Шырав
Шырав ĕçĕ:
48. Вӑл, Навуходоносор патшана Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунӑскер, ҫав тупана пӑснӑ, унран хӑпнӑ, куштанланса, чӗрине хаярлатса ярса, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, саккунӗсене пӑхӑнма пӑрахнӑ.
2 Езд 1 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
11. Патшана ларнӑ чухне Седекия ҫирӗм пӗррере пулнӑ, Иерусалимра вӑл вунпӗр ҫул хушши патшара ларнӑ, 12. вӑл хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ, малашне мӗн пуласси ҫинчен Турӑ сӑмахне пӗлтерсе калакан Иеремия пророк умӗнче те йӑвашланман, 13. вӑл хӑйне Турӑ ячӗпе тупа тутарнӑ Навуходоносор патшаран хӑпнӑ, чурӑсланнӑ, чӗрине хаярлатса ярса Израилӗн Ҫӳлхуҫа Турри енне ҫаврӑнайман.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Ун вӑхӑтӗнче Вавилон патши Навуходоносор унӑн ҫӗрӗ ҫине вӑрҫӑпа килнӗ, вара Иоаким ӑна виҫӗ ҫул пӑхӑнса пурӑннӑ та кайран унран хӑпнӑ.
2 Ҫулс 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Пирӗн аттесем йӗркесӗр пурӑннӑ, Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса пурӑннӑ, Ӑна пӑрахнӑ, Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчен хӑпнӑ, ӑна тӳртӗн тӑнӑ, 7. пӑлтӑр алӑкне хупса лартнӑ, ҫутаткӑҫсене сӳнтернӗ, Израиль Туррийӗн сӑваплӑ Ҫуртӗнче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса паракан парнесем кӳмен, ырӑ шӑршӑ тӗтӗрмен.
2 Ҫулс 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Вӑл хӑйӗн ашшӗ Манассия пекех Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ; 21. ҫӳреме те ашшӗ ҫӳренӗ ҫулпах ҫӳренӗ, ашшӗ пуҫҫапнӑ йӗрӗхсенех пуҫҫапнӑ, вӗсенех пӑхӑнса пурӑннӑ; 22. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Турринчен хӑпнӑ, Ҫӳлхуҫа ҫулӗпе ҫӳремен.
4 Пат 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Израильсем Давид килӗнчен хӑпнӑ, вӗсем Иеровоама, Нават ывӑлне, патшана лартнӑ; Иеровоам вара израильсене Ҫӳлхуҫаран уйӑрса янӑ, вӗсене халиччен пулман пысӑк ҫылӑха кӗртсе ӳкернӗ.
4 Пат 17 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Ахав вилсессӗн вара Моав патши Израиль патшинчен хӑпнӑ.5. Но когда умер Ахав, царь Моавитский отложился от царя Израильского.
4 Пат 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
23. Турӑ ирӗк панипе Саула усал сывлӑш тапӑнсассӑн, Давид, кӗслине алла тытса, кӗвӗ каланӑ, вара Саул хӑйне хаваслӑрах та аванрах туйнӑ, ун чухне унран усал сывлӑш та хӑпнӑ.
1 Пат 16 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Анчах ҫӗр вунӑ ҫула ҫитнӗ Иисус — Нав ывӑлӗ, Турӑ чури — вилсессӗн, 9. ӑна хӑйӗн еткер ҫӗрӗ ҫинче, Гааш тӑвӗнчен ҫурҫӗр енче выртакан Ефрем тӑвӗ ҫинчи Фамнаф-Сараи хулине, пытарсассӑн, 10. ҫавӑн чухне пурӑннӑ пӗтӗм халӑх хӑйсен ашшӗсем патне ӑсанса пӗтсессӗн, ун хыҫҫӑн Ҫӳлхуҫана та, Унӑн Израильшӗн тунӑ ӗҫӗсене те пӗлмен тепӗр ӑру ҫӗкленсессӗн, 11. Израиль ывӑлӗсем Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тума тытӑннӑ, тӗрлӗ Ваалсене пуҫҫапма пуҫланӑ; 12. ашшӗсенӗн Ҫӳлхуҫа Туррине — хӑйсен ашшӗсене Египет ҫӗрӗнчен илсе тухнӑ Турра — пӑрахса, урӑх турӑсем енне, таврара пурӑнакан халӑхсен туррисем енне, ҫаврӑннӑ, ҫавсене пуҫҫапма пикеннӗ, Ҫӳлхуҫана ҫиллентерсех тӑнӑ; 13. вӗсем Ҫӳлхуҫаран хӑпнӑ, Ваала тата Астартӑсене пӑхӑнса тӑра пуҫланӑ.
Тӳре 2 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Иордан ку енче тинӗс еннелле пурӑнакан аморрейсен патшисем, тинӗс хӗрринче пурӑнакан ханаансен патшисем пурте Израиль ывӑлӗсем Иордан урлӑ каҫнӑ чухне Ҫӳлхуҫа [Турӑ] вӗсен умӗнчи шыва типӗтсе тӑни ҫинчен илтсессӗн, вӗсен чӗри хавшаса ӳкнӗ, [сехри хӑпнӑ,] Израиль ывӑлӗсене хирӗҫ тӑма вӗсен хал та юлман.
Нав 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.