Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Иер 3

Пай: Библи –> Иеремия пророк кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.17 11:57

Пуплевӗш: 32; Сӑмах: 543

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ҫапла калаҫҫӗ: «упӑшки арӑмне уйӑрса ярсассӑн, вӑл тепӗр арҫын арӑмӗ пулса тӑрсассӑн, кайран малтанхи упӑшки патне таврӑнма пултарӗ-и вӑл? Ҫапла тусассӑн ҫав ҫӗршыв ирсӗрленмӗ-и?» теҫҫӗ. Эсӗ вара нумай-нумай еркӗнпе аскӑнланса ҫӳрерӗн, ҫапах та Ман патӑмах таврӑн, тет Ҫӳлхуҫа. 2. Куҫна ҫӗклесе тӳпем вырӑнсем ҫине пӑхса ил-ха: ӑҫта кӑна аскӑнланмарӗҫ-ши санпа? Эсӗ вӗсемшӗн, Арави ҫынни пушхирте ларнӑ пек, ҫул хӗрринче лараттӑн, ӗнтӗ аскӑнлӑхупа, ултавупа ҫӗре ирсӗрлетрӗн. 3. Ҫавна пула ҫумӑр та ҫумарӗ, кайранхи ҫумӑр та пулмарӗ; эсӗ ун чухне те намӑса пӗлмерӗн — аскӑнлӑху сӑнранах палӑратчӗ. 4. Паянтан Мана тархаслама пуҫламӑн-и: «эй Аттем! эпӗ ҫамрӑк чухне Эсӗ мана ҫул кӑтартса пыраттӑн! 5. Вӑл яланах ҫилленсе тӑрӗ-ши вара? ҫиллине ӗмӗрех ӑшӗнче тытса тӑрӗ-ши?» тесе тархасламӑн-и? Акӑ мӗн калатӑн эсӗ, ху вара усал ӗҫ тӑватӑн, ҫав ӗҫре ӑнтарсах пыратӑн.

6. Иосия патша вӑхӑтӗнче Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Мана пӑрахнӑ Израиль хӗрӗ мӗн тунине куртӑн-и эсӗ? Вӑл кашни-пӗр ҫӳллӗ ту ҫине, кашни-пӗр лапсака йывӑҫ айне ҫӳресе аскӑнчӗ. 7. Ҫапла тунӑ хыҫҫӑн Эпӗ ӑна: «Ман патӑма таврӑн» терӗм; анчах вӑл таврӑнмарӗ; ҫакна унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея та курса тӑчӗ. 8. Израиль хӗрне, Мана пӑрахнӑскере, Эпӗ аскӑнла ӗҫӗсемшӗн хӑваласа ятӑм, уйӑрӑлни ҫинчен ӑна ҫыру ҫырса патӑм, унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея ҫакна курса та хӑраса ӳкмерӗ, вӑл хӑй те аскӑнла ӗҫсем турӗ, ҫавна Эпӗ курса тӑтӑм. 9. Аскӑнла ӗҫӗсене уҫҫӑнах тунипе вӑл ҫӗре ирсӗрлетрӗ, чулпа та, йывӑҫпа та аскӑнла ӗҫсем турӗ. 10. Апла пулин те унӑн ултавлӑ хӗр тӑванӗ Иудея Ман енне пӗтӗм чун-чӗрипе ҫаврӑнмарӗ, ҫаврӑнанҫи анчах турӗ, тет Ҫӳлхуҫа. 11. Вара Ҫӳлхуҫа мана ҫапла каларӗ: Мана пӑрахнӑ Израиль хӗрӗ ултавлӑ Иудейӑран тӳрӗрех пулчӗ. 12. Кай та ҫак сӑмахсене ҫурҫӗр енне пӑхса кала: эй Израиль хӗрӗ, пӑркаланчӑк, каялла таврӑн! тет Ҫӳлхуҫа. Сирӗн ҫине пӗтӗм ҫиллӗме ямӑп: Эпӗ — ырӑ, ӗмӗрӗпех тарӑхас ҫук, тет Ҫӳлхуҫа. 13. Хӑвӑн айӑпна ҫеҫ йышӑн: эсӗ хӑвӑн Ҫӳлхуҫа Турру умӗнче ҫылӑха кӗтӗн, кашни лапсака йывӑҫ айӗнче юттисемпе асӑхрӑн, эсир Манӑн сассӑма итлемерӗр, тет Ҫӳлхуҫа. 14. Таврӑнӑр, Манран хӑпнӑ ачамсем, тет Ҫӳлхуҫа, мӗншӗн тесессӗн Эпӗ сирӗнпе пӗрлешнӗ, сире кашни хуларан пӗрерӗн, кашни йӑхран икшерӗн уйӑрса Сиона илсе ҫитерӗп.

15. Сире Хамӑн чӗреме кӑмӑллӑ кӗтӳҫӗсем парӑп, вӗсем сире пӗлсе, ырӑ ӑслӑн кӗтсе ҫӳрӗҫ. 16. Вара ҫапла пулӗ: эсир ҫӗр ҫинче ӗрчесе йышлӑланса кайсассӑн, тет Ҫӳлхуҫа, текех Турӑ халалӗн арчи ҫинчен каламӗҫ, ун ҫинчен шухӑшламӗҫ, уншӑн тунсӑхламӗҫ, ӑна ҫӗнӗрен те тумӗҫ. 17. Ун чухне Иерусалима Ҫӳлхуҫанӑн патша пуканӗ тесе ят парӗҫ; халӑхсем пурте Ҫӳлхуҫа ячӗпе Иерусалима пуҫтарӑнӗҫ те текех хӑйсен усал чӗри еккипе пурӑнма пӑрахӗҫ. 18. Ҫав кунсенче Иудея килӗ Израиль килне пырӗ, вара ҫурҫӗр енчи ҫӗртен вӗсем Эпӗ сирӗн аҫӑрсене еткерлӗхе панӑ ҫӗре пӗрле кайӗҫ. 19. Эпӗ ҫапла каларӑм: мӗнле-ха сана ывӑлӑм вырӑнне хурас, мӗнле-ха ӑмсануллӑ ҫӗре, нумай-нумай халӑхсен чи ытарайми еткерне, сана парас? Эпӗ: эсӗ Мана «Аттем» тесе чӗнӗн тенӗччӗ, Мана пӑрахмӑн тенӗччӗ. 20. Анчах арӑмӗ упӑшкине сӗмсӗррӗн улталанӑ евӗр, Израиль килӗ, эсӗ Мана ҫапла улталарӑн! тет Ҫӳлхуҫа.

21. Сӑртсем ҫинчен Израиль ывӑлӗсем хӳхлени, тархаслани илтӗнсе тӑрать: вӗсем хӑйсен ҫулӗнчен пӑрӑнса кайнӑшӑн, Ҫӳлхуҫана, хӑйсен Туррине, манӑҫланӑшӑн йӗреҫҫӗ.

22. Таврӑнӑр, пӑлхавлӑ ывӑлӑмсем, Эпӗ сире ултавран сыватӑп. Акӑ ӗнтӗ эпир Сан патна пыратпӑр: Эсӗ — пирӗн Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр. 23. Сӑртсем ҫинче — суя-ултав ҫеҫ, тусем ҫинче — шӑв-шав ҫеҫ; чӑнах, Израиль ҫӑлӑнӑҫӗ Ҫӳлхуҫаран, хамӑр Туррӑмӑртан, килет!

24. Хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтранах ҫак йӗрӗнчӗк пирӗн аттемӗрсен ӗҫӗсене, вӗсен сурӑхне-вӑкӑрне, вӗсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене пӗтерсе пынӑ. 25. Эпир намӑс айне пултӑмӑр, ҫие кӗҫҫе витнӗ, мӗншӗн тесессӗн эпир Ҫӳлхуҫамӑр, Туррӑмӑр, умӗнче ҫылӑхлӑ ӗҫсем тунӑ — эпир те, аттемӗрсем те хамӑр ҫамрӑк чухнехи вӑхӑтран пуҫласа паянхи кунчченех Ҫӳлхуҫанӑн, хамӑр Туррӑмӑрӑн, сӑмахне итлемен.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех