Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 4 Пат 17

Пай: Библи –> Патшасен 4-мӗш кӗнеки

Автор: Библи

Ҫӑлкуҫ: Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.

Хушнӑ: 2016.04.04 17:19

Пуплевӗш: 32; Сӑмах: 859

Текст тӗсӗ: Тӗн

Вырӑсла Тема: Тӗн

1. Ахаз — Иудея патши — вуниккӗмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Израиль патшине Самарире Осия, Ила ывӑлӗ, ларнӑ, вӑл тӑхӑр ҫул хушши патша пулнӑ. 2. Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тунӑ вӑл, анчах та вӑл хӑй умӗнхи Израиль патшисем пекех усал туман. 3. Салманассар, Ассири патши, ӑна хирӗҫ вӑрҫӑпа тухнӑ, Осия вара ун аллине кӗрсе ӳкнӗ те хырҫӑ тӳлеме пуҫланӑ. 4. Анчах Ассири патши хӑйне хирӗҫ Осия кавар тунине пӗлнӗ: Осия ӗнтӗ Сигор патне, Египет патши патне, элчӗсем янӑ пулнӑ, Ассири патшине хырҫине те кашни ҫулах тӳлемен; вара Ассири патши ӑна тӗрмене хупса лартнӑ. 5. Ҫакӑн хыҫҫӑн Ассири патши Израиль ҫӗрӗ ҫине тапӑнса кӗнӗ, Самари патне ҫитнӗ, ӑна виҫӗ ҫул хушши хупӑрласа тӑнӑ. 6. Осия тӑххӑрмӗш ҫул патшара ларнӑ чухне Ассири патши Самарие ҫӗнсе илнӗ, вара Израиль ҫыннисене Ассирие куҫарса кайнӑ, вӗсене Хавор юханшывӗ ҫывӑхне — Халах ҫӗрне, Гозан ҫӗрне — тата Миди хулисене вырӑнаҫтарнӑ.

7. Израиль ывӑлӗсем хӑйсенӗн Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче — хӑйсене Египет ҫӗрӗнчен, Египет патшийӗн, фараонӑн, аллинчен хӑтарса илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫа умӗнче — ҫылӑха кӗме пуҫласа, урӑх турӑсене пуҫҫапма тытӑннӑ, 8. вӗсем Ҫӳлхуҫа Израиль ывӑлӗсем хушшинчен хӑваласа кӑларса янӑ халӑхсен тата Израиль патшисенӗн йӑли-йӗркипе пурӑнма пуҫланӑ, 9. Израиль ывӑлӗсем хӑйсен Ҫӳлхуҫа Турри умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем тума тытӑннӑ, хӑйсен мӗнпур хулинче чӳк тумашкӑн тӳпем вырӑнсем туса лартнӑ, хурал пашнисенчен пуҫласа тӗреклӗлетнӗ хуласем таран чӳк вырӑнӗсем туса тултарнӑ, 10. кашни ҫӳллӗ сӑрт тӑрринчех, кашни лаштра йывӑҫ айӗнчех чул палӑксемпе Астарта юпине лартнӑ, 11. хӑйсем патӗнчен Ҫӳлхуҫа хӑваласа янӑ халӑхсем пек, тӳпем вырӑнсенче чӳк тума, тӗтӗрме, Ҫӳлхуҫана ҫиллентермелли киревсӗр ӗҫсем тума пуҫланӑ, 12. Ҫӳлхуҫа «апла ан тӑвӑр» тесе асӑрхаттарнине пӑхмасӑрах, йӗрӗхсене пуҫҫапнӑ, 13. Ҫӳлхуҫа Хӑйӗн мӗнпур пророкӗ урлӑ, витӗркурансем урлӑ Израиле тата Иудӑна ҫапла асӑрхаттарса каланӑ: хӑвӑр суйласа илнӗ киревсӗр ҫултан пӑрӑнӑр, Манӑн ӳкӗтӗмсене уяса, Эпӗ каланисене пӑхӑнса пурӑнӑр, Эпӗ сирӗн аҫӑрсене тата сире хӑвӑра Хамӑн пророк чурамсем урлӑ вӗрентсе кӑтартнӑ ҫул ҫине каялла таврӑнӑр, тенӗ. 14. Анчах та вӗсем итлемен, хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррине ӗненмен ашшӗсем пекех чурӑс пулнӑ; 15. вӗсем Вӑл панӑ йӗркесене, Вӑл вӗсен ашшӗсемпе хывнӑ халала, Вӑл пӗлтернине-уҫса панине, хӑйсене асӑрхаттарса каланине вырӑна хуман; ӑҫтиҫук хыҫҫӑн кайса ӑҫтиҫука тухнӑ, Ҫӳлхуҫа вӗсене «таврари халӑхсем пек ан тӑвӑр» тенӗ пулсан та, вӗсем ҫавсем хыҫҫӑн кайнӑ, 16. хӑйсен Ҫӳлхуҫа Туррийӗн мӗнпур ӳкӗтне манӑҫланӑ, хӑйсем валли шӑратса икӗ пӑру кӗлетки тунӑ, вӗсен чӳк юманлӑхӗ те пулнӑ, вӗсем тӳпери ҫара пуҫҫапнӑ, Ваала ӗҫлесе тӑнӑ, 17. хӑйсен ывӑлӗсемпе хӗрӗсене вут-ҫулӑм витӗр кӑларнӑ, юмӑҫ пӑхнӑ, ӑрӑм-сурӑмпа аппаланнӑ, Ҫӳлхуҫа умӗнче юрӑхсӑр ӗҫсем туса Ӑна ҫиллентернӗ.

18. Ҫӳлхуҫа ӗнтӗ Израиль халӑхне питӗ хытӑ ҫилленнӗ, Ӑна Хӑйӗн сӑнӗ умӗнчен сирнӗ. Иуда йӑхӗсӗр пуҫне урӑх никам та юлман. 19. Иуда та хӑйӗн Ҫӳлхуҫа Туррийӗн ӳкӗчӗсене уяман, израильсен йӑли-йӗрки хыҫҫӑн кайнӑ, вӗсем пурӑннӑ пек пурӑннӑ. 20. Вара Ҫӳлхуҫа Израилӗн мӗнпур ӑрӑвӗнчен пӑрӑннӑ, вӗсене йӑвашлантарнӑ, вӗсене вӑрӑ-хурахсен аллине панӑ, юлашкинчен вӗсене Хӑй умӗнчен сирсех янӑ. 21. Израильсем Давид килӗнчен хӑпнӑ, вӗсем Иеровоама, Нават ывӑлне, патшана лартнӑ; Иеровоам вара израильсене Ҫӳлхуҫаран уйӑрса янӑ, вӗсене халиччен пулман пысӑк ҫылӑха кӗртсе ӳкернӗ. 22. Израиль ывӑлӗсем ӗнтӗ Иеровоам тунӑ ҫылӑхсенех туса пурӑннӑ, вӗсенчен хӑпман, 23. Ҫӳлхуҫа, Хӑйӗн чурисем, пророкӗсем, урлӑ каланӑ пек, Израиле Хӑйӗн умӗнчен сирсе яричченех вӗсем ҫавӑн пек пурӑннӑ. Израиле вара хӑй ҫӗрӗнчен Ассирие куҫарса кайнӑ, вӑл паян кун та унтах.

24. Ассири патши Вавилонран тата Кута, Авва, Емаф, Сепарваим хулисенчен халӑх куҫарса килнӗ те ҫав ҫынсене Самари хулисене Израиль ывӑлӗсем вырӑнне вырӑнаҫтарса тухнӑ. Ҫапла вара вӗсем Самари ҫӗрне йышӑннӑ та унӑн хулисенче пурӑнма тытӑннӑ. 25. Унта пурӑнма пуҫланӑ чухне вӗсем Ҫӳлхуҫана уяман, ҫавӑнпа Ҫӳлхуҫа вӗсем ҫине арӑслансем янӑ, арӑсланӗсем вӗсене вӗлерсех тӑнӑ. 26. Ассири патшине хыпар ҫитернӗ: эсӗ куҫарса килсе Самарири хуласене вырӑнаҫтарнӑ халӑхсем ҫав ҫӗршыв Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ, ҫавӑншӑн Вӑл вӗсем ҫине арӑслансем ярать; арӑсланӗсем вӗсене вӗлерсех тӑраҫҫӗ, мӗншӗн тесессӗн вӗсем ҫав ҫӗршыв Туррийӗн саккунне пӗлмеҫҫӗ, тенӗ. 27. Ассири патши вара хытарсах каланӑ: вӗсем патне лерен хӑваласа килнӗ священниксенчен пӗрне ярӑр; кайтӑр та ҫавӑнта пурӑнтӑр, леш ҫӗршыв Туррийӗн саккунне вӗренттӗр. 28. Вара унта Самарирен куҫарса килнӗ священниксенчен пӗри пырса ҫитнӗ. Вӑл Вефильре пурӑннӑ, вӗсене Ҫӳлхуҫана епле уяса пурӑнмаллине вӗрентнӗ. 29. Ҫакӑнпа пӗрлех кашни халӑх тата хӑйсен туррин кӗлеткине ӑсталанӑ та, ӑна Самари ҫыннисем тӳпем вырӑнсем ҫине лартнӑ кӗлетке ҫурчӗсене лартса хунӑ, — кашни халӑх харпӑр хӑй пурӑнакан хулара ҫапла тунӑ. 30. Вавилон ҫыннисем Суккот-Беноф кӗлеткине тунӑ, Кута ҫыннисем — Нергал кӗлеткине, Емаф ҫыннисем Ашима кӗлеткине тунӑ; 31. Авва ҫыннисем Нивхаз тата Тартак кӗлеткисене ӑсталанӑ, Сепарваим ҫыннисем вара хӑйсен ывӑлӗсене Сепарваим туррисене — Адрамелех тата Анамелех ятлӑ турӑсене — чӳк парни кӳрсе вутра ҫунтарса янӑ. 32. Ҫав хушӑрах Ҫӳлхуҫана та хисепленӗ. Хӑйсен хушшинченех тӳпем вырӑнсенче парне кӳме священниксем суйласа лартнӑ, ҫав священниксем вара тӳпем вырӑнсенчи ҫуртсенче ӗҫлесе тӑнӑ. 33. Вӗсем Ҫӳлхуҫана та хисепленӗ, хӑйсен туррисене те пуҫҫапнӑ, хӑйсем унччен хӑш халӑх хушшинче пурӑннӑ, кунта та ҫав халӑх йӑлине пӑрахман. 34. Паянхи кунчченех вӗсем хӑйсен унчченхи йӑли-йӗркине тытаҫҫӗ: Ҫӳлхуҫаран хӑрамаҫҫӗ, Ҫӳлхуҫа Иаковӑн — Израиль тесе ят хунӑскерӗн — ывӑлӗсене панӑ йӗркесене, ӳкӗтсене, Унӑн саккунне пӑхӑнмаҫҫӗ. 35. Ҫӳлхуҫа Израиль халӑхӗпе ҫапла каласа халал хывнӑ: ытти турӑсене ан хисеплӗр, вӗсене ан пуҫҫапӑр, вӗсемшӗн ан тӑрӑшӑр, вӗсене парне ан кӳрӗр, 36. Ҫӳлхуҫана — сире Хӑйӗн аслӑ хӑвачӗпе, вӑйлӑ аллипе Египетран илсе тухнӑ Ҫӳлхуҫана ҫеҫ — хисеплӗр, пӗр Ӑна кӑна пуҫҫапӑр, пӗр Ӑна кӑна парне кӳрӗр, 37. Вӑл хӑвӑра ҫырса панӑ йӗркесене, кӑтартнисене, саккуна, ӳкӗтсене кулленех пӑхӑнса-туса пурӑнӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр; 38. Эпӗ хӑвӑрпа пӗрле хывнӑ халала ан манӑр, урӑх турӑсене ан пуҫҫапӑр, 39. Ҫӳлхуҫа Туррӑра ҫеҫ пуҫҫапӑр, Вӑл вара сире мӗнпур тӑшманӑрсен аллинчен хӑтарса тӑрӗ, тенӗ. 40. Анчах вӗсем итлемен, унчченхи йӑли-йӗркинех тытса пурӑннӑ. 41. Ҫав халӑхсем Ҫӳлхуҫана та хисепленӗ, анчах хӑйсен йӗрӗхӗсене те пуҫҫапнӑ. Вӗсен ачисем те, вӗсен ачисенӗн ачисем те паянхи кун та ашшӗсем пурӑннӑ пекех пурӑнаҫҫӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех