Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2 Езд 1

Пай: Библи –> Ездрӑн иккӗмӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.05 19:21

Пуплевӗш: 52; Сӑмах: 1035

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Пӗрремӗш уйӑхӑн вунтӑваттӑмӗш кунӗнче Иосия Иерусалимра Ҫӳлхуҫа ячӗпе пасха ирттернӗ, пасха путекӗ пуснӑ, 2. кӗлӗ тумӗ тӑхӑннӑ священниксене Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнче хӑйсен вырӑнне тӑратса тухнӑ. 3. Иосия левитсене, Израиль халӑхӗшӗн ӗҫлесе тӑракансене, каланӑ: Давид ывӑлӗ Соломон туса лартнӑ Ҫурта Ҫӳлхуҫанӑн таса арчине лартмашкӑн хӑвӑра Ҫӳлхуҫа умӗнче тасалӑх тивлечӗ кӳрӗр. 4. Малашне сирӗн ӑна хулпуҫҫи ҫине лартса ҫӗклемелле пулмӗ; халӗ Ҫӳлхуҫа Туррӑршӑн ӗҫлесе тӑрӑр, Унӑн Израиль халӑхӗшӗн тӑрӑшӑр, Израиль патши Давид хушнӑ пек, унӑн ывӑлӗ Соломон вӗрентсе хӑварнӑ пек, йӑхӑн-йӑхӑн, ӑрӑвӑн-ӑрӑвӑн илемлӗн пайланса йӗркеленӗр, 5. сӑваплӑ вырӑнта хӑвӑр тӑванӑрсем умне, Израиль ывӑлӗсем умне, левитсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх ушкӑнӑн-ушкӑнӑн тӑрса тухӑр, 6. вара йӗрке тӑрӑх пасха путекӗ пусӑр, хӑвӑр тӑванӑрсем валли парнесем хатӗрлӗр, Ҫӳлхуҫа Моисее панӑ ӳкӗте пурӑнӑҫа килтерсе пасха ирттерӗр, тенӗ.

7. Иосия ҫавӑнта пуҫтарӑннӑ халӑха пасха парни кӳме вӑтӑр пин путекпе качака таки, виҫӗ пин пӑру панӑ; патша ҫапла тума сӑмах панипе, ҫав парнелӗх выльӑха ӗнтӗ халӑха, священниксемпе левитсене унӑн кӗтӗвӗсенчен илсе килсе панӑ. 8. Турӑ Ҫурчӗшӗн яваплӑ Хелкияпа Захария та, Иеиил та пасха ячӗпе парне кӳме священниксене икӗ пин те ултҫӗр пуҫ сурӑх тата виҫҫӗр пуҫ вӑкӑр панӑ. 9. Пинпӳсем Иехония, Самей, ун тӑванӗ Нафаниил, Асавия, Охиил, Иорам левитсене пасха парнилӗх пилӗк пин пуҫ сурӑх тата ҫичҫӗр вӑкӑр панӑ.

10. Ҫак ӗҫ пынӑ вӑхӑтра илемлӗ, чаплӑ тумтир тӑхӑннӑ, хӑйсен ӑрӑвӗсем-тӑхӑмӗсем тӑрӑх тӑрса тухнӑ священниксемпе левитсем, 11. Моисей кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ пек, Ҫӳлхуҫана парне кӳмешкӗн халӑх умӗнче тутлӑлла ҫӑкӑрсем тытса тӑнӑ. Ку вӑл ирхи вӑхӑтра пулнӑ. 12. Пасха путекне, йӗрке хушнӑ пек, вут-ҫулӑм ҫинче пӗҫернӗ, парнесене пӑхӑр савӑтсемпе хурансенче ырӑ шӑршӑллӑ курӑксем ярса пӗҫернӗ те пӗтӗм халӑха валеҫсе панӑ. 13. Ҫавӑн хыҫҫӑн вара хӑйсем валли тата священниксем валли, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли, хатӗрленӗ. 14. Священниксем ӗнтӗ мӗн тӗттӗм пуличченех парне ҫӑвӗ кӳнӗ, ҫавӑнпа левитсем хӑйсем валли те, хӑйсен тӑванӗсем Аарон ывӑлӗсем валли те пӗҫерсе хатӗрленӗ. 15. Турӑ Ҫуртӗнче юрлакансем, Асаф ывӑлӗсем, — Давид, Асаф, Захария, Еддинус вӗрентнӗ пек — хӑйсен вырӑнӗнчех тӑнӑ. 16. Кашни хапха патӗнче тӑракан хуралҫӑсен те хӑйсен черетне пӑрахса кайма юраман: вӗсем валли хӑйсен тӑванӗсем, левитсем, пӗҫерсе хатӗрленӗ.

17-18. Иосия патша хушнипе ҫав кун пасха ирттернӗ чухне Ҫӳлхуҫана мӗнле парне кӳмеллине, Ҫӳлхуҫанӑн парне вырӑнӗ ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳмеллине пӗтӗмпе пурӑнӑҫа килтернӗ. 19. Ҫав вӑхӑтра унта пулнӑ Израиль ывӑлӗсем вара пасхӑпа тутлӑлла ҫӑкӑр уявне ҫичӗ кун хушши уявланӑ. 20. Ҫакӑн пек пасха Израильре Самуил пророк вӑхӑтӗнче пулнӑранпа та пулман. 21. Израилӗн пӗр патши те Иосия, священниксем, левитсем, иудейсем тата ҫав вӑхӑтра Иерусалимра пурӑннӑ израильсем ирттернӗ пек пасха ирттерсе курман. 22. Ҫак пасхӑна Иосия вунсаккӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне ирттернӗ. 23. Иосия хӑйӗн ӗҫӗсене Ҫӳлхуҫа умӗнче чун-чӗререн, тӳрӗ кӑмӑлпа туса тӑнӑ.

24. Ун вӑхӑтӗнче мӗн пулса иртнине унчченхи ҫулсеренхи кӗнекесенче ҫырса кӑтартнӑ: Израиль халӑхӗ кирек хӑш халӑхран та, кирек хӑш патшалӑхран та ытларах ҫылӑха кӗрсе Ҫӳлхуҫана хирӗҫле усал ӗҫсем туни ҫинчен, пӗлсе тӑрсах Ҫӳлхуҫана хурлани ҫинчен, Унӑн сӑмахӗсем Израиле мӗншӗн хирӗҫле пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ.

25. Иосия тунӑ ҫав ӗҫсем хыҫҫӑн акӑ мӗн пулса иртнӗ: фараон, Египет патши, Евфрат шывӗ хӗрринчи Каркамис хулине вӑрҫӑпа кайнӑ, Иосия ӗнтӗ ӑна хирӗҫ тухнӑ. 26. Египет патши ун патне ҫапла калама элчӗсем янӑ: Иудея патши, сана та, мана та мӗн халь? 27. Сана хирӗҫ яман мана Ҫӳлхуҫа Турӑ: эпӗ Евфрат ҫинче вӑрҫӑ вӑрҫатӑп, халӗ Ҫӳлхуҫа — манпа пӗрле, Ҫӳлхуҫа мана хистет; пӑрӑн, Ҫӳлхуҫана ан хирӗҫле, тенӗ. 28. Анчах Иосия хӑйӗн ҫар урапи ҫине таврӑнман, Иеремия пророк урлӑ каланӑ Ҫӳлхуҫа сӑмахне тӑнламасӑр, фараонпа ҫапӑҫмах шут тытнӑ. 29. Вара Мегиддо хирӗнче унпа ҫапӑҫӑва кӗнӗ. Иосия патша патне пуҫлӑхра тӑракансем пуҫтарӑнса пынӑ. 30. Патша хӑйӗн тарҫисене каланӑ: илсе тухӑр мана ҫапӑҫу хирӗнчен — эпӗ халтан кайрӑм, тенӗ. Тарҫисем ӑна ҫавӑнтах ӗретрен илсе тухнӑ. 31. Вара вӑл хӑйӗн иккӗмӗш ҫар урапи ҫине куҫса ларнӑ, Иерусалима таврӑнсанах вилнӗ, ӑна ашшӗсенӗн тупӑклӑхне пытарнӑ. 32. Иосияшӑн пӗтӗм Иудея хурланса йӗнӗ, уншӑн Иеремия пророк та макӑрнӑ, пуҫлӑхсемпе вӗсен арӑмӗсем уншӑн хӳхленӗ, ҫав хӳхлев юррисем паян кунчченех сыхланса юлнӑ, вӗсене Израиль йӑхне яланлӑха парса хӑварнӑ.

33. Ҫакна тата Иосия мӗн-мӗн туса хӑварни ҫинчен те, унӑн чапӗ ҫинчен те, вӑл Ҫӳлхуҫа саккунне епле пӗлни ҫинчен те Иудея патшисенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса хӑварнӑ; унӑн малтанхи ӗҫӗсене тата халӗ асӑннӑ ӗҫӗсене Израильпе Иудея патшисенӗн кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

34. Халӑх вара Иосия ывӑлне Иехонияна [Иоахаза] ашшӗ вырӑнне патшана лартнӑ, Иехония ҫавӑн чухне ҫирӗм виҫҫӗре пулнӑ. 35. Вӑл Иудейӑпа Иерусалимра виҫӗ уйӑх хушши патшара ларнӑ; вӑл Иерусалимра текех патшара ан лартӑр тесе, Египет фараонӗ ӑна патшаран сирпӗтнӗ. 36. Халӑх ҫине хырҫӑ — ҫӗр талант кӗмӗл, пӗр талант ылтӑн — хунӑ. 37. Египет патши ӗнтӗ унӑн тӑванне Иоакима Иудейӑпа Иерусалим патшине лартнӑ. 38. Аслӑ улпутсене сӑнчӑрланӑ, унӑн тӑванне Заракина вара Египета янӑ.

39. Иудейӑпа Иерусалим патшине ларнӑ чухне Иоаким ҫирӗм пиллӗкре пулнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑл усал ӗҫсем тунӑ.

40. Вавилон патши Навуходоносор ӑна хирӗҫ тухнӑ, ӑна пӑхӑр сӑнчӑрпа сӑнчӑрласа, Вавилона илсе кайнӑ. 41. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи хӑш-пӗр таса савӑтсене Навуходоносор Вавилона илсе кайса хӑйсен туррин ҫуртне вырӑнаҫтарса лартнӑ.

42. Иоаким ӗҫӗсем ҫинчен, вӑл епле асӑхса, йӗркесӗр пурӑнни ҫинчен патшасенӗн ҫулсеренхи кӗнекинче ҫырса кӑтартнӑ.

43. Ун вырӑнне патшана унӑн ывӑлӗ Иоаким ларнӑ; патшана лартнӑ чухне вӑл вунсаккӑрта пулнӑ. 44. Иерусалимра вӑл виҫӗ уйӑх та вунӑ кун хушши патшара ларнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче вӑл усал ӗҫсем тунӑ. 45. Тепӗр ҫултан Навуходоносор ун патне ҫынсем янӑ та ӑна Ҫӳлхуҫанӑн таса савӑчӗсемпе пӗрле Вавилона илсе пыртарнӑ, 46. Иудейӑпа Иерусалим патшине ҫирӗм пӗр ҫулхи Седекияна лартнӑ. Вӑл вунпӗр ҫул патшара ларнӑ. 47. Вӑл та Ҫӳлхуҫа умӗнче усал ӗҫсем тунӑ, Ҫӳлхуҫа Иеремия пророк урлӑ каланӑ сӑмахсене тӑнламан. 48. Вӑл, Навуходоносор патшана Ҫӳлхуҫа ячӗпе тупа тунӑскер, ҫав тупана пӑснӑ, унран хӑпнӑ, куштанланса, чӗрине хаярлатса ярса, Ҫӳлхуҫанӑн, Израиль Туррийӗн, саккунӗсене пӑхӑнма пӑрахнӑ. 49. Ҫавӑн пекех халӑх пуҫлӑхӗсем те, священниксен пуҫлӑхӗсем те, хӑйсен тасамарлӑхӗпе пур суя тӗнлӗ халӑхсенчен те ирттерсе, ытла усалланса пурӑннӑ, Иерусалимри тасалӑх тивлечӗ кӳнӗ Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ирсӗрлетнӗ. 50. Ашшӗсенӗн Турри, вӗсене Хӑй енне ҫаврӑнма чӗнсе, вӗсем патне Хӑйӗн хыпарҫисене ярсах тӑнӑ, мӗншӗн тесессӗн Вӑл вӗсене тата Хӑйӗн Ҫуртне хӗрхеннӗ; 51. анчах вӗсем Унӑн хыпарҫисенчен кулнӑ ҫеҫ, шӑпах Ҫӳлхуҫа каланӑ кунхине вӗсем Унӑн пророкӗсенчен мӑшкӑлласа кулнӑ, 52. вара Вӑл, Хӑйӗн халӑхне йӗркерен тухса пурӑннӑшӑн ҫилленсе ҫитсе, Халдея патшисене вӗсене хирӗҫ тухма хушнӑ. 53. Халдейсем вара вӗсен яш ачисене хӑйсенӗн сӑваплӑ Ҫурчӗ ҫумӗнчех хӗҫпе чиксе пӑрахнӑ, яш ачана та, хӗре те, ваттине те, ҫамрӑккине те хӗрхенмен — пурне те ҫавсен аллине ӳкернӗ. 54. Ҫӳлхуҫа Ҫуртӗнчи мӗнпур сӑваплӑ савӑта — пысӑккине те, пӗчӗккине те — патшан мулне-пурлӑхне пӗтӗмпех Вавилона илсе кайнӑ. 55. Ҫӳлхуҫа Ҫуртне ҫунтарса янӑ, Иерусалим хӳмисене аркатнӑ, ун пашнисене вут тивертсе ҫунтарнӑ, 56. хулан чаплӑ илемӗнчен ӗнтӗ нимӗн те юлман; хӗҫ тӗлне лекменнисене Вавилона илсе кайнӑ. 57-58. Вара вӗсем перссем хуҫа пулса тӑричченех, Ҫӳлхуҫанӑн Иеремия урлӑ ҫӗрӗн шӑмат ҫулӗсем ҫинчен каланӑ сӑмахӗсем тӳрре киличченех, Халдея патшин тата ун ывӑлӗсенӗн чурисем пулса пурӑннӑ; хӑйӗн шӑмат ҫулӗсене уявлама пӑрахнӑ ҫӗр вара ҫав юхӑнӑҫ вӑхӑтӗнче ҫитмӗл ҫул канса выртнӑ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех