Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хытса (тĕпĕ: хыт) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Катя мана куҫӗсене чарсах, статуя пек хытса кайса итлесе тӑчӗ.

и Катя слушала меня, широко открыв глаза, серьезная, как статуя.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл юпа пек хытса тӑчӗ, ҫӑварне карса пӑрахрӗ.

Она остолбенела, даже открыла рот.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку вара ҫав тери кӗтмен ҫӗртен пулнипе, эпир иксӗмӗр те юпа пек хытса тӑтӑмӑр.

Это было так неожиданно, что мы оба остолбенели.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Зал пӗрре хытса каять, тепре тӑвӑллӑн алӑ ҫупса ярать.

Зал то замирал, то аплодировал.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫавӑ пушӑ хура пӗлӗтре ҫакӑнса тӑракан хытса ларнӑ путӑк-шӑтӑклӑ тӗнчене курма питӗ хӑрушӑ туйӑнать.

Очень страшно было видеть этот корявый, окоченевший мир, висящий в пустом черном небе.

11 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Икӗ енче икӗ улӑп хытса кайнӑ пек тӑраҫҫӗ, вӗсем ҫинче хӗрлӗ кӑкӑрлӑ мундир, шурӑ жилет, султанлӑ, ылтӑн ҫамкаллӑ тем ҫӳллӗш упа ҫӗлӗкӗ.

По обеим сторонам их застыли два великана в мундирах с красными нагрудниками, в белых жилетах, в высоких медвежьих шапках с золотым передком и султаном.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ ун ҫине тинкерсе пӑхрӑм, тӗлӗнсе хытса кайрӑм.

Я заглянула ему в лицо и поразилась.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пурте тӗлӗнсе хытса кайрӗҫ.

Все были поражены.

Улттӑмӗш сыпӑк. Пугачевщина // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл куҫне чарса пӑрахса, алӑк патӗнче хытса тӑчӗ, пӑхрӗ-пӑхрӗ те кӑвакарса кайрӗ.

Вытаращив глаза, она остановилась на пороге, оглянулась и побледнела.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ пуҫа усса, урайнелле тинкерсе пӑхса, юпа пек хытса тӑтӑм.

Но, как чурбан, я стоял, опустив голову и упорно глядя вниз, на пол.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах та эпӗ хирӗҫ каланине хытса кайса итлесе ларчӗ.

Но с каменным лицом он выслушивал мои робкие возражения.

Вуниккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Савельич аҫа ҫапнӑ хыҫҫӑнхи пекех хытса тӑчӗ.

Савельич был поражен как громом.

Пиллӗкмӗш сыпӑк. Юрату // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Халӗ акӑ эпӗ пӑрахут ҫинчи билет тӗрӗслекен арҫын ача ҫине хытса кайса пӑхса тӑратӑп.

Теперь я засмотрелся на мальчишку, проверявшего билеты на пароходе.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Савельич, ку сӑмахсене илтнипе пӗтӗмпе ӑнран кайса, аллисене сулса илчӗ те юпа пек хытса тӑчӗ.

Савельич так был поражен моими словами, что сплеснул руками и остолбенел.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ вар хытса каичченех култӑм.

Я со смеху чуть не валялся.

Пӗрремӗш сыпӑк. Гварди сержанчӗ // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпӗ юпа пек хытса кайрӑм.

Я остолбенел.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Пурте хытса кайнӑ пек пулчӗҫ.

Все будто окаменели.

Фаталист // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӗрӗ амӑшне: ан хытса тӑр ӗнтӗ, тесе тимлет; ҫав кавир унӑн пӳлӗмне ытармалла мар илем кӳртнӗ пулӗччӗ, имӗш!..

Княжна упрашивала свою маменьку не скупиться: этот ковер так украсил бы ее кабинет!..

Майӑн 16-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Ирӗксӗрех чӗре хытса ларать, чун хупӑнать…

Поневоле сердце очерствеет и душа закроется…

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Штабс-капитан пӗр самантлӑха хытса тӑчӗ, унтан вара ун аллине икӗ аллипе те хыттӑн ярса тытрӗ, хӑй ҫапах та сӑмах калаймарӗ-ха.

Штабс-капитан на минуту остолбенел, но потом жадно схватил его руку обеими руками: он еще не мог говорить.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех