Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IV. Каллех Марко патӗнче

Пай: Пусмӑрта –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

Хушнӑ: 2019.12.02 01:08

Пуплевӗш: 145; Сӑмах: 1808

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кралич тарса хӑтӑлнине тӗшмӗртсен, Марко, хапха уҫрӗ те хӑй умӗнче онбашипе жандармсем тӑнине курах кайрӗ. Лешсем картишнелле хӑра-хӑра кӗчӗҫ.

— Мӗн пулса иртнӗ кунта, Марко чорбаджи? — ыйтрӗ Онбаши.

Марко ытлашши темӗнех пулман тесе лӑпкӑн каласа пачӗ; хӑравҫӑ тарҫӑн темӗне пула сехри хӑпнӑ имӗш. Инкек-синкек пуласран чунне кантарнӑ онбаши ҫапла каланипе килӗшрӗ те, вара вӗсем хӑйсем тӗллӗнех тухса кайрӗҫ.

Марко хапхине хупма та ӗлкӗреймерӗ, ун патне кӳрши пырса кӗчӗ.

— Ну, мӗнле, Марко бай, инкек иртрӗ-и?

— Э, Иванчо иккен-ха, кӗрех, пӗрер курка кофе ӗҫӗпӗр.

Вӗсем патне пӗр ҫӳллӗ ҫамрӑк ҫын чупса ҫитрӗ.

— Ырӑ каҫ сунатӑп, Марко бай. Арсенӑр мӗнлерех халь сирӗн? — хапха патне ҫитиччен ыйтрӗ вӑл.

— Кӗр-ха, кӗр, тухтӑр…

Килнӗ хӑнасене Марко тӗпелелле ирттерчӗ, йӑлтӑркка йӗс карӑнтӑкри ҫуртисене ҫутса ячӗ.

Хӑна йышӑнмалли пӗчӗк пӳлӗмре ҫутӑ, тирпейлӗ. Кунта ытла чечен япала пӗртте ҫук, сӗтел-пукансене йӗркипе ларта-ларта тухнӑ. Урайне чӑпар палассем сарнӑ, хыҫлӑ икӗ сакне килте тӗртсе тунӑ хӗрлӗ кавирсемпе витнӗ. Стена хӗрринче тимӗр кӑмака тӑрать, хутасса ӑна хӗл кунӗнче кӑна хутаҫҫӗ, ҫу кунӗнче пӳрте илем кӗртет тесе тытаҫҫӗ. Ӑна хирӗҫ турӑш пур, турӑш умӗнче лампада ҫунать. Турӑш икӗ енӗпе иккунсем ҫӑкӑнса тӑраҫҫӗ, вӗсен хыҫӗнче турра кӗл туса ҫӳрекенсем парса хӑварнӑ тӗрлӗрен кулӑшла ӳкерчӗксем курӑнаҫҫӗ. Иккунӗсене тахҫан авал ӳкернӗ. Иваница карчӑк ҫавӑнпа вӗсене, авалхи хӗҫ-пӑшал пуҫтарасшӑн ҫунакан ҫын пек, пит хисеплесе пӑхать. Вӗсенчен пӗрне, чи авалхине, — тӗнчере урӑх ун пекки ниҫта та ҫук пуль — вӑл куҫ шӑрҫине сыхланӑ пек сыхлать. Ҫав чаплӑ иккуна Иваницӑн мӑн аслашшӗ Арсений хаджи пуп ӳкернӗ пулать имӗш, ӳкерессе те ал пӳрнипе мар иккен, ура пӳрнисемпе ӳкернӗ тесе мухтанса калать Иваница карчӑк. Вӑл суйса калать теме никам та асне илмен курнать ҫав — ун сӑмахӗсем чӑнах пуль тесе те шухӑшламалла. Турӑш тӑррине утмӑл турат чечек ҫыххипе вирӗм кунӗ илсе килнӗ хӑва турачӗ тирсе хунӑ. Халӑх сӑмахне шанас пулсан, пӳрт-ҫурта сиплӗх те сӑвап та кӳреҫҫӗ имӗш. Стенасем тӑрӑх шурӑ турилкке тавраш хумалли ҫӳлӗксем тӑва-тӑва тухнӑ — вӑл ӗнтӗ кашни тирпейлӗ ҫуртӑн чи кирлӗ тупри-ха, кӗтессене чечек чӳлмекӗсем вырнаҫтарнӑ. Стенасем ҫине вӑрӑм чӑпӑклӑ та янтар чӑпӑклӑ чӗлӗмсем ҫакса янӑ, пуҫӗсене вӗсенне ылтӑнпа сӑрланӑ; вӗсемпе халь тинех усӑ курмаҫҫӗ, илем вырӑнне кӑна тытаҫҫӗ. Марко, тӑван еткер йӑлине пӑхӑнса, хӑй валли туртмашкӑн пӗртен пӗр «чӑпӑкнӗ» кӑна хӑварнӑ. Чӳречесене хирӗҫ стенана вара «ӳкерчӗк галерейӗ» темелле. Ку ӗнтӗ Марко байӑн «эрмитажӗ». Унта Румынирен илсе килнӗ литографи упранать, вӗсене пурне те ылтӑн сӑрлӑ рамӑпа вырнаҫтарнӑ. Ҫак хӑйне евӗр литографисем ҫавӑн чухнехи илем виҫи ытла чаплах пулманнине кӑтартаҫҫӗ.

Пӗрремӗш литографире нимӗҫ кил-ҫуртӗнчи йӑли-халине кӑтартать; иккӗмӗшӗнче — Абдул-меджид султан ут утланнӑ, хӑй тавра ҫывӑх ушкӑнӗ тӑрать, виҫҫӗмӗшӗнче тата Крым вӑрҫине кӑтартакан эпизодсем: Альма патӗнчи, Евпатори патӗнчи ҫапӑҫусем, Силистра хулине 1852-мӗш ҫулхине тӑшман ункинчен хӑтарни. Ҫав ӳкерчӗк айне вара чӑнлӑха пӑсса румын чӗлхипе «Силистра патӗнчи ҫапӑҫу» тесе ҫырнӑ пулнӑ та, анчах такамӑн ӑслӑ алли ҫав ӳкерчӗк айне пӑлхарла «Силистра патӗнчи хурах пусни!» тесе чӗрсе ҫырнӑ. Улттӑмӗш литографире Крым вӑрҫинче пулнӑ вырӑс полководецӗсен портречӗсем. Вӗсене пурне те чӗркуҫҫи таран кӑна ӳкерсе илнӗ; ҫавӑнпа Ставри пуп вӗсен урисене акӑлчансен етри тата-тата кайнӑ тесе ӗнентерме пӑхать, Иваница карчӑк вара ҫавсене «асап чӑтнӑ ҫынсем» тет.

— Кам кунта татах тӗкӗннӗ-ха ҫак асап чӑтнӑ ҫынсене? — тет вӑл ачасене, мӗнле те пулин «йӗркесӗрлӗх» асӑрхасан.

«Асап чӑтнӑ ҫынсем» ӳкерчӗкӗ тӑрринче чӗлӗхлӗ пысӑк сехет ҫакӑнса тӑрать, пуканӗсем хыҫлӑ сакӑ патне ҫити усӑнса анаҫҫӗ. Ҫав авалхи сехетӗн ӗҫлес ӗмӗрӗ тахҫанах иртнӗ ӗнтӗ: механизмӗ кивелнӗ, сиктӗрмисем хавшанӑ, циферблачӗн шурӑ пичӗ йӑлт ҫуркаланса пӗтнӗ, авӑна-авӑна кӗнӗ йӗпписем те хӑйсен вырӑнӗнче аран кӑна тытӑнкаласа тӑраҫҫӗ, ӑна сехет темелӗх те ҫук ӗнтӗ. Марко ҫапах та сехечӗ кашни чарӑнмассерен, пит тӑрӑшса та ӑсталӑхне ҫитерсе, ӑна каллех ӗҫлеттерме тытӑнать. Вӑл ӑна кирек хӑҫан та хӑй тӳрлетет: сӳтсе тӑкать, сиктӗрмине хытарать, тӗк вӗҫҫӗн йывӑҫ ҫӑвӗ сӗрет, чӑтӑмлӑрах ӗҫлеттересшӗн пулса, пӗчӗк кустӑрми тӗнӗлӗсене хут татӑкӗсем чӗркет — сехет вӑхӑтлӑха каллех чӗрӗлет, кӑшт ӗҫлекелет те татах чарӑнать. Марко шӳтлесе ҫак сехете «ӳслӗкпе аптранӑ» тет. Ҫак «чирлӗскере» Марко хӑй те, ҫуртри ытти ҫынсем те пит хӑнӑхса ҫитнӗ, сехетӗн «юн тымарӗ чарӑнсан», тепӗр майлӑ каласан, чӗлӗхӗ сулланма чарӑнсан эппин, ҫуртра пуш-пушӑ пек, тӗнче шӑпланнӑ пек туйанать. Марко сехетне ӗҫлеттересшӗн пулса сӑнчӑрне туртса хӑпартсан «ӳслӗкпе аптраканӑн» кӑкӑрӗнчен иленчӗклӗн хӑйӑлтатни-хӑрӑлтатни илтӗнсе каять те, вара кушак та сехрине хӑпартса пӳлӗмрен тухса тарать.

Ҫак «ӳкерчӗксен галерейин» мулне тата кил-йыша кӑтартакан икӗ фотографи илем кӳрет, «галерейне» ӗнтӗ «музей» тенӗ пулсан, тӗрӗсрехчӗ пуль, унта ӳкерчӗксем кӑна мар, антиквар япали — сехет те пур-ҫке-ха.

Хӑнасенчен пӗри, Соколов тухтӑр, Маркон килти лекӗрӗ-ха, вӑл чирлӗ Асене пӑхма килнӗ те кӑштах сӑмахлас кӑмӑлне уҫрӗ.

Соколов тухтӑр ҫирӗм сакӑр ҫулалла ҫитнӗ ҫамрӑк ҫын, кӑвак куҫлӑ, сарӑрах ҫӳҫлӗ, каҫӑрӑларах тӑраканскер, уҫӑ кӑмӑллӑ пит-куҫлӑ, кӑшт путишлерех ҫын, хавалӗ вӗресе тӑрать темелле, ҫӑмӑлттайлӑхӗ те пур. Тӗрексен пӗр лагерӗнче, черногори чиккинче, фельдшерта тӑнӑ чух, тӗрӗксен йӑлипе чӗлхине пит ӑста вӗренсе ҫитнӗ; каҫсерен эрех сыпкалать, онбашипе те пӗр чӗлхере, ҫӗрле вара, онбашие канӑҫ парас мар тесе, кӑмака мӑрйинчен пӑшал перет; ҫавсенчен пуҫне тата вӑл упана вӗрентет. Чорбаджисем ӑна куҫ хӗррипе кӑна пӑхаҫҫӗ, вӗсем Янели лекӗре ытларах уҫӑ кӑмӑлӗшӗн, хӑйне пысӑка хуманшӑн, тӑван ҫӗршывне хӗрсе кайса юратнӑшӑн хисеплеҫҫӗ. Тухтӑр кирек ӑҫта та чи малта — вырӑнти комитетӑн вӑрттӑн ӗҫӗнче те, туссемпе пӗрле ирттернӗ ӗҫкӗ-ҫикӗре те; ирӗк чух вӑл хӑйӗн вӑхӑтне ҫавӑнпа ирттерет. Медицина шкулӗсенче ниҫта та вӗренсе тухман вӑл, анчах ҫамрӑксем ӑна грек-лекӗртен ҫӳлерех ҫӗклес ӗмӗтпе ӑна тухтӑрах теҫҫӗ, Соколовӗ вара хирӗҫсех те тӑмасть. Чирлисене сыватас ӗҫре Соколов икӗ япалана ҫеҫ хӑйне пулӑшакансем тесе шанать — уншӑн ҫутҫанталӑк пултӑр та ҫакӑнти ту таврашӗнчи пархатарлӑ ҫӗршыв. Латынь йӗркине нимӗн те чухламанскер, вӑл эмелпе-мӗнпе аппаланмасть, унӑн пӗтӗм аптеки те пӗр ҫӳлӗкрен ытла мар. Соколов тухтӑр ҫакӑн пек меслетпе ӗҫлесе хӑйӗн конкуренчӗ хутне кӗнинчен, эппин, ним чухлӗ те тӗлӗнмелли ҫук.

Тепӗр хӑна вӑл Иванчо Йота. Ыр кӑмӑллӑ кӳршӗ ҫынни, вӑл Марко байпа сӳпӗлтетсе лармашкӑн каҫнӑ. Чи малтан кунта сӑмах каҫ пулса иртнӗ ҫуйхашу ҫинчен пулчӗ. Иванчо хӑй пӑшӑрханса тертленнине те калама тытӑнчӗ.

— Ҫапла ҫав, — терӗ вӑл, — манӑн Лала сӗтел ҫи пуҫтарма та, чашӑк-тирӗк ҫума та ӗлкӗреймерӗ, сасартӑк сирӗн картишӗрте, Марко бай, акӑш-макӑш ҫуйхашу хускалнине илтетӗп, пулсан та пӑлхану пулӗ-ши, е каварланнӑ пропагандӑ-ши, тетӗп. Йытӑ чухлӗ йытӑ та урӑхларах вӗрме тытӑнчӗ. Сехрем хӑпса тухрӗ-ҫке, тупата, ҫук ӗнтӗ, хӑраса ӳксе мар-ха, Лалӑна калатӑп: «Лала, мӗн пулчӗ-ши Марко бай патӗнче, тетӗп, ҫӳлти пӑлтӑртан пӑх-ха, мӗн пулнӑ вӗсен картишӗнче…» тетӗп. Унтан, хай шухӑшларӑм та, ҫук, терӗм, ку хӗрарӑм ӗҫӗ мар, терӗм. Акӑ хамах ҫӳллӗ пӑлтӑра хӑюллӑн хӑпартӑм. Мӗн куртӑм вара эпӗ? Сирӗн картишӗрте сӗм-тӗттӗм… «Мӗн ҫуйӑхаҫҫӗ вара, мӗнле пропаганда хускатнӑ?» — тесе ыйтрӑм хамран. «Пӗтӗм тавраш хускалчӗ», тетӗп. Лала хыҫӑмра тӑрать, хӑй пиншакӑм аркинчен тытӑннӑ. «Ӑҫта каян эс, Марко бай патне чупмастӑн-и?», тет. «Ҫук-ха, тетӗп эпӗ, унта пӗтӗмпе лӑпкӑ, чунӑм. Вӗсен картишне тухакан кӗҫӗн алӑка питӗр-ха», тетӗп.

— Ахалех пӑшӑрханнӑ эс, Иванчо, инкек тавраш пулман та пирӗн, — терӗ Марко кулкаласа.

— Эппин, — терӗ Йото, — эп каларӑм хама: конака кайса пӗлтерес пуль, Марко бай хамӑн кӳршӗ-ҫке, вӑл инкек курать пулсан, епле ун хутне кӗрес мар, терӗм. Пусмапа васкаса ҫеҫ анаттӑм, Лала мана, пӗр-пӗр пӑлхавҫӑ тейӗн, кӑшкӑрса та ячӗ… «Чарӑн эс!» — тетӗп ӑна паттӑррӑн… Хапха патне ҫитрӗм те урамалла пӑхатӑп — тӗнчипех шӑп та канӑҫлӑх.

— Марко бай, Асен ҫывӑрать пулӗ ӗнтӗ? — пуҫласаччӗ тухтӑр, еккине янӑ Иванчона мӗнле те пулин сӑмахӗнчен пӳлес тесе. Анчах лешӗ ӑна ҫийӗнчех пӳлчӗ:

— Урамра шӑпах иккенне пӗлсен, эп каларӑм вара хама: «Ҫак канӑҫлӑхран хӑрамалла та санӑн, Иванчо», — терӗм. Каялла ҫаврӑнтӑм, хыҫалти алӑкран картиш вӗҫне тухрӑм, унтан Недко бай кӗҫӗн алӑкӗнчен иртрӗм те Махмудкинсен картишне кӗтӗм, йысна ывӑлӗ Генко пуҫтарса хунӑ тислӗк купи хӗррипе пырса тӳрех конака ҫаклантӑм… Кӗретӗп хайхискер, унта-кунта пӑхкалатӑп та, сирӗн пата хурахсем кӗнӗ, картишӗнче чӑх-чӗп урнӑ пек янӑрашать тесе ним шикленмесӗр каласа патӑм.

— Пирӗн нимӗн те пулман темерӗм-и-ха сана, эс кӑлӑхах тертленнӗ, Иванчо, — шантарасшӑн пулчӗ ӑна Марко.

Урамра ҫил шавлама тытӑнчӗ, тӑвӑл хускала пуҫларӗ.

— Э, Марко бай, ыйтса пӗлме кӑштах манса каяттӑм, — сӑмах хушрӗ сасартӑк темӗн асне илнӗ тухтӑр, — каҫхине сан патна пӗр ҫамрӑк ҫын чарӑнмарӗ-и?

— Мӗнле ҫамрӑк ҫын?

— Пӗр темле ҫамрӑк ҫын, тумланасса хӑй ытла кӑйттӑ тумланнӑ, ҫынни ҫапах та интеллигентлӑ пек курӑнчӗ… Вӑл сан патна мӗнле пымаллине ыйтрӗ.

— Тем, пӗлместӗп, ман пата никам та килмерӗ, — терӗ Марко бай, хӑй ҫав хушӑрах темле иккӗленнӗ пек пулса кайрӗ, ҫавна, юрать-ха, хӑнисем асӑрхамарӗҫ. — Ӑҫта куртӑн вара эс ӑна?

— Тӗттӗм пулас умӗн вӑл мана хуса ҫитрӗ те, — тухтӑр лӑпкӑнах тӑсрӗ пуҫланӑ сӑмахне, — эп Павӑл хаджи ӳстерекен шӑлан пахчи хӗррипе иртсе пыраттӑм. Ҫав ҫын ман пата ҫитрӗ те: ырӑ ҫыннӑм, тет, эс мана калаймӑн-ши, Марко Иванов ӑҫтарах пурӑнать, тет, эп ӑна курасшӑнччӗ, тет, ку таврара эпӗ ҫӗнӗ ҫын, нихҫан та пулса курман, тет… Ӑнсӑртран тенӗ пек, эп ҫакӑнталла иртсе пыраттӑм та, атя эппин хампа пӗрле, терӗм. Утнӑ май, ӑна пӑхрӑм-пӑхрӑм та, — пӗтсе кайнӑ хӑй, начарккаскер, ура ҫинче те аран тытӑнкаласа тӑрать мӗскӗн, тумтирӗ те ҫукпа пӗрех… Тӗттӗмре куҫ та витӗр кӑтартмасть, вӑл ҫӳхе ҫӗтӗк пиншак пеккипеччӗ, тулта самай сулхӑнлатрӗ-ҫке. Вӑл ӑҫтанне ыйтмашкӑн та, мӗншӗн ҫавӑн пек тумланнине пӗлме хӑяймарӑм ӗнтӗ, анчах пит хӗрхенсе пӑрахрӑм, чунӑм та пӑшӑрхана пуҫларӗ. Пӑхрӑм та хам гарибальдийкӑна — йӑлт сӑтӑрӑнкаласа пӗтнӗ, саплӑк ҫине саплӑк лартнӑ темелле ӗнтӗ. «Эс йывӑра илмӗн-и, ырӑ ҫыннӑм, енчен эпӗ сана ҫак тумтире сӗнсе пӑхсан? — тесе ыйтрӑм. — Ҫанталӑкӗ ҫавӑн пекрех халь, шӑнса пӑсӑлма пулать». Вӑл мана тав турӗ те курткӑ илчӗ. Ҫапла эпир сирӗн тӗле ҫитсен, эп унран уйрӑлтӑм. Ҫавӑнпа эпӗ вӑл кам иккенне ыйтса пӗлес тесеттӗм.

— Никам та килмерӗ тесе каларӑм-ҫке сана.

— Тӗлӗнмелле, — тесе хучӗ тухтӑр.

— Итле, Марко бай, ҫав сирӗн хӳмӗр ҫинелле хӑпаракан ҫын пӗр-пӗр хурах пулман-ши, — ыйтрӗ Иванчо, — шавӗ-ҫуйӑхӗ ахальтен ҫӗкленмен иккен-ха.

— Э, ҫук, вӑл йӗкӗт хурах йышши мар… Хурахсене вӗсене пӗрре пӑхсах пӗлме пулать, — асӑрхаттарчӗ Соколов.

Ҫакӑн евӗр калаҫу хуҫа кӑмӑлне каймарӗ, сӑмаха урӑх еннелле ҫавӑрасшӑн пулса, вӑл Соколовран ак мӗн ыйтрӗ:

— Тухтӑр, ҫак хушӑра эс хаҫатсем пӑхкаламарӑн пуль? Герцеговинӑри пӑлхав мӗнлерех-ши халь?

— Вулама та йывӑр, Марко бай. Паттӑр халӑх тӗлӗнсе каймалла кӗрешет те, тӑшман вӑйӗ ҫаплах пысӑк пулсан, мӗнех тӑвайччӑр вӗсем?

— Герцеговинсен йышӗ те сахал-ҫке, ҫапах вӗсем хӑҫанччен тытӑнса тӑчӗҫ! Пултарас ҫук эпир вӗсем пек, — каласа хучӗ Марко.

— Тытӑнса пӑхнӑ-и вара эпир? — пӳлчӗ ӑна тухтӑр. — Эпир герцеговинсенчен пилӗк хут йышлӑрах, хамӑр вая та пӗлместпӗр-ха.

— Эх, тухтӑр, эс те пулин апла ан кала-ха, — терӗ Марко. — Герцеговинсем вӗсем хӑйне, эпир — хамӑра; эпир тамӑк варӗнче пурӑнатпӑр; кӑшт хускалсанах пурсӑмӑра та касса ваклаҫҫӗ. Пулӑшу та ниҫтан кӗтме ҫук.

— Эпир тытӑнса пӑхнӑ-и вара тетӗп эп каллех? — хӗрсе, кайса ыйтрӗ тухтӑр. — Пире нимӗнсӗрех касаҫҫӗ те тураҫҫӗ. Ытларах чӑтнӑҫемӗн пире ытларах пӗтереҫҫӗ. Ҫав айӑпсӑр Ганчо ача мӗн тунӑ-ха вӗсене? Ӗнер ав унӑн пуҫне касса татнӑ. Пире ҫакса вӗлерессипе хӑратаҫҫӗ, пусмӑра хирӗҫ тӑма хӑтлансан, Эмексиз-Пехливан йышшисем ҫав хушӑра чарусӑр иртӗхсе пире пӗтереҫҫӗ. Ӑҫта унта йӗркелӗх? Ҫак асапа чунсӑр ҫын та чӑтса ирттереймест. «Алан та чӗри пур» теҫҫӗ пирӗннисем ҫавӑн пек чухне.

Иваница карчӑк пырса кӗчӗ.

— Эсир пӗлетӗр-и-ха, — терӗ вӑл. — Пена паҫӑр, тӑвӑл хускалас умӗн, пӑшалпа пенине илтнӗ… Мӗне пӗлтерме пултарать вара ку?.. Ах тупата, каллех пӗр-пӗр турӑ ҫыннин чунне татрӗҫ пуль…

Марко чӗтренсе илчӗ, сӑнран та улшӑнса кайрӗ. Кралич инкеке-мӗне лекмен-ши, тесе шухӑшласа илчӗ. Чӗри хӑйӗн хӗссе-хӗссе ыратма тытӑнчӗ, вӑл ҫавна пытарса тӑма та пултараймарӗ.

— Марко бай, мӗн пулчӗ сире? — унӑн пӑшӑрханнӑ пит-куҫӗнчен тинкерсе пӑхрӗ тухтӑр.

Ҫумӑр ҫума чарӑнчӗ. Хӑнасем кайма тӑчӗҫ. Халӗ ҫеҫ пӗлнӗ хыпара пула пӑшӑрханнӑ Марко вӗсене чарса тӑмарӗ.

— Чӳрече хупӑнни ҫапла туйӑнчӗ пуль тарҫа… Ан хӑрӑр! Паттӑртарах пулмалла! — хастарланчӗ Иванчо Йота. — Иваница инке, мӗнле-ха унта, кӗҫӗн алӑкӑр уҫах-и? Ман картишне тухаканне калатӑп?

Марко тухтӑра хапха патне ҫити ӑсатнӑ хушӑра Иванчо кӗҫӗн алӑк патнелле васкарӗ, ӑна арӑмӗ уҫса кӗртрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех