Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

харама (тĕпĕ: ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
 — Ҫапла пӗтӗм тӑрӑшни-мӗнӗ ман пӗр уссӑр харама кайрӗ.

— Так и пропали мои труды задаром.

XXV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эсӗ усӑсӑр пурӑнман, эсӗ ӗҫлени харама кайман.

Ты жил и работал не зря.

16 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Тӗрмере ҫӗрсе ларӑн, тӑрӑшни-туни йӑлтах харама кайӗ, ху нимсӗр тӑрса юлӑн…»

В тюрьме сгниешь, все труды пропадут, всего лишишься…»

V // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.

Николай Плотников тата ӑна пулӑшакан энтузиастсем ҫине тӑни харама кайман.

Настойчивость Николая Плотникова и помогавших ему энтузиастов не пропала даром.

Яндекс.Тӑлмача чӑваш чӗлхи кӗртнӗшӗн тав тунӑ // Таисия Ташней. https://chuvash.org/news/24394.html

Пӗлесчӗ сан, мӗн чухлӗ тӑрмашнӑ эпӗ унпа: икӗ ҫӗр ҫывӑрмарӑм, тимӗрҫӗ лаҫҫинчен тухмасӑр ӗҫлерӗм; анчах ӗҫлени харама каймӗ; пӗр пуп хӗрӗн те пулмӗ ун пек арча.

Если бы ты знала, сколько возился около него: две ночи не выходил из кузницы; зато ни у одной поповны не будет такого сундука.

Раштав умӗнхи каҫ // Василий Алагер, К. Никифорова, Михаил Рубцов, Афиноген Кузьмин. Николай Гоголь. Диканька ҫывӑхӗнчи хуторти каҫсем. Вырӑсларан чӑвашла В. Алагер, К. Никифорова, М. Рубцов, А. Кузьмин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 254 с.

Корнилов вӗсемпе кунсерен тирта заняти туса ирттерни харама кайман.

Ежедневные занятия с Корниловым в тире сказались.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Ҫапла вара пӗтӗм ӗҫ харама кайрӗ.

Так это дело и провалилось.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Тани Юн. Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Чунӑмпа, ан тив, турӑ хуҫалантӑр, вилме хӑрамастӑп эп, анчах тӑлӑхсен укҫине харама ярасран хӑратӑп…

Насчет души, говорит, моей волен господь бог, не боюсь помереть, а, говорит, страшно сиротские деньги загубить…»

VI // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

— Ҫитӗ кун чухлӗ ҫывӑрнипе, ахаль те ҫывӑрсах ӗҫе харама ятӑмӑр.

— Будет спать, и так уж дело проспали!

II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.

Стрем айлӑмӗнчи ялсем вут-хӗмпе ялкӑшасса кӗтни харама кайрӗ.

Дальние дозоры часами не отрывали глаз от Стремской долины, надеясь увидеть долгожданное зарево, но — тщетно.

XXV. Пӑлхав // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Кандов господин, Болгаришӗн тӑрӑшни харама каймасть, Болгари ҫавна тӑрать.

— Господин Кандов, Болгария заслуживает того, чтобы потрудиться ради нее.

VIII. Колчо хӗпӗртени // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.

— Ме эппин, анчах ӗҫӳ сан харама каять, — килӗшрӗ Давыдов.

— Да изволь, только труды твои пропадут даром, — согласился Давыдов.

VII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Пурне те колхоза парса харама ярса пӗтермелле мар ҫке-ха…»

Не все же колхозу на пропастишшу…

40-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959

Саплӑк ҫине саплӑк лартса та шӑтӑк ҫеҫ тӑрса юлнӑ шалпар сӑрӑ халачӗпе лайӑхрах чӗркенесшӗн пулса, вӑл ҫӗр ҫинче йӑваланать, тертленни харама кайнине кура, питӗ те тӑварлӑ сӑмахсемпе вӑрҫа-вӑрҫа илет, хӑй ҫапах та чӗркенмех тӑрӑшать.

Он катался по земле, стараясь плотнее закутаться в серый балахон, сшитый из одних дыр, и очень образно ругался, видя, что все его усилия тщетны, ругался и все-таки продолжал кутаться.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Анчах тӑрӑшни харама кайрӗ, вӑл ӑна хӑлхине те чикмерӗ пулас.

Но — увы! — она не произвела того впечатления, на которое я рассчитывал.

Коновалов // Александр Алга. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 70–118 стр.

Ҫавӑнпа Обломов нимле паттӑр ӗҫ тума та, чапа тухма та ӗмӗтленмест, вӑхӑт иртнишӗн те, вӑйӗ ахаль сая кайнишӗн те, хӑй ним те — ырӑ та, усал та туманнишӗн те, пурнӑҫа ним ӗҫсӗр, тӗллевсӗр харама янишӗн те асапланса шухӑшламасть.

И у него не рождается никаких самолюбивых желаний, позывов, стремлений на подвиги, мучительных терзаний о том, что уходит время, что гибнут его силы, что ничего не сделал он, ни зла, ни добра, что празден он и не живет, а прозябает.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Михей хӑйшӗн тӑрӑшакан этем те, вӑрттӑн майсемпе ҫын ӗҫне тӑвакан та пулайман; ашшӗ ывӑлне ҫавнашкал этем тума тӑрӑшни, паллах, харама та кайман пулӗччӗ, анчах шӑпа старик ӗмӗчӗсене аркатса пӑрахнӑ.

Из Михея не выработался делец и крючкотворец, хотя все старания отца и клонились к этому и, конечно, увенчались бы успехом, если б судьба не разрушила замыслов старика.

III сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл тӑрӑшни харама кайман.

Старания его не были напрасны.

Ҫирӗм пиллӗкмӗш пай // Галина Матвеева. Яновская, Жозефина Исаковна. Карап ӑсти: повесть; вырӑсларан Г. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2012. — 205 с.

Халӗ акӑ вӑл вунпилӗк ҫултан та иртнӗ, ҫав иртнӗ вӑхӑтне харама яманни пӑхсанах курӑнать, вӗсенчен чи ӑнӑҫлӑ ҫулӗсенчен виҫҫӗшӗ вӑрҫӑ ҫулӗсем пулчӗҫ-ха.

Теперь ему минуло пятнадцать, и с первого взгляда можно было заключить, что он не потерял времени даром, в особенности если вспомнить, что три самых дорогих года были отданы на войну.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

«Юрӗ! — йӑпатнӑ хайне-хай Кача. — Панӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ харама каймӗ, хӑйсем те манмӗҫ, — ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ, тав курки те тулӗ, ҫыртмалли те пулӗ».

«Ладно, — сказал себе Мизинчик. — Пойду я к тем, кого угощал. Уж наверно они поднесут мне чарочку и закусить дадут».

15 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех