Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Кӗҫӗн ывӑл урамӗ –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Тани Юн

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Кӗҫӗн ывӑл урамӗ: повесть. Тани Юн куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР Государство Издательстви, 1953.

Хушнӑ: 2019.12.22 23:38

Пуплевӗш: 427; Сӑмах: 4148

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Саспалли ҫумне саспалли

Ҫитӗнсен кам пулассине Володя халь те пӗлмест. Пӗр кӗске вӑхӑт вӑл доктор пулма ӗмӗтленчӗ. Унтан полярник пулса пӑр ҫинче хӗрлӗ ялав айӗнче ишсе ҫӳреме шутларӗ. Вӑл вӑхӑтра унӑн тантӑшӗсем те нумайӑшӗ ҫавӑн пек шутланӑ. Кун хыҫҫӑн, нумай вӑхӑт та иртмерӗ, пограничник пулса, Инҫетри Хӗвелтухӑҫӗнче Япони самурайӗсене хирӗҫ ҫапӑҫма шутларӗ. Тата хӑйне хӗрлӗ ҫунатлӑ самолет ҫинче пӗр чарӑнмасӑр рекордлӑ вӗҫев тунине курать. Кинора умлӑ-хыҫлӑ ултӑ хут «Чапаева» пӑхнӑ хыҫҫӑн ҫар ҫынни пулма хатӗрлене пуҫларӗ, шанкӑ ҫине утланса, лапсӑркка ҫӗлӗклӗ тӑшман пуҫӗсене йывӑҫ хӗҫпе каса-каса, кил хушшинче сиккипе чупса ҫӳрерӗ.

Амӑшӗпе Мурманскра пулнӑ чух, пысӑк карап ҫине лекнӗ хыҫҫӑн, моряк пулас ӗмӗт ытти ӗмӗтсене сирсе ячӗ. Ахаль моряк мар, «Леонид Красин»пек пысӑк теплоход ҫинче машинист пуласшӑн пулчӗ. Ун чухне ҫав пӑспа киревсӗр истори пулнӑ пулин те, Володя Вилюй мучин хаяр хуҫалӑхӗнчи пӗр вӑрттӑнлӑхне аллипе тытса пӑхрӗ; ӑнсӑртран пулсан та ҫапах вӑл машина ӑшӗнчи тӗлӗрекен вӑя хӑй вӑратрӗ.

Ҫав ҫул Володя ҫу каҫичченех Ҫурҫӗрте пурӑнчӗ. Малтан Мурманскра, унтан Архангельска куҫрӗҫ. Валентинӑна та унта чӗнесшӗнччӗ, анчах вӑл халсӑр пулнӑ: — шӑнса пӑсӑлнӑ та, доктор ӑна ҫурҫӗре кайма хӑрушӑ, тенӗ. Ҫавӑнпа Евдокия Тимофеевна кӗрхи кунсем ҫывхара пуҫласан Володьӑпа Керча таврӑнма шут тытрӗ.

Ашшӗ ҫӑва тухсан уйӑх ҫурӑлӑха инҫетри рейса каять. Ун хыҫҫӑн «Леонид Красин» Соломбал патӗнчи сарлака Ҫурҫӗр-Двина варрине кӗнӗ ҫӗрте якӑр пӑрахать. Кунти сывлӑша сухӑрлӑ йывӑҫ шӑрши хупласа илнӗ, ҫав ӗмӗрех тӑкӑскӑ шӑрша Шурӑ тинӗс ҫилӗ те сирсе ярайман. Ӑҫта килчӗ унта хӑма штабелӗсем, темӗн ҫуллӗш купаланӑ пӗрене куписем вӗҫӗ-хӗррисӗр выртаҫҫӗ; тӑпра та кунта, Соломбал ачисем калана тӑрӑх (вӗсемпе Володя часах туслашрӗ), икӗ метр тарӑнӑш пӑчкӑ кӗрпи ҫеҫ имӗш.

Ҫурҫӗр ҫӑвӗн вӗҫӗмсӗр вӑрӑм кунӗсене, тӗттӗмленме пӗлмен ҫап-ҫутӑ каҫсене, сиввӗн курӑнакан ҫурҫӗр шупка тӳпине, ҫӗнӗ тусӗсем васкамасӑр олатса калаҫнине Володя ниепле те хӑнӑхайман. Анчах ӑшаланӑ треска, лайӑх хатӗрленӗ камбала Хура тинӗсри скумбринчен, бычкинчен, барабулькӑран пӗрре те кая пулман. Соломбал ачисем те Володя Кивӗ Карантинта, Хӑмӑш-Бурунта, Керчьри хӑйӗн урамӗнче хӑварнӑ юлташӗсенчен кая пулман.

Володьӑн Соломбал ачисемпе пӗр тавлашу пулнӑ пирки, каллех инкек сиксе тухрӗ. Вӑл «Леонид Красинӑн» ҫӳллӗ борчӗ ҫийӗн шыва сикме пултаратӑп тесе мухтанчӗ. Ачасем ӗненмерӗҫ. Ҫурҫӗр Двина шывӗ халӗ сивӗ тӑрать. Ӑшша хӗрхенекен Архангельск ҫӑвӗ шыва ӑшӑтма ӗлкӗреймен-ха. Ытла харсӑррисем ҫеҫ шыва кӗреҫҫӗ. Тепӗр тесен, тем те пӗр курнӑ Соломбал ачисем ҫакнашкал шӑркалчӑ рейдра — ҫырантан аякра тӑракан ҫӳллӗ карап борчӗ ҫинчен сикессе пӗрре те ӗненмен.

Конькилле тавлашрӗҫ. Володьӑн нихҫан та коньки пулман. Керчьри ачасенчен нумайӑшӗн коньки ҫук. Анчах Керчьра Мелекчесме ятлӑ ҫырма пур, вӑл хӗлле кӗске вӑхӑта шӑнать те, Керчь ачисем, чӑн-чӑн коньки пулмасан, йывӑҫ тупан туса е тимӗр татӑкӗ ҫыхса, пӑр ҫинче ярӑнаҫҫӗ. Соломбал ачисем Шурӑ тинӗс хӗрринчи шартлама сивӗ хӗл ҫинчен каласа, пӗчӗк черноморец умӗнче хӑйсен йӗлтӗрӗсемпе, конькисемпе мухтанаҫҫӗ. Володьӑн ҫав тери коньки туянасси килчӗ. Вӑл малтанхи пӑр ҫинче «снегурка» е «нурмиспа» ялтӑртатакан ҫивӗчӗшӗпе сулахаялла, сылтӑмалла, бритва хӑйранӑ пек, каялла малалла ярӑнса ҫӳренине курсан, Керчьри тусӗсем хапсӑнни ун куҫ умне уҫҫӑнах курӑнса кайрӗ. Соломбальцӑсене вӗрентсе илни те пӑсмасть: ӳлӗм черноморецсем, крымчансем, керченцӑсем умӗнче пуҫӗсене ан каҫӑртчӑр.

Хӑй енчен Володя, сикеймесен, кӗсьене чиксе ҫӳремелли ашшӗ илсе килнӗ ҫӗнӗ компаса пама пулчӗ. Володя компаса адмиралтейски тесе ят панӑ. Вӑл ҫак тӗлӗнмелле прибора алӑран яман, ун тӗпӗнче, хӑпарса тӑракан кантӑк айӗнче канӑҫсӑр хӗрлӗ-кӑвак стрелка курӑнать, вӑл хӑйӗн шӗвӗр хӗрлӗ сӑмсипе шӑршлакаласа: «Ӑҫта-ха сирӗн кунта ҫурҫӗр, э?» — тесе ыйтнӑн туйӑнать. Володя компасне пӗчӗк замша енчӗке чиксе ҫӳрет, кирлӗ-и, кирлӗ мар-и, кашни утӑмрах кӑларса пӑхать, компасне вӑл нихҫан та хӑйӗнчен уйӑрман, уйӑрма та шухӑшламасть. Соломбал ачисем ун компасне кураяс ҫуккине вӑл аван пӗлет. Хӑй тата, Архангельскри йывӑҫ тротуар ҫинче конькипе ярӑннӑ пек шуса, сандали тепне те шӑтарчӗ ӗнтӗ.

Тавлашма шут тытнӑ Соломбал ачисем сӑмаха ҫирӗп тытакан ҫынпа ҫыхланнине пӗлмен. Сикме палӑртса хунӑ кун ҫитсен, ачасем шыв хӗрринчи сулӑ ҫине пуҫтарӑнчӗҫ те, компас илсе килессе кӗтсе, пӗренесем ҫине ларчӗҫ; вӗсем Крым мухтанчӑкӗн компасӗ хӑйсен аллине куҫассине ӗненеҫҫӗ. Ҫав кун Володя ашшӗ патне карап ҫине кайрӗ. Вӑл палуба ҫине хӑйне пӗччен хӑварасса ҫеҫ кӗтет.

«Леонид Красин» шыв хӗрринчен икҫӗр метрта якӑр пӑрахнӑ. Сулӑ ҫинче ларакан ачасем ылттӑнланӑ саспаллисемпе «Леонид Красин» тесе ҫырнӑ карап хӳри ҫинче флагшток патӗнче сенкер трусик тӑхӑннӑ пӗчӗк кӗлетке тухса тӑнине курчӗҫ. Кӗлетке пӗр самант борт планирӗ ҫинче тӑчӗ те, питҫӑмартипе хулпуҫҫи ҫумне сӗртӗнсе илчӗ, унтан ҫинҫе аллисене ҫӳлелле ҫӗклесе, аялалла ыткӑнчӗ. Шыв хӗрринчи ачасем яштах сиксе тӑчӗҫ.

Каҫхине, намӑса юлнӑ Соломбал ачисем, тавлашса янӑ конькине парас килмесен те, черномореца сума суса пачӗҫ-пачӗҫех. Володя чӑтаймарӗ, трофейне ҫав каҫах ашшӗне кӑтартрӗ. Ашшӗ: «Эс кӑна ӑҫтан илтӗн?» — тесе ыйтсан, Володя ним тунмасӑр каласа пачӗ. Кун хыҫҫӑн ӑна виҫӗ эрне хушши «Красин» ҫине пырса кӗме чарнӑ. Тӳррипе каласан, вӑл пӑрлӑ Двина шывӗнче шӑнса пӑсӑлнипе икӗ эрне сывмар выртрӗ. Володьӑшӑн ҫыран хӗрринче те ӗҫ ҫителӗклӗ пулнӑ. Сывалсан, Володя Соломбал ачисенчен нихӑш енӗпе те кая юлас мар терӗ, ҫавӑнпа пӗр аслӑ юлташӗпе вӑл хӑйӗн алли ҫине якӑр ӳкерсе пама ӳкӗтлерӗ. Татуировать тума — булавкӑпа, химически кӑранташпа тунӑ операци вӗлтрен историйӗнчен те хӗнтерех пулчӗ. Ку ӗҫ Соломбал больницинче пӗтрӗ: доктор Володьӑна вӑрҫса тӑкрӗ те, аллине бинтпа ҫыхнӑ чух: «Эсӗ, ачам, ӗмӗрлӗхе чӑлах юлас килмесен, пӑрах ухмахланма», — терӗ. Ашшӗ Володьӑн ҫыхса янӑ аллине курчӗ те, пурне те ыйтса пӗлсен, ҫилленсе:
— Кирлӗ марпа хӑтланатӑн! — терӗ.
— Чӑн-чӑн моряк пулас тесен, пуҫ мимине авантарах хатӗрле, ӳт-тире пӑсни никама та кирлӗ мар. Тӳррипе каласан, ку ӗҫе халӗ пурин те пӑрахмалла. Эпӗ карап ҫинчи ҫамрӑксене граждан вӑрҫинче пулнине тахҫанах каласа парсаччӗ. Пирӗн пӗр матрос пурччӗ. Ҫавнашкал хӑй ҫамрӑк чух, ухмахланса, кӑкри ҫине коронӑллӑ икӗ пуҫлӑ ӑмӑрткайӑк тата тӗрлӗ кивӗ режим лозунгӗсене тӗрлесе тултарнӑ. Тӗншӗн, патшашӑн тата ҫавнашкал ӑпӑр-тапӑр… Мӗн пулса тухрӗ-ха? Ҫын совет влаҫӗшӗн ҫапӑҫма шут тытнӑ, пуҫӗнче тахҫанах тӗрӗс шухӑшсем. Пирӗн «Незаможник» миноносец ҫинчеччӗ вӑл. Хӗрлӗ моряк, пурте йӗркеллӗ. Анчах хӑйӗн ӳт-тирӗ кивӗ, тӗрлӗ кивӗ режим айванлӑхӗсемпе вараланнӑ. Мунчана кайма та, юлташӗсемпе пӗрле шыва кӗме те ҫук. Тумне хывсанах матроссем: «Эй, патшапа тӗншӗн!» — тетчӗҫ. «Атьӑр, эпир унпа орлянкӑлла выляр: ывӑтар та, хӑш енне ӳкнине пӑхар — орел пулать-и, решка-и!» — тесе кӑшкӑратчӗҫ. Докторсем патне те ҫӳрекелесе пӑхрӗ. Лешсем: пӗтерме май ҫук, тетчӗҫ. Урӑх вырӑнтан ӳт касса лартма та шухӑшланӑччӗ, анчах тӗрри пит анлӑ — пӗтӗм кӑкрине пӑснӑ. Ӑҫта унта сапласа пӗтерен! Ҫаплипех асапланатчӗ, мӗскӗн. Аван морякчӗ.

— Атте, ара эпӗ кивӗ режим палли мар-ҫке, якӑр тӑвасшӑнччӗ, — терӗ Володя.

— Кунашкал тискер ӗҫ ним тума та кирлӗ мар, шӑллӑм. Тен, ӗлӗк, кивӗ флот ҫинче ҫынсене ӗмӗрлӗхе клеймелеме кирлӗ пулнӑ пулӗ. Эпир ҫынсене тул енчен паллӑ тумастпӑр. Эпир сознани пама тӑрӑшатпӑр. Ку — тискерлӗх, киревсӗр япала. Этем хӑйне хисеплеме тивӗҫ. Мӗн ырри пур хӑвна паллӑ тунинче?

— Атте, — терӗ Володя хӑюсӑр, анчах ҫапах та ашшӗне, яланхи пек, куҫӗнчен пӑхрӗ, — санӑн аллу ҫинче те якӑрпа ҫӑлтӑр та-туту… ировать, тунӑ-ҫке… Никифор Семенович вӑтанмарӗ.

— Ну, сӑмахне те калаймастӑн… Эс мӗн тетӗн, эпӗ хам та ӗлӗк тӗттӗм ҫын пулнӑ, — терӗ вӑл. — Пӑхатӑп та — ӗлӗкхи тӗттӗмлӗхшӗн намӑс; ҫапах та авалхи йӑнӑша аса илсен — ҫӗннине сахалтарах тӑватӑн. Сирӗн, ҫамрӑксен, эпир тунӑ йӑнӑша тӑвас пулмасть. Сирӗн ачаранпах культурӑллӑ пурӑнма вӗренес пулать. Акӑ мӗн ҫинчен калаҫу пырать, ывӑлӑм.

…Август уйӑхӗн сулхӑн кунӗ. «Леонид Красин» инҫетри рейса тухса кайма хатӗрленнӗ. Шыв хӗррине ӑсатакансем пухӑннӑ: тусӗсем, арӑмӗсем, амӑшӗсем, ачисем. Двина хӗрринче тӑракан ҫӗнӗрен хура сӑрпа сӑрланӑ карап ӑшӗнче дизельсем шаклаттараҫҫӗ. Никифор Семенович Евдокия Тимофеевнӑпа Володьӑна юлашки хут васкаса ыталарӗ те, аялти решеткеллӗ трап кӗперӗ ҫине сикрӗ, унтан аллипе леертан тытса ҫӳлелле пӑхса, команда пачӗ: «Трапа ҫӗклӗр! Вира!»

— Ун хыҫҫӑн траппа пӗрле хӑпарса, ҫӳлтен кӑшкӑрчӗ:

— Телейлӗ пулӑр! Наукӑна вӗрен, Вовка! Ҫитӗн, ачам! Кӗпер ҫинче те, машина ӑшӗнче те чӑнкӑр-чанкӑр турӗ.

Канат вӗҫӗсем карап ҫинелле ҫӗкленчӗҫ. Ҫыран хӗррипе борт хушши сарӑлнӑҫемӗн сарӑлать, аялта шыв кӗрлет. Форш-тевен ҫине, сӑмса вӗҫне ҫыпӑҫтарнӑ пек, канатран ҫыхса тунӑ хулӑн минтер тӑхӑнтарнӑ пӗчӗк буксирлӑ катер, «Красин» борчӗ ҫумне минтерӗпе тӗкӗнчӗ те, карапа ансӑр бухтӑран кӑларас тесе, тӗртме пуҫларӗ. Темӗн пысӑкӑш карап кӳмеркки малта аран-аран хускалнӑн туйӑнчӗ, анчах анлӑ шыв варрине ҫитсен, хӑнӑхнӑ ирӗклӗхе тухнӑ пек, ҫӑмӑл та хӑватлӑн курӑнчӗ. «Красин» хӑйне пулӑшнӑшӑн кӗскен кӑшкӑртса буксира тав турӗ, лешӗ ҫинҫе сасӑпа ответлерӗ. Теплоход мӑн сассипе хаваслӑн та нумайччен кӑшкӑртса сывпуллашрӗ; пӗрре кӑшт шӑпланать, унтан каллех мӗнпур вӑйӗпе мӗкӗрсе, таврана янӑратать.

Ашшӗ ҫӗнӗрен инҫетри рейса тухса кайрӗ.

Тепӗр кун Евдокия Тимофеевна ывӑлӗпе пӗрле Керчь хулине кайрӗ: пӗр эрнерен Володьӑн пуҫласа шкула ҫӳреме тытӑнмалла.

Тата пӗр уйӑхран Володя ҫакнашкал шухӑшлама пуҫларӗ: пурнӑҫра чи интересли — класа журналпа, глобус е кайӑк катемпи йӑтса кӗни, класа кӗрсен пурте ура ҫине тӑрсан сана сасӑпа пӗр харӑс саламлани; эсӗ пур, сӗтел хушшине мӑнаҫлӑн кӗрсе ларатӑн, стена ҫине илемлӗ картина ҫакатӑн, пурне те пӗлетӗн, сана пурте сума сӑваҫҫӗ, пурте итлеҫҫӗ, тата кӑштах хӑраҫҫӗ те; эсӗ класс журналне мӗн ҫырнине пурне те вулама пултаратӑн, тӗрлӗ отметкӑсене пӑхса илетӗн, иртӗнме пуҫласан, кирек мӗнле вӑйлӑ ачана та класран кӑларса яратӑн, хулӑн хӗрлӗ кӑранташпа е унтан та ытларах, хӗп-хӗрлӗ чернилпа тетрадьри йӑнӑшсене туртатӑн та, аяла: «В. Дубинин пӑхса тухнӑ. 100 йӑнӑш. Пит япӑх» — тесе ҫыратӑн.

Кӗскен каласан, пурте паллӑ: Володя халӗ ӗнтӗ татӑклӑнах пӗлет, ҫитӗнсен вӑл учитель пулать. Вӑл хӑй те, малтанхи икӗ класра отлично вӗренчӗ.

Унтан каллех карап ӗренкисем курӑна пуҫларӗҫ, малтан типӗтмелли хут ҫинче, унтан, киле парса янӑ задачӑсене туса пӑхнӑ черновик хӗрринче. Халӗ ӗнтӗ ахаль учитель мар, ятарласа тинӗс преподавателӗ пулас килчӗ. Пӗр-пӗр йывӑҫ муклашки Володя аллине лексен, пӗр сехетрен мӗнле те пулин карап ӗренки пулса тӑнӑ, пӗр-ик хӑйӑ мачта пулнӑ, шӑрпӑк — рея. Володя сӗтелӗ ҫинче тӑп-тулли хӑй тунӑ пӗчӗк карапсем, линкорсем, миноносецсем, фрегатсем пулнӑ, канфет чӗркенӗ хута касса хӗрлӗ вымпел, пирус хутӗнчен парус тунӑ. Карап моделӗсемпе юнашар, вӗсене аяккарах сирсе, Володя сӗтелӗ-ҫинче кӗнеке куписем ытларах та ытларах вырӑн йышӑнаҫҫӗ.

Володьӑн ҫӗнӗ тапхӑр пуҫланчӗ: вӑл кӗнеке нумай вулама тытӑнчӗ. Кӗнекесем халичченхи ӗмӗтсене сӳнтермен, вӗсене ҫӗнетсе тата ытларах хавхалантаракан ҫӗнӗ ӗмӗтсем ҫуратнӑ. Ачан кӑмӑлне кайнӑ кӗнекесенче ҫулҫӳрекенсем, воинсем, революционерсем, вилӗмрен хӑраман, хӑрушлӑха пӗлмен хастар ҫынсем ҫинчен, тӗрӗслӗхшӗн ҫапӑҫакан ырӑ кӑмӑллӑ паттӑрсем, суяпа пусмӑрлӑха кураймансем ҫинчен ҫырнӑ пулнӑ. Халӑхшӑн ҫӗнӗ ҫул уҫма геройсем ҫурҫӗр пӑрне касса кӗреҫҫӗ. Вӗсем ҫӗнӗ тинӗссем, ҫӗнӗ ҫӗршывсем шыраса тупаҫҫӗ, тӗрӗсмарлӑха хирӗҫ хӑюллӑ тӑраҫҫӗ, баррикадӑсем ҫинче ҫапӑҫаҫҫӗ. Хӑшӗсем тан мар ҫапӑҫура хӗрлӗ ялав айӗнче вилеҫҫӗ, анчах теприсем вӗсем вырӑнне тӑрса, хӗрлӗ ялава пӗтӗм кисреннӗ тӗнчене курӑнмалла ҫӗклеҫҫӗ.

Володя нумай вулать, анчах час-часах йӗркесӗр, тӗлли-паллисӗр. Валентина кӗнекисене ыйтмасӑр илетчӗ.

— Мӗн яланах ыйтмасӑр илетӗн! — ҫилленет аппӑшӗ. — Эсӗ пурӗпӗрех ку кӗнекере мӗн ҫинчен ҫырнине ӑнланаймастӑн. Эпӗ ӑна хам та пӗлтӗр. ҫеҫ, пиллӗкмӗш класра чух тин вуларӑм. Ку пӗчӗк ача кӗнеки мар. Куратӑн-и? Кунта вӑтам ҫулхи ачасемпе аслисем валли тесе ҫырнӑ.

— Мана вӑтам теме те юрать ӗнтӗ.

— Апла пулмасӑр, эсӗ кӗҫӗн ҫех ӑшшӑ. Вӑтам — пиллӗкмӗш класран пуҫланать. Вӑтам ҫула ҫитесси; санӑн инҫе-ха. Сана пионера та йышӑнман.

— Эп сана, Валентина, тӳрех калатӑп, мана ак кӗҫех йышӑнаҫҫӗ, ку пӗрре. Тата пионерсем, ман шутпа, ытах вӗсем чӑн-чӑн пионер пулсан, йышӑнманнисем умӗнче сӑмсисене питех каҫӑртма кирлӗ мар. Мӗншӗн тесен, йышӑнсан, кам авантарах пионер пуласси паллӑ мар-ха. Асту, Валентина, комсомола куҫнӑ чух эп сана отвод паратӑп ак.

— Санран ыйтаҫҫӗ пулӗ…

— Халӗ ыйтмӗҫ те-ха, кайран ыйтӗҫ. «Спартака» ҫапах илетӗп. Эп ӑна вуласа тухрӑм, татах вулатӑп, мӗншӗн тесен ку кӗнеке хӗрупраҫ валли мар. Ку ҫапӑҫу ҫинчен, гладиаторсем ҫинчен калакан революцилле кӗнеке. Санӑн пӗр-пӗр роман кӗнеки мар вӑл. Эпӗ виҫӗмкун санӑнне пӗрне илтӗм те часах каялла хутӑм. Мӗн интересӗ пур? Калаҫаҫҫӗ, калаҫаҫҫӗ, пӗрмай юрату пирки асапланаҫҫӗ, сӑмахлаҫҫӗ, тавлашаҫҫӗ, нимӗнле приключени те ҫук, никам та ҫапӑҫмасть.

— Санӑн Спартак асапланмасть-им? Ӑна та Валерия Мессала мӗнле юратнӑ!

— Мӗнех вара вӑл юратни? — парӑнмасть Володя. — Юратнӑ, мӗншӗн тесен Спартак тӗрӗс ҫын пулнӑ, хӑюллӑ, чурасемшӗн ҫапӑҫнӑ, ирӗкшӗн! Ахаль юратман.

— Спартак ӑна мӗншӗн юратнӑ тата, вӑл Римри пуян хӗрӗ пулнӑ пулсан?

— Вӑл ӑна хӑй енне ҫавӑрнӑ, Мессала вара ун майлӑ пулнӑ… Э, мӗн ӑнланатӑн эс! Эпӗ вӑл вырӑна пӑхмасӑрах пӗлетӗп! — Володя сылтӑм аллипе сӗтел ҫинчи линейкӑна ҫавӑрса илчӗ те, сулахай аллине пукан ҫинче ларакан ҫаврака корзина хӑлӑпне чиксе, хӑй умӗнче шит пек тытса, Валентина патнелле утрӗ:
— «Барра» — тесе ҫухӑрса ячӗ те, таврари сӑртсене янӑратса, хӑватлӑ Спартак хӑйӗн гладиаторӗсене римлянсен темиҫе пинлӗ легионӗсене хирӗҫ ячӗ…
«Ирӗк те ҫутӑ! — кӑшкӑрчӗ вӑл. — Ҫӗнтерӳ е вилӗм!»

— Анне, Володька каллех ыйтмасӑр кӗнекесем илет те ман ҫумма ҫыпҫӑнать! — нӑйлатать Валентина, пӑлхав пуҫланӑ гладиаторсене хирӗҫ милӗкпе тӑрса.

Амӑшӗ кӗрсе, ним чӗнмесӗр Володя аллинчен линейкӑпа корзинӑна туртса илет, Валентинӑран — милӗкне, унтан «тӑшмансене» уйрӑм пӳлӗмсене кӗртсе ярать.

Халӗ Володя час-часах ҫӗнӗ карап е мӗнле те пулин хӑй шухӑшласа кӑларнӑ япаласене тунӑ чух, сасӑпа вуласа пама амӑшне ыйтать. Евдокия Тимофеевна кӗнеке илсе ывӑлӗн сӗтелӗ патне ларать. Вӑл хӑй те кӗнеке вулама юратать. Вуласса вӑл сассине хӑпартмасӑр, ҫемҫе сасӑпа вулать, анчах кашни сӑмаха хисеплесе, тӑрӑшса, ӗнентерӳллӗн калать. Ҫав вӑхӑтра унӑн сӑн-пичӗ тинкерӳллӗ пулать, вӑл ывӑлне темӗнле пит кирлӗ, иккӗшне ҫеҫ пӗлме тивӗҫ вӑрттӑнлӑха систернӗ пек вулать. Володя амӑшӗ вуланине итлесе, ӗҫлеме юратнӑ. Хӑш чух вӑл хӑй вырӑнӗнчен сиксе тӑрать те, Евдокия Тимофеевна мӑйӗ ҫине ыткӑнса, чуптума тытӑнать.

— Пӗлетӗн-и, анне, эсӗ ҫавнашкал вулатӑн, ҫавнашкал вулатӑн, пурне те хам курнӑ пек туйӑнать! Эс вуланӑ пек никам та вулама пултараймасть.

Ҫапла вӗсем Пушкин юмахӗсене, Лермонтовӑн «Сывлӑшри карапне» вулӑса тухрӗҫ. Гоголе вулама пуҫларӗҫ. Уйрӑмах Володьӑна «Тарас Бульба» кӑмӑла кайрӗ. Мӗнле хастар, вӑйлӑ ҫынсем ҫинчен ҫырнӑ вӑл кӗнекере, ҫапӑҫура вӗсем, вырӑс ҫӗршывӗн тӑшманӗсене хирӗҫ мӗнле савӑнӑҫлӑ харсӑрлӑхпа ҫапӑҫнӑ! Ах, епле хавхалантарчӗ ку тӗлӗнмелле кӗнеке амӑшӗпе ывӑлне те: унти сӑмахсем хӑйсем юрлаҫҫӗ, кулаҫҫӗ, макӑраҫҫӗ; хӗҫ шӑхӑрнине те, казак лашисем вӗҫтерсе пынине те, Днепр шывӗ хӗрринчи ӑшӑ каҫӑн шӑплӑхӗ ҫинчен те каласа параҫҫӗ унти сӑмахсем.

Сахал мар ҫӗнӗ ӗмӗт ҫуралнӑ ҫак кӗнекене вуланӑ хыҫҫӑн Володя пуҫӗнче. Пӗрре ҫеҫ мар макӑрса илчӗ Евдокия Тимофеевна. Остаппа Андрий амӑшӗ ирпеле Сеча тухса каякан хӑйӗн ывӑлӗсене курма ҫӗрле, вӗсем ҫывӑрнӑ ҫӗре пыни ҫинчен ҫырнӑ страницӑсене Володя ӗмӗрне те манас ҫук. Епле аван вуларӗ амӑшӗ ҫав вырӑна! «Пӗр мӗскӗн амӑшӗ ҫеҫ ҫывӑрман. Вӑл юнашар выртакан хаклӑ ывӑлӗсен пуҫелӗкӗ ҫине тайӑлчӗ, вӗсен ҫамрӑк, тирпейсӗр кӑтрисене турапа турать, куҫҫульпе йӗпетет. Амӑшӗ ывӑлӗсем ҫине пӗтӗм чун хавалӗпе, куҫне илеймесӗр пӑхать: пӑхать-пӑхать те пӑхса та тӑранаймасть. Вӑл вӗсене хӑй кӑкрине ӗмӗртнӗ, ӳстернӗ, ачашланӑ — халӗ хӑй умӗнче самантлӑха ҫеҫ курать. «Ывӑлӑмсем, савнӑ ывӑлӑмсем! Мӗн пулӗ-ши сире, мӗн кӗтет-ши?»…

Амӑшӗ ҫак йӗркесене ывӑлне вуласа панӑ чух пӳлӗмре ҫутӑччӗ. Уҫӑ кантӑк витӗр йывӑҫсем ҫинче вӗҫен кайӑксем пӗр-пӗринпе чӗвӗлтетни илтӗнет. Володя кашни кун темӗн чухлӗ интереслӗ ӗҫ, кӗнекесем, ҫӗнӗ хыпарсем илсе таврӑннӑ; ҫав тери аван пурӑннӑ, ҫавӑнпа та вӑл халь амӑшӗ мӗншӗн ун ҫине сасартӑк пӑшӑрханса пӗр самант пӑхнине, каллех кӗнеке ҫине пуҫне усса, ывӑлне палӑртмалла мар страница ҫине тумланӑ куҫҫульне шӑлса илнине ӑнланмарӗ.

Тарасӑн хаяр шухӑшне — вӑл: «Эп сана ҫуратнӑ, эпех сана вӗлеретӗп!» — тесе, хӑй ывӑлне — Андрия — казаксен воинствине, тӑвӑн ҫӗршыва сутнӑшӑн персе вӗлернине иккӗшӗ те ырларӗҫ.

Амӑшӗ юлашки страницине вуланӑ чух, тӑшмансем ватӑ Тараса тытса, йывӑҫ ҫумне вут ҫине ҫыхса хурсан, ҫулӑм ҫӳлелле хӑпарса, урисене ҫавӑрса илнӗ тӗле ҫитсен, амӑшӗ тӗлӗнмелле хаяр: «Тӗнчере вырӑс хӑватне ҫӗнтерекен вӑй, вут, асап халиччен пулман, пулас та ҫук», текен сӑмахсене вуласан, Володя чӑтаймарӗ, сиксе тӑчӗ те:
— Паллах, унашкал вӑй ҫук! Тӗрӗс вӗт, анне? — тесе кӑшкӑрчӗ.

Амӑшӗ шухӑша кайса ывӑлӗпе килӗшрӗ. — Тӗрӗс, ывӑлӑм, — терӗ.

Володя ашшӗ кӗнекисене те тӗкӗне пуҫларӗ. Никифор Семенович Хура тинӗс ҫинчи суту-илӳ флотне куҫнӑ. Вӑл Керчь портӗнче ӗҫленӗ, каҫхи комвузра вӗреннӗ. Пӗрре, этажерка ҫинчи ашшӗн кӗнекисене пӑхнӑ чух, Володя хулӑн та йывӑр кӗнекесем хушшинче сарӑхса кайнӑ, кӑранташпа чӗрсе пӗтернӗ, хуплашкасӑр пӗчӗк кӗнеке тупрӗ. Пӗрремӗш сарӑхнӑ страница ҫинчи сӑмахсене вуласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, Володя ҫав кӗнекене илсе этажерка ҫумне ҫӗрех ларчӗ.

«Европа тӑрӑх мӗлке ҫӳрет, — вуларӗ Володя, — коммунизм мӗлки».

Володя диван ҫине куҫрӗ те, урисене хуҫлатса, канлӗрех ларчӗ. Ҫӗнӗрен вулама тытӑнчӗ: «Европа тӑрӑх мӗлке ҫӳрет»… Тӗлӗнмелле! Пӗр-икӗ сӑмахне Володя аран-аран ӑнланчӗ, тӳррипе каласан, унта та пачах ӑнланмалла мар сӑмахсем тӗл пулчӗҫ: — Меттерних, Гизо, радикалсем… Анчах малалла Володя нимӗн те ӑнланаймарӗ. Ассӑн сывласа илчӗ те, кӗнекине уҫса пӑхкаласа вӗҫне ҫитрӗ: «Коммунистсем хӑйсен ӗмӗтне-шухӑшне пытарнине ирсӗр ӗҫ, тесе шутлаҫҫӗ…» — вуларӗ вӑл.

Ку сӑмахсем Володьӑна килӗшрӗҫ, кӑмӑлне кайрӗҫ, мӗншӗн тесен вӑл хӑй ҫавнашкал пулнӑ, тӳррипе каласан, ҫавнашкал пуласшӑн пулнӑ.

«…Ан тив, пуҫ пулса тӑракан классем Коммунистла Революци умӗнче чӗтренччӗр», — пӑшӑлтатса вуларӗ Володя. Тӗп шухӑшне пӗтӗмпех ӑнланаймарӗ, анчах тимӗр янӑравне туйрӗ; крепость хапхине таранпа ҫӗмӗрнӗ пек. «Пролетарисем хӑйсен сӑнчӑрӗсемсӗр пуҫне урӑх ним те ҫухатас ҫук. Вӗсем пӗтӗм тӗнче туянӗҫ».

Ҫак сӑмахсем хыҫҫӑн пысӑк саспаллисемпе:
«Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр!» тесе ҫырнӑ.

Ашшӗ ури сассине илтсен, Володя сиксе тӑчӗ те кӗнекине хӑй вырӑнне хучӗ: ашшӗ хӑйсӗр пуҫне кӗнекесене тӗкӗнме хушман.

Ашшӗ кӑмкан айӗнче ҫӑвӑнчӗ, шӑлӑнчӗ, утнӑ май, алшӑллине ывӑтрӗ те стена ҫинчи ҫеклӗ ҫине тӳрех лектерчӗ, Володя сӗтелӗ патне пычӗ.

— Ну, мӗнле? Ырана пурне те хатӗрлерӗн-и, задачӑсем турӑн-и? Пӗркунхи пек намӑс пулмасть-и? Асту! Санӑн, Валя, ыранхи уроксем мӗнле?

Киле парса янӑ задание тирпейлӗ ҫыракан Валя самантлӑха чарӑнчӗ те:
— Эпӗ часах пӗтеретӗп, — терӗ.
— Пӗлетӗн-и, мӗн чухлӗ задани парса яраҫҫӗ, аптрамалла!

— Эпир сана кансӗрлемӗпӗр, вӗрен. Володьӑпа эпир ав ҫавӑнта — кӗтесре вырнаҫӑпӑр.

Ашшӗ, инҫетри кӗтессе кайса, авса тунӑ кресло ҫине ларчӗ, унтан сӗтел лампине хӑй патне лартрӗ те Володя тетрадьне илчӗ:

— Ҫапла… Мӗнле услови кунта? Ага! Пропорци задачи. Юрать. Эсӗ мӗнле турӑн? Чим, чим! Эсӗ мӗн хӑтланнӑ кунта? Тӑхта-ха. Ку сулахай ура кӗллипе сылтӑм хӑлхана хыҫни пулать.

— Ответ тухрӗ-ҫке.

— Отвечӗ тӗрӗс тухни нимех те мар-ха. Кунашкал йӑлана пӑрах: задачӑна тӗрӗс тумасӑр ответ ҫырса лартатӑн. Кунашкал хӑтланни пурнӑҫра та юрӑхсӑр. Тупсӑмне тупас пулать, ун патне тӗрӗс ҫулпа пырас пулать, тухать-и, тухмасть-и тесе тӗрлӗ еннелле пӑрӑнас пулмасть, хатӗрри ҫумне те ҫыпҫӑнма кирлӗ мар. Сан решени юрӑхлӑ мар. Лар ҫакӑнта, ҫӗнӗрен тӑвӑпӑр.

Володя ашшӗ ҫумне ларса, тетрадьне уҫрӗ те страницине алтупанӗпе якатса, перине чернил ҫине пуҫрӗ.

— Мӗн сан аллусем чавса таранах чернилпа вараланнӑ? — ыйтрӗ ашшӗ, Володя алтупанне ҫавӑрса; ҫаннине тавӑрчӗ те аллине пур енчен те пӑхса тухрӗ. — Ак тата! Сулахайӗ те пӗтӗмпех! Эсӗ мӗн, каллех татуировка тума шут тытрӑн-и?

— Эпӗ, атте, автоматлӑ перо, самописка турӑм. Акӑ, куратӑн-и: кунта ҫакӑн пек пралук чӗркемелле, унтан пуҫмалла. Чернил ак ҫакӑнта пухӑнать — ҫырма пулать, анчах кӑшт сирпӗнет.

— Мм-м… ҫапла. Сирпӗнни пит аван курӑнать. Шел, ҫырасса — ҫырмасть пулас. Атя, шӑллӑм, ахаль ручка илер те ҫак задачӑна тӑвар… Илтӗмӗр-и? Ну, шухӑшла!

Ашшӗпе ывӑлӗ тетрадь ҫине пӗшкӗнчӗҫ, чӗркелесе тӑкрӗҫ, пӗр пилӗк минут мӑкӑртаткаларӗҫ, унтан иккӗшӗ те хӗпӗртесе пуҫӗсене харӑс ҫӗклерӗҫ.

— Ну, акӑ ку — урӑхла калаҫу. Эсӗ аташса ҫӳретӗн. Ҫичӗ ҫухрӑм — пӗр вӑрманпа. Ну-ка, пар-ха, сан самопискуна пӑхар. Тӳррипе каласан, эсӗ кӑна аван шухӑшласа кӑларнӑ. Маттур! Анчах санӑн, мыскараҫӑ, ак ҫакӑнта, ручка вӗҫне илсе лартмаллаччӗ те йывӑҫӗ тӑрӑх валак тумаллаччӗ, вара ҫырасса та ҫыратчӗ, сирпӗтместчӗ те. Э-эх, самопис! Вараланса пӗтнӗ…

Ашшӗ кантӑк витӗр пӑхрӗ, шухӑша кайрӗ.

— Пӑхатӑп ак санӑн черниллӑ аллусем ҫине. Вӑрҫса илме те тиврӗ! Вӑрҫасса кирлӗшӗн вӑрҫрӑм-ха. Ҫыру хатӗрӗсене тирпейлӗ тытмашкӑн вӗренме вӑхӑт ӗнтӗ. Анчах пӗлетӗн-и Вовка, мӗн аса илтӗм эпӗ. Хамӑн пурнӑҫра эпӗ алӑ ҫинче пӗрремӗш хут чернил курсан, ҫав тери мӑнкӑмӑллантӑм. Мӗн тери пысӑк ӗҫ вӑл — вулама-ҫырма пӗлни, ӑнлан! Унччен ман алӑсем мӗнпе вараланнӑ? Тикӗтпе, мазутпа. Эпӗ ҫӗр улпучӗ патӗнче батракра пурӑнаттӑм, кунтан инҫех мар, Хӑмӑш-Бурун хыҫӗнче. Вунҫиччӗмӗш ҫулта тин пуҫласа саспаллисем вӗрентӗм. Тепӗр ҫур ҫултан ҫырма вӗрене пуҫларӑм. Пӗлетӗн-и: пӗрремӗш саспаллине чернилпа ҫыртӑм та, хам, санашкал, пӗтӗмпех вараланса пӗтрӗм — чӗлхе те ман черниллӑччӗ, ҫӳҫсем те, пур ҫӗрте те чернил — алӑсене ҫуса тасатма та шелччӗ. Пурте курччӑр тесе, пӳрне ҫинчи чернила кӑтартса ҫӳретӗп: ак куратӑр-и, ҫырма пӗлетӗп, хут пӗлетӗп… Ҫапла ҫав, пирӗн ун чухне пурнӑҫра пурне те хамӑрӑн тумаллаччӗ, хатӗр ответсем пулман, пурне те эпир хамӑрах пӗлсе тума тӑрӑшнӑ.

Ашшӗ, ӗлӗкхине аса илсе пулмалла, кӑшт чӗнмесӗр ларчӗ, пуҫне сулласа илчӗ те, пуҫ пӳрнипе табака пуса-пуса, чӗлӗмне тивертсе ячӗ.

— Сӑмахпа каласа памалли задани пирки ыйтас мар-и санран?

— Ыйтма пултаратӑн, анчах эпӗ пурне те аванах вӗрентӗм. Ашшӗ пӗлет, Володя ҫакнашкал ӗнентерӳллӗн калать пулсан, тӗрӗслемесен те юрать.

— Итле-ха, Вова… — Вӑл именсе йӑл кулса илчӗ те питне чӗлӗм тӗтӗмӗпе хупларӗ, унтан хуллен вӗрсе сапалантарса ячӗ. — Апла пулсан, эсӗ мана пулӑшмӑн-и? Ыран манӑн, комвузра семинарта доклад тумалла. Лайӑхах хатӗрлентӗм пек те, иртнӗ каҫ, пӗлетӗн-и, ҫӗрӗпех лартӑм. Анчах… Ҫапах та ҫулӗсене тӗрӗслесен япӑх пулмӗ… Валентина та пулӑшма пултаратчӗ те, вӑл хӑй те ав пушанман-ха. Ӑна чӑрмантарас мар.

Ашшӗ тӑрса этажерка патне пычӗ те хулӑн кӗнеке илчӗ.

— Кам кунта ман кӗнекесене арпаштарнӑ?

— Эпе кӗнекесем пӑхрӑм.

— Тӗкӗнме хушманччӗ пулас.

— Атте, эпӗ унта санне пӗр кӗнеке куртӑм. Питӗ интереслӗ пуҫланать. Унта мӗлкӗ ҫинчен, вӑл пӗтӗм тӗнче тӑрӑх ҫӳрет те, патшасем, корольсем, полицейскисем ӑна хирӗҫ тӑраҫҫӗ, унтан хӑраҫҫӗ… Анчах малалла питӗ йывӑр. Кӗнеке вӗҫне пӑхрӑм, каллех ӑнланмалла. Хаҫатри пек ҫырнӑ: «Пӗтӗм тӗнчери пролетарисем, пӗрлешӗр!» — тенӗ.

— Вовка! Ӑнланма пултарайман япаласене вӑхӑт ҫитмесӗр ан тыт. Пурин те хӑйӗн вӑхӑчӗ пур. Ку, шӑллӑм, кӗнекесен кӗнеки, йӑлтах ҫак кӗнекерен тапранса пуҫланса кайнӑ. Ку — коммунистсен партин манифесчӗ! Ну, мӗнле калас сана… Патшасем те манифест кӑларнӑ — калӑпӑр, вӑрҫӑ чух е хресченсене патша улталанӑ чух: хӑй ирӗке кӑларма сӑмах панӑ, ҫӗр паман. Ку манифест пӗтӗм тӗнчери халӑха чӑн-чӑн тӗрӗслӗхе уҫса панӑ. Ку кӗнеке тухни тӑхӑрвунӑ ҫул ӗнтӗ, вӑл халӗ те кивелмен. Ку кӗнекери сӑмахсем паянхи кун та вут пек ҫунтараҫҫӗ. Ленинпа Сталин ҫак кӗнеке тӑрӑх хӑйсен аслӑ ӗҫне пуҫланӑ. Эпир те, коммунистсем, ҫак кӗнекерен пуҫланса кайнӑ…

— Пионерсем те унтан пуҫланнӑ-и?

— Пионерсем те, комсомолецсем те — пурте. Ну, кӑна эс малашне вӗренӗн. Халь эсӗ ҫавсене пурне те ӑнланма вӑй ҫитерейместӗн-ха.

— Пире кун ҫинчен пӗркунах каласа пачӗҫ! — хӑйӗн кӗтессинчен кӑшкӑрчӗ Валентина.

— Ну, эсӗ часах ак комсомолка пулатӑн.

— Атте, эпӗ те ӑнланма вӑй ҫитеретӗп, — сасӑ пачӗ Володя, — мана та ҫитес уйӑхра пионера йышӑнаҫҫӗ вӗт.

— Ку паллӑ мар-ха, — чарӑнмасть Валентина.

— Саншӑн паллӑ мар пулӗ те, — терӗ Володя, — саншӑн нумайӑш паллӑ мар. Маншӑн йӑлтах паллӑ.

— Ав мӗнлескерсем эсир! Ҫитӗ сире чӑркӑшма! — ҫилленчӗ Никифор Семенович. — Ну, мӗне пӗлтерет-ха кун пек хӑтланни, йӑлӑхтарсах ҫитерчӗ. Эсӗ, Валентина, ыран-паян комсомола кӗретӗн. Ку — пилӗк минутран пионер. Уйӑрмалли те сирӗн ним те ҫук, ҫапах пӗрмай харкашатӑр… Ну, Вова, атя, ӗҫе тытӑнар. Ҫак кӗнекене ил-ха. Эпӗ сана каласа парӑп, эсӗ ак ҫакӑнтан, паллӑ тунӑ вырӑнтан, ҫулсене тӗрӗслеме пуҫла. Тӗрӗслесе пырайӑн-ши? Тӳррипе каласан, йӑлтах аван пӗлетӗп, ҫулсене арпаштарас марччӗ ҫеҫ. Эсӗ ҫулсене тӗрӗсле.

— Ҫулсем пирки сирӗн пит ҫирӗп ыйтаҫҫӗ-им? — интересленчӗ Володя.

— Ӑна чухлас пулать ӗнтӗ…

Володьӑна ашшӗ ҫамрӑкланса кайнӑ пек, иккӗшӗ те шкулти юлташсем пулнӑн туйӑнса кайрӗ.

— Ну, ҫитӗ палкама, атя ӗҫе тытӑнар. Пӑхса пыр… Пуҫлар эппин… — Никифор Семенович ӳсӗрсе илчӗ, темшӗн китель тӳмисене тыткаласа пӑхрӗ. — 1902-мӗш ҫулта патша правительстви Сталин юлташа тӗрмене хупнӑ. Тӗрмере чухне…

— Кунта: «Кутаис тӗрминче», тенӗ, — тӳрлетрӗ Володя.

— Тӗрӗс, Кутаис тӗрминче ларнӑ чухне, ҫулла, 1903-мӗш ҫулта, Тифлис хӗрринчи Авлабарта вӑрттӑн типографи уҫма Сталин юлташ задани панӑ пулнӑ.

Никифор Семенович Кавказ большевикӗсем Сталин заданине ӑслӑн та хӑюллӑн пурнӑҫлани ҫинчен — ҫӗре тарӑн алтса тунӑ Авлабар типографин тӗлӗнмелле историйӗ ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Володя кӗнеке тӑрӑх тӗрӗслесе пырать, час-часах кӗнеке ҫинчен куҫне илсе, ашшӗ ҫине хаваслӑн пӑхать. Хӑш чух сасартӑк ашшӗне чарать:
— Кунта: «вара унтан» тесе ҫырнӑ, — тет.

— Ку пурпӗрех. Эс, шӑллӑм, чӑркӑшатӑн. Эп сана йӑлтах пӑхмасӑр калама кӗрӗшмен. Ҫулсене тӗрӗс каланине пӑхса пыр. Капла санпа ирччен те пӑтӑ пӗҫереймӗн.

— Ну, юрать, юрать-ҫке… Малалла кала.

— Ҫапла…

Малалла вӑл революционерсем ҫӗр айӗнчи типографинче хастарлӑ ӗҫлени ҫинчен калама пуҫларӗ.

Хӑш чух Володя чӑтаймасӑр аллипе сӗтеле ҫапса кӑшкӑрса ярать:

— Ура! Маттурсем!

— Володька, хуллентерех, шухӑшлама кансӗрлетӗн, — хӑй кӗтессинчен сас парать Валентина.

— Чӑнах та, шӑплан, Володька.

— Атте, чӑтма пултараймастӑп, эпӗ хумханатӑп.

— Хумханасса хумхан та, анчах шӑппӑнрах хумхан. Ну, малалла тӗрӗсле… Ҫав ҫулах, февраль уйӑхӗнче… Эпӗ ҫав ҫулах, тетӗп пулсан, 1904-мӗш ҫулта пулать…

Володя ашшӗне ыталама ыткӑнчӗ:

— Атте, эс ҫав тери аван пӗлетӗн! Эпӗ ӗмӗрне те ҫавӑн чухлӗ асра тытма пултараяс ҫук. Эсӗ пурне те тӗрӗс каласа паратӑн… Тӳррипе каласан, — хушрӗ пӗр самант шухӑша кайнӑ хыҫҫӑн, — пире те ҫакнашкал интереслине вӗрентнӗ пулсан, эпӗ те «отлично» ҫеҫ илнӗ пулӑттӑм.

— Ну, студентсем, час вӗренсе пӗтеретӗр-и? Ҫитӗ сире пӗр-пӗрне экзамен тума, — терӗ амӑшӗ пӳлӗме кӗнӗ чух. — Валенька, эсӗ пушантӑн-и? Каҫхи апат тӑвас пулать, пулӑ сивӗнсе кайӗ. Паян пулӑ пит ҫуллӑ — пӑхсанах сӗлеке юхать.

Вӗсем каҫхи апат тума ларчӗҫ. Ашшӗ каласа панипе хумханнӑ Володя, тирекен пулӑ шӑммисене ҫӑварӗнчен икӗ аллипе кӑларса, амӑшне ҫӗр айӗнчи типографи ҫинчен каласа пама тӑрӑшать.

— Васкамасӑртарах калаҫ, — чарать амӑшӗ. — Апат хыҫҫӑн каласа пӗтерӗн… уроксене лайӑхрах хатӗрлесчӗ санӑн пӗреххут.

Тепӗр кунне Володя, ашшӗн доклачӗ мӗнле иртсе каять-ши, тесе, хумханса ҫӳрерӗ. Каҫ пулчӗ, Никифор Семенович ҫаплах таврӑнмасть-ха, пӑшӑрханнипе ача ним тума та пӗлмест. Ҫывӑрас килнӗ пулсан та, ашшӗ киличчен ҫывӑрма выртасшӑн пулмарӗ. Юлашкинчен Володя сӗтел хушшинчех, икӗ эрне каярах юсама пуҫланӑ пӗчӗк электромоторпа чакаланнӑ ҫӗртех йывӑр ҫывӑрса кайрӗ. Вӑл коридорта ашшӗн морякла уттине илтсенех вӑранчӗ. Ашшӗ, карап трапӗ тӑрӑх хӑпарнӑ пек, пусма тӑрӑх ҫӑмӑллӑн хӑпарчӗ. Володя ӑна хирӗҫ ыткӑнчӗ.

— Ну, мӗнле, атте?

— «Отлично»! — терӗ ашшӗ.

— Кала-ха, ҫывӑрма вырттӑр, — хутшӑнчӗ амӑшӗ. — Икӗ сехет ӗнтӗ кровать ҫине хӑвалатӑп. Пӗрмай сана кӗтет. Сан пирки ак, ҫывӑрса тӑранайманскер, класра «начар» илсен, пулать те-ха илемлӗ картина.

Анчах Володя час ҫывӑрса каймарӗ. Вӑл тӗттӗм пӳлӗмре куҫне хупмасӑр выртать, ӑна каменоломньӑра тарӑн ҫӗрте типографи тунӑн туйӑнать. Вӑл хӑй «ҫӗр айӗнчи ҫамрӑк хӗрлӗ революционер» ятлӑ хаҫата пичетлет. Ҫӳлте пуҫ пулса тӑракан классем, корольсем, полицейскисем, — хӑраса ӳкнӗскерсем, — Володьӑна вӗлерес тесе ураран ӳкичченех шыраҫҫӗ, анчах вӗсен нимӗн те тухмасть. Вӑл мӗлке пек хӑй пичетленӗ хаяр сӑмахлӑ хаҫата Европа тӑрӑх сарса ҫӳрет.

Ҫак каҫран пуҫласа Володя малашне печатник пулас марши тесе шухӑшлама пуҫларӗ.

Вӑл ашшӗне Ҫӗнӗ ҫула ачасем вылякан пичетлемелли набор «типографи» парнелеме ыйтрӗ. Наборта йывӑҫ компостерсем пулнӑ, унта резинӑран тунӑ саспаллисем ҫыпӑҫтарнӑ. Тата кӗрен сӑрпа йӗпетнӗ пӗчӗк минтер пулнӑ. Компостера пӗр йӗрке наборламалла пулнӑ, унтан наборланӑ саспаллисене почтӑри штемпель пек минтер ҫумне пусса хут ҫине мӗн пичетлес тенӗ, ҫавна пичетлеме пултаратӑн. Кунта тата тӗрлӗ лӗпӗш, мулкач, слонсем, самолет тунӑ штампсем пулнӑ. Лӗпӗшпе слон, паллах, ним тума та кирлӗ пулман. Самолетпа, унтан та ытла, наборти пилӗк юплӗ ҫӑлтӑрпа Володя ҫавӑнтах усӑ курма пуҫларӗ. Часах унӑн тетрадьсем, типӗтмелли хутсем, черновиксем ҫинче шупка кӗрен е ытла та самӑр, кӑштах сарӑлнӑ титрсем курӑна пуҫларӗҫ: владимир дубинин пӗтӗм тӗнчери пролетарисем пӗрлешӗр (пысӑк саспаллисем наборта пулман). Аяккисенче — самолетпа ҫӑлтӑр.

Володьӑн тӗлӗнмелле план пулнӑ — стена ҫинче ҫыру тупнӑ шурф тепӗнче вӑл ҫӗр айӗнчи типографи тума шут тытнӑ. Володя ҫак план ҫинчен Ваньӑна пӗлтерчӗ, анчах Ваня унпа килӗшмерӗ: «Мӗн тума ҫӗр айӗнче пичетлемелле? Кунтах пичетлеме пулать…» — терӗ. Володя малтан, Ваня вӑййа ӑнланмасть тесе, ҫилленсе те пӑхрӗ. Анчах Ваня хӑй шухӑшне улӑштармарӗ. «Европа тӑрӑх мӗлке ҫӳрет» тени?» — парӑнмасть Володя. Ку та Ваня шухӑшне улӑштараймарӗ. Кун хыҫҫӑн Володя: «каменоломньӑна эпӗ пӗчченех анатӑп», терӗ. «Кайса пӑх, — терӗ Ваня, — анчах халӗ кӗме май ҫук, карта тытнӑ. Мӗншӗн тесен, унта ачасем кӗме вӗреннӗ, анчах шалта — оборудовани. Халӗ унта ниепле те кӗрейместӗн». Ҫапла вара пӗтӗм ӗҫ харама кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех