Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 20

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.27 22:48

Пуплевӗш: 217; Сӑмах: 2801

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Корней вырӑс кӑмакин тӗпне ватса, ҫӗмӗрӗлмен кирпӗчсене пӗр купана, ваннисене тепӗр купана суйласа хунинче ӑраснах нимех те ҫук ӗнтӗ, ҫапах та халӗ ӑна сывлама ҫӑмӑлрах, ӑшӗ те тӑван килне кӗнӗ малтанхи йывӑр самантри пек вӑркамасть.

Ӗҫленӗ чух Корней пурне те маннӑ: алли хӑйӗн ӗҫне тунӑ, вӑл вара хӑй тӗллӗн, уйрӑммӑн пурӑннӑ пек туйӑннӑ, ӑна йӑлтах пуҫран тухма пӗлмен, паллӑ мар шухӑшсем ҫавӑрса илнӗ…

Ун куҫӗсем ӑнсӑртран кирек мӗн ҫинче чарӑнсан та, пурте пӗр самантрах ӗлӗкхине аса илтереҫҫӗ, ӗнер ҫеҫ шавланӑ пек туйӑнакан пурнӑҫ куҫ умне чӗррӗн тухса тӑрать. Пӳртри япаласем тахҫантанпах асра юлнӑ, анчах тӗлӗнмелле — вӗсем пурте; мачча пӗрени ҫине ҫапса хунӑ тимӗр ункӑ та (ун ҫинче тахҫан Корней ачасене сиктерсе ҫывӑрттарнӑ сӑпка ҫакӑнса тӑнӑ), алӑк патӗнчи пӗрене ҫине ӗмӗрлӗхех ҫапса хунӑ тутӑхнӑ ҫекӗл те (ӑна тахҫанах, Корнейӑн хӑйӗн лаша пулнӑ чухнех ҫапнӑ, ҫекӗлӗ ҫине хӗлле лаша таврашӗ ҫакнӑ) мачча ҫинчи тусан витӗр курӑнакан краҫҫын лампи ҫунса хуратнӑ ҫаврашка та; кӗтесри тахҫан сенкер сӑрӑпа сӑрланӑ, халӗ сӑрӗ сӗвӗнсе пӗте пуҫланӑ ҫӳлӗк те (юлашки ҫулсенче ывӑлӗсемпе хӗрӗсем, турӑшсене илсе, унта хӑйсен кӗнекисемпе тетрачӗсене хунӑ) — ҫаксем пур-те куҫа ҫӗнӗлле курӑнаҫҫӗ.

Иртсе кайнӑ вӑхӑтӑн ҫак паллисемпе мӗн ӗҫ пур-ха ӗнтӗ Корнейӑн? Анчах хӗрлӗрех тусан ҫинче тӗрмӗшнӗ, мӑлатукпа шакка-шакка кирпӗчсем ҫумӗнчен тӑм катӑкӗсене хӑйпӑтнӑ май вӑл кунта тахҫан кӗрленӗ пурнӑҫа, хӑйӗн мӗн пур ачисене — чӗррисене те, вилнисене те, вӑрҫӑра пуҫне хунӑ чи аслӑ ывӑлне Николая та — пӗрре ҫеҫ аса илмерӗ…

Шаккама чарӑнса, Корней куҫне хупать те, ун умне урӑхла чӑнлӑх сиксе тухать: кӑмакине ишсе тӑкнӑ, чӳречесенчен ҫил вӗрет. Анчах ку малтанхи пек ютшӑнтармасть, пистермест, хӑратмасть, пачах урӑхла, темӗнле хаярлантарса ярать, вӑй хушать. Чӑнах та, мӗн ара, ал-урасӑр-им вӑл? Хӑйӗншӗн хӑй тӑшман-и? Ун пӗтӗм ҫемйи ҫын кулли пулма ҫавӑн пек шавлӑн та чаплӑн ҫӗмӗрттерсе килмен вӗт-ха кунта?

Мӗн пытармалли пур ӗнтӗ — кунта вӑл ҫӑмӑллӑнах тухса килмерӗ.

…Хӗрне калинкке патӗнче тӑратса хӑварса, станцине тухса утнӑ кӗрхи каҫ Корней асӑнчех-ха — ҫав каҫ вӑл пӗрре ывӑлӗсене ҫиленсе тарӑхса пынӑ, тепре хӑйӗн кичем пӗччен пурнӑҫӗпе ҫывхарса килекен ватлӑхӗ ҫинчен шухӑшланӑ. Неушлӗ вӑл хӑйне ӗнер ҫеҫ пур енӗпе те пӑхӑнса тӑнӑ ачисем ӑссӑрла хӑтланнине чарма та пултараймасть ӗнтӗ?

Хӑш чухне малта хирӗҫ килекен машинӑ ҫути ялкӑшса илнӗ, фарӑсен пайӑркисем е тӗтӗм тӗслӗ лутра пӗлӗтсене хыпашланӑ, е, шӑрт пек хӑмӑр хӑмӑла ҫутатса, инҫетерехри тӑвайккисем ҫине сиксе ӳкнӗ. Ҫутӑ ҫул ҫине ӳкнӗ чухне хура пылчӑк антрацит пек ялкӑшнӑ, ҫул хӗрринчи ҫумӑр тумламӗсем, ҫакса тултарнӑ ҫара тӗмӗсем йӑлтӑртатса илнӗ.

Пӗрре Корней ҫулпа пыракан кӗтӗве хуса ҫитсе иртсе кайнӑ — ӗнесемпе пӑрусем ерипен пынӑ, вӗсен урисем шӑва-шӑва кайнӑ, вӗсем сайра хутра мӗкӗре-мӗкӗре илнӗ, кӗтӳ хыҫҫӑн резинӑ атӑ тӑхӑннӑ икӗ кӗтӳҫ утнӑ, вӗсен плащӗсем шуҫ пек кункӑрланса кайнӑ. Вӗсем ӗнесем ҫине ахальтен кӑшкӑркаланӑ, пушисемпе тивертмесӗр шартлаттаркаласа илнӗ. Ура айӗнче пылчӑк лачӑртатнине итлесе, Корней пурнӑҫ ҫӗр ҫинче ҫӗрле те шӑпланманнине сӑнаса пынӑ. Таҫта, ҫул айккинче, ялсем хуран курӑнса, аран ҫеҫ палӑрса ларнӑ — унта кунӗпе ӗҫлесе ывӑннӑ ҫынсем ҫывӑрнӑ, анчах акӑ сӗмлӗхре пӗр ҫутӑ, тепӗр ҫутӑ, виҫҫӗмӗш ҫутӑ чӗлтӗртетме тытӑннӑ — те итем ҫинче ӗҫленӗ, те тимӗрҫӗ лаҫҫинче мӗн те пулин туптаса пӗтерме васканӑ; шӳсе кайнӑ сухаланӑ ҫӗр ҫийӗн темӗнле ҫутӑ шуса кайнӑ, тӳрех вӑл мӗн иккенне пӗлме те пулман, унтан шӑплӑхра трактор пӗр тикӗс кӗрлени илтӗннӗ — кӗрхи ҫӗртме туса пӗтерме васканӑ пулмалла.

Ҫывӑхрах, Корнейпа юнашарах, машинӑ кӗрлесе кайнӑ, вӑл, ҫул хӗрринелле пӑрӑнса, ҫаврӑнса пӑхма та ӗлкӗреймен, ун хыҫӗнче машинӑ чарӑннӑ. Газик алӑкӗ шалтлатса уҫӑлнӑ та, сарлака ӳкнӗ ҫутӑра ҫӳлӗ те патвар хулпуҫҫиллӗ ҫын курӑннӑ.

— Корней Иванович? — чӗннӗ вӑл хуллен.

— Шӑп ҫавӑ, — хуравланӑ Корней ерипен.

— Сана курнӑшӑн эпӗ шутсӑр хавас. — Пробатов, пальто кӗсйинчен хуҫлатса хунӑ хаҫат туртса кӑларса, ӑна силлесе кӑтартнӑ. — Ху вара, эпӗ сирӗн ӗҫре ют, тетӗн!

— Ман чап ҫук кунта, Иван Фомич, — хуравланӑ Корней, обком секретарӗ каланине хӑй ҫине илмесӗр.

— Ан мӗскӗнлен, ан чеелен, пӗлетӗп вӗт эпӗ сана! — Пробатов ырӑ кӑмӑллӑн кулса янӑ. — Куратӑн вӗт-ха эсӗ, тӗрӗслӗх сан ачусен енче. Вӗсен вара халӗ хӑйсен мӗн тумаллине чӗри туйса тӑрать… Мӗн тӑратпӑр ҫак эпир? Кайрӑмӑр машинӑ ҫине!

Корней ларасшӑн пулман, анчах Пробатов ӑна хул айӗнчен тытнӑ та — тепӗр минутран Корней брезент витнӗ машинӑра ларнӑ. Ланкашка-лакӑмсем тӗлӗнче машинӑ сиктере-сиктере, кисрентере-кисрентере илнӗ.

— Мӗншӗн ҫӗрле пылчӑк ҫӑрма шутланӑ-ха эсӗ тата? — каллех калаҫма пуҫланӑ Пробатов, машинӑ такӑр ҫул ҫине тухнӑ-тухманах.

— Ҫапла килсе тухрӗ те, — хуравланӑ Корней уҫӑмсӑррӑн.

— Эпӗ ҫаплах лешин ҫинчен шухӑшлатӑп-ха — ҫавӑнта кӗпер ҫинче мана каламалли мӗскер юлнӑччӗ-ши сан? — Пробатов хӑяккӑн ҫаврӑнса ларнӑ. Вӑл тутисене чӑмӑртаса, куҫӗсене хӗссе ответ кӗтнинчен Корней ӑнланнӑ: обком секретарӗ ҫак калаҫӑва темӗнле ӑрасна хак парать пулмалла.

— Каласа пӗтермелли нумай, тӑруках пӗтӗмпе аса та илеймӗн, пуҫа тем те пырса кӗме пултарать…

— Ну, хӑть хӑв яла таврӑнма мӗншӗн хӑранинчен пуҫла. Мӗн хӑратать сана? Анчах тӗрӗссине кала.

— Итлеме ҫеҫ кӑмӑл пултӑр, тӗрӗссине мӗншӗн калас мар, — куҫа-куҫӑн мар, пӗрремӗш хут курнӑ икӗ ҫын умӗнче Пробатова тӗрӗссине пӗтӗмпех уҫса пама мӗн хистенине Корней хӑй те пӗлмен. — Кунта ҫапах пурнӑҫ урӑхланассине шанас килмест-ха, Иван Фомич. Пӗтӗмпех урлӑ-пирлӗ пулса кайрӗ те, кам пӗлет, малашне темле пулӗ…

— Корней Иванович, эсӗ начар пурӑннипе парти текех килӗшсе тӑма пултараймасть! — тенӗ Пробатов хӗрӳллӗн. — Анчах эсӗ хӑвах ӑнланатӑн, лайӑх пурнӑҫ тӑрук пуҫланмасть, кунта сан та хутшӑнас пулать… Кулач йывӑҫ ҫинче ӳсмест вӗт!

— Аплине апла та. — Корней вӑрӑммӑн сывласа янӑ. — Анчах шутла-ха вӑт, Иван Фомич… Эпӗ хам ӗмӗрте нумай курса тӳссе ирттертӗм, ман ватлӑхра та пулин ӑшӑма вырттарсчӗ хуть. Ну, калла таврӑнӑп-ха эпӗ, кунта хама шеллемесӗр ӗҫлеме пуҫлӑп, анчах ватлӑхра кам ӑшӑ кӑмӑлпа пӑхать-ха мана кунта? Кам? Хулара эпӗ кирек мӗн чухлӗ илсен те, сахал-и нумай-и — пур-пӗрех пенси пулать. Ачасене халӗ мӗн шанмалли? Вӗсем хӑйсем те хӳри пиҫнӗ кушак пек ҫӳреҫҫӗ, хӑйсене мӗн кирлине пӗлмеҫҫӗ… Эпӗ колхозшӑн мӗн чухлӗ вӑй хунине шутласа та кӑларас ҫук, анчах йӑлтах тӗпсӗр пичкене янӑ пек пулчӗ…

Пробатов сӑмаха пӳлмесӗр, ҫӑра куҫ харшисене сӑмса кӑкӗ патнелле антарса итленӗ, сайра хутра пуҫне сула-сула илнӗ — те килӗшсе, те мӗне те пулин уйрӑмах астуса юлма тӑрӑшса.

— Кун ҫинчен эпир те шухӑшлатпӑр, Корней Иванович, — Пробатов кӑшт чӗнмесӗр пынӑ. — Анчах пурне те пӗр харӑс мар ӗнтӗ, вӑхӑчӗ ҫитсен куна та тӑватпӑр. Малтанлӑха, куна патшалӑха хӑй ҫине иличчен, сана колхозӑн пенси памалла. Черемшанкӑра вара куна тепӗр икӗ ҫултанах тума пулать…

Хулана ҫитиччен вӑрӑм ҫул ҫинче вӗсем мӗн ҫинчен кӑна калаҫман пулӗ, тем ҫинчен те калаҫнӑ, ҫавна пула Корней килне ывӑлӗсемпе ҫураҫнӑ тенӗ пекех лӑпкӑ таврӑннӑ. Ҫемйи, вӑл тарӑхса каясса кӗтсе, ӑна салхуллӑн та чӗмсӗррӗн кӗтсе илнӗ. Анчах Корней никама та ятламан, арӑмӗн аллинчен пӗр стакан чей илнӗ те кӗҫӗн ывӑлӗ ӑҫти ҫинчен ыйтнӑ. «Таҫта пухура сӑмах тухса калать, — тенӗ Никодим, ӑнланмалла мар кулса. — Пурне те пирӗн пек тума чӗнет!» Кун хыҫҫӑн Корней тӳрех ыйтнӑ: «Эсӗ те Ромкӑ пекех шухӑшлатӑн-и е сан хӑвӑн сӑлтав пур? Анчах тӗрӗссипе кала. Пытанмалла вылямастпӑр вӗт, пӗтӗм пурнӑҫ пирки сӑмах пырать». Ашшӗн ыйтӑвӗ Никодима хумхантарса янӑ пулас, мӗншӗн тесен вӑл ҫавӑнтах туртса янӑ та, пирусне паклаттарса, каланӑ: «Ман, атте, хула пурнӑҫне чун нихҫан та ӑраснах килӗштермен. Хулана юратмастӑп мар эпӗ, ҫук, кунта хаваслӑрах та пек, культури те ытларах, анчах мана пӗрмаях темскер ҫитмест… Черемшанкӑра пирӗн, пӗр енне кай та — пахчасем хыҫӗнчен тӳрех тулӑ кашласа-хумханса ларать, тепӗр еннелле ут — сӑртсем хушшинче сӗм вӑрман, юхан шыв урнӑ пек вылять. Тӑратӑн та сывласа тӑранаймастӑн — йӗри-тавра ҫав тери ирӗк те уҫӑ! Кӑмӑлу пулсан — пӑшал илетӗн те тепӗр сехетрен тискер кайӑк тытма тӳрех чӑтлӑха кӗрсе каятӑн, пулӑ тытас килсен — юхан шыв, кӳлӗ. Кунта вара эпӗ тӑлласа янӑ пек ҫӳретӗп, мана юрӑхлӑ мар ку, ман талая юрӑхлӑ мар пулмалла…»

Корней темшӗн аслӑ ывӑлӗнчен темскер урӑххи илтессе кӗтнӗ, анчах Никодим каласа пани ӑна ӗнентерӳллӗ пек туйӑннӑ. Темиҫе ҫул хушшинче Корней хӑй те хулана темӗнле чунӗпе хӑнӑхма, ун васкаварлӑ пурнӑҫне вӗренсе ҫитме пултарайман. «Клавди мӗнле-ха сан? — Корней тӗплӗн ыйтса пӗлме шутланӑ. — Ӑна, ман шутпа, хула сывлӑшӗ ҫитет?» «Йӗппи хыҫҫӑн ҫиппи!» — чӑртмаххӑнрах хуравланӑ Никодим. «Ну, вӑл хӑйне йӗппи вырӑнне хурсан?» — тӳсеймен Корней. Никодима ашшӗн шӳчӗ килӗшмен пулас, вӑл чӗнмен.

Анчах та Корней тӗрӗс каланӑ иккен — шӑп тухса килес умӗн Никодим арӑмӗ кутӑнлашса кайнӑ. Мӗн курман вӑл Черемшанкӑра? Ҫынсем хулана вырнаҫасшӑн ҫунаҫҫӗ, вӗсем вара ӑсран кайнӑ пулас, тӗттӗм яла кайса кӗресшӗн. Мӗн, мана ухмах тетӗр-им эсир!

Кинӗн сӑмахӗсем Корнея ҫӳҫентерсе янӑ. Пӑхӑр-ха, мӗнле нумай вӗреннӗ ҫын, мӗнле культурӑ! Хӑйӗн аллинче ӗмӗрне те хаҫат курмастӑн, магазинсем тӑрӑх пусма таврашӗ шыраса анчах чупса ҫӳрет-ха. Пӳлӗмре вара ӗмӗрӗпех ним йӗрки те ҫук, шуйттан та урине хуҫма пултарать! Ҫапах та Клавдине яла кайма ӳкӗте кӗртнӗ, вӑл кайма килӗшнӗ, анчах Корней сасартӑк: юрать, халлӗхе вӗсем арӑмпа иккӗш юлччӑр-ха, тесе шутланӑ. Тепӗр тесен, мӗн кӗтет вӗсене ялта, ку паллӑ мар вӗт-ха, асӑрхануллӑ пулни вара кансӗрлес ҫук. Ывӑлӗсем унпа нимӗн тавлашмасӑр килӗшнӗ, вара Корней хӑйӗн ӑшӗнче савӑнса кайнӑ — ӑхӑ, эсир паттӑрсем пек курӑнма тӑрӑшатӑр та, анчах ытлашши ун пекех паттӑр мар иккен-ха эсир. Пӗлтӗмӗр, картса хӑварар-ха куна астума!..

Чӳрече айӗнче темскер кӑштӑртатнине илтсен, Корней хӑйӗн шухӑшӗсем ҫинчен манса кайрӗ, вӑл чӗркуҫҫийӗсем ҫинчен кирпӗч тӗпренчӗкӗсене силлерӗ те ура ҫине тӑчӗ. Чӳрече янаххине ачан шӑнса кайнӑ хӗрлӗ пӳрнисем хӑвӑрт ҫатӑртаттарса ярса тытрӗҫ, унтан хӑлхаллӑ ҫӗлӗкне куҫӗсем ҫинех пусса лартнӑ пуҫ курӑнчӗ, тепӗр самантран Дымшаковӑн кӗҫӗн ывӑлӗ хӑйӗн тӗк тӑма пӗлмен, пысӑк, шурӑ куҫӗсемпе Корней ҫине пӗртте мӑчлаттармасӑр, шӑтарас пек пӑхрӗ.

— Корней кукки! — ача ҫӑварне карса сывлӑша курман пек ҫӑтрӗ. — Анне калама хушрӗ, сире хӑвӑртрах пирен пата килччӗр терӗ!

Корней хулпуҫҫинчен ярса тытса, пӳрте ҫӗклесе кӗртмен пулсан, Васяткӑ ҫавӑнтах куҫран ҫухалнӑ пулӗччӗ.

— Итле-ха, йӗкӗт, хӑҫан курнӑччӗ-ха эпир санпа юлашки хут? Куккуна сывлӑх сунсан та, ҫылӑх пулас ҫук вӗт, э?

Ачан тулли пит ҫӑмартийӗсем пиҫсе ҫитнӗ чие ҫырли пек пулса кайрӗҫ, вӑл пуҫне усрӗ, анчах Корней, янахран тытса, ун пуҫне ҫӗклерӗ.

— Мантӑн-и?

— Ийя! — Васятка, ҫӳлти хуралнӑ шӑлӗсене кӑтартса, йӑл кулса ячӗ. — Атте авӑ сире картишӗнче кӗтсе тӑрать! Анне кукӑль пӗҫерсе тултарчӗ!

— Аван!.. — терӗ Корней. Ача хулпуҫҫийӗ ҫинчен хӑйӗн аллине илмесӗр, ун ҫине тинкерсе пӑхрӗ:

«Куҫӗсем ашшӗн, пӑхасса Аниҫҫе пек пӑхать!»

Крыльца ҫине тухсан, вӑл тӗлӗнсех кайрӗ — картишӗнче (хӳме тытман, юр хӳсе лартнӑ кил вырӑнне картиш теме юрать пулсан) халӑх тулли иккен: пӗрисем хыттӑн та хавассӑн темскер каласа кӑтартакан Ромкӑ патӗнче кӗпӗрленсе тӑнӑ; теприсем хулпуҫҫипе хапха юпине тӗревлесе тӑракан Никодим патне пуҫтарӑннӑ; виҫҫӗмӗшӗсем Иван мучи патне пухӑннӑ — кусем, Иванпа пӗр ҫулти кӑвак сухаллӑ стариксем, туратлӑ туйисем ҫине тайӑнса тӑраканскерсем, йӑл кулса, старик каланипе килӗшсе, пуҫӗсене сула-сула илнӗ. Крыльца патӗнче, ял Совет председательне — Черкашинӑна темӗн пирки ӳкӗте кӗртме тӑрӑшса, Егор Дымшаков хыттӑн калаҫнӑ; ҫурт тавра таҫта та кӗрсе тухакан ачасем чупса ҫӳренӗ, вӗсем хушшинче часах Васяткӑ пуҫ пулса тӑнӑ.

«Акӑ япала, неушлӗ ман ҫуртра пуху тума шутларӗҫ пулӗ?» — шухӑшларӗ Корней, куҫӗсем куҫҫульпе тӗтреленме тата чӗри хӑвӑртрах тапма пуҫланине туйса.

— Килнӗ ятпа сана Корней Иванович! — Екатерина Черкашина Корнея асӑрхарӗ те ӑна хирӗҫ ярса пусрӗ. — Тахҫанах килмеллеччӗ!

— Кашӑк пӑтӑ ҫинӗ чухне хаклӑ! — терӗ Егор Дымшаков кулкаласа. — Эпир кунта ҫӑ-ӑ-ӑ-ра пӑтӑ пӗҫертӗмӗр, пӗрре ӑссах ӑсса та илейместӗн. Аптрамасть, шӑп кирлӗ чухне килсе тухрӑн, хунчӑкам!

Вӑл Корнея ытамласа, упа пек хытӑ тытса чӑмӑртарӗ, виҫӗ хут чуп турӗ — куна вара Корней пачах та кӗтменччӗ, пур енчен те курӑнать, кӗрӳшӗ вӑл таврӑннишӗн чунтанах савӑнать пулмалла.

— Аленка! — кӑшкӑрчӗ Дымшаков. — Илсе кил пирӗн парнене!

Егор патне вӑрӑм урисене кӑҫатӑ тӑхӑннӑ, чӗркуҫҫийӗсем ҫара пӗр вунӑ ҫулхи ырхан хӗрача чупса пычӗ те ӑна кӗпҫе пек чӗркенӗ шурӑ хут тӑсса пачӗ. Дымшаков ӑна васкамасӑр салатса ҫӳлелле ҫӗклерӗ: плакат иккен — кӗреҫе сухаллӑ колхозник тӑснӑ аллинче ҫемҫе тӑпра муклашкисем тытса тӑрать, ун пӳрнисем хушшинчен тӑпра тӗпренсе тӑкӑнать. Плакат ҫине: «Ҫӗр ӗҫленине тата лайӑх пӑхнине юратать!» тесе ҫырса хунӑ.

— Паян почтӑна кӗтӗм те, унта ҫак картинӑсене пӗрер тенкӗ сутаҫҫӗ, — терӗ Егор крыльца патне пухӑнса тӑнӑ ҫынсем хаваслӑн калаҫнӑ май. — Пӑхать те ҫак ҫын ман ҫине темӗнле куҫ хӗснӗ пек туйӑнчӗ. Ӑҫтан паллатӑп-ха эпӗ ку ҫынна, тетӗп? Кайран тавҫӑрса илтӗм вара — ара, каснӑ-лартнӑ хунчӑкам Корней Яранцев вӗт ку! Чӑнах та, пӗр пек вӗт?

Дымшакова харӑсах темиҫе саса хуравларӗ:

— Йӳне лартрӑн, Егорушка!

— Пӗр тенкӗлӗх илнӗ те, ҫӗр тенкӗлӗх мухтанать!

— Эсӗ ӑна, Дымшак, луччӑ мӗнле те пулин тумтир пар, плаката ая сарса выртаймастӑн вӗт!

Дымшаков, ҫӑварне ывӑҫ тупанӗпе хупласа, савӑнӑҫлӑн ӳсӗркелесе илчӗ — те ҫынсем хӑйне «ярса илнишӗн», те хӗвӗшсе кайнишӗн савӑнчӗ (хӗвӗшӳ ӑна яланах кӑмӑла кайнӑ-ҫке!).

— Мӗн тапӑнатӑр эсир мана? — юри ҫиленнӗ пек пулчӗ Егор. — Вӑл мана тӑван тесе ҫурт хӑтлама чӗнет пулсан, эпӗ ӑна мӗн те пулин йывӑртарах япала илсе килсе парӑп, халлӗхе вара хӑйӗн портретне пӑхса савӑнтӑр-ха… Эпӗ ӑна ҫыннишӗн ҫеҫ туянман вӗт, мана сӑмахӗсем кӑмӑла кайрӗҫ. Ҫӗре те пӗр ӗҫлени ҫеҫ ҫитмест, унсӑр пуҫне ӑна пӑхмалла, ачашламалла пулсан, ҫынна мӗнле пӑхмалла-ха?

Шавласа, кӗрлесе тӑнипе урамра пӗр лав пынине никам та асӑрхаймарӗ. Лав ҫурт еннелле пӑрӑнчӗ те, чалӑшса кайнӑ юпасем хушшине пасарса кайнӑ лаша пуҫӗ хӗсӗнсе кӗчӗ, ҫынсем пурте айккинелле сирӗлме пуҫларӗҫ. Сирӗлсе тӑрсан, сарлака ҫуна хыҫҫӑн йывӑррӑн утса пыракан Никитӑ Ворожнева курах кайрӗҫ. Тилхепине турткаласа, вӑл лашине тӳрех крыльца патнелле тытрӗ, Корней, Егор тата Черкашина тӑнӑ ҫӗре, картлашкасем патнех, пырса тӑратрӗ.

— Парне йышӑн хуҫа! — хыттӑн пӗлтерчӗ те Ворожнев, йӗри-тавра кӗпӗрленсе тӑракан колхозниксем ҫине сиввӗнрех пӑхса илсе, юриех савӑнӑҫлӑрах калама тӑрӑшса, хушса хучӗ:  — Чирлӗ пирки Аникей Ермолаевич сан пата килме пултараймарӗ, ҫавӑнпа мана ячӗ, кай-ха, Никита, пирӗн ятпа чунтан ӑшшӑн саламла, тӑван ҫӗр ҫинче тымара шаларах яма сывлӑх сун, терӗ. Колхозран мӗнле те пулин пулӑшу кирлӗ пулсан — памасӑр тӑмастпӑр! Ҫын хӑйӗн ҫемйине таврӑннӑ, хӑй пирӗн районӑн патриочӗ пулнине кӑтартнӑ, ҫавӑнпа ӑна чыс та хисеп пулмалла! Тӗрӗс калатӑп-и эпӗ?

— Сурӑх пек макӑрма та, кашкӑр пек улама та пултаратӑн, — терӗ Дымшаков, шӑлӗсене ҫыртса. — Анчах вӑт тепӗр чухне пӗлме ҫук — те кашкӑр тирӗпе эсӗ, те сурӑх тирӗпе.

— Эсӗ, Дымшак, мана ан тарӑхтар! — чарчӗ ӑна Ворожнев, унӑн хура куҫ харшисем сӑмса кӑкӗ патнелле анчӗҫ. — Сан пата мар, Корней Иванович патне килнӗ пулас вӗт-ха эпӗ. Пӗрне вырӑнпа выртмалла турӑн, халӗ теприне тытӑнма шутларӑн-и? Ан ман, сана та черет ҫитет, кун пек ӗҫсемшӗн райком пуҫран шӑлмӗ-ха. Е ку хутра та шывран тип-типех тухатӑп тетӗн-и?

— Эпӗ йӗп-йӗпе те тухатӑп — мана хӑрушӑ мар! — чӑрсӑррӑн хуравларӗ Дымшаков. — Вӑт эсӗ шывран кӑшт йӗпе тухсан та, сана кап! ярса илеҫҫӗ те ҫисе те яраҫҫӗ кушаксем!

Егорӑн юлашки сӑмахӗсене хыттӑн ахӑл-ахӑл кулса яни хупларӗ. Пурте ахӑлтатрӗҫ — туйисем ҫине тайӑннӑ стариксем те, крыльцана сырса илнӗ ачасем те, ахаль чухне калаҫма, кулма юратман Черкашина та.

Пӗр Ворожнев ҫеҫ кулмарӗ. Кашни ӗҫшӗн Аникей умӗнче ответ тытмалла пулнинчен хӑрас мар пулсан, халӗ вӑл кам лекнӗ ҫавӑн ҫине ыткӑннӑ пулӗччӗ. Анчах вӑл хӑйӗн чунӗ тулашнине ирттерсе ячӗ, кулса чарӑнасса кӗтрӗ те, хӑй кӳреннине, нимӗн тума пӗлменнине кӑтартмасӑр, сӳрӗккӗн аллипе ҫеҫ сулчӗ.

— Вӑхӑт ҫук-ха ман санпа палкама! Эсӗ сӑмах ыйтма кивҫене каймастӑн… Ҫапах та эпӗ сан вырӑнта манман пулӑттӑм: хӑш чухне ҫивӗч пуртӑ та турата лекет.

— Турачӗ тахҫанах ҫӗрнӗ-ҫке, тӗксенех — кӑпӑлт ҫеҫ тухса ӳкет.

Ворожнев Егора чӗнмерӗ, ҫуна патне пырса улӑма сиркелерӗ те, Корней нӑриклетекен икӗ сысна ҫурине курах кайрӗ. Вӗсем шӗвӗр сӑмсисене улӑм ӑшне чикнӗ, хӑйсен пӗр-пӗрин ҫумнелле тӗршӗннӗ шурӑ ҫурӑмӗсем улӑм ӑшӗнчен шыв юхса якатнӑ чул пек курӑнаҫҫӗ.

— Вӑт, Корней Иванович, ил ӗрчетме! — Ворожнев ҫурасене урисенчен ярса тытрӗ те ҫари ҫухӑраканскерсене крыльца патне илсе пычӗ.

— Ӑҫта хурас-ха ман вӗсене? — Корней аптраса кӗрӳшӗ ҫине пӑхса илчӗ, анчах лешӗ ун ҫине пӑхмарӗ. — Халлӗхе хамӑн та пуҫ тӑрри янках, кунта тата выльӑх ҫинчен шухӑшла. Апат та ҫук вӗсем валли…

— Малтанлӑха апатне те паратпӑр! — терӗ Ворожнев. Корней каялла чакнӑ пирки вӑл сысна ҫурисене хӑй патне пырса ҫитнӗ Романпа Иван мучине тыттарчӗ.

— Мӗн эсӗ, Корней, качча каяс хӗр пек вӑтанатӑн? — ӳкӗтлерӗ Иван мучи ывӑлне. — Ҫынсем пире ырӑ тума тӑрӑшаҫҫӗ, эпир турткалашса тӑратпӑр! Вӑрланине мар вӗт колхозӑнне параҫҫӗ пире…

Корней аптраса тӑчӗ. Ӑна хӑй ӑнлансах ҫитмен ятлаҫу та, ун килӗнче Егор пачах харкашасшӑн пулман Ворожнева ахалех кӳрентерни те, юлашкинчен тата хӑйне парне пани те кӑмӑла каймарӗ: мӗскер, ҫук ҫын-им вӑл, камран та пулин пулӑшу ыйтать-и? Ҫук, ӑна хӗрхенсе мӗн те пулин пӑрахса пани пӗрре те кирлӗ мар, кирлӗ пулсан, вӑл сысна ҫурисене те хӑйӗн укҫипе туянма пултарать. Анчах илмесӗр тӑма та темӗнле лайӑх мар пек, — тӑрук кама та пулин ахалех кӳрентерӗн те мӗнле-ха вара!

— Куна кам, правлени йышӑнчӗ-и сысна ҫури пама? — каллех илтӗнчӗ Дымшаковӑн хытӑ сасси. — Е Аникей хӑй ырӑ ҫын пулнипе хытмарӗ-и?

— Сана мӗн, шалккӑ-им? — Дымшакова сӗмсӗр ҫын пек кӑтартма май килнипе савӑнса, Ворожнев кулса ячӗ. — Лайӑх ҫынсене пулӑшнипе колхоз пӗтесрен хӑратӑн-им?

— Корнея ҫӗнӗ ҫурт лартса парсан та, колхоза нимӗн те пулас ҫук, — терӗ Егор лапкӑн, кулмасӑр. — Ҫур ӗмӗр хушшинче хунчӑкам кунта сахал ӗҫлемен, пӗр ҫуртпа татӑлаймастӑн та. Анчах эпӗ ун вырӑнӗнче сирӗнтен мӗн те пулин иличчен малтан ыйтнӑ пулӑттӑм: саккунпа, йӗркеллех тунӑ-и куна е вӑрланине паратӑр-и, тейӗттӗм.

— Ҫитет сире, мужиксем! — хутшӑнчӗ Корней, Ворожневпа кӗрӳшӗ хушшине тӑрса. — Ҫитет сана, Егор, каяннӑй этем! Тӑванусемшӗн те пулин чарӑн-ха ӗнтӗ. Эсӗ те, Никита, ахалех ан чӑркӑш, эсӗ те ҫын чӗрине шӑрпӑк лартмасӑр тӳсейместӗн пулмалла ҫав.

— Вӑл хӑй пуҫларӗ малтан! — мӑшкӑллӑн кулса, тӑсса каларӗ Ворожнев. — Хӑйне питӗ ӑслӑ та хӑюллӑ ҫын пек кӑтартма тӑрӑшать. Унсӑрӑн эпир протокол ҫырма та пӗлместпӗр ӗнтӗ. Ме, Дымшак, ил те вула — ӗнер Аникей килӗнче мӗн пур правлени членӗсем Яранцевсене сысна ҫурисем парасси ҫинчен алӑ пусрӗҫ.

Ворожнев хӗвӗнчен хут туртса кӑларчӗ, ӑна Дымшаков сӑмси умӗнче тарӑхтармалла ҫавӑркаларӗ, анчах лешӗ капла та ӗненмерӗ, хута илсе чӗркуҫҫи ҫинче якатрӗ те васкамӑсӑр, чӗнмесӗр пӗтӗмпех, пӗр саспалли хӑварми вуласа тухрӗ.

— Лайӑх япала! Колхозӑнне хӑвӑрӑнни пек тыткаласси тинех пӗтрӗ, — вӑл йӑл кулса протокола Ворожнева пачӗ. — Пӗрремӗш хут сыхлануллӑ пулчӗҫ, йӗркеллӗ тума шутланӑ. Апла-тӑк, хунчӑкам, ил ҫурасене! Кирлех пулсан, вӗсене центнер тайиччен ҫитермесен те юрать, пӗрне акӑ халех апата ярӑпӑр…

Вӑл ҫынсем кулнӑ май Иван мучи аллинчен ҫурана илсе, ӑна хул хушшине вут пуленки пек чикрӗ те картишӗнче шавласа тӑракансене савӑнӑҫлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Пирӗн йыш хушӑннӑ ятпа, кам ман апатран йӗрӗнмест, ҫавсене пурне те хам пата чӗнетӗп! Паллах, градусӗ пурне те ҫитмест, сатту сельпо инҫе мар — кашниех кайса илме пултарать. Ну, айта! Аниҫҫе ман кӗтсе те ывӑнчӗ пулӗ ӗнтӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех