Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 22:12

Пуплевӗш: 458; Сӑмах: 4100

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тепӗр уйӑхран Григорий сывалчӗ. Чи пирвай вӑл вырӑн ҫинчен ноябрӗн ҫирӗммӗш числисенче тӑчӗ те — ҫӳллӗскер, скелет пек хытанкаскер — чӳрече патне пычӗ.

Ҫӗр ҫинче те, сарайсен улӑм ҫивиттийӗсем ҫинче те ҫӗнӗ юр куҫа шартармалла шуралса выртать. Тӑкӑрлӑк тӑрӑх ҫуна тупань йӗрӗсем иртеҫҫӗ. Анса ларакан хӗвел пайӑркисен ҫутинче ҫатан картасемпе йывӑҫсене тытнӑ кӑвакрах шурӑ пас асамат тӗрриллӗн ҫиҫсе йӑлтӑртатать.

Шухӑшлӑн кулса, ырхан пӳрнисемпе мӑйӑхне шӑлкаласа, Григорий нумайччен чӳречерен пӑхса тӑчӗ. Ҫакӑн пек ытарма ҫук хӗле вӑл ку таранччен нихҫан та курман, тейӗн. Пурте ӑна унчченхи пек мар ҫӗннӗн те элккеммӗн туйӑнчӗ. Чир хыҫҫӑн куҫӗ ҫивӗчленчӗ, тейӗн, вӑл ӗнтӗ куҫ умӗнчи япаласем хушшинчех темле ҫӗнӗлӗхпе улшӑну пуррине куракан пулчӗ.

Хуторта тата хуҫалӑхра мӗн пулни-иртни маларах Григорие питех йӳпсӗнтерместчӗ, халӗ ак кӗтмен ҫӗртен вӑл пурне те пӗлесшӗн ӑнтӑлма, пуринпе те интересленме тытӑнчӗ. Пурнӑҫра пурте уншӑн темле ҫӗнӗ, чуна ҫывӑх пӗлтерӗш илчӗ, пурте куҫа кӗчӗ. Ҫӗнӗрен тухса тӑнӑ тӗнче ҫине вӑл кӑштах тӗлӗнсе пӑхрӗ, тутинчен чылайччен вара сивлек сӑнне, тискер кайӑкӑнни майлӑ ҫиллес куҫӗсене тӗлӗнмелле улӑштарса янӑ, ҫӑвар кӗтессисенчи хаяр йӗрсене ҫемӗҫтернӗ юмарт та ачалларах айван кулӑ сирӗлме пӗлмерӗ. Тепӗр чухне вӑл мӗн пӗчӗкрен пӗлекен, килте куллен тыткалакан япаласем ҫинех, хӑй тин ҫеҫ таҫти инҫетри ют ҫӗршывран килнӗ, ҫакна йӑлтах пуҫласа куракан ҫын пек, куҫ харшисене тимлӗн хускатса, тӗсесе тинкерчӗ. Григорий кӗнчелеҫҫине тӗрлӗ енчен сӑнаса пӑхнине асӑрхаса, пӗррехинче Ильинична калама ҫук хытӑ тӗлӗннӗччӗ. Амӑшӗ пӳлӗме кӗнӗ-кӗмен вара, кӑшт аванмарланнӑ пек пулса, Григорий кӗнчелеҫҫи патӗнчен пӑрӑнса кайрӗ.

Дуняшка унӑн шултра шӑмӑллӑ вӑрӑм кӗлетки ҫине кулмасӑр пӑхма та пултараймарӗ. Анса ларакан кальсонне аллипе тытса, курпунне кӑларса, типсе хӑрса кайнӑ вӑрӑм туналлӑ урисене хӑюсӑррӑн ийкелесе пусса, Григорий пӳлӗм тӑрӑх аялти кӗпе-йӗм вӗҫҫӗн уткаласа ҫӳрерӗ, ларнӑ чухне вара, ӳкесрен шикленсе, аллипе кашнинчех мӗнрен те пулин тытма тӑрӑшрӗ. Чирленӗ вӑхӑтра ӳссе кайнӑ хура ҫӳҫӗ тӑкӑнчӗ, кӑвак пӗрчӗсем ытларах пусса илнӗ кӑтрашка ҫӳҫ тӗпекӗ чӑлханчӑк кӗҫҫе пек ҫӗхреленчӗ.

Дуняшка пулӑшнипе вӑл хӑех пуҫне хырчӗ, йӑмӑкӗ еннелле пичӗпе ҫаврӑнса тӑчӗ те, лешӗ ҫавӑнтах аллинчи бритвӑна ҫӗре ӳкерчӗ, варне тытса кравать ҫине йӑванса кайрӗ, унтан каҫӑхса кайсах ахӑлтатма тытӑнчӗ.

Григорий вӑл кулса тӑранасса чӑтӑмлӑн кӗтрӗ, анчах юлашкинчен тӳсӗмӗ ҫитмерӗ, вӑйсӑррӑн чӗтренсе тухакан кӑшт ҫинҫерех сасӑпа асӑрхаттарса каларӗ:

— Асту, капла йӗм ҫинех кӑларса ярӑн. Кайран хӑвна намӑс пулать, эсӗ халь хӗр-иҫ. — Сасси ун кӑштах кӳреннӗ майлӑ тухрӗ.

— Ой, пиччеҫӗм! Тӑванӑм! Эпӗ каям луччӗ… вӑй пӗтрӗ! Ой, курасчӗ халь э-эсӗ ху мӗнлине: чисти пахчари катемпи пек! — сӑмахӗсене аран каларӗ Дуняшка чыхӑна-чыхӑна кулнӑ май.

— Курӑттӑмччӗ тиф хыҫҫӑн ху мӗнле пулнине. Илсе пар бритва, ну?!

Ильинична Григорий хутне кӗчӗ, эрленсе каларӗ:

— Чӑнах, ара, мӗн пит кӗҫенетӗн-ха? Ҫапла-ҫке, ухмах эсӗ, Дунька!

— Кур-ха эсӗ, анне, мӗн сӑнлӑ вӑл! — терӗ куҫҫульне шӑлса Дуняшка. — Пуҫ купташкинче мӑкӑль-шакӑль кӑна, пуҫӗ арпус пек ҫаврака, ҫавӑн майлах тӗксӗм те… Ой, чӑтаймастӑп!

— Кӳр-ха тӗкӗр! — ыйтрӗ Григорий.

Вӑл пӗчӗкҫӗ тӗкӗр татӑкӗ ҫине пӑхса илчӗ те хӑй те чылайччен сасӑ кӑлармасӑр кулчӗ.

— Мӗн-ма хырӑнтӑн-ха, ывӑлӑм, ҫаплах ҫӳремеллеччӗ, — килӗштермерӗ Ильинична.

— Сан шутпа, лайӑх-и кукшаланса юлма?

— Капла та-ҫке ытла та намӑс.

— Ну сирӗнпе! — терӗ кӳренсе Григорий, сӗркӗчпе супӑнь шывне кӑпӑклантарнӑ май.

Килтен тухса ҫӳреме май килменнипе вӑхӑта вӑл чылай хушӑ ачисемпе айланса ирттерчӗ. Вӗсемпе тем ҫинчен те калаҫрӗ пулин те, Натальйӑна асӑнас мар тесе тӑрӑшрӗ. Анчах Полюшки ун ҫумӗнче ачашланнӑ чухне пӗррехинчен хӑех ыйтрӗ:

— Атте, анне таврӑнмасть-и пирӗн пата?

— Ҫук, пепкем, унтан каялла таврӑнмаҫҫӗ…

— Ӑҫтан? Ҫӑва ҫинчен-и?

— Вилнисем, эппин, каялла килмеҫҫӗ…

— Вӑл вара вилсех вилнӗ-и?

— Ну, мӗн-ха тата? Вилнӗ ҫав.

— Эпӗ вӑл пирӗншӗн тунсӑхласа ҫитӗ те таврӑнӗ тесе шутланӑччӗ… — аран илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Полюшка.

— Эсӗ ун ҫинчен ан шухӑшла, чӗппӗм, кирлӗ мар, — терӗ шӑппӑн Григорий.

— Мӗнле шухӑшлас мар-ха ун ҫинчен? Вӗсем курма та килмеҫҫӗ-и? Хӑть кӑшт та пулин. Ҫук-и?

— Ҫук. Ну, кайса вылях Мишаткӑпа. — Григорий аяккалла ҫаврӑнса тӑчӗ. Ахӑртнех, чир унӑн чӑтӑм-тӳсӗмне самаях хавшатнӑ-тӑр: куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем курӑнчӗҫ те, вӗсене ачисенчен пытарас тесе, чылайччен пичӗпе чӳрече ҫумне тӗршӗнсе тӑчӗ.

Юратмарӗ вӑл ачисемпе вӑрҫӑ ҫинчен калаҫма, Мишаткине вара вӑрҫӑ тӗнчере нимрен ытла йӳпсӗнтерчӗ. Вӑл час-часах ашшӗнчен вӑрҫӑра мӗнле ҫапӑҫни, хӗрлисем мӗнлереххи, вӗсене мӗнле тата мӗншӗн вӗлерни ҫинчен ыйтрӗ. Григорий питне-куҫне шӑмарчӗ, эрлӗклӗн тавӑрса каларӗ:

— Ну, вӑт, пуҫларӗ ӗнтӗ чакак пӗр юрӑ! Мӗн мурӗ тума кирлӗ сана ҫав вӑрҫӑ? Атя хӑть ҫулла вӑлтасемпе пулӑ тытасси ҫинчен пуплӗпӗр. Вӑлта туса парам-и сана? Тухса ҫӳрекен пулам та акӑ, тӳрех сана ут хӗлхӗнчен вӑлта ҫиппи пӗтӗрсе паратӑп.

Мишатка вӑрҫӑ пирки сӑмах пуҫласа ярсан, вӑл ӑшӗнче хӑйне хӑй намӑсланчӗ: ачан ансат та хайласӑр ыйтӑвӗсем ҫине ниепле те уҫӑмлӑн тавӑрса калама пултараймарӗ-ҫке-ха. Кам пӗлес пур ӑна — мӗншӗнне? Григорий ҫав ыйтусем ҫине хӑйне хӑй те явап парайманшӑн мар-ши ку? Анчах Мишаткӑран хӑпасси ытла пит ансат пулмарӗ: ашшӗ пулӑ тытас пирки сӑмахланине вӑл тимлесех итленӗ пек турӗ, унтан каллех ыйтрӗ:

— Эсӗ ҫынсене вӗлернӗ-и вӑрҫӑра, атте?

— Хӑп-ха, куршанак!

— Хӑрушӑ-и вӗсене вӗлерме? Вӗлернӗ чух юн тухать-и вӗсен? Нумай-и юнӗ? Чӑхӑнчен е таканчен нумай-и?

— Каларӑм-ҫке сана, пӑрах терӗм кун пирки!

Мишатка самантлӑха шӑпланчӗ, унтан шухӑша кайса ҫапла каларӗ:

— Эпӗ пӗркун асатте сурӑх пуснине куртӑм. Хӑрамарӑм… Тен, кӗт-кӗт хӑрарӑм пуль те, хытах мар!

— Хӳтерсе яр-ха ӑна ху патӑнтан! — тарӑхса кӑшкӑрчӗ Ильинична. — Вӑт ӳсет тепӗр чунилли! Чӑнах, ристан ҫури! Пӗтӗм сӑмахӗ те — вӑрҫӑ та вӑрҫӑ, урӑх ним ҫинчен те калаҫма пӗлмест. Юрать-и вӑл, чӗппӗм, ҫавӑн ҫинчен, турӑ ҫырлахах, ҫав эсрел япали ҫинчен пуплеме? Кил кунта, икерчӗ ил те ак — шӑплан кӑшт та пулин.

Анчах вӑрҫи кашни кун хӑй ҫинчен аса илтерсе тӑчӗ. Фронтран таврӑннӑ казаксем Григорипе курса калаҫма тӑтӑшах килкелесе ларчӗҫ, Буденнӑйӑн утлӑ ҫарӗ Шкуропа Мамонтова ҫӗмӗрсе тӑкни, Орел патӗнчи ӑнӑҫсӑр ҫапӑҫусем, фронтсенче каялла чакма тытӑнни ҫинчен кала-кала кӑтартрӗҫ. Грибановкӑпа Кардаил патӗнчи ҫапӑҫусенче Татарски хуторӗнчен татах икӗ казака вӗлернӗ; суранланнӑ Герасим Ахваткина лавпа хурса килнӗ; Дмитрий Голощеков тифпа чирлесе вилнӗ. Григорий хӑйсен хуторӗнче икӗ вӑрҫӑ хушшинче вӗлернӗ казаксене аса илсе тухрӗ те, Татарскинче вилесӗр кил юлман та иккен.

Григорий килтен те тухса курманччӗ-ха, хутор атаманӗ ав станица атаманӗ Мелехов сотника пӗр тӑхтамасӑр сывлӑхне тӗрӗслеттерме врачсен комиссине каймалли ҫинчен пӗлтерме хушнӑ хута илсе те пычӗ.

— Ҫырса яр ун патне: утма вӗренсе ҫитсен, хамах, вӗсем аса илтермесӗрех каятӑп, — терӗ кӳренсе Григорий.

Фронт Дон ҫывӑхнелле куҫса пычӗ. Хуторта чакса каяс пирки калаҫкалама тапратрӗҫ. Кӗҫех майданра округ атаманӗ ҫитӗнсе ҫитнӗ пур казаксен те каялла чакса каймалли ҫинчен ҫырнӑ приказ вуласа пачӗҫ.

Пантелей Прокофьевич майданран килсенех Григорие приказ пирки пӗлтерчӗ.

— Мӗн тӑвӑпӑр? — ыйтрӗ вӑл. Григорий хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ:

— Мӑн тӑвас ӗнтӗ? Чакас пулать. Приказсӑр та пурте тапранаҫҫӗ.

— Эпӗ иксӗмӗр пирки ыйтатӑп: пӗрле кайӑпӑр-и е ҫук-и?

— Пӗрле каяймастпӑр эпир. Тепӗр икӗ кунтан станицӑна юланутпа тухса вӗҫтеретӗп те, хӑш-хӑш чаҫсем Вёшки витӗр иртессине пӗлсе, хӑшин ҫумне те пулин пӗрлешетӗп. Санӑн беженец пек чакса кайма тивет. Е сан ҫар чаҫне лекес килет-и?

— Кирлех пит! — терӗ хӑраса Пантелей Прокофьевич. — Эппин, эпӗ Бесхлебнов мучипе каятӑп, вӑл нумай пулмасть мана пӗрле пыма чӗннӗччӗ. Старикӗ вӑл йӑваш, лаши селӗм, кӳлнӗ те вӗҫтере панӑ пӗрле. Манӑн та кӗсре мӑнтӑрне ниҫта чикеймест. Самӑрӑлса кайрӗ те, эсрел, ай-тур, мӗнле тапӑҫать, — сехре хӑпса тухӗ!

— Ну, каях, эппин, унпа, — хаваспах килӗшрӗ Григорий. — Халлӗхе алла сирӗн маршрут пирки калаҫса татӑлар, атту, тен, манӑн та ҫавӑнтанах сӗтӗрӗнме тивӗ.

Григорий, планшеткӑран Кӑнтӑр Россия карттине кӑларса, хӑш-хӑш хуторсем витӗр каймаллине тӗплӗ ӑнлантарса пачӗ. Вӑл хуторсен ячӗсене хут ҫине те ҫырма тапратнӑччӗ, анчах картти ҫине хисеплӗн пӑхса тӑнӑ старик хӑй чарчӗ:

— Чим-ха, ан ҫыр. Эсӗ, паллах, ӑна-кӑна манран лайӑхрах чухлатӑн, картта вӑл — шӳтлӗ япала мар, суймасть, паллах, тӳрӗ ҫул кӑтартать, анчах ку маншӑн юравлӑ пулмасан, мӗнле-ха эпӗ вӑл ҫулпа ҫӳрӗп? Эсӗ акӑ малтан Каргински витӗр каймалла, тетӗн. Эпӗ унтан тӳрӗреххине ӑнланатӑп та-ха, анчах кунта та ман кукӑр тума тивет.

— Кукӑрне мӗншӗн тумаллаччӗ тата?

— Мӗншӗн тесен Латышевра ман аттепе пӗртӑван аппа пурӑнать. Ун патӗнче эпӗ хам валли те, утсем валли те апат тупатӑп, ют ҫынсем патне кӗрес-мӗн пулсан, хамӑннех тӑккалама тивет. Унтан малалла: картта тӑрӑх эсӗ Астахово слободине ӳкмелле, унтан тӳрӗрех тетӗн, — эпӗ ак Малахов хуторне каятӑп; унта та ман аякри пӗлӗш-хурӑнташпа тахҫанхи тус пур — унта та хамӑн утта пӗтермесӗр вӗсенне ҫитерме пулать Эсӗ асту: ҫул ҫине пӗр капан утӑ тиесе тухаймастӑн, ют ҫӗрте ыйтса илме мар, укҫалла туянма та май килмесен пултарать.

— Дон леш енче хурӑнташсем ҫук-и тата сан? — йӗплесе ыйтрӗ Григорий.

— Пур унта та.

— Апла пулсан, тен, ҫавӑнта каятӑн?

— Эсӗ тем хӑямачӗ ан сӳпӗлтетсе тӑр! — ҫилленсе кайрӗ Пантелей Прокофьевич. — Шӑлна йӗриччен ӗҫ ҫинчен калаҫ эсӗ! Кур ӗнтӗ, мӗнле ӑслӑ, шӳтлемелли вӑхӑт тупнӑ-ха.

— Санӑн та тӑван-хурӑнташсене шутласа лармалла мар! Кунта ҫӑварни мар сана, чакмалла-тӑк — чак, пӗлӗш-хурӑнташ тӑрӑх ан сӗтӗрӗнсе ҫӳре!

— Ну, эсӗ мана ӑҫта ҫӳремеллине ан вӗрент, хам пӗлетӗп!

— Пӗлетӗн пулсан, эппин, кирек ӑҫталла ҫул тыт!

— Сан плансем тӑрӑх каймалла мар-ҫке ман? Чакак кӑна тӳрӗ вӗҫет, ҫавна илтнӗ-и эсӗ? Ӑҫта та пулин, мур пӗлет-и, тен, хӗлле ӗмӗрте ҫул пулман вырӑна ҫитсе тӑрӑнӑп. Эсӗ куна пуҫпа шухӑшласах сӳпӗлтететӗн-и? Хӑй ав дивизи тытса пынӑ тата!

Григорипе старик чылайччен тавлашрӗҫ, анчах кайран, тӗплӗрех шухӑшласа пӑхнӑ хыҫҫӑн, ашшӗ нумайӑшне тӗрӗс каланине Григорин йышӑнмах тиврӗ, унтан лӑплантарса каларӗ:

— Ан ҫиллен, атте, эпӗ пачах сана хам маршрута йышӑнтарас теместӗп, ху пӗлнӗ пек кай. Сана Донец леш енче шыраса тупма тӑрӑшӑп.

— Ҫавна каламаллаччӗ те паҫӑрах! — савӑнса ӳкрӗ Пантелей Прокофьевич. — Атту ҫулӑхатӑн тӗрлӗ плану-масарусемпе те, планӗ план пулсан та, лашасем апатсӑр ниҫта каяйманнине тӑнланмастӑн.

Старик Григорий чирлӗ выртнӑ вӑхӑтрах хутортан кайма пӗчӗккӗн хатӗрленчӗ: кӗсрине уйрӑмах лайӑх тӑрантарчӗ, ҫунине юсаса майларӗ, пӗр мӑшӑр ҫӑматӑ йӑвалаттарса, йӗпе-сапа ҫанталӑкра шыв сӑрхӑнасран тӗпӗсене хӑй аллипе сӑран ҫӗлесе хучӗ; михӗсене шултра алапа алланӑ сӗлӗ тултарса хатӗрлерӗ. Вӑл чакса кайма та чӑн-чӑн хуҫа пек тӗплӗ пуҫтарӑнчӗ: ҫул ҫинче кирлӗ пулма пултаракан япаласене малтан шухӑшласа пӑхса хатӗрлерӗ. Пуртӑ, алӑ пӑчки, ийӗ, атӑ-пушмак юсамалли хатӗр-хӗтӗр, ҫип, запас атӑ тӗпӗсем, пӑта, мӑлатук, пӗр ҫыхӑ чӗн, вӗрен, сӑмала катӑкӗ — ҫаксене йӑлтах, ут таканӗсемпе такан пӑтисем таранах, брезентпа чӗркесе ҫыхнӑ та, ӗнтӗ вӗсене минут хушшинчех урапа ҫине ҫӗклесе кайса хума пулать. Пантелей Прокофьевич писмен те пӗрлех илчӗ, Ильинична вӑл ҫул ҫинче мӗн тума кирли ҫинчен ыйтсан, кӳренчӗклӗн хуравласа каларӗ:

— Эсӗ, карчӑк, ватӑлнӑҫемӗн ухмаха тухса пыратӑн. Ҫавӑн пек ансат япалана та тавҫӑраймастӑн-и? Мӗнле пек, чакса кайнӑ чух ҫул ҫинче утӑ е арпа турттарса пӑхса туянмалла-и, ҫук-и? Утта аршӑнпа виҫмеҫҫӗ пулӗ унта?

— Эппин, тата тараса та ҫук-ши унта? — тӗлӗнчӗ Ильинична.

— Таҫтан пӗлетӗн эсӗ унти тарасасене? — тилӗрсе кайрӗ Пантелей Прокофьевич. — Тен, унта пирӗн пеккисене чике тӑршшӗ лартасшӑн пӗтӗм тарасасене тӗрӗс мар виҫтермелле тунӑ. Ҫапла ҫав вӑт! Пӗлетпӗр унта мӗнлерех халӑх пурӑннине! Вӑтӑр кӗренке илетӗн те, пӗр пӑтшӑн таса укҫан тӳле. Эпӗ ак кашни чарӑнмассерен ҫавӑн пек тӑкак курасран хамӑн писменпе каятӑп, хӑтланса пӑх ун чух мана улталама! Кунта эсир тарасасӑр та пурӑнатӑр: мӗн амакне кирлӗ вӑл сире? Ҫар чаҫӗсем килсе кӗрес пулсан, утта вӗсем виҫсех тӑмӗҫ, ахалех илсе каяҫҫӗ… Вӗсене кушилккесене ҫеҫ ҫыхса парса ӗлкӗр. Курнӑ эпӗ вӑл мӑйракасӑр шуйттансене, пит лайӑх пӗлетӗп!

Ҫуркунне утӑ-сӗлӗ туянса тӑккаланас мар, хӑйӗннипех мӗнле те пулин йӳнеҫкелес тесе, Пантелей Прокофьевич малтанах ҫуна ҫине кӑрман лартса кайма та шутланӑччӗ, анчах кайран хӑех ку синкерлӗ шухӑша пӑрахӑҫ турӗ.

Григорий те хатӗрленме тытӑнчӗ. Вӑл маузерӗпе винтовкине тасатрӗ, хӗҫне ҫивӗчлетсе йӗркене кӗртрӗ: сывалнӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен лашине тухса пӑхрӗ те, унӑн ҫуталса тӑракан купарчине курсан, старик хӑйӗн кӗсришӗн кӑна тӑрӑшманнине тӳрех ӑнланчӗ. Вӑл выляса кайнӑ учӗ ҫине аран улӑхса ларчӗ, хутор хыҫне тухса утлантарса ҫӳретме хӑнӑхтарчӗ те киле таврӑннӑ чух, — ку, тен, туйӑнчӗ ҫеҫ пулӗ, — Астаховсен чӳречинче хӑйне тахӑшӗ шурӑ тутӑрпа сӗлтнӗ пек курчӗ…

Пухура Татарски казакӗсем хуторӗпех пӗрле кайма калаҫса татӑлчӗҫ. Хӗрарӑмсем икӗ талӑк вӗсем валли ҫул ҫине апат-ҫимӗҫ хатӗрлесе аппаланчӗҫ. Хутортан декабрӗн вуниккӗмӗшӗнче тухса каймалла. Каҫ пуларахпа Пантелей Прокофьевич ҫуна ҫине утӑпа сӗлӗ майласа хучӗ, ирхине вара илӗм-тилӗмлех тӑлӑп тӑхӑнса ҫиелтен пиҫиххи ҫыхрӗ те, пиҫиххи хушшине алсисене тӗркелесе чиксе, турра пуҫҫапрӗ, кил-йышӗпе сывпуллашрӗ.

Кӗҫех тиенӗ лавсен питӗ йышлӑ ушкӑнӗ, хутортан йӑтӑнса тухса, сӑрт еннелле вӗҫе-вӗҫӗн тӑсӑлса кайрӗ. Уй хапхи патне ӑсатма тухнӑ хӗрарӑмсем чылайччен казаксен хыҫӗнчен тутӑрӗсемпе сулкаласа тӑчӗҫ, унтан ҫеҫенхирте юка вӗҫтерме тытӑнчӗ те, сӑрталла майӗпен улӑхакан лавсем те, вӗсемпе юнашар утса пыракан казаксем те айӑн-ҫийӗн пӗтӗрӗнсе юхакан юрлӑ тӗтре хыҫӗнче курӑнми пулчӗҫ.

Вешенскине каяс умӗн Григорий Аксиньйӑпа курса калаҫрӗ. Вӑл ун патне каҫхине, хуторта хӑйӑсем ҫутсан, кӑштӑртатса пырса кӗчӗ. Аксинья кӗнчеле арлать. Юнашар чӑлха ҫыхса ларакан Аникушка арӑмӗ ӑна темскер каласа кӑтартма тытӑннӑ.

— Йӑпӑртлӑха тух-ха, ӗҫ пур, — терӗ Григорий Аксиньйӑна кӗскен, ун патӗнче ют ҫын пуррине курса.

Ҫенӗкре аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ:

— Чакмастӑн-и манпа пӗрле?

Аксинья, шухӑша кайса, вӑрахчен чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан шӑппӑн каларӗ:

— Хуҫалӑх мӗнле-ха ӗнтӗ? Кил-ҫурт?

— Хӑваратӑн кама та пулин. Каяс пулать.

— Хӑҫан?

— Ыран кӗретӗп.

— Астӑватӑн-и, эпӗ тахҫанах санпа тӗнче хӗррине те пыратӑп тенӗччӗ, — терӗ Аксинья, тӗттӗмре йӑлкӑшса кулса. — Халӗ те эпӗ ҫавах. Ман юратӑвӑм саншӑн таса. Пыратӑп, ниме те пӑхса тӑмастӑп! Хӑҫан кӗтмелле сана?

— Каҫ пулнӑ чух. Хӑвӑнпа тем нумай япала ан ил. Тӑхӑнмалли те ҫимелли ытларах пултӑр, ҫитнӗ те. Ну, сывӑ пул халлӗхе.

— Сывӑ пул. Тен, кӗмеллеччӗ пӳрте?.. Вӑл кӗҫ каять. Пӗр ӗмӗр курман сана… Чунӑмҫӑм, Гришенька! Эпӗ шутланӑччӗ, эс мана… Ҫук! Каламастӑп!

— Ҫук, кӗрсе тӑраймастӑп. Манӑн халь Вёшкине каймалла, сывӑ юл. Кӗт ыран.

Григорий пӑлтӑртан тухса калинкке патне ҫитнӗ чухне те Аксинья ӑшшӑн кулкаласа, пӗҫерекен питҫӑмартисене алӑ тупанӗсемпе сӑтӑркаласа, ҫаплах ҫенӗкре тӑчӗ.

* * *

Вешенскинче округри учрежденисемпе интенданство склачӗсене эвакуацилеҫҫӗ. Округ атаманӗн управленийӗнче Григорий фронтри лару-тӑру ҫинчен ыйтрӗ.

— Хӗрлисем Алексеевски станица патӗнче, — терӗ ӑна адъютант ӗҫӗсене туса пыракан ҫап-ҫамрӑк хорунжи. — Вешенски витӗр хӑш-хӑш чаҫсем иртесси пире паллӑ мар, тен, иртмеҫҫӗ-и те. Хӑвӑрах куратӑр — никам нимӗскер пӗлмест, пурте часрах тухса тарма хыпаланаҫҫӗ. Эпӗ сире халь хӑвӑр чаҫе шырама мар, Миллеровӑна кайма сӗннӗ пулӑттӑмччӗ. Унта эсир вӑл ӑҫтарахрине хӑвӑртрах пӗлетӗр. Кирек мӗнле пулсан та, сирӗн полк чугун ҫул линийӗ тӑрӑх каять. Тӑшмана Дон хӗрринче тытса чарайӗҫ-ши, тетӗр-и? Ҫук, шутламастӑп. Вешенскине ҫапӑҫусӑрах парса хӑвараҫҫӗ, кун пирки иккӗленмелли ҫук.

Григорий киле питӗ каҫа юлса таврӑнчӗ.

— Сан Прохор курӑнса кайрӗ, — терӗ Ильинична каҫхи апат хатӗрленӗ май. — Сан хыҫҫӑн тепӗр сехетсенчен килчӗ те татах кӗрсе тухас пек каларӗ, тем, ҫук-ха ҫаплах.

Хӗпӗртесе ӳкнӗ Григорий хӑпӑл-хапӑл ҫикелерӗ те тӳрех Прохор патне кайрӗ. Лешӗ ӑна салхуллӑн кулкаласа кӗтсе илчӗ:

— Сана эпӗ Вёшкинчен тӳрех тапса сикнӗ пуль тесе шутланӑччӗ.

— Эсӗ ӑҫтан мурӗнчен килсе тухрӑн? — ыйтрӗ Григорий, шанчӑклӑ ординареца кулкаласа хулпуҫҫийӗнчен ҫапса.

— Паллӑ — фронтран.

— Тартӑн-и?

— Мӗн эсӗ, ҫылӑха пӗл! Ҫакӑн тӗрлӗ маттур казак — вӑл-и тарма? Саккунлах таврӑнтӑм, каяс килмерӗ сансӑр ӑшӑ вырӑнсене. Пӗрле ҫылӑха кӗтӗмӗр, хӑрушӑ суда та пӗрле тапӑлтатас пулать. Ӗҫсем — шӗшлӗ аври пирӗн, пӗлетӗн-и?

— Пӗлетӗп. Каласа кӑтарт, чаҫрен мӗнле ячӗҫ сана?

— Ку — вӑрӑм юмах, кайран калӑп, — тӳррӗн каласшӑн пулмасӑр хуравларӗ те Прохор, хӑйӗн сӑнӗ пушшех те тӗксӗмленчӗ.

— Полк ӑҫта?

— Вӑл ӑҫтине мур пӗлет халь.

— Апла эсӗ хӑҫан унтан кайнӑ?

— Ик эрне каялла.

— Вӑл хушӑра ӑҫта пултӑн?

— Вӑт эсӗ те, тупата… — терӗ те Прохор кӑмӑлсӑррӑн арӑмӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхса илчӗ. — Ӑҫта та мӗнле, апла та капла… Ӑҫта пулнӑ — унта ҫук халь эпӗ. Каларӑм-ҫке, кайран калӑп тесе, сначӑт, калатӑп. Эй, карчӑк! Кӑмӑшка пур-и сан? Командирпа тӗл пулнӑ чух кӑштах тӗплесчӗ пӗрерӗшне. Пур-и? Ҫук, тетӗн-и? Ну, чуп часрах, тупса кил, уру ҫӗре ан перӗнтӗр! Манса пӗтнӗ упӑшкасӑр пурӑнса ҫар дисциплинине! Ним латти ҫук!

— Мӗн аплах янрашатӑн ара? — кулкаласа ыйтрӗ Прохор арӑмӗ. — Эсӗ мана ан кӑшкӑр, кунта эсӗ пӗчӗкҫӗ хуҫа ҫеҫ, ҫулталӑкӗпе те икӗ кун кӑна килте пулатӑн.

— Пурте ман ҫине кӑшкӑраҫҫӗ пулсан, сансӑр пуҫне ман кама кӑшкӑрса хӑратмалла тата? Чим-ха, акӑ, генерал чинне ҫитем те, ун чух ыттисене те кӑшкӑрса тӑкакан пулатӑп, халлӗхе тӳс, хӑвӑрт тӑхӑн та хӑвӑн амуницине чуптар часрах!

Арӑмӗ тумланса тухса кайсан, Прохор Григорий ҫине ӳпкелешнӗ пек пӑхса илчӗ, калаҫма тапратрӗ:

— Ӑсу ҫук сан, Пантелевич… Эпӗ сана арӑм умӗнче пурне те калаймастӑп ӗнтӗ, эсӗ пур — хуптӗрлетӗн: мӗнле те мӗн? Ну, самайлантӑн-и тиф хыҫҫӑн?

— Эпӗ самайланнӑ-ха, эсӗ хӑвӑн ҫинчен каласа кӑтарт. Темскер пытаратӑн эсӗ, йӗксӗк ҫури… Кала суймасӑр: мӗн хӑтланса ҫӳрерӗн? Мӗнле тарса килтӗн?

— Кунта ман тарнӑ пек мар япӑх… Чирлӗскерне хурса килтӗм те сана чаҫе таврӑнтӑм хайхи. Мана сотньӑна, виҫҫӗмӗш взвода яраҫҫӗ. Эпӗ ҫапӑҫма тӗлӗнсе каймалла хытӑ юрататӑп-ҫке! Икӗ хутчен атакӑна кайса килтӗм, унтан шутлатӑп хам: «Кунта ман урасене тӑсмах тивет. Пытанма мӗнле те пулин шӑтӑк шырас пулать, унсӑрӑн, каларӗ тейӗн, пӗтетӗн, пуҫна ҫиетӗн эсӗ, Проша!» — тетӗп. Унта ав, инкеке, хӑрушла ҫапӑҫусем пуҫланса кайрӗҫ, пире хӗрлисем сывлӑш ҫавӑрма памасӑр хӗссе пыраҫҫӗ! Хӑш тӗлте вӗсем фронта татса кӗнӗ — пире ҫавӑнта чыхаҫҫӗ: ӑҫта ӗҫ ӑнмасть, — пирӗн полка каллех ҫавӑнта пырса чикеҫҫӗ. Пӗр эрне хушшинче сотньӑри вунпӗр казака ӗне ҫулласа кайрӗ тейӗн! Ну, тунсӑхла пуҫларӑм ӗнтӗ хайхи, ҫав тунсӑха пула пыйтӑ та шӑкӑри тухса тулчӗ. — Прохор чикаркка чӗртрӗ, Григорие тапак хутаҫҫи тӑсса парса, васкамасӑр малалла калаҫрӗ:  — Унтан ав шӑпах тата Лиски ҫывӑхӗнче разъездра пулма тиврӗ. Виҫҫӗн кайнӑччӗ. Утсемпе сӑрт тӑрӑх яртлаттарса пыратпӑр, пур еннелле те тинкеретпӗр, пӑхатпӑр хайхи — ҫырмаран аллисене ҫӗкленӗ хӗрлӗ салтак туха парать. Сиктерсе ҫитрӗмӗр ӗнтӗ ҫакӑн патне, ку кӑшкӑрать: «Станичниксем! — тет. — Эпӗ — хамӑрӑнни! Ан тураса тӑкӑр мана, эпӗ сирӗн енне каҫатӑп!» Шуйттан хӗтӗртрӗ-и мана: темшӗн ҫилленсе кай та эпӗ ҫакна, сиккипе вӗҫтерсе пырса калатӑп: «Эсӗ — тетӗп, — кӗрт аҫи, вӑрҫма килнӗ пулсан, тивӗҫлӗ мар тыткӑна парӑнма! Йӗксӗк эсӗ, ӑҫтиҫук йӑх-ях! — тетӗп. — Курмастӑн-и-мӗн, хамӑр ахаль аран тытӑнса тӑратпӑр? Эсӗ парӑнатӑн, пире ҫирӗплететӗн пулать-и апла?!» Ҫав сӑмахсене каларӑм та ӑна хӗҫ йӗннипе тӗртсе йӗнер ҫинчен сӗтӗрсе антартӑм, унтан ҫурӑм тӑрӑх патӑм. Манпа пӗрле пулнӑ ытти казаксем те ӑна ҫавнах тӑнлантарса пӑскӑртаҫҫӗ: «Вырӑнлӑ япала-и вӑл ҫапла вӑрҫасси, унталла-кунталла пӑркаланасси? Тимлӗрех тытӑнмаллаччӗ те пурин те — вӑрҫи те часрах пӗтетчӗ!» Шуйттан пӗлнӗ-и ҫавскер, хайхи сутӑнчӑк, офицерне-мӗнне? Вӑл ав шӑп ҫапла йышшискер пулнӑ! Эпӗ, ҫилленнипе, хӗҫ йӗннипе туртса ҫапрӑм та ҫакна, вӑл сӑнӗпе кӑвакарса кайрӗ, хуллен калать: «Эпӗ офицер, ан хӑйнӑ пул мана тӗкӗнме! — тет. — Эпӗ патша ҫарӗнче гусар пулнӑ, хӗрлисем патне набилизаципе лекрӗм, мана хӑвӑр командир патне илсе кайар та, эпӗ ӑна йӑлт каласа паратӑп», — тет. Эпир ӑна: «Документна кӑтарт», — тетпӗр. Вӑл мӑнкӑмӑллӑн хуравлать: «Эпӗ сирӗнпе калаҫасшӑн та мар, мана хӑвӑр командир патне илсе кайӑр», — тет.

— Эппин, мӗншӗн тата кун ҫинчен арӑму умӗнче каласшӑн пулмарӑн? — тӗлӗнсе пӳлчӗ Григорий.

— Сӑмах эпӗ ун умӗнче калама пултарайман ӗҫ патне ҫитмен-ха, тархасшӑн, эсӗ мана ан пӳл. Хайхискерне эпир сотньӑна илсе ҫитерме шутларӑмӑр, кӑлӑхах ухмахланнӑ… Ӑна ҫавӑнтах вӗлерсе пӑрахмаллаччӗ те, хуйхи те пӗтнӗ пулатчӗ. Анчах эпир ӑна чӑн тивӗҫлипех хамӑрӑннисем патне илсе пытӑмӑр. Тепӗр кунне пӑхатпӑр та хайхи — ӑна пирӗн сотня командирӗ тунӑ лартнӑ. Мӗнле пек ку? Ҫавӑнтан пуҫланчӗ те пӗтӗм асар-писер! Кӑштах вӑхӑт иртсен, чӗнсе илет те ҫакӑ мана ыйтать:

«Ҫапла ҫапӑҫатӑн-и эсӗ уйрӑлми пӗрлӗхлӗ Российӑшӑн, йытӑ ҫури? Мана тыткӑна илнӗ чух мӗн каларӑн, астӑватӑн-и?» Эпӗ — апла та, капла та ӗнтӗ; ним канӑҫ пами пулчӗ мана, ҫисех ярать — хӑйне эпӗ хӗҫ йӗннипе ҫурӑм тӑрӑх туртса панине аса илсенех тарӑхса кайса чӗтре пуҫлать! «Пӗлетӗн-и эсӗ, эпӗ гусар полкӗн ротмистрӗ, дворянин, — тет. — Мӗнле хӑйнӑ эсӗ мана ҫапма, намӑссӑр?» Пӗрре чӗнсе тустарать ҫапла, иккӗ чӗнет, пӗр канлӗх те ҫук унран. Взвод командирне черетсӗр-мӗнсӗр мана заставӑсемпе хуралсене яртарать, нарядсем витри-витрипе, пӑрҫа сапнӑ пек, ман ҫине тӑкӑнаҫҫӗ, кӗскен каласан, эппин, чӗрӗллех кӑшласа ярать мана, йӗксӗк! Ӑна тыткӑна илнӗ чух манпа пӗрле разъездра пулнӑ икӗ казака та ҫаплах кун кӑтартмасть. Ачасем тӳскелесе пурӑнчӗҫ-пурӑнчӗҫ те хайхи, унтан пӗррехинче мана аяккарах чӗнсе илчӗҫ. «Атьӑр вӗлеретпӗр ӑна, унсӑрӑн пурӑнма памасть вӑл пире!» — теҫҫӗ. Юлашкинчен, шухӑшласа пӑхрӑм та эпӗ йӑлтах полк командирне каласа пама шут тытрӑм, вӗлерме совӗҫ ҫитеймерӗ. Тыткӑна илнӗ чух кӑк! тутарма пулнӑ-ха ӑна, кайран ман темле алӑ ҫӗкленмерӗ… Арӑм чӑх пусать те — ун чухне те эпӗ куҫа хупатӑп, кунта ав ҫынна вӗлерес пулать…

— Вӗлертӗрех-и вара? — каллех пӳлчӗ Григорий.

— Чӑт кӑшт, пӗтӗмпех пӗлетӗн. Ну, тӑрӑша-тӑрӑша, лекрӗм хайхи полк командирӗ патне, каласа кӑтартрӑм ӑна, вӑл пур, кулса илчӗ те калать: «Ху ӑна ҫапнӑ пулсан, сан ним кӳренмелли те ҫук, Зыков. Вӑл дисциплинӑна тытса тӗрӗс тӑвать. Вӑл лайӑх, пӗлекен офицер», — тет. Нимӗнсӗрех тухса кайрӑм вара ун патӗнчен, ӑшра хам кайран ҫапла шутлатӑп: «Хӗрес вырӑнне ҫакса ҫӳре эсӗ ҫав лайӑх офицера, эпӗ тесен — унпа пӗр сотньӑра пулма килӗшместӗп!» Хама урӑх сотньӑна куҫарма ыйтса пӑхрӑм, — апла та ӗҫ тухмарӗ, куҫармарӗҫ. Ҫавӑн чух шут тытрӑм та эпӗ чаҫрен тухса шӑвӑнма. Мӗнле шӑвӑнмалла-ха? Хайхи пире пӗр эрнелӗхе ҫывӑхри тыла канма илсе тухрӗҫ те, ҫакӑнта тепӗр ухмахла шухӑш пырса кӗчӗ… Мӗн пулать те мӗн килет, тетӗп, пӗр-пӗр лапрашки триппер та пулин тупса ярасчӗ те — хуйхи те пӗтетчӗ. Ун чухне кулаткӑна лекетӗп, унтан кӗҫех чакса каймалли вӑхӑт та ҫитет (лару-тӑру ҫавӑн майлӑрах туйӑнатчӗ), тесе шутлатӑп. Тытӑнтӑм вара хӗрарӑмсем патне чупма — хӑрушӑ! — унашкалли ман нихҫан ӗмӗрне пулманччӗ. Хӑшӗ сӑнӗпе шанчӑклӑ пек туйӑнмасть, ҫавна куҫпа тӗллесе хуратӑп. А пӗлсе пӗтер-ха ӑна? Вӑл чирли ҫинчен ҫамки ҫине ҫырса хуман, вӑт шухӑшласа пуҫа ват унта! — Прохор тарӑхса сурчӗ, арӑмӗ килмест-и тесе, кӑштах итлесе ларчӗ.

Григорий, куллине пытарас тесе, ҫӑварне аллипе хуласа тытрӗ, — кулӑ килнипе хӗсӗннӗ куҫӗсене йӑлкӑштарса ыйтрӗ:

— Тупрӑн-и хӑть?

Прохор куҫҫулленнӗ куҫӗсемпе ун ҫине пӑхса илчӗ. Вӗсем ӗмӗрне пурӑнса ирттернӗ ватӑ йыттӑнни пекех салху та йӑваш курӑнаҫҫӗ.

— Эсӗ мӗн, ӑна, тупма ҫӑмӑл пулчӗ, тетӗн-и? Кирлӗ мар чух вӑл ҫилпе те пырса ҫакланать, кунта ак, ҫурӑлса каяс пек тарӑхсан та тупма ҫук, хурах кӑшкӑр хӑть!

Питне аяккалла пӑрса, Григорий сасӑ кӑлармасӑр кулчӗ, унтан аллине пичӗ ҫумӗнчен илсе, тытӑнкӑллӑ сасӑпа ыйтрӗ:

— Турӑ пул, кала! Тупрӑн-и, ҫук-и?

— Паллах, сана — кулӑ… — терӗ кӳренсе Прохор. — Ухмахла ӗҫ вӑл ҫын инкекӗнчен куласси, эпӗ ҫапла ӑнланатӑп.

— Эпӗ кулмастӑп-ҫке… Унтан тата мӗскер?

— Унтан хайхи кил хуҫи хӗрӗ хыҫҫӑн шӑлкаланма тапратрӑм. Пӗр хӗрӗхсенче пулӗ хӗрӗ, тен, кӑшт ҫамрӑк та-и. Пӗтӗм пичӗ-куҫӗ пӳрлешкеленсе пӗтнӗ, сӑнӗ, кӗскен калас-тӑк, — турӑ ан хуштӑр тек ун пеккине курма! Кӳршисем систерсе каларӗҫ-ха, вӑл тем юлашки вӑхӑтра час-час хвершӑл патне йӑкӑртатать, терӗҫ. «Кунран, темле пулсан та, лектеретӗпех!» — шухӑшлатӑп ӑшра. Хайхискер эпӗ ун тавра каснӑ-лартнӑ ҫӑвӑр автан пек явкаланма пуҫларӑм, йӑпӑлтата-йӑпӑлтата, темтепӗр суятӑп… Ӑҫтан тупма пултартӑм ҫав сӑмахсене — хам та ӑнланса пӗтерейместӗп! — Прохор айӑплӑн кулса илчӗ те ҫав асаилӳсемпе кӑшт хавасланнӑрах пек пулчӗ. — Авланма та сӑмах патӑм, унтан татах темтепӗр лӗпӗртетрӗм. Йӑпӑлтатса-туса, ҫавӑртӑм-ҫавӑртӑмах ҫакна, унтан ӗҫ ҫылӑха кӗрес патне ҫитрӗ те, мӗнле ӳлесе ярать ҫакӑ! Эпӗ апла хайхи, капла: «Тен, эсӗ чирлӗ, ну вӑл тем усал япалах мар, лайӑх та», — пӑшӑлтататӑп ҫакна. Хам тата хӑратӑп: ҫӗрлехи ӗҫ-ҫке-ха, ҫав шӑв-шава илтсе, кам та пулин арпалӑха килсе кӗрӗ те аван мар пулса тухать. «Турӑ пул, — тетӗп, — ан макӑр! Эхер те эсӗ чирлӗ-тӗк — уншӑн ан хӑра, сана юратнипе пуринпе те килӗшме хатӗр!» Вӑл мана: «Чунӑм Прошенька! — тет. — Эпӗ пач та чирлӗ мар. Эпӗ — таса хӗр, хӑратӑп — ҫавӑн пирки макӑратӑп». Ӗненместӗн пулӗ, Григорий Пантелевич, вӑл мана ҫапла каларӗ ҫеҫ — пӗтӗм ҫан-ҫурӑм ҫине пӑч-пӑч сив тар тапса тухрӗ! — «Иисус турӑ, — шутлатӑп, — вӑт ӑҫта пырса лекрӗм эпӗ! Ҫавӑ ҫитменччӗ пулӗ-ха мана!..» «Эппин, мӗн-ха эсӗ, шуйттан ами, хвершӑл патне йӑркканӑ? — урмӑшнӑ сасӑпа ыйтатӑп ҫакӑнтан. — Мӗн мурӗ тума чипер ырӑ ҫынсене улталанӑ?»  — «Ун патне эпӗ, — тет, — пите сӗрмелли имҫам патне кайнӑ». Ҫавӑнтан хама пуҫран ярса тытрӑм та калатӑп хайхине: «Халех тӑрса кай ман ҫумран, шуйттан анчихрисчӗ! — тетӗп. — Эсӗ кирлӗ мар мана таса хӗр пуҫупа, ҫавӑнпа качча та илместӗп!» — Прохор пушшех тарӑхса кайса сурчӗ те екки килмесӗр малалла каласа пачӗ:  — Ҫапла пӗтӗм тӑрӑшни-мӗнӗ ман пӗр уссӑр харама кайрӗ. Пӳрте кӗтӗм те, хамӑн ӑпӑр-тапӑра пуҫтарса, ҫав каҫах тепӗр хваттере куҫрӑм. Кайран хамӑр ачасенчен пӗлсе тин эпӗ пӗр тӑлӑх арӑмран хама мӗн кирлине ҫаклатрӑм. Ку хутӗнче ӗнтӗ сӑмаха ним вылятмасӑр тӳрӗ ыйтрӑм: «Чирлӗ-и?»  — «Кӑштах пур», — тет. — «Ну, мана та вӑл пӑчӗпе кирлӗ мар», — тетӗп. Хама ҫӑлнӑшӑн ӑна Керенски вӑхӑтӗнчи укҫапа ҫирӗм тенкӗ тӳлесе хӑвартӑм та, тепӗр кунне, хам мулӑма курса савӑннӑ хыҫҫӑн, кулаткана юхрӑм, унтан тӳрех киле тапса килтӗм.

— Эсӗ лашасӑрах таврӑннӑ-и?

— Мӗнле апла — лашасӑр? Лашапах, тата пӗтӗм ҫар хатӗрӗсемпе. Утне мана хамӑр ачасем кулаткана парса янӑ. Анчах ӗҫӗ унта мар-ха: мӗн каламалла-ши халь арӑма? Е, тен, ҫылӑхран-мӗнрен сан патна пырса ҫӗр каҫмалла мар-и?

— Ҫук ӗнтӗ, кирлӗ пит! Килӳнтех ҫывӑр. Аманнӑ тесе суй. Бинт пур-и?

— Личнӑй пакет пур.

— Ну, ҫых та ларт апла.

— Ӗненмест, — терӗ хуйхӑллӑ Прохор, хӑй ҫапах та ура ҫине тӑчӗ. Уртмахра темскер ухтаркаласа, курницӑна кӗрсе кайрӗ, лерен шӑпраххӑн каларӗ:  — Арӑм килсе кӗрсен, калаҫтаркаласа лар ӑна, эпӗ наччасра!

Григорий чикаркка ҫавӑрнӑ хушӑра хутортан мӗнле каясси ҫинчен шухӑшларӗ: «Утсене пӗрле кӳлетпӗр те пар лашапа тапранса тухатпӑр, — татӑклӑ шут тытрӗ вӑл. — Килтисем Аксюша пӗрле пынине курасран тӗттӗмленерехпе кайма тивет. Пӗлессе пурпӗр пӗлеҫҫӗ те-ха…»

— Каласа пӗтермерӗм эпӗ сотня командирӗ пирки. — Прохор, курницӑран уксахласа тухса, сӗтел патне пырса ларчӗ. — Эпӗ кулаткана лекнӗ хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш куннех ӑна пирӗннисем кӑнтнӑ.

— Чӑнах та-и?

— Турӑшӑн та ҫапла. Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнче ҫурӑм хыҫӗнчен кӑхлаттарнӑ та, ӗҫӗ те пӗтнӗ. Эппин, ахалех эпӗ хам валли инкек ҫаклатнӑ. Ҫавӑ тарӑхтарать!

— Тупман-и айӑплине? — сӳрӗккӗн ыйтрӗ Григорий, хутортан каясси ҫинчен шухӑша путнӑскер.

— Ӑҫта унта шырама? Тӗпӗртетӳ пуҫланнӑ та лере, ун ҫинчен шухӑшлама вӑхӑчӗ те пулман. Мӗн тата ман арӑм ҫухалчӗ? Капла ӗҫес те килми пулать. Хӑҫан кайма шутлатӑн?

— Ыран.

— Тепӗр кун тӑхтамӑпӑр-и?

— Мӗн тата?

— Манӑн пыйтӑран тасаласчӗ хӑть, кичем вӗсемпе!

— Ҫул ҫинче тасалатӑн. Тӑхтама май ҫук. Хӗрлисем ыран-виҫминех Вёшкине пырса тухма пултараҫҫӗ.

— Ирех каятпӑр-и?

— Ҫук, каҫа хирӗҫ. Пирӗн Каргинскине ҫеҫ ҫитсе ӳкесчӗ, унта ҫӗр каҫаттӑмӑрччӗ.

— Хӗрлисем ярса тытмӗҫ-и пире?

— Сыхӑ пулма тивет. Эпӗ акӑ мӗн… Хампа пӗрле Аксинья Астаховӑна илес тетӗп. Эсӗ хирӗҫ мар-и?

— Мана мӗн? Хӑть икӗ Аксинья ил… Утсене ҫеҫ йывӑртарах пулать-ха.

— Пит йывӑрах мар.

— Ҫул ҫемми мар хӗрарӑмсемпе ҫӳресси… Мӗн халерне кирлӗ вӑл сана? Иксӗмӗр ҫеҫ пулас-тӑк, ним нуша та пӗлместӗмӗрччӗ! — Прохор ассӑн сывласа илчӗ, аяккалла пӑхса каларӗ:  — Хам та ӑна хӑвӑнпа пӗрле сӗтӗрсе пыратӑнах пуль тесе шутланӑччӗ. Ҫаплах хӗрарӑм шухӑшне пӑрахмастӑн… Эх, Григорий Пантелевич, тахҫантанпах сан пирки йӳҫӗ куҫҫульпе йӗрет те-ха чӑпӑркка!

— Ну, вӑл сан ӗҫӳ мар, — терӗ сиввӗн Григорий. — Кун ҫинчен арӑмна ан лӑпӑртат тата.

— Унччен лӑпӑртатнӑ-и хӑҫан та пулин? Намӑса пӗлесчӗ сан. Кил пӑхма кама хӑварать тата?

Ҫенӗкре ура сасси илтӗнчӗ. Прохор арӑмӗ килсе кӗчӗ. Унӑн сӑрӑ кӑвак тӗслӗ мамӑк тутӑрӗ ҫинче юр пӗрчисем йӑлтӑртатаҫҫӗ.

— Ҫил-тӑман вӗҫтерет-и? — Прохор шкафран черккесем кӑларса лартрӗ те унтан тин ыйтрӗ:  — Эсӗ тупса килтӗн-и мӗн те пулин?

Унӑн хӗрлӗ сӑн-питлӗ арӑмӗ, хӗвӗнчен тарланӑ икӗ пулштух кӑларса, сӗтел ҫине пырса лартрӗ.

— Ну, вӑт, ҫула та такӑрлататпӑр! — терӗ хаваслӑн Прохор. Кӑмӑшкана шӑршласа пӑхрӗ те ҫавӑнтанах пӗлчӗ:  — Малтан юхтарнӑскер! Шуйттан пек хаяр!

Григорий икӗ пысӑк мар стакан ӗҫрӗ те, ывӑнни ҫине ярса, килне кайрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех