Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 3

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.06 21:01

Пуплевӗш: 229; Сӑмах: 1733

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Анне, пиччен ма ҫаннисем пушӑ?

— Шӑппӑнрах эс, хӗрӗм. Кун пек хыттӑн калама юрамасть. Пиччен аллисем ҫук.

— Мӗншӗн ҫук, анне? Пурин те пур, унӑн вара ҫук?

— Пӑхсамӑр, хӗрсем, йӗкӗт пач алӑсӑр! Хӑй мӗнле ҫап-ҫамрӑк!… Хӑрушӑ-ҫке капла!..

— Мӗн ҫӑварӑрсене карса хунӑ ӗнтӗ, айвансем! Этем хурлӑхне курман! Куҫӗсене чарса пӑрахнӑ!.. Халӑх та вара!

Вӑл, пуҫне ӗнси ӑшне чикнӗскер, ыратакан ури ҫине килпетсӗррӗн таянса, сӑлтӑкласа, урамӑн шавлӑ юхӑмӗнчен часрах тарасшӑн, чун-чӗрене чулпа персе тӑкӑлтарнӑ пекех илтӗнекен ҫынсен вичкӗн сӑмахӗсенчен, вӗсем тӗлӗнсе пӑхнинчен хӑвӑртрах пытанасшӑн васкать.

— Ан пӑх, ан кур вӗсене, Сережа… Юрамасть ун пек. Пирӗн ҫине никам та пӑхмасть, ку вӑл хӑнӑхманнипе кӑна ҫавӑн пек туйӑнать.

— Эпӗ пӗлнӗ, эпӗ сиснӗ… — пушӑ тӑкӑрлӑкалла хыпаланса утнӑ май, ним тӗлли-паллисӗр ҫине-ҫине каларӗ Сергей.

— Вара ҫапла ҫынсенчен ялан тарса ҫӳрӗпӗр-и эпир? — палламан ҫуртӑн подъездне вӑркӑнса кӗрсе тӑрсан, ыйтрӗ пуҫне уснӑ Таня.

— Пултараймастӑп эпӗ, Таня. Хама хам курас килмест. Хуть ҫӗр айне анса кай. Кун пек юраманнине ӑнланатӑп-ха, анчах хампа ним те тӑваймастӑп. Пӗтӗм урам чарӑнса тӑнӑ та ман ҫине пӑхнӑн туйӑнать… Куҫӗсенче хӗрхенӳпе хӑрани, эпӗ вара хама шеллеттересшӗн те, хӑратасшӑн та мар!

— Унашкал никам та шутламасть-ҫке! Куна эсӗ пӗтӗмпех хӑв шухӑшласа кӑларнӑ.

— Вӗсен куҫне пӑх-ха эс… сӑмахсӑрах ӑнланӑн…

— Пурте ун пек пӑхмаҫҫӗ-ҫке сан ҫине. Карма ҫӑварсем вара яланах ҫителӗклӗ пулнӑ!

— Атя киле, Таня. Ним сӑлтавсӑрах хӗнесе ҫӗмӗрнӗ пек туйӑнать мана… Ӗҫсе ӳсӗрӗлес тӑн кайиччен… пурне те манас килет… Эрех ил-ха.

Таня ухмаха тухнӑ пек анӑраса тӑчӗ. Пӗрле пурӑнма пуҫланӑранпа пӗрремӗш хут калаҫу пуҫарчӗ Сергей ӗҫесси пирки. Сергей ӗҫме пуҫласса, хуйхине эрехпе пусарма хӑтланасса ӑна больницӑрах асӑрхаттарсаччӗҫ. Таня ӗненмерӗ. Сергей ун пек ҫын маррине, ҫав япалана яланах хирӗҫ пулнине лайӑх пӗлнӗ. Халӗ ак… Ҫӗнӗ инкек сирсе сирӗлмелле мар ҫакӑннӑ пек туйӑнчӗ ӑна. Ун ыйтӑвне тивӗҫтермесӗр хӑварма вӑл пултарайман, ҫакӑнпа пӗрлех ӗҫкӗре, ытти ухмахла ӗҫсенчи пекех, пӗрремӗш утӑм тӑвасси ҫеҫ йывӑррине лайӑх ӑнланнӑ. Кайран вара кайӗ хӑйне хӑех.

— Ан ӗҫ, Сережа, — йӑпатма хӑтланчӗ ӑна Таня. — Хуть те мӗн ту, анчах ан ӗҫ. Ҫав япала хӑвна пӗтерсе хурасса пӗлетӗн вӗт эсӗ.

— Мӗнпе савӑнмалла ман ку пурнӑҫра? Мӗн юлнӑ мана унра? Кала, мӗн?! — ҫилӗллӗн кӑшкӑрчӗ Сергей.

Магазинра туяннӑ чӗрӗк эрех Таньӑшӑн темиҫе пӑтлӑ кире пуканӗ пекех туйӑнчӗ. Вӑл урампа пычӗ, куҫне хӑй иртен-ҫӳрентен пытарчӗ. «Киле хамах хуйхӑ илсе килетӗп», — тухма пӗлмерӗ пуҫӗнчен шухӑш. «Тӑхта-ха, пӗлен ак хӑвах!» — аса килчӗ медсестран хӗпӗртесе ахӑлтатнӑ сасси. «Турӑҫӑм, нивушлӗ шӑпа ҫакӑ? Нивушлӗ ҫав ниме тӑман япаласӑр пурӑнаймӗ ман Сережа та?»

Эрехе курка ҫине янӑ хыҫҫӑн, Таня чӗтрекен алллисемпе ӑна Сергей тутисем патне илсе пычӗ те сывлама чарӑнчӗ. Пуҫне хыҫалалла ывӑтнӑскер те пит-куҫне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентернӗскер, Сергей пӗр хут ҫӑтрӗ, тепре, чӑнтӑхса илчӗ, унтан, йӗрӗнчӗ пулин те, шӑлӗсемпе курка ҫумне шаклаттара-шаклаттарах эрехе ӗҫсе ячӗ.

Йӳҫӗ шӗвек ӑш-чикне ҫунтарса кайрӗ, пуҫа темӗнле сӗрӗм евӗр сӗмлӗх килсе ҫапрӗ. «Кӗҫех аван пулмалла!» — шутларӗ те Сергей куҫне хупрӗ. Айӗнчи пуканӗ тайӑлса кайрӗ, вара пӗтӗм пӳлӗм круҫҫил пек ҫаврӑнма пуҫларӗ. «…пурин те пур, унӑн вара ҫук? Мӗншӗн ҫук, анне? Мӗншӗн?» — хӑлхара сасартӑк йӗрсе ячӗ ача сасси. «Этем хурлӑхӗ, хуйхӑ, хуйхӑ…» — хулӑммӑн мӑкӑртатрӗ арҫын. «Эрех пӗтерсе хурать сана, Сережа».

— Ҫук, эпӗ пӗтеретӗп ӑна сана! — пуҫӗпе сӗтел ҫумне ҫапӑнчӗ Сергей. — Мӗншӗн пӑсатӑп эпӗ сан пурнӑҫна? Хурлӑх ҫеҫ туса паратп. Мӗншӗн? Юратӑвушӑн, чыслӑхушӑн? Анчах эпӗ айӑплӑ мар-ҫке-ха. Кама айӑпламалла кунта? Мӗншӗн чӗнместӗн эсӗ, Таня? Кала-ха, мӗншӗн вӗлермеллипех вӗлермен вӑл мана? Мӗн тума кирлӗ мана кун пек пурнӑҫ? Ӗҫкӗ ӗҫекен, ниҫтиҫук ҫын пулас килмест ман, пултараймастӑп… Мана пурте йӑлӑхтарнӑ… хам пурнӑҫ та… Анчах мӗнле право тӑрӑх, инкекӗмсемпе асап кӑтартнисӗр пуҫне, пӗтеретӗп эпӗ сана?

— Эсӗ ӳсӗр, Сергей, ҫавӑнпа калаҫатӑн ухмахла…

— Ҫук, эпӗ ӳсӗр мар! Эпӗ сан умӑнти хам айӑпа кӑна лайӑхрах ӑнлана пуҫларӑм. Эпӗ пурӑнатӑп, ҫакӑншӑн эпӗ пурин умӗнче те айӑплӑ. Манӑн вырӑн… чӗрӗлле эпӗ кансӗрлетӗп ҫеҫ… чи мӗскӗн хӑравҫӑ евӗр, ура айӗнче ҫапкаланатӑп…

— Кирлӗ мар, Сергей, ыйтатӑп сана… чарӑн…

— Алӑсемпе пӗрле чӗрене те касмалла пулнӑ. Мӗн тӑвас ман унпа, вӑл чӑтма ҫук ыратать пулсан?!. Эреххи те пулӑшмасть. Сахал… Кайса ил тепре. Эпӗ ӳсӗрличчен ӗҫесшӗн…

Ҫуртран чугун ҫул патне ҫитме чи ҫывӑххи вӑл машина-лав каҫарса тӑракан вырӑн. Сергей виҫсе-шутласа пӑхрӗ те — унта ҫитме пилӗк минутран та ытла кирлӗ мар. Поездсем час-час ҫӳреҫҫӗ — пассажирсемпе груз турттараканнисем те, маневр тӑваканнисем те…

Тахҫанах пулсаччӗ ӗнтӗ ку, ҫав каҫаркӑҫ патӗнче поезд ҫынна таптанӑччӗ. Ҫурмаран татнӑскер, ун вилли рельсӑн ик енӗпе выртатчӗ, таврашӗнче сырса илнӗ ҫынсем хӗвӗшетчӗҫ. Петров студент парка танцие кайма тухнӑччӗ те, халӑх кӗпӗрленнӗ ҫӗре чарӑнмасӑр ниепле те иртеймерӗ. Вилнӗ ҫынна пайӑн-пайӑн наҫилкке ҫине вырттарнӑ чух тахӑшӗ хыттӑн ҫухӑрса ячӗ, арҫын сасси вара пӗр шелсӗр татса хучӗ:

— Ӑна текех пурӗпӗрех ӗнтӗ…

«Хайне хӑй вӗлерекенсене мӗншӗн-ха кураймаҫҫӗ? — Таня магазина тухсан, самантлӑха шухӑша кайрӗ Сергей. — Вӗсене ӗнтӗ пурпӗрех… вӗсене пур пӗрех, пурпӗрех…»

Вӑл пальтине шӑлӗсемпе ҫыртрӗ, хулпуҫҫийӗсем ҫине ывӑтрӗ. Урисем хӑйне хӑй хирӗҫлесе чӗтӗрерӗҫ, пичӗ тӑрӑх сивӗ тар пӗрчисем юха-юха анчӗҫ. «Каҫар мана, Таня. Эпӗ айӑплӑ мар. Пурнӑҫӗ ҫавнашкал пулса кайрӗ. Сана аванрах пулӗ. Пӗр-ик ҫултан эсӗ ҫакна хӑвах ӑнланӑн».

Урамри алӑк питӗрӗнчӗк-мӗн. «Юри-ши е хӑнӑхнӑ йӑлапа-ши?» Сергей хулпуҫҫийӗпе тӗреленсе тӗртрӗ, алӑк уҫӑлмарӗ. «Кунта та ӑнӑҫлӑх ҫук-ҫке!» Вӑл пӳлӗме чупса кӗчӗ, кӗтесрен кӗтесе ыткӑнчӗ, урса кайнӑскер, чӳрече рамине урипе тапрӗ. Замаска шӑпӑртатса тӑкӑнчӗ, кантӑксем чанкӑртатрӗҫ, чӳрече ҫуп-ҫаплӑ килкартине тухса ӳкрӗ.

«Эпӗ сана ҫыру ҫырса хӑварнӑ, пӗтӗмпех ӑнлантарнӑ пулӑттӑм та каҫару ыйтнӑ пулӑттӑм, анчах хӑвах пӗлетӗн: эпӗ ӑна тума пултараймастӑп-ҫке. Танечка, чунӑм, каҫар мана, эпӗ сана чӑрмав кӳресшӗн мар. Куна эсӗ йӗксӗкле хӑтлану вырӑнне куран, ҫапах та ҫапла кирлӗ. Ҫак эсрел пурнӑҫӗнчен урӑхла майпа хӑтӑлса тухма ҫук».

Пушкин урамӗн кӗтессинче ҫил пальтона хывса ывӑтмах пуҫланӑччӗ, Сергей ӑна янахӗпе хӗстерсе кӑна тытса чарма ӗлкӗрчӗ. Шлагбаум хуппине вӑл инҫетренех асӑрхарӗ, — автомобильсен черечӗ хӑна ҫурчӗ патне ҫитиех тӑрса тухнӑ. «Ӑҫта-тӑр поезд ҫывхарса килет. Груз турттараканни-ши е пассажирсен-ши? Ку ҫулпа эпир Таньӑпа парка ҫӳреттӗмӗр. Кам та пулин калӗ вара: «Ӑна халь пурӗпӗрех… — Инвалид иккенне курсан, хушса хурӗ:  — Чунне кантарчӗ…» Нимӗн ыратӑвӗ те пулмӗ, куна эпӗ пӗлетӗп. Туйса та ӗлкереймӗн». Пальтине йӳле янӑ Сергей, ҫара пуҫӑн, переезд патне васкаса чупать. Ури ыратни палӑрмасть, вӑл темӗнле йывӑҫланса ларнӑ, анчах хӑй тата хытӑрах кайма питӗ кансӗрлет. Пальти ҫаннисене ҫил лӑскать, вӗсем темӗнле тӳрккес хаярлӑхпа ҫурӑмран хӗнеҫҫӗ.

«Таня чӳречене курать те ӑнланса илет. Чунӑмҫӑм-чӗкеҫӗм, мӗн чухлӗ хуйхӑ кӳнӗ эпӗ сана. Антив, ку юлашки пултӑр. Каҫар… Пӑхса ытарма ҫук хитре тӗнче маншӑн чӑтмалла мар йывӑр, питӗ йывӑр пулса кайрӗ».

Драмтеатр ҫурчӗ хыҫӗнчен йывӑррӑн хашлатса илчӗ те ҫинҫе сасӑпа вӑрӑммӑн кӑшкӑртса ячӗ тепловоз.

«Ҫирӗм метрсем юлчӗ тата. Часрах! Шахтерсем: «Хӑравҫӑ!» — тейӗҫ ӗнтӗ. Ачьсем, эп хӑравҫӑ мар, куна эсир пӗлетӗр. Хӑв ытлашши пулнине чӑтма ҫук… Ӑнланӑр мана».

Хула паркӗнче вылянчӑкрах кӗвӗ ҫӗкленчӗ, ӑна ҫавӑнтах такӑлтӑк кустӑрмасен сасси хупласа, путарса хучӗ. Поезд переезд патне персе тухрӗ. «Груз турттараканни», — ниме тӑман шухӑшпа палӑртрӗ те Сергей, хӑй мӗншӗн тунине пӗлмесӗрех, вӗлтлетсе иртекен кустӑрмасен шутне хисеплеме пуҫларӗ. Пичӗ тӑрӑх ун куҫҫуль юхрӗ, вӑл, кустӑрмасен хисепне тӗрӗс шутланипе шутламаннинчен мӗн-тӗр пысӑк япала килнӗ пек, васкаса пӑшӑлтатрӗ:

— Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… — Вакунсен йывӑрӑшӗпе шпалсем ҫӗр ӑшне пута-пута кӗчӗҫ, рельсӑсем, пиҫӗ туя евӗр, чӗтрене-чӗтрене авӑнчӗҫ.

Ҫийӗнчех касса татать. Лапчанмалла та сикмелле… анчах хытӑ мар.. пуҫна малалла… Эх, эс пурнӑҫ! Мӗншӗн-ха эсӗ мана ҫапла?..»

— Чӗртмелли пур-и?

Сергей шарт сикрӗ, хыҫалалла ҫаврӑнчӗ. Ватӑ енне сулӑннӑ арҫын юнашарах тӑрать иккен те, калаҫа пӗлмен пек, алӑсемпе кӑтартса, шӑрпӑк ыйтать.

— Мӗн тума вӑл мана? — кӑвакарса кайнӑ тутисене сиктеркелесе илчӗ Сергей.

Леш ҫын ун хыҫӗпе иртрӗ, пальто ҫаннисене хыпашласа пӑхрӗ, пӑрӑнса кайма тӑчӗ. Темиҫе утӑм тунӑччӗ ӗнтӗ вӑл, каялла хӑвӑрттӑн ҫаврӑнчӗ те Сергей патне чупса пычӗ, хулпуҫҫинчен тытса туртрӗ.

— Ан ухмахлан, йӗкӗт! Унта кирек хӑҫан та ӗлкӗретӗн! Тӑнран тухма кирлӗ мар! Лар машина ҫине.

Пӗр пӗлмен ҫын хистесе каланине хирӗҫ тӑма Сергейӑн хал ҫитмерӗ. Ӑна сасартӑк ҫут тӗнчере нимӗн ҫук пек туйӑнса кайрӗ. Темӗнле халиччен пӗлмен пушӑлӑх ҫавӑрса илчӗ ун чӗрипе шухӑшне. Такси водителӗ ҫурӑмран кӑшт-кашт тӗккеленӗ май, вӑл машина еннелле утрӗ, хӑй вара ӑҫтине, мӗншӗн килнине, мӗн тума шутланине, ҫак палламанскер ӑҫта илсе кайнине те ниепле тавҫӑрса илеймерӗ. — Мӗн ятлӑ эс? Ӑҫта пурӑнатӑн? — ҫине тӑрсах тӗпчерӗ шофер. Сергей ун ҫине кӗленчеленнӗ пушӑ куҫсемпе пӑхнӑ та чӗнмест. Пуҫ мимине вӗҫ-вӗҫлӗ пӑр-йӗпсем шӑтара-шӑтара кӗнине туять-ха, анчах вӗсем ни сивӗ мар, ни ыраттарни, ни хӑратни ҫук. Вӑхӑт-вӑхӑт ун таксист ыйтнине хирӗҫ тавӑрса та калас килет, анчах мӗн тата мӗнле калассине пӗлмест.

Водитель моторне хускатрӗ те газ пачӗ. Машина тапранса кайрӗ, унтан, хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса, хуланалла ыткӑнчӗ. Хӑйсем ӑҫта тата мӗн чухлӗ кайнине Сергей астумасть. Такси хуларан тухсан, ун пуҫне асра юлман тӗлӗк татӑкӗ пек, тӑн килсе кӗчӗ: Таня таврӑннӑ та чӳрече ҫӗмрӗккине асӑрханӑ…

— Ӑҫталла эпир?.. — пӑшӑрханса ӳкрӗ Сергей.

— Мимӳсене тасатма! — ҫиллессӗн тавӑрчӗ шофер.

Минута яхӑн каллех пӗр чӗнмесӗр пычӗҫ. Водитель пирус кӑларчӗ, ӑна аллинче ҫавӑркаларӗ, унтан хуҫлатса лӳчӗркерӗ те чӳречерен персе хӑварчӗ. Сергей сивӗ тытнӑ чухнехи пек шӑнма пуҫларӗ. Унӑн вӑл ӑҫта-тӑр шалта пуҫланчӗ, вара, ӳсе-ӳсе, майӗпен-майӗпенех пӗтӗм ӳт-пӗве сарӑлчӗ.

— Ывӑл вилнӗ хыҫҫӑн… — сасартӑк шӑппӑн калаҫма пуҫларӗ водитель украинла, — эп хам та ҫаплах пулсаччӗ… Унтан шутласа илтӗм те, мӗн килсе тухать-ха капла, тетӗп. Виталик ҫӗр ҫинче хӑй ӗҫне туса пӗтереймерӗ те, эпӗ вара алла усрӑм пулать, парӑнтӑм… Тимохвей, тетӗп хама хам, вӑрҫӑ ҫулӗ ҫинче эсӗ Смоленскран пуҫласа Берлина ҫити мӗн чухлӗ тус-йыш ҫухатрӑн? Нумай… Ҫакӑншӑн мӗнлерех тавӑртӑн вара фашистсене! Апла-тӑк яланах, ӗмӗрӳ вӗҫленичченех салтак пулса юл! Ҫапӑҫура суранна хӗссе лартнӑ пек, хӗссе хур чӗрӳне, унтан — малалла. Пурӑн, ӗҫле… икӗ ҫыншӑн… Хӑвна ху вӗлерни ҫӑлӑнӑҫ та, тупсӑм та мар. Ывӑл вилнӗ хыҫҫӑнах вара хамӑн пурӑнас та килместчӗ… Пӗртен-пӗр пулса вӑл манӑн. Пӗтӗм савӑнӑҫӑмпа шанчӑкӑм… вуннӑмӗш класс пӗтерчӗ… юлташӗпе мотоциклпа кайнӑ та… лешӗ чӑлах пулса юлчӗ, манӑн вара… сывлайман та… — Водитель шӑпланчӗ, ҫӗнӗрен пирус кӑларчӗ, кӗсйисене хыпашласа шаккакаларӗ, шӑрпӑк тупаймасӑр, ӑна каллех хуҫлатса лӳчӗркерӗ. — Ну, мӗнле пурӑнатӑн эсӗ? Кампа?

— Арӑмпа…

— Вӑл мӗн… пӑрахса кайрӗ-и сана?

— Ҫук… вӑл лайӑхскер…

— Тахҫанах-и… аллусем?

— Кӑҫал-ха.

— Арӑму, ҫапах та вырӑну патӗнчен пӑрӑнман пулӗ, ӗҫтернӗ, ҫитернӗ…

— Ӑҫтан пӗлетӗр эсир?

— Тытса пӗҫертни те сахалтарах сана! Ӑҫтан пӗлетӗн… Хӑвна ху шел пулса кайрӗ-и? Герой… Ҫуртӑр ӑҫтарах?

— Ленинскинче.

Машина хапха умне ҫитсе чарӑнчӗ.

— Мӗн чухлӗ памалла ман? — мӑкӑртатарах ыйтрӗ Сергей.

— Арӑмунтан чӗркуҫленсе каҫару ыйтмасан, ӗнсе чикки пани те ытлашши мар! — терӗ те шофер, кабина алӑкне уҫрӗ.

Калинккерен шурса кайнӑ, йӗнипе куҫӗсем тӑртаннӑ Таня чупса тухрӗ. Сергей машина ҫинчен анчӗ, пуҫне пӗксе, юнашар чарӑнса тӑчӗ. Таня пуҫне ҫавӑрчӗ те ӑна курах кайрӗ.

— Сережа! — кӑшкӑрса ячӗ хыттӑнах. Хӑйпе хӑех вирхӗнсе тухрӗ унӑн ҫак сасӑ.

Вӑл Сергей патне хуллен утса пычӗ, тутӑрне темӗнле ывӑннӑ чухнехи пек халсӑррӑн сӳсе илчӗ, ӑна ҫул ҫине ӳкерчӗ, вара пичӗпе ун кӑкӑрӗ ҫине тӑрӑнчӗ.

— Асаплантармӑш эсӗ манӑн…

Вӑл пуҫне ҫӗклесен, Сергей ӑна куҫӗнчен пӑхрӗ, хӗрелсе кайрӗ. Тивӗҫсӗр ыратупа эрлӗк, каланса пӗтмен вӗри тарӑху хытса ларнӑччӗ вӗсенче.

— Сутӑнчӑк! — Таня килпетсӗррӗн сулӑнса илчӗ те ҫатлаттарсах ҫупса ячӗ Сергее питӗнчен.

Чупса кайма хӑтланчӗ, анчах каймарӗ, ҫавӑнтах ҫаврӑнчӗ те чун хавалӗпе упӑшки пуҫне ыталаса илчӗ, ӑна кӑкӑрӗ ҫумне хӗссе тытрӗ, вара куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта пӑшӑлтатрӗ:

— Эпӗ ӗнтӗ хӑвӑрт пулӑшу паракан ҫӗрте те, милицинче те… Юратмастӑн эсӗ мана, Сережа… кала, мӗншӗн ун пек эс… Эпӗ мӗнпе те пулин айӑплӑ-им вара?..

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех