Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пит-куҫӗ йӑлт ӗренкерен тухнӑ, кӑвакарнӑ, чӑтайманнипе хытӑ кӑшкӑрашса йынӑшни урама та илтӗнет, ҫынсен пурин те сехрисем хӑпнӑ.
IV. Хӑтипе кӗрӳшӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сехри хӑпнӑ кмет ҫакна пӑхӑнмасан юраманнине ӑнкарса илчӗ.Перепуганный староста понял, что делать нечего, нужно подчиниться.
XXXII. Турӑ ҫӳлте, патша инҫетре // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко ытлашши темӗнех пулман тесе лӑпкӑн каласа пачӗ; хӑравҫӑ тарҫӑн темӗне пула сехри хӑпнӑ имӗш.Марко спокойно объяснил, что ничего не произошло; просто пугливой работнице что-то почудилось.
IV. Каллех Марко патӗнче // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Марко алӑкран тухса кайсан ҫеҫ арӑмӗн сехри хӑпнӑ сасси пӳртре илтӗнсе юлчӗ, тата ҫырманалла таракан йытӑ вӗрни чарӑна пӗлмесӗр янӑраса тӑчӗ.
I. Хӑна // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Ҫӑрттан Мучи, хӑйӗн ватӑлла тирпейсӗрлӗхне пула, каҫхине пуссӑн виткӗҫне хупмасӑр хӑварнӑ пулнӑ, йытӑсем урса кайса хӑваланипе сехри хӑпнӑ ватӑ качака таки пусӑ урлӑ сикнӗ, анчах ватӑ чӗрнисем шуса кайнӑ курӑнать: вӑл аялалла персе аннӑ та путса вилнӗ.
XXVIII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Сехри хӑпнӑ Яков Лукич сасса та уйӑрса илеймерӗ, ҫакна такам, кунта курӑнман виҫҫӗмӗш ҫын, шӑхӑрса, пӑшӑлтатса ыйтнӑн туйӑнчӗ ӑна.
XXVI сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Асӑрхама ӗлкӗреймен те вӑл, пичеври лашин таканӗ хӑпнӑ.
X сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
— Эй, тур ҫырлахах, халех уҫатӑп, чимӗр-ха! — мӑкӑртатать сехри хӑпнӑ Ариша.— Да, господи боже мой, сейчас отомкну, погодите вы! — бормотала в перепуге тетя Ариша.
25 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
Сехрисем чылай хӑпнӑ ачасем хӑйсен лагерьне таврӑнчӗҫ, унта вара вӗсем хӑйсем ҫапах та телейлӗ пулнине курчӗҫ: вӗсен смоковницине ҫӗрле аслати ҫапнӑ (вӗсем ялан мӑн смоковница айӗнче ҫӗр каҫнӑ), ҫавӑн айӗнчех юлнӑ пулсан, вӗсем пӗтнӗ пулӗччӗҫ.
16-мӗш сыпӑк. Малтанхи чӗлӗмсем. — «Эпӗ ҫӗҫӗ ҫухатрӑм» // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Сехри хӑпнӑ вӗсен.
10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет // Феодосия Ишетер. М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.
Кун пирки полицие пӗлтерессипе хӑратсан ҫеҫ хӑпнӑ ҫавскер.
Хуйхӑпа усӑ курса чике тӑршшӗ лартса хӑвараҫҫӗ // Софья Савнеш. http://chuvash.org/blogs/comments/2838.html
23. Вара икӗ ҫынна сӗннӗ: Иуст тесе ят хунӑ Варсава теекен Иосифа тата Матфие; 24-25. ун чухне вӗсем ҫапла каласа кӗлтунӑ: эй Ҫӳлхуҫамӑр, Эсӗ кашнийӗн чӗрине пӗлсе тӑратӑн, ҫаксенчен иккӗшӗнчен Хӑв кама суйласа илнине, хӑй вырӑнне каймашкӑн апостол тивӗҫӗнчен хӑпнӑ Иуда вырӑнне кам апостол пулмаллине кӑтартсамччӗ, тенӗ.
Ап ӗҫс 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Иудӑн пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнса кайсассӑнах, тӑшмансем хӑраса ӳкнӗ, Пурне те Курса Тӑракан курӑннипе вӗсен сехри хӑпнӑ: вӗсем тарма пуҫланӑ, пӗри унталла, тепӗри кунталла талпӑннипе нумайӑшӗ хӑйсене хӑйсемех пӗтернӗ, хӑйсен хӗҫҫи ҫинех пыра-пыра тӑрӑннӑ.
2 Мак 12 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Саккунран, ӳкӗтсенчен хӑпнӑ ҫынсем хӑшӗ-хӑшӗ Вефсурӑра ҫеҫ тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ку вырӑн вӗсемшӗн хӳтӗ кӗтес пулнӑ.
1 Мак 10 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
44. Ҫапла вӗсем ҫар чухлех пуҫтарӑннӑ та питех те ҫилленсе-тарӑхса ҫитнӗскерсем йӗркерен тухнӑ, саккунран хӑпнӑ ҫынсене пӗтерсе ҫӳренӗ; чӗрӗ юлнисем, ҫӑлӑнса юлас тесе, суя тӗнлисем патне тарнӑ.
1 Мак 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Пире ӗнтӗ усал тӑшмансен аллине, Турӑран хӑпнӑ, чи курайми ҫынсен аллине, ҫӗр ҫинчи чи усал та тӗрӗс сут мӗнне пӗлмен патша аллине ӳкертӗн.
Дан 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Дамаск сехӗрленсе ӳкнӗ — тарма пуҫланӑ; ӗнтӗ сехри хӑпнӑ; вӑл ача ҫуратакан арӑм пек тертленнӗ, ҫапла асапланнӑ.
Иер 49 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсем сехӗрленсе ӳкрӗҫ, каялла тараҫҫӗ, паттӑррисем те пӗтрӗҫ, ҫаврӑнса пӑхмасӑр тараҫҫӗ, пурин те сехри хӑпнӑ! тет Ҫӳлхуҫа.
Иер 46 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Таврӑнӑр, Манран хӑпнӑ ачамсем, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗнпе пӗрлешнӗ, сире кашни хуларан пӗрерӗн, кашни йӑхран икшерӗн уйӑрса Сиона илсе ҫитерӗп.
Иер 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Финеес та — Елеазар ывӑлӗ — мухтавӗпе виҫҫӗмӗш ҫын: вӑл, Ҫӳлхуҫаран хӑраса, Уншӑн ҫирӗп тӑнӑ, халӑх Турӑран хӑпнӑ чухне вӑл хӑй чунӗн тасалӑхне ҫухатман, Израиль тӗлӗшӗнчен Ҫӳлхуҫа кӑмӑлне ҫырлахтарнӑ; 29. ҫавӑнпа унпа килӗшӳ халалӗ хывнӑ: ӑна сӑваплисем умӗнче — хӑй халӑхӗ умӗнче — тӑма, ӑна тата унӑн тӑхӑмне ӗмӗр-ӗмӗрех священник пулма халалланӑ.
Сир 45 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.