса, хуралҫӑ тухрӗ, ку кӑтра сухаллӑ вӑйпитти старике Сергей паллать.

— Сывӑ-и, Фома Антонович, — терӗ Сергей. — Эпӗ ак каллех сирӗн пата ҫитрӗм… Кун пек ӑна килессе кӗтменччӗ пулӗ-ха?

Ватӑ ҫын ним чӗнмесӗр хӑйӗн вӑйлӑ аллине пачӗ. Фома Антонович ҫак Ылтӑн Ҫӑлтӑрлӑ хура каччӑ пӗрре килсе кайнине астуса, савӑнӑҫлӑн, шурӑ та тӗрӗс шӑлӗсене кӑтартса, кӑмӑллӑ кулса илчӗ.

— Пирӗн ҫула астурӑн пулать? — терӗ вӑл, йӑл-йӑл кулкалама чарӑнмасӑр.

Сергей Ставропольте илнӗ удостоверение, йывӑҫ антарма ирӗк панӑ хутпа наряда тата банкра укҫа тӳленӗ счета кӗсйинчен кӑларса, пурне те Фома Антоновича пачӗ. Лешӗ хутсене ывӑҫ ҫине илсе чӑмӑртарӗ, ун аллине пӗтӗмпех кӗмӗл тӗслӗ йӑлтӑркка хура ҫӑм пуснӑ, пӳрне сыпписем тӗлӗнче ҫӑмӗ тата ҫӑрарах. Ӑратлӑ лашасене чухлакан ҫын пек, вӑл малтан ӑйӑр ҫине тинкерчӗ, унтан Сергей ҫине пӑхрӗ. Ку ватӑ ҫынна хӑни мар, унӑн Ылтӑн Ҫӑлтӑрӗ кӑмӑла кайни курӑнсах тӑчӗ. Вӑл ӑна хӑйӗн кӗске пӳрнисемпе тытса пӑхма та именмерӗ, тытрӗ те кӑмӑллӑн каласа хучӗ:

— Ав епле япала иккен! Ҫуралнӑранпа та тытса курман…

— Аттеҫӗм, эсӗ хутсене вула-ха, часах тӗттӗмленӗ тата.

— Хутсене те халех пӑхса тухӑпӑр. — Вӑл, аллисене тӑсса, куҫлӑхсӑрах вулама пуҫларӗ. — Апла иккен… йывӑҫ илме майне тупрӑн пулать? Ҫыннусем ӑҫта санӑн?

— Килеҫҫӗ.

Тӗттӗмлениччен Сергейпе Фома Антонович хатӗрленӗ пӗренесене пӑхса тухрӗҫ. Юханшыв хӗрринчен пӗр ҫӗр метрта хыр пӗренисем, хулӑн бук пӗренисем сарлака лапамра пысӑк сарай пек шаршансенче выртнӑ. Ҫак илемлӗ, хура хӑмӑр пӗренесене касни нумай пулать ахӑр, мӗншӗн тесен ҫиелти ӗрет хуралса тӗкленнӗ, хуппи типсе кайнӑ, хӗрлӗ сӑнпа йӑлтӑртатман. Шаршансем хушшипе Сергей урам тӑрӑх утнӑ пек пырать, пур енчен те типнӗ смала шӑрши кӗрет. Кӑнтӑрлахи шӑрӑхпа ӑшӑннӑ йывӑҫсенчен халӗ те кӑмӑллӑ ӑшӑ тухса тӑрать, вӗсенчен вӗри ҫункав шӑрши перет.

— Тар пек типӗ, — терӗ Фома Антонович, пӗренерен сарӑ та ҫыпҫӑнкӑ сухӑр пӑчӑртатса тухнӑ тӗле шӑршласа. — Шӑрпӑк чӗртсе пӑрахӑн — вут хыпӗ. Выртса ҫирӗпленнӗ йывӑҫ. Вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗнче каснӑ. — Ватӑ ҫын сухалне мӑнаҫлӑн шӑлкаларӗ. — Питӗ кирлӗ ҫӗре яма каснӑ…

Тӗттӗмленсе ҫитсен чылайран лавсем шавлӑн пырса ҫитрӗҫ. Ытла тӗттӗм те ют пулнӑ ҫак икӗ ту хушшинчи каҫ. Ҫӳллӗ тусен сӗм хура мӗлкисем шыв ҫине ӳкнӗ, горизонт курӑнман, шултра та йӑвӑ ҫӑлтӑрлӑ пӗлӗт пуҫ тӳпинче кӑна курӑннӑ. Тӗттӗмленсен, ту хушшинчи хӗсӗк вар тарӑх витӗр сивӗ ҫил вӗрме пуҫларӗ, шыв хӗрринче, пӑрлӑ нӳхрепри пек, сивӗ. Ҫӳллӗ тусен хушшинче ҫынсене акӑш-макӑш хӳшӗри пек туйӑнать, лере вӑрман хуралса ларать.

Чубуксунск ятлӑ икӗ ту хушши кун пек шавлӑ нихҫан та пулман. Ҫынсем калаҫнӑ, кӗрленӗ, вут куҫӗсем ялкӑшнӑ, шурӑ тутӑрӗсемпе ҫиҫсе, апат пӗҫерекенсем чупкаласа ҫӳренӗ. Унта та кунта сасӑ илтӗннӗ:

— Сивӗрех вырӑн ку.

— Кӗркуннехи пек!

— Епле пурӑнаҫҫӗ кунта ҫынсем?

— Сивӗрех ҫав, анчах вӑрӑмтунасем ҫыртмаҫҫӗ. Канлӗ ҫывӑрма пулать.

— Кӗрӗкпе витӗнсен!

— Кама епле-тӗр, кун пек сулхӑн ман чуна килӗшет.

— Пире те сивӗпе хӑратаймӑн, — терӗ Глаша.

Каҫхи апата вут ҫутипе ҫирӗҫ. Вутӑ шартлата-шартлата ҫунать.

— Эй, ҫӗнӗ хуҫасем! — терӗ Фома Антонович, ҫынсем патне пырса. — Вутне асӑрханарах ҫунтарӑр.

— Пӗлетпӗр.

— Ларӑр пирӗнпе апат ҫиме.

Вӑхӑт ҫурҫӗр еннелле шунӑ. Таҫта сӑрт хыҫӗнче ҫамрӑк уйӑх каччӑ пек ҫӳренӗ, вӑл сӑрт хысакӗ ҫине, чипер хӗр кӑкӑрӗ умне хӑю ҫакнӑ пек, хӗрлӗ сӑн ӳкерчӗ. Горизонтран кӑшт ҫеҫ ҫӳлерех ҫӳрерӗ вӑл, ту тӳпине хӑпараймарӗ, апӑрша. Ту хушшине ҫавах та ҫутӑ ӳкрӗ. Хӗрарӑмсем вырӑн хатӗрлеме пуҫларӗҫ, типӗ утӑ саркалама тытӑнчӗҫ. Ирина та лавӗ патне кайрӗ. Вӑл лав ҫинче, йӑвари кайӑк пек, тем чакаланса ларнине, ҫывӑрас умӗн ҫивӗтне ҫивӗтленине Сергей курса тӑчӗ.

— Ҫывӑрма тӑхтӑр-ха! — хыттӑн каларӗ Сергей, Ирина илттӗр тесе. — Радио итлесе пӑхар. Митя, приемнике илсе кил-ха.

Пурте кӑвайт умне пычӗҫ, нимӗн чӗнмесӗр, тӗлӗнтермӗш чемодан тавра мӗн каласса кӗтсе ларчӗҫ. Фома Антонович те ҫитрӗ, вӑл Сергей ҫумне кукленсе ларчӗ. Приемнике майлаштарса, Сергей часах Мускав сассине тытрӗ. Музыка янӑраса кайрӗ, оркестр темле вальс калать, тӗксӗм те нӳрлӗ ту хушшинче ҫак янӑравлӑ кӗвӗ ытла та тӗлӗнмелле чуна ҫӳҫентерет.

— Сирӗнпе питӗ савӑнӑҫлӑ, — терӗ Фома Антонович, приемник ҫумне майлӑрах ларса.

Шӑп пулчӗ, ачашласа ҫывратакан шыв кӗрлевӗпе хутшӑнса, арҫын-диктор сасси ҫӗнӗ хыпарсем парасси ҫинчен пӗлтерчӗ. Ҫынсем тата патнерех пычӗҫ, Сергей ури вӗҫӗнчи чемодан тавра ункӑ пек тӑрса тухрӗҫ. Сывламасӑр итлеҫҫӗ. Хӗрарӑмӑн кӑмӑллӑ сасси ҫапла каларӗ:

— Танковӑй тата механизированнӑй ҫарсем уйрӑмах пысӑк вырӑнта тӑнине тата Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра вӗсем паттӑр ҫапӑҫнине шута илсе, ҫавнашкалах танк тӑвакансем Хӗҫпӑшаллӑ Вӑйсене бронетанковӑй техника парса тӑрас тӗлӗшпе хастарлӑ ӗҫленине шута илсе, СССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ кашни ҫул уяв — Танкистсен кунне ирттерме указ йышӑннӑ. Танкистсен кунне ҫулсерен сентябрь уйӑхӗнче иккӗмӗш вырсарникун уявламалла.

«Сентябрь уйӑхӗнче иккӗмӗш вырсарникун», — шухӑшларӗ Сергей, анчах йӑнӑш илтнӗ пек туйӑнчӗ ӑна, диктора тепӗр хут итлес килчӗ ун. Приемник тавра ларакансем пурте харӑсах Сергей ҫине пӑхса илчӗҫ. Тӗттӗмре вӑл палланӑ ҫынсен сӑнне, вӗсем кӑмӑллӑ кулнине курчӗ, вара тин хӑй питӗ савӑнса кайнине ӑнланса иле пуҫларӗ. Ун чӗри нихҫан та кун пек хӑвӑрт сикмен. Тӑнлавӗсем пӗҫерсе кайрӗҫ, пичӗ ҫунса тӑрать… Чӗрене савӑнӑҫ килсе лӑпкарӗ тата темшӗн шиклӗ пек те туйӑнчӗ. Халиччен пӗлмен ҫӗнӗ савӑнӑҫпа пӗрле таҫта шалта хӑй танкист пулнӑшӑн хӗпӗртес кӑмӑл ҫӗкленчӗ. Савӑнӑҫ хыҫҫӑн темле хурланас килсе кайрӗ, ҫартан тухса килнӗшӗн вӑл малтанхи хут ӳкӗнсе илчӗ. «Мӗншӗн кунта-ха эпӗ, ҫак хыр шӑрши кӗрекен ту хушшинче? — тесе ыйтрӗ вӑл, хӑйне хӑй нимӗн калама пӗлмесӗр:  — Халӗ манӑн тӑван дивизире пуласчӗ… Ӑҫта халӗ вӗсем? Ман танк ӑҫта-ши?.. Пӗлетӗп, парад пулатех… Мускавра салют пулать… Ман танкпа ӗнтӗ площадь тӑрӑх кам вӗҫтерсе иртӗ-ши?» Сергей шухӑша кайрӗ. «Кубань тӑрӑхӗнче тырӑ вырма тухнӑ. Краснодартан пӗлтернӗ тӑрӑх…» — тесе вуланӑ диктор, анчах Сергей ӑна итлемен. Темӗн чухлӗ шухӑш килсе чӗрине хускатрӗ, вӑл нимӗн тума та, ниҫта кайма та пӗлмерӗ. Савӑнӑҫлӑ та, хурлӑхлӑ та ӑна: уяв кунӗ вӑл ҫур тӗнче пӗрле ҫӳренӗ тӑван дивизире пулас ҫук ӗнтӗ, мир тӑвас умӗн, тусем урлӑ хӑватлӑ ыткӑнса, Прагӑна ҫапӑҫса кӗнӗ машинӑсен парадне курас ҫук вӑл… Каҫ пӗтрӗ ӗнтӗ! Ҫывӑрса каяс ҫук вӑл кӗҫӗр. Диктор нимӗҫсем аркатса хӑварнӑ шахтӑсене юсани ҫинчен каларӗ. Сергей ӑна итлемерӗ, вӑл тӗттӗм ту хысакӗ ҫине пӑхса ларчӗ, шухӑшӗпе хӑйсен дивизине вӗҫсе ҫитрӗ. Е вӑл брезентпа витнӗ, анчах парада тухма хатӗр танкӗ ҫумӗнче тӑрать, е парада кайма тумланнӑ юлташӗсем хушшинче ҫӳрет, е ҫынпа тулнӑ Прага урамӗсемпе иртет, е генерал ӑна алӑ парса, ҫапла калать: «Тутаринов, эсӗ те пирӗн пата ҫитрӗн иккен? Яланлӑхах-и?» Сергей именсе кулса илет: «Ҫук, уява ҫеҫ… Пӗлетӗр-и, питӗ тунсӑхласа ҫитрӗм…» «Пӗлетӗп, пӗлетӗп… Мӗншӗн уява ҫеҫ? Мӗншӗн килмеллех килмерӗн? Юл пирӗн пата, эсӗ хамӑр ҫын…»

Сергей хӑвӑрт ура ҫине тӑчӗ, Митькӑна ҫӗнӗ хыпарсем хыҫҫӑн приемнике илсе хума хушрӗ те васкасах шыв хӗррине кайрӗ. Мӑкланнӑ чул ҫине ларчӗ те вӑл шутласа пӑхрӗ: уяв сентябрӗн 8-мӗшӗнче пулать. Апла умра тата икӗ уйӑх… «Чӑнах, дивизие кайсан мӗнле-ши? Юлташсене курас, уява пӗрле ирттерес те киле таврӑнас». Ҫак шухӑшсем ӑна канӑҫ паман. Ниҫта кайма, нимӗн тума пӗлмесӗр, вӑл шыв хӗррипе уткаларӗ. Хумсем чуллӑ ҫырана ҫапӑнса шавланӑ, ку шав Сергее ҫакӑн пекех ансӑр ту хушшипе Прага хули патнелле танксем кӗрлесе пынине аса илтерчӗ… Ҫав паттӑр марш куҫ умне ӳкерчӗк пек тухса тӑтӑр тесе, вӑл куҫне хупрӗ… Сасартӑк шывӗ те, тусем те, вӑрманӗ те хӑватлӑ юрӑ, ҫук, юрӑ мар, марш юрласа ячӗҫ пек… Радиопа Гимн юрланӑ мӗн, вӑл Кавказри таҫти-таҫти сӗм тусем хушшинчи пек нихҫан та савӑнӑҫлӑ та хӑватлӑ кӗрлемен пек туйӑнчӗ Сергее… Унтан пурте лӑпланчӗ.

— Маруся, Мускавра аван пулмалла…

— Ман пичче Мускавра пулнӑ, курма килсен каласа кӑтартрӗ.

— Нимех те мар тӑваткал ещӗк, — хулӑн саспа каласа хучӗ Фома Антонович, — пӑх-ха эсӗ ӑна, мӗнле ҫӗмӗрттерет вӑл.

— Ҫапла, ахаль япала мар, — нумай пӗлекен ҫын пек сӑмах хушрӗ Иван Атаманов.

Кубань темле хурлӑхлӑ сасӑпа кӗрлесе юхать. Ури айӗнче ҫӳллӗ йӗпе курӑка туйса, Сергей ҫыран хӗррипе утрӗ. Такам систермесӗр пырса, ӑна хулпуҫҫинчен тытрӗ. Вӑл ҫаврӑнса пӑхрӗ те Иринӑна курах кайрӗ.

— Эп сана ҫывӑрнӑ тесе?

— Ҫӗнӗ вырӑнта темшӗн ыйхӑ килмест… Эпӗ йӑлтах итлерӗм. Анчах мӗншӗн хурлӑхлӑ-ха эсӗ?

— Мӗншӗн хурлӑхлӑ-и? — терӗ те, Ирина килнӗшӗн савӑнса, Сергей ӑна ыталаса илчӗ. — Ӑнланӑн-ши эсӗ мана? Савӑннипе хурлантӑм эпӗ, — тӗлӗнмелле?

Шӑппӑн калаҫса ту хушшипе утрӗҫ, иккӗшӗ пӗрле пулнӑран, йӗри-тавра чӗмсӗр тусем кӑна тӑнӑран тата юханшыв пӗр чарӑнмасӑр хӑй юррине юрланӑран савӑнӑҫлӑ та телейлӗ пулнӑ вӗсем…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех