Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VIII

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.29 19:24

Пуплевӗш: 154; Сӑмах: 1285

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Грибки ялӗ патӗнче ҫӗрле Мускавран килекен пӗрремӗш самолет анса лармалла пулнӑ. Самолетпа взрывчатка, ҫӗнӗ раци, хаҫат тата партизансене ҫав териех кирлӗ тӑвар илсе килмелле. Самолета кӗтсе илме партизансем Ҫӗрӗк вӑрмантан та, Пӑши вӑрманӗнчен те килсе ҫитрӗҫ. Ҫурҫӗр ҫитес умӗн вӗсем сигнал памалли кӑвайтсем чӗртрӗҫ.

Отряд командирӗ Воронинпа десантниксен капитанӗ Румянцев самолет кӗтсе ял хӗрринчи пӳртре вӑхӑт ирттерчӗҫ. Пӗр-пӗччен пурӑнакан кил хуҫи, салтак арӑмӗ, хаклӑ хӑнасене пӑсланса тӑракан ҫӗрулмипе хӑна турӗ тата, вӗсен куҫа-куҫӑн калаҫмалли пуррине ӑнланса, кӳрше кайрӗ. Воронин васкамасӑр, киленсе кайсах, хресчен апатне ҫирӗ, Румянцев вара — ирӗксӗррӗн чӑмларӗ, час-часах сӗтел патӗнчен пӑрӑнса, хӑйӗн ҫырса пымалли кӗнеки ҫине темскерле паллӑсем тукаларӗ.

— Мӗн эсӗ лара-тӑра пӗлместӗн? — терӗ ӑна Воронин. — Лар та ҫи! Каҫхи апат хыҫҫӑн хӑвна самолет ҫӗклеймесрен хӑратӑн-и? Ҫӗклет!

Пысӑк та сарлака хулпуҫҫиллӗ Румянцев, урай варринче тӳрленсе тӑрса, вӑрӑм аллисене айккинелле сарса пӑрахрӗ; унӑн хулпуҫҫийӗ кӑштах мачча каштине перӗнмерӗ; ҫак вӑхӑтра унӑн типшӗм пичӗ ҫинче тарӑн шухӑша кайни палӑрчӗ.

— Пӗлетӗн-и, пуҫра шухӑшсем йӑлтах пӑтранса кайрӗҫ…

— Мускава ҫитиччен уҫӑлать! Лар!

Ҫӗрӗк вӑрмана килсе ҫитнӗ хыҫҫӑн Румянцев ушкӑнӗ разведкӑна йӗркелесе яма, диверсиллӗ ӗҫсене организациленӗ ҫӗрте темиҫе кун ирттерчӗ. Иртнӗ эрнере десантниксем партизансемпе чылай пысӑк ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче активлӑн ӗҫлерӗҫ. Вязьмӑран Ржева каякан ҫул ҫинче вӗсем икӗ ҫар эшелонне чугун ҫул айккине тӳнтерчӗҫ, темиҫе тӗлте чугун ҫулне аркатрӗҫ, Журавлиха станцинче пысӑк апат-ҫимӗҫ складне тӗп турӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах тӑшман ҫинчен тӗрлӗрен кирлӗ сведенисем пуҫтарчӗҫ. Апла пулсан та, кусем десант ушкӑнӗ ӗҫлеме пуҫласа тунӑ ӗҫсем кӑна пулчӗҫ-ха. Ҫитес кунсенче унӑн пысӑкрах ӗҫсем тума тытӑнмаллаччӗ, анчах сасартӑк радиограмма пачӗҫ: Румянцев капитанӑн, Ржев таврашӗнчи тӑшман ҫинчен пӗлтерекен материалсене илсе, халех самолетпа Мускава вӗҫсе каймалла…

— Мӗнле шухӑшлатӑн, килмелле марах вӗҫсе каятӑн-и? — ыйтрӗ Воронин.

— Ҫук, темиҫе кунлӑха кӑна пулӗ тесе шутлатӑп…

— Анчах мӗншӗн сасартӑк?

— Хӑвах пӗлетӗн, вӑрҫӑра пурте сасартӑк… — терӗ Румянцев, тинех апата ларса. — Апла пулсан, пур даннӑйсем те халех кирлӗ. Радиограмма ҫинче урӑх ним ҫинчен те мар, ҫавӑн ҫинчен каланӑ вӗт.

— Апла пулсан ку питӗ лайӑх япала, — терӗ Воронин, каштах куҫне хӗссе тата Румянцев куҫӗнчен ыйтуллӑн пӑхса. — Унта васкавлӑн контрнаступление хатӗрленеҫҫӗ тесе шутлатӑн-и?

— Паллах.

— Ҫапла, вӑхӑт ӗнтӗ, вӑхӑт!

— Паллах, вӑхӑт ҫитрӗ! Текех каялла чакма ҫук. Малалла кайма тытӑнмалла, тытӑнмалла пулсан, малалла кайма пуҫлаҫҫӗ, тата ҫитес вӑхӑтрах пулас. Вӑхӑчӗ юрӑхлӑ. Ҫавӑнпа та ӗнтӗ тӑшман ҫинчен тӗплӗрех сведенисем кирлӗ. Унпа пӗрлех тата Ржев таврашӗнчи мӗнпур партизан отрячӗсем валли уйрӑм задани те пама пултараҫҫӗ.

— Тӗрӗс, ку та пулма пултарать, — килӗшрӗ Воронин. — Каллех сиксе тӑтӑн-и? Лар эсӗ, лар, сехет ҫине ан пӑх! Ир-ха! Эсӗ пӑх-ха, улма мӗнле лайӑх? Ҫапла вӗт, капитан… Мӗн ҫинчен каласшӑнччӗ-ха эпӗ? Э, халь пире Мускав кӑтартӑвӗсем питӗ те кирли ҫинчен каласшӑнччӗ. Пирӗн отрядсем ноябрь уйӑхӗнче ҫителӗклех ҫирӗпленчӗҫ, нумай ӗҫ турӗҫ… Эпир ялсенче пурӑнмастпӑр, анчах пӗтӗм район пирӗн алӑра вӗт. Эпир халӗ, кӑна эсӗ хӑвах пӗлетӗн, Болотнӑйри горнизона ҫапса аркатма тата пысӑк района нимӗҫсенчен хӑтарма пӗтӗмпех хатӗрленсе ҫитнӗ. Нимӗҫсем Болотнӑйра сивчир тытнӑ пекех чӗтреҫҫӗ… Вӗсене салтаксем ярса параҫҫӗ, пире хирӗҫ карательнӑй отрядсем ярасшӑн, хӑйсем вара чӗтресе тӑраҫҫӗ… Паян Болотнӑйран хыпар илтӗм: вӗсен самолетне ҫунтарса яни тата Сохнинӑра пулса иртнӗ ӗҫ пӗтӗм гарнизона ура ҫине тӑратнӑ!

— Вӗлереҫҫӗ вӗсем Самохвалова, — сасартӑк, ассӑн сывласа, асӑрхаттарчӗ Румянцев. — Шел, маттур каччӑ!

— Ҫук, тытса усраҫҫӗ.

— Мӗншӗн?

— Кирлӗ пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.

— Пире тытас шанчӑкпа-и?

— Паллах.

— Кӑлӑхах шанаҫҫӗ!

— Вӗсем нумай ӗмӗтленеҫҫӗ.

— Ӑна ниепле те хӑтарма ҫук-и?

— Халлӗхе ҫук.

Каҫхи апат хыҫҫӑн вӗсем хӗп-хӗрлӗ тимӗр кӑмака ҫумне табак туртма ларчӗҫ.

— Болотнӑйра ним тума пӗлмесӗр хыпӑнса ӳкнӗ эппин? — ыйтрӗ Румянцев.

— Чӑн-чӑн пӑтрану! — Воронин хаваслӑн кулса илчӗ. — Ольховкӑри комендатурӑна аркатса тӑкнӑ хыҫҫӑн иккӗмӗш пӑтрашу. Гобельман коменданта, паллах, начальство тепре пӗҫертсе илет ӗнтӗ. Партизансем ҫар самолетне ҫунтарса яни, — пӗчӗк ӗҫ мар. Мӗскӗн Гобельман! Тимӗр хӗрес кӗтсе илеймест вӑл! Ҫапла, вырӑс ҫӗршывне хӑнӑхса ҫитме ҫӑмӑлах мар иккен! — Воронин ҫар ҫыннисенни пек симӗс гимнастерки кӗсйинчен пӗчӗк блокнот кӑларчӗ. — Питӗ тӗлӗнмелле, анчах нимӗҫсем хӑйсен пысӑк ҫар теоретикне, Клаузевица та, вуламан. Вӑл паллах, буржуазиллӗ теоретик, анчах унӑн ӑслӑ шухӑшсем пур, акӑ, мӗн ҫырать вӑл… Акӑ, тупрӑм! Вӑл ҫырать: «…тӑшман ҫарӗ халӑх патне мӗн чухлӗ ҫывхарса пырать, мӗн чухлӗ халӑх хушшине саланать, халӑх вӑрҫи те ҫавӑн чухлӗ вӑйлӑрах пулать. Вӑл тӑшман ҫарӗн ҫирӗплӗхне, хуллен амаланакан кӑвар пек хавшатать».

— Эсӗ Мускавран кӑтартусем кирли ҫинчен калаҫма пуҫланӑччӗ, — аса илтерчӗ ӑна Румянцев.

— Ҫапла, кӑтартусем питӗ кирлӗ!

Воронин уткаласа ҫӳреме пуҫларӗ.

— Акӑ эпӗ сана эпир Болотнӑйри гарнизона ҫапса аркатма тата пӗтӗм района тӑшмантан хӑтарма пултаратпӑр тесе каларӑм, — терӗ вӑл. — Ку ҫав тери илӗртӳллӗ ӗҫ! Партизанла район! Анчах ман умма ҫакӑн пек ыйту тухса тӑрать: эпир халех, вӑраха ямасӑр пурнӑҫа кӗртме пултаратпӑр-и ҫак ӗҫе? Калӑпӑр, эпир Болотнӑя тата пӗтӗм района тытса илетпӗр. Ҫакӑн пек пулсан, нимӗҫсем пире хирӗҫ пысӑк вӑй яраҫҫӗ те пире йывӑр килет, ун пирки пӗрре те иккӗленместӗп… Тытӑнса тӑрайӑпӑр-ши эпир хамӑр ҫар кунта ҫитиччен? Пирӗн контрнаступлени хӑҫан пуҫланассине эпир пӗлместпӗр вӗт? Тем, кӗтсен авантарах пулать? Халлӗхе тӑшман ҫине ӑнсӑртран тапӑнмалла, вӗсене сиенлӗ ӗҫсем тумалла, Болотнӑйри гарнизона тапӑри пек тытмалла, кайран, пирӗннисем малалла кайма тапратсан, территорине ирӗке кӑларас енӗпе ӗҫе анлӑрах та анлӑрах тытӑнмалла пулӗ?

— Ман шутпа, кӗтес пулать…

— Тепӗр енчен, ҫак ӗҫе мӗнле вӑраха ямалла? — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ Воронин. — Партизансемпе шӳт тума юраманнине нимӗҫсем ӑнланса илчӗҫ те пире хирӗҫ карателле ӗҫсем тума пуҫларӗҫ. Хӑшпӗр районсенче вӗсем партизан отрячӗсене аванах лӑскаса илнӗ. Кӗҫех вӗсем пирӗн районта та облава тума пултараҫҫӗ. Эпир нимӗҫсен активлӑ ӗҫӗсене хирӗҫ тӑрса, Болотнӑй ҫине тапӑнса, вӗсене ҫӗмӗрсе тӑкни пирӗншӗн усӑллӑрах. Килӗшетӗн-и?

— Ҫапла, ун пирки шухӑшласа пӑхмалла… — хирӗҫ тавӑрчӗ Румянцев.

— Кӗскен каласан, сӑмах хальхи самантра пирӗн мӗнле тактика пулмалли ҫинчен пырать, кунта пире, уйрӑмах, Мускав пулӑшӑвӗ кирлӗ. — Воронин, кӑмака патне пырса, хай вырӑнне ларчӗ. — Пӗлетӗн-и, эпӗ халь мӗн ҫинчен шухӑшлатӑп? Ман шутпа, Мускавра партизансен юхӑмне ертсе пыракан Центральнӑй штаб тумалла пек туйӑнать. Вӑйсене пӗрлештермелле, партизансен соединенисене ҫар чаҫӗсем евӗр тумалла, вӗсем ӑҫта вырнаҫса тӑмалли вырӑнсене палӑртса хумалла… Эсӗ унта, Мускавра, каласа пар-ха ман ҫак шухӑшсене…

— Пурин ҫинчен те каласа пӗлтеретӗп, — сӑмах пачӗ Румянцев. — Пӗр-икӗ кунтан пур ыйтусем ҫине те радиограмма кӗтӗр. — Вӑл сехет ҫине пӑхса илчӗ. — Пирӗн кайма вӑхӑт ҫитмен-и?

— Тӑхта, иртерех…

Самолет анса лармалли плошадка ҫинчи ӗҫсене ертсе пыракан Степан Бояркин килчӗ. Унӑн куҫӗсем вылянса кӑна тӑраҫҫӗ. Вӑл пиртен ҫӗлетнӗ алсишӗсене сак ҫине пӑрахрӗ те, тӳрех кӑмака патне пырса, шӑннӑ аллисене сӑтӑркалама пуҫларӗ.

— Ну, ӗҫсем мӗнле унта? — ыйтрӗ Воронин.

— Пурте хатӗр. Кӗтетпӗр.

— Уйӑх мӗнле?

— Ҫутатать…

— Вутӑ нумай хатӗрлерӗр-и?

— Ҫӗр каҫиччен ҫунтармалӑхах.

— Ҫапла, Степан Егорыч, — терӗ Воронин калаҫма пуҫласа, — сан боевой сводкуна вуласа тухрӑм. Мӗн калама юрать-ха ун пирки? Пуриншӗн те питӗ хавас. Самолетшӑн уйрӑммӑн тавтапуҫ. Ун ҫинчен Совинформбюро сводкинче те пӗлтерме пултараҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп… Лозневоя шаккаса пӑрахма васканӑ. Тӗрӗс, Шошинпа уйрӑммӑн ӗҫлемелле. Ӑна тӗрӗслес пулать, тен, ӗҫре тӗрӗслемелле…

— Хӑратӑп…

— Ним те хӑрамалла мар тӑвӑпӑр, — терӗ Воронин. — Халь акӑ мӗнле ӗҫ… Отрядӑн ҫуррине ыранах пирӗн пата, Ҫӗрӗк вӑрмана яратӑн. Санӑн ҫынсем десантниксене пулӑшӗҫ. Вӗсен ӗҫӗ пит нумай.

— Унта курӑпӑр.

— Юрӗ, яратӑп!

Румянцев, ура ҫине тӑрса, тиртен ҫӗленӗ курткине илчӗ те:
— Тусӑмсем, каяс пулать! — терӗ.

Юрпа витӗннӗ тӳрем вырӑнта кӑвайтсем ҫунаҫҫӗ. Инҫетрех те мар сарлака йӗлтӗрсемпе «ПО-2» самолет тӑрать. Партизансем, хыттӑнах мар пӗрне-пӗри чӗнкелесе, ун ӑшӗнчен тулли михӗсем кӑлараҫҫӗ те ҫунасем ҫине тиеҫҫӗ. Летчик пӗрмаях партизансене васкатать: вӑл, ҫынсене палӑртмасть пулин те, нимӗҫсенчен хӑракалать, ҫавӑнпа та хӑвӑртрах ҫӗр ҫинчен вӗҫсе хӑпарасшӑн.

Кӑвайтсенчен пӗрин патӗнче, юр ҫине сарнӑ чӑрӑш турачӗсем ҫинче, Марийка ларать. Вӑл васкаса, пӗрмаях самолет еннелле пӑхкаласа, Андрей валли ҫыру ҫырчӗ. Румянцев урлӑ ҫыру парса ярас шухӑш кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ хыҫҫӑн Марийка аптраса ӳкрӗ. — Андрея фронт урлӑ ҫыру парса яма май килнӗ чух вӑл кӑштах ҫак майпа усӑ курмасӑр юлатчӗ, васкавлӑн та кӗскен ҫырмалла, анчах пурин ҫинчен те пӗлтерес килет, унсӑр пурӑнса чӗри ыратнине те, хӑй ӑна юратнине те, уншӑн шикленнине те, тунсӑхланине те пӗлтерес килет… Вӑл ҫав тери пӑлханчӗ, ҫав тери васкарӗ, унӑн куҫӗсем куҫҫульпе шывланчӗҫ…

Румянцев самолет ҫине ларнӑ чухне Марийка, партизансен хушшинчен сиксе тухса, ун патне ыткӑнчӗ те унӑн ҫӑмламас куртки аркинчен ярса тытрӗ.

— Капитан юлташ, тӑхтӑр-ха! — терӗ вӑл.

— Мӗн? Кам тытать мана?

— Ҫыру илсе кайӑр! Акӑ!..

Самолета ӑсатса янӑ хыҫҫӑн Марийка, тӳрем вырӑнпа утса, самолет ҫӗр ҫинчен ҫӗкленнӗ вырӑна ҫитсе чарӑнчӗ, чылайччен ҫӗрлехи таса тӳпене пӑхса тӑчӗ; унӑн чӗри кӗтмен ҫӗртен килсе тухнӑ телейпе ялкӑшрӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех