Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: VII сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.17 05:10

Пуплевӗш: 298; Сӑмах: 3421

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӗвел аннӑ чух Давыдов сухалама ӳкнӗ пусӑ вӗҫӗнче вӑкӑрӗсене тӑварчӗ те хӑмӑчӗсене хыврӗ. Вӑл йӑран ҫумӗнчи курӑк ҫине ларчӗ, пиншакӑн ҫаннипе ҫамки ҫинчи тарне шӑлса илчӗ, чӗтрекен аллисемпе пирус чӗркеме пуҫларӗ — вара ҫакӑн чухне тин хӑй мӗнле ывӑнса ҫитнине туйса илчӗ. Унӑн ҫурӑмӗ сурать, чӗркуҫҫи айӗнче темскер тӑлт-тӑлт сикет тата аллисем те ватӑ ҫыннӑнни пек чӗтреҫҫӗ.

— Шуҫӑм килсен вӑкӑрсене тупайӑпӑр-и эпир санпа иксӗмӗр? — ыйтрӗ вӑл Варьӑран.

Хӗр сухаланӑ пусӑ ҫинче ӑна хирӗҫ тӑрать. Унӑн тӗпӗсем ҫийӗнсе пӗтнӗ пысӑк чирик тӑхӑннӑ пӗчӗккӗ урисем плуг халӗ ҫеҫ ҫавӑрса пӑрахнӑ ҫемҫе тӑпра айне пакӑлчак таранах путса аннӑ.

— Тупатпӑр, вӗсем ҫӗрле инҫете каймаҫҫӗ, — терӗ вӑл, тусанланнипе сӑрӑ тӗслӗ пулса кайнӑ тутӑрне пичӗ ҫинчен сирсе.

Давыдов куҫне хупрӗ, каҫса кайса туртма пуҫларӗ. Унӑн хӗр ҫине пӑхас килмерӗ. Варя вара, телейлӗ те ывӑнчӑк кулӑпа ялкӑшса, хуллен:
— Эсӗ мана та, вӑкӑрсене те асаплантарса пӗтертӗн. Питӗ сайра канатӑн, — терӗ.

— Эпӗ хам та вилес пек ывӑнтӑм, — кӑмӑлсӑррӑн каласа хучӗ Давыдов.

— Час-часрах канас пулать. Кондрат пичче нумай та канать пек, вӑкӑрсене те сывлаттарсах тӑрать, хӑй вара яланах ыттисенчен нумай сухалать. Хӑнӑхманнипе ывӑннӑ эсӗ…

Вӑл: «савнийӗм», тесе хушса хурасшӑнччӗ, анчах, хӑраса ӳксе, тутине тӑп тытрӗ.

— Ку тӗрӗсех ӗнтӗ, хӑнӑхса ҫитеймен-ха эпӗ, — килӗшрӗ Давыдов.

Вӑл ҫӗр ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ, ывӑнса ҫитнӗ урисене йывӑррӑн ылмаштарса, йӑран хӗррипе стан патнелле кайрӗ. Варя ун хыҫҫӑн утрӗ, унтан танлашрӗ те юнашар пычӗ. Давыдов сулахай аллинче ҫуркаланса пӗтнӗ, тӗсӗ кайнӑ матрос тельняшки тытса пырать. Кӑнтӑрла, плуг майланӑ чух, вӑл пӗшкӗнчӗ те ун ҫухи тӗренне хӑпартса антармалли тыткӑча ҫакланчӗ, вара вартах тӳрленсе тӑрсан, ун тельняшки шатӑрах ҫурмаран ҫурӑлса ӳкрӗ. Кунӗ самаях шӑрӑх тӑратчӗ, вӑл унсӑр та аванах ҫӳретчӗ ӗнтӗ, анчах хӗр умӗнче плуг хыҫҫӑн пилӗк таран ҫарамас ҫӳреме вӑл ниепле те пултарайман. Матрос тумӗн аркисемпе именчӗклӗн турта-турта хӑйне витсе, вӑл хӗртен: мӗнле те пулин булавкӑ ҫук-и, тесе ыйтрӗ. Лешӗ: ҫук ҫав, терӗ. Давыдов салхуллӑн стан енне пӑхса илчӗ. Унта ҫитме икӗ ҫухрӑмран та кая мар пулӗ. «Ҫапах та кайма тивет», — шухӑшларӗ те Давыдов, тарӑхнипе ӗхлетсе ярса, ятлаҫса илчӗ.

— Акӑ мӗн, Варюха-горюха, кӗт мана кунта, эпӗ стана кайса килетӗп.

— Мӗншӗн?

— Ҫак ҫӗтӗк-ҫурӑка хыватӑп та пиншак тӑхӑнатӑп.

— Пиншакпа шӑрӑх пулать.

— Эпӗ ҫапах та кайса килетӗп, — хӑйӗннех печӗ Давыдов.

Чӑнах та, вӑл кӗпесӗр вӗҫкӗнленсе ҫӳреме пултараймасть-ҫке-ха! Ун кӑкӑрӗпе хырӑмӗ ҫине мӗн ӳкернине ҫак кӑмӑллӑ, пӗр ҫылӑхсӑр хӗр курманни ҫеҫ ҫитмен тата. Чӑнах та ӗнтӗ, ун сарлака кӑкӑрӗн икӗ енчи татуировкӑ та чиперех, сентименталлӑ та темелле: флотри художник питӗ ӑстан икӗ кӑвакарчӑн ӳкерсе лартнӑ; Давыдов хускалкаласанах, ун кӑкӑрӗ ҫинчи кӑвак кӑвакарчӑнсем сиккелеме пуҫлаҫҫӗ, вӑл хул пуҫҫийӗсене вылятсан вара кӑвакарчӑнсем, чуп тӑвӑшнӑ пек, пӗр-пӗрне сӑмсисемпе тӗкӗнеҫҫӗ. Ҫакӑ ҫеҫ. Анчах хырӑмӗ ҫинче вара… Ҫак ӳкерчӗк пирки Давыдов тахҫантанпах ӗнтӗ кулянса, тарӑхса пурӑнать. Граждан вӑрҫи ҫулӗсенче ҫамрӑк, ҫирӗм ҫулхи Давыдов матрос пӗррехинче вилес пек ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ. Миноносец кубрикӗнче ӑна тепӗр стакан спирт панӑ. Вӑл аялти койкӑ ҫинче тӑнсӑр, пӗр кӗске йӗм вӗҫҫӗн кӑна выртнӑ, кӳршӗре тӑракан тральщик ҫинчи икӗ тусӗ вара — татуировка ӑстисем — хӑйсен ӳсӗр фантазийӗпе чи намӑс япала шутласа кӑларасшӑн ӑмӑртсах, Давыдова тӗрленӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн Давыдов мунчана ҫӳреме те пӑрахнӑ, медицина комиссийӗсенче те хайне арҫын тухтӑрсене ҫеҫ пӑхтарттарнӑ.

Ҫартан таврӑнсан, заводра пӗрремӗш ҫул ӗҫленӗ чух Давыдов пӗррехинче ҫапах та мунчана кайма хӑюлӑх ҫитерчӗ. Ик аллипе те хырӑмне хупласа, вӑл пушӑ шайкка шыраса тупрӗ, пуҫне супӑньлерӗ — вара шӑп ҫав самантра хӑй ҫумӗнчех, аялта, такам шӑппӑн кулнине илтрӗ. Давыдов питне ҫуса ячӗ те ҫакна курчӗ: темле ватӑрах, кукша-гражданин, аллисемпе сак ҫине тӗреннӗ те, пӗшкӗнсе, куҫне чарса, пӗр вӑтанмасӑр, ун хырӑмӗ ҫинчи ӳкерчӗке пӑхса тӑрать, хӑй, савӑннипе каҫса кайса, шӑппӑн ӗхӗлтетет. Давыдов васкамасӑр шывне тӑкрӗ те пӗлес килнипе ҫунакан гражданина йывӑр юман шайккӑпа кукша пуҫӗнчен шаплаттарчӗ. Ӳкерчӗке пӑхса пӗтереймесӗрех, лешӗ куҫне хупрӗ те майӗпен урайне выртрӗ. Давыдов ҫаплах васкамасӑр ҫӑвӑнса пӗтерчӗ, кукша пуҫ ҫине пӗр шайкка пӑр пек сивӗ шыв сапрӗ, лешӗ куҫне мӑч-мӑч тутарма тытӑнсан, мунчаран тухрӗ. Ҫавӑнтанпа Давыдов мунчара килениччен, вырӑсла, вӑйлӑ ҫапӑнас ӗмӗте пӑрахрӗ те килте ҫӑвӑнма пуҫларӗ.

Варя унӑн ӳкерчӗксемпе илемлетнӗ хырӑмне хуть кӑшт та пулин курма пултарасси ҫинчен шутласан, Давыдов вӗриленсе ӳкрӗ, вӑл тельняшкин уҫӑлса кайнӑ аркисене тачӑрах пӗрлештерсе витрӗ.

— Эсӗ вӑкӑрсене тӑвар та ҫерем ҫине яр, эпӗ вара кайрӑм, — терӗ вӑл ассӑн сывласа илсе. Ӑнсӑртран сиксе тухнӑ ухмахла япалана пула унӑн сухаланӑ пусӑ тавра ҫаврӑнса ҫӳресси те виҫӗ ҫухрӑм таран ун тӑрӑх такӑна-такӑна утасси килместчех ӗнтӗ.

Анчах Варя Давыдов хӑтланӑвне урӑхла хак пачӗ. «Савнийӗм ман умра кӗпесӗр ӗҫлеме вӑтанать», — шутларӗ те вӑл, ӑшӗнче ӑна хӑйне иментересшӗн мар пулнӑшӑн тав туса, уринчи чирикне вӑшт ҫеҫ хывса пӑрахрӗ.

— Эп хӑвӑртрах чупса килетӗп!

Давыдов сӑмах та калама ӗлкӗреймерӗ — хӗр станалла кайӑк пек вӗҫтерчӗ. Сухаласа пӑрахнӑ хура хирте унӑн хӑмӑртарах ура хырӑмӗсем ҫеҫ вӗлтлетсе тӑчӗҫ, тата ҫурӑм хыҫӗнче, хирӗҫ вӗрекен ҫил лӑсканипе, тутӑр вӗҫӗсем варкӑшса пычӗҫ. Вӑл кӑштах малалла ӳпӗнсе чупнӑ, чӑмӑртаннӑ аллисене нӑкӑ кӑкӑрӗ ҫумне тытса, пӗр япала ҫинчен ҫеҫ шухӑшланӑ: «Чупса илсе килетӗп ӑна валли пиншак… Эпӗ хӑвӑрт чупса килӗп, ӑна юрӑп, вӑл вара хуть пӗр хутчен те пулин ман ҫине ачашшӑн пӑхса илӗ, тен тав тӑвӗ, «Спаҫҫибӑ, Варя!» тейӗ.

Давыдов ун ҫине вӑрахчен пӑхса тӑчӗ, унтан вӑкӑрӗсене тӑварчӗ те сухаланӑ ҫӗртен тухрӗ. Инҫетре те мар вӑл пӗлтӗрхи хыт хура ҫине явӑннӑ йыт пыршине тупрӗ, ӑна ҫулҫӑран тасатрӗ, вара унӑн пиҫӗ тунипе тельняшкин аркисене тачӑ шнурласа лартрӗ. Унтан ҫӗр ҫине выртрӗ те ҫавӑнтах ҫывӑрса кайрӗ, — ӑна таҫта, ҫӗр шӑрши кӗрекен темле тӗттӗм, ҫемҫе вырӑна татӑлса аннӑ пекех туйӑнчӗ…

Вӑл ҫамки ҫинче тем йӑраланса ҫӳренипе вӑранса кайрӗ — темле эрешмен е хурт пулчӗ пулмалла. Пит-куҫне пӗркелесе, вӑл аллипе питне шӑлса илчӗ, каллех тӗлӗрме пуҫларӗ, анчах пит тӑрӑх ҫӗнӗрен тем шума пуҫларӗ, тути тӑрӑх чупса кайрӗ, сӑмса шӑтӑкне кӑтӑкларӗ. Давыдов ачху турӗ те куҫне уҫрӗ. Ун умӗнче, ахӑлтатса кулса ярасран аран тытӑнкаласа, Варя тӑрать иккен. Вӑл ҫывӑракан Давыдовӑн питне типӗ курӑкпа кӑтӑкланӑ пулнӑ та лешӗ куҫне уҫнӑ чух аллине туртса илме ӗлкӗреймерӗ. Давыдов ӑна ҫинҫе ал тунинчен ярса тытрӗ, анчах вӑл вӗҫерӗнесшӗн турткалашмарӗ, пӗр урипе чӗркуҫленчӗ ҫеҫ, унӑн кулӑпа ҫиҫекен сӑнӗ-пичӗ ҫавӑнтах хӑранӑ, тем кӗтнӗ чухнехи пек пулса кайрӗ, парӑннине палӑртрӗ.

— Сан пиншакна илсе килтӗм эпӗ, тӑр, — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ вӑл, аллине вӗҫертесшӗн кӑшт ҫеҫ туртса.

Давыдов вӗҫертрӗ. Хӗрӗн хӗвелпе пиҫсе хӑмӑрланнӑ пысӑк алли ун чӗркуҫҫийӗ ҫине ӳкрӗ. Варя куҫне хупрӗ те хӑйӗн чӗри хыттӑн та питӗ хӑвӑрт тапнине илтрӗ. Ҫаплах тем кӗтрӗ-ха вӑл, тем ҫине шанчӗ… Анчах Давыдов ним те шарламарӗ. Хӑй вӑл лӑпкӑ та тикӗс сывлать, питӗнче пӗр мускул та сикмерӗ. Унтан вӑл ҫӗкленчӗ те, сылтӑм урине айне туса, майлашса ларчӗ, кӑмӑлӗ ҫук ҫӗртенех тенӗ пек, енчӗк шыраса, аллине кӗсйине чикрӗ. Халӗ вӗсен пуҫӗсем пӗр-пӗрне чутах перӗнместчӗҫ. Давыдов сӑмса ҫунаттисене сиккелентерчӗ те ун ҫӳҫӗн аран палӑракан ырӑ шӑршине туйса илчӗ. Унран хӑйӗнчен те пӗтӗмпех кӑнтӑрлахи хӗвел, шӑрӑхпа хӗрнӗ курӑк тата ҫамрӑклӑхӑн халиччен никам та сӑмахпа каласа пама пултарайман уҫӑ, пӗрре ҫеҫ пулакан, чун-чӗрене киленмелле тытса илекен шӑрши кӗрет…

«Мӗнле чипер хӗр пулнӑ!» — тесе шухӑшларӗ те Давыдов, ассӑн сывласа ячӗ. Ура ҫине вӗсем пӗр вӑхӑтрах тӑчӗҫ, темиҫе ҫекунд ним шарламасӑр пӗр-пӗрин куҫӗнчен пӑхса тӑчӗҫ, унтан Давыдов ун аллинчен пиншакне илчӗ те куҫӗсемпе ҫеҫ ӑшшӑн кулса:
— Спаҫҫибӑ, Варя! — терӗ.

«Варюха-горюха» мар, шӑпах ҫапла, «Варя» терӗ. Юлашкинчен, хӗрӗн пиншак патне чупнӑ чух ӗмӗтленнӗ ӗмӗчӗ ҫитрӗ. Анчах мӗншӗн унӑн сӑрӑ куҫӗсене куҫҫуль тапса тухрӗ-ха апла, ӑна чарас тесе, мӗншӗн куҫ хупаххисем вӗттӗн-вӗттӗн чӗтресе илчӗҫ? Мӗншӗн йӗретӗн эсӗ, чипер хӗр? Вӑл вара, пуҫне ҫӗрелле аяла-аяла усса, ача пекех мӗскӗннӗн те сасӑсӑр йӗрсе ячӗ. Анчах Давыдов ним те курмарӗ; вӑл, табакӑн пӗр тӗпренчӗкне те ҫӗре ӳкерес мар тесе, питӗ тӑрӑшса пирус чӗркерӗ. Папирусӗ унӑн пӗтнӗ, табакӗ те ак-ак пӗтет, ҫавӑнпа та вӑл ӑна перекетлет, чикарккине пӗчӗк те питӗ тирпейлӗ чӗркет, тӑватӑ-ултӑ хутчен лайӑх сӑвӑрса илмелӗх.

Хӗр пӑртак лӑпланма тӑрӑшса тӑчӗ, анчах вӑл хӑйне хӑй алла илеймерӗ, вара кӗлисем ҫинче варт! ҫаврӑнса, вӑкӑрсем патнелле кайрӗ.

— Вӑкӑрсене илсе килетӗп, — терӗ вӑл чарӑнса тӑмасӑрах.

Анчах Давыдов халӗ те ун чӗтрекен сассинче хӗр хытӑ пӑлханнине сисмерӗ. Вӑл ним чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, туртса ячӗ, хӑй вара бригада пӗтӗм ҫурхи ҫӗртмене миҫе кунта пӗтерме пултарасси ҫинчен шухӑшларӗ, вӑйлӑрах виҫҫӗмӗш бригадӑран темиҫе плуг илсе, кунта ярсан аван пулмӗ-ши, тесе те шутласа илчӗ.

Давыдов ун куҫҫульне курманнипе Варьӑна йӗме меллӗ пулчӗ. Вӑл вара киленсех йӗчӗ, куҫҫуль тумламӗсем ун хӑмӑр пит ҫӑмартисем тӑрӑх юхаҫҫӗ, вӑл вӗсене пынӑ ҫӗртех тутӑр вӗҫӗпе шӑла-шӑла илет…

Унӑн пирвайхи таса хӗр юратуне Давыдов асӑрхамарӗ те. Кунсӑр пуҫне тата вӑл юратура яланах суккӑртарах пулнӑ, кунта вӑл нумайӑшне чухласа, ӑнланса илеймен, ӑнланса илес пулсан та чылай кайран е хӑш чух тата ӑна каялла пачах тавӑрма май ҫук чухне тин чухласа илнӗ…

Вӑкӑрсене кӳлнӗ чух вӑл Варя пит ҫӑмартисем ҫинче сӑрӑ йӑрӑмсем пуррине курчӗ. Кусем вӗсем — паҫӑр хӑй асӑрхаман куҫҫуль юхса аннӑ йӗрсемччӗ. Ун сассинче вара ӳпкелесе калани сисӗнчӗ:

— Э-э-э, Варюха-горюха! Эсӗ паян ҫӑвӑнман та пулмалла?

— Ӑҫтан курӑнать вӑл?

— Сан пит ҫинче темле йӑрӑмсем пур. Кашни кунах ҫӑвӑнас пулать, — терӗ вӑл вӗрентнӗ пек.

…Хӗвел анчӗ, вӗсем вара, ывӑннӑскерсем, ҫаплах стан патнелле утаҫҫӗ. Ҫеҫен хир ҫине каҫхи ӗнтрӗк анчӗ. Йӗплӗ хулӑ ҫырмине тӗтре карса илчӗ. Анӑҫри хура пекех курӑнакан тӗксӗм кӑвак пӗлӗтсен тӗсӗ майӗпен улшӑнса пычӗ: малтан вӗсен аялти хӗрри тӗксӗмрех кӗрен тӗспе витӗнчӗ, унтан ӑна витӗрех юн пек хӗрлӗ шевле ҫапрӗ, шевле хӑвӑрт ҫӳлелле хӑпарса кайрӗ те ҫур пӗкӗ пек пулса, тӳпене ыталаса илчӗ. «Юратас ҫук вӑл мана…» — тунсӑхлӑн шухӑшларӗ Варя, хурланнипе тулли тутисене хӗссе, «Ыран вӑйлӑ ҫил пулать, кунӗпе ҫӗр типсе каять, ун чухне вара вӑкӑрсене йывӑр пулать», — тухӑҫри вут хыпса илнӗ пӗлӗтсем ҫине пӑхса пынӑ май кӑмӑлсӑрланса шухӑшларӗ Давыдов.

Варя тӑтӑшах тем калама тӑчӗ, анчах ӑна темле вӑй чарса пычӗ. Стана ҫитме инҫе мар юлсан, вӑл ҫапах та хӑйрӗ-хӑйрех.

— Пар-ха мана хӑв кӗпӳне, — шӑппӑн ыйтрӗ вӑл. Вара, лешӗ памасран хӑраса, йӑлӑннӑ пек хушса хучӗ: — Тархасшӑн пар!

— Мӗн тума? — тӗлӗнчӗ Давыдов.

— Ҫӗлесе парӑп, эпӗ ӑна питӗ тирпейлӗ ҫӗлесе лартӑп, эсӗ ҫӗввине асӑрхамӑн та. Тата ҫӑвӑп та ӑна.

Давыдов кулса ячӗ.

— Вӑл ман ҫире тарпа пӗтӗмпех ҫӗрсе кайрӗ. Ҫип те тытас ҫук. Ҫук, савнӑ Варюха-горюха, ку тельняшкӑ хӑй службин срокне пӗтерчӗ ӗнтӗ, ӑна Кудрияновнӑна, будкӑра урай ҫума парас пулать.

— Пар, ҫӗлем, хӑтланса пӑхам, вара курӑн унта, — ҫине тӑрса ыйтрӗ хӗр.

— Ме эппин, анчах ӗҫӳ сан харама каять, — килӗшрӗ Давыдов.

Аллине Давыдовӑн йӑрӑм-йӑрӑм кӗпине тытнӑ халлӗн ӑна стана пыма аван мар пулчӗ: кун пирки ҫынсем нумай сӑмах-юмах ҫапма, шӳт тума пултарнӑ… Вӑл Давыдов ҫине хӑяккӑн, вӑрттӑн пӑхса илчӗ те, хулпуҫҫийӗпе хупланса, пӗчӗк ӑшӑ тӗркеме лифчикӗ айне чикрӗ.

Хӑйӗн ҫара кӑкӑрӗ ҫине Давыдовӑн тусанланнӑ тельняшки пырса выртсан ӑна темле, халиччен пулман пӑлханчӑк туйӑм ҫавӑрса илчӗ: вӑйлӑ арҫын ӳчӗн пӗтӗм вӗрилӗхӗ-ӑшши ун ӑшне кӗрсе, ӑна пӗтӗмпех тултарса лартнӑ пек пулчӗ… Унӑн сасартӑках тутисем типсе кайрӗҫ, ансӑр шурӑ ҫамки ҫине сывлӑм тумламӗсем пек тар пӗрчисем тапса тухрӗҫ, утасса та вӑл сасартӑк асӑрханса, темрен сыхланса тенӗ пекрех утма пуҫларӗ.

Давыдов вара ним те асӑрхамарӗ, ним те курмарӗ. Тепӗр минутран вӑл хӗр аллине хӑйӗн таса мар тельняшкине тыттарнине те манса кайрӗ, ун енне ҫаврӑнса, савӑнӑҫлӑн:
— Кур, Варюха, ҫӗнтерӳҫӗсене мӗнле чыслаҫҫӗ? Ку вӑл учетчик картусӗпе сӗлтет вӗт пире. Апла пулсан, эпир санпа чиперех ӗҫленӗ, факт! — тесе кӑшкӑрчӗ.

Каҫхи апат хыҫҫӑн арҫынсем будкӑран инҫетре мӑр кӑвайт хучӗҫ, ун тавра туртма пухӑнса ларчӗҫ.

— Ну халь — пӗр пытармасӑр: мӗншӗн начар ӗҫлерӗмӗр? Сухӑ ӗҫне мӗншӗн вӑраха ятӑмӑр? — ыйтрӗ Давыдов.

— Леш бригадӑсенче вӑкӑрсем ытларах, — терӗ ӑна хирӗҫ кӗҫӗн Бесхлебнов.

— Миҫе вӑкӑр ытларах?

— Эсӗ пӗлместӗн те-и? Виҫҫӗмӗш бригадӑра — сакӑр мӑшӑр ытларах, ку вара, мӗнле пулсан та, тӑватӑ плуг! Пӗрремӗш бригадӑра икӗ плуг ытларах, вӗсем те пиртен вӑйлӑрах, апла.

— Пирӗн план та пысӑкрах, — сӑмах тӗртрӗ Прянишников.

Давыдов кулса илчӗ:

— Нумай пысӑкрах-и?

— Вӑтӑр гектар кӑна та, ҫапах та ытларах. Ӑна та сӑмсапа чавалаймӑн.

— Мартра плана эсир ҫирӗплетнӗ вӗт? Халӗ мӗн нӑйкӑшмалли пур? Бригадӑсенче ҫӗр мӗн чухлӗ пуррине шута илсе турӑмӑр, ҫапла вӗт?

— Никам та нӑйкӑшмасть, Давыдов, — тытӑнарах каларӗ Дубцов, — ӗҫ кунта мар. Пирӗн бригадӑри вӑкӑрсем хӗл начар каҫрӗҫ. Выльӑх-чӗрлӗхпе курӑмсене пӗрлештернӗ чух, пирӗн утӑпа улӑм та сахалрах пулчӗ. Ҫакна эсӗ питӗ те лайӑх пӗлетӗн-ҫке-ха, ҫавӑнпа та чӑкӑлташма кирлех те мар. Ҫапла, вӑраха ятӑмӑр, вӑкӑрсенчен ытларахӑшӗ пирӗн вӑйсӑр пулчӗҫ, анчах курӑма пӗр пек пайламаллаччӗ, эсир Островновпа иксӗр тунӑ пек мар: уйрӑм хуҫалӑхсенчен мӗн панӑ, сӑхӑмсене ҫавӑнпа тӑрантарса усрамалла имӗш. Халӗ акӑ ҫапла пулса тухрӗ: хӑшӗсем сухаласа пӗтерчӗҫ те выльӑхӗсене утӑ ҫулнӑ ҫӗре хатӗрлеҫҫӗ, эпир вара ҫаплах ҫӗртмепе аппаланатпӑр.

— Апла пулсан, пулӑшар эпир сире, Любишкин пулӑшӗ, — сӗнчӗ Давыдов.

— Эпир хирӗҫ мар, — терӗ Дубцов, ыттисем чӗнмеҫҫӗ пулин те, вӗсем хӑй майлине сиссе. — Эпир вӗҫкӗн ҫынсем мар.

— Пурте ӑнланмалла апла, — шухӑша кайса каларӗ Давыдов. — Правлени те, тата эпир пурсӑмӑр та йӑнӑш туса хутӑмӑр: хӗлле курӑма, мӗнле каламалла, территори паллисем тӑрӑх пайларӑмӑр, — йӑнӑш ку! Ҫынсемпе ӗҫ вӑйне тӗрӗс мар лартса тухрӑмӑр, — ку тепӗр йӑнӑш! Анчах кам шуйттанӗ айӑплӑ-ха? Хамӑр йӑнӑшрӑмӑр — хамӑрӑн тӳрлетмелле те. Ӗҫ тухӑҫлӑхӗпе, — эпӗ кунсерен мӗн чухлӗшер ӗҫлени ҫинчен калатӑп, — сирӗн цифрӑсем япӑх мар, пӗтӗмпе илсен вара ниме тӑман япала ҫеҫ пулса тухать. Атьӑр-ха шухӑшласа пӑхар, ҫак тупикрен тухма сире миҫе плуг ярса памалла-ши, шутлар та атьӑр, пӗтӗмпех ҫырса хурар, утӑ ҫулнӑ чух вара ку йӑнӑшсене асра тытар, вӑйсене урӑхла лартса тухар. Тата мӗн чухлӗ йӑнӑшма пулать?

Кӑвайт умӗнче икӗ сехет пек ларчӗҫ — тавлашрӗҫ, шутларӗҫ, ятлаҫса та илчӗҫ. Атаманчуков пуринчен те ытларах калаҫрӗ пулмалла. Вӑл хӗрсе кайса калаҫрӗ, ӑслӑ сӗнӳсем пачӗ, Бесхлебнов Дубцова вичкӗн сӑмахпа тӗксе илнӗ вӑхӑтра Давыдов ун ҫине пӑхрӗ те ун куҫӗсем вӗлересле курайманлӑхпа ҫиҫнине курчӗ, тӗлӗннипе, куҫ харшисене ҫӗклерӗ. Атаманчуков хӑвӑрт аялалла пӑхрӗ, пӳрнисемпе карланкинчи сарӑ шӑрт тапса тухнӑ мӑкӑльне тыткаласа илчӗ, тепӗр темиҫе минутран Давыдов ҫине пӑхса ун куҫӗсемпе тӗл пулсан вара — вӑл юриех ӑшшӑн пӑхса илчӗ, питӗнчи кашни пӗркеленчӗкӗпе вӑл хӑй нимле усал япала ҫинчен те шутламан пек курӑнма тӑрӑшрӗ. «Артист! — шухӑшларӗ Давыдов. — Анчах мӗншӗн ман ҫине ҫапла тискеррӗн пӑхрӗ-ха вӑл? Ҫуркунне хӑйне колхозран кӑларнӑшӑн кӳренет пулмалла».

Ун чух, ҫуркунне, Атаманчукова колхозран кӑларнине илтсен, Половцев ӑна ҫӗрле хӑй патне чӗнтерсе, хӑйӗн пысӑк янахне хӗссе тытса, ӑна ҫапла каланине пӗлмен, пӗлме пултарайман ҫав Давыдов: «Мӗн тӑватӑн эс, сӗтӗрӗнчӗк? Мана эсӗ кун пек харсӑр ухмах пулни мар, — ун пеккисем пӗр-пӗр вак-тӗвекпех лекеҫҫӗ, ГПУри допросра вара, ыттисене те сутса ярса, пӗтӗм ӗҫе пӗтерсе хума пултараҫҫӗ, — примерлӑ колхозник пулни кирлӗ. Колхозӑн пӗрлехи пухӑвӗнче чӗркуҫленсе лар, йыт ывӑлӗ, анчах пӗрлехи пухӑва бригада пухӑвӗн решенине ан йышӑнтарттар. Халлӗхе, хамӑр пуҫличчен — пирӗн ҫынсем нимле ырӑ мар ят-сӑмах та илтмелле мар».

Атаманчуковӑн чӗркуҫленсе лармалла пулмарӗ: Половцев хушнипе, пухура Атаманчукова хӳтӗлесе Яков Лукич та, унпа пӗр шухӑшлӑ ҫынсем ыттисем те питӗ вирлӗ калаҫрӗҫ, пуху вара бригада решенине ҫирӗплетмерӗ. Атаманчукова ятласа ҫеҫ хӑварчӗҫ. Ҫакӑн хыҫҫӑн вӑл лӑпланчӗ, лайӑх ӗҫлеме пуҫларӗ, ӳрӗк-сӳрӗк ӗҫлекенсемшӗн пример та пулса тӑчӗ-ха тата. Анчах хӑй, Давыдова колхоз стройне курайманнине тарӑна тата шанчӑклӑ пытарма пултарайман, вӑл, ҫав курайманлӑх; унӑн е асӑрхаймасӑр каласа янӑ сӑмахӗнче, е скептикла куллинче палӑрнӑ, е хӗретсе хуратнӑ хурҫӑ пек йӑлтӑркка тӗксӗм кӑвак куҫӗсенче урнӑ пек ҫиҫе-ҫиҫе илнӗ те ҫавӑнтах ҫухалнӑ.

Ҫур ҫӗр тӗлӗнче ҫеҫ хӑйсене мӗнле пулӑшу кирлине тата сухаласа хӑҫан пӗтерессине палӑртрӗҫ. Ҫакӑнтах, кӑвайт умӗнче, Давыдов Разметнова ҫыру ҫырчӗ. Дубцов вара халех, пӗр тӑхтамасӑр, ҫутӑласса кӗтсе тӑмасӑр, виҫҫӗмӗш бригадӑран вӑкӑрсемпе плугсем апат тӗлне илсе килес тата ӗҫлеме юратакан плугарьсене Любишкинпа пӗрле хӑй суйласа илес тесе, хутора кайма пулчӗ. Сӳннӗ кӑвайт патӗнче шарламасӑр тепӗр хут туртрӗҫ те ҫывӑрма кайрӗҫ.

Ҫав вӑхӑтра будка патӗнче урӑх калаҫу пулса иртрӗ. Пӗчӗк шӑвӑҫ тазра Варя питӗ ҫепӗҫҫӗн Давыдов тельняшкине ҫӑвать, ун ҫумӗнче, арҫынӑнни пекех хулӑн сасӑпа калаҫса, стрепке тӑрать:

— Мӗн йӗретӗн эсӗ, ухмах?

— Кӗпинчен унӑн тӑвар шӑрши кӗрет.

— Мӗнех вара? Ӗҫлекен ҫынсен аялти кӗписенчен пуринчен те духи те тутлӑ шӑршлӑ супӑнь шӑрши мар, тӑвар та тар шӑрши кӗрет. Мӗн улатӑн? Сана кӳрентермерӗ-и вӑл?

— Ҫук, мӗн эс, инке!

— Апла-тӑк, мӗн куҫҫуль тӑкатӑн, ухмах?

— Ют кӗпе ҫумастӑп-ҫке-ха, хамӑн, тӑван ҫыннӑн… — таз ҫинелле пӗшкӗнсе, сасӑпа макӑрса ярасран аран тытӑнкаласа каларӗ хӗр.

Вӑрахчен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн стрепке аллисене пилӗкне тытрӗ, тарӑхса:

— Ҫук, текех чӑтаймастӑп! Варька, ҫӗкле-ха халех пуҫна!

Вун ҫичӗ ҫулхи пӗчӗк, мӗскӗн вӑкӑр хӑвалакан! Вӑл пуҫне ҫӗклерӗ, вара стрепке ҫине йӗнипе тӑртаннӑ, анчах чуп туса та курман ҫамрӑклӑхӑн телейлӗ куҫӗсем пӑхрӗҫ.

— Мана ун кӗпи ҫинчи тӑвар та тӑван…

Дарья Куприяновнӑн пысӑк кӑкӑрӗ кулнипе силленме тытӑнчӗ.

— Вӑт халӗ, Варькӑ, эсӗ чӑн-чӑн хӗр пулса ҫитнине куратӑп ӗнтӗ.

— Мӗнле хӗр пулнӑ вара эпӗ ӗлӗк? Чӑн-чӑн мар-им?

— Ӗлӗк! Ӗлӗк эсӗ ҫилччӗ, халӗ хӗр пултӑн. Пӗр каччӑ теприне юратнӑ хӗршӗн хӗниччен вӑл каччӑ мар-ха, ҫур йӗм ҫеҫ. Хӗр шӑл йӗрет те куҫӗсене ҫеҫ вылятать пулсан — вӑл хӗр мар-ха, юбкӑри ҫил. Унӑн куҫӗсем юратӑва пула йӗпенеҫҫӗ, ҫӗрле ун минтерӗ ҫинчен куҫҫуль типмест пулсан — ун чух вара вӑл чӑн-чӑн хӗр пулса тӑрать! Ӑнлантӑн-и, ухмах?

* * *

Давыдов будкӑра, аллисене пуҫӗ айне хурса выртать, анчах ыйхи килмест унӑн. «Колхозри ҫынсене пӗлместӗп эпӗ, пӗлместӗп, — кулянса шухӑшлать вӑл. — Малтан кулаксене ҫуртран кӑлартӑмӑр, унтан колхоз организацилерӗмӗр, унтан — хуҫалӑх ӗҫӗсем, ҫынсене ҫывӑхрах пулма, вӗсене пӗлсе ҫитме вара вӑхӑт та пулмарӗ. Ҫынсене пӗлместӗп, вӗсене пӗлсе ҫитме ӗлкӗреймен пулсан, мӗнле шуйттанла руководитель пулам-ха эпӗ? Пӗлессе вара пурне те пӗлес пулать, вӗсем ҫав тери нумай мар. Ҫакӑ вара ытла ансат япала та мар иккен авӑ… Акӑ хӑш енчен курӑнчӗ тата Аржанов. Пурте ӑна айвантарах тесе шутлаҫҫӗ, анчах вӑл айван мар, ох, айван мар! Ҫийӗнчех шуйттан пӗлсе ҫитет-и ӑна, сухаллӑ арҫурие: вӑл ача чухнех хӑйӗн йӗннине кӗрсе выртнӑ та хуппине хупнӑ, вӑт кӗрсе кур эс ун чунне, — асту кӗртӗ вӑл сана, кӗтсех тӑр! Яков Лукич та — вӑрттӑн мелпе уҫмалли ҫӑра. Ӑна пӗрре куҫ хывас та кирлӗ пек сӑнаса тӑрас пулать. Вӑл ӗлӗк кулак пулни паллах, анчах халӗ тӳрӗ чунпа ӗҫлет, ӗлӗкхисемшӗн хӑрать пулмалла… Ҫапах та завхозран хӑваласа кӑларас пулать ӑна, рядовой пулса ӗҫлетӗр; Атаманчукова та ӑнланма ҫук, ман ҫине палач суд вӗлерме йышӑннӑ ҫын ҫине пӑхнӑ пек пӑхать. Мӗншӗн апла? Чӑн-чӑн вӑтам хресчен, ну, шуррисем патӗнче пулнӑ, анчах вӗсенчен кам пулман унта? Ку ответ мар. Пурин ҫинчен те лайӑх шухӑшласа пӑхас пулать манӑн, куҫа хупса, кам ҫине чӑнласа таянма, кама чӑнласа шанма юранине пӗлмесӗр ӗҫлени урӑх ан пултӑр. Эх, матрос, матрос! Эсӗ колхоза мӗнле ертсе пынине цехри юлташусем пӗлсен, вӗсем сана шӑмму-шакку ваниччен ислетӗччӗҫ!»

Будка патне, уҫӑ ҫӗрех, вӑкӑр хӑвалакан хӗрарӑмсем ҫывӑрма выртнӑ. Тӗлӗрме пуҫласан, Давыдов Варьӑн ҫинҫе сассипе Куприяновнӑн хулӑнрах сассине илтрӗ.

— Мӗн эсӗ, пӑру ӗне патне тӗршӗннӗ пек, ман ҫумма хӗсӗнетӗн? — кулса, сывлӑшӗ пӳлӗннипе сывлаймасӑр каларӗ стрепке. — Ҫитет сана ыталашма. Илтетни, Варька? Тархасшӑн куҫ-ха леререх, санран вӗри перет, кӑмакаран пенӗ пек! Эп мӗн каланине илтетӗн-и эсӗ? Инкек курма выртрӑм эпӗ санпа юнашар… Мӗнле пӗҫеретӗн эсӗ? Чирлемерӗн-и?

Варьӑн лӑпкӑ кулли кӑвакарчӑн кӑлтӑртатнӑ пекех тухрӗ.

Ыйхӑ тӗлӗшпе кулса илсе, Давыдов хӑй куҫӗ умне вӗсем мӗнле юнашар выртнине кӑларса тӑратрӗ. «Мӗнле лайӑх хӗрача, пысӑк та ӗнтӗ, хӗр пулнӑ, ӑсӗпе вара — ача. Телейлӗ пул, савнӑ Варюха-горюха!» — шухӑшларӗ вӑл ыйхӑланӑ май.

Вӑл ҫутӑлсан вӑранчӗ. Будкӑра никам та ҫукчӗ, арҫын сассисем тулта та илтӗнместчӗҫ, сухаҫсем пурте йӑранраччӗ ӗнтӗ, сарлака путмар ҫинче Давыдов пӗчченех йӑвӑланса выртатчӗ. Вӑл вӑрт-варт сиксе тӑчӗ, пуртенкине чӗркерӗ, аттине тӑхӑнчӗ — вара ҫак вӑхӑтра пуҫӗ вӗҫӗнче ҫуса тасатнӑ, ӑста, вӗтӗ ҫӗвӗпе ҫӗлесе лартнӑ тельняшкипе хӑйӗн таса катанпир кӗпине курчӗ. «Кӗпе ӑҫтан килсе выртнӑ ара кунта? Кунта эпӗ нимӗнсӗрех килтӗм, лайӑх астӑватӑп. Кӗпе мӗнле кунта выртать вара? Тем амакӗ ӗнтӗ ку!» — ӑнланмарӗ Давыдов, унтан, ку тӗлӗк маррине ӗненес тесе, аллипе сулхӑн катанпире тӗкӗнсе пӑхрӗ.

Тельняшкине тӑхӑнса будкӑран тухсан тин вӑл пурне те ӑнланса илчӗ. Илемлӗ кӑвак кофтӑпа питӗ тӑрӑшса якатнӑ юбка тӑхӑннӑ Варя пичке умӗнче урине ҫуса тӑрать, хӑй ҫак ир пекех уҫӑ вӑл, ун ҫине пӑхса, хӗрлӗ тутисемпе кулать, унӑн пӗр-пӗринчен инҫерех пек курӑнакан куҫӗсем ӗнерхи пекех савӑнӑҫлӑн ҫиҫеҫҫӗ.

— Ӗнер сӗвӗрелсе ҫитрӗн-им, председатель? Ҫывӑрса юлтӑн-им? — ыйтрӗ вӑл кулакан ҫинҫе сасӑпа.

— Ҫӗрле ӑҫта пултӑн эсӗ?

— Хутора кайрӑм.

— Хӑҫан таврӑнтӑн вара?

— Халӗ ҫеҫ ҫитрӗм ак.

— Ман кӗпене эсӗ илсе килтӗн-и?

Вӑл пӗр чӗнмесӗр пуҫне сӗлтрӗ, куҫӗсенчен вӑл пӑшӑрханса ӳкни сисӗнчӗ.

— Тен, эпӗ тем аван мар япала турӑм пулӗ? Тен, манӑн сан хваттерне кӗмелле те пулман? Анчах эпӗ йӑрӑмлӑ кӗпӳ шанчӑклах мар, тесе шутларӑм…

— Маттур, Варюха! Пуриншӗн те пӗр харӑс спаҫҫибӑ сана. Анчах мӗне пула ҫапла чаплӑ тумланса янӑ-ха эсӗ? Айтуруй! Пӳрнинче тата ҫӗрӗ те пур!

Ятсӑр пӳрнине тӑхӑнтарнӑ ахаль кӑна кӗмӗл ҫӗррине именчӗклӗн ҫавӑркаласа, хӗр пакӑлтатса кайрӗ:

— Ман ҫи-пуҫ пӗтӗмпех хуралса пӗтнӗччӗ, йӗркерен тухнӑччӗ. Вӑт эпӗ аннене те курас, ҫи-пуҫа та улӑштарас терӗм… — Вара сасартӑк именме пӑрахса, куҫӗсене алхаснӑн йӑлкӑштарса илчӗ:  — Эсӗ ман ҫине хуть кунне пӗрре те пулин пӑхтӑр тесе, туфли те тӑхӑнасшӑнччӗ те, анчах сухаланӑ пусӑ тӑрӑх, вӑкӑрсемпе, туфлипе нумаях ҫӳреймӗн.

Давыдов кулса ячӗ.

— Халӗ сан ҫинчен эпӗ куҫа та илмӗп, манӑн пӑрчӑканӑм! Ну, кай, вӑкӑрсене кӳл, эпӗ ҫӑвӑнатӑп ҫеҫ, вара пыратӑп.

Вӑл кунхине Давыдова ӗҫлеме тивмерӗ те темелле. Ҫӑвӑнса та ӗлкӗреймерӗ — Кондрат Майданников персе ҫитрӗ.

— Эсӗ икӗ кунлӑха ыйтса кайрӑн вӗт, мӗншӗн капла час таврӑнтӑн? — кулкаласа ыйтрӗ Давыдов.

Кондрат аллине сулчӗ:

— Кичем унта. Арӑм тӑнӑ. Ӑна сив чирӗ силленӗ. Ну, а манӑн мӗн тумалла? Каялла ҫаврӑнтӑм та — кунта тапса сикрӗм. Варька ӑҫта?

— Вӑкӑрсене кӳлме кайрӗ.

— Эппин, эпӗ сухалама каям, эсӗ вара хӑнасене кӗт. Любишкин хӑй сакӑр плуг илсе килет, эпӗ вӗсенчен ҫурма ҫулта иртсе кайрӑм. Агафон та Кутузов пек пурин умӗнче кӑвак кӗсре утланса пырать. Чим, тепӗр ҫӗнӗ хыпар пур: ӗнер каҫпа, тӗттӗмленсен, Нагульнова пенӗ.

— Мӗнле пенӗ?!

— Ҫаплах, винтовкӑпа. Темле шуйттан пенӗ. Вӑл уҫӑ кантӑк умӗнче, ҫутӑ ҫутса ларнӑ, вӑт ҫавӑн чух пенӗ те. Пуля тӑнлав патӗнчен иртсе кайнӑ, тирне ҫунтарса илнӗ, урӑх ним те туман. Анчах унӑн пуҫӗ туртӑнкалать, те контузирен, те ҫилленнипе, ахаль — чӗрех, сывах хӑй. Районти милицирен килчӗҫ, ҫӳреҫҫӗ, шӑршлаҫҫӗ, анчах ку ним усӑ та парас ҫук…

— Ыран сирӗнпе сывпуллашма тивет, хутора каятӑп, — шут тытрӗ Давыдов, — Тӑшман пуҫне ҫӗклет вӗт, а, Кондрат?

— Мӗнех вара, ку лайӑх вӑл, ҫӗклетӗрех. Тӑратнӑ пуҫа касма ҫӑмӑлрах пулать, — терӗ те лӑпкӑн Мӑйданников урине тепӗр хут майласа тӑхӑнма тытӑнчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех