Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Мак 12

Пай: Библи –> Маккавейсен иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:58

Пуплевӗш: 40; Сӑмах: 943

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫак килӗшӳ-тату ӗҫӗсене вӗҫлесессӗн, Лисий патша патне кайнӑ, иудейсем вара ҫӗр ӗҫне пикеннӗ. 2. Анчах вырӑнти ҫарпуҫсем Тимофей тата Геней ывӑлӗ Аполлоний, ҫавӑн пекех Иеронимпа Димофон, вӗсемсӗр пуҫне Кипр пуҫлӑхӗ Никанор вӗсене лӑпкӑ та хӑрамасӑр пурӑнма май паман. 3. Иоппи ҫыннисем вара Турра хирӗҫле ҫакӑн пек ӗҫ тунӑ: вӗсем, усал шухӑш тытнине палӑртмасӑр, хӑйсемпе пӗрле пурӑнакан иудейсене арӑмӗсемпе, ачи-пӑчипе пӗрле хӑйсем малтанах хатӗрлесе хунӑ кимӗсем ҫине ларма сӗннӗ. 4. Вӗсемпе килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшнӑ иудейсем пӗр иккӗленмесӗр карап ҫине ларнӑ, Иоппи ҫыннисем вара шалалла ишсе кӗнӗ те вӗсене шыва путарнӑ, унта икҫӗр ҫынран кая мар пулнӑ. Ҫакна вӗсем пӗтӗм хула халӑхӗ ҫапла йышӑннипе тунӑ. 5. Хӑйӗн йӑхташӗсене ҫапла тискеррӗн пӗтерни ҫинчен илтсессӗн, Иуда ҫакна хӑйӗн ҫыннисене пӗлтернӗ, 6. вара тӗрӗс Тӳрене Турра кӗлтуса, хӑйӗн тӑванӗсене ирсӗррӗн вӗлерекенсене хирӗҫ тухнӑ, ҫӗрле пристаньпе кимӗсене ҫунтарса янӑ, унта чупса пынисене вӗлернӗ. 7. Ҫак вырӑн хупӑ тӑнӑ, ҫавӑнпа вӑл кунта татах килсе Иоппи ҫыннисене пурне те тӗп тума шутласа каялла кайнӑ. 8. Иамния ҫыннисем те хӑйсем патӗнче пурӑнакан иудейсене ҫаплах тума шутланине пӗлсессӗн вара, 9. вӑл ҫӗрле Иамния ҫыннисене те тапӑннӑ, пристаньпе карапсене ҫунтарса янӑ, пушар ҫути хӗрӗх стадире ларакан Иерусалимра та курӑнса тӑнӑ.

10. Тимофее хирӗҫ ҫапӑҫма кайнӑ чухне, ҫав вырӑнтан тӑхӑр стади пӑрӑнса кайсассӑн, вӗсем ҫине арабсем — пилӗк пин ҫынран, пилӗкҫӗр юланутҫӑран кая мар — тапӑннӑ. 11. Ҫапӑҫу хаяр пулнӑ, Иудӑпа пӗрле пулнисем Турӑ пулӑшнипе ҫӗнтерсессӗн, ҫухату тӳснӗ куҫса ҫӳрекен арабсем Иудӑна килӗшӳ тума ыйтнӑ, вӗсене выльӑх-чӗрлӗх парса тӑма тата ытти енӗпе усӑ кӳме пулнӑ. 12. Иуда вара, вӗсем чӑнах та нумай тӗлӗшрен усӑллӑ пулма пултарассине ӑнланса, вӗсемпе килӗшнӗ; килӗшу тунӑ хыҫҫӑн арабсем хӑйсен чатӑрӗсене саланнӑ. 13. Иуда тата ҫирӗп кӗперлӗ, йӗри-тавра хӳме тытса ҫавӑрнӑ, тӗрлӗ халӑх пурӑнакан Каспин ятлӑ хулана тапӑннӑ. 14. Хула ҫыннисем, тӗреклӗ хӳмине тата апат-ҫимӗҫ нумаййине шанса, ытла та чӑрсӑр хӑтланнӑ: Иуда ҫыннисене усаллӑн хӑртнӑ, Турра хурланӑ, киревсӗр сӑмахпа вӑрҫнӑ. 15. Анчах Иуда ҫынннисем тӗнченӗн аслӑ Патшине — Иисус вӑхӑтӗнче хӳмене ҫӗмӗрекен машинӑпа сӑпрайсӑрах Иерихон хулине аркатнӑскерне — пулӑшӑва чӗнсе хӳме ҫине тискер кайӑкла сиксе ӳкнӗ. 16. Турӑ пулӑшнипе вӗсем хулана ярса илнӗ, шутсӑр нумай ҫынна вӗлернӗ, ҫывӑхри икӗ стади сарлакӑш кӳлӗ юнпа тулса ларнӑн курӑннӑ.

17. Ҫав вырӑнтан ҫичҫӗр аллӑ стади кайсассӑн, вӗсем Харак ятлӑ хулана, тувиинсем тенӗ иудейсем патне ҫитнӗ; 18. анчах унта Тимофее тӗл пулайман, лешӗ, нимӗн тумасӑрах, ку ҫӗршывран тухса кайнӑ, ҫапах та пӗр вырӑнта питӗ вӑйлӑ хурал хӑварнӑ. 19. Маккавейпа пӗрле пулнӑ ҫулпуҫсем Досифей тата Сосипатр ҫавӑнта кайнӑ та Тимофей керемре хӑварнӑ ҫынсене, вунӑ пин ытла ҫынна, тӗп тунӑ. 20. Вара Маккавей, хӑйӗн ҫарне темиҫе ушкӑна пайласа, Досифейпа Сосипатра вӗсене ертсе пыма лартса, Тимофее тапӑнма васканӑ, Тимофейӑн хӑйпе пӗрле ҫӗр ҫирӗм пин ҫынлӑ ҫуран ҫар, пин те пилӗкҫӗр ҫынлӑ утлӑ ҫар пулнӑ. 21. Иуда ҫывӑхарса килни ҫинчен пӗлсессӗн, Тимофей хӗрарӑмсемпе ачасене, ытти лавсене Карнион теекен кереме янӑ, мӗншӗн тесессӗн вырӑнӗ хӗсӗккине пула ку кереме ҫавӑрса илме май пулман. 22. Иудӑн пӗрремӗш ушкӑнӗ курӑнса кайсассӑнах, тӑшмансем хӑраса ӳкнӗ, Пурне те Курса Тӑракан курӑннипе вӗсен сехри хӑпнӑ: вӗсем тарма пуҫланӑ, пӗри унталла, тепӗри кунталла талпӑннипе нумайӑшӗ хӑйсене хӑйсемех пӗтернӗ, хӑйсен хӗҫҫи ҫинех пыра-пыра тӑрӑннӑ. 23. Иуда вӗсене ҫине тӑрсах йӗрлесе пынӑ, суя тӗнлисене вӗлернӗ, вӑтӑр пине яхӑн ҫынна тӗп тунӑ. 24. Тимофей хӑй Досифейпа тата Сосипатрпа пӗрле пулнисен аллине лекнӗ, темӗн тӗрлӗ чееленсе хӑйне чӗрӗлле кӑларса яма тархасланӑ: ун патӗнче [иудейсен] чылайӑшӗн ашшӗ-амӑшӗ, хӑшӗсен вара тӑванӗсем тыткӑнра имӗш, эхер те вӑл вилсессӗн, вӗсене ӗнтӗ хӗрхенсе тӑрас ҫук. 25. Вӑл вӗсене сыввӑн тавӑрса пама пулса темӗнле те кала-кала ӗнентернӗ хыҫҫӑн, тӑванӗсене ҫӑлса хӑварас тесе, иудейсем ӑна ирӗке янӑ.

26. Ҫакӑн хыҫҫӑн Иуда ӗнтӗ Карнионпа Атаргатиона хирӗҫ кайса та ҫирӗм пилӗк пин ҫынна пӗтерсе тӑкнӑ. 27. Вӗсене ҫӗнтернӗ-парӑнтарнӑ хыҫҫӑн Иуда тӗреклӗлетнӗ Ефрон хулине хирӗҫ кайнӑ, унта Лисий тата тӗрлӗ халӑх ҫыннисем йышлӑн тӑнӑ: хӳме умӗнче тӑракан патвар ҫамрӑксем хастар ҫапӑҫнӑ; унтах темӗн чухлӗ ҫар хатӗрӗпе ҫӗмрен хатӗрлесе хунӑ пулнӑ. 28. Анчах Иуда ҫыннисем Пурне те Пултаракана, Хӑйӗн хӑвачӗпе тӑшман вӑйне аркатакан Турра, хӑйсене пулӑшма чӗннӗ те ҫак хулана ярса илнӗ, унта пулнӑ ҫирӗм пилӗк пине яхӑн ҫынна пӗтернӗ. 29. Унтан тапранса тухсассӑн, вӗсем Иерусалимран ултҫӗр стадире ларакан Скифополь хули ҫинелле талпӑннӑ. 30. Анчах, унта пурӑнакан иудейсем каланӑ тӑрӑх, Скифополь ҫыннисем вӗсемпе яланах, хӑйсене йывӑр килнӗ вӑхӑтра та, ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнӑ; 31. Скифополь ҫыннисене тав туса, ӳлӗмрен те хӑйсен йӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑ пулма ыйтса, Иуда ҫыннисем Иерусалима тухса кайнӑ, мӗншӗн тесессӗн эрне уявӗ ҫывӑхарса килнӗ.

32. Аллӑмӗш кун уявӗ теекен уяв хыҫҫӑн вӗсем Идумея ҫарпуҫне Горгие хирӗҫ кайнӑ. 33. Лешӗ виҫӗ пин ҫуран ҫынлӑ, тӑватҫӗр юланутлӑ ҫарпа тухнӑ. 34. Ҫапӑҫура иудейсем нумай пӗтмен. 35. Досифей — Вакинора пӑхӑнса ҫапӑҫнисенчен пӗри, юланутҫӑ, вӑйпитти ар — Горгие ярса тытнӑ, ҫав ылханлӑ ҫынна чӗрӗлле тыткӑна илес тесе, ӑна юпӑнчинчен ҫатӑрласа сӗтӗрсе пынӑ; анчах Фракия юланутҫисенчен пӗри ун патне сиктерсе ҫитнӗ те хулне касса пӑрахнӑ, Горгий вара Марисӑна тарса кайнӑ. 36. Ездринпа пӗрле пулнисем вӑрах ҫапӑҫнипе ывӑнса ҫитсессӗн, Иуда хӑйсене пулӑшмашкӑн Ҫӳлхуҫана чӗннӗ, ҫапӑҫура пуҫласа ертсе пыраканӗ Вӑл пултӑр тенӗ. 37. Ашшӗсен чӗлхипелен янӑравлӑ сасӑпа юрӑ пуҫланӑ та вӑл кӑшкӑрса янӑ, вара кӗтмен ҫӗртен Горгий ҫыннисем ҫине вирхӗнсе вӗсене хӑваласа янӑ.

38. Унтан Иуда, хӑйӗн ҫарне ертсе, Одоллам хулине кайнӑ, ҫиччӗмӗш кун ҫитнӗ пирки вӗсем, йӑла тӑрӑх, тасалнӑ та шӑматкуна уявланӑ. 39. Тепӗр кунхине Иуда ҫыннисем, тивӗҫ хушнипе, пуҫ хунисен ӳтне пуҫтарма, вӗсене хурӑнташӗсемпе юнашар ашшӗсен тупӑклӑхне пытарма кайнӑ. 40. Вӗсем кашни вилнӗ ҫыннӑн хитонӗ айӗнчех Иамния йӗрӗхӗсене халалланӑ япаласем тупнӑ, иудейсене саккун ун пек тума хушмасть; ҫапла вӗсем мӗншӗн вилни пуриншӗн те паллӑ пулнӑ. 41. Вара пурте пытаннӑ вӑрттӑнлӑха уҫса паракан сӑваплӑ Ҫӳлхуҫа Тӳрене мухтавланӑ, 42. вӗсем кӗлтунӑ, тунӑ ҫылӑх пачах ҫухалтӑрччӗ тесе тархасланӑ; мухтавлӑ Иуда пуҫ хунисен айӑпӗпе мӗн пулса иртнине хӑйсен куҫӗпе хӑйсем курнӑ халӑха ҫылӑхран сыхланса пурӑнма ӳкӗтленӗ. 43. Арҫынсен шутне кура икӗ пин драхма таран кӗмӗл пухса, вӑл ӑна ҫылӑхшӑн парне кӳмешкӗн Иерусалима ӑсатнӑ, ҫапла вӑл, чӗрӗлӗх пирки шухӑшласа, питӗ лайӑх та сӑваплӑ ӗҫ тунӑ; 44. ӗнтӗ вӑл ҫапӑҫура пуҫ хунисем чӗрӗлсе тӑрасса шанман пулсассӑн, вилнисемшӗн кӗлтуни ытлашши те усӑсӑр пулнӑ пулӗччӗ. 45. Анчах вӑл сӑваплӑн вилекенсем валли чаплӑ тивлет хатӗрлесе хунӑ тесе шухӑшланӑ, — мӗн тери таса та сӑваплӑ шухӑш! — ҫавӑнпа ӗнтӗ вилнисемшӗн ҫырлахтаракан парне кӳнӗ, вӗсенӗн ҫылӑхӗ каҫарӑнтӑр тенӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех