Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: X сыпӑк

Пай: Уҫнӑ ҫерем. 2-мӗш кӗнеке

Автор: Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш

Ҫӑлкуҫ: Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Хушнӑ: 2019.11.18 16:25

Пуплевӗш: 590; Сӑмах: 6073

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хуторӑн чи хӗрринче ларакан тимӗрҫ лаҫҫи ӑна хӑй пӗлекен шӑршӑпа та сасӑпа кӗтсе илчӗ: Ипполит Сидорович аллинчи мӑлатук, хуҫин кашни хусканӑвне пӑхӑнса, ӗлӗкхи пекех вылять, янӑрать, аякранах ӗмӗрӗ иртсе пыракан вӗркӗч хӑшӑлтатса сывлани илтӗнет, ярах уҫса пӑрахнӑ алӑкран ҫуннӑ кӑмрӑкӑн йӳҫӗ шӑрши тата сивӗнсе ҫитмен тимӗрӗн ырӑ та асран тухма пӗлмен шӑрши сӑрхӑнать.

Пӗччен ларакан тимӗрҫ лаҫҫи таврашӗнче никам та курӑнмасть. Ҫывӑхранах иртсе каякан ҫултан тусан тата мӑян шӑрши кӗрет. Тимӗрҫ лаҫҫин ҫерем кассипе пусӑрӑннӑ ҫатан ҫивиттийӗ ҫинче кантӑрпа хытхура ӳсет. Унта тем чухлӗ ҫерҫи кӗшӗлтетет. Ҫерҫисем яланах, хӗлле те, кивӗ тимӗрҫ лаҫҫи ҫивиттин айӗнче пурӑнаҫҫӗ, вӗсем чарӑнмасӑр чӗвӗлтетни вара мӑлатукпа сунтал хыттӑн янранине илемлетсе тӑрать.

Шалый Давыдова ӗлӗкхи тусне кӗтсе илнӗ пекех кӗтсе илчӗ. Ӑна кунсене курнана пӑхса тӑракан ачапа ҫеҫ ирттерме кичем, ҫавӑнпа та вӑл Давыдов пынишӗн хӗпӗртесе ӳкрӗ, тимӗр пек хытӑ аллине малалла тӑсса, хулӑн сассипе савӑнӑҫлӑн калаҫма пуҫларӗ:

— Нумайранпа, нумайранпа пулман, председатель! Пролетарьят ҫинчен манса каятӑн, курма та кӗрсе тухмастӑн, хӑвна мӑнна хума пуҫлатӑн пулмалла. Мӗн, курма кӗтӗм тесшӗн-и? Асту, курма сана! Косилкӑсене пӑхма килнӗ, эпӗ сана, йӗкӗт, пӗлетӗп. Ну, атя, кур эппин. Эпӗ вӗсене парада хатӗрленӗ пек лартса тухрӑм, казаксене смотра тӑратнӑ пек. Атя, атя, тулӗк чӑкӑлташса ан пӑх. Ман помощникре ху ӗҫлерӗн, эппин — никама вӑрҫмалли те ҫук.

Давыдов кашни косилках питӗ тӗплӗ те вӑрахчен пӑхрӗ. Анчах мӗнле пӑхса та, темиҫе пӗчӗк айӑпсӑр пуҫне, нимле ҫитменлӗх те тупаймарӗ. Ун вырӑнне ватӑ тимӗрҫе питӗ кӳрентерсе ячӗ вара. Лешӗ Давыдов хыҫҫӑн косилка патӗнчен косилка патне ҫӳрерӗ, хӗрелнӗ пичӗ ҫинчи тарне сӑран чӗр ҫиттийӗпе шӑла-шӑла, кӳреннӗн ҫапла каларӗ:

— Эсӗ питӗ те тӗплӗ хуҫа вара! Кун пекех чӑкӑлташсах пӑхма кирлӗ мар ӗнтӗ… Ну, мӗн шӑршласа тӑратӑн тата кунта? Мӗн шыратӑн тетӗп? Мӗн, эпӗ саншӑн чикан-им? Мӑлатукпа шаккакалать, мӗнле лекнӗ ҫапла тӗккелет те кӳмине кӗрсе ларать, лашисене тапратать, вара курса ҫеҫ юл. Ҫук, йӗкӗт, кунта пурне те чунтан тунӑ, хам валли тунӑ пек, ҫавӑнпа шӑршламалла та, чӑкӑлташмалла та мар.

— Эпӗ чӑкӑлташмастӑп-ҫке. Сидорович, мӗн эсӗ?

— Чӑкӑлташмастӑн пулсан, эсӗ тахҫанах пӑхса пӗтермелле ӗнтӗ, эсӗ вара ҫаплах кашни косилка тавра шуса ҫӳретӗн, пурне те шӑршласа, хыпашласа пӑхатӑн.

— Манӑн ӗҫӗ ҫавӑ: куҫна шан, аллупа вара хыпашласа пӑх, — терӗ шӳтлесе Давыдов.

Вӑл пӗр кивӗ те тусса пӗтнӗ лобогрейкӑна, пӗрлештериччен Антип Грачӑн пулнӑскерне, уйрӑмах тӗплӗ пӑхма пуҫласан, Шалыйӑн кӑмӑлӗ уҫӑлчӗ, вӑл ҫавӑнтах кӳренме пӑрахрӗ. Сухалне аллипе пуҫтарса тытса, такама куҫ хӗскелерӗ, чеен кулкаласа, мӑшкӑлчахлӑн калаҫма пуҫларӗ.

— Эсӗ ҫӗр ҫине, ҫӗр ҫине вырт Давыдов? Мӗн ун тавра автан пек ҫӳретӗн? Эсӗ ӳпне вырт та шӑлпа ҫыртса пӑх. Мӗн эсӗ ӑна хӗре хыпаланӑ пек хыпалатӑн? Эсӗ ӑна шӑлпа, шӑлпа ҫыртса пӑх! Эх, эс те ҫав, шӑна тимӗрҫи! Неушлӗ хӑвӑн ӗҫне палласа илейместӗн вара? Ку косилкӑна эсӗ пӗтӗмпех хӑв юсанӑ-ҫке-ха! Эпӗ сана, йӗкӗт, чӑннипе калатӑп: пур ӗҫӗ те санӑн ку, эсӗ вара курмастӑн, чухласа та илейместӗн. Капла эсӗ, йӗкӗт, каҫпа авланӑн та ирхине хӑвӑн ҫамрӑк арӑмна паллаймӑн та…

Шӳчӗ лайӑх тухнипе хӗпӗртенӗ Шалый хыттӑн ахӑлтатса кулса ячӗ, анчах Давыдов, ним чухлӗ те кӳренмесӗр, ӑна ҫапла тавӑрчӗ:

— Кӑлӑхах кулатӑн эсӗ, Сидорович. Ҫак хевтесӗр середняка эпӗ ҫийӗнчех палласа илтӗм, ҫаплах хам ӗҫе те. Эпӗ утӑ ҫулнӑ ҫӗрте намӑс курмалла ан пултӑр тесе ҫапла тӗплӗ тӗрӗслетӗп. Ҫак шӑлтӑр-шалтӑр косилкӑна мӗн те пулин пулсан, чи малтан, утӑ ҫулакансенчен те маларах, эсӗ хӑв: «Давыдова мӑлатукпа клеше шанса патӑм та — пӗтӗмпех пӑсрӗ», — тейӗн. Ҫапла-и е ҫапла мар-и?

— Паллах, ҫапла. Урӑхла мӗнле пултӑр-ха тата? Кам тунӑ, ответне ҫав тытать.

— Эсӗ вара: «Палласа илеймест», — тетӗн. Палларӑм эпӗ ӑна, шуйттана, анчах хамран эпӗ нумайрах ыйтатӑп.

— Хӑвна ху шанмастӑн пулать апла?

— Хӑш чух пулать…

— Ку вӑл, йӗкӗт, аван, — килӗшрӗ сасартӑках кулма пӑрахнӑ тимӗрҫ. — Пирӗн тимӗр-тӑмӑр ӗҫӗ, мӗнле каламалла, ответлӑ ӗҫ, унта тӑруках ӑстаҫа тухаймастӑн… Ахальтен мар ӗнтӗ пирӗн, тимӗрҫсен: «Сунтала, алӑпа мӑлатука шан, анчах ҫамрӑк ӑса-пуҫа ан шан», — текен сӑмах пур. Пысӑк заводра та, пӗчӗк тимӗрҫ лаҫҫинче те пурпӗрех вӑл — ответлӑ ӗҫ, эпӗ сана чӑнласа калатӑп. Атту пӗлтӗр пирӗн пата районри заготживсырье заведующине хваттере кӗртнӗччӗ, пирӗн хутора ӑна уполномоченнӑй туса янӑ пулнӑ. Карчӑкпа эпир ӑна лайӑх, хамӑр ачана кӗтсе илнӗ пек йышӑнтӑмӑр, анчах вӑл ни ман карчӑкпа, ни манпа нимскер калаҫмасть, ҫакӑ вӑл пысӑк ҫынна килӗшмест пулать. Сӗтел хушшине ларать — чӗнмест, сӗтел хушшинчен тухать — каллех ним те чӗнмест, ял Советӗнчен килет — чӗнмест, каллех тухса кайнӑ чух та — чӗнмест. Политика ҫинчен-и унта, хуҫалӑх ҫинчен-и, ыйтатӑп та, вӑл: «Сан ӗҫ мар вӑл, старик», — тесе ҫеҫ лаплаттарса хурать. Ҫакӑнпа калаҫу пирӗн пӗтет те. Ҫапла пирӗн квартирант шӑппӑн та йӗркеллӗн виҫӗ талӑк пурӑнчӗ, чӗнмерӗ, тӑваттӑмӗш талӑка кайсан вара хайхи калаҫма пуҫларӗ… Ирхине ҫапла мӑнаҫлӑн калать мана: «Эсӗ кала-ха хӑвӑн карчӑкна, ҫӗр улмине вӑл ҫатмапа мар, турилккепе патӑр мана, тет. Тата сӗтел ҫине те ал шӑлли мар, мӗнле те пулин салфетка хутӑр, тет. Эпӗ, — тет ҫав, — культурӑллӑ ҫын, ҫитменнине тата районри ответлӑ работник, ҫавӑнпа та хама пӗчӗк ҫын вырӑнне хунине юратмастӑп».

Эпӗ ӑна калама ҫук ҫилленсе кайрӑм та калатӑп: «Культурӑллӑ ҫын мар эсӗ, шӑршлӑ шӑрка! Культурӑллӑ пулсан, мӗн ҫине хурса панӑ, ҫавӑнтан ҫи, мӗн тыттарнӑ, ҫавӑнпа шӑлӑн, мӗншӗн тесен салфеткӑсем пирӗн ӗмӗрне пулман, турилккесене вара карчӑк пурне те ҫӗмӗрсе пӗтерчӗ. Санран эпӗ укҫа пӗр пус та илместӗп; карчӑк ман сана мӗнле юрамаллине, ӑҫта лартмаллине пӗлмест, ҫӗрлене ҫемҫерех вырӑн сарасшӑн тӑрӑшать, эсӗ вара сӑмсуна пӳрт ҫивиттинчен те ҫӳлерех каҫӑртатӑн: «Эпӗ — ответлӑ работник!» Ну, ыйтатӑп ҫавӑнтан, мӗнле ответлӑ работник-ха ара эсӗ? Хӑвӑн ӗҫӳнте мулкач та тыркас тирӗсене силлетӗн, вӑт ҫакӑ ӗнтӗ санӑн мӗн пур ответлӑху. Нимле ответлӑ этем те мар эсӗ, эпӗ вӑт — ответлӑ работник! Председательпе партячейка секретарӗ хыҫҫӑн эпӗ хуторти чи кирлӗ ҫын, мӗншӗн тесен мансӑр ни суха ӗҫӗ, ни утӑ ҫуласси пулмасть. Ман алра тимӗр ӗҫӗ, тетӗп ҫакна, санӑн вара тир ӗҫӗ. Эсӗ хӑвна ответлӑ работник тесе шутлатӑн, эпӗ — хама. Апла мӗнле пӗр пӳлӗмре пурӑнма пултарӑпӑр-ха эпир икӗ ответлӑ работник? Пурӑнаймастпӑр! Ил-ха, тетӗп хайхине, хӑвӑн портфельне те тухса вӗҫтерех кунтан ӑҫта куҫу курать ҫавӑнта, мана эсӗ, ҫакнашкал пысӑк ҫын, ним тума та кирлӗ мар».

Давыдов куҫне аран курӑнмалла пуличчен хӗссе лартрӗ.

— Хӑваласа кӑлартӑн-и вара? — ыйтрӗ вӑл кулнипе чӗтрекен сассипе.

— Хӑваласах кӑлартӑм! Ҫавӑнтах! Тухса кайрӗ те ҫӑкӑр-тӑваршӑн спаҫҫибӑ та каламарӗ, ответлӑ йыт ҫури.

— Ну маттур та вара эсӗ, Сидорович!

— Маттурлӑх кунта сахал, анчах ҫавӑн пек квартирантпа пурӑнасси те йывӑр.

Табак туртса янӑ хыҫҫӑн Давыдов каллех ӗҫ хатӗрӗсене пӑхма пуҫларӗ, пӑхса вара кӑнтӑрла иртсен тин пӗтерчӗ. Уйрӑлнӑ чух вӑл Шалыя лайӑх ӗҫленӗшӗн чӗререн тав турӗ.

— Ремонтшӑн сана миҫе ӗҫ кунӗ пачӗҫ? — пӗлесшӗн пулчӗ вӑл.

Ватӑ тимрӗҫ тӗксӗмленсе кайрӗ те пуҫне айккинелле пӑрчӗ.

— Яков Лукич ытлашши парӗ сана, кӗтсех тӑр…

— Яков Лукич мӗншӗн тата кунта?

— Мӗншӗн тесен, вӑл учетчика хӑйӗн саккунӗсене пӑхӑнтарать. Вӑл мӗнле калать, учетчик ҫавӑн пек ҫырать.

— Ҫапах та, мӗн чухлӗ пачӗҫ?

— Ним те паман тесен те юрать, чӗрне хури чухлӗ.

— Мӗнле-ха апла? Мӗншӗн?

Ытти чухне яланах ырӑ кӑмӑллӑ тимӗрҫ халӗ Давыдов ҫине хаяррӑн, ун вырӑнӗнче халӗ Яков Лукич тӑна пекех пӑхса илчӗ.

— Мӗншӗн тесен, вӗсем ман ӗҫе ниепле те шута илесшӗн мар. Тимӗрҫ лаҫҫинче кун ирттертӗм-тӗк, — пӗр ӗҫ кунӗ ҫыраҫҫӗ. Унта ӗҫленӗ-и эпӗ, е чикарккӑ чӗркесе ҫеҫ ларнӑ — вӗсемшӗн пурпӗрех! Эпӗ, тен, яра куна пилӗк ӗҫ кунӗ ӗҫлесе илнӗ — пурпӗрех пӗрре ҫыраҫҫӗ. Сунтал умӗнче хуть ҫурмаран татӑлса ӳк, анчах пӗр ӗҫ кунӗнчен ытла ӗҫлесе илейместӗн. Ҫавӑнпа та сан ӗҫ кунӗсемпе, йӗкӗт, ытла самӑрлансах кайма ҫук, чӗррине чӗрех пулӑн та, авланасси ҫинчен вара шухӑшламӑн!

— Ман ӗҫ кунӗсем мар вӗсем! — пат татса каларӗ Давыдов. — Колхоз апла тӳлемест! Ҫакӑн пек йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен мӗншӗн малтанах мана каламарӑн-ха эсӗ?

Шалый иккӗленкелесе тӑчӗ, вара калас килмесӗрех ҫапла тавӑрчӗ:

— Мӗнле калас, йӗкӗт, вӑтантӑм темелле. Аван мар пек туйӑнчӗ. Ӗнтӗ каласа парасах тесеттӗм, вара эсӗ: «Вӑт мӗнле ҫӑткӑн этем ку», — тейӗн тесе шутларӑм. Ҫавӑнпа шарламарӑм та. Халӗ акӑ калатӑп ӗнтӗ, тата ытларах та калатӑп: вӗсем курӑнакан ремонта ҫеҫ шута илеҫҫӗ, ну, мӗнле калас, плугсене, сухасене, пӗр сӑмахпа каласан, ӗҫ хатӗрӗсене юсанине, вӗт-шакӑр ӗҫсене вара, калӑпӑр, лаша таканланине, е такан тунине, е сӑнчӑр, е кӗлет питӗркӗчӗ, тӑпса е тата ҫавӑн пек шӑкӑр-макӑр тунине нимле те шута илмеҫҫӗ, ун ҫинчен итлесшӗн те мар. Ҫакна эпӗ тӗрӗс мар тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ҫавӑн пек вак-тӗвекпе вӑхӑт нумай пӗтет.

— Эсӗ каллех — «вӗсем», тетӗн, камсем-ха ара «вӗсем»? Учетчик хисеп ӗҫне пӗччен туса пырать, ку ӗҫшӗн вӑл правлени умӗнче ответ тытать, — тарӑхса каласа хучӗ Давыдов.

— Учетчик тӑвать, Лукич вара тӳрлетсе хурать. Эсӗ мана мӗнле пулмалли ҫинчен калатӑн, эпӗ сана — вӑл ӗҫе халӗ мӗнле туни ҫинчен калатӑп.

— Ӑна ҫаплах тӑваҫҫӗ пулсан, питӗ начар вӑл.

— Ку вӑл, йӗкӗт, ман айӑп мар ӗнтӗ, санӑн.

— Ман айӑп иккенне эпӗ сансӑрах пӗлетӗп. Тӳрлетес пулать, ҫитменнине часрах тата. Ыранах правлени ларуне пухатӑп, Яков Лукичран ыйтса пӗлӗпӗр унта… Эпир унпа кирлӗ пек калаҫӑпӑр! — тем тума хатӗр пулнӑн каларӗ Давыдов.

Анчах Шалый сухалӗ айӗнче кулса ҫеҫ илчӗ:

— Унпа калаҫмалла мар…

— Сан шутпа, кампа калаҫмалла вара? Учетчикпа-и?

— Санпа.

— Манпа? Гм. Ну, атя эппин.

Шалый, унӑн вӑйне виҫнӗ пек, Давыдова ура тупанӗнчен пуҫласа пуҫ тӳпине ҫитиччен сӑнаса пӑхрӗ те майӗпен калаҫма пуҫларӗ:

— Чӑт, йӗкӗт! Эпӗ сана кӳренмелли сӑмахсем каласа тултаратӑп… Калас та килмест те, анчах — кирлӗ. Ыттисем сана ку сӑмахсене калама хӑяймасран хӑратӑп.

— Кала, кала, — хавхалантарчӗ ӑна Давыдов, калаҫу хӑйшӗн кӑмӑллах пулмассине сиссе тата Шалый унпа Лушка хушшинчи ӗҫ ҫинчен калаҫма пуҫлассинчен хытӑ хӑраса.

Анчах лешӗ пачах урӑх япала ҫинчен калаҫма пуҫларӗ:

— Капла пӑхсан — чӑн-чӑн председатель пекех эсӗ, шаларах пӑхсан варӑ — колхозра эсӗ председатель мар, таҫтан килсе вӑрӑннӑ ҫын пек.

— Вӑт, ку лайӑх вара! — юриех шӳт тунӑ пек кулса каларӗ Давыдов.

— Ытла лайӑхах мар ҫав, — пӗр кулмасӑр малалла каласа кайрӗ Шалый. — Кунта ним лайӑххи те ҫук, куна эпӗ тӗп-тӗрӗсех калатӑп. Эсӗ акӑ, чӑн-чӑн хуҫа пек пулса, косилкӑ айне те кӗрсе пӑхатӑн, тӗрӗслетӗн, хирте пурӑнатӑн, хӑвах сухалатӑн та, а правленире мӗн пулнине вара — ним те пӗлместӗн, илтместӗн те. Хир тӑрӑх сахалрах сулланса ҫӳресчӗ санӑн, ытларах кунта, хуторта пуласчӗ, вара ӗҫ лайӑх кайӗччӗ. Атту эсӗ сухаҫ та, тимӗрҫ те, ваттисем пек каласан: «Туман ӗҫӳ сук, килентернӗ ҫӗрӳ ҫук», пӗтӗм хуҫалӑха вара сан вырӑнна Островнов ертсе пырать. Эсӗ ху влаҫна аллунтан кӑларса ӳкернӗ, а Островнов тупнӑ…

— Кала малалла, — типпӗн каларӗ Давыдов. — Кала, ан вӑтан.

— Малалла та калама пулать, — кӑмӑлласах килӗшрӗ Шалый. Вӑл косилкӑ ҫӳлӗкӗ ҫине лайӑхрах вырнаҫса ларчӗ, Давыдова, хӑйпе юнашар ларма сӗнсе, кӑчӑк туртрӗ, унтан тимӗрҫ лаҫҫи алӑкӗнче хӑйсене итлесе тӑракан ачана асӑрхарӗ те, урине тапса, хыттӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ: — Пӗрӗс кунтан, шуйттан ачи! Хӑвна ӗҫ тупаймастӑн-им? Яланах итлесе тӑрасшӑн, сысна ҫури! Пиҫиххине салтса илӗп те акӑ йӗмне антарсах ислетӗп, вара пӗлӗн мӗнне! Ун чух хӑлхусем ҫавӑнтах илтми пулӗҫ. Кур ӗнтӗ, мӗнле пурне те пит пӗлесшӗн ҫунакан ача вӑл!

Хуралса пӗтнӗ ача, кулакан куҫӗсене йӑлтӑртаттарса, тӗттӗм тимӗрҫ лаҫҫине шӑши пек тапса сикрӗ, вара ҫавӑнтах унтан вӗркӗч хӑйӑлтатса сывлани илтӗнчӗ, курнӑран ҫулӑм ҫӗкленсе, лаҫ ӑшне хӗрлӗ ҫутӑпа ҫутатрӗ. Шалый, ырӑ кӑмӑллӑн кулса илсе, калаҫма пуҫларӗ:

— Тӑлӑха тимӗрҫ ӗҫне вӗрентетӗп. Ҫитӗннӗ каччӑсенчен нихӑш шуйттанӗ те тимӗрҫ лаҫҫине килесшӗн мар. Совет влаҫӗ пӗтӗмпех пӑсса ячӗ вӗсене! Кашниех е тухтӑр, е агроном, е тата темле инженер пуласшӑн, эпир, стариксем, вилсен, халӑха кам атӑ, йӗм ҫӗлесе парӗ, лашасене кам таканлӗ? Манӑн та ҫаплах: никама та астарса илсе килейместӗп тимӗрҫ лаҫҫине, шуйттан ладӑнран тарнӑ пек, тимӗрҫ тӗтӗмӗнчен пурте тараҫҫӗ. Ҫак Ваняткӑна илмелле пулчӗ. Пултараканскер вӑл, шуйттан ачи, хам вара унпа мӗнле нуша курнине шутласа та кӑларас ҫук! Е вӑл ҫулла ют сада вӑрра кӗрет, эпӗ вара уншӑн ответ тытатӑп, е тимӗрҫ лаҫҫине пӑрахать те вӑлтапа ырашпӑтри тытма кайса ҫухалать, е тата ним тума та кирлӗ мар ҫавӑн пек тепӗр япала шутласа кӑларать. Ӑна пӑхса пурӑнакан тӑван аппӑшӗ ӑна нимле те итлеттереймест, вӑт вара мана та унпа асапланма тивет. Тулӗк эпӗ ӑна вӑрҫма ҫеҫ пултаратӑп, тӑлӑха хӗнеме алӑ ҫӗкленмест. Акӑ мӗнле ӗҫсем, йӗкӗт. Ют ҫын ачисене, уйрӑмах тӑлӑхсене тата, вӗрентесси питӗ йывӑр ӗҫ вӑл. Анчах хам ӗмӗрте эпӗ вӗсенчен пӗр вуннӑшне чӑн-чӑн тимӗрҫ турӑм, халӗ вара Тубянскра та, Войсковойра та, ытти хуторсенче те эп вӗрентнӗ тимӗрҫӗсем ӗҫлеҫҫӗ, пӗри тата Ростовра заводрах ӗҫлет. Ку — шӳт мар вӑл, йӗкӗт, эсӗ хӑв заводра ӗҫлесе курнӑ, пӗлетӗн: пули-пулми ҫынсене илмеҫҫӗ унта. Хам вилсен те ҫутӑ тӗнчене ман ӗҫе тӑвакансем темиҫе теҫетке юлаҫҫӗ, ҫавӑнпа савӑнатӑп. Тӗрӗс калатӑп-и эпӗ?

— Давай ӗҫ ҫинчен калаҫар. Тата мӗнле йӗркесӗрлӗхсем куратӑн-ха эсӗ ман ӗҫре?

— Йӗркесӗрлӗх сан пӗрре: эсӗ пухусенче ҫеҫ председатель, ахаль чухне вара — Островнов. Пӗтӗм инкек ҫакӑнпа пулать те. Эпӗ ҫапла шутлатӑп: ҫуркунне санӑн сухаҫсемпе пӗрле пурӑнмаллаччӗ ӗнтӗ, пӗрлешӳллӗ хуҫалӑхра мӗнле ӗҫлемеллине кӑтартса памаллахчӗ, хӑвӑн та сухалама вӗренмеллеччӗ, ку вӑл колхоз председателӗшӗн сиенлӗ мар. Анчах эсӗ халӗ те хир тӑрӑх мӗншӗн сулланса ҫӳренине эпӗ пӗртте ӑнланмастӑп. Неушлӗ эсӗ ӗҫленӗ заводра директор кунӗ-кунӗпе токарнӑй станок умӗнче тӑрать вара? Темшӗн ӗненес килмест манӑн!

Шалый нумайччен колхозри йӗркесӗрлӗхсем ҫинчен, Давыдова курӑнман, Яков Лукич тӑрӑшнипе, счетоводпа кладовщик унран пытаракан япаласем ҫинчен каласа пачӗ. Ун калавӗнчен ҫакӑ паллӑ пулчӗ: кашни путсӗр ӗҫе колхоз пуҫланнӑранпа паянхи кунчченех ҫиелтен пӑхма лӑпкӑ пек туйӑнакан Яков Лукич ертсе пынипе тӑваҫҫӗ иккен.

— Анчах мӗншӗн пӗрре те тухса каламарӑн вара пухура? Неушлӗ сана колхоз хаклӑ мар? Хӑв тата: «Эпӗ — пролетарьят!» — тетӗн. Хӑвӑн сӑмсу айӗнче ҫеҫ пӑшӑлтататӑн, пухура сана хунарпа шыраса та тупма ҫук пулсан, мӗнле пролетариат-ха вара эсӗ?

Шалый пуҫне усрӗ, вӑрахчен ним чӗнмесӗр, татса илнӗ курӑк тунине ҫавӑркаласа ларчӗ. Черченкӗ те ҫӑп-ҫӑмӑл туна унӑн пысӑк та хура, хутланманпа пӗрех пӳрнисем хушшинче темле курӑннипе Давыдов ирӗксӗрех кулса илчӗ. Шалый, хӑйӗн отвечӗ пӗр ҫавӑнтан килнӗ пек, питӗ тимлесе, хӑйӗн ури айне пӑхса ларчӗ. Нумайччен чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн, вӑл:
— Ҫуркунне: Атаманчукова колхозран кӑлармалла, тесе-каларӑн-и эсӗ? — тесе ыйтрӗ.

— Ун пек ыйту лартсаттӑм. Вара мӗн? Кӑларчӗҫ-и ӑна?

Ҫук. Анчах кӑлармаллаччӗ, питӗ шел.

— Шелне шел те, анчах ӗҫ унра мар…

— Мӗнре?

— Ҫакна кам хирӗҫ пулнине аса ил-ха. Астумастӑн-и? Астутарам эппин: Островнов та, Афонька та, Люшня та, тата пӗр ҫирӗм ҫын. Санӑн ырӑ канашна ҫавсем хупласа хучӗҫ те ӗнтӗ, халӑха сана хирӗҫ ҫавӑрчӗҫ. Эппин, Островнов пӗччен ӗҫлемест. Ҫакӑ ӑнланмалла-и саншӑн?

— Малалла кала.

— Малалла та калама пулать. Апла пулсан, эпӗ пухусенче мӗншӗн калаҫманни ҫинчен ма ыйтатӑн-ха ара эсӗ? Эсӗ пӗрре, иккӗ тухса калӑп, виҫҫӗмӗш хут вара тухса та калаймӑп: ҫак лаҫрах мана хам нумай пулмасть кӑна вут ҫинче хӗртнӗ, юратса шакканӑ тимӗрпе ҫапӗҫ те пӑрахӗҫ, вӑт пӗтрӗ те вара манӑн сӑмах каласси. Ҫук, йӗкӗт, тухса калаҫма ватӑлтӑм ӗнтӗ эпӗ, хӑвӑрах калаҫӑр, манӑн тимӗрҫ лаҫҫинче хӗрнӗ тимӗр шӑршине шӑршлас килет-ха.

— Эсӗ, старик, хӑрушлӑха ӳстеретӗн ҫеҫ пулмалла, факт! — иккӗленерех каларӗ Давыдов; тимӗрҫ калавӗ ӑна тытса илчӗ.

Анчах лешӗ Давыдов ҫине тухарах тӑракан хура куҫӗпе пӑхса илчӗ те мӑшкӑлчахлӑн тенӗ пек:

— Ватӑскер, суккӑррине пула, тен, эс каланӑ пек, ӳстеретӗп те пулӗ, анчах эсӗ, йӗкӗт, вӗсен хӑрушлӑхне пачах курмастӑн. Ҫамрӑкла варшӑну сана пӗтӗмпех суккӑрлатса хунӑ. Ҫакна эпӗ сана тӗп-тӗрӗс калатӑп.

Давыдов чӗнмерӗ. Халӗ ӗнтӗ унӑн шухӑша каймалла пулчӗ, вӑл вӑрахчен шухӑша кайса ларчӗ, аллинче, паҫӑр Шалый курӑк туни ҫавӑркаланӑ пек, ҫӗртен илнӗ тутӑхнӑ шурупа ҫавӑркаларӗ… Ара, нумайӑшӗ ҫапла тӑваҫҫӗ вӗт-ха: мӗн ҫинчен те пулин шухӑшланӑ чух куҫ умне пулнӑ пӗр-пӗр япалана ҫавӑркалаҫҫӗ, лутӑркаҫҫӗ…

Хӗвел ӗнтӗ паҫӑрах кӑнтӑрларан сулӑнчӗ. Мӗлкӗсем айккинелле куҫрӗҫ, хӑяккӑн ӳкекен вӗри хӗвел пайӑркисем пусӑрӑнса ларнӑ, хыт хурапа витӗннӗ тимӗрҫ лаҫҫин ҫивиттине, инҫетре мар ларакан косилкӑсене тата ҫул хӗрринчи тусанлӑ курӑка хӗртеҫҫӗ. Шырланпуҫ ҫинче кӑнтӑрлахи шӑрӑх тӑрать. Ҫуртсен чӳрече хупписене тайнӑ; урамра пӗр чун курӑнмасть; иртенпех тӑкӑрлӑксенче сулланса ҫӳрекен пӑрусем те ҫырма хӗррине кайнӑ, хӑвапа ҫӳҫесен сулхӑнне пытаннӑ. Давыдовпа Шалый вара ҫаплах хӗвел питӗнче лараҫҫӗ.

— Атя тимӗрҫ лаҫҫине, сулхӑна, атту эпӗ хӗвеле хӑнӑхман, — шӑрӑха тӳсеймесӗр, тарланӑ пичӗпе ҫара лӗпкине шӑлса илсе каларӗ Шалый. — Ватӑ тимӗрҫ ватӑ улпут майри пекех вӑл: хӗвеле юратмаҫҫӗ вӗсем, пӗтӗм ӗмӗрне — кашни хӑй пӗлнӗ пек — сулхӑнра ирттереҫҫӗ.

Вӗсем тимӗрҫ лаҫҫин ҫурҫӗр енне, ӑшӑ ҫӗр ҫине кайса ларчӗҫ. Шалый Давыдов ҫумнех куҫса ларчӗ те хӑмла аври хушшине чӑлханса ларнӑ сӑпса пек сӗрлеме пуҫларӗ:

— Хопровпа арӑмне вӗлерчӗҫ-и? Вӗлерчӗҫ. Мӗншӗн вӗлерчӗҫ вара? Усӗрпе-и? Ҫук, апла мар ҫав, йӗкӗт… Кунта мӗн те пулин пурах. Ҫынна пӗр пустуях вӗлерес ҫук. Эпӗ хамӑн ватӑ, ухмах пуҫӑмпа ҫапла шутлатӑп: вӑл совет влаҫне юраман пулсан, ӑна арестлесе, приговор тӑрӑх вӗлеретчӗҫ, кун пек вӑрттӑн мар, ҫапла вӑрттӑн вӗлерчӗҫ пулсан вара, вӑрӑсем пек, ҫӗрле, тата арӑмӗпе пӗрлех вӗлерчӗҫ пулсан, вӑл совет влаҫӗн тӑшманӗсене ҫиллентернӗ; урӑхла пулма пултараймасть! Унӑн арӑмне мӗншӗн вӗлернӗ-ха тата, ыйтам эп санран? Ҫав ҫын вӗлерекенсене влаҫсене тытса пама ан пултарайтӑр тесе, вӑл вӗсене лайӑх палланӑ! Вилнӗ ҫынсем вара шарламаҫҫӗ, вӗсенчен хӑрамалли ҫук, йӗкӗт!.. Урӑхла пулма та пултараймасть, эпӗ сана ҫакна тӗп-тӗрӗс калатӑп.

— Кун ҫинчен эпир, сӑмахран, сансӑрах пӗлетпӗр, анчах кам вӗлернӗ вӑт — ҫакна никам та тӗплӗ пӗлмест. — Давыдов шӑпланчӗ те чеен хушса хучӗ: — Ҫаплах никам та нихҫан та пӗлеймӗ те!

Шалый унӑн юлашки сӑмахӗсене илтмен пекех пулчӗ. Вӑл кӑн-кӑвак сухалне ывӑҫласа тытрӗ те йӑл кулчӗ:

— Мӗнле ырӑ кунта, сулхӑнра. Манӑн ӗлӗкхи вӑхӑтра, йӗкӗт, пӗррехинче ҫакӑн пек япала пулса иртрӗ. Тырӑ вырма тухас умӗн ҫапла эпӗ Тавридӑри пӗр пуяна тӑватӑ урапалӑх кӗпчек шинласа патӑм. Кӗпчекӗсене илме вӑл, лайӑх астӑватӑп, типӗ тытнӑ вӑхӑтра — те юнкунччӗ ҫав, те эрнекун — килчӗ. Укҫине тӳлерӗ, ман ӗҫе мухтарӗ те мӑкарич лартрӗ, кӗпчек илме килнӗ тарҫисене чӗнчӗ. Ӗҫрӗмӗр. Унтан эпӗ лартрӑм. Ӑна та ӗҫсе ятӑмӑр. Хохолӗ вӑл пуянччӗ, анчах — пуянсенчен ун пекки сайра пулать — ырӑ ҫынччӗ хӑй. Вӑт ҫаплӑ вӑл, йӗкӗт, кӑштах ӗҫкӗпе йӑпанма шутларӗ. Манӑн вара ӗҫ тӑрать, чи хӗрӳ вӑхӑт, тем чухлӗ заказ илсе тултарнӑ. Калатӑп ҫакна: «Эсӗ, Трофим Денисович, ӗҫ тарҫусемпе, яра пар, мана вара, йӗкӗт, ан хисте, пултараймастӑп, ӗҫ нумай», — тетӗп. Вӑл килӗшрӗ. Вӗсем эрехпе йӑпанаҫҫӗ. Эпӗ тимӗрҫ лаҫҫине кайрӑм. Пуҫ ман каш-каш кашлать, анчах ура ҫинче чиперех тӑратӑп, алӑра та вӑй пур, анчах ҫапах та, йӗкӗт, хам сӗм ӳсӗр. Инкеке пула тата тимӗрҫ лаҫҫи патне шӑнкӑравлӑ тройка кӗрлеттерсе ҫитрӗ. Тухатӑп. Ҫӑмӑл трантасра, сунчӑк айӗнче, пирӗн пӗтӗм тавра пӗлекен Селиванов улпут ларать, — хӑйне вӑл пит мӑнна хуратчӗ, тӗнчере ҫук путсӗр ҫынччӗ… Кучерӗ хӑйӗн хут пек шурса кайнӑ, аллисем чӗтреҫҫӗ — сулахай пичеври лашин постромкисене вӗҫертет. Асӑрхама ӗлкӗреймен те вӑл, пичеври лашин таканӗ хӑпнӑ.

Вӑт ҫакӑншӑн улпут ӑна пӗҫертме пуҫланӑ: «Эсӗ апла та эсӗ капла, сана ӗҫрен кӑларатӑп, тӗрмене лартатӑп, сан пирки эпӗ пуйӑсран юлма пултаратӑп», — тата ҫакӑн пек тем те пӗр калать. Анчах пирӗн, йӗкӗт, Дон тӑрӑхӗнче, патша саманинче казаксем улпутсен умӗнче ытла хӑрасах тӑман. Ҫапах ҫак Селиванова илсен те: чи пуян улпут пулсан та, маншӑн вӑл пӗрре сурмалӑх та таптамалӑх ҫеҫ. Эрехпе ҫӑмӑлланнӑскер, тухрӑм та вӑл кучера мӗнле пӑсӑрлантарнине итлесе тӑратӑп. Хам, йӗкӗт, ҫурӑлса каяс пек тарӑхса ҫитнӗ. Курчӗ те мана хайхи Селиванов, кӑшкӑрать: «Эй, тимӗрҫ, кил-ха кунта!» — тет. Эпӗ ӑна: «Сана кирлӗ-тӗк — хӑв кил!» — тесшӗнччӗ ӗнтӗ, анчах урӑх шухӑш тытрӑм: ун патнелле утатӑп, тӑвана курнӑ чухнехи пек кулкалатӑп, трантас патне ҫитрӗм те, алла ун енне тӑсса, калатӑп ҫакна: «Аван-и, тӑванӑм! Мӗнле пурӑнатӑн-пултаратӑн?» — тетӗп. Тӗлӗннипе, унӑн ылттӑн куҫлӑхӗ те сӑмси ҫинчен персе анчӗ; хура шнурпа ҫыхса хуман пулсан, ҫӗмӗрӗлетчех пулӗ! Куҫлӑхӗсене каллех сӑмси ҫине майлаштарса лартрӗ, эпӗ вара ҫаплах алла малалла тӑсса тӑратӑп, — вӑл хуп-хура тата, хӑрӑм пек, пылчӑкран та вараланчӑкрах. Вӑл ман алла курмасть те тейӗн, йӳҫӗ япала хыпнӑ пек, пӗтӗм пит-куҫӗ пӗркеленчӗ хӑйӗн, шӑл витӗр сӑрхӑнтарса: «Мӗн эсӗ, ӳсӗр-и? Ӑҫта тӑсатӑн хӑвӑн аллуна, кӗҫҫе пит?» — тет. «Мӗнле пӗлместӗп-ха, — тетӗп ҫакна, — питӗ лайӑх пӗлетӗп эсӗ камне. Эпир санпа пӗр тӑвансем пекех вӗт: эсӗ хӗвелтен сунчӑк айне пытанатӑн, эпӗ — тимӗрҫ лаҫҫинче, тӑпра ҫивитти айӗнче; ӗҫлемелли кун эпӗ сыпнине эсӗ тӗрӗс асӑрхарӑн-ха, анчах эсӗ те, ӗҫлекен ҫынсем пек, вырсарникунсенче ҫеҫ сыпмастӑн пулмалла: сӑмсу сан хӗрлех авӑ… Эппин, эпир санпа иксӗмӗр те дворян йӑхӗнчен, ыттисем пек мар. Эсӗ мана алӑ пама йӗрӗнетӗн пулсан вара (мӗншӗн тесен вӑл санӑн шурӑ, манӑн — хура) — ку вӑл сан кӑмӑлу. Вилсен иксӗмӗр те пӗр пекех шуралӑпӑр».

Селиванов ним те шарламасть, тутисене сиктеркелет те сӑнран улшӑнса пырать. «Мӗн сана, — ыйтатӑп эпӗ, лашуна таканласа памалла-и? Кӑна эпир туххӑмрах тӑватпӑр. Кучера вара кӑлӑхах вӑрҫан. Вӑл санӑн калаҫма пӗлмест пулмалла. Эсӗ мана вӑрҫ луччӗ. Атя, тӑванӑм, тимӗрҫ лаҫҫине, алӑка тачӑрах хупӑпӑр та эсӗ мана вӑрҫма хӑтланса пӑхӑн. Теветкеллӗ ҫынсене эпӗ юрататӑп».

Селиванов чӗнмест, сӑнран вара е апла, е капла улшӑнать. Пӗрре шуралать, тепре хӗрелет, анчах — чӗнмест. Эпӗ унӑн пичеври лашине таканларӑм та трантас патне пытӑм. Вӑл мана курмасть те тейӗн, кучерне кӗмӗл тенкӗ тӑсса пачӗ те: «Пар ҫак намӑссӑра», — тет. Кучертан тенкине илтӗм те трантас ҫине, Селиванов ури патне пӑрахрӑм, хам тӗлӗннӗ пек пулатӑп: «Мӗн эсӗ, тӑванӑм, хурӑнташсенчен ҫакӑн пек вак-тӗвек ӗҫшӗн укҫа илеҫҫӗ-и вара? Сана ӑна хӑв чухӑннине кура паратӑп, хупаха кӗр те ман сывлӑхшӑн ӗҫсе яр!» Кунта ман улпут ни кӑвакарма, ни хӗрелме пӗлмерӗ, темле сенкер тӗслӗ пулса кайрӗ, мана ҫинҫе сасӑпа кӑшкӑрма пуҫларӗ: «Сан сывлӑхушӑн… Пӗт, путсӗр, намӑссӑр, сицилист, пуҫна пултӑр! станица атаманне каласа паратӑп! Тӗрмере ҫӗртетӗп!» .
Давыдов хыттӑн ахӑлтатса кулса янипе тимӗрҫ лаҫҫи ҫивиттийӗ ҫинчен пӗр ушкӑн ҫерҫи пӑрӑлтатса хӑпарчӗ.
Сухал айӗн кулкаласа, Шалый пирус чӗркеме пуҫларӗ.

— «Тӑванупа» килӗштереймерӗр апла? — сӑмахсене аран-аран ҫавӑрса каласа ыйтрӗ Давыдов.

— Килӗштереймерӗмӗр.

— Укҫине вара? Трантасран кӑларса пӑрахрӗ-и вӑл?

— Эп пӑрахтарнӑ пулӑттӑм ӑна… Хӑйӗн тенкипех вӗҫтерчӗ. Кунта, йӗкӗт, ӗҫӗ укҫара мар…

— Мӗнре вара?

Давыдов ҫамрӑк ҫын пекех шавлӑн кулнине пула Шалый та уҫӑлса кайрӗ. Вӑл, ахӑлтата-ахӑлтата, аллине сулчӗ:

— Кӑштах ачалла хӑтланатӑп эпӗ…

— Кала ӗнтӗ, Сидорович, мӗн тӑсатӑн? — Давыдов куҫҫульпе йӗпеннӗ куҫӗсемпе Шалый ҫине турех пӑхрӗ.

Лешӗ вара аллисемпе ҫеҫ сулкалать, сухал пусса илнӗ ҫӑварне карса, янӑравлӑн кулать.

— Ну, кала ӗнтӗ, ан тарӑхтар! — йӑлӑнать Давыдов; халӗ вӑл паҫӑрхи пӗрре те кулӑшла мар калаҫӑва манса кайнӑ та самантлӑха пулакан савӑнӑҫ ытамне кӗрсе ӳкнӗ.

— Мӗн каламалли унта… Нимех те ҫук! Вӑл, куратӑн-и, йӗкӗт, вӑл мана намӑссӑр та, путсӗр те тесе пӗтерчӗ, тата тем те пӗр каларӗ, урисемпе трантас тӗпне тапкаласа кӑшкӑрма пуҫларӗ: «Сицилист, апӑрша! Тӗрмене лартап!» Вӑл вӑхӑтра сицилист мӗнне пӗлмен-ха эпӗ. Революци мӗне пӗлтернине пӗлнӗ, а «сицилиста» — пӗлмен, ҫавӑнпа та ун чухне эпӗ вӑл чи кӳренмелли, чи тарӑхмалли сӑмах тесе шутланӑ… Вара ҫакна хирӗҫ каларӑм: «Эсӗ ху сицилист, йыт ҫури, тытса тылличчен тухса вӗҫтерех кунтан!» — терӗм.

Хытӑ кулса янипе, Давыдов месерле кайса ӳкрӗ. Шалый ӑна кулса пӗтерме пачӗ те калавне ҫапла вӗҫлерӗ:

— Тепӗр талӑкран мана станица атаманӗ патне сӗтӗрсе кайрӗҫ. Мӗн пулни ҫинчен ыйтса пӗлчӗ те вӑл манран, сан пек кулкаласа илчӗ, вара станица правленине хупса лартмасӑрах киле ячӗ. Вӑл офицер хӑй чухӑн ҫемьеренччӗ, ҫавӑнпа та ӑна халь тимӗрҫ пуян улпута ҫапла мӑшкӑллама пултарни савӑнтарса янӑ. Кӑларса янӑ чух ҫеҫ вӑл мана ҫапла каларӗ: «Эс, казак, йӗркеллӗрех пул, чӗлхӳне ытлашши ан тӑс, атту халь вӑхӑчӗ ҫавӑн пек: паян акӑ эсӗ таканлатӑн, ыран вара, Ҫӗпӗре ҫитиччен те шуҫмалла ан пултӑр тесе, хӑвна таканласа ярӗҫ. Ӑнлантӑн-и?» — «Ӑнлантӑм, — тетӗп, — ваше высокоблагородие». «Ну, халь кай, кунта сан шӑршу та ан пултӑр. Селиванова вара эпӗ санӑнне ҫичӗ хут тирне сӳсе илтӗм тесе пӗлтерӗп». Акӑ мӗнле ӗҫсем пулса иртрӗҫ, йӗкӗт…

Давыдов, калаҫма юратакан тимӗрҫпе сывпуллашас тесе, ура ҫине тӑчӗ; анчах лешӗ ӑна кӗпе ҫаннинчен туртрӗ, каллех хӑйпе юнашар лартрӗ те пӗр кӗтмен ҫӗртен ыйтрӗ:

— Эппин, эсӗ Хопровсене кам вӗлернине нихҫан та пӗлеймӗҫ, тетӗн апла? Кунта эсӗ, йӗкӗт, йӑнашатӑн. Пӗлеҫҫӗ. Тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлӗҫ, вӑхӑт кӑна пар.

Старик тем пӗлет пулмалла, ҫавӑнпа та Давыдов уҫҫӑн калаҫма шутларӗ.

— Эсӗ кама ҫылӑха кӗртетӗн, Сидорович? — тӳрех ыйтрӗ вӑл, Шалые хӗрелсе тӑракан хура, вӑкӑрӑнни майлӑрах куҫӗнчен пӑхса.

Лешӗ ун ҫине вӑрт кӑна пӑхса илчӗ, пӑркаланса:

— Кунта, йӗкӗт, питӗ ҫӑмӑллӑнах йӑнӑшма пулать…

— Ҫапах та?

Текех именсе тӑмасӑр, Шалый аллине Давыдов чӗркуҫҫийӗ ҫине хучӗ те:
— Акӑ мӗн, пулӑшаканӑм, ҫапла калаҫса татӑлар: мӗн те пулин пулсан, ман ҫине ямалла мар. Килӗшетӗн-и? — терӗ.

— Килӗшетӗп.

— Акӑ мӗн: ку ӗҫ те Лукич хутшӑнмасӑр пулман. Ҫакна эпӗ сана тӗп-тӗрес калатӑп.

— Ну, тӑва-анӑм… — тӗлӗнсе каласа хучӗ Давыдов.

— Эпӗ Селиванова тӑван пулнӑ, санӑн вара аҫу пулатӑп, — тарӑхса каларӗ Шалый. — Эпӗ сана Хопровсене Яков Лукич хӑй касса пӑрахнӑ тесе каламарӑм вӗт, ку вӑл хутшӑнмасӑр пулман, тесе каларӑм. Ҫакна эсӗ, йӗкӗт, турӑ сана ҫынран катӑк туман-тӑк, ӑнланма тивӗҫ.

— Мӗнпе кӑтартса паратӑн?

— Эсӗ мӗн, следователе кӗтӗн-и? — шӳтлесе ыйтрӗ Шалый.

— Ун ҫинчен калаҫу пуҫланчӗ-тӗк, эсӗ, Сидорович, шӳтпе ан аппалан, мӗн пӗлнине пӗтӗмпех каласа пар. Пирӗн пытанмалла выляма кирлӗ мар.

— Начар следователь эсӗ, йӗкӗт, — ҫирӗппӗн каласа хучӗ Шалый. — Анчах эсӗ ан васка, шуйттан ачи, эпӗ сана пурне те каласа парӑп, пӗтӗмпе, тӗпӗ-йӗрӗпе, эсӗ вара куҫна шӑлкалама кӑна ӗлкӗр… Эсӗ вӑт Лушкӑпа пӗр кирлӗ мар ҫӗртен ҫыхланса кайрӑн, анчах сана мӗн тума кирлӗ вӑл? Ҫав юххаран лайӑхрах хӗрарӑм тупаймарӑн-им вара эсӗ?

— Ну, ку сан ӗҫ мар, — пат татса каларӗ Давыдов.

— Ҫук, йӗкӗт, ку ман ӗҫ кӑна та мар, пӗтӗм колхоз ӗҫӗ.

— Ку мӗншӗн апла тата?

— Мӗншӗн тесен эсӗ ҫав таҫти йыт амипе ҫыхланса кайнӑ хыҫҫӑн начартарах ӗҫлеме пуҫларӑн. Сана «чӑх куҫӗ» пулчӗ… Эсӗ тата сан ӗҫ мар, тетӗн. Ку вӑл, йӗкӗт, сан инкекӳ мар, пӗрлехи инкек, колхоз инкекӗ. Эсир Лушӑпа лӑпӑртатнине никам та пӗлмест, тесе шутлатӑн пулмалла, сирӗн ҫинчен вара хуторта тӗпӗ-йӗрӗпе пӗлеҫҫӗ. Эпир те акӑ, стариксем, пухӑнатпӑр та хӑш чух хамӑр хушӑра калаҫатпӑр вара: мӗнле сана ҫав Лушкӑран — аҫа ҫаптӑрах ӑна — уйӑрмалла-ши, тетпӗр. Мӗншӗн тетӗн? Мӗншӗн тесен, Лушка пек хӗрарӑмсем арҫынсене ӗҫе ямаҫҫӗ, ӗҫрен уйӑраҫҫӗ, вӑт ҫавӑнпа пӑшӑрханатпӑр та эпир саншӑн… Ҫынни эсӗ лайӑх, лӑпкӑ, ӗҫместӗн, пӗр сӑмахпа каласан — усал мар, а вӑл, шуйттан хӗрарӑмӗ, ҫавӑнпа усӑ курать те: сан ҫине утланса ларнӑ та хӑвалать те хӑвалать; хӑвалать те халӑх умӗнче мухтанать тата: «Акӑ мӗнлисене тыткалатӑп эпӗ!» Эх, Давыдов, Давыдов, вӑл хӗрарӑм кирлӗ мар сана… Пӗррехинче ҫапла эпир, стариксем, вырсарникун Бесхлебнов тӑпрасӗ ҫинче лараттӑмӑр, эсӗ урампа иртсе пыраттӑн, Бесхлебнов мучи сана хыҫалтан пӑхса юлчӗ те калать: «Пирӗн Давыдова виҫе ҫинче виҫсе пӑхасчӗ — Лушкӑччен мӗн чухлӗ туртнӑ-ши, тата халӗ мӗн чухлӗ туртать-ши? Унӑн пӗр ҫур виҫине чакарчӗ пулӗ, ала витӗр алланӑ пек алларӗ пулӗ. Йӗркесӗрлӗх ку, стариксем: Лушӑна — таса ҫӑнӑх, пире — сӑсӑл…» — тет. Ӗненетӗн-и, йӗкӗт, ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн эпӗ саншӑн вӑтанса кайрӑм! Хуть те мӗн шутла та, ҫапах та намӑс. Эсӗ ман тимӗрҫ лаҫҫинче мана пулӑшакан ҫеҫ пулса ӗҫленӗ пулсан, хуторта никам та ним те калас ҫукчӗ, анчах эсӗ пирӗн пӗтӗм хуҫалӑх пуҫӗнче тӑратӑн-ҫке-ха… Ку вара, йӗкӗт, пысӑк япала. Ахальтен мар ӗнтӗ ӗлӗк казаксене айӑпа кӗрсен хулӑпа ҫаптарнӑ чух: «Ан тив… юнлантӑр, пуҫӗ ҫеҫ ӑслӑ пултӑр», — тетчӗҫ. А вӑт пирӗн колхоз пуҫӗ ытла ӑслах мар, кӑштах тӗксӗмленнӗ. Сӗртӗнкеленнӗ те ҫав пуҫ Лушкӑна — тикӗтпе вараланнӑ. Туп эсӗ пӗр-пӗр путлӗ хӗр е, сӑмахран, тӑлӑх арӑм, сана никам та ним те каламӗ, эсӗ вара… Эх, Давыдов, Давыдов, суккӑрланнӑ эсӗ! Хам вара эпӗ ҫапла шутлатӑп: эсӗ Лушка юратӑвӗшӗн ырханланман, совеҫӳ асаплантарнипе, совеҫ асаплантарать сана, эпӗ ҫакна тӗп-тӗрӗс калатӑп.

Давыдов тимӗрҫ лаҫҫи умӗпе иртсе каякан ҫул ҫине, тусан ӑшӗнче чаваланакан ҫерҫисем ҫине пӑхать. Сӑнӗ унӑн палӑрмаллах шурса кайрӗ, куштӑрканӑ пит ҫӑмартисем ҫине хӗрлӗ пӑнчӑсем тухрӗҫ.

— Ну, пӗтер калаҫӑва! — уҫӑмлах мар каласа хучӗ те вӑл, Шалый енне ҫаврӑнчӗ. — Сансӑрах кӑмӑл пӑтранать, старик!

— Мухмӑр чухне хӑссан ҫынна ҫӑмӑлрах пулать! — ытахальтен тенӗ пек каласа хучӗ Шалый.

Аванмарланни тата именӳ туйӑмӗ иртсе кайсан, Давыдов ҫилленерех калаҫма пуҫларӗ:

— Эсӗ мана Островнов вӑл ӗҫе хутшӑнни ҫинчен доказательствӑсем пар. Доказательствӑсемпе фактсем ҫук-тӑк — вӑл ҫыннӑнне ятне ахалех яни пулать. Островнова эсӗ вӑл хӑвна кӳрентернӗ пирки вараласшӑн, факт! Ну, мӗнле доказательствӑсем пур санӑн? Кала!

— Ухмахла калаҫатӑн эсӗ, йӗкӗт, — ҫилӗллӗн тавӑрчӗ Шалый. — Мӗншӗн ҫилленӗм-ха эпӗ Лукича? Ӗҫ кунӗсемшӗн-и? Хамӑнне эпӗ пурпӗрех вӗҫертместӗп, хамӑнне эпӗ илетӗпех. Доказательствӑсем вара манӑн ҫук, ун арӑмне, ман кумана, вӗлернӗ чухне эпӗ Хопровсем патӗнче кравать айӗнче выртман.

Старик стена леш енче чӑштӑртатнине илтрӗ те хӑйӗн патвар, кӗрнеклӗ кӗлеткине ҫӗр ҫинчен пӗр кӗтмен ҫӗртен ваштах ҫӗклерӗ. Пӗрер минут пек вӑл питӗ тимлӗ итлесе тӑчӗ, унтан вараланчӑк сӑран чӗр ҫиттине юлхав пуснӑ чухнехи пек хыврӗ те каларӗ:

— Акӑ мӗн, йӗкӗт, каяр-ха ман пата, пӗрер кружка сивӗ сӗт ӗҫӗпӗр, вара унта, сулхӑнра, калаҫса пӗтерӗпӗр. Вӑрттӑн калатӑп сана… — Вӑл Давыдов ҫинелле пӗшкӗнчӗ. Вӑл янравлӑн пӑшӑлтатнине вара хуторти ҫывӑхри килсенче те илтрӗҫ пулмалла: — Ку шуйттан ачи итлесе тӑрать пулмалла… Вӑл кашни ҫӗрех ҫитет, нихҫан та ҫынпа калаҫма памасть, хӑлхине тӑратсах ҫӳрет. Айтуруй, мӗн чул асап курмастӑп пулӗ эпӗ унпа — шутласа та кӑларас ҫук! Хушнине те итлемест вӑл, кахал та, шутсӑр ашкӑнма юратать, а тимӗрҫ ӗҫне пултармалла, ку вӑл тӗп-тӗрӗс! Мӗн тытать, шуйттан ачи, пурне те тӑвать! Ҫитменнине тӑлӑх тата. Ҫавӑнпа ҫав пур асапсене тӳсетӗп те ӗнтӗ, унран ҫын тӑвас тетӗп — ман ӗҫе малалла тӑсакан пултӑр.

Шалый тимӗрҫ лаҫҫине кӗчӗ, чӗр ҫиттине хӑрӑмланса пӗтнипе хуралнӑ верстак ҫине пӑрахса, Давыдова кӗскен: «Кайрӑмӑр!» — терӗ те килнелле утма пуҫларӗ.

Давыдовӑн, Шалыйран илтни ҫинчен шухӑшласа пӑхас тесе, часрах пӗччен юласси килетчӗ, анчах Хопровсене мӗнле вӗлерни ҫинчен пуҫланнӑ калаҫу пӗтмен пирки вӑл упа евӗр сулкаланарах утакан тимӗрҫ хыҫҫӑн кайрӗ.

Ҫул тӑршшӗпех чӗнмесӗр пыма Давыдова аван мар пек туйӑнчӗ, ҫавӑнпа та вӑл:
— Сан кил-йыш мӗнле, Сидорович? — тесе ыйтрӗ.

— Эпӗ те хӑлхасӑр карчӑкӑм, вӑт ман пӗтӗм кил-йышӑм.

— Ачасем пулман-им?

— Ҫамрӑк чух иккӗ пулнӑччӗ, анчах ку тӗнчере тытӑнса тӑраймарӗҫ, вилсе кайрӗҫ. Виҫҫӗмӗшне вара арӑм вилӗ ҫуратрӗ те унтанпа ҫие юлми пулчӗ. Ҫамрӑкчӗ, патварччӗ, анчах тем амакӗ пырса ҫыхланчӗ те — пӗтрӗ вара! Мӗн кӑна тумарӑмӑр, мӗнле кӑна тӑрӑшмарӑмӑр пулӗ, тулкки вара ҫаплах пулмарӗ. Арӑм ҫав ҫулсенче ҫуран Киева, Лаврӑна кайса килчӗ, пуҫ ҫапса ача ыйтма, анчах усси пурпӗрех пулмарӗ. Тухса каяс умӗн эпӗ ӑна: «Эсӗ унтан хохол чӗппи тупса кил хуть», — терӗм. — Шалый тытӑнчӑклӑн хиклетсе илчӗ те калавне ҫапла пӗтерчӗ: — Мана вӑл тӑм пуҫ, тесе ятласа тӑкрӗ, турӑшсем умӗнче кӗлтурӗ те кайрӗ. Ҫуркуннерен пуҫласа кӗркуннеччен ҫӳрерӗ, анчах ним усси те пулмарӗ. Ҫавӑнтанпа вара эпӗ тӗрлӗрен тӑлӑхсене пӑхса ӳстерме, вӗсене тимӗрҫ ӗҫне вӗрентме пуҫларӑм. Ачасене питӗ юрататӑп та вӗт, анчах хамӑннисемпе савӑнма турӑ хушмарӗ; пулать вӑл ун пекки, йӗкӗт…

Тирпейлӗ пӳлӗмре тӗксӗмрех, шӑп тата сулхӑн. Тайнӑ чӳрече хупписен ҫурӑкӗсенчен сарӑ ҫутӑ сӑрхӑнать. Нумай пулмасть кӑна ҫуса кӑларнӑ урайӗнчен чапӑр курӑкӗн шӑрши тата кӑштах эрӗм шӑрши кӗрет. Шалый хӑй нухрепрен тарланӑ чӳлмекпе сӗт илсе тухрӗ, сӗтел ҫине икӗ кружка лартрӗ, ассӑн сывласа ячӗ:

— Хуҫайкӑ ман пахчана ӑсаннӑ-ха. Ӑна, ватсупнӑскере, шӑрӑх та ним те мар… Эсӗ манӑн мӗнле доказательствӑсем пурри ҫинчен ыйтатӑн апла? Тӗпӗ-йӗрӗпе калатӑп: Хопровсене вӗлерсен, ирхине, эпӗ вилесене курма кайрӑм, вилнӗ Хопров арӑмӗ, мӗнле пулсан та, манӑн кумаччӗ вӑл. Анчах халӑха пӳрте кӗртмеҫҫӗ, алӑк патӗнче милиционер тӑрать, следователь килсе ҫитессе кӗтет. Вара крыльца патӗнче эпӗ те тӑтӑм… Пӑхатӑп та ҫапла — крыльца ҫинче эп паллакан ура йӗрӗ пур; Крыльца ҫине халӑх таптанӑ, пӗр йӗр вара айккинче, карлӑк патнерех.

— Мӗншӗн палланӑ пек туйӑнчӗ-ха ара вӑл сана? — ыйтрӗ питӗ пӗлес килнипе Давыдов.

— Кӗли ҫинчи таканне пула. Йӗрӗ каҫхинехи, ярт палӑрса выртать, таканӗ те палланӑ такан… Кун пек таканлӑ атӑ хуторта, пӗр ҫынсӑр пуҫне, никам та тӑхӑнмасть. Пӑтраштарма вара эпӗ ниепле те пултарайман, мӗншӗн тесен вӗсем — манӑн такансем.

Давыдов ӗҫсе ярайман кружкине сӗтел ҫине лартрӗ.

— Ӑнланмастӑп. Ӑнланмалларах калаҫ.

— Кунта ӑнланмалла марри ним те ҫук, йӗкӗт. Уйрӑм хуҫалӑхпа пурӑннӑ чухнех-ха вӑл, пӗр икӗ ҫул каялла, пӗррехинче ман пата, тимӗрҫ лаҫҫине, Яков Лукич кӗчӗ те брички валли кӗпчексем шинласа пама ыйтрӗ: «Илсе кил, — тетӗп ҫакна, — халӗ ӗҫ сахал манӑн». Илсе килчӗ те вӑл ман тимӗрҫ лаҫҫинче пӗр ҫур сехет пек ларчӗ, вӑл-ку ҫинчен калаҫрӑмӑр. Вӑл кайма тӑчӗ, курна умӗнче тӑрать, тимӗр-тӑмӑрпа интересленет, ҫавӑркалать ӑна, — ман унта тӗрлӗрен кивӗ ӑпӑр-тапӑр йӑваланса выртатчӗ. Акӑлчан пушмакӗн пӗтӗм кӗлене хуплакан икӗ такана тупрӗ те — вӗсем унта граждан вӑрҫиренпех йӑваланса выртатчӗҫ — калать мана: «Сидорович, эпӗ санӑн ҫак таканусене илетӗп, вӗсене ата кӗлисем ҫине касса лартӑп, атту ватӑлатӑп пулмалла, кӗлесем ҫине ытларах пусатӑп, атӑпа пушмак кӗлисене юсаса тӑма ӗлкӗрейместӗп», — тет. «Ил, — тетӗп ӑна, — ил, ырӑ ҫыншӑн тислӗк те шел мар. Вӗсем хурҫӑ, ҫухатмасан, виличчен те ҫӗтеймӗн». Кӗсйине чикрӗ те вӗсене кайрӗ. Ҫакна вӑл, паллах, маннӑ, манӑн вара асра юлнӑ. Вӑт ҫак такана асӑрхаса илтӗм те эпӗ йӗрте… Манӑн чӗре темле пӑртак сикрӗ. Мӗншӗн кунта кун пек йӗр пур-ха, тетӗп.

— Ну, малалла вара? — хистерӗ Давыдов васкаман калавҫа.

— Малалла шутлатӑп: «Курам-ха Лукича, хӑйӗн атӑ-пушмакӗпе мӗнле йӗр хӑварнине пӑхам. Юриех, ӗҫпе тенӗ пек — плуг тӗренӗсем тумалли тимӗр пирки ыйтма тесе — шыраса тупрӑм хайхине, урисем ҫине пӑхатӑп та — вӑл ҫӑматӑ тӑхӑннӑ. Сивӗсем тӑратчӗҫ ун чух. Ытахальтен кӑна тенӗ пек унран: «Вӗлернисене кайса куртӑн-и?» — тесе ыйтрӑм. «Ҫук — тет, — вилесем ҫине пӑхма пултараймастӑп, уйрӑмах вӗлернисем ҫине. Манӑн вӑл енчен чӗре япӑх. Ҫапах та кайса килес пулать-ха унта» — тет. Эпӗ каллех сӑмах май ҫапла ыйтатӑп: «Покойнӗке нумайранпа курманччӗ-и?» «Нумайранпа, — тет, — иртнӗ эрнеренпех. Вӑт, — тет, — мӗнле путсӗрсем пурӑнаҫҫӗ пирӗн хушӑра! Мӗнле пӑхаттире вӗлерсе пӑрахнӑ, мӗншӗн — паллӑ мар. Лӑпкӑ ҫынччӗ, никама нихҫан кӳрентермен. Аллисем хӑрса татӑлччӑр вӗсен, ылханлӑскерсен!»

Манӑн пӗтӗм ҫан-ҫурӑм пӗҫерсе кайрӗ. Вӑл ҫӑвӑн пек Иудӑ сӑмахӗсене калать, манӑн вара чӗркуҫҫисем чӗтреҫҫӗ, хам шухӑшлатӑп: «Эсӗ, йытӑ, ҫӗрле хӑв пулнӑ унта, Хопрова хӑв вӗлермен пулсан, унта хӑвпа пӗрле пӗр-пӗр усала ертсе пынӑ». Анчах эпӗ ӑна ним те палӑртмарӑм, вара ҫапла уйрӑлса кайрӑмӑр. Анчах ун йӗрӗсене тӗрӗслесе пӑхас шухӑш ман пуҫа лаша таканне пӑта кӗрсе ларнӑ пекех кӗрсе ларчӗ. Ун аттинчен хӑйпӑнса ӳкнӗ-и ман парне е ҫук-и? Вӑл ҫӑматине хывса атӑ тӑхӑнасса икӗ эрне кӗтрӗм. Унтан ӑшӑтрӗ, юр ирӗлчӗ, вара эпӗ тимӗрҫ лаҫҫинче ӗҫе пӑрахрӑм та юриех правление кайрӑм. Лукич — унта, атӑпа тата! Пӑртакран вӑл картишне тухрӗ. Эп — ун хыҫҫӑн. Вӑл сукмакран пӑрӑнчӗ те кӗлет патнелле кайрӗ. Эпӗ ун йӗрӗсем ҫине пӑхрӑм та — ман такансем, икӗ ҫул хушшинче те хӑпӑнса ӳкмен!

— Мӗншӗн эсӗ, ылханлӑ старик, ун чух ним те каламарӑн? Мӗншӗн кирлӗ ҫӗре евит тумарӑн? — Давыдовӑн пичӗ пӗҫерме пуҫларӗ, ҫилленнипе, тарӑхнипе, вӑл чышкипе сӗтеле ҫапса илчӗ.

Анчах Шалый та ун ҫине ытла йӑвашшӑнах пӑхмарӗ.

— Эсӗ мӗн, йӗкӗт, хӑвӑнтан ухмахрах ҫынсем шыратӑн-и? Кун ҫинчен эпӗ санран маларах шухӑшланӑ. Ну, эпӗ следователе ҫакӑн хыҫҫӑн виҫӗ эрнерен пӗлтернӗ пулӑттӑм, анчах крыльца ҫинчи леш йӗр ӑҫта вара? Хамах ухмах пулса юлаттӑм.

— Санӑн ҫав кунах каламалла пулнӑ! Йӗрӗнчӗк хӑравҫӑ эсӗ, эсӗ Островновран хӑранипе ҫеҫ ҫапла тунӑ, факт!

— Ун пек ҫылӑх та пулнӑ, — ҫӑмӑллӑнах килӗшрӗ Шалый. — Островновпа йӳҫӗллӗ пулма хӑрушӑ… Пӗр вунӑ ҫул каялла, вӑл ҫамрӑкрах чух, вӗсем утӑ ҫинче Антип Грачпа килӗштереймен, ҫапӑҫса кайнӑ, Антип ӑна самаях хӗртнӗччӗ. Тепӗр уйӑхран вара ҫӗрле Антипӑн лаҫӗ ялкӑшма пуҫларӗ. Лаҫӗ ҫурчӗпе юнашарах ларатчӗ, ҫил вара ҫав ҫӗр вӑйлӑччӗ, ҫитменнине тата лаҫ енчен тӳрех ҫурт енне вӗретчӗ, ҫапла вара ҫурт та ҫунма пуҫларӗ. Вутпа пӗтӗм кил-ҫурчӗ ҫунса кайрӗ, сарайӗсем те юлмарӗҫ. Ӗлӗк Антипӑн ҫаврака лайӑх ҫуртчӗ, халӗ вара саманран тунӑ пӗчӗк пӳртре пурӑнать. Лукичпа ҫыхлансан ҫапла вӑл. Унӑн ӗлӗкхи ҫилли те сӗврӗлмест, хальхи ҫинчен вара калаҫмалли те ҫук. Анчах ӗҫ, йӗкӗт, кунта мар. Хам мӗн курни-шухӑшлани ҫинчен ҫавӑнтах милиционера калама хӑймарӑм эпӗ — хӑймарӑм та хӑрарӑм та: хуторта ун пек таканпа пӗр Яков Лукич кӑна ҫӳренине пӗлмен-ҫке-ха эпӗ. Тӗрӗслемелле пулнӑ — граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче ҫур хутор акӑлчан ботинкипе ҫӳренӗ. Тепӗр сехетрен вара Хопровсен крыльцине такам та пырса таптарӗ пулӗ, унта тӗве ури йӗрне те лаша ури йӗрӗнчен уйӑрса илме май ҫукчӗ пулӗ. Вӑт мӗнле япала вӑл, йӗкӗт, пӗтӗмпех шухӑшласа пӑхсан, ытла ансат япалах мар. Паян вара эпӗ сана косилкӑсем пӑхма мар, санпа тӳрӗрен калаҫма чӗнсе илтӗм.

— Ытла кая юлса шут тытнӑ эсӗ, — ӳпкелесе каларӗ Давыдов.

— Халлӗхе кая юлман-ха, анчах эсӗ куҫна халӗрех уҫмастӑн пулсан, вара кая юлма та пулать, ҫакна эпӗ сана тӗп-тӗрӗс калатӑп.

Давыдов кӑштах чӗнмесӗр ларчӗ, вара сӑмахӗсене тӑрӑшса суйласа, ҫапла тавӑрчӗ:

— Ман пирки, Сидорович, ман ӗҫ пирки эсӗ тӗрӗссине нумай каларӑн, ҫавӑншӑн спаҫҫибӑ сана. Хам ӗҫе манӑн урӑхла йӗркелесе ямалла, факт! Анчах ҫӗнетсен ӑна шуйттан тӳрех курать!

— Ку тӗрӗс, — килӗшрӗ Шалый.

— Тата сана ӗҫшӗн мӗнле тӳлемеллине те ҫӗнӗрен пӑхса тухӑпӑр. Ӑна ҫийӗнчех ярса илеймен пулсан, Островнов таврашӗнче те ҫӳремелле пулать. Кунта вӑхӑт кирлӗ. Анчах пирӗн калаҫу ҫинчен эсӗ никама пӗр сӑмах ан кала. Илтетӗн-и?

— Шӑпӑрт! — шантарчӗ Шалый.

— Тен, тата мӗн те пулин калӑн? Атту эпӗ халӗ шкула каятӑп, заведующипе калаҫмалли пур.

— Калатӑп. Пӑрах эсӗ пачах Лукерьйӑна! Вӑл сана, йӗкӗт, тӗп тӑвать…

— О, шуйттан пуҫӗ! — тарӑхса каласа хучӗ Давыдов. — Ун ҫинчен калаҫрӑмӑр ӗнтӗ, ҫитет. Эпӗ сана юлашкинчен мӗнле те пулин кирлӗ япала калӑн тесе, эсӗ вара каллех ӗлӗкхине…

— Эсӗ ан вӗрилен, эсӗ ватӑ ҫынна тимлӗрех итле. Эпӗ сана суйса каламастӑп, тата эсӗ юлашки вӑхӑтра вӑл санпа ҫеҫ ҫӳременнине те пӗл… Ҫамкуна пуля ан шӑтартӑр тесен, пӑрах эсӗ ӑна, йыт амине, ӗмӗрлӗхех!

— Кам мана петӗр-ха ара?

Давыдов, ӗненмесӗр, пирченнӗ тутисемпе кӑшт кулса илчӗ, Шалый ҫакна асӑрхарӗ те урсах кайрӗ:

— Мӗн шӑл йӗретӗн эсӗ? Эсӗ, суккӑр этем, халӗ те чӗрӗ пулнӑшӑн турра тав ту! Анчах мӗншӗн сана мар, Макара пенӗ-ха вӑл? Ниепле те ӑнланма пултараймастӑп.

— Кам ара «вӑл»?

— Тимошка Рваный, акӑ кам! Мӗн тума кирлӗ пулнӑ ӑна Макар — ӑнланмастӑп. Эпӗ сана асӑрхаттарас тесе ятарласа чӗнтӗм, эсӗ вара ман Ваняткӑран та ытларах шӑл йӗретӗн.

Давыдов хӑйне хӑй сисмесӗрех аллине кӗсйине чикрӗ, кӑкӑрӗпе сӗтел ҫинелле ӳпӗнчӗ.

— Тимошка? Ӑҫтан вӑл?

— Тарса ҫӳрет. Атту ӑҫтан пултӑр?

— Эсӗ курнӑ-и ӑна? — шӑппӑн, пӑшӑлтатнӑ пекех ыйтрӗ Давыдов.

— Паян пирӗн юнкун-и?

— Юнкун.

— Апла-тӑк, эпӗ ӑна шӑмат каҫ сан Лушкупа пӗрле куртӑм. Вӑл каҫхине пирӗн кӗтӳрен ӗне таврӑнмарӗ, ӑна, путсӗре, шырама кайнӑччӗ. Ҫур ҫӗр ҫитеспе ӑна, ҫӗр ҫӑтманскере, килелле хӑваласа килетӗп те ҫапла хутор патӗнче вӗсен тӗлнех пултӑм.

— Пӑтраштармарӑн-и эсӗ?

— Тимошкӑна санпа пӑтраштарнӑ тетӗн-и? — мӑшкӑлчахлӑн кулса илчӗ Шалый. — Ҫук, йӗкӗт, куҫсем манӑн ватӑ пулсан та ҫивӗч. Вӗсем тӗттӗмре пӗр-пӗр выльӑх аташса ҫӳрет, тесе шутларӗҫ пулмалла, эпӗ вара ун хыҫӗнчен пыратӑп, ҫавӑнпа мана вӗсем ҫийӗнчех асӑрхаман та. «Тю, шуйттан, ку ӗне, Тимоша, эпӗ ҫын тесе», — терӗ Лушка. Анчах эпӗ те ҫавӑнтах. Лушка малтан сиксе тӑчӗ, ун хыҫҫӑн Тимошкӑ. Илтетӗп — затворне уҫса хупрӗ, хӑй чӗнмест. Вара эпӗ вӗсене лӑпкӑн кӑна: «Ларӑр, ларӑр, ырӑ ҫынсем! Эпӗ сире кансӗрлеместӗп, ӗне хӑваласа килетӗп авӑ, ӗне кӗтӳрен юлнӑ…» — терӗм.

— Ну, халь пӗтӗмпех паллӑ, — Шалыя мар, хӑйне хӑй каларӗ Давыдов; сак ҫинчен йывӑррӑн тӑчӗ.

Сулахай аллипе вӑл тимӗрҫе ыталаса илчӗ, сылтӑммипе хыттӑн унӑн чавсине чӑмӑртарӗ.

— Пуриншӗн те тав сана, хаклӑ Ипполит Сидорович! Каҫхине вӑл Нагульновпа Разметнова хӑй Шалыйпа мӗн калаҫни ҫинчен каласа кӑтартрӗ, районти ГПУ уйрӑмне хутора Тимофей Рваный килни ҫинчен ҫийӗнчех пӗлтерме сӗнчӗ. Анчах ҫак хыпара питӗ лӑпкӑн кӗтсе илнӗ Нагульнов ҫакна хирӗҫ пулчӗ.

— Ниҫта пӗлтерме те кирлӗ мар. Вӗсем пирӗн пӗтӗм ӗҫе пӑсса ҫеҫ хураҫҫӗ. Тимошка ухмах мар, вӑл хуторта пурӑнас ҫук, районтан пӗр-пӗр гепеушник килсенех, вӑл ҫакна ҫийӗнчех пӗлет те унтан тухса тарать.

— ГПУран вӑрттӑн, ҫӗрле килсен, ӑҫтан пӗлме пултартӑр-ха ара вӑл? — ыйтрӗ Разметнов.

Нагульнов ун ҫине кӑмӑллӑн та мӑшкӑлчахлӑн кулкаласа пӑхса илчӗ:

— Санӑн ача ӑсӗ, Андрей. Кашкӑр сунарҫа хӑй малтан курать, кайран вара — сунарҫӑ ӑна.

— Мӗн сӗнетӗн вара эсӗ? — ыйтрӗ Давыдов.

— Парӑр мана пилӗк-ултӑ кун срок, вара эпӗ сире Тимошкӑн виллине, е ӑна чӗрӗ халлӗнех килсе парӑп. Ҫӗрлесенче эсир, Андрейпе иксӗр, ҫапах та сыхланӑр: хваттерӗрсенчен ытла ҫӗре юлса ан тухӑр, ҫутӑ ан ҫутӑр, вӑт, ҫакӑ ҫеҫ, сирӗн урӑх ним те тумалла мар. Малалла — ман ӗҫ.

Нагульнов хӑй мӗн шутласа хуни ҫинчен тӗплӗн каласа памарӗ.

— Мӗнех вара, хӑтлан эппин, — килӗшрӗ Давыдов.

Анчах асту — вӗҫертетӗн Тимофея, унтан вӑл таҫта та тарса кайӗ, вара ӑна ӗмӗрне те шыраса тупаймӑпӑр.

— Ан хуйхӑрӑр, тараймӗ, — лӑпкӑн йӑл кулса шантарчӗ Нагульнов, вара, тӗксӗм куҫ хупаххисене антарса, самантлӑха вутӑн-хӗмӗн ҫиҫсе илнӗ куҫӗсене пытарчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех