Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

пулӑттӑм (тĕпĕ: пул) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
«Эпӗ сана ҫыру ҫырса хӑварнӑ, пӗтӗмпех ӑнлантарнӑ пулӑттӑм та каҫару ыйтнӑ пулӑттӑм, анчах хӑвах пӗлетӗн: эпӗ ӑна тума пултараймастӑп-ҫке.

«Я бы написал тебе записку, объяснил бы все, попросил прощения, но ты сама знаешь: сделать этого я не могу.

3 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

«Кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ сана «кама та пулин!» — кулса илчӗ Сергей.

«Я бы тебе показал другого!» — Сергей улыбнулся.

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Сирӗн вырӑнта эпӗ икӗ инкекрен юлашкине суйланӑ пулӑттӑм, вӑл — пӗчӗкрех.

Из двух зол я бы предпочел это, оно — меньшее.

XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ вӗсене, ҫав усал шуйттансене, пӗрне те хӑварман пулӑттӑм, луччӗ ан сӗнкӗлтетсе ҫӳреччӗр ҫут тӗнчере!

Я бы их, чертей вредных, всех до одной перевел, чтобы они и не маячили на свете!

XXVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ сирӗнте вӑй, уҫӑ кӑмӑл тапса тӑни сисӗнет тенӗ пулӑттӑм.

В вас чувствуется, я бы сказал, сила и искренность.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ хаваспах иксӗмӗр вырӑнсемпе улшӑннӑ пулӑттӑм, — терӗ кулкаласа Григорий.

— Я поменялся бы с вами должностями, — улыбаясь, сказал Григорий.

XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Эпӗ ӑна хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе ҫамки урлӑ сӑтӑрттарнӑ пулӑттӑм та, пуҫ купташки ун шӑтӑрт! ҫеҫ тунӑ пулӗччӗ.

Я б его потянул клинком через лоб, ажник черепок бы его хрустнул!

X // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

— Эпӗ ун йышши… ун йышши йӗксӗксене стена ҫумне тӑратса пере-пере пӑрахнӑ пулӑттӑм!

— Я бы таких… таких умников к стенке становил!

IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Сирӗн вырӑнта эпӗ шӑпах ҫапла тунӑ пулӑттӑм.

Я на вашем месте поступил бы именно так.

III // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Парти тени вара питӗ пысӑк сӑмах, сирӗн вырӑнта эпӗ ӑна пурнӑҫри хаклӑрах вӑхӑт валли упранӑ пулӑттӑм!..

А партия — такое большое слово, что я на вашем месте приберег бы его для более важных минут своей жизни!..

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Эпӗ ӑна, анне, панӑ пулӑттӑм та пӗрре, анчах эпӗ ӑна ҫӗнес ҫук ҫав, вӑл пиллӗкмӗшӗнче вӗренет, эпӗ пӗрремӗшӗнче ҫеҫ.

Я, мам, звезданул бы ему как следует, но не сладить мне с ним — он в пятом учится, а я всего-навсего в первом.

21 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Анчах эпӗ ун вырӑнӗнче сирӗнтен мӗн те пулин иличчен малтан ыйтнӑ пулӑттӑм: саккунпа, йӗркеллех тунӑ-и куна е вӑрланине паратӑр-и, тейӗттӗм.

Но все ж я бы на его месте, прежде чем что-нибудь брать от вас, спросил наперед: а по закону ли все оформили или, может, на самом деле ворованное сбываете?

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫапах та эпӗ сан вырӑнта манман пулӑттӑм: хӑш чухне ҫивӗч пуртӑ та турата лекет.

Но все же я бы на твоем месте не забывал, что и острый топор на сук налетает.

20 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ ыйтнӑ пулӑттӑм.

— Я попросила бы вас…

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ каланӑ пулӑттӑм, атте, анчах халлӗхе каламалли нимӗн те ҫук-ха! —

— Я бы сказала, тятя, да пока говорить-то нечего! —

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хам ҫырас тесен тата кашни кун аппалансан, эпӗ сӑвӑ та ҫырнӑ пулӑттӑм.

Я бы и стихи писал, если бы только захотел и начал тренироваться.

19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Ҫапах эпӗ сирӗн вырӑнта малтан Яранцевӑран ыйтса пӗлнӗ пулӑттӑм, — терӗ Синев хуллен, анчах ҫирӗппӗн, кӑвакара пуҫланӑ ҫемҫе ҫӳҫне ҫамки ҫинчен шӑлса.

— И все-таки я бы на вашем месте послушал сначала Яранцеву, — отведя со лба мягкие, начинавшие седеть волосы, с тихой настойчивостью повторил Синев.

15 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Пӗтнӗ пулӑттӑм эпӗ сансӑр, — терӗ Егор, арӑмне аллисенчен тытса.

— Пропал бы я без тебя, — сказал Егор и взял в свои руки руку жены.

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хамӑн ирӗк пулас пулсассӑн, эпӗ вӗсене партирен ыранах пӑхлӑ шӑпӑрпа шӑлса кӑларнӑ пулӑттӑм.

Да будь моя воля, я бы завтра их поганой метлой из партии вымел…

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Аслӑ ҫын иккен эсӗ, чуп тунӑ пулӑттӑм та сана ырӑ кӑмӑллӑ пулнӑшӑн, ерҫейместӗп!

Умный ты, оказывается, мужик — расцеловал бы тебя за твою доброту, да некогда!

10 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех