Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXI

Пай: Шурӑ хурӑн. 2-мӗш кӗнеке –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Михаил Рубцов

Ҫӑлкуҫ: Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; иккӗмӗш кӗнеке; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 363 с.

Хушнӑ: 2020.01.29 20:16

Пуплевӗш: 195; Сӑмах: 1570

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Каҫа хирӗҫ полка кӗтмен ҫӗртен Олейник сержант таврӑнчӗ.

Вӑл тӗрлӗ чир-чӗртен сипленсе ҫирӗм кун хушши ҫар госпиталӗнче выртса ирттернӗ. Ҫак вӑхӑтра нумай шухӑшланӑ вӑл этем шӑпи улшӑнса пыни ҫинчен.

Аманнӑ салтаксем госпитальте ҫапӑҫура пулса иртнӗ ӗҫсем ҫинчен нумай кала-кала панӑ. Вӗсем пурте тенӗ пек ҫапӑҫура вилӗм ҫинчен шухӑшламалла мар тенӗ. Пӗри тата ҫирӗппӗн ҫапла каласа хунӑ:
— Пурӑнас килет пулсан — хӑрамасӑр ҫапӑҫ! — тенӗ.

— Мӗнле амантрӗҫ-ха хӑвна? — ыйтнӑ Олейник каласа паракансенчен.

— Ку ӑнсӑртран пулчӗ, — тенӗ ҫак ыйтӑва хирӗҫ вӗсенчен нумайӑшӗ.

Салтаксем каласа панӑ тӑрӑх илсен, чӑнах та, вӗсем ӑнсӑртран кӑна аманнӑ пек пулса тухнӑ. Анчах ҫав вӑхӑтра Олейник чееленсе:
— Вилекенсем пулкаларӗҫ-и вара? — тесе ыйтнӑ.

— Вилекенсем те пулкаларӗҫ…

Малалла каласа панисем тӑрӑх ҫакӑ паллӑ пулнӑ: вилме те — вилмесӗр юлма май килменрен мар, ӑнсӑртран кӑна е хӑйсен асӑрханусӑрлӑхне пула, е хӑранипе, е харсӑрлӑхпе ача-пӑчалла мухтаннипе вилеҫҫӗ иккен…

Ҫакӑн пек каласа панисене Олейник айванла калаҫу вырӑнне хунӑ.

Аманнисемпе калаҫнӑ хыҫҫӑн тата чылайччен шухӑшланӑ хыҫҫӑн, вӑл мӗн пурӗ те ҫакна кӑна ӑнланса илчӗ; пурте турӑ мӗнле ҫырнинчен килет, мӗн курма пӳрнӗ — ҫавӑ пулатех… «Э-э, мур илтӗр вӗсене! — сасартӑк шутласа хучӗ вӑл пӗррехинче госпитальтех. — Текех хӑтӑласшӑн тӑрӑшмастӑп! Мӗн пулсан та пулать! Персе ӳкерсен — мӗн тӑвас тен? Шӑпи ҫавнашкал!».

Ӑна тата тепӗр шухӑш лӑплантарнӑ: Олейник шухӑшланӑ тӑрӑх ҫапӑҫма та нумай юлман ӗнтӗ. Нимӗҫсем ноябрьте октябрьтинчен, ҫу кунӗсенхинчен хуллентерех малалла шӑваҫҫӗ. Передовойран пынӑ аманнисем пурте: пирӗн ҫарсем тӑшманӑн атакине ӑнӑҫлӑн сирсе яни ҫинчен, ӑна Мускав патӗнче йывӑр килни ҫинчен шантарсах каласа кӑтартнӑ. Анчах Олейника пӑлхатма пултарайман, вӑл ҫавӑн пек каласа панисене мухтанни вырӑнне хурса шутланӑ. Пирӗннисене те ҫӑмӑл маррине вӑл туйнӑ, — фронтран аманнисене илсе килсех тӑраҫҫӗ-ҫке-ха. Тата ҫапӑҫу хирӗнче сахал выртса юлаҫҫӗ-и? Ҫартан паракан кӗске сводкӑсем тӑрӑх Мускав патӗнчи фронт линийӗ ӑҫта пулнине ӑнланса илме йывӑр, анчах столицӑна пур енчен те ҫавӑрса илнине Олейник чухланӑ. Пирӗн ҫарсем чӑтса тӑрассине шанман вӑл. Тата кӑштах вӑхӑт иртсен, пирӗн оборона пӗтет те нимӗҫ ҫарӗсем Мускав ҫине ыткӑнаҫҫӗ тесе шутланӑ вӑл. Ун чухне вара вӑрҫӑ та пӗтет. Апла пулсан, шӑпа мӗнле килсе тухассине нумай кӗтмелле мар…

Ҫакнашкал шухӑшсемпе Олейник передовойне кайрӗ.

Фронтри шӑплӑха Олейник передовойри ытти салтаксем пек мар, пачах урӑхла ӑнланса илчӗ. «Вӑйсене ҫывӑхрах илсе килеҫҫӗ иккен, — шухӑшларӗ Олейник нимӗҫсем ҫинчен. — Часах ӗҫе те татса парӗҫ». Вара вӑл ирӗксӗрех хӑйӗн взвочӗн хавассӑр пурнӑҫне чухласа илесшӗн пулчӗ. Вӗҫӗмсӗр ҫапӑҫӑва пула салтаксем пурте халтан кайнӑ, хӑранине пула тискерленнӗ; вӗсем таса мар, салхуллӑ, тар шӑрши, ҫӗр шӑрши тата юнпа тӗрле ҫӗрӗк шӑрши ҫапнӑскерсем, хӑйсен тӗттӗм шӑтӑкӗсенче шукаласа ҫӳреҫҫӗ, хӑйсем мӗн тунине ӑнланмасӑр, хӑнӑхнине пула ҫеҫ темскер аппаланаҫҫӗ, кашни секундрах хӑйсен пуҫӗ тӑрринче кӗрлеме, кӗмсӗртетме пуҫласса кӗтсе, сехӗрленсех таврари шӑплӑха итлеҫҫӗ…

Олейник, сывалнисемпе пӗрле дивизи штабне ҫитсен ӑна ним хирӗҫлемесӗрех Озеров полкне ячӗҫ.

Полка ӑнсӑртран тӗл пулнӑ ҫынпа, Шаракшанэ батальонӗнчи салтакпа кайрӗ; вӑл штаба темле ӗҫпе килнӗ пулнӑ. Талица ялне хӗвелтухӑҫ енчен кӗрсе, полкӑн команднӑй пункчӗ вырнаҫнӑ тӗле ҫитсен, салтак чарӑнчӗ те, алсишӗпе сылтӑм хӑлхине сӑтӑркаласа илнӗ хыҫҫӑн:

— Сирӗн штаба каймалла-и, сержант юлташ? Е пӗр минутлӑха мунча патне кӗрсе тухатпӑр-и?

— Мӗншӗн мунча патне?

— Халь кунта пирӗн батальонти ҫынсем нумай, — ӑнлантарчӗ салтак. — Ҫӑвӑнаҫҫӗ. Тен, сирӗн тусӑрсем те пулӗ… Акӑ вӑл, мунча! — Салтак ҫулӑн ҫурҫӗр енчи лапам еннелле, пасарнӑ ҫӳҫе витӗр курӑнакан ҫуртпа ҫурма ишӗлчӗк хуралтӑсен ҫара тӑррисем ҫинелле тӗллесе кӑтартрӗ. — Кунта пирӗн хуҫалӑх роти тӑрать. Эпӗ кунтан кайнӑ чухне пирӗннисем кунта килме тухнӑччӗ.

— Апла айта унта каяр, — шутларӗ Олейник.

Ҫул вӗтлӗх хушшисемпе кукӑрӑлкаласа лапамалла анать. Уҫланкӑна тухсан, Олейник хӑй умӗнче вараланса пӗтнӗ шурӑ кӗске кӗрӗк тӑхӑннӑ, пиҫиххи тӗлне пистолет ҫакнӑ ҫынна курчӗ. Вӑл тин кӑна ҫул ҫине тухнӑ пулас. Ҫын кӑнтар еннелле пӑхса, ним шарламасӑр ҫӗлӗкне сулкаласа илчӗ.

— Ҫак ҫын шӑпах Дубровка ӗнтӗ, — терӗ ӑна пӗрле килнӗ салтак; ҫул ҫинче вӑл Олейник пулнӑ ротӑри улшӑнусем ҫинчен каласа кӑтартма ӗлкӗрнӗ. — Лайӑх каччӑ! Паттӑр, ӑслӑ!

Олейник ҫитсе тухнӑ лапам пӗтӗмпех ура йӗрӗсемпе чӑпарланса пӗтнӗ. Лапамра, аяккарах, салтаксем хырӑм ҫинче шуса пыраҫҫӗ, вӗсем хыҫҫӑн юр ҫине кукӑр-макӑр тарӑн йӑрансем юлаҫҫӗ. Гвардин аслӑ сержанчӗ Дубровка, вӗсене темле паллӑ парса, тепӗр хут ҫӗлӗкне сулса илчӗ. Салтаксем ретӗнчен вара:
— Ма-лал-лаа! — тени илтӗнсе кайрӗ.

Салтаксем харӑссӑн тенӗ пекех сиксе тӑчӗҫ, пӗр ҫӗре пуҫтарӑнмасӑр, пынӑ ҫӗртех винтовкисене хывса взвод командирӗ тӑракан ҫӗрелле хӑвӑрттӑн утма пуҫларӗҫ.

— Васкарах! — кӑшкӑрчӗ Дубровка.

Салтаксем тата хӑвӑртрах утма тытӑнчӗҫ, унтан пӗр харӑссӑн малалла чупса кайрӗҫ, вара вӗсен пӗрле хутшӑннӑ сасси лапам ҫийӗн кӗрлесе кайрӗ.

— Урра-а… ра-а-а!

Олейникшӑн ку паллӑ та ӑнланса илмелле япала пулчӗ пулсан та, халь вӑл ҫакна пачах ӑнланаймарӗ…

Олейник, Дубровка патне пырса, хӑй ҫинчен пӗлтерчӗ.

— Пӗлетӗп, пӗлетӗп, — терӗ Дубровка. — Илтнӗ сан ҫинчен. Ху полкна каялла таврӑнтӑн, лайӑх. Халь хӑвна сержант тесе мар, гварди сержанчӗ тесе чӗн! Тивӗҫлӗ пултӑн! Эпир акӑ… куратӑн-и, мӗн тӑватпӑр?

Вӗсем калаҫса тӑнӑ вӑхӑтра салтаксем ҫул ҫине тухрӗҫ. Вӗсенчен пысӑк та патвар ҫын уйрӑлчӗ те Дубровка патнелле чупма пуҫларӗ.

— Акӑ гварди сержанчӗ Лопухов, — терӗ Дубровка. — Пӗлетӗн-и?

— Андрей-и? Мӗнле пӗлес мар-ха, туссем эпир, пӗрле ҫапӑҫнӑ!

Вӗсем патне тара ӳкнӗ Андрей Лопухов чупса ҫитрӗ. Хӑйӗн ушкӑнӗ боевой ӗҫе пурнӑҫлани ҫинчен пӗлтерсен, Дубровка ҫине ыйтуллӑн пӑхма пуҫларӗ.

— Начар мар, гварди сержанчӗ юлташ! — хӑй ырланине уҫҫӑнах мар палӑртса каларӗ Дубровка. — Анчах асту лайӑхах та мар. Атакӑна ҫапла каяҫҫӗ-и вара? Хӑвӑр вӑйӑртан, хӑвӑр талпӑнса пынинчен тата маттурлӑхӑртан фашистсен кӑна мар, хӑвӑрӑн та сехре хӑпса тӑтӑр! Акӑ мӗнле каймалла атакӑна! Хӑвӑртлӑх сахал, ку вара атакӑра чи кирли пулать. Пеме те пурте пемерӗҫ.

— Юр тарӑн, гвардин аслӑ сержанчӗ юлташ! — хирӗҫ тавӑрчӗ те Андрей, хӑйӗн урисене кӑтартрӗ: унӑн ҫӑматти кунчине юр кӗрсе тулнӑ.

— Хыв та силлесе тӑк!

Олейника Андрей хӑй тусне тӗл пулнӑ пекех кӗтсе илчӗ. Вӑл ӑна васкавлӑн вунӑ ыйтӑва яхӑн пачӗ, анчах вӗсенчен ҫуррине те итлесе пӗтермерӗ, хӑй калаҫма пуҫларӗ:

— Куртӑн-и, мӗнле чупрӑмӑр? Вӑй пурри тата талпӑнни туйӑнать-и? Пӗрисем мунчара ҫӑвӑннӑ чух, эпир кӑштах вӗренсе пӑхма шутларӑмӑр…

Олейник лапам ҫине ҫырмана ҫитиех пӑхса илчӗ.

— Таптаса пӗтернӗ…

Шавлӑн калаҫса, тумтирӗсем ҫинчи юра силлесе, табак тӗтӗмне мӑкӑрлантарса, салтаксем ҫывхарчӗҫ. Вӗсем пурте нумай пулмасть хырӑннӑ, сивӗпе куштӑркаса хуралнӑ пичӗсем ӑшӑ пулнипе хӗрелсе кайнӑ.

— Кудеяров, эсӗ пӑши пекех ыткӑнатӑн! Куҫусене те марса пӑрахнӑ!

— Ара эсӗ ура айне ан пул!

— Эх, юр сахалтарах пулсан!

— Асфальт сарнӑ ҫулпа-и? Авӑ мӗнле ӑслӑскер!

— Хӑвна ҫӑмӑл-и вара? Авӑ мӗнле пӑс йӑсӑрлантаратӑн!.

Мунча патӗнчен кӑшкӑрни илтӗнчӗ. Дубровка вара салтаксене команда пачӗ:

— Мунча еннелле ҫаврӑнӑр! — унтан: — Ҫаплах милӗк ҫук-и? — тесе ыйтрӗ Андрейран.

— Пур ҫӗрте те шырарӑмӑр! — терӗ Андрей.

— Милӗксӗр мунча та мар ӗнтӗ!

— Тӑхтӑр-ха, гвардин аслӑ сержанчӗ юлташ, милӗк пулать! — Андрей йӗри-тавра пӑхса илчӗ. — Пур! Кайса салтӑнӑр, эпӗ халех… — Вӑл вара Олейникпа калаҫма пуҫларӗ:  — Айта пирӗнпе, пыратӑн-и? Пыратӑн пулсан, кайрӑмӑр, пӗр мӑшӑр милӗк тӑвӑпӑр!

Андрей, ҫултан пӑрӑнса, кӑпӑшка юрпа витӗннӗ ватӑ йывӑҫсем ӳсекен сӑрт енелле утса кайрӗ.

— Ох, усал та-ҫке вӑл мунчара! — каласа пачӗ Андрей Дубровка ҫинчен, юр тӑрӑх пынӑ май. — Ҫапӑҫури пекех! Ӑшши парать те — ҫӳҫ-пуҫ ҫатӑртатса тӑрать. Тытӑнать ҫапӑнма! Унтан тула тухса юр ҫине выртать, пӗр вунӑ хут юр ҫинче ҫавӑрӑнса илнӗ хыҫҫӑн, каллех милӗк ярса тытать. Ҫав тери чӑтӑмлӑ!

— Ӑҫта каятӑн-ха эсӗ? — интересленсе ыйтрӗ унран Олейник.

— Акӑ куратӑн-и, пӗр юманӑн тӑррине снаряд хуҫса антарнӑ. Ун ҫинче, куратӑн-и, шаннӑ ҫулҫӑсем мӗн чухлӗ тытӑнса тӑраҫҫӗ? Ҫакна вара «хӗллехи» юман теҫҫӗ. Паллах ӗнтӗ, милӗксем пахах пулмаҫҫӗ, ҫулҫисем тӑкӑнса пӗтеҫҫӗ, анчах урӑххи ҫук чухне ҫапӑнкалама юрать. Тӳррипех каласан, эпӗ хам та ҫапӑнма хирӗҫ мар…

Юманӑн йышлӑ туратлӑ тӑрри патӗнче унӑн шаннӑ сарӑ ҫулҫӑллӑ кукӑр-макӑр кӗске турачӗсене хуҫнӑ хушӑра, Андрей Олейника полкри хыпарсене — лайӑххисене те, хурлӑхлисене те — каласа кӑтартрӗ. Юргин ҫинчен вӑл пӗр-икӗ сӑмах каларӗ те шӑпланчӗ: унӑн сасси пӳлӗнчӗ, тутисем чӗтреме тытӑнчӗҫ…

— Эпир ҫак уйӑх хушшинче вутра пулма лайӑхах хӑнӑхрӑмӑр, — хӑй сӑмахне малалла тӑсрӗ вӑл, каштах вӑхӑт иртсен. — Халь ачасем хӑракаланӑ вӑхӑт иртрӗ ӗнтӗ. Нимӗҫ танкӗсенчен пачах хӑрами пулчӗҫ! Эпӗ хам та тӑватӑ танк ватрӑм. Пӗррехинче, чӑнах та, хӑраса ӳкнӗччӗ. Итле-ха, мӗнле пулчӗ! Пӗр пӗчӗк шӑтӑкра курӑнсах выртатӑп ӗнтӗ, вӑл ыткӑнса килет. Юрӗ, кӗтетӗп, куҫпа виҫетӗп. Лӑпкӑн кӗтетӗп. Акӑ вӑл ҫывӑхах ҫитрӗ. Анчах эпӗ ҫӗкленме кӑна тытӑннӑччӗ, вӑл, ула шуйттан, каялла чакрӗ те, пӗр аллӑ метрта чарӑнса тӑчӗ. Ҫак хушӑра эпӗ хытсах кайрӑм! Ну, тетӗп, сывӑ пул, Россия! Гранатӑна ывӑтса ҫитерейместӗп, тикӗс вырӑнпа шуса ун патне ҫитме май ҫук. Вӑл мана асӑрхаса илсе, ман ҫине персе ячӗ-тӗк — пӗтрӗм, тесе шутлатӑп хам. Анчах куратӑп, танк каллех тапранса кайрӗ, каллех ман ҫинелле! Фу, хам мӗнле хавасланнине халь те каласа пама пултараймастӑп! Ну, тетӗп, тав турра, чӗрӗ юлатӑп! Паллах, эпӗ ӑна ҫӗмӗртӗм… Ачасем пурте ҫапла… Кашниех ҫапӑҫура хӑнӑхса ҫитрӗҫ.

Олейник, туратсене юр ҫине пӑрахрӗ те:
— Ҫапах та… йывӑр пулчӗ-и? — тесе ыйтрӗ.

— Йывӑр пулмасӑр! — Андрей ӗҫлеме те чарӑнчӗ. — Тепӗр чух кун каҫа ҫав тери ывӑнса ҫитетӗн, ҫывӑрма выртатӑн та вара урӑх тӑрассӑн та туйӑнмасть! Вӑт мӗнле пулнӑ! Тул ҫутӑлсан — каллех ура ҫинче. Ӗнер те питӗ йывӑр пулчӗ… Паян ҫывӑрса тӑтӑмӑр та нимӗҫ халсӑрланса ҫитнине ӑнланса илтӗмӗр, — кашни салтакӑнах вӑйӗ вунӑ хут ӳснӗ пек туйӑнчӗ! Куртӑн-и, мӗнле вӗсем?

Олейник та ӗҫлеме чарӑнчӗ.

— Халтан кайрӗҫ-и? Нимӗҫсем?

— Тӗрӗс, халтан кайрӗҫ!

— Тӗрӗсех-и?

— Акӑ хӑвах курӑн! — терӗ те Андрей, каллех туратсене хуҫса пӗр ҫыхха пуҫтарма пуҫларӗ. — Ҫакна эпир питӗ лайӑх пӗлетпӗр! Темиҫе кун ӗнтӗ вӗсем юлашки вӑйне пухса малалла сӗкӗннине туятпӑр. Эпир ӗнер вӗсене сӑмсаран ҫапрӑмӑр та — вӗсем пачах юнсӑр тӑрса юлчӗҫ. Илтетӗн-и, мӗнле шӑплӑх?

— Халь мӗн вара?

Андрей йӗри-тавра пӑхса илчӗ, шӑппӑн хирӗҫ тавӑрса каларӗ:

— Наступление каятпӑр.

— Наступление?!

— Тем пулсан та каятпӑр! Халь шӑпах наступление каймалли вӑхӑт.

Андрей, йывӑҫ ҫине ларса, аллипе туратран тӗрӗнчӗ.

— Халь пирӗн пурте ҫакна ҫеҫ кӗтеҫҫӗ! — терӗ вӑл шухӑшлӑн. — Халь, эпир малалла кайма пуҫласан — питӗ начар пулать вӗсене! Тӗл килсен эпӗ… — Андрей тӑчӗ, туратран тытса туртнипе юман тӑрри ҫинче ҫулҫӑсем чӗлтӗртетсе илчӗҫ. — Эпӗ хама ирӗк панӑ пулӑттӑм!

Милӗке кантрапа ҫыхнӑ хушӑра шухӑшлӑн каласа хучӗ вӑл:

— Тен, часах килте те пулӑп…

Вӑл вара хӑйӗн батальонӗпе Ольховкӑна пырса кӗнӗ каҫа уҫҫӑн аса илчӗ. Марийкӑпа иккӗшӗ мунча хутнине, милӗк тума типӗ варта саралнӑ хурӑн хуҫнине аса илчӗ! Унӑн сивӗ ҫанталӑка пула хуралнӑ питне юн тапса тулнипе хӗп-хӗрлӗ хӗрелсе кайрӗ.

— Пулатӑп ялта, йӗксӗксем! — Вӑл аллинчи милӗкпе сулса илчӗ. — Пулатӑп!

Андрей кӑшкӑрнипе Олейник шартах сиксе ӳкрӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех