Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем

Автор: Виталий Родионов

Ҫӑлкуҫ: Пилсемпе кӗлӗсем // Шупашкар: Чӑваш кенеке издательстви, 2005. — 5-11 с.

Хушнӑ: 2016.07.04 13:32

Пуплевӗш: 176; Сӑмах: 2595

Текст тӗсӗ: Ӑслӑлӑх статьи

Вырӑсла Тема: Тӗн

Кирек хӑш халӑх та сӑмахӑн асамлӑ хӑватне авалтанах ӗненсе пурӑннӑ. Калӑпӑр, пӗр-пӗр ҫын чирлесе ӳксессӗн ӑна сыватма пултаракан е унӑн сӑлтавне пӗлекен ҫынсене (пӗлӳҫӗ, вӗрӳҫӗ, юмӑҫ т.ыт.те) чӗлхе вӗртернӗ, суртарнӑ е ҫӳлти вӑйсенчен ырлӑх-сывлӑх ыйтса кӗлӗ сӑмахӗсем каланӑ. Тахҫан авал чӗлхе тата кӗлӗ сӑмахӗсем пӗр-пӗринчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑман, вӗсем ҫут ҫанталӑкри тӗрлӗ вӑйсемпе хутшӑннӑ самантсенче каланисенчен йӗркеленсе кайнӑ. Чӑвашсемпе чӗлхе тӗлӗшӗнчен хурӑнташлӑ якут, алтай, шор, хакас тата ытти халӑхсен сӑмахлӑхӗнче эпир пӑхса тухакан жанрсене паян кунчченех пӗр сӑмахпа палӑртаҫҫӗ: алгыш, алгыс. Ҫак форма авалхи тӗрӗк чӗлхинчи алха (мухта, ырла, ырӑ сун) тымартан пулса кайнӑ. Ӑна хирӗҫ пӗлтерӗшлӗ сӑмах алхан пулнӑ, вӑл пирӗн чӗлхере ылхан тенипе тӳр килет. Алгыш вара чӗлхемӗрте ылхаш формӑллӑ пулмаллаччӗ, анчах та ҫав пӗлтерӗшпе пирӗн урӑх сӑмах ҫӳрет: пил (пехил). Ахӑртнех, ҫак араб сӑмахӗ чӑн чӑвашла формӑна вӑтам ӗмӗрсенчех (XIII—XIV) хӗссе кӑларнӑ.

Тӗпчевҫӗсем кӗлӗ тата чӗлхе сӑмахсем те тахҫан малтан пӗр тымартанах пулса кайнӑ тесе ӑнлантараҫҫӗ. Каярах вӗсенчен пӗрремӗшӗ ҫӳлти вӑй-хӑватсемпе хутшӑннине, иккӗмӗшӗ ҫӗр ҫинчи тата аялти тӗнчери вӑй-хӑватсемпе хутшӑннине пӗлтерме пуҫланӑ.

Ҫапла вара, эпир пӑхса тухакан жанрсем малтан пӗр пулни, вӑхӑт иртнӗҫемӗн вӗсем пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайни ҫинчен ҫирӗппӗнех калама пултаратпӑр.

Чӗлхе, кӗлӗ, пил тата ылхан йӗркисем пӗр-пӗринпе тӗрлӗ ҫыхӑнура тӑраҫҫӗ. Вӗрӳ-суру чӗлхисемпе ылхансене пӗрлештерекен ен вӑл — вӗсем сыватас е чирлеттерес-хӑртас пӗлтерӗшлӗ пулни. Кӗлӗсемпе пилсем пурнӑҫ ырлӑхӗ ыйтнипе е панипе ҫыхӑннӑ. Чӗлхесемпе кӗлӗсене ылхан-пилсенчен ҫакӑ уйӑрса тӑрать: вӗсем ҫын хушшинчи хутшӑнӑва мар, ҫынпа (обществӑпа) ҫут ҫанталӑк хушшинчи ҫыхӑнӑва йӗркелеме пулӑшаҫҫӗ. Пил е ылхан йӗркисем ҫынпа ҫын хушшинчи хутшӑнӑва палӑртаҫҫӗ. Пиллесессӗн пин пулнӑ, пиллемесен (ылхансассӑн) кӗл пулнӑ тенӗ ӗлӗкхи чӑвашсем.

Сӗм авал, тӗрӗк-монгол йӑхӗсем пӗрле пурӑннӑ тапхӑрта, психологи параллельлӗхне пула ансат чӗлхесем ҫирӗпленме пуҫлаҫҫӗ. Вӗсем ҫав вӑхӑтра кӗлӗсемпе пилсем вырӑнӗнче те пулнӑ-ха. Каярах, пирӗн эра пуҫламӑшнелле, эпикӑлла чӗлхесем аталанса каяҫҫӗ. Кӗлӗ йышши чӗлхесем вара Атӑл ҫи Пӑлхар ӗмпӳлӗхӗ чӑмӑртаннӑ тапхӑртан вӑй илеҫҫӗ темелле.

Ҫавӑн йышши текстсенче ытларах Ҫӳлти Турӑ вӑйӑмӗ палӑрать. Ку ыйтӑва тӗплӗнрех Н.И. Ашмарин тӗпченӗрен малалла эпир унӑн ӗҫӗсене тишкерсе тухӑпӑр.

Чӑваш кӗлӗ сӑмахӗсенче тӗл пулакан уйрӑм ятсене пӑхса тухнӑ май Н.И.Ашмарин хӑйӗн 1921 ҫулта хайланӑ «Отголоски золотоордынской старины в народных верованиях чувашей» ӗҫӗнче ҫапла пӗтӗмлетӳ тӑвать: «Среди названий чувашских божеств встречаются такие, которые как будто являются отражением былого общественно-административного строя, порядки которого и соответствующая иерархия были перенесены чувашином в область его религиозных верований — в мир тех таинственных существ, которым он молился и приносил свои жертвы. Этим былым, давно позабытым общественным строем мог быть или административный строй Волжской Болгарии, или более поздний строй Золотой Орды».

Н.И.Ашмарин чӑваш мифологийӗнчи чылай ятсем пулса тата кӗлӗ сӑмахӗсем йӗркеленсе кайнине Атӑл ҫи Пӑлхар е Ылтӑн Урта патшалӑхӗсен вӑхӑчӗпе ҫыхӑнтарать, вӗсене ислам тӗнӗнчи сӑмах-йӑлапа ӑнлантарать. Унӑн шухӑшӗпе, кӗлӗ сӑмахӗсене Ылтӑн Урта вӑхӑтӗнче пуҫ пулса тӑнӑ тӗрӗк чӗлхинчи сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем ҫаплипех кӗрсе кайма пултарнӑ. «Нет ничего удивительного в том, что старинные молитвы, в которых чуваши обращались и, вероятно, обращаются до сих пор к своим божествам в частных и общественных молениях, носят на себе отпечаток того же самого административного быта, который отразился в названиях их божеств, — тесе пӗтӗмлетет тӗнчипе паллӑ тӗпчевҫӗ-тюрколог. — Представляя себе последних в виде важных ордынских чиновников, они, естественно, могли включать в свои моления слова и даже целые выражения, заимствованные из бывшего тогда в употреблении официального тюркского языка, который, конечно, был чувашам более понятен и доступен, чем язык московских указов, грамот и челобитных, который выступил на смену официального тюркского после ханских ярлыков...».

Кӗлӗ сӑмахӗсенче официаллӑ ҫыруллӑ культура витӗмӗ сыхланса-упранса юлнӑ текен шухӑш паянхи ӑслӑлӑхшӑн питех те пӗлтерӗшлӗ. Ҫав факт чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем патшалӑхлӑ цивилизаци, ҫыруллӑ культура витӗр вӑтам ӗмӗрсенчех тухни ҫинчен калать. Ҫав хушӑрах Н.И. Ашмарин мифологипе тӗн терминӗ-сӑмахӗсене пин-пин ҫулчченхи аваллӑхра мар, шӑпах ҫав ҫыруллӑ культура чечекленнӗ тапхӑрсенче (X—XIV ӗмӗрсенче) шырамаллине, вӗсем пулса кайнине ун чухнехи чӑн пурнӑҫпа ҫыхӑнтарса ӑнлантармалли ҫинчен калать. Шел пулин те, ҫак чӑнлӑха паянхи хӑш-пӗр тӗпчевҫӗ йышӑнасшӑн мар. Хӑйӗн тепӗр ӗҫӗнче («Введение в курс чувашской народной словесности») Н.И. Ашмарин маларах каланӑ шухӑшсене чылай аталантарать, кӗлӗ сӑмахӗсен хӑй евӗрлӗхне пӑхса тухать. Тӗнпе, ӗненӳпе ҫыхӑннӑ жанрсем тахҫан авалах йӗркеленнине палӑртса кӗлӗ сӑмахӗсем пирки вӑл ҫапла калать: «Эти молитвы заключают в себе обращения к божествам, сопровождаемые различными пожеланиями, указываемыми на те нужды, устранения которых чувашин ждал от почитаемых им существ, а также на отношения чувашина к окружающему миру, к своим семейным, к друзьям, чужим людям и т.д. Молитвы, как и другие народные произведения, заключают в себе драгоценный материал для познания народной психологии и народных чаяний, они же дают нам материал и для изучения чувашской народной религии, изменявшейся с течением времени и принимавшей в себя элементы мусульманских и христианских, а еще ранее, может быть, и элементы других религий, о чем мы доселе ничего определенного не знаем».

Ҫу чӑваш (вырӑспа тутар тӗнӗсене куҫман чӑваш) тӗнӗнче мӑсӑльмансенчен куҫнӑ сӑмах е йӑла йышлӑ пулнине Н.И. Ашмарин хӑйӗн чылай ӗҫӗнче палӑртнӑ. Вӗсем халӑх хушшинче анлӑ сарӑлнӑ, официаллӑ мар ислам йӑли-йӗркипе пӗрешкелех пулнинчен нимӗн тӗлӗнмелли те ҫук. Чӑвашсем пӗр хушӑ (Хусан ханлӑхӗ вӑхӑтӗнче) ҫав тӗне уянӑ та пулас. Нимӗҫ ҫулҫӳревҫи 3. Герберштейн XVI ӗмӗр пуҫламӑшӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, Сӑр шывӗнчен тухӑҫалла пурӑнакансем пурте пуҫӗсене хырса ҫӳренӗ, вӗсем ислам тӗнӗпе пурӑннӑ иккен.

Кӗлӗ сӑмахӗсенче е, пӗсмӗлле; ҫырлах; хуш хурса хапӑл ил; ҫырлаха пар; тав тӑватпӑр, пуҫҫапатпӑр, витӗнетпӗр йышши сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем тӑтӑшах тӗл пулаҫҫӗ. Ҫав текстсенчи канон сӑмахлӑхра Атӑл ҫи Пӑлхар е Ылтӑн Урта тапхӑрӗсенчех ҫирӗпленсе ларнине палӑртать Н.И. Ашмарин. Иккӗмӗш ӗҫӗнче вӑл кӗлӗ сӑмахӗсен тытӑмӗ хӑш чӗлхерен кӗнине уҫӑмлатса ҫитерет: «Заимствовав некоторые названия своих «божеств» из административного обихода Золотой Орды, а может быть, и древней Камской Болгарии, чуваши позаимствовали кое-что из установившегося языка ордынских канцелярий, которые находились под сильным уйгурским влиянием, так как язык, на котором составлялись ханские бумаги, был в сущности уйгурский, перенесенный на новую почву уйгурскими писцами, приглашавшимися на службу к монгольским ханам Золотой Орды».

Кӗлӗсене ушкӑнлас ӗҫе те Н.И.Ашмаринах пуҫарнӑ темелле. Вӗсене вӑл икӗ ушкӑна уйӑрса пӑхнӑ: ҫулталӑк ҫаврӑнӑшӗпе ҫыхӑннӑ кӗлӗ сӑмахӗсем (слова годовых молений) тата уйрӑм сӑлтавпа ҫыхӑннӑ кӗлӗ сӑмахӗсем (частные молитвословия). Пӗрремӗш ушкӑнри йӑласене ҫапларах вырнаҫтарса тухнӑ: 1) Ака умӗн пӑтти; 2) Вӑрлӑх пӑтти; 3) Кӗтӳ умӗн пӑтти; 4) Учук; 5) Ҫерҫи чӳкӗ (ҫурхисем); 6) Каҫхи чӳк; 7) Авӑн пӑтти; 8) Хур чӳкӗ; 9) Карта пӑтти; 10) Килӗш пӑтти; 11) Шыв нимӗрӗ; 12) Сӑра чӳкӗ; 13) Хурт чӳкӗ; 14) Хӗрт-сурт пӑтти (кӗрхисем).

Уйрӑм сӑлтавпа ҫыхӑннӑ кӗлӗ сӑмахӗсен шутне Н.И. Ашмарин никӗс пӑтти, ӗне ырри кӗллисене, вӗрӳ-суру чӗлхисен кӗлӗ йышши сӑмахӗсене, вупкӑн чӳкленӗ чухне каланисене, мӑн кӗлӗ вырӑнне чӳкленисене кӗртет.

Н.И. Ашмарин кӗлӗсене ҫапла ушкӑнланипе Г.И. Комиссаров та килӗшет. Ҫав ушкӑнсене чӑвашла вӑл ҫулталӑк улшӑнӑвӗнчен (хӗвел ҫӳревӗнчен) килекеннисем тата сарӑмсӑр (ӑнсӑрт) япаларан килекеннисем тесе палӑртать.

Н.И.Егоровӑн ушкӑнлавӗ тӗплӗрех: 1. Кун ҫаврӑнӑш кӗллисем; 2. Ӗмӗр ҫаврӑнӑш кӗллисем; 3. Ҫулталӑк ҫаврӑнӑш кӗллисем.

1989 ҫулта кӑларнӑ «Чӑваш халӑх сӑмахлӑхӗ» кӗнекере кӗлӗсене, Н.И Ашмаринпа Г.И.Комиссаров пекех, икӗ ушкӑна уйӑрса пӑхнӑччӗ. Пӗрремӗш ушкӑна халӑхпа, ял йышӗпе ирттернӗ чӳксенче (уй чӳкӗнче, ҫумӑр чӳкӗнче т.ыт.те) каланӑ сӑмахсене кӗртнӗччӗ. Иккӗмӗш ушкӑнӗ чылай пысӑкрах. Унта кил-йышпа ирттернӗ кӗлӗсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем татах та пайланаҫҫӗ: 1) кил-йыш хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннисем (вӑрлӑх пӑтти чӳкӗ, карта пӑтти, хурт чӳкӗ, чӳклеме, ташлама т.ыт.те); 2) кил-йыш ваттисене асӑннипе ҫыхӑннисем (ҫураҫма, ҫимӗк). Ҫавӑн пекех тата уйрӑм ҫынсемпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем те пур (ыйткалакан кӗлли, мунча кӗлли, сурӑх каснӑ чухне кӗлтумалли т.ыт.те).

Кӗлӗсенчен кил-йышри вилнӗ ҫынсене асӑннипе ҫыхӑннисем авалраххисем темелле. Ваттисене асӑнмалли йӗрке сӗм авалах пулса кайнӑ. Вилнисене калӑмра, ҫимӗкре тата юпара ятарласа сӑйланӑ, ҫӑва-масар ҫинче е хай ҫырминче (ваттисене кӗпер туса каҫармалли ҫырма) ӗҫсе ҫинӗ, вут урлӑ сикнӗ, юрласа ташланӑ. Ҫапла туни вилнисене хисепленине пӗлтернӗ. Ҫураҫма тексчӗн кӳлепи авалах йӗркеленни унӑн тытӑмӗнче те аван курӑнать. Кашни ҫаври пӗрер ансат параллельлӗхрен тӑрать, ҫавна пула ҫураҫма форми ансат чӗлхесене питӗ ҫывӑх.

Кил-йыш хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ йӑласенчен чылайӑшӗ чӑвашсен мӑн аслашшӗсем Атӑлпа Шурӑ Атӑл (Кама) ҫине килсе ларичченех йӗркеленсе кайнӑ пулас. Ҫакна чӑвашпа ытти тӗрӗк халӑхӗсен (сӑмахран, якутсен, алтайсен, шорсен, хакассен) ҫавӑн йышши йӑли-йӗрки пӗр пулнинчен те курма пулать.

Пилсен шутне ашшӗ-амӑшӗ туйра, салтак ӑсатнӑ чухне е ытти уйрӑлусенче хӑйсен ачи-пӑчине пиллесе каланисене, эпи сӑмахӗсене тата аслисем кӗҫӗннисене вӑл е ку ӗҫе тума ирӗк панисене кӗртме пулать. Пилсем тата уйрӑм ҫын кӗллисем урӑхларах кӳлепеллӗ. Вӗсен сӑмахӗсем пӗр пайран кӑна — кӑмӑла пӗлтернинчен — тӑраҫҫӗ. Пил паракана е ыйткалакана, кӗлӗ сӑмахӗсенчи пек, ӗҫе ӑнлантарса пыни кирлӗ пулман. Ҫакӑн йышши текстсем, ахӑртнех, каярах йӗркеленнӗ.

Кӗлӗсемпе пилсем тата чӗлхесем ҫинчен пӗтӗмӗшле ҫапла каламалла. Ку жанрсем чӑваш халӑх историйӗн тӗрлӗ тапхӑрӗнче йӗркеленсе ҫитнӗ. Асамлӑхпа, ҫут ҫанталӑка чӗрӗлетсе ӗненнипе ҫыхӑннӑ жанрсем халӑх пурнӑҫӗн чи авалхи саманинче пулса кайнӑ. Хуҫалӑхпа тата ҫӗр ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ жанрсем каярах ҫирӗпленсе ҫитнӗ. Ун йышши текстсем халӑх сӑмахлӑхӗнче питех те йышлӑ. Ҫак факт та чӑваш вӑтам ӗмӗрсенчех ҫӗр ӗҫченӗ пулнине ӗнентерме пулӑшать. Кӗлӗсемпе пилсенче чӑваш ҫӗр ӗҫченӗ пек курӑнни ҫинчен Н.И.Ашмаринах каласа хӑварнӑ. Ҫав хушӑрах вӑл чӑвашсем пӗр турӑлӑха (единобожие) кӑна ӗненнине палӑртнӑ: «Это единобожие у язычествующих чувашей создалось под влиянием мусульманской религии, которую когда-то исповедовали их предки, волжско-камские болгары, и которая оставила и до сих пор свои следы в современных нам верованиях народа частью под влиянием христианства».

Пӑхса тухнӑ жанрсене вӗсен илемлӗх тытӑмӗ (поэтики) тӗлӗшӗнчен хак пани те кирлӗ. Ҫакӑ вӑл вӗсен аталану ҫул-йӗрне лайӑхрах асӑрхама пулӑшӗ.

Малтан кӗлӗ йышши чӗлхе сӑмахӗсем ҫинчен калаҫар-ха. Вӗрӳ-суру чӗлхинче кашни психологи параллельлӗхӗ интонаципе синтаксис пӗрлӗхӗ тӑвать. Ун пек пӗрлӗх вӗҫӗнче яланах чарӑну пур. Ҫапла вара, психологи параллельлӗхӗ чӗлхери ҫаврасемпе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ. Ҫакӑ вӑл текстсене танлаштарса пӑхсассӑн та курӑнать. Вӗсенчи ҫавра психологи параллельлӗхӗ пур текстра ҫеҫ ҫирӗппӗн йӗркеленсе пырать. Кӗлӗ йышши чӗлхесенче ытларах рефренлӑ клишесем, хушса хунӑ сӑмахсем, тӗл пулаҫҫӗ.

«Виҫҫӗ» хисепӗн асамлӑ пӗлтерӗшӗпе психологи параллельлӗхӗ пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Тахҫан авал вӗсен пӗрлӗхӗ чӗлхесенчи ҫаврана йӗркелеме пулӑшнӑ. Каярах вӑл илемлӗ шухӑшлавӑн пӗр хатӗрӗ пулса тӑрать. Ҫапах та ҫав ҫаврасенче асамлӑх туйӑмӗ пӗтӗмӗшпех ҫухалман. Ҫак уйрӑмлӑха (синкретикӑлла функциллӗ пулнине) жанр паллисенчен пӗри темелле. Ҫапла вара, чӗлхесенчи ҫавра халӑх ҫут ҫанталӑка чӗрӗлетсе ӗненнине тата хисеп асамлӑхне пула йӗркеленнӗ теме пулать. Ҫаврасӑр пуҫне чӗлхе, кӗлӗ тата пил сӑмахӗсенче тӗрлӗ повторсемпе ҫемӗ йӗркеленӗвӗ те пур. Ҫаксем ку жанрсене калуллӑ поэзи йышне кӗртме май параҫҫӗ. Ансат чӗлхесенче ҫемме ҫак компонентсем йӗркелеҫҫӗ: 1) икӗ синтагмӑран тӑракан ҫемӗ виҫевӗ, 2) текст хӑвӑртлӑхӗ тата 3) ҫавра вӗҫӗнчи чарӑну. Эпикӑлла чӗлхесенче ҫемӗ йӗркеленӗвӗ, тӗпрен илсен, ҫав факторсенех тӗпе хурать пулсан та уйрӑмлӑхӗ те пур. Сӑмахран, вӗсенче икӗ синтагма (предложенин тӗп пайӗсем) пӗр ҫавра мар, пӗр йӗрке ҫеҫ тӑвать. Кунсӑр пуҫне ун пек текстсенче логикӑпа интонаци пусӑмӗ аван палӑрать. Ҫавна пула эпикӑлла чӗлхесем речитативлӑ сӑвӑран ытларах кӗлӗ йышши интонациллӗ сӑвӑ енне туртӑнаҫҫӗ. Кӗлӗсене ҫывӑх чӗлхесен ҫемӗ йӗркеленӗвӗ кӗлӗсен ҫемминчен нимӗнпе те уйрӑлса тӑмасть.

Вӗрӳ-суру чӗлхисенче психологи параллельлӗхӗ ҫут ҫанталӑк пахалӑхне е паллине чӗрӗ чунсем (ҫын, выльӑх-чӗрлӗх) ҫине куҫарнӑран пулнӑ пулсан, кӗлӗсенче вӑл урӑхларах. Вӗсенче этем хӑтланӑвӗ пӗтӗмпех ҫут ҫанталӑк вӑйӗсен кӑмӑлне ҫемҫетесшӗн пулни курӑнать. Авалхи ҫын: «Курӑнман вӑйсене тӑтӑшах ҫырлахтармалла, вара вӗсем эпир ыйтнине пӗр хӗрхенмесӗр парӗҫ», — тесе ӗненнӗ.

Кӗлӗсем чылай чухне икшер пайран тӑраҫҫӗ: 1) чӳке мӗн-мӗн панине ӑнлантарнинчен тата 2) ҫавӑншӑн аслӑ вӑйсенчен мӗн-мӗн ыйтнинчен. Ӑнлантаруллӑ тата ыйтуллӑ пайӗсем вӑрӑмӑшӗпе тӗрлӗрен пулаҫҫӗ. Ҫавна кура кӗлӗсене икӗ ушкӑна уйӑрма пулать. Пӗрремӗш ушкӑна ансат параллельлӗхлӗ кӗлӗсем кӗреҫҫӗ. Ун йышши кӗлӗсенче харӑсах темиҫе психологи параллельлӗхӗ тӗл пулать. Иккӗмӗш ушкӑнри кӗлӗсен тексчӗ пӗр параллельлӗхрен ҫеҫ тӑрать — ӑнлантаруллӑ тата ыйтуллӑ пайсенчен. Ҫак уйрӑмлӑх чи малтан жанрсен функцийӗсем тӗрлӗ пулнӑран килет пулас. Пӗр йышши кӗлӗсемпе тӗрлӗрен хӑватсене, тепӗр йышшисемпе пӗр хӑвата (Турра) кӑна чӳкленӗ. Тӗрлӗ ырӑсемпе хаярсене тата вӗсене паракан парнесене черетлӗ асӑнни, паллах, психологи параллельлӗхне нумайлатнӑ. Турра витӗннӗ кӗлӗсенче вара пачах урӑхла. Вӗсенче чи малтан ӑнлантаруллӑ пай пырать, ун хыҫҫӑн вӑрӑм, ыйтуллӑ пай тӑсӑлать. Ҫакӑн йышши кӗлӗсем ансат параллельлӗхлисенчен чылай каярах пулса кайнӑ.

Тӗрлӗ вӑй-хӑватсене витӗнекен кӗлӗсенче кашни ҫавра ансат параллельлӗхрен тӑрать. Ун пек ҫаврасем кил-йыш ваттисене асӑннипе ҫыхӑннӑ кӗлӗсенче йышлӑ. Вӗсен ҫаври ансат чӗлхесенчи ҫаврасене аса илтерет. Ахальтен мар ӗнтӗ вӗсем чи авалхи кӳлепеллӗ кӗлӗсемпе чӗлхесем шутланаҫҫӗ.

Кил-йыш хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсен ҫаврине ятарлӑ клише-рефренсем йӗркелеҫҫӗ. Вӗсем ялан пӗр евӗрлӗ: «Пӗсмӗлле, аминь, Турӑ» т.ыт.те. Ҫакӑн пек хушма сӑмахсем кашни ҫавра хыҫҫӑн тӗл пулаҫҫӗ. Вӗсене каланӑ вӑхӑтра чӳк тӑвакансем виҫшер хут ҫӑкӑннӑ (пуҫҫапнӑ). Ҫапла вара, ҫакӑн йышши кӗлӗсен ҫаври ятарлӑ рефрена тата чарӑнӑва пула йӗркеленнӗ теме май пур. Халӑхпа ирттернӗ чӳксен ҫаврисем ҫинчен те ҫавнах каламалла.

Кӗлӗсенчи ҫавра тытӑмӗ ансат параллельлӗхрен пуҫласа ятарлӑ клише-рефрен таран аталаннӑ тесе калама пулать. Кӗлӗсенчи параллельлӗхе политеизм вырӑнне монотеизм вӑй илни хӗссе кӑларма пулӑшнӑ. Сӑмах май каласан, кӗлӗ йышши чӗлхесен ҫаврисем те ятарлӑ хушма сӑмахсенчен йӗркеленнӗ. Ахӑртнех, ҫавӑн йышши чӗлхесене ытларах халӑхпа тунӑ чӳксем тата кил-йыш хуҫалӑхӗпе ҫыхӑннӑ кӗлӗсем витӗм панӑ.

Кӗлӗсенче састаш (пӗр йышши сасӑ темиҫе хут тӗл пулни) сайра тӗл пулать. Ҫакӑ вӑл Турӑ умӗнче сӑмах вылявӗпе мухтанни килӗшӳллӗ пулманран килнӗ-тӗр. Ҫапах та аллитераци каярах пулса кайнӑ кӗлӗсенче (тӗслӗхрен, ташлама сӑмахӗсенче) курӑнкалать.

Кӗлӗсенче ҫаврасене ҫыхса тӑракан синтаксис повторӗ тата сӑмахташ (сӑмаха темиҫе хут калани) сайра тӗл пулать. Ҫавӑн йышши пӗрпеклӗх психологи параллельлӗхлӗ кӗлӗсенче ҫеҫ тӗл пулни кӳлепен аваллӑхне кӑтартать.

Кӗлӗсенчи ҫемӗ чӗлхесен ҫемминчен уйрӑмрах. Чи малтан ҫак уйрӑмлӑхсене палӑртни кирлӗ: чӗлхесенче логика пусӑмӗпе интонаци, кӗлӗсенчи пек, тӗп вырӑнта мар, кӗлӗсен йӗркисем пӗр-пӗринпе сӑмах сыпӑкӗ тӗлӗшӗнчен танлашма тӑрӑшаҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл кӗлӗ ҫемми силлабика енне туртӑнни ҫинчен калать.

Кӗлӗ тата пил сӑмахӗсем халӑхӑмӑрӑн илемлӗ культури, унӑн поэзири ӑсталӑхӗ сӗм авалтанах аталанса, пуянланса пынине ӗнентерсе параҫҫӗ. Вӗсем чӑваш ӗненӗвӗпе тӗнӗн сӑмах вӗҫҫӗн ҫӳренӗ уйрӑм стильлӗ тексчӗсем кӑна мар, сӑмахлӑхри поэзи палӑкӗсем те. Кӗлӗ сӑмахӗсенче вӑтам ӗмӗрсенчи ҫыруллӑ культура витӗмӗ те палӑрать, халӑхӑмӑр пӑлхар цивилизацийӗн ӑшшипе пиҫӗхни ҫинчен каласа парать. Ҫав текстсенче чӑвашӑн сӗм авалхи хытса ларнӑ тӗслӗхсем мар, чӑн пурнӑҫӑн ӳкерчӗкӗсем ӗмӗлкеленеҫҫӗ, вӗсем вӑтам ӗмӗрсемпе тӳр килеҫҫӗ.

Кӗлӗпе пил жанрӗсем еплерех пуҫланса кайни ҫинчен маларах асӑннӑччӗ ӗнтӗ. Пил сӑмахӗсемпе ытларах чухне ҫын пурнӑҫӗн тавлӑкӗпе (ҫаврӑнӑшӗпе) ҫыхӑннӑ йӑласенче (сӑмахран, туйра, салтака ӑсатнӑ чухне) усӑ курнӑ. Кӗлӗсем, тӗпрен илсен, ҫул тавлӑкӗпе ҫыхӑннисенче тӗл пулаҫҫӗ. Ҫав йӑласем, уйрӑмах ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчисем, мӗнлерех йӗркеленсе кайнине пӗлни халӑхӑмӑрӑн аталану ҫулне, унӑн хӑй евӗрлӗхне лайӑхрах курма май парӗ.

Чӑваш календарӗнчи вун виҫӗ уйӑхран виҫҫӗшӗ (ҫу, юпа тата чӳк уйӑхӗсем) ӗҫ-пуҫпа мар, йӑла-йӗрке комплексӗсемпе ҫыхӑннӑ. Китай источникӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, авалхи хунн-тӗрӗк йӑхӗсем ҫулла вилнӗ ҫынсене кӗркунне, хӗлле вилнисене ҫур вӗҫӗнче пытарнӑ. Вилнисене асӑнасси ҫу чӑвашсен те ҫавнашкалах пулнӑ. Ҫимӗк хыҫҫӑн вилнӗ ҫыннӑн юпине унӑн вилтӑпри ҫине кӗркунне, юпа уйӑхӗнче, лартнӑ, ун хыҫҫӑн (чӳк уйӑхӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗччен) вилнисенне — ҫимӗкре. Ҫимӗк тӗлне выльӑх ҫимелӗх курӑк ҫитӗннӗ, ҫавӑнпа та кӗтӳ кӗтсе ҫӳрекен халӑхсен ҫулталӑкӗ ҫав вӑхӑтра пуҫланнинчен тӗлӗнме кирлӗ мар. Вӑл вӑхӑт (ҫу уйӑхӗ) хальхи майӑн иккӗмӗш ҫуррипе тӗл килет. Ҫимӗк сӑмах авалхи славянсен пулнине асра тытсан, ҫав йӑла чӑвашсен малтан ҫу (авалхи тӗрӗкле jaу «поминальный обряд») ятпа ҫӳренӗ, вӑл ваттисене асӑннипе ҫыхӑннӑ тесе калама май пур. Ҫу уйӑхӗ тенине те ҫавӑн ятлӑ йӑлапах ӑнлантармалла. Ҫав уйӑхра ҫамрӑксен вӑййисем (уяв, похӑ е тапӑ) иртнӗ, туйсем кӗрленӗ. Ҫапах та ун чухнехи чи пӗлтерӗшлӗ йӑла вӑл вилнисене хӑналаса ӑсатса яни пулнӑ. Ку йӑлана ислам тӗнне йышӑннӑ пӑлхарсем те ирттерни паллӑ (Хусан тутарӗсен вӑл джиен ятпа ҫирӗпленсе юлнӑ).

Чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнма пуҫласан ҫулталӑк пуҫламӑшне нурӑс (иран сӑмахӗ ноу «ҫӗнӗ», рус «кун» тенине пӗлтерет) уйӑхӗнче (вӑл малтан март уйӑхӗн иккӗмӗш ҫуррипе тӗл килнӗ) палӑртма пуҫӑнаҫҫӗ. Ҫавна май ваттисене асӑнмалли ҫӗнӗ йӑла йӗркеленет — калӑм. Ҫак йӑла хӑй темиҫе пайран тӑнӑ: калӑм кунӗ, ҫурта кунӗ тата сӗрен. Каярах вӗсем Мӑнкунпа (ку ят чӑвашсем вырӑс тӗнне кӗрсен ҫирӗпленнӗ-тӗр) пӗрлешсе каяҫҫӗ.

Кӗркунне чӑвашсем юпа чӳкӗ е кӗрхи ҫурта кунӗ ирттернӗ. Ҫупа хӗл чиккинчи йӑла сӗм авалах йӗркеленнӗ пулас. Вӑл чӑвашсен ватӑ аслашшӗсем ҫӗр ӗҫӗ ҫине куҫсан та питех улшӑнман темелле.

Маларах эпир ваттисене асӑннӑ чухне каланӑ кӗлӗ сӑмахӗсем чи авалхисем тенӗччӗ. Ҫӗр ӗҫӗпе, килти хуҫалӑхпа ҫыхӑннӑ йӑласенчи кӗлӗсем каярах ҫирӗпленсе ҫитнине палӑртнӑччӗ. Вӗсенче пуринче те халӑхӑмӑрӑн улшӑнман пахалӑхӗ-енӗсем (этнические константы) курӑнса тӑраҫҫӗ. Кунта ҫавсенчен пӗрне кӑна палӑртса хӑварар.

Чӑваш халӑхӗ пӑлхарсен ҫӗр ӗҫӗпе пурӑнакан хресченӗсенчен чӑмӑртаннӑ пулсан, ҫав вӑхӑт XIII—XV ӗмӗрсемпе тӳр килни иккӗленӳсӗр. Ахальтен мар ӗнтӗ халӑхӑмӑр сӑмахлӑхӗнче унӑн тӗп тӑшманӗ ялан пекех тутар сӑнарӗпе калӑпланнӑ. Ҫав вӑхӑтри пусмӑрлӑх халӑх психологине те улӑштарнӑ: чӑваш хӑйне иккӗмӗш сортлӑ ҫын пек туйма пуҫлать. Ҫакӑ вара «пире, чӑваша, пырать» текен шухӑша чуна-юна сӑрхӑнса кӗме пулӑшать. Сулахай хул айне ҫӗлӗке хӗстерни (вӑл ҫӑкӑнни-пуҫ тайнин символӗ пулнӑ) чӑваша пусмӑрҫӑсенчен хӑтӑлса юлма, чунне чул хушшинче те пулсан усрама май туса панӑ. Хайхи Турӑпа унӑн таврашӗнчи вӑй-хӑватсене те вӑл ҫапла мелпех ҫӑкӑнса чӳкленӗ.

Чӑваш хӑйӗн тӑшманне хӑҫан та пулсан ҫӗнессе шанма пӑрахать; тарса, хӑтлӑха пытанса кӑна чӗрӗ юлма пултарассине ӑнланса илет. Унӑн вӑй-халӗ йывӑҫ хӑртса ҫӗнӗ пусӑсем тунӑ ӗҫре иксӗлет. Вӑрманти кӗллӗ ҫӗрсен ҫӑвӗ-симӗ сахал пулнӑран тырӑ-пулӑ тухӑҫне Ҫӳлти Турӑран ыйтса тилмӗрме тивнӗ ял халӑхӗн. Ҫавна май чӑваш йӑли-йӗркинче калакан сӑмахсен стилӗ ҫирӗпленсе ҫитет. Чун тӗпнех вырнаҫнӑ тӑшман сӑнарӗ XVI ӗмӗрти чӑвашсене Хусан ханлӑхне хирӗҫ тӑма, вырӑссемпе пӗр майлӑ пулма хистет. Кӗлӗ сӑмахӗсен стильне йӗркелеме пулӑшнӑ пурнӑҫ философине (ӑна ваттисен ҫапла сӑмахӗсемпе палӑртма пулать: «Тайма пуҫа хӗҫ витмест», «Выртан каска мӑкланнӑ, ҫӳрен каска якалнӑ») ӑша хывнӑ И.Я.Яковлев халӑхӑмӑра цивилизаци ҫулӗ ҫине тепӗр хут илсе тухма мехел ҫитерет.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех