Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 8-мӗш сыпӑк. Пулас харсӑр пират

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 17:01

Пуплевӗш: 128; Сӑмах: 1665

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Том пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла пӑрӑна-пӑрӑна тӑвӑр урамсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, — вӑл шкул ачисем килелле таврӑнакан ҫул инҫете юличченех ҫӳрерӗ. Унтан вӑл хуллен пӗр пек тикӗс юртӑпа чупма тапратрӗ. Икӗ е виҫӗ хут вӑл пӗчӗк юханшыв урлӑ каҫрӗ, мӗншӗн тесен арҫын ачасем ҫапла ӗненеҫҫӗ: шыв урлӑ каҫсан, йӗрсем ҫухалаҫҫӗ, хыҫҫӑн хӑвалакансен вара ниҫта кайма пӗлмесӗр аптӑрамалла пулать. Ҫур сехетрен вӑл, тӑлӑх арӑм Дуглас ҫурчӗ хыҫнелле кӗрсе кайса, Кардиф тӑвӗ тӑрринче курӑнми пулчӗ, шкул ҫурчӗ аялта, хыҫалти айлӑмра, аран ҫеҫ курӑнса ларать. Том ҫӑра вӑрман ӑшнелле кӗрсе кайрӗ, сукмаксӑр-мӗнсӗрехвӑл чи чӑтлӑх ҫӗре пырса кӗчӗ те лӑстӑркка юман айне мӑк ҫине ларчӗ. Унта ҫил варкӑшӗ те сисӗнмест. Кӑнтӑрлахи ӗнтӗркеттерекен шӑрӑха пула кайӑк юррисем те чарӑнса ларнӑ. Ҫутҫанталӑк тӗлӗрсе тӑнӑн туйӑнать, улатакка йывӑҫа такканӑ сасӑ ҫеҫ, вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе инҫетрен илтӗнсе килсе, ҫутҫанталӑк ыйӑхне пӑсать. Ҫав сасса пула вӑрманта тата шӑпрах туйӑнать, — ҫавӑнпа арҫын ача хӑйӗн ниҫта кайса кӗме ҫуккине тата хытӑрах туйса тӑчӗ. Унӑн чунӗ хурланчӗ, унӑн кӑмӑлӗ таврари ҫутҫанталӑкпа пӗтӗмпех килӗшӳллӗ пулчӗ. Вӑл, чӗркуҫҫисем ҫине чавсаланса, янахане аллисем ҫине хурса, нумайччен шухӑшласа ларчӗ. Темӗнле каласан та, пурнӑҫ ӑна пустуй тапаланни те хурлӑх курни пек анчах туйӑнчӗ, ҫавӑнпа вӑл хальтерех ҫеҫ вилсе кайнӑ Джимми Годжеса кӗвӗҫрӗ. «Ӗмӗр-ӗмӗрех тӗрлӗрен тӗлӗксем курса, тӑпра ӑшӗнче шӑтӑкра ҫывӑрса выртни мӗнле лайӑх вӑл», — тесе шухӑшларӗ Том. «Йывӑҫсем хушшинче ҫил пӑшӑлтаттӑр, вӑл вилӗ тӑпри ҫинчи курӑкпӑ чечексене ачашлатӑр, санӑ варӑ нимӗн те пӑшӑрхантарас ҫук, эсӗ нихҫан та, ӗмӗр-ӗмӗрех нимӗн ҫинчен те хуйхӑрмастӑн». Ах, унӑн вырсарникунхи шкулта лайӑх отмекӑсем пулнӑ пулсан, вӑл, тен, вилме те, ҫак йӑлӑхтарса ҫитернӗ пурӑнӑҫа татма та хатӗр пулнӑ пулӗччӗ… Ҫав херача тата, — ну, мӗн тунӑ-ха вӑл ӑна? Нимӗн те туман. Вӑл ӑна ырӑ суннӑ. Хӗрачи ӑна йытта хӑваланӑ пекех, — йытта хӑваланӑ пекех ҫав, — хӑваласа ячӗ. Вӑл хӑҫан та пулин кулянӗ, анчах ун чухне, тен, кая пулӗ. Ах, вӑхӑтлӑха вилме май килнӗ пулсан…

Анчах ҫамрӑк чухне чфесем пиҫӗ пулаҫҫӗ, кирек епле пӑчӑртасан та, вӗсем часах тӳрленсе лараҫҫӗ.

Тома сисмен хушӑра каллех ку тӗнчери шухӑшсем ҫавӑрса илчӗҫ. Вӑл ҫак тапхӑртах ӑҫта куҫ курать, унталла кайса, никам сисмелле мар ҫухалсан, мӗн пулӗччӗ-ши? Вӑл, инҫете-инҫете, пӗлмен ҫӗршывсене тинӗссем урлӑ кайса, тӑван ҫӗршыва нихҫан, та таврӑнмасан, мӗн пулӗччӗ-ши? Мӗнле туйӑнӗччӗ-ши ун чухне Беккишӗн?.. Вӑл хӑй клоун пулас тесе шутлани ҫинчен аса илчӗ, анчах халӗ ун ҫинчен шухӑшласси ӑна йӗрӗнмелле туйӑнчӗ. Ҫак тапхӑрта, унӑн чунӗ романтикӑн тӗтреллӗ те аслӑ тӳписем патнелле ҫӗкленнӗ чухне, шут-паяцла хӑтланни те тата ҫӑт тытакан тӗрлӗ тӗслӗ йӗм тӑхӑнни те хӑйне кӗҫӗне хӑварнӑ пекле туйӑнчӗ. Ҫук, вӑл салтака каять, темиҫе ҫултан вара суранланса тата чапа тухса киле таврӑнать. Е индеецсем патне каять, вӗсемпе пӗрле буйволсене тытма ухутана ҫӳрет, ту ҫинчи ҫар сукмакӗсем тӑрӑх вӑл ниепле те улӑхмалла мар чӑнкӑ вырӑнсене хӑпӑрать, инҫетри Хӗвеланӑҫри ҫулсӑр тӳремлӗхсем тӑрӑх ҫӳрет, хӑҫан та пулсан вара аслӑ ҫар пуҫӗ пулса, кайӑк тӗкӗсене йӑлтӑртаттарса, хӑйӗн ӳтне сӑрласа пӗтерсе, хӑрушӑскер, киле таврӑнать. Ҫуллахи ыйхӑллӑ ир вара, вӑрҫӑ пуҫланнӑ чухнехи пек хӑрушшӑн кӑшкӑрса, тӳрех вырсарникунхи шкула пырса кӗрет. Вӑл кӑшкӑрнине илтсенех, юн тымарӗсем ӑшӗнче юн та хытса ларӗ. Пӗтӗм юлташ вара мӗнле тӗлӗнсе кайӗ-ши? Вӗсем ӑна мӗнле кӗвӗҫӗҫ-ши? Ҫук, тӗнчере ӗҫлемешкӗн унтан та аслӑрах вырӑн пур! Вӑл пират пулать. Акӑ мӗн! Халӗ вӑл хӑйӗн калама ҫук чаплӑн ҫуталса тӑракан малашлӑхне лайӑхах курчӗ. Унӑн ячӗ пур халӑхсене те хӑратса, пӗтӗм тӗнчипе янраса тӑрӗ. «Тӑвӑл шуйттанӗ» ятлӑ хура та вӑрӑм, лутра карап ҫинче, мачта тӑрринче ҫӳлте хура ялав вӗлкӗштерсе пырса, вӑл тӑвӑллӑ тинӗссем тӑрӑх епле мӑнкӑмӑллӑн ҫӳре-ши? Темӗн пек чапа тухсан вара, вӑл сасартӑк ӗлӗкхи тӑван хулана килет те, пӗтӗмпех хӗвелпе пиҫсе хуралса, кушӑхса пӗтнӗскер, чиркӗве пырса кӗрет. Хӑй хура бархатран ҫӗленӗ камзолпа тата йӗмпе, ҫӳллӗ атӑпа, хулпуҫҫи урлӑ хӗрлӗ ҫыхӑ, пиҫиххи хушшинче унӑн пистолетсем пулаҫҫӗ, пиҫиххи ҫумӗнче ҫын юнне юхтарнипе тутӑхса пӗтнӗ ҫӗҫӗ, пуҫӗ ҫинче ҫемҫе шлепке, шлепки ҫинче тӗксем вӗлкӗшсе тӑраҫҫӗ, аллине сарса янӑ хура ялав тытнӑ, ялавӗ ҫинче пуҫ шӑмми тата хӗреслесе хунӑ шӑмӑсем. Пурте вара каҫса кайсах:
«Вӑл Том Сойер, пират!
Испани тинӗсӗ ҫинчи Тискер тавӑракан!» — тесе пӑшӑлтатӗҫ.

Ия, вӑл мӗн тӑвассине йышӑннӑ ӗнте. Хӑй мӗнле ҫулпа каяссине суйласа хунӑ. Вӑл ыранах килтен тухса тарать те ҫӗнӗ пурнӑҫ пуҫласа ярать. Ир пулнӑ ҫӗре хатӗрленсе тӑмашкӑн халех пуҫтарӑнма тытӑнмалла. Хӑйӗн пӗтӗм запасӗсене тӗрӗслемелле.

Ҫывӑхра ҫӗрӗк пӗрене выртать. Том ун патне пычӗ те хӑйӗн кӗсйинче ҫӳрекен сарлака ҫӗҫҫипе пӗренен хӑрах пуҫӗ айӗнчи ҫӗре чавма тапратрӗ. Часах ҫӗҫӗ йывӑҫ япала ҫине пырса тӑрӑнчӗ, сасси тӑрӑх вара Том ҫавӑнта пушӑ вырӑн пулнине чухласа илчӗ. Вӑл чаплӑн: «Мӗн тухманни, тух. Мӗн пытарса хуни, юл», — тесе, хӑй аллине ҫавӑнта чиксе ячӗ.

Вӑл тӑпра сийне хырса пӑрахрӗ те, ҫӳхе хыр хӑма татӑкки курӑнса кайрӗ. Вӑл хӑма татӑккине ҫӗклерӗ те унӑн куҫӗсем умне ырлӑхсем пытармалли питех тӑп-тӑп шӑтӑк тухса тӑчӗ, вӑл шӑтӑкӑн тӗпӗпе айккисене ҫавӑн пек хӑма татӑккисенченех тунӑ. Шӑтӑк ӑшӗнче мрамор шарик выртать. Том калама ҫук тӗлӗнсе кайрӗ. Вӑл, именнӗ пек пулса, пуҫне чӗрнисемпе чавкаларӗ:
— Ҫук, ку питех те тӗлӗнмелле! — терӗ.

Унтан тарӑхса шарика хӑй патӗнчен ывӑтса ячӗ те шухӑшлама тытӑнчӗ. Акӑ мӗн пулнӑ иккен: Тома пӗр япала улталанӑ, — ку япала чӑн-чӑнахах та ҫапла пулать тесе шутланӑ Томпа унӑн юлташӗсем. Эсӗр пӗр-пӗр сӑмахсем каласа шарика тӑпра ӑшне алтса чиксе, икӗ эрне хушши ӑна тивмесен, кайран вара халӗ каланӑ сӑмахсене каласа шӑтӑкне уҫса, пӗр шарик вырӑнне эсӗр хӑвӑр хӑҫан та пулин ҫухатнӑ шариксене, вӗсем пӗр-пӗринчен инҫе выртсассӑн та, пурне те тупатӑр. Анчах опыт ӑнӑҫлӑ пулман, ҫавӑнпа та Томӑн тӗлӗнмелле хӑватсем тӑвакан вӑйсене ӗненесси хыттӑнах татӑлчӗ. Ҫавӑн йышши опытсем ӑнӑҫлӑ пулни ҫинчен вӑл темиҫе хут та илтнӗ, ӑнӑҫлӑ пулманнисем ҫинчен нихҫан та илтмен. Вӑл хӑй те темиҫе хут ҫавӑн пек хӑтланса пӑхнӑ-мӗн, анчах шарик алтса чикнӗ вырӑна вара кайран нихҫан та шыраса тупайман, — ҫавӑн пек пулнисем ҫинчен унӑн пуҫне шухӑш та пырса кӗмен. Вӑл нумайччен шухӑшласа тӑчӗ, юлашкинчен: «Кунта пӗр-пӗр хӗрарӑм-тухатмӑш хутшӑннӑ, хӑват пулассине вӑл пӗтерсе лартнӑ», — терӗ. Анчах вӑл ҫавна теппипех пӗлсе ҫитесшӗн пулчӗ, ҫавӑнпа таса хӑйӑрлӑ варинкке пек вырӑн шыраса тупрӗ, ҫӗр ҫине выртрӗ те ҫапла каларӗ:
— Хурт-кӑпшанкӑ, мана хам мӗн пӗлес килнине каласа парсам!
Хурт-кӑпшанкӑ, мана хам мӗн пӗлес килнине каласа парсам!

Хӑйӑр тапранчӗ, унтан пӗр самантлӑха пӗчӗк хура хӑнкӑла упаленсе тухрӗ те ҫавӑнтах хӑраса каялла тарса кӗчӗ.

— Аха, каламасть! Эппин, ӑна чӑнах та хӑрарӑм-тухатмӑш тунӑ. Эпӗ ҫавӑн пек шутланӑччӗ те.

Хӗрарӑм-тухатмӑшсемпе тавлашма никамӑн та вӑй ҫитес ҫуккине Том лайӑх пӗлсе тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл хуйхӑрса ӳкрӗ. Унтан унӑн пуҫне ҫакӑн пек шухӑш пырса кӗчӗ: «Халӗ персе янӑ шарика та пулин тупсан, юрӗччӗ», — терӗ вӑл, ҫавӑнпа та ӑна тӑрӑшсах шырама тытӑнчӗ, анчах вӑл нимӗн те тупмарӗ. Вӑл хӑйӗн ырлӑхӗсем пытармалли шӑтӑкӗ патне таврӑнчӗ те хӑй шарика персе янӑ чухне епле тӑнӑ, халӗ те ҫавӑн пекех тӑчӗ, унтан кӗсйиичен тепӗр шарик кӑларчӗ те ӑна та лешне пенӗ еннеллех персе ячӗ.

— Тӑван, ху тӑванна шыраса туп! — терӗ.

Вӑл шарик ӑҫта чарӑнса тӑнине асӑрхарӗ, вара унта шырама пуҫларӗ, анчах кунта та нимӗн тухмарӗ. Иккӗмӗш шарикӗ е малтанхи патне кусса ҫитеймен, е ытла та инҫете кусса кайнӑ-и, тен. Том тата тепӗр хут хӑтланса пӑхрӗ, иккӗмӗш хут, виҫҫӗмӗш хут, юлашкинчен унӑн май килчӗ: шарикӗсем иккӗшӗ те пӗр-пӗринчен пӗр фут хушшинче кӑна выртаҫҫӗ.

Ҫак тапхӑрта симӗс вӑрман хӗрринчен вылямалли шӑвӑҫ труба сасси хуллен илтӗнсе кайрӗ. Том хӑйӗн курткипе йӗмне вӑр-вар хывса пӑрахрӗ, пӗр йӗм кантрине пиҫиххи ҫыхнӑ пек ҫыхса лартрӗ, ҫӗрӗк пӗрене хыҫӗнчи шанкӑ купине салатрӗ те унтан яках мар касса тунӑ ҫӗмренпе ухӑ, йывӑҫ хӗҫ тата шӑвӑҫ труба туртса кӑларчӗ. Вӑл пӗр самантрах хӗҫпӑшалланса тӑчӗ те ҫара уран, вӗл-вӗл туса пыракан кӗпе вӗҫҫӗн ҫеҫ тӑшмана хирӗҫ вӗҫтерчӗ. Пысӑк хурама айӗнче вӑл чарӑнса тӑчӗ, трубапа хирӗҫле сигнал кӑшкӑртрӗ, унтан, пӗрре сылтӑмалла, тепре сулахаялла хытӑ асӑрхаса пӑхса, чӗрне вӗҫҫӗн утма пуҫларӗ. Вара хӑйӗн шухӑшӗнче ҫеҫ пулнӑ отряда ҫапла команда пачӗ:
— Тӑрӑр, маттурсем!
Эпӗ трубапа кӑшкӑртиччен пытансах ларӑр! — терӗ.

Джо Гарпер пырса тухрӗ. Вӑл та ҫавнашкалах ҫӑмӑл костюмпа, пуҫӗнчен пуҫласа ура кӗли таранах хӗҫпӑшалланса тӑнӑ. Том ӑна:
— Чарӑн!
Кам манран ыйтмасӑр Шервуд вӑрманӗ тӑрӑх ҫӳреме хӑять? — терӗ.

— Гай Гисборншӑн никамран ыйтни те кирлӗ мар! Кам эсӗ, ҫавскер, ҫавскер…

«Манпа ҫавӑн пек чӗлхепе калаҫма хӑяканскер!» — тесе васкаса каларӗ ӑна Том. Вӗсем иккӗшӗ те «кӗнеке тӑрӑх» астуса калаҫаҫҫӗ-мӗн.

— Манпа ҫавӑн пек чӗлхепе калаҫма хӑяканакер?

— Кам эпӗ? Эпӗ — Робин Гуд, санӑн йӗрӗнчӗкле вилӗ келеткӳ ӑна часах пӗлсе илӗ.

— Апла, эппин, эсӗ-и-ха чаплӑ вӑрӑ-хурах? Ҫак ырӑ вӑрмана ярса илесшӗн эпӗ санпа хӗҫпеле тавлашса пӑхмашкӑн чӑн-чӑнах та хавас. Хӑвна ху хӳтӗле!

Вӗсем йывӑҫ хӗҫӗсене йӗннисенчен туртса кӑларчӗҫ, ытти хӗҫпӑшалне ҫӗре пӑрахрӗҫ, ура ҫумне ура пусса ҫапӑҫу пуҫламалли позицие тӑчӗҫ, вара искусствӑн пур правилисене те асӑрхаса: икӗ хутчен ҫӳлелле те икӗ хутчен аялалла кастарса, хыттӑнах тӑрӑшса ҫапӑҫма пуҫларӗҫ.

Юлашкинчен Том ҫапла каларӗ:
— Ҫапӑҫмалла-тӑк, ҫапӑҫмалла!
Хӗрӳллӗреххӗн тытӑн!

Вӗсем ҫав тери тӑрӑшса, хӗрӳллӗн ҫапӑҫма тапратса ячӑҫ, ҫавӑнпа иккӗшӗ те хашкакан пулчӗҫ, тарласа кайрӗҫ.

— Ӳк ӗнтӗ! Ӳк! — тесе кӑшкӑрса ячӗ Том. — Ма эсӗ ӳкместӗн?

— Эпӗ ӳкместӗп! Ху ӳк, — сана манран хӗнтерех килчӗ вӗт.

— Хӗнтерех килнӗ пулсан-и? Вӑл нимех те мар. Эпӗ ӳкме пултараймастӑп. Кӗнекере апла мар вӗт, — унта ҫапла каланӑ: «Вара вӑл телейсӗр Гай Гисборна пӗрре ҫурӑмӗнчен яш тутарнӑ та вӗлернӗ те пӑрахнӑ», — тенӗ. Сан ҫаврӑнмалла ҫурӑмпа ман паталла, манӑн сана касма май килтӗр.

Ҫакӑн пек авторитета хирӗҫ нимӗн калама та ҫук: Джо самантрах ҫаврӑнса тӑчӗ, хӑйне кастарчӗ те кайса ӳкрӗ.

— Халӗ ӗнтӗ, — терӗ Джо, ура ҫине тӑрса, — халӗ эсӗ хӑвна вӗлерттер, вӑл тӗрӗс пулать.

— Ара, ун пек юрамасть вӗт-ха, кӗнекере ун пекки ҫук.

— Вӑл тӳрӗ мар. Вӑл, манӑн шутпа, ирсӗр хӑтланни ҫеҫ пулать.

— Ну, юрӗ, Джо, — эсӗ, Тук манах е мельник ывӑлӗ пулса, мана пуҫран чукмарпа та шатлаттарса хума пултаратӑн. Е, килешетӗн пулсан, эпӗ Нотингемри шериф пулатӑп, эсӗ пӗр минутлӑха Робин Гуд пулатӑн та мана вӗлеретӗн.

Кунпала Гарперӑн кӑмӑлӗ тулса ҫитрӗ те, вӑйӑ малаллах тӑсӑлчӗ. Унтан Том каллех Робин Гуд пулса тӑчӗ. Вӑл юри чееленсе улталакан хӗрарӑм-манах хӑйӗн суранне лайӑх пӑхман пирки нумай юн кайнипе вилмеллех вӑйсӑрланса ҫитнӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Джо, макӑракан вӑрӑ-хурах ушкӑнӗ пек пулнӑскер, хурланса Тома аяккалла сӗтӗре юайрӗ, унӑн вӑйсӑрланса ҫитнӗ аллисене ҫӗмрен тыттарчӗ. Том вара ҫапла каларӗ: «Ҫак ухӑ ӑҫта кайса ӳкет, мӗскӗн Робин Гуда ҫавӑнта, симӗс вӑрман ӑшне, йывӑҫ айне пытарӑр», — терӗ. Унтан вал ухӑ карӑнтарчӗ те каялла тайӑлчӗ (вилсе ӳкнех пулӗччӗ-и, тен…), анчах унӑн йӗри-тавра вӗлтрен кашлать, ҫавӑнпа вӑл вилӗ тӑма та пултарассӑн вӑрт-варт ҫеҫ сиксе тӑчӗ.

Ачасем тумланчӗҫ, вӑрҫӑ хатӗрӗсене пытарса хучӗҫ те, халӗ вӑрӑ-хурахсем ҫук тесе хуйхӑрса, аяккалла утрӗҫ. Ҫак ҫитменлӗхе хальхи вӑхӑтри цивилизаци мӗнпе тултарма пултарӗччӗ-ши тесе ыйтрӗҫ вӗсем хӑйсенчен хӑйсем.

«Ӗмӗрех Пӗрлешӳллӗ Штатсен президенчӗҫем пуличчен эпир пӗр ҫулталӑк хушши Шервуд вӑрманӗнче вӑрӑ-хурахсем пулса ҫӳрӗттӗмӗр», — тесе ҫирӗплетрӗҫ вӗсем йккӗшӗ те.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех