Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Чӑнах сăмах пирĕн базăра пур.
Чӑнах (тĕпĕ: чӑнах) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Ӑш выртмасть пирӗн, кулӑшла мар-и ку, чӑнах?

— Мы очень волнуемся, это смешно, правда?

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Каҫар мана, Катя, чӑнах! — терӗ вӑл майӗпен.

— Катя, прости, честное слово! — пробормотал он.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах, те?

— В самом деле?

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку ентӗ, чӑнах та кулӑшла пулса тӑчӗ, ун ҫинчен эп никама та каласа памарӑм.

Это был позор, о котором я даже никому не сказала.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эсир, чӑнах та, ухмаха тухнӑ пулӗ, анчах ку маншӑн инкек мар-ха.

Вы, вероятно, совсем сошли с ума, но это меня мало интересует.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, ку ӗҫ аплах ҫӑмӑл мар-ха, — тарӑн шухӑшлӑн каласа хучӗ вӑл.

— Конечно, всё это далеко не так просто, — задумчиво сказал он.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та: проектра кӑтартнӑ вырӑнсене юлашки ҫулсенче сахал-и, нумай-и, куркаласа ҫӳренӗ ӗнтӗ, ҫапах та «Св. Мария» экспедицийӗн йӗрне халиччен те тупайман — ку пӗр енчен; тепӗр енчен тата: Ҫурҫӗр ҫӗрӗнчен пуҫласа Пясина юхса кӗрекен ҫӗре ҫитиччен пин километр ытла, ҫавӑн пек ҫӗрте шырасси вара питӗ кӑткӑс ӗҫ.

В самом деле: во-первых, места, указанные в проекте, более или менее изучены за последние годы, и, однако, до сих пор не было обнаружено никаких следов экспедиции «Святой Марии»; во-вторых, от Северной Земли до устья Пясины более тысячи километров, и организовать поиски на таком расстоянии — это очень сложная задача.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, Татаринов капитана шырас тесен, Николай Антоновичпа та канашламасан кампа канашламалла?

Впрочем, с кем же ещё и посоветоваться о розысках капитана Татаринова, как не с Николаем Антонычем?

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫырӑвӗ, чӑнах, питӗ лайӑхчӗ, чунӑм савӑнса кайрӗ: Эпир Александра Дмитриевнӑпа «ҫӗнӗ ҫынсенчен» вӑрттӑн питӗ лайӑх апат хатӗрлерӗмӗр, Валя юратса ҫиекен салата малтан эпӗ, унтан Александра Дмитриевна та черетлӗн тӑвар янӑ иккен, — ҫапах та ӑна пӗр минутрах ҫисе ятӑмӑр, мӗншӗн тесен Валя ӗнертенпе хырӑнман кӑна та мар, нимӗн те ҫимен те пулнӑ.

Вообще это было чудное письмо, от которого у меня стало весело и спокойно на душе: Тайком от «молодых» мы с Александрой Дмитриевной приготовили великолепный ужин с вином, и хотя любимый Валин салат с омарами мы посолили по очереди — сперва я, потом Александра Дмитриевна, — всё-таки он был съеден в одну минуту, потому что оказалось, что Валя со вчерашнего дня не только не брился, но и ничего не ел.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та эпӗ питӗ пӗтсе, шурса кайрӑм, халиччен нихҫан та хальхи пек пӑшӑрханман та шухӑшламан та пулӗ.

И действительно, я очень похудела и побледнела, потому что никогда ещё, кажется, столько не думала и не волновалась.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑштах тӑрсан вӑл чӑнах та килчӗ — ҫухасӑрччӗ, куҫӗ хӗрелнӗ — тӑватӑ тетрадь илсе кӗчӗ.

Через несколько минут он действительно пришёл — без воротничка, с красными глазами — и принёс четыре обыкновенные синие тетради.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чӑнах та, ҫав ҫулсенче эпӗ хам учреждени майлах пулса тӑтӑм, урӑхла ниепле те Мускаврах ӗҫе юлма май ҫукчӗ.

Действительно, я была в те годы чем-то вроде учреждения — иначе никак нельзя было оформить мою работу в Москве.

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑна, чӑнах та, калаҫма йывӑр иккен.

Действительно, я видел, что говорить ему было трудно.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах мана хӑна кӗтсе тӑратчӗ, чӑнах та вӑл хам кӗтмен хӑначчӗ, ҫапах та хӑначчӗ.

Но меня ждал гость – правда, непрошеный, но все-таки гость.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Валя вара чӑнах та питӗ тӑрӑшса пӑхатчӗ, хӑй мӗн тунине ыттисем курмаҫҫӗ, тесе шухӑшлатчӗ ӗнтӗ.

И он действительно ухаживал за ней по всем правилам и в полной уверенности, что об этом никто не подозревает.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Инкек пуласран чунӑм ҫук, чӑнах.

Боюсь, что это может кончиться плохо.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак ӗҫлӗ ҫын, хӑйне мӗн кирлине пит пӗлекенскер, пӗр ытармалла мар кунхине хӑй учителӗ-тусӗ патне пырать те: Николай Антоныч, тет ӑна, ҫав Григорьев сире чӑнах та тӗрӗссине каланӑ иккен, тет.

И вот этот человек дела, который очень хорошо, знает, что ему нужно, в один прекрасный день явился к своему учителю и другу и говорит ему: «Николай Антоныч, вообразите, оказывается, этот Григорьев был совершенно прав.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Иван Павлыч, — терӗм эп ӳпкелешсе, — халь акӑ сире каллех паллайми пултӑм ӗнтӗ, чӑнах.

— Иван Павлыч, — сказал я с упрёком, — вот я вас опять не узнаю, честное слово!

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сӑмаха малалла сыпӑнтарса пырас тесе, эпӗ чӑнах та ненецсем ҫинчен каласа пама тытӑнтӑм, ҫурҫӗрти ҫанталӑк ҫинчен те, докторпа пӗрле Ванокана епле вӗҫни ҫинчен те каларӑм.

Нужно было поддержать разговор, и я действительно стал рассказывать о ненцах, о северной природе и, между прочим, о том, как мы с доктором летали в Ванокан.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Кӑна, чӑнах та ӗнтӗ, хушарах каларӗ пуль, анчах эп вӗсем ҫине пӑхкаларӑм ҫав.

Конечно, это преувеличение, но я действительно посматривал на них.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех