Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 15

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.27 11:05

Пуплевӗш: 206; Сӑмах: 2780

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ксени пынӑ каҫран вара Иннокентий Анохин кашни ир хӑйне ахаль кун мар, пӗр вӗҫӗмсӗр праҫник кӗтнӗ пек вӑранакан пулчӗ. Вырӑн ҫинчен сиксе тӑрсан вӑл, чӳрече каррисене сирет те, пӳлӗме хӗвел кӗрет, савӑнӑҫлӑскер, йӑмӑкне ирхи апат хӑвӑртрах хатӗрлеме васкатать, тутисене пӗҫерте-пӗҫерте чей ӗҫет те урама тухса чупать.

Район хулинчи шурӑ юрпа витӗннӗ ҫурт тӑррисенче витӗр курӑнакан сенкертерех тӗтӗм юписем йӑсӑрланаҫҫӗ, вӗсен мӗлкисем юрлӑ ту тайлӑмӗсем тӑрӑх вӗлтӗртетсе юхаҫҫӗ.

Ура айӗнче юр нӑтӑртатнипе киленсе, Иннокентий урам варрипе утать, паллакансем хирӗҫ пулсан, йӑл кулса пуҫне сулать. Витӗр касакан сивӗ сӑмса шӑтӑкӗсенчен чӗпӗтет, сывлӑша пӳлӗнтерет, анчах ҫак сивӗ ҫанталӑка Иннокентий чунтан кӑмӑллать. Вӑл ӗҫе кайнӑ пек мар, хӗрпе тӗл пулма васканӑ пек утать, хӑй Ксение коридора мӗнле чӗнсе тухассине, ун яланах кӑшт шӑннӑ аллисене хӑйӗн ывӑҫ тупанӗсемпе тытсан, Ксени вӑтанса, айккинелле ҫаврӑна-ҫаврӑна: «Ан тив, Кеша! Кунта ҫынсем йӗри-таврах вӗт», — тесе пӑшӑлтатассине курса пырать.

Кабинетра кулленхи ӗҫпе тӗркӗшсе ларнӑ чухне Иннокентий час-часах, ҫын пуррине те асӑрхамасӑр, хуллен юрлакан пулчӗ. Унтан вӑл сасартӑк юрлама пӑрахать, анчах кинора е радио тӑрӑх илтнӗ асран кайман юрӑ ун чӗринче кунӗпех пӗр шӑпланмасӑр янӑрать…

Вӗсем халлӗхе Ксенипе уйрӑм пурӑнаҫҫӗ-ха, Ксени ҫапла тӑвасшӑн пулчӗ, Иннокентин вара ирӗксӗрех килӗшме тиврӗ. Ксени: аттесем киличчен кӗҫӗн йӑмӑка Васенӑна пӗччен пӑрахса хӑварма пултараймастӑп, терӗ, анчах Иннокентий ӑна хӑйне евӗр ӑнланчӗ — ун Иннокентий патне ахаль, никама систермесӗр куҫса каяс килмест, ун чӑн-чӑн шавлӑ туй тӑвас, ҫав туя мӗн пур тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисене чӗнес килет пулас, халӗ вӑл хӑйсен пӗтӗм ҫемйи Черемшанкӑна таврӑнасса кӗтет ҫеҫ ӗнтӗ.

Анохин малтан кӳреннӗччӗ, анчах кайран ҫакӑ уншӑн лайӑх та пулчӗ — вӑл Ксенипе тӗл пулма тухать, ӑна каҫхи урам тӑрӑх ӑсатса ярать, малашне темӗнле ҫӗнӗ пурнӑҫ пуласса кӗтсе пурӑнать. Ҫакӑнсӑр пуҫне тата, пӗрлешме питех васкатман тепӗр пысӑк сӑлтав та пур: Анохина хваттер пама пулнӑ ҫӗнӗ ҫурта тепӗр икӗ эрнерен туса пӗтереҫҫӗ иккен, ҫапла вӗсем, туя унта ирттерсе, пӗр харӑсах икӗ савӑнӑҫа паллӑ тума пултараҫҫӗ.

Ксени Коробин хушнипе пӗрмаях колхозсене туха-туха кайнине чӑтма вара Иннокентишӗн чӑнах та ҫӑмӑл мар. Юлашки кунсенче Иннокентий лара-тӑра пӗлмерӗ, Черемшанкӑна пӗр вӗҫӗмсӗр шӑнкӑртаттарчӗ, хӑйне ҫав тери пӗччен юлнӑ пек туйрӗ, канӑҫне ҫухатрӗ, хӑйӗн мӗн пур ӗҫӗсене пӑрахса, вӑл Ксени хыҫҫӑн колхоза тухса кайма та хатӗрччӗ.

Акӑ паян та, кабинета кӗнӗ-кӗменех, вӑл пӳрнескеллӗ алсишне сӗтел ҫине пӑрахрӗ те хывӑнмасӑрах телефон трубкине ярса тытрӗ, хӑйне «Хӗрлӗ маяк» колхоз правленийӗпе васкавлӑн ҫыхӑнтарма ыйтрӗ.

Ксени халех телефон патне пырать те акӑ яланхи пекех ӗҫлӗн: «Ийя, эпӗ итлетӗп» тет. Иннокентий сассине илтсен вара, кӑшт аптраса ӳксе, ун умӗнче темӗншӗн тӳрре тухасшӑн пулнӑ пек, пачах урӑхла калаҫса каять. Пӳлӗмри ҫынсем Иннокентий трубкӑран мӗн пӑшӑлтатнине илтесрен хӑранӑ пек, вӑл каллех хӑйӗн юратнӑ сӑлтавнех калать: «Кирлӗ мар, Кеша! Ӑнлантӑн-и?» Вара Иннокентийӗн ӑна хирӗҫ савӑнӑҫлӑн кулса ямалли ҫеҫ юлать.

— Правлени хуравламасть, — терӗ телефонистка.

— Мӗнле хуравламасть? — тӗлӗнчӗ Анохин. — Ку вӑхӑтра ҫын пурах ӗнтӗ унта, ҫынсӑр пулма пултараймасть!

Иннокентий телефонисткӑна правление тата тепӗр хут чӗнтерттерчӗ те вара тин трубкӑна хучӗ.

«Мӗн те пулин сиксе тухман пуль те унта?» — шиклӗн шухӑшларӗ Иннокентий. Хумханма халӗ нимӗнле сӑлтав та ҫук-ха, анчах ун ӑш-чикки ҫак шухӑшпах пӑтранса кайрӗ. Анохин пальтоне кӗтесри пӑтаран кайса ҫакрӗ ҫеҫ, ҫак вӑхӑтра телефон шӑнкӑртатса илчӗ.

«Ну, тинех хӑй калаҫма шутларӗ-ха», — вӑл лаш сывласа ячӗ те трубкӑна хӑвӑрт илчӗ.

— Ӑҫта ҫӗтсе ҫӳретӗн эсӗ, Ксюша?

— Ӑҫта ҫӗтсе ҫӳренине вӑл сире кайран каласа парӗ, — илтрӗ вӑл Коробинӑн хытӑ та сивӗ, ним кулӑсӑр сассине. — Эпӗ сире халех хам пата кӗме ыйтатӑп.

Ҫапла чӗнни темскер лайӑх мар, тен, хӑрушӑ япала пулнине пӗлтерет пулмалла, ахальтен Коробин унпа ҫавӑн пек сиввӗн калаҫман пулӗччӗ. Сывлӑх сунмасӑрах, тӳрех хӑйӗн патне чӗнчӗ.

Хӑйӗн ӗҫӗнче Иннокентий ҫак йӑлана ҫирӗп тытса пынӑ — хӑвна мӗншӗн чӗнтернине кӑшт та пулин пӗлмесӗр, пуҫлӑхсем патне нихҫан та ан кай. Паллах, пурне те яланах малтан пӗлсе тӑма ҫук ӗнтӗ, ҫапах кӑшт та пулин тавҫӑрни те ӑна час-часах пулӑшнӑ. Анчах инкек кӗтмен ҫӗртен сиксе тухсан, ун чухне хӑвна хӑв хытӑ тытма пӗлни ҫеҫ ҫӑлма пултарать. Ун пек чухне чи кирли — пӗр сӑмах та ытлашши ан кала, хав тӳрре тухма тӑрӑшнӑ пек ан кӑтарт!

Пӗрремӗш секретарӗн йышӑну пӳлӗмӗнче Иинокентий сап-сарӑ ҫӳҫлӗ Варенькӑ секретарьшӑ ҫине пӑхса ӑшшӑн йӑл кулчӗ.

— Хӑй паян кӑмӑллах мар-им ҫак, э? Мӗн пулнӑ, пӗлместӗн-и эсӗ?

— «Хӗрлӗ маякра» темӗнле ЧП, — пӑшӑлтатрӗ Варенькӑ, хура дерматин сӑрнӑ кабинет алӑкӗ ҫине шиклӗн куҫ хӳрипе пӑхса. — Нумай пулмасть ун патӗнче колхоз парторгӗ Мрыхин пулчӗ, унтанпа вӑл ҫав тери тулашать!..

«Ҫапла пуль терӗм ҫав», — шухӑшларӗ Иннокентий кичемленсе, пӗтӗмпех — Ксени отчетпа суйлав пухӑвне кайнине те, телефон чӗнменнине те, Коробин команда панӑ пек кӗскен чӗннине те, парторг ирех килнине те — пӗр тӗвве тӗвӗлесе. Анчах ку тӗвӗре мӗн пытанса тӑни халлӗхе паллӑ мар-ха.

— Эсӗ хуть мӗн те пулин илтнӗ-и? — хӗр патнелле пӗшкӗнсе, кӑкӑрӗпе кӑшт ҫеҫ сӗтел ҫине выртмасӑр, ыйтрӗ Иннокентий.

— Вӑл питӗ кӑшкӑрашрӗ те, эпӗ хам ята та манса кайрӑм ун чухне, — хуравларӗ Варенькӑ, Анохина хулпуҫҫинчен тӗртсе, — кӗр, кӗр, тен, пӗр сана ҫеҫ кӗтеҫҫӗ пуль унта!

Анохин, шыва чӑмма хатӗрленнӗ пек, вӑрӑммӑн сывласа илчӗ те, алӑка хуллен утса, васкамасӑр сумлӑн утса кӗчӗ.

Кабинетра, Коробинсӑр пуҫне, районти ӗҫ тӑвакан комитет председателӗ Синев, виҫҫӗмӗш секретарь Вершинин тата нумай пулмасть килнӗ Константин Мажаров лараҫҫӗ (Мажаров мӗнле ҫын иккенне Анохин пӗлсех каймасть-ха).

Анохин кӗрсен, пурте чӗмсӗррӗн ун еннелле ҫаврӑнчӗҫ, чӗмсӗррӗн сывлӑх сунчӗҫ, хӑйӗн умне сарса хунӑ хутсем ҫине пӑхса ларакан Коробин пуҫне те ҫӗклесе пӑхмарӗ. Коробин ҫакӑн пек хаяр та ют пулнине Анохин нихҫан та курманччӗ-ха.

— Пурте килчӗҫ пулас? — ыйтрӗ Коробин хуллен, Иннокентий симӗс ҫитти витнӗ сӗтел хушшине Вершининпа юнашар кӗрсе ларнӑ-ларманах. — Тӗрӗссипе, юлташсем, васкавлӑ бюро пухмаллаччӗ, анчах, шел те, эпир куна тума пултараймастпӑр — Бахолдин чирлӗ, икӗ ҫын килте ҫук, ҫавӑнпа эпир бюро пухмасӑрах пӗр япала ҫинчен калаҫса илӗпӗр. Ман шутпа, эсир хирӗҫ мар…

Вӑл пуҫне хут ҫинчен ҫӗклерӗ те, тӗрӗс тӑватӑп-ши тесе иккӗленнӗ пек, черетпе пурне те тимлӗн пӑхса ҫаврӑнчӗ. Анохин секретарь шанмасӑр пӑхнинчен те, ун сӑн-сӑпатӗнчен те тӗлӗнсе кайрӗ. Вӑл ырханланса, ватӑлса кайнӑ пек курӑнать, ывӑннӑн пӗкӗрӗлсе, куҫ харшисене пӗркелентерсе ларать, аллисемпе тӗслӗ кӑранташсен пачкине ҫавӑркалать, хӑйне шалтан ҫунтарса тӑракан япалана пӗр харӑс кӑларса тӑкасран хӑйне хӑй аран-аран чарса тӑнӑ пек туйӑнать.

— Юлташсем, ҫав тери начар япала пулса тухрӗ, ку ӗҫре райком кирлӗ пек йӗрке тӑваймасан, пирӗн партин облаҫри комитечӗ умӗнче ответ тытмалла пулать… Ҫур сехет каялла ман патра «Хӗрлӗ маяк» колхоз парторгӗ пулчӗ, вӑл мана пирӗн райком инструкторӗ Яранцева хӑйне питӗ тӗрӗс мар тытни ҫинчен каласа пачӗ. Эпир ӑна унта отчетпа суйлав пухӑвӗ ирттерме хушрӑмӑр, анчах ӑна политикӑ тӗлӗшпе ҫавнашкал ответлӑ ӗҫе шанса пама юраман иккен!

Коробинӑн ыттисем пачах пӗлмен пӗр-пӗр ӗҫе сивлес йӑла пулнӑ, ҫак йӑла Анохина яланах тарӑхтарнӑ. Вӑл халӗ те, секретаре сӑпайлӑн пӳлсе, фактсем ҫинчен каласа пама ыйтасшӑнччӗ, анчах хирӗҫ ларакан Константин Мажаров унран маларах ыйту пачӗ. Хӑйӗн ылтӑн тӗслӗрех хӗрлӗ сухалне тӳсӗмсӗррӗн турткаласа, Мажаров шуса анма пуҫланӑ куҫлӑхне пӳрнипе тӳрлетрӗ те, секретарь ҫине пӑхса, ӑшӑ кӑмӑллӑн, ҫӑварне сарса ярса йӑл кулчӗ.

— Сергей Яковлевич, каласа кӑтартма юрамасть-и пире унта мӗн пулни ҫинчен? Вара эпир сире, паллах, пулӑшнӑ пулӑттӑмӑр!

«Турӑҫӑм! Мӗн калать вӑл? — шухӑшларӗ Иннокентий, ӑшӗнче ҫамрӑк работнике хӗрхенсе. — Пулса-иртни ҫинчен вӑл мӗн шухӑшланине пӗлме чӗннӗ-ши ӑна Коробин кунта? Коробин унран пулӑшу кӗтет-ши? Неушлӗ Мажаров чӑннипех ҫапла шухӑшлать? Халӗ акӑ Коробин ӑна кӑшкӑрса тӑкать те пӗрре, ӗмӗрне те манмӑн».

Анчах паян секретарьпе темӗм ӑнланмалла мар япала пулса иртет, вӑл Мажаров ҫине ним марла пӑхса илчӗ, чышкисемпе сӗтел ҫине пусса, ерипен ура ҫине тӑчӗ те, тарӑхнӑҫем тарӑхарах пырса, малалла каларӗ:

— Намас ку! Ку пирӗн районти пӗтӗм парти организацине варалать! — терӗ вӑл, пӑта ҫапа-ҫапа кӗртнӗ пек. — Шухӑшласа ҫеҫ пӑхӑр-ха! Ӑна унта райком ҫул-йӗрне тытса пыма, парти интересӗсене, ӗҫ интересӗсене хӳтӗлеме янӑ, вӑл пур, председателе кураймасӑр, демагогла тапӑнакансене сирсе ярас вырӑнне — итлӗр-ха эсир, итлӗр! — райком сӗннӗ председательпе хӑй килӗшмен! Эпир ӑна пӗр ҫул ҫеҫ пӗлместпӗр — тӑрӑшакан хуҫа вӑл! — Коробин сӗтел хушшинчен тухрӗ те, палас тӑрӑх чупса тенӗ пекех алӑк патне ҫитсе, каялла ҫаврӑнчӗ, вашаклӑн каласа пӗтерчӗ:  — Лузгин чӗрепе йывӑр аптраса ӳкнӗ, тӑн ҫухатнӑскере ӑна киле илсе кайнӑ.

«Мӗн тума кӑларса ятӑм-ха эпӗ ӑна пӗччен? — ӳкӗнсе шухӑшларӗ Иннокентий. — Пӗрле кайма та сӗнтӗм хӑйне, ҫук вӗт, хӑй тӗллӗн, хӑй пӗлнӗ пек тӑвас килет унӑн!»

— Тархасшӑн, юлташсем, кам мӗн калас тет ҫакӑн пирки, — терӗ Коробин, пӳлӗм варринче чарӑнса тӑрса, аллисене кӑкӑрӗ ҫине хӗресле тытса. — Кунта икӗ тӗрлӗ шухӑш пулма пултараймасть. Ку ӗҫ пирки обкома тӗрес мар хыпар ҫитиччен пирӗн ӑна хӑвӑртрах тӳрлетес пулать — пӗтӗм ыйтӑвӗ те ҫакӑнта.

Вӑл пурне те тинкерсе пӑхса ҫаврӑнчӗ те сӗтел патне пычӗ. Пӗри те чӗнмерӗ.

«Кирек мӗнле пулсан та, ӑна ҫӑлса хӑварас пулать, — ҫавра ҫил пек вӗҫсе иртрӗ Иннокентий пуҫӗнче. — Анчах мӗнле хӳтӗлес-ха? Коробина хирӗҫ уҫҫӑнах тухса, нимӗн, пӗлмесӗр-тумасӑр Ксение хӳтӗлеме пултараймастӑп вӗт-ха эпӗ. Вӑл инструктор тума тивӗҫлине ҫеҫ туман ҫав, халӗ ӑна, вӑл айӑплӑ мар пулсан та, ҫапла хӑй тӗллӗн, хӑй ирӗккӗн хӑтланнӑшӑн каҫарас ҫук».

Чи малтан райӗҫтӑвком председателӗ сӑмах ыйтрӗ. Анохин куншӑн савӑнчӗ. Кӑшт курпунтарах, ҫыпӑҫусӑртарах Синев, чие ҫырли тӗслӗ Ленин кӗнекине уҫкаласа, васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ. Ун типшӗм те ҫилпе кушӑрканӑ питӗнче вӑл именни палӑрать. Шӑплӑхра пӗр-икӗ минут хушши страницӑсем кӑпӑртатса уҫӑлни ҫеҫ илтӗнчӗ. Ун кӑвак гимнастеркин мӑкӑрӑлса тӑракан кӗсйисенчен темӗнле хутсем, ручкӑ вӗҫӗ тата пластмассӑран тунӑ сарӑ тӗслӗ куҫлӑх йӗнни курӑнаҫҫӗ. Пӑртак вӑхӑт иртсен, ҫав япаласем пурте сӗтел ҫине тухса выртрӗҫ, ҫывӑхран ҫеҫ курнипе куҫӗсене хӗссе тата вӑл мӗн каласса кӗтсе пурте хӑй ҫине пӑхнӑран, чылаях пӑлханса, вӑл хутсемпе чакаланма тытӑнчӗ.

— Таҫта миҫемӗш страницӑрине ҫырса илнӗччӗ те… — вӑл, каҫару ыйтса, хулпуҫҫийӗсене сиктерчӗ. — Анчах ӗҫӗ кунта мар-ха… Эпӗ ҫакна ҫеҫ каласшӑнччӗ — пӗр парторг сӑмахӗпех выводсем тума ытлашши васкамастпӑр-и эпир?

— Фактсем вӗсем — чӑркӑш япала, Терентий Родионович, — хыттӑн хирӗҫлерӗ Коробин. — Ленинӑн ҫак сӑмахӗсене эсир хӑвӑр час-часах калама юрататӑр.

— Ҫапах эпӗ сирӗн вырӑнта малтан Яранцевӑран ыйтса пӗлнӗ пулӑттӑм, — терӗ Синев хуллен, анчах ҫирӗппӗн, кӑвакара пуҫланӑ ҫемҫе ҫӳҫне ҫамки ҫинчен шӑлса. — Вӑл пирӗншӗн — ӑнсӑртран килсе лекнӗ ҫын мар, пирӗн райком аппаратӗнче ӗҫлет. Мӗншӗн ун пек тунӑ-ха вӑл, ҫавна пӗлес пулать. Эпӗ сире тӗрӗс ӑнлантӑм пулсан, эсир ӑна ҫав пӑтӑрмахлӑ пуху хыҫҫӑн курман вӗт-ха?

— Курман, курас та килмест! — Коробин пит-куҫне юн тулма пуҫларӗ. — Мана, тӗрӗссипе, вӑл тӳрре тухма тӑрӑшни кӑсӑклантармасть. Мана вӑл райком хушнине пурнӑҫлама килӗшменни те ытлашшипех ҫителӗклӗ. Мӗнле шанма пултарнӑ-ха эпӗ ҫав политикӑна ҫителӗклӗ пӗлмен, чӑннипе илсен, пиҫсе ҫитмен ҫынна!

«Вӑл манӑн пулас арӑма ҫапла хӑртать пулсан, манӑн чӗнмесӗр ларма юрамасть!» — хӗрелсе, тарӑхса кайрӗ Анохин, анчах, капла Ксение пулӑшас вырӑнне тата ытларах сиен тӑвасран хӑраса, хӑйне каллех тытса чарчӗ.

— Тепӗр хут калатӑп! — терӗ Коробин уҫӑмлӑн, сӑмахсене пат татса. — Партие хирӗҫле хӑтланнӑ чухне вӑл мӗн ҫинчен шухӑшлани мана пачах та кирлӗ мар! Вӑл хӑй мӗн тунине лайӑх ӑнланнӑ, хӑйӗн юрӑхсӑр ӗҫӗсемшӗн ответ тытмалла пулассине те пӗлнӗ. Виҫӗм кун ҫӗрле Яранцева ман пата шӑнкӑртаттарчӗ, эпӗ ӑна ун чухне ответлӑх ҫинчен хыттӑн асӑрхаттартӑм. Аппарат пирки илсен, ӑна паянтан пирӗн райком инструкторӗ мар тесе шутлама пултаратӑр. Ун пек работниксене эпир хамӑр патӑрта пӗр минут та тытмастпӑр.

Иннокентий, хӑй инкеке сирсе яма пултарас ҫуккине ӑнланса, пуҫне аллисемпе хӗстерсе тытрӗ. Халӗ вӑл кирек мӗн калас пулсан та — Коробин «картран тухса кайрӗ ӗнтӗ». Ку вӑл Иннокентий сунара, пулла пӗрре ҫеҫ пӗрле ҫӳремен Сергей Яковлевичах, анчах ҫав вӑхӑтрах ку урӑх ҫын. Коробинӑн талайӗ ку таранччен нихҫан та ҫакӑн пек хуҫалла палӑрманччӗ-ха, ҫавӑнпа Анохин Коробинӑн ҫирӗплӗхӗ пирки чӑнах та иккӗленмелли ҫуккине йышӑнчӗ.

— Мана ҫакӑ паллӑ: Лузгин кандидатурине Алексей Макарович та ырламан вӗт, — терӗ Синев, тӑрсан ӑна Коробинпа тавлашма ҫӑмӑлрах пулнӑ пек, каллех ура ҫине тӑчӗ. Вӑл секретарь енне ӳпкевлӗн пӑхса илчӗ те хушса хучӗ:  — Эпир Бахолдин шухӑшне шута илмесӗр тӑма пултараймастпӑр. Тата, тӗрӗссипе калас-тӑк, Лузгин тахҫанах…

— Каҫарӑр, Терентий Родионович! — райӗҫтӑвком председательне пӳлсе, Коробин аллине ҫӗклерӗ, ҫамкине пӗркелентерчӗ. — Эпир халӗ Лузгин кандидатурине мар, ун ырӑ ятне колхозниксем умӗнче мӗнле пӑсни ҫинчен сӳтсе яватпӑр. Бахолдин юлашки вӑхӑтра «Хӗрлӗ маяк» председателӗнче кӑлтӑксем куратчӗ, куна пӗлетӗп эпӗ, анчах эпӗ унпа килӗшместӗп. Халӗ вара, Терентий Родионович, районти ӗҫсемшӗн эпир сирӗнпе ответ тытатпӑр, мӗншӗн тесен Бахолдин ӗҫрен тухма ыйтса заявлени пачӗ.

«Ака мӗншӗн питӗ шанчӑклӑн тыткалать вӑл хӑйне паян!» — шухӑшларӗ Иннокентий.

— Мӗншӗн пӗлтерместӗр-ха эсир кун пек хыпарсене, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатрӗ Синев.

— Пӗлетӗр-и, — Коробин кӑштах такӑнчӗ. — Заявленине Алексей Макарович нумай пулмасть пачӗ, акӑ Мажаров юлташ ҫирӗплетсе калама пултарать, вӑл та пурччӗ ун чухне. Халлӗхе обком решенийӗ ҫук-ха, анчах, ман шутпа, вӑл ҫак кунсенчех пулмалла…

Иннокентий, никам ҫине те пӑхас мар тесе, хӑй умӗнче выртакан хут ҫинче тӑваткалсем, ромбсем, тӗрлӗ ытти фигурӑсем ӳкерсе ларчӗ, вӗсен ал-урине турӗ, унта ҫав чӑлахсене чӑр-чӑр хурата-хурата тӑкрӗ. Вӑл хӑй ҫине Коробин тинкерсе пӑхса ларнине тӳрех туйса илеймерӗ, ун куҫӗсемпе хирӗҫ пулсан, хӑйӗн куҫӗсене ҫавӑнтах тартрӗ. Коробин шӑтарасла командӑ панӑ пек пӑхни ӑна: «Ахалех чӗнмесӗр ларатӑн эсӗ! Ман пӗлес килет, мӗн шухӑшлатӑн эсӗ ҫавӑн ҫинчен. Эсӗ Яранцевӑшӑн ют ҫын марри пуриншӗн те паллӑ, кунта сан позици принциплӑ та яр уҫӑ пулмалла. Сан пуласлӑхунта нумайӑшӗ ҫакӑнтан килет» тенӗ пек пулчӗ.

Хӑй мӗн калассине уҫӑмлах пӗлмерӗ пулин те, Анохин сӑмах ыйтас патнех ҫитнӗччӗ, анчах Вершинин унран маларах ӗлкӗрчӗ. Ҫак йывӑр калаҫура Коробин ун шухӑшне пачах та шута илмен пулмалла, — вара ҫак пусӑрӑнкӑллӑн шухӑша кайнӑ ҫынсем хушшинче ытла та ҫамрӑк курӑнакан сарӑ ҫӳҫлӗ, кӗрен питлӗ, ҫӳлӗ ҫамрӑк секретарь ура ҫине ялт сиксе тӑрсан, пурте ирӗксӗрех йӑл кулса ячӗҫ.

— Сӑмах парӑр-ха мана? — сӑпайлӑн ыйтрӗ вӑл. Коробин чӗнмерӗ, Вершининӑн пит ҫӑмарти пӑртак хӗрелсе кайрӗ, вӑл хӑйне сасартӑк пӳлесрен хӑранӑ пек, хӑвӑрт калаҫма пуҫларӗ. — Пӗлетӗр-и, эпӗ те калаҫрӑм Мрыхинпа, эпӗ ӑна райкома килнӗ чухне тӗл пултӑм. Вӑл мана: колхозра тӗрлӗрен тивӗҫсӗр ӗҫсем тунине пухура палӑртрӗҫ, тесе каласа кӑтартрӗ, чӑн та ӗнтӗ, вӑл ҫав ӗҫсене урӑхларах хаклать, анчах эпӗ ӑна шӑпах ҫапла ӑнлантӑм! Эпӗ Яранцева пирки хирӗҫлеместӗп, унӑн, паллах, хӑйӗн юрӑхсӑр хӑтланӑвӗшӗн ответ тытас пулать, анчах чӑннипе айӑплӑ ҫынсене ҫак тӗркӗшӳ хыҫне пытанса юлма памалла мар, — пухура ҫавсем ҫинчен сӑмах пынӑ-ҫке-ха… Эпӗ комисси тума, Черемшанкӑри мӗнпур ӗҫсене тӗплӗн тӗрӗслесе тухма сӗнетӗп…

Тин ҫеҫ Коробин пит-куҫне йӑвашлатса тӑракан каҫаруллӑ кулӑ пӗр самантрах ҫухалчӗ.

— Кама та пулин тӑрӑ шыв ҫине кӑларма ҫеҫ пар Вершинина, вара вӑл апат ҫимесӗр те пурӑнать, — терӗ секретарь, ҫамрӑк работникӗн хӗрӳлӗхне чакарма тӑрӑшса. — Анчах эсир хӑвӑр юратнӑ ӗҫе тытӑнма тем пек тапаҫлансан та, халӗ эпӗ сире райкомран яма пултараймастӑп — эсир мана кунта кирлӗ. Тата усси пулать-ши кунашкал тӗрӗслӳ тунинчен!

— Мӗншӗн пулмасть? — терӗ пӗрмаях чӗнмесӗр ларнӑ Мажаров сасартӑк. — Ман шутпа, Сергей Яковлевич, ку сӗнӳ — пархатарлӑ сӗнӳ. Черемшанкӑра пуху пӗтмен, унта пирӗн пурпӗрех тепӗр хут пуху ирттермелле пулать. Эпир пурне те тӗплӗн тишкерсе тухатпӑр та ҫӗнӗ пухӑва лайӑхрах хатӗрленсе ҫитетпӗр. Вершинин юлташа яма пултараймастӑр пулсан, мана ярӑр. Эпӗ ку ӗҫе кӑмӑлласах тытӑнатӑп, фактсем ҫине ҫӗнӗ куҫпа пӑхма тӑрӑшӑп, сӑмах паратӑп сире — пурне те вак-тӗвексем таранах тӗпчесе пӗлӗп.

Ҫак кӗтмен ҫӗртен икӗ енчен килнӗ пулӑшу Иннокентие савӑнтарчӗ, Коробин комисси тума килӗшессе шансах каймарӗ пулин те, вӑл, юлашкинчен, хӑйӗн те тухса калама вӑхӑт ҫитнине ӑнланса илчӗ.

Вӑл васкамасӑр ура ҫине тӑчӗ, секретарь асӑрхануллӑн пӑхнине курчӗ, ерипен каларӗ:

— Сергей Яковлевич, эсир хирӗҫ мар пулсан, ку комисси ӗҫне ман та хутшӑнма кӑмӑл пур. Тӗрӗс ӑнланӑр мана — эпӗ ӗҫ кӑсӑкӗшӗн ҫеҫ тӑрӑшатӑп!..

Хӑйӗн сассине виҫӗ юлташӑн сассипе пӗрлештерсе, Анохин хӑй те сисмесӗр, Коробина йывӑрлӑха кӗртсе ӳкерчӗ, ҫакна вӑл тепӗр самантран тин тавҫӑрса илчӗ. Халӗ ӗнтӗ лешин ирӗксӗрех е хӑйӗн сӗнӗвӗшӗн тӑмалла, е канаш тума чӗннӗ ҫынсен шухӑшне шута илмелле.

— Ну мӗнех, сирӗнни пек пултӑр, — килӗшрӗ Коробин пӑртак иккӗленсе тӑнӑ хыҫҫӑн. — Тепӗр тесен, ку пуриншӗн те усӑллӑ пулма пултарать. Апла-тӑк ҫапла шутлатпӑр, эппин — колхозра пуху пулман. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫӗнӗрен пуху пухатпӑр. Ҫитес бюрора Яранцевӑпа Дымшаковӑн ӗҫӗсене лартатпӑр — ку пӗтӗмпех ҫавна пула сиксе тухнӑ унта! Хирӗҫ мар-и? Халӗ кайма пултаратӑр.

Ыттисем кабинетран тухнӑ чухне Анохин шурӑ хут листи ҫинче чӑрӑшсемпе ҫулҫӑсем ӳкерсе ларса юлчӗ, нимӗн те чӗнмерӗ. Алӑк ҫемҫен хупӑнсан, Коробин ун патне пычӗ те аллине ун хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ.

— Кӳрентӗн-и?

Иннокентий нимӗн те каламарӗ.

— Ахалех тутуна тӑсатӑн! — терӗ Коробин сассине антарса, аллине Анохин хулпуҫҫийӗ ҫинчен илмесӗр, юнашар ларса. — Неушлӗ мӗнле ситуаци пулса тӑнине ӑнланмастӑн эсӗ? Сире чӗниччен эпӗ обкомпа калаҫрӑм, пӗлессӳ килсен, ку ыйту тӗлӗшпе унта та пирӗн пекех шухӑшлаҫҫӗ.

— Эпӗ сана сивлеместӗп, — хуллен хуравларӗ Анохин. — Ху пӗлетӗн мӗн тумаллине.

— Ӗҫ кунта ман е сан кӑмӑлта мар-ҫке-ха. Ну, шутла-ха хӑвах, ҫакнашкал фокуссене асӑрхамасӑр иртсе кайма пултаратпӑр-и-ха эпир? Пире пысӑк хуҫалӑх ертсе пыма шанса панӑ, пирӗн патшалӑх интересӗсене шута илмен ҫынсем хыҫӗнчен ҫапкаланса пымалла мар, мӗн пур ҫынсене пӗр тӗллевпе ӗҫлеттерме тӑрӑшмалла. Ахаль мӗншӗн ларатпӑр-ха эпир кунта?

Хӑйӗн малтанхи хытӑ кӑмӑлне ҫемҫетнӗ пек, Коробин шанӑҫлӑн канаш пачӗ:

— Эсӗ Ксени Корнеевнӑпа чунтан калаҫса пӑх-ха… Вӑл ытлашши ан хуйхӑртӑр, анчах ӑнлантӑр — эпир ӑна пурпӗрех ахаль хӑварма пултараймастпӑр. Халӗ пӗтӗм ӗҫ вӑл малалла хӑйне мӗнле тыткаланинчен килет, ӑнланатӑн-и? Вӑт ҫапла…

Вӑл ура ҫине тӑчӗ, буркисене чӗриклеттерсе, сӗтел ҫуммипе утма пуҫларӗ.

— Пирӗн доброволец кӑмӑла каять-и сана?

— Пырать пек… — иккӗллӗн хуравларӗ те Иннокентий, сасартӑк ҫиленсе кайрӗ. — Мӗн ӗҫ пур ман тата темӗнле Мажаров ҫумӗнче…

Вӑл кайма ура ҫине тӑчӗ, анчах ӑна секретарь тытса чарчӗ.

— Ан вӗрилен, ме, турт, — Коробин кнопкӑна пусса икӗ рет пируса резинкӑ хӗстерсе тӑракан портсигарне уҫрӗ те шӑрпӑк курупкине силлерӗ. — Мещен хӗрӗ мар вӗт эсӗ!

Анохин туртманни пӗр уйӑхчӗ ӗнтӗ — Ксени ыйтнипе пӑрахнӑччӗ — анчах халӗ вӑл питӗ туртас килнӗ пек ӗме-ӗме илчӗ.

— Комисси ӗҫне хӑв ҫине ил-ха эсӗ, Мажарова пӗлместпӗр-ха эпир… Унта вӑл хӑй мӗн те пулин туса ан хутӑр.

— Тен, ман ку ӗҫе пачах тытӑнас мар, атту кайран кукӑрланма пултараҫҫӗ!..

— Вӑл ниме те пӗлтермест! Халӗ качча илмен вӗт эсӗ ӑна, тата ӗҫӗ те Яранцевӑра мар кунта, ӑнлан эсӗ? — Коробин пирусне пӗтӗркелесе ҫемҫетнӗ май ӑна асӑрхамасӑр хуҫса пӑрахрӗ, тепӗрне илсе туртса ячӗ. — Ксени Корнеевна хӑйӗн йӑнӑшӗсене йышӑнсан, эпир ӑна ҫӑлса хӑвармалли май тупатпӑр — ӗҫ кӑшт хӑранипех иртсе кайӗ. Пирӗн чи малтан колхозра пуху ирттерме паман дезорганизаторсемпе карма ҫӑварсене парӑнмалла мар. Вӑт ҫакна асра тыт эсӗ унта, ӑнлантӑн-и?

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех