Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1 Мак 10

Пай: Библи –> Маккавейсен пӗрремӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 15:37

Пуплевӗш: 67; Сӑмах: 1649

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫӗр утмӑлмӗш ҫулта Александр — Антиох Епифан ывӑлӗ — вӑрҫӑпа тухнӑ, Птолемаида хулине ярса илнӗ; хула халӑхӗ ӑна аван йышӑннӑ, вӑл вара унта патшана ларнӑ. 2. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Димитрий патша, питӗ йышлӑ ҫар пухса, ӑна хирӗҫ вӑрҫа тухнӑ. 3. Ҫавна май вӑл Ионафан патне килӗшӳ сӗнсе, ӑна асла кӑларма шухӑш тытнӑ евӗр, ҫыру янӑ, 4. вӑл ӗнтӗ ҫапла каланӑ: «Ионафан пире хирӗҫ Александрпа сӑмах татиччен унпа хамӑр килӗшӳ туса ӗлкӗрер: 5. унсӑрӑн вӑл эпир ӑна тата унӑн тӑванӗсемпе унӑн халӑхне хирӗҫ тунӑ пӗтӗм сӑтӑрла ӗҫӗмӗре аса илтерӗ» тенӗ. 6. Хӑйпе пӗр канашлӑ пултӑр тесе, Димитрий Ионафана ҫар пухма, кӑрал хатӗрлеме ирӗк панӑ тата саклата илсе кереме хупнӑ ҫынсене ирӗке кӑларса ӑна пама хушнӑ. 7. Ионафан Иерусалима пынӑ та ҫав ҫырӑва пӗтӗм халӑх тата керемри ҫынсем илтмелле сасӑпа вуласа панӑ; 8. патша ӑна ҫар пухма ирӗк пани ҫинчен илтсессӗн, пурте хӑраса-сехӗрленсе ӳкнӗ; 9. керемре пурӑнакансем саклата илнӗ ҫынсене ирӗке кӑларса Ионафана панӑ, вӑл вара вӗсене ашшӗ-амӑшӗ патне килӗсене янӑ. 10. Ионафан Иерусалимра пурӑннӑ; ҫурт-йӗр тума, хулана ҫӗнетме тытӑннӑ, 11. ӗҫ ӗҫлекенсене вӑл Сион тӑвӗ тавралла та хӳме тытма, ҫирӗп пултӑр тесе ӑна тӑваткал чултан тума каланӑ — ҫапла тунӑ та. 12. Ҫавӑн чухне Вакхид тутарнӑ керемсенче пурӑннӑ ют халӑх ҫыннисем пурте пӑрахса тарнӑ: 13. кашнийӗ, унти вырӑнне пӑрахса хӑварса, хӑйӗн ҫӗрне кайнӑ. 14. Саккунран, ӳкӗтсенчен хӑпнӑ ҫынсем хӑшӗ-хӑшӗ Вефсурӑра ҫеҫ тӑрса юлнӑ, мӗншӗн тесессӗн ку вырӑн вӗсемшӗн хӳтӗ кӗтес пулнӑ. 15. Александр ӗнтӗ Димитрий ҫырӑвӗ ҫинчен, вӑл Ионафаншӑн мӗн-мӗн тума пулни ҫинчен илтнӗ; ӑна тата Ионафанпа унӑн тӑванӗсем вӑрҫнӑ вӑрҫӑсем ҫинчен, вӗсен паттӑрла ӗҫӗсем ҫинчен, вӗсем тӳссе ирттернӗ йывӑрлӑхсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. 16. Вара Александр каланӑ: эпир ун пек ар тупайӑпӑр-и тата? Тус тӑвар ӑна, пирӗнпе пӗр канашлӑ тӑтӑр вӑл, тенӗ. 17. Вӑл ӗнтӗ ун патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: 18. «Александр патша хӑйӗн Ионафан тӑванне савӑнӑҫ сунать. 19. Сан пирки эпир вӑйӗпе ҫирӗп, пирӗн тус пулма тивӗҫлӗ ар тенине илтрӗмӗр. 20. Ҫапла ӗнтӗ эпир сана халӗ хӑвӑн халӑхун аслӑ священникне лартатпӑр; сана патша тусӗ теме тытӑнӗҫ, эсӗ, пирӗн майлӑ пулса, пирӗнпе тус пулса пурӑнӑн» тенӗ. (Вӑл ӑна патшалла тумтир тата ылтӑн пуҫкӑшӑль ярса панӑ.) 21. Вара ҫӗр утмӑлмӗш ҫулӑн ҫиччӗмӗш уйӑхӗнче, хӳшӗ уявӗнче, Ионафан священник тумӗ тӑхӑннӑ; вӑл ҫар пухнӑ, темӗн чухлӗ кӑрал хатӗрленӗ. 22. Димитрий ҫакӑн ҫинчен илтнӗ те питех те кӑмӑлсӑрланнӑ: 23. мӗн туса хутӑмӑр-ха эпир? Александр хӑйне пулӑшмашкӑн иудейсемпе туслӑ тӑма пирӗнтен маларах килӗшсе ӗлкӗрчӗ! 24. Ӗнтӗ эпӗ те вӗсем патне ҫырса ярам: ырлӑх сунам, мухтам, сӑмах парам, мана пулӑшу кӳрсе тӑмалла пултӑр вӗсен, тенӗ. 25. Вара вӗсем патне акӑ ҫапла каласа ҫыру ҫырса янӑ: «Димитрий патша Иудея халӑхне савӑнӑҫ сунать. 26. Эсир пирӗнпе татнӑ сӑмаха улӑштарманни ҫинчен, пирӗнпе туслӑ пурӑнни, пирӗн тӑшмансем майлӑ пулманни ҫинчен илтрӗмӗр эпир, савӑнтӑмӑр. 27. Малашне те пирӗн майлӑ пулса пурӑнӑр, пирӗн тӗлӗшрен ҫапла шанчӑклӑ пулнӑшӑн эпир те сире ырӑпа тавӑрӑпӑр: 28. сире нумай ҫӑмӑллӑх парӑпӑр, парнесем те парӑпӑр. 29. Паянтан пуҫласах акӑ сире, пӗтӗм Иудея халӑхне, хырҫӑран тата тӑварпа сутӑ тунӑшӑн, пуҫкӑшӑльшӗн хуракан тӳлеврен хӑтаратӑп; 30. Иудея ҫӗрӗнчен тата ун ҫумне Самарипе Галилейӑран хушӑннӑ ҫӗрсенчен виҫҫӗшӗнчен те илсе тӑнӑ пайӑма — тырпулӑн виҫҫӗмӗш пайӗн укҫине, йывӑҫ ҫимӗҫӗсен ҫуррин укҫине — паянхи кунран тытӑнса ӗмӗрлӗхе пӑрахӑҫлатӑп. 31. Иерусалим сӑваплӑ та ирӗклӗ хула пултӑр, унӑн ҫӗрӗ те, вуннӑмӗш пайӗпе тупӑшӗ те хӑйнех пултӑр. 32. Иерусалим керемне те хӑвӑр аллӑра паратӑп, ӑна хуралламашкӑн аслӑ священника хӑйӗн кӑмӑлӗпе ҫынсем суйласа илсе лартма ирӗк паратӑп; 33. Иудея ҫӗрӗнче тыткӑна илнӗ кирек хӑш иудее те хамӑн пӗтӗм патшалӑхӑмра тӳлевсӗрех ирӗке яратӑп: пурте вӗсем хӑйсемшӗн те, выльӑхӗ-чӗрлӗхӗшӗн те хырҫӑ тӳлесрен ирӗклӗ пулччӑр. 34. Пур уяв та, шӑматкун та, ҫӗнӗ уйӑх кунӗ те, ятарлӑ кунсем те — уяв умӗн виҫӗ кун, уяв хыҫҫӑн виҫӗ кун — ҫав кунсем пурте манӑн патшалӑхӑмра пурӑнакан пур иудейшӑн та ҫӑмӑллӑхпа усӑ курмалли вӑхӑт, ирӗк вӑхӑт пултӑр. 35. Вӗсене нихӑшне те никам та нимӗнле ӗҫпе те хӗсӗрлеме, йывӑрлӑх кӳме пултараймӗ. 36. Иудейсем вӑтӑр пин ҫын таранччен патша ҫарне ҫырӑнччӑр, — вӗсене патша ҫарӗнче тӳлекен шалупа танах тӳлӗҫ. 37. Патшанӑн пысӑк керемӗсен пуҫлӑхӗсене те вӗсенченех лартӗҫ, патшалӑх ӗҫӗсене туса тӑма кирлӗ шанчӑклӑ ҫынсене те вӗсенченех суйласа илӗҫ, сӑнавҫисемпе пуҫлӑхӗсем те вӗсенченех пулӗҫ; Иудея ҫӗрӗнчи патша мӗнле хушнӑ, ҫавӑн пек хӑйсен саккунӗсемпе пурӑнччӑр. 38. Самари ҫӗрӗнчен уйӑрса Иудейӑпа пӗрлештернӗ ҫӗрсем виҫҫӗшӗ те Иудея халӑхӗнех пулччӑр, Иудея ҫӗрӗпе пӗр ҫӗр шутланччӑр, аслӑ священниксӑр пуҫне урӑх пуҫлӑх ан пултӑр вӗсен. 39. Птолемаида хулипе ун таврашӗнчи ҫӗре эпӗ Иерусалимри сӑваплӑ Ҫурта парнелесе паратӑп, ҫав ҫӗрпе вӑл хӑйӗн тӑкакӗсене саплаштарма усӑ курса пурӑнтӑр; 40. унсӑр пуҫне эпӗ унта хама тивӗҫлӗ ҫӗрсенчен пухнӑ патша укҫинчен ҫуллен вунпилӗк пин сикль кӗмӗл парса тӑрӑп. 41. Укҫа пухакансем унчченхи ҫулсенче памасӑр хӑварнине пурне те малашне Турӑ Ҫуртӗнче тумалли ӗҫсем валли парса тӑрӗҫ. 42. Кунсӑр пуҫне ҫулсерен Турӑ Ҫурчӗ валли пухӑнакан укҫаран патша хысни валли пилӗк пин сикль кӗмӗл илсе тӑрасси те пӑрахӑҫа тухать, вӑл укҫа Турӑ Ҫуртӗнче ӗҫлесе тӑракан священниксем валли кайӗ. 43. Патша хунӑ хырҫӑран тата ытти тӳлеврен хӑраса Иерусалимри Турӑ Ҫуртне, ун таврашӗнчи ҫӗрсене тарса каякансем хӑйсем те ирӗклӗ пулччӑр, вӗсенӗн пурлӑхне те никам та ан тӗкӗнтӗр. 44. Турӑ Ҫуртне тума-юсама каякан тӑкака патша хыснинчен саплаштарӗҫ. 45. Иерусалим тавра хӳме ҫавӑрма, ӑна тӗреклӗлетме, ҫавӑн пекех Иудея ҫӗрӗнчи ытти хуласен хӳмине тума та патша тупӑшӗнченех укҫа парӗҫ» тенӗ ҫырура. 46. Ҫак сӑмахсене итлесе пӗтерсессӗн, Ионафан та, халӑх та Димитрий мӗн каланине ӗненмен, йышӑнман ӑна, вӗсем ӗнтӗ Димитрий израильсене мӗн тери хӗн-асап кӑтартнине, мӗн тӗрлӗ хаяррӑн хӗсӗрленине аса илнӗ, 47. вара вӗсем Александр майлах пулас тенӗ: вӗсемпе малтан килӗшӳ тӑваканни ҫавӑ пулнӑ-ҫке-ха — ӗнтӗ вӗсем ӑна яланах вӑрҫӑра пулӑшса пынӑ.

48. Александр патша пысӑк ҫар пухнӑ та Димитрие хирӗҫ вӑрҫӑ пуҫланӑ. 49. Икӗ патша ҫапла пӗр-пӗринпе ҫапӑҫӑва кӗнӗ, Димитрий ҫарӗ каялла ҫаврӑнса тарнӑ, Александр ӑна хыҫран хӑваласа кайнӑ, ӗнтӗ ҫӗнтернӗ ӑна, 50. хӗрӳллӗ ҫапӑҫу мӗн хӗвел анса ларичченех пынӑ, Димитрий хӑй те ҫав кун вилнӗ.

51. Ҫавӑн хыҫҫӑн Александр вара Египет патши Птоломей патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: 52. «эпӗ хамӑн патшалӑхӑм ҫӗрне таврӑнтӑм, аттемсенӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларса патшалӑхӑма хамӑн аллӑма илтӗм, Димитрий ҫарне ҫӗмӗрсе тӑкса, хамӑр ҫӗршыва тытса тӑраканӗ пултӑм. 53. Эпӗ Димитрийпе вӑрҫӑ пуҫларӑм та, эпир ӑна хӑйне те пӗтертӗмӗр, унӑн ҫарне те ҫапса салатрӑмӑр, вара эпир ун патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине лартӑмӑр. 54. Ӗнтӗ иксӗмӗр хамӑр хушӑра туслӑ пурӑнма килӗшӳ тӑвар та, эсӗ мана хӑвӑн хӗрне качча пар, эпӗ санӑн кӗрӗвӳ пулӑп, сана хӑвна та, хӗрне те хӑвна тивӗҫлӗ парнесем парӑп» тесе калама хушнӑ. 55. Птоломей патша акӑ ҫапла хуравланӑ: «эсӗ, хӑвӑн аҫусен ҫӗрне таврӑнса, вӗсен патшалӑхӗн аслӑ пуканӗ ҫине ларнӑ кун — телейлӗ кун. 56. Эпӗ ӗнтӗ саншӑн ху мӗн ыйтса ҫырнине тивӗҫтерӗп, анчах эсӗ ман патӑма Птолемаида хулине тух, пирӗн пӗр-пӗринпе курнӑҫмалла пултӑр, вара, эсӗ каланӑ пек, эпӗ санпа хурӑнташланӑп» тенӗ. 57. Вара Птоломей хӑй тата унӑн хӗрӗ Клеопатра Египетран тапранса тухнӑ та ҫӗр утмӑл иккӗмӗш ҫулта Птолемаидӑна пырса ҫитнӗ. 58. Александр патша кӗтсе илнӗ ӑна, лешӗ ҫавна хӑйӗн хӗрне Клеопатрӑна качча панӑ, унӑн туйне Птолемаидӑра патшасене килӗшӳллӗн, темӗн пек вӑйлӑ та чаплӑ туса ирттернӗ. 59. Александр патша ҫавӑн пекех Ионафан патне те ҫырса янӑ пулнӑ: вӑл ӑна хӑйне хирӗҫ тухса кӗтсе илме чӗннӗ. 60. Ионафан, Птолемаида хулине чаплӑн тухса пырса, икӗ патша умне тӑнӑ, вӗсене хӑйсене те, вӗсен ҫывӑх ҫыннисене те ылтӑн-кӗмӗл, темӗн чухлӗ парне парса савӑнтарнӑ, ҫапла вӑл пурин кӑмӑлне те ҫавӑрнӑ. 61. Ҫавӑн чухне Ионафана хирӗҫ Израиль хушшинчен усал кӑмӑллӑ, саккуна пӑрахнӑ ҫынсем пухӑнса пынӑ, вӗсем ун ҫинчен элеклесе парасшӑн пулнӑ; анчах патша вӗсене итлемен. 62. Вара вӑл, Ионафан тумтирне хывса, ӑна хӗрхӗлтӗм тум тӑхӑнтартма хушнӑ, ҫапла тунӑ та. 63. Унтан патша ӑна хӑйпе юнашар лартнӑ та хӑйӗн улпучӗсене каланӑ: унпа пӗрле хула варрине тухӑр та пӗтӗм халӑх илтмелле пӗлтерӗр: ун ҫинчен никам та нимӗнле ӗҫре те элек сарса ҫӳреме ан хӑйтӑр, ӑна никам та нимӗнле ӗҫпе те ан кансӗрлетӗр, тенӗ. 64. Элекҫӗсем вара, ӑна ҫапла тум тӑхӑнтартса хисепленине курсассӑн, пурте тарса пӗтнӗ. 65. Ҫапла мухтава кӑларнӑ ӑна патша, ӑна яланлӑха хӑйӗн чи ҫывӑх тусӗсен шутне кӗртнӗ, ҫарпуҫне лартнӑ, патшалӑхӑн пӗр пай ҫӗрне пӑхса тӑма хушнӑ. 66. Ионафан Иерусалима тӑнӑҫлӑ та савӑнӑҫлӑ кӑмӑлпа таврӑннӑ.

67. Анчах ҫӗр утмӑл пиллӗкмӗш ҫулта Димитрий, Димитрий ывӑлӗ, Критран хӑйӗн ашшӗсен ҫӗрне килнӗ. 68. Ҫавна илтсессӗн, Александр патша питӗ кӑмӑлсӑрланса Антиохи хулине таврӑннӑ. 69. Димитрий ӗнтӗ Келе-Сири ҫӗрне пӑхса тӑракан Аполлоний пуҫлӑха ҫарпуҫне лартнӑ, ку вара, пысӑк ҫар пухса, Иамния хули патне тапӑра пырса вырӑнаҫнӑ, унтан аслӑ священник Ионафан патне ҫапла калама ҫын янӑ: 70. «пӗр эсӗ анчах пирӗн умра аслӑланса тӑратӑн, сана пула манӑн ҫын кулли пулмалла, намӑс курмалла пулчӗ. Тусем хушшинче эсӗ мӗншӗн пире хирӗҫ тӑратӑн? 71. Эсӗ, хӑвӑн ҫар вӑйне шанатӑн пулсассӑн, пирӗн патӑмӑра тӳремлӗхе ан, вӑйсене танлаштарса пӑхӑпӑр — эпӗ хуласен ҫарӗпе килнӗ. 72. Эпӗ кам иккенне, ыттисем, пире пулӑшакансем, кам иккенне ыйтса пӗл-ха эсӗ, вара калӗҫ сана: сирӗн пире хирӗҫ тӑма майӗ ҫук, санӑн аҫусемех те хӑйсен ҫӗрӗнчех пирӗнтен икӗ хутчен пӑрахса тарнӑччӗ. 73. Халӗ те эсӗ ҫакӑнта тӳрем ҫӗрте ҫакӑн пек утлӑ ҫарпа пирӗн вӑйлӑ ҫуран ҫара хирӗҫ тӑраймӑн, кунта сирӗн валли тарса пытанма чул та, ту хушӑкӗ те ҫук» тесе калама хушнӑ. 74. Аполлоний сӑмахне итлесе пӗтерсессӗн, Ионафан, вӑй-халӗпе ҫӗкленсе кайса, вунӑ пин ҫын суйласа илнӗ те Иерусалимран тапранса тухнӑ, ҫул ҫинче ӑна пулӑшма хӑйӗн Симон пиччӗшӗ хутшӑннӑ. 75. Иоппи хули патне ҫитсе тапӑра тӑнӑ; вӗсене хулана кӗртмен, мӗншӗн тесессӗн унта Аполлоний хуралӗ тӑнӑ, вӗсем вара хулана хирӗҫ ҫапӑҫма пуҫланӑ. 76. Ӗнтӗ хӑраса ӳкнӗ ҫынсем ӑна хула алӑкне уҫса панӑ, Ионафан вара Иоппи хулине хӑйӗн аллине илнӗ. 77. Ҫавӑн ҫинчен илтсессӗн, Аполлоний виҫӗ пин юланут тата пысӑк кӑна ҫуран ҫар илнӗ те, Азот хулине кайнӑ пек туса, тӳремлӗхе тухнӑ: унӑн утлӑ ҫарӗ йышлӑ пулнӑ, ҫавна шаннӑ та вӑл. 78. Ионафан ӑна Азота ҫитичченех хӑваласа пынӑ, ҫарсем хушшинче ҫапӑҫу пуҫланнӑ. 79. Ҫавӑн умӗн Аполлоний пӗр пин юланутҫине Израиль ҫыннисем хыҫне улах вырӑна тӑратса хӑварнӑ; 80. анчах Ионафан хӑй хыҫӗнче пытанса тӑнӑ ҫар пуррине сиссе илнӗ. Юланутҫӑсем ӗнтӗ, Ионафан ҫарне хупӑрласа илсе, ирхи куна каҫчен ухӑпа персе тӑнӑ, 81. халӑхӗ Ионафан хушнӑ пек ҫирӗп тӑнӑ, юлашкинчен юланутҫӑсем ывӑнса ҫитнӗ. 82. Ҫавӑн чухне Симон вӗсем ҫине хӑйӗн ҫарне кӗртсе янӑ та, лешӗсем, ывӑннӑскерсем, тӳсеймен, ҫапса салатнӑскерсем, пӑрахса тарнӑ. 83. Вӗсем тӳремлӗх тӑрӑх сапаланса Азот хулине тарнӑ, унта, ҫӑлӑнас тесе, хӑйсен туррин ҫуртне, Дагон ҫуртне, кӗрсе пытаннӑ. 84. Ионафан ӗнтӗ Азотпа ун таврашӗнчи хуласене вут тивертсе янӑ та вӗсен пурлӑхне пуҫтарса илнӗ, Дагон ҫуртне вара унта тарса кӗнисемпе пӗрлех ҫунтарса янӑ. 85. Ҫунтарса янисемпе пӗрле ҫапӑҫура сакӑр пин ҫын таран пӗтнӗ. 86. Унтан кайсассӑн, Ионафан Аскалон хули тӗлӗнче тапӑрӑн вырӑнаҫса ларнӑ; анчах хула ҫыннисем ӑна питӗ чыслӑн кӗтсе илнӗ. 87. Ионафан вара, пысӑк тупӑш пуҫтарса илсе, хӑйӗн пӗтӗм ҫарӗпе Иерусалима таврӑннӑ. 88. Ҫав ӗҫсем ҫинчен илтсессӗн, Александр патша Ионафана тата ытларах чысланӑ, 89. вӑл ӑна ылтӑн тӑха — патша хурӑнташӗсене ҫеҫ паракан япала — ярса панӑ тата Аккарон хулипе унӑн пӗтӗм ҫӗрне еткерлӗхе парнеленӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех