Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 10-мӗш сыпӑк. Йытӑ улани инкек пулассине систерет

Пай: Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени

Автор: Феодосия Ишетер

Ҫӑлкуҫ: М. Твен. Том Сойер темтепӗр курса ҫӳрени. Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 232 с.

Хушнӑ: 2019.06.14 17:06

Пуплевӗш: 203; Сӑмах: 1926

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ачасем малалла та малалла, хула патнелле, чупрӗҫ. Сехри хӑпнӑ вӗсен. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӗсем, хӑйсене хыҫалтан хӑваласран хӑранӑ пек, каялла ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхрӗҫ. Хӑйсен ҫулӗ ҫинче тӗл пулакан кашни тункатах вӗсемшӗн чӗрӗ ҫын пек, тӑшман пек туйӑнчӗ, ӑна курсан, вӗсен сывлӑш тӑвӑрлана-тӑвӑрлана килчӗ. Вӗсем хула хӗрринче ларакан йывӑҫ пӳртсем ҫумӗн чупса пынӑ чухне йытӑсем вӑранчӗҫ те вӗрме тапратрӗҫ. Вӗсем вӗрнине илтсен, ачасен ҫунатсем шӑтнӑ пекех пулчӗҫ.

— Ӗлӗкхи сӑран савӑчӗ патне чупса ҫитмешкӗн ҫеҫ вӑл юлтӑрччӗ, — терӗ Том шӑппӑн, сывлӑшне аран ҫавӑрса. — Эпӗ халех кайса ӳкес пекех туйӑнать.

Гекльберри ӑна хирӗҫ мӑшлата-мӑшлата пашкарӗ. Ачасем куҫӗсене илмесӗр сӑран савӑчӗ ҫинелле пӑхрӗҫ, вӗсен епле пулсан та ҫавӑнта ҫитесси килчӗ, унта ҫитесчӗ тесе, вӗсем юлашки вӑйӗсене пухса чупрӗҫ. Юлашкинчен, вӗсем ун патне чупса ҫитрӗҫ те, уҫӑ алӑкӗ витӗр хулпуҫҫи ҫумне хуллуҫҫипе ҫыпҫӑнса шалалла чупса кӗрсе, ҫавӑнтах урайне, пушӑ ҫуртри салху тӗттӗмлӗхе кӗрсе ӳкрӗҫ.

Вӗсем питӗ хӗпӗртерӗҫ, анчах хӑйсем шутсӑрах ывӑннӑ. Хуллен-хуллен вӗсем сывлӑш ҫавӑрса илчӗҫ, вара Том хуллен ҫапла каларӗ:
— Гекльберри, эсӗ мӗнле шухӑшлатӑн, мӗн пулать-ши?

— Робинзон тухтӑр вилет пулсан, ҫакӑнса тӑмалли пулать пулӗ тесе шухӑшлатӑп эпӗ.

— Апла пулас ҫук!

— Вӑл пулатех ӗнтӗ.

Том шухӑша кайрӗ те тепӗр минутран ҫапла ыйтрӗ:
— Кам каласа кӑтартать вара?
Эпир-и? — терӗ.

— Мӗн пуплетӗн эсӗ? Апла юрать-и вара? Ун пекки пулсан, тата Джо индееца ҫакса вӗлермесен, вӑл пире пӗтерет вӗт. Вара пирӗн вилӗмрен хӑтӑлмалли май та ҫук. Вӑл, чӑнах та, халӗ кунта иксӗмӗр урайӗнче выртнӑ пекех пулать.

— Эпӗ хам та ҫапла шухӑшлатӑп, Гек.

— Камӑн та пулин кайса каламалли пулсан, ҫакна Мефф Поттер кайса калатӑр; унӑн ҫакна тума айванлӑхӗ те ҫитет пулӗ? Ялан ӳсӗр ҫӳрет…

Том чӗнмесӗр тӑчӗ, вӑл каллех шухӑша кайрӗ. Юлашкинчен вӑл кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле ҫапла каларӗ:
— Гек, Мефф Поттер нимӗн те пӗлмест вӗт-ха…
Вӗлерни ҫинчен вӑл ӑҫтан кайса калама пултарать-ха?

— Епле апла нимӗн те пӗлмест!

— Ҫаплах, Джо индеец тухтӑра лӑп ҫав тапхӑрта, тухтӑр Поттера хӑмапа пуҫран панӑ хушӑра, ҫӗҫӗпе чикрӗ вӗт-ха. Ӑҫтан вӑл курма пултартӑр-ха? Вӗлерни ҫинчен вӑл ӑҫтан пӗлме пултартӑр?

— Ах, хӑямат, чӑнах та ҫапла вӗт!

— Ҫитменнине тата, эсӗ шутла-ха, ҫавӑн пек ҫапнӑранах-и, тен, Поттер йӑлтах пуҫтарӑнса выртнӑ.

— Ҫук, Том, ун пек пулас ҫук пулӗ. Унӑн ӑшчиккинче эрех пулнӑ вӗт. Эпӗ ӑна тӳрех сисрӗм. Тата вӑл яланах ӳсӗр ҫӳрет. Манӑн атте эрех кӳпсе тултарсан, ӑна пуҫран темӗнте те ҫапма пулать… Хӑть чиркӳпе ҫап, нимӗн те пулас ҫук, чӑнах. Вӑл хӑй те ҫапла каланӑччӗ — темиҫе хут та! Мефф Поттерна та ҫавнашкалах ӗнтӗ. Поттер урӑ пулнӑ пулсан, тата пуҫран ҫавӑн пек парсан, тен, вӑл вилсе те каятчӗ пулӗ… халӗ эпӗ пӗлместӗп, апла пулӗ тесе шухӑшламастӑп.

Том каллех хӑй шухӑшне шухӑшлама пуҫларӗ.

— Гек, эсӗ ӑнсӑртран каласа ярас ҫук тесе хӑвна шанатӑн-и? — терӗ вӑл нумайччен чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Калас килет-и, килмест-и, Том, пирӗн шарламалла мар. Хӑвах пӗлетӗн, ҫав шуйттан метисӗ… Эпир лӑпӑртатас пулсан, ӑна ҫакса вӗлермесен, вӑл пире, кушак ҫурине путарнӑ пекех, шыва путарӗ… Итле-ха, Том! Тавай пӗр-пӗрне тупа туса, чӗлхесене ҫыртса ҫӳретпӗр тесе сӑмах паратпӑр.

— Тӗрӗс, Гек. Ку чи лайӑххи пулать. Эппин, аллуна ҫӗкле те тупа ту…

— Э-э! Ҫук, апла юрамасть. Вӑл ахаль ӗҫсенче, пустуй япаласенче ҫеҫ, пуринчен ытла хӗрачасемпе тупа тумӑ чухне лайӑх, мӗншӗн тесен вӗсем юлашкинчен ҫапах улталаса хураҫҫӗ, пӑртак ҫилленсенех лӑпӑртатса кӑтартаҫҫӗ. Ҫакӑн пек пысӑк ӗҫре ҫырнӑ килӗшӳ кирлӗ. Юнпа ҫырни.

Том пӗтӗм чултан ҫав шухӑша ырларӗ. Вӑл шухӑш вӑрттӑнла та, салху та, хӑрушӑ та пулчӗ. Ҫитменнине, вӑл ку тӗлте пулнӑ пур ӗҫсемпе те, таврари япаласемпе те, ҫӗрлехи вӑхӑтпа та пӗтӗмпех килӗшсе тӑчӗ. Том урайӗнчен уйӑх ҫутипе йӑлтӑртатса выртакан таса хыр хӑма татӑкки илчӗ, кӗсйинчен хӗрлӗ сӑрӑ татӑкки туртса кӑларчӗ, хӑма татӑкӗ ҫине ҫутӑ ӳкмелле ларчӗ те ҫакӑн пек йӗркесем чӗркелесе ҫырчӗ; ҫӳлтен аялалла аннӑ кашни йӗрех вӑл чӗлхипе пулӑшрӗ, ҫавӑн чухне чӗлхине шӑлӗсем хушшине пӑчӑрта-пӑчӑрта тытрӗ, аялтан ҫӳлелле йӗр тунӑ чухне чӗлхине кӑларчӗ.

Гек Финн тата Том Сойер эпӗр —
иксӗмӗр те тупа тӑватпӑр.

Ҫак ӗҫ тӗлӗшӗнчен чӗлхене
ҫыртса ҫӳретпӗр тесе,
пӗр сӑмах та пулин лапӑртатсан,
пирӗн ҫав вырӑнтах
вилсе выртмалла пултӑр.

Том ҫырма пӗлнинчен тата унӑн питех аван стильне курса, Гекльберри хӗпӗртесе ӳкрӗ. Вӑл ҫанӑ вӗҫӗнчен булавка туртса кӑларчӗ те хӑйӗн пӳрнине чикесшӗн пулчӗ, анчах Том ӑна чарчӗ:
— Тӑхта!
Ун пек ан ту. Вӑл пӑхӑр булавка. Унӑн ҫинче симӗс тутӑхни пулма пултарать.

— Симӗс тутӑхни? Мӗнле япала вара вӑл?

— Наркӑмӑш йышши япала. Ҫӑтса пӑх-ха — курӑн. Том хӑйӗн йӗпне чӗркесе лартнӑ ҫипне сӳтрӗ те, ачасем иккӗшӗ те черечӗпе хӑйсен пӳрнисене йӗппе чикрӗҫ, вӗсенчен пӗрер тумлам юл пӑчӑртаса кӑларчӗҫ.

Темиҫе хутчен ҫавӑн пек туса тата перо вырӑнне кача пӳрнипе усӑ курса, Том аяла хӑйӗн ячӗн малти саспаллисене ҫырчӗ, унтан Гекльберрине Г. тата Ф. епле ҫырмаллине вӗрентрӗ, вара килӗшӗве алӑ пусса ҫиреплетрӗҫ. Вӗсем, чаплӑн, йӑла-йӗркене пӑхӑнса тата тӗрлерен сӑмахсем каласа, хӑма татӑккине стена ҫумнех алтса чикрӗҫ, — ҫапла хамӑр чӗлхесене ҫыхӑнтарса тӑракан сӑнчӑрсене ӗмӗрлӗхех ҫӑраҫҫипе питӗрсе хутӑмӑр, ҫӑраҫҫине таҫта инҫете-инҫетех ывӑтса ятӑмӑр, тесе шутларӗҫ вӗсем.

Ҫурри ишӗнмӗ ҫуртӑн тепер вӗҫӗнчен пӗр темӗнле кӗлетке йӑпшӑнса кӗчӗ, анчах ачасем ӑна курмарӗҫ.

— Том, — терӗ Гекльберри шӑппӑн, — халӗ ӗнтӗ эпир лӑпӑртатса кӑтартас ҫук… нихҫан та тесе шанса тӑратӑн-и эсӗ?

— Паллах, шанса тӑратӑп. Кирек мӗн пулсан та, эпир шарламастпӑр. Каласан, эпир ҫавӑнтах вилсе выртатпӑр вӗт. Эсӗ манса кайрӑн-и-мӗн?

— Апли апла та-ха…

Вӗсем татах тепӗр хушӑ пӑшӑлтатрӗҫ. Сасартӑк вӗсенчен инҫехре те мар, пӗр вунӑ утӑмра тенӗ пек ҫеҫ, вӑрӑммӑн та салхуллӑн улани илтӗнсе кайрӗ.

Ачасем хӑраса пӗр-пӗрин ҫумнелле пӑчӑртанчӗҫ.

— Кам ҫине пӑхса улать вӑл? — терӗ Гекльберри шӑппӑн, сывлӑш ҫавӑраймасӑр. — Сан ҫине е ман ҫине?

— Пӗлместӗп… шӑтӑк витӗр пӑх! Хӑвӑртрах!

— Ҫух, эсӗ пӑх!

— Пӑхма пултараймастӑп… пултараймастӑп эпӗ, Гек.

— Тархасшӑн, Том. Акӑ каллех…

— О, турӑҫӑм, питех хӗпӗртерӗм эпӗ! — терӗ Том шӑппӑн. — Эпӗ вӑл уланине палласа илтӗм: вӑл Булл Харбисон йытти.

— Турра тав, эппин! Манӑн пӗтӗмпех сехре хӑпнӑччӗ, — вӑл ҫапкаланчӑк йытӑ тесе шутланӑччӗ эпӗ.

Йытӑ каллех улама тытӑнчӗ. Ачасен каллех хӑранипе сехрисем хӑпрӗҫ.

— Ох, ҫук! Ку Булл Харбисон йытти мар, — терӗ Гекльберри шӑппӑн. — Тепӗр хут пӑх-ха, Том!

Том, хӑранипе чӗтресе, шӑтӑкран пӑхрӗ те аран илтӗнмелле, хуллен ҫапла каларӗ:
— Ой, Гек, вӑл ҫапкаланчӑк йытӑ! — терӗ.

— Пӑх, Том, часрах пӑх: кам ҫине пӑхса улать вӑл?

— Иксӗмӗр ҫине те пӑхса улать пулмалла. Эпир юнашарах вӗт, пӗр-пӗрин ҫывӑхӗнчех…

— Ох, Том, пӗтрӗмӗр эпир иксӗмӗр те! Ӑҫта тӗл пулассине пӗлетӗп ӗнтӗ эпӗ. Эпӗ ҫав тери ирсӗр ача пулнӑ…

— Эпӗ тата? Ҫавӑн пек кирлӗ те мана. Шкула ҫӳремесен тата мӗн хушманнине тусан, акӑ мӗн пулать ӗнтӗ… Тӑрӑшнӑ пулсан, эпӗ Сид пекех лайӑх пулма пултараттӑм, анчах ҫук ҫав, эпӗ тӑрӑшмарӑм. Ку хутӗнче инкекрен хӑтӑлсан, эпӗ кун каҫипех, ҫӗр каҫипех вырсарникунхи шкулсенче ирттеретӗп.

Том хуллен ӗсӗклеме тытӑнчӗ.

— Эсӗ хӑвна ирсӗрскер тетӗн-и-ха? — Гекльберри те нӑйкӑшма пуҫларӗ. — Эсӗ, Том Сойер, хӑямат, манпа танлаштарсан, чӑн-чӑнах ангел пек. Эй, тур-тур, ҫурри таран пулин те манӑн сан пек «ирсӗр» пуласчӗ.

Том куҫҫульне ҫӑтса ячӗ те шӑппӑн:
— Пӑх-ха, Гекки, пӑх! — вӑл пирӗн паталла ҫурӑмне кӑтартса тӑрать! — терӗ.

Гек пӑхрӗ те, унӑн чӗри хӗпӗртесе кайрӗ.

— Чӑнах, ҫурӑмне, туршӑн та, ҫурӑмне… Вӑл малтан та ҫавӑн пек тунӑччӗ-и?

— Ҫаплах ҫав, эпӗ, ухмах, ӑна астуман та. Питӗ аван! Анчах вӑл кам ҫине пӑхса улать-ха?

— Улама чарӑннӑ, Том, хӑлхисене тӑратса лартнӑ.

— Шӑп! Мӗн вӑл? — терӗ леш шӑппӑн.

— Тем… сыснасем нӑриклетне пек. Ҫук, Том, кӑна такам харлаттарать.

— Харлаттарать? Ӑҫта-ха харлаттарать, Гек?

— Тепӗр пуҫӗнче пулмалла. Харлаттарни ҫавӑнта илтӗннӗ пек туйӑнать. Атте хӑшпӗр чухне унта сыснасемпе пӗрле ҫӗр каҫкалатчӗ, анчах шӑл ытла та хытӑ харлаттарать, — тӗреклӗрех тӑмасан, ураран та ӳкерӗ. Ҫитменнине тата, вӑл ҫак пӗчӗк хулана урӑх килес те ҫук пулӗ, тетӗп.

Ачасен чунӗнче каллех темтепӗр курассишӗн ҫунасси чӗрӗлсе кайрӗ.

— Гек, эпӗ ертсе кайсан, эсӗ ҫавӑнта каятӑн-и?

— Каяс килмест манӑн, Том. Тен, унта Джо индеец?

Том хӑраса ӳкрӗ. Анчах ҫавӑнта ҫитсе пӑхасси ытла та хытӑ илӗртрӗ, ҫавӑнпа та ачасем унта кайса пӑхас, терӗҫ. Хартлатни чарӑнсанах, каялла ҫаврӑнас та яра парас тесе каварлашрӗҫ вӗсем. Пӗр-пӗрин хыҫҫӑн чӗрне вӗҫҫӗн утса, вӗсем ҫывӑракан патнелле йӑпшӑнчӗҫ. Патне ҫитесси виҫ-тӑватӑ утӑм юлсан, Том темӗнле патак ҫине пусрӗ, патакӗ ҫатӑрт туса хуҫӑлса кайрӗ. Ҫывӑраканскер йынӑшса илчӗ, пӑртак хутлансарах выртрӗ, унӑн пичӗ уйӑх ҫути ӳкнӗ тӗле лекрӗ. Вӑл Мефф Поттер пулчӗ. Ҫывӑракан тапрансан, ачасен юн тымарӗсенче юн сивӗнсе ларнӑ пек пулчӗ, хӑйсем те пӗр вырӑнтах хытса кайрӗҫ. Анчах халӗ вӗсен хӑрани пӗтӗмпех иртрӗ. Вӗсем, чӗрне вӗҫҫӗн утса стенари ҫапса лартнӑ хӑмана ҫӗмӗрсе кӑларнӑ шӑтӑк патне ҫитсе, ун витӗр тухрӗҫ те сывпуллашма пуҫларӗҫ. Анчах ҫав вӑхӑтра каллех тискеррӗн, вӑрӑммӑн улани илтӗнсе кайрӗ.

Вӗсем каялла ҫаврӑнса пӑхрӗҫ те Поттер выртнӑ ҫӗртен икӗ утӑмра ют йытӑ тӑнине курах кайрӗҫ. Унӑн пуҫӗ Поттер еннелле пӑхнӑ, сӑмсине вӑл ҫӳлелле, пӗлӗтсем патнелле, тӑснӑ.

— Вӑл ӑна пӑхса улать иикен! — терӗҫ ачасем пӗр харӑсах.

— Пӗлетӗн-и эсӗ? Пӗрре пырса ернӗ йытӑ Джонни Миллер патӗнче лӑпах ҫур ҫӗр тӗлӗнче уланӑ, тет, — унтанпа ике эрне ҫитнӗ ӗнтӗ. Ҫур ҫӗр тӗлӗнче вӗҫекен каяк та ун патне пӳлӗме веҫсе кӗнӗ, пусма карлакӗсем ҫинче ҫав каҫ юрласа ларнӑ, ҫапах та ку таранччен ун килӗнче никам та вилмен.

— Ия, пӗлетӗп. Мӗн вара, вилмен пулсан? Гресси Миллер ҫав шӑматкунах кухньӑри вучах ҫине ӳксе шутсӑр пиҫсе кайман-и-ха?

— Апла та, анчах вӑл вилмен вӗт-ха. Вилме мар, тӳрленсех пырать.

— Юрӗ, тӑхта-ха, курӑн унта мӗн пулассине, унӑн ӗҫӗ ҫапах та Мефф Поттерӑнни пекех пӗтсе ларнӑ ӗнтӗ. Негрсем ҫапла калаҫҫӗ, вӗсем ҫав ӗҫ таврашне пӗлекен ҫынсем вӗт-ха.

Ачасем шухӑша кайса пӗр-пӗринчен уйрӑлчӗҫ.

Том хӑй ҫывӑракан пӳлӗмӗн чӳречи витӗр пырса кӗнӗ вӑхӑталла ҫӗр ирте пуҫланӑччӗ ӗнтӗ. Хывӑннӑ чухне вӑл епле те пулин шавлас марччӗ тесе тӑрӑшрӗ, вара ҫавӑнтах выртса ҫывӑрса кайрӗ. Хӑй тухса кайса темтепӗр курса ҫӳрени ҫинчен никам та пӗлмен тесе хӗпӗртерӗ вӑл. Хуллен харлаттарса выртакан Сид ҫывӑрманни ҫинчен, вӑл хӑй ҫитиччен пӗр сехет малтанрахах вӑранни ҫинчен Том пӗрре те шухӑшламарӗ.

Том вӑранса куҫ уҫнӑ ҫӗрелле Сид тумланса тухса кайма та ӗлкӗрнӗ. Тулта ҫап-ҫутӑ пулнине курсан (вӑхӑт ӗнтӗ вӑраха кайнӑ темелле), Том питӗ тӗлӗнчӗ. Мӗншӗн ӑна вӑратман-ха, мӗншен ӑна яланхи пек пырса турткаламан-ха? Ҫав шухӑш ӑна темӗн ырӑ мар пуласси ҫинчен систерчӗ. Хӑйне ыйхӑ пуснӑ пулсан та, пӗтӗм шӑмшакки ывӑннӑ пек пулсан та, вӑл пилӗк минут хушшинчех тумланса ҫитрӗ те аялалла анчӗ.

Кил-йышӗ сӗтел хушшинчех ларать, анчах вӗсем ирхи апатне ҫисе пӗтернӗ. Никам та Тома пӗр сӑмах ӳпкелесе каламарӗ, анчах пурин куҫӗсем те унтан аяккалла пӑхаҫҫӗ. Пӳлӗмре ҫав тери шӑп, ҫавӑнпа ирсӗр ӗҫ тунӑ ачан чӗри ҫӳҫенсе илчӗ. Вӑл сӗтел хушшинче ларчӗ, хӑй савӑклӑн пулма тарӑшрӗ, — тӑрӑшни ахалех пулчӗ. Никам та хирӗҫ чӗнекен пулмарӗ. Вӑл шӳт тунисене пӑхса нихӑшӗ те кулса илмерӗ, ҫавӑнпа унӑн та чӗнме пӑрахса нимӗн шарламасӑр лармалла пулчӗ, унӑн чӗрине хуйхӑ пусса илчӗ.

Ирхи апат хыҫҫӑн мӑнаккӑшӗ ӑна аяккалла илсе кайрӗ те, вӑл вара хӗпӗртесе ӳкнӗ пекех пулчӗ, мӗншӗн тесен вӑл хулӑпа ҫаптарнипех ӗҫ иртсе каять пулӗ тесе ӗмӗтленнӗччӗ. Анчах ун пек пулмарӗ. Мӑнаккӑшӗ макӑрма, йӗрме тапратрӗ. «Манӑн ватӑ чӗреме хуҫма ӑҫтан хал ҫитрӗ-ши санӑн?» — тесе ыйтрӗ вӑл. Юлашкинчен вӑл ӑна ҫапла каларӗ: «Халӗ ӗнтӗ эсӗ хӑвӑн мӗн тӑвассу килет, ҫавна тума пултаратӑн: хӑвна ху пӗтерсе хума, манӑн кӑвак пуҫӑма намӑс кӑтартма, мана тӑпра ӑшне кӗртсе вырттарма та пултаратӑн — ҫапах сана тӳрлетме май килес ҫук; эпӗ сана тӳрлетме хӑтланса та пӑхмастӑп ӗнтӗ», — терӗ.

Ҫапла калани хулӑла пин хут ҫаптарнинчен те усалтарах пулчӗ, ҫавӑнпа та Томӑн чери ӳт ыратнӑ пек мар, тата хытӑрах ыратрӗ. Вӑл та макӑрса ячӗ, хӑйне каҫарма ыйтрӗ, тӳрленетӗп тесе татах сӑмах пачӗ. Юлашкинчен мӑнаккӑше ӑна ирӗке ячӗ, анчах Том хӑйне мӑнаккӑшӗ пӗтӗмпех каҫарманнине, халӗ ӗнтӗ хӑйне ӗлӗкхи пек шанманнине туйса тӑчӗ. Вӑл ҫынсенчен аяккалла уйрӑлса кайрӗ, хӑйне питех телейсер тесе шутларӗ, ҫавӑнпа вӑл Сида тавӑрма та хӑтланса пӑхмарӗ, Сид пустуях унтан кайри алӑк витӗр тухса тарма васкарӗ. Том, хурлӑхлӑ та салхуллӑскер, шкула сӗтеренсе пычӗ те ӗнер шкула килменшӗн Джо Гарперпа пӗрле вӑл хӑй ҫурӑмне хулӑ айне пырса тытрӗ. Ҫаптарнӑ вӑхӑтра хӑйӗн чунне тата йывӑртарах хуйхӑ пуснӑ, ҫакӑн пек пустуй япаласене пӗртте сисмен ҫын еверлӗ курӑнчӗ. Том, каялла хӑй выранне пырса ларсан, парта ҫинелле чавсаланчӗ те, янах шӑммине аллисемпе тӗкӗлесе тытса, стена ҫинелле пӑхса, чул евӗрлӗ хытса кайнӑ пек пулчӗ. Унӑн куҫӗнче ҫав тери асап курӑнса тӑчӗ. Унӑн чавси темӗнле хытӑ япала ҫине тайӑннӑ. Том чылайччен туймаре ҫакна. Пӑртакран Том урӑхларах ларчӗ те, ассӑн сывласа, ҫав япалана илчӗ. Япалине хут ӑшне чӗркесе лартнӑ. Том ӑна сӳтсе пӑхрӗ. Вӑл вӑрӑммӑн хашлатса сывласа ячӗ — унӑн чӗри ҫурӑлсах кайрӗ. Ку япала унӑн камин шарикӗ иккен…

Юлашки улӑм пӗрчи тӗве пилӗкне хуҫрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех