Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVII

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 22:31

Пуплевӗш: 251; Сӑмах: 2931

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Кунсем йӑлӑхтармалла кичем те пӗр евӗр иртсе пычӗҫ. Аксиньйӑна Ҫӗнӗ Михайловски поселокӗнче хӑварнӑ хыҫҫӑн Григорие таврара пулса иртекен ӗҫсем пачах йӳпсентерми пулчӗҫ. Вӑл ирхине ирех ҫуна ҫине ларчӗ те вӗҫӗ-хӗррисӗр сарӑлса выртакан, юрпа витӗннӗ анлӑ ҫеҫенхирпе малалла кайрӗ. Каҫ пулас умӗн, ӑҫта та пулин ҫӗр каҫма вырӑн тупса, ҫывӑрма выртрӗ. Кашни кун ҫапла. Кӑнтӑралла шуса кайнӑ фронтри лару-тӑрупа вӑл халь пӗртте интересленмерӗ. Пӗр ҫакна кӑна — хӗрлисене хирӗҫ татӑклӑн кӗрешесси путланса ларнине, нумай-нумай казаксен тӑван станицӑсене хӳтӗлес шанчӑкӗ пӗтнине, лару-тӑру тӑрӑх шутласан, шурӑ ҫарсен юлашки похочӗ вӗҫленсе пынине, Дон тӑрӑхӗнче хӳтӗленеймен хыҫҫӑн вӗсем Кубаньре те тытӑнса тӑраяс ҫуккине ҫеҫ лайӑх ӑнланчӗ…

Вӑрҫӑ вӗҫленсе пырать. Шуррисем пур ҫӗрте те парӑнас вӑхӑт сирсе сирӗлми хӑвӑрт ҫывхарать. Кубань казакӗсем пинӗ-пинӗпе фронта пӑрахса килӗсене саланаҫҫӗ. Дон ҫарӗсене таҫта ҫитиех сирсе ывӑтнӑ. Ҫапӑҫусемпе тиф чирӗ йӑлтах хавшатса ҫитернӗ, хӑй йышӗнче виҫҫӗ тӑваттӑмӗш пайне ҫухатнӑ Добровольчески ҫар ҫӗнтерӳсемпе хавхаланса кайнӑ Хӗрлӗ Ҫар хӑватлӑн хӗснине хирӗҫ тӑма пачах вӑйсӑрланса ҫитнӗ.

Беженецсем хушшинче Деникин генерал Кубань Канашӗн членӗсене тискеррӗн асаплантарса пӗтернӗшӗн, чылайӑшне вӗлернӗшӗн Кубань тӑрӑхӗнче тарӑху хумӗ пур ҫӗре те сарӑлни ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Кубань Добровольчески ҫара хирӗҫ восстани тума хатӗрленет, унта халь Совет ҫарӗсене ним чӑрмавсӑр Кавказа кӗртсе ярас пирки Хӗрлӗ Ҫар представителӗсемпе калаҫусем пыраҫҫӗ тесе сӑмахлаҫҫӗ. Кубаньпе Терек тӑрӑхӗнчи станицӑсенче Дон ҫарӗсене те доброволецсене сивленӗ пекех хытӑ кураймаҫҫӗ, таҫта Кореновски станици патӗнче Дон дивизийӗпе Кубань пластунӗсем хушшинче малтанхи пысӑк ҫапӑҫу та пулса иртнӗ тесе ҫине тӑрса калаҫаҫҫӗ.

Григорий хӑйсем канма чарӑннӑ вырӑнсенче ҫынсен калаҫӑвне тимлесе тӑнларӗ, хӗрлӗ чаҫсем шуррисене пуҫӗпех тата пурпӗр ҫапса аркатассине кашни кун ытларах та ытларах ӗненчӗ. Ҫапах та вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе вӑл умри хӑрушлӑх шуррисен вакланса пӗтнӗ, дисциплинӑна пӑхӑнма пӑрахнӑ, пӗр-пӗрне тӑшманла курайми пулнӑ вӑйӗсене пӗрлештерессе, вӗсем ҫӗнтерӳллӗн тапӑнса килекен хӗрлӗ чаҫсене вирлӗн пырса ҫапса каялла сирсе ывӑтасса иккӗленсе те пулин шанчӗ-ха. Анчах Ростова хӗрлисене панӑ хыҫҫӑн Григорий ҫакна та шанми пулчӗ, Батайск патӗнче вӑрах ҫапӑҫнӑ хыҫҫӑн хӗрлисем чакма пуҫланӑ текен хыпара та ӗненмесӗр йышӑнчӗ. Ӗҫсӗр аптранипе тертленекенскер, вӑл пер-пӗр ҫар чаҫӗ ҫумне пӗрлешесшӗн те пулчӗ, анчах ҫакӑн пирки Прохора сӗнсе пӑхрӗ те, лешӗ алли-урипех хирӗҫ пулчӗ.

— Сӗм-ухмаха тухнӑ эсӗ, Григорий Пантелевич! — тарӑхса евитлерӗ вӑл. — Мӗн мурӗ тума пирӗн ҫавӑнта, ҫав тамӑка пуҫа пырса чикмелле? Хӑвах куран, ӗҫ татӑлас патне ҫитнӗ, эппин, мӗн тесе пирӗн ним маршӑн хамӑр пуҫа пӗтермелле? Ай эсӗ иксӗмӗр вӗсене пулӑшӑпӑр пуль тесе шутлатӑн-и? Хамӑра тӗкӗнмен, вӑйпа чаҫа сӗтӗрмен чух ҫылӑхран мӗнле те пулин хӑвӑрт аяккарах пӑрӑнас пулать, эсӗ пур — тӑнран супатӑн! Ҫук ӗнтӗ, тавай, тархасшӑн, мирлӗ, ватӑ ҫынсем пек сумлӑн чакар. Пилӗк ҫул хушшинче ахаль те иксӗмӗр мӑй таран ҫапӑҫнӑ, ан тив, халь урӑххисем тапаҫланса пӑхчӑр! Мӗн-ха, ӗнтӗ хама каллех фронтра тулласа тӑктарасшӑн триппер туянса ятӑм-и эп? Тавтапуҫ! Хисеплерӗн! Эпӗ ку вӑрҫӑпа какӑриччен тӑраннӑ, ӑна аса илсенех хӑсӑк килме тытӑнать! Кӑмӑлу пур-тӑк — эсӗ яра пар, эпӗ килӗшместӗп акӑ. Ун чух эпӗ госпитале тапса сикетӗп, манран ҫитнӗ!

— Эппин, эс калашле пултӑр, — терӗ Григорий чылайччен чӗнмесӗр пынӑ хыҫҫӑн, — Кубане каятпӑр, унта мӗн тӑвасси курӑнӗ.

Прохор хӑйӗн йӗрнех тытса пычӗ: халӑх йышлӑрах пурӑнакан кашни вырӑнтах вӑл, фельдшера шыраса тупса, порошок е шӗвӗ эмел илсе пычӗ, анчах сываласшӑн та пит тӑрӑшсах каймарӗ. Григорий унран вӑл мӗншӗн пӗр порошокне ҫӑтса ыттисене юр ҫине пӑрахса таптани ҫинчен ыйтсан, — Прохор ҫакна сывалас килнӗрен мар, чирӗ шала каясран ҫеҫ тунине ӑнлантарчӗ, мӗншӗн тесен кун пек чух, хӑйне татах ҫӗнӗрен тӗрӗслес-тӗк, чаҫе ярасран пӑрӑнса юлма ҫӑмӑлтарах пулать иккен. Великокняжески станицӑра ӑна-кӑна хӑй те тӳссе курнӑ темле казак Прохора кӑвакал ури ярса вӗретнӗ шыв ӗҫме сӗнчӗ. Ҫавӑнтанпа Прохор пӗр-пӗр хутора е станицӑна пырса кӗнӗ-кӗмен чи малтан тӗл пулнӑ ҫынран: «Калӑрччӗ, тархасшӑн, сирӗн кӑвакал усраҫҫӗ-и кунта?» — тесе ыйтса пӗлет. Нимӗн те ӑнланман ҫын хайхи, ҫывӑхра шыв ҫуккипе кӑвакал ӗрчетни пайтасӑрри ҫине йӑвантарса, хӑйне ҫырлахтаракан явап памасан, Прохор калама ҫук тарӑхса каять, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрӑхтарса ятласа хӑварать: «Чух-чухсем пек ним йӗркесӗр пурӑнатӑр! Эсир кӑвакал нарт-нарт кӑшкӑрнине те ӗмӗрне илтсе курман пулӗ! Ҫеҫенхирти ӑссӑр тункатасем!» Унтан Григорий еннелле ҫаврӑнса, хурлӑхлӑн хушса хурать:«Тем тесен те пачӑшкӑ татса кайнӑ пирӗн ҫула! Нихӑш енчен те телей ҫук! Ну, пулас вӗсен кунта кӑвакалсем — халах пӗрине нимле укҫана хӗрхенмесӗр туянаттӑмччӗ е вӑрлаттӑмччӗ те. Вара ман ӗҫсем юсанас енне кайӗччӗҫ. Атту ытлашши хаярланса пырать ку мур чирӗ! Малтанах, — ҫул ҫинчех тӗлӗрсе кайма памастчӗ те-ха, — ҫапах вӑйӑ пек кӑна туйӑнатчӗ, халӗ, ав, эсрел, ами, чӑн-чӑн чӗр асап пулса кайрӗ. Ҫуна ҫинче ларса пыма ҫук!»

Григорий хӗрхенсе шӑл шурри те пулин кӑтартманшӑн кӳренсе, Прохор вӑрахчен шӑпланчӗ, тепӗр чух ҫуна ҫинче сехечӗ-сехечӗпе сӑмах чӗнмесӗр, пӑрлӑ шыв ҫине чиксе кӑларнӑ пек салхуллӑн ҫӳҫенсе ларса пычӗ.

Халтан ямалла вӑрӑммӑн туйӑнчӗҫ Григорие ҫул ҫинче ирттернӗ кунсем, вӗҫӗ-хӗррисӗр хӗл каҫӗсем вара пушшех те вӑраххӑн тӑсӑлчӗҫ. Вӑхӑчӗ ун хальхи ҫинчен шухӑшламаллӑх та, тахҫанхисене аса илмелӗх те ытлашшипех пулчӗ. Чылайччен шӗкӗлчерӗ вӑл хӑйӗн ӑсӗнче темле тамашалла та ырӑ мар килсе тухнӑ пурнӑҫӗнче шуса иртнӗ ҫулсене. Вилӗ чӗмсӗрлӗхпе пиеленнӗ ҫеҫенхирӗн юрлӑ анлӑшнелле тӗтреленнӗ куҫӗсемпе тинкерсе ҫуна ҫинче ларса пынӑ чухне те, ҫӗрле ӑҫта та пулин ҫынсем чыхланса тулнӑ пӑчӑ та пӗчӗк пӳлӗмре куҫне хупса, шӑлӗсене ҫыртса выртнӑ вӑхӑтра та вӑл пӗрмаях тӑнне ҫухатса чирлӗ выртакан, таҫти ҫӗрти ют поселокра пӑрахса хӑварнӑ Аксинья ҫинчен, Татарскинче юлнӑ ҫывӑх ҫыннисем ҫинчен шухӑшларӗ… Лере, Дон тӑрӑхӗнче, Совет влаҫӗ ӗнтӗ, ҫавӑнпа та Григорий час-часах хуйха ӳкрӗ, хӑйӗнчен хӑй ыйтрӗ: «Неушлӗ маншӑн аннене е Дуняшкӑнна тертлентерсе пӗтерӗҫ?» Унтан ҫавӑнтах, хӗрлӗармеецсем мирлӗ иртсе пыраҫҫӗ, йышӑнса илнӗ станицӑсенчи халӑха кӳрентермеҫҫӗ тесе ҫул ҫинче темиҫе хутчен те илтнӗ калаҫусене аса илсе, хӑйне хӑй лӑплантарма тытӑнчӗ. Пӑлханни-мӗнӗ майӗпенех сӳрӗлсе пычӗ, ватӑ амӑшне уншӑн явап партарасси ҫинчен уйлани халӗ ӑна пустуй, ӑссӑр, пачах вырӑнсӑр шухӑш пек туйӑнакан пулчӗ. Ачисене аса илнӗ чух Григорий чӗри самантлӑха хурлӑхлӑн пӑчӑртанса хӗсӗнчӗ; вӑл вӗсене тифран упраса хӑвараймӗҫ тесе шикленчӗ, ҫав хушӑрах тата, ачисене тем пек юратнӑ ҫӗртенех, Наталья вилнӗ хыҫҫӑн тек нимле хуйхӑ та хӑйне ҫавӑн тери ҫапса хуҫас ҫуккине туйрӗ…

Сальск ҫывӑхӗнчи пӗр ҫиманикре, утсене кӑштах кантарас тесе, Григорипе Прохор тӑватӑ кун пурӑнчӗҫ. Ҫав хушӑра вӗсем малалла мӗн тӑвасси ҫинчен хӑйсем хушшинче темиҫе хут та калаҫса илчӗҫ ӗнтӗ.

— Пирӗннисем Кубаньте фронт тытса тӑрайӗҫ-ши е Кавказалла тапса сикеҫҫӗ? Эсӗ мӗнле шутлатӑн? — ыйтрӗ Прохор ҫиманикре чарӑнсан малтанхи куннех.

— Пӗлместӗп. Саншӑн ҫавах мар-и?

— Каларӑн та иккен! Ӑҫтан-ха вӑл маншӑн ҫавах пултӑр? Капла пире бусурмансен ҫӗрӗ ҫине, таҫта турккӑсем патне, хӑваласа кӗртсе ярӗҫ те, кайран унта хурах кӑшкӑрса макӑрӑпӑр-и?

— Эпӗ Деникин мар саншӑн, ҫавӑнпа ан ыйт манран хамӑра ӑҫта хӑваласа кӗртесси ҫинчен, — кӑмӑлсӑррӑн хуравларӗ Григорий.

— Эпӗ ак ҫакӑн пек хыпар илтсеччӗ: халӗ Кубань шывӗ хӗрринче каллех оборона тытма пуҫлаҫҫӗ те, ҫуркунне тӗлне хамӑр паталла тапранмалла, теҫҫӗ. Ҫавӑнпа ыйтрӑм.

— Оборонине кам тытӗ тесе шутлатӑн? — кулса илчӗ Григорий.

— Казаксемпе кадетсем ӗнтӗ, урӑх камсем пулччӑр?

— Ухмахла калаҫатӑн! Куҫу шӑтса юхман пуль сан. Курмастӑн-и мӗн пулса иртнине? Пурте тарма хыпаланаҫҫӗ, камах оборона тыттӑр?

— Ах, йӗкӗт, хам та куратӑп, ӗҫсем кӑйттӑ пирӗн, ҫавах та тем ӗненесех те килмест… — ассӑн сывласа илчӗ Прохор. — А, ӑнсӑртран таҫти ют ҫӑрелле ишсе кайма е тӑват уран упаленсе тарма тивес пулсан, эсӗ — мӗнле? Каятӑн-и?

— Ху тата мӗнле?

— Манӑн ӗҫ ҫавнашкал: эс ӑҫталла — эпӗ те ҫавӑнталлах. Халӑх каять пулсан, пӗччен тӑрса юлмалла мар-ҫке ман.

— Эпӗ те ҫаплах шутлатӑп… Сурӑха тухрӑмӑр пулсан, ҫулне те такасем хыҫӗнчен тытмалла…

— Такисем вӗсем, хӑйсем ухмаххипе, тепӗр чух мур пӗлет таҫта кӗрсе каяҫҫӗ… Ҫук, пӑрах эсӗ юптарса калаҫма! Ӗҫлӗ сӑмах кала!

— Ан анӑрат, тархасшӑн! Ун чух хамӑр курӑпӑр. Мӗншӗн-ха иксӗмӗрӗн вӑхӑт ҫитмесӗрех малашнехи пирки пуҫа ватас?

— Ну, пулчӗ! Урӑх нимӗн те ыйтмап санран, — килӗшрӗ Прохор.

Анчах тепӗр кунне, утсене хыркӑчлама тухсан, каллех ҫав калаҫу патне таврӑнчӗ.

— Симӗссисем ҫинчен илтнӗ-и эс? — асӑрханса ыйтрӗ вӑл, виҫӗ вӗҫлӗ сенӗк аврине пӑхкалам пек туса.

— Илтнӗ. Вара мӗн?

— Ку симӗссисем ӑҫтан сиксе тухнӑ тата? Вӗсем камсем майлӑ?

— Хӗрлисем майлӑ.

— Мӗншӗн тата вӗсене симӗссисем теҫҫӗ?

— Мур пӗлет-и, вӑрмансенче пытанса пурӑнаҫҫӗ, ҫавӑнпа пулсан ҫеҫ.

— Тен, хамӑрӑн та симӗсленмелле? — хӑюсӑррӑн сӗнчӗ Прохор чылайччен шухӑша кайса тӑнӑ хыҫҫӑн.

— Темскер чун туртмасть-ха.

— Киле часрах шӑтарса тухма, симӗссисемсӗр пуҫне, урӑх ҫук-ши унашкаллисем? Маншӑн пулсан, пурпӗр: симӗссисем-и унта, кӑваккисем-и е пӗр-пӗр ҫӑмарта сарри тӗслӗскерсем, — хамӑн йӑваш чунӑмпа эпӗ кирек хӑш тӗсе те йышӑнатӑп. Ҫав халӑх вӑрҫа хирӗҫ пултӑр та служивӑйсене килӗсене яччӑр кӑна…

— Тӳс, тен, ун пеккисем те тупӑнӑҫ, — канаш парса сӗнчӗ Григорий.

Январь вӗҫӗнче, тӗтре карса илнӗ тӳлек ҫанталӑклӑ кун, Григорипе Прохор Шурӑ Тӑм (Белая Глина) слободине ҫитсе кӗчӗҫ. Пӗр вунпилӗк пин ҫын пырса чыхланнӑ унта, вӗсенчен ҫурри патне шатраллӑ тифпа чирлӗ. Хваттер, унтан тата утсем валли апат шыраса, урасемпе кӗске аркӑллӑ акӑлчан шинелӗ, кӗрӗк пиншак, бешмет тӑхӑннӑ казаксем вӗркӗшсе ҫӳреҫҫӗ, ҫине-ҫинех юланутсемпе лавсем ирткелесе кӑяҫҫӗ. Ырханланса ҫитнӗ вуншар лаша картишсенчи сырӑшсем умӗнче типӗ улӑма хурлӑхлӑн кавлесе тӑрать; урамсемпе тӑкӑрлӑксенче унта та кунта такамсем пӑрахса хӑварнӑ ҫунасем, обоз ураписемпе снаряд турттармалли кӳмесем курӑнаҫҫӗ. Тахӑш урампа иртсе пынӑ чух Прохор хӳме ҫумне кӑкарнӑ ҫӳллӗ тур лашана тинкеререх пӑхрӗ те:
— Ку-ҫке Энтри кум лаши! Эппин, кунта-иҫ пирӗн хуторсем, — терӗ.
Унтан ҫавӑнтах ҫуна ҫинчен якӑлт сиксе анчӗ, пӗлме тесе, картишне кӗчӗ.

Тепӗр темиҫе минутран, шинельне уртса, Андрей Топольсков — Прохорпа кумлӑ кӳрши — пӳртрен тухрӗ. Вӑл Прохорпа пӗрле васкамасӑр ҫуна патне утса пычӗ, лаша тарӗ шӑрши ҫапнӑ хура аллине Григорие тӑсса пачӗ.

— Эсӗ хутор лавӗсемпе пӗрле мар-и? — ыйтрӗ Григорий.

— Пӗрле пӗр нушана сӗтӗретпӗр.

— Ну, мӗнле килтӗр?

• Килни-качки, паллӑ ӗнтӗ… Кашни ҫӗр каҫмассерен ҫынсемпе утсене тӑкса хӑваратпӑр.

• Старик ман чиперех-и тата?

Григорирен таҫта аяккалла пӑхса, Топольсков ассӑн сывласа илчӗ:

— Япӑх, Григорий Пантелевич, япӑх пирӗн ӗҫсем… Асӑн аҫуна, ӗнер каҫалапа чунне турра пачӗ, вилчӗ…

— Пытарнӑ-и? — тӑруках шурса кайса ыитрӗ Григорий.

— Калама пӗлместӗп, паян пулаймарӑм унта. Каяр, хваттерне кӑтартӑп эпӗ… Сылтӑм еннелле тыт, кум, кӗтесрен сылтӑм енчи тӑваттӑмӗш кил.

Шӑвӑҫ витнӗ пысӑк ҫурт тӗлне ҫитсен, Прохор утсене хӳме патӗнче чарса тӑратрӗ, анчах Топольсков картишнех илсе кӗртме сӗнчӗ.

— Унта та тӑвӑртарах, халӑхӗ ҫирӗм ҫын патне пулать, ҫапах та мӗнле те пулин шӑнӑҫкалӑр, — терӗ те вӑл хапха усма ҫуна ҫинчен сиксе анчӗ.

Григорий вӗри хутса ӑшӑтнӑ пӳлӗме чи малтан кӗрсе кайрӗ. Урайӗнче палланӑ-пӗлнӗ хутор ҫыннисем хӑшӗсем юнашар выртнӑ, хӑшӗсем лараҫҫӗ. Тепри-пӗри атӑ-пушмакпа ут хатӗрӗсене юсаса аппаланать, виҫҫӗшӗ, вӗсем хушшинче Пантелей Прокофьевичпа пӗр лав ҫинче килнӗ Бесхлебнов старик те, сӗтел хушшинче яшка ҫисе лараҫҫӗ. Казаксем, Григорие курсан, ура ҫине тӑчӗҫ, вӑл кӗскен саламланине хирӗҫ пурте сывлӑх сунчӗҫ.

— Атте ӑҫта-ши? — ыйтрӗ Григорий, ҫӗлӗкне хывса пӳлӗм йӗри-тавра пӑхкаланӑ май.

— Инкек пирӗн… Текех ҫук ӗнтӗ Пантелей Прокофьевич, — терӗ те шӑппӑн Бесхлебнов сӑхман аркипе тутине шӑлса сӑхсӑхса илчӗ. — Ӗнер каҫа хирӗҫ вилчӗ, чунӗ ҫӳлти патшалӑхра пултӑр.

— Пӗлетӗп. Пытарнӑ-и?

— Ӗлкӗреймерӗмӗр-ха. Эпир ӑна паян пытарас тесеччӗ. Вӑл халь ав ҫавӑнта выртать, сивӗ курницӑна йӑтса тухса хутӑмӑр. Ирт кунта. — Бесхлебнов юнашар пӳлӗм алӑкне уҫрӗ те каҫару ыйтнӑ пек сасӑпа каларӗ:  — Казаксем вилӗпе пӗр пӳлӗмре ҫывӑрасшӑн пулмарӗҫ… Хутса ӑшӑтмаҫҫӗ куна хуҫисем.

Аслӑ курницӑна кантӑр вӑррипе шӑши каяшӗн тӑкӑс шӑрши ҫапнӑ. Кӗтесе вирпе кантӑр вӑрри купаласа хунӑ; тӑрӑхла сак ҫинче ҫӑнӑхпа ҫу каткисем лараҫҫӗ. Пӳлӗм варрине сарса хунӑ ашӑк ҫинче Пантелей Прокофьевич выртать. Григорий, Бесхлебнова аяккалларах сирсе, курницӑна иртрӗ, ашшӗ умӗнче чарӑнса тӑчӗ.

— Икӗ эрне чирлерӗ, — терӗ ҫурма сасӑпа Бесхлебнов. — Тиф ӑна Мечетка патӗнчех ҫапса ӳкерчӗ. Ак ӑҫта вилсе выртмалла пулчӗ аҫун… Ҫапла вӑл пирӗн пурнӑҫ…

Григорий, пӗвӗпе малалла ӳпӗнсе, ашшӗ ҫине пӑхрӗ. Тӑван сӑн-пите чир йӑлтах улӑштарса янӑ, темле хӑйӗнни пек мар юттӑн курӑнакан тунӑ. Пантелей Прокофьевичӑн ырханланса кайнӑ шуранка пичӗ ҫине кӑвак шӑрт тапса тухнӑ, путса кӗнӗ тути ҫинчи мӑйӑхӗ усӑнарах тӑрать, куҫӗсем ҫурри хупӑ, кӑвакрах куҫ шуррисенче чӗрӗ чухнехи йӑлтӑркка ҫутӑ хӗлхем сӳнсе ларнӑ. Старикӗн усӑнарах тӑракан янах шӑммине хӗрлӗ мӑй тутрипе ҫыхнӑ та, хӑмач тӗс ҫумӗнче сухалӑн кӑтра кӑвак пӗрчисем пушшех те ҫуттӑн та шуррӑн курӑнаҫҫӗ.

Тӑван сӑн-пите юлашки хут лайӑхрах курса, астуса юлас тесе, Григорий чӗркуҫҫи ҫине кукленчӗ те хӑраса кайнипе тата йӗрӗннипе ирӗксӗр ҫӳҫенсе илчӗ: Пантелей Прокофьевичӑн сарӑхса кайнӑ тӗссӗр кӑвак пичӗ тӑрӑх, куҫ шӑтӑкӗсенче, питҫӑмартисенчи пӗркеленчӗксем хушшинче пыйтӑсем чупса ҫӳреҫҫӗ. Старикӗн пит-куҫне хускалса тӑракан чӗре ҫурхахпа пиелесе, вӗсем сухал пӗрчисем хушшинче йӑпӑртатса чупаҫҫӗ, куҫ харшисенче йӑшӑлтатаҫҫӗ, унтан тата кӑвак сӑхманӑн тӑратмалла ҫухи ҫинче сӑрӑ сий пулса пуҫтарӑннӑ.

* * *

Григорипе икӗ казак сивӗпе чугун пек шак хытса ларнӑ хӑйӑрлӑ тӑма пешнесемпе чавса масар шӑтӑкӗ алтрӗҫ, Прохор аранах татӑк-кӗсӗк хӑмасенчен тупӑк майлаштарса хатӗрлерӗ. Каҫалапа Пантелей Прокофьевича шӑтӑк патне ҫӗклесе кайса Ставрополь тӑрӑхӗнчи ют ҫӗр айне пытарчӗҫ. Тепӗр сехетрен вара, слободара хӑй ҫутисем курӑнма пуҫласан, Григорий Шурӑ Тӑмран Новопокровски еннелле кайма тухрӗ.

Кореновски станицӑра вӑл хӑйне япӑх туйрӗ. Прохор, тухтӑр шыраса, ҫур кун ытла ҫухатрӗ, ҫапах та темле ҫурри ӳсӗр ҫар врачне тупрӗ-тупрех, ӑна тархасла-тархасла аран ӳкӗте кӗртрӗ те хваттере ертсе пычӗ. Врач шинель хывмасӑрах Григорий сывлӑхне тӗрӗслерӗ, алӑ тупанне хыпашласа пӑхрӗ, унтан ним иккӗленмесӗр каларӗ:

— Тифран вӗрӗлнӗ. Малалла кайма сӗнместӗп, господин сотник, ҫул ҫинчех вилетӗр.

— Хӗрлисем килессе кӗтес-и? — йӳҫҫӗн кулса илчӗ Григорий.

— Ну, хӗрлисем тесен, халлӗхе аякра-ха вӗсем.

— Ҫывӑхра та пулаҫҫӗ.

— Кун пирки иккӗленместӗп. Ҫапах та сирӗншӗн кӑйманни лайӑхрах пулать. Сирӗн вырӑнта эпӗ икӗ инкекрен юлашкине суйланӑ пулӑттӑм, вӑл — пӗчӗкрех.

— Ҫук, каятӑпах мӗнле те пулин, — терӗ те ҫирӗппӗн Григорий, гимнастеркине тӑхӑнма тытӑнчӗ. — Эсир эмелсем паратӑр-и мана?

— Кайӑрах, хӑвӑрӑн ирӗк. Эпӗ сире сӗнме тивӗҫлӗ пулнине сӗнтӗм, ыттине — хӑвӑр пӗлӗр. Эмелсем тесен вӗсенчен чи лайӑххи — канӑҫ тата пӑхакан ҫын пурри! Сире мӗн те пулин ҫырса параттӑмччӗ те пулӗ, анчах аптекӑна кунтан куҫарса кайрӗҫ те, манӑн хлороформсӑр, йодпа спиртсӑр пуҫне урӑх ним те ҫук.

— Эппин, хӑть спирт парӑр!

— Хаваспах. Ҫул ҫинче эсир пурпӗр вилетӗр, ҫавӑнпа та спирт кунта нимӗн те улӑштараймасть. Денщикӑр пӗрле пытӑр та, унран пӗр пин грамне парса ярӑп, — эпӗ ырӑ кӑмӑллӑ… — Врач честь пачӗ, тайкаланкаласа пӳртрен тухрӗ.

Прохор спирт илсе килчӗ, таҫтан пар лаша кӳлмелли хӑлтӑр-халтӑр урапа тупса таврӑнчӗ, утсене кӳлсе тӑратрӗ те, пӳлӗме кӗрсе, салхуллӑн тӑрӑхласа пӗлтерчӗ:  — Коляска хатӗр, ваше благороди! Унтан каллех кичем те тертлӗ кунсем сӗвемӗн-сӗвемӗн тӑсӑлса кайрӗҫ.

Ту-сӑртсем енчен кӑнтӑрти хыпаланчӑк ҫуркунне Кубанелле ҫывхарса ҫитрӗ. Тӳрем ҫеҫенхирсенче хӑвӑрт ирӗлтерчӗ, юр кайнӑ вырӑнсенче хура тӑпраллӑ йӑлтӑркка ҫӗр ҫаралса юлчӗ, ҫурхи шыв ҫулӗсем кӗмӗл шӑнкӑрав сассипе шӑнкӑртатса калаҫма тытӑнчӗҫ, ҫул шӑтӑк-путӑклӑ ланкашкасемпе шатраланчӗ, унтан кӗҫех аякри кӑвак инҫет те ҫуркуннехилле йӑлтӑртатса ҫуталчӗ, Кубань тӗлӗнчи вышкайсӑр аслӑ тӳпе ӑшшӑнрах курӑнма пуҫларӗ.

Тепӗр икӗ кунран кӗрхи тулӑ калчи хӗвел ҫине тухса сӑмсаланчӗ, сухаласа пӑрахнӑ анасем ҫийӗпе шурӑ ҫилхеллӗ тӗтре упаленсе ҫӳрерӗ. Лашасем юртан тасалнӑ ҫул тӑрӑх лӑчӑр-лачӑр шукаласа кӑна утрӗҫ, урисем пылчӑк ӑшне пакӑлчак таран пута-пута анчӗҫ, васансемпе ланкашкасене кӗрсе ларчӗҫ, хӑйсем ҫапах та ҫурӑмӗсемпе йывӑррӑн пӗкӗрӗлсе, тарпа пӑсланса, мӗкӗрленкелесе, малалла тапаҫланчӗҫ. Прохор вӗсен хӳрисене типтерлӗн ҫыхса хучӗ, тӑтӑшах урапа ҫинчен сиксе анса, ҫул айккипе утрӗ, урисене пылчӑк ӑшӗнчен аран турткаласа кӑларнӑ май, хӑй тӗллӗн мӑкӑртатса ятлаҫрӗ:

— Ку, турӑшӑн-хӗвелшӗн те, пылчӑк мар, ҫыпӑҫакан сухӑртан та усал йӗрӗх! Утсем вырӑнтан вырӑна ҫитмесӗр те типшӗнсе курмаҫҫӗ.

Григорий, сивӗпе хытӑрканӑран тӑлӑппа кӗптенсе урапа ҫинче ним шарламасӑр выртса пычӗ. Анчах никампа калаҫмасӑр ҫула кӗскетме Прохора кичем пулчӗ.

— Ытла та ҫӑра пылчӑк вара кунта! — терӗ вӑл, Григорие уринчен е ҫаннинчен тӗрткелесе. — Анса ут, тӗрӗсле ху. Мӗнле чирлес килет-ха сан!

— Йӑм-ха эсӗ! — аран ҫеҫ илтӗнмелле пӑшӑлтатрӗ Григорий.

Кама та пулин хирӗҫ пулсан, Прохор ыйтрӗ:

— Лерелле татах ҫӑра-и пылчӑк е ҫавах-и?

Ӑна, кулкаласа, шӳтлӗн хуравларӗҫ те, чӗрӗ ҫынпа сӑмах перкелешсе илнӗшӗн хавасланнӑ Прохор, лашасене час-часах чарса тӑратса, хӗрлӗ хура ҫамки ҫинчен шултра тар пӗрчисене шӑлкаласа илсе, пӗр вӑхӑт сӑмах чӗнмесӗр утса пычӗ. Хӑйсене юланутлӑ ҫынсем хуса ҫитсе иртнӗ чухне вӑл чӑтаймарӗ, кӑшкӑрса чарса, сывлӑх сунчӗ, ӑҫта кайнине, хӑш енчисем иккенне ыйтса пӗлчӗ, юлашкинчен ҫапла каларӗ:

— Пустуях каятӑр. Унталла урӑх май ҫук. Мӗншӗн-и? Мӗншӗн тесен хӑрушла пылчӑк ҫӑрӑлать. Хирӗҫ килекенсем каласа пачӗҫ-ха: лашасем хырӑмӗсем таран кӗрсе ӳксе ашаҫҫӗ, урапа кустӑрмисем ҫаврӑнмаҫҫӗ, ҫураннисем, ав, санашкал лутрашка кутамассем, ҫул ҫинчех лап! тӑсӑлса ӳкеҫҫӗ, тет те, ҫавӑнтах пылчӑк ӑшне путса вилеҫҫӗ, тет. Хӳресӗр йытӑ аҫи суять сана, эпӗ суякан ҫын мар! Эпир мӗншӗн каятпӑр-и? Пирӗн урӑхла май ҫук: эпӗ чирлӗ элхерея турттарса каятӑп, ун нимле те хӗрлисемпе пӗрле пурӑнма юрамасть…

Юланутсен ушкӑнӗнчен чылайӑшӗ, Прохора ним тарӑхмасӑр ятласа хӑварса, малалла иртсе кайрӗ; теприсем ав, вырӑнтан тапраниччен ун ҫине кӑнн! тинкерсе пӑхса, ҫапла каларӗҫ:

— Дон енчен санашкал ухмахсем те чакаҫҫӗ-и? Сирӗн станицӑра татах пур-и сан пек сӑрнаккай?

Е татах ҫавӑн майлӑ мӗн те пулин, анчах та кунашкалах кӳрентермелле мар. Пӗр кубанец ҫеҫ, станичникӗсен ушкӑнӗнчен татӑлса юлнӑскер, ухмахла калаҫупа тытса чарнӑшӑн Прохора чӑнласах хытӑ ҫилленчӗ. Ӑна вӑл ҫамки урлӑ чӑпӑрккапа туртма та тӑчӗ, анчах Прохор ҫав самантра ҫиҫӗм пек хӑвӑрт урапа ҫине хӑпарса кайрӗ те, ашӑк айӗнчен карабин туртса кӑларса, чӗркуҫҫи ҫине хучӗ. Кубанец ун патӗнчен намӑс сӑмахсемпе ятлаҫса пӑрӑнчӗ. Прохорӗ вара, ҫӑвар туллин ахӑлтатса, хыҫалтан кӑшкӑрса юлчӗ:

— Кунта эпӗ Царицын патӗнчи пек кукуруза хушшине пытанаймӑн! Катемпи — тавӑрӑнчӑк ҫанӑ! Эй, кил тепре, мамалыга чури! Куртӑн-и-ха? Ҫӗкле аҫамна, атту пылчӑк ӑшне чӑлханса ӳкетӗн! Хӑмсарса пӑхрӑн, вилнӗ чӑх ҫӑмарти! Карчӑк-кӗрчӗк лупашки! Шӑршлӑ патрон та пулин ҫук-ха, атту пулсан эпӗ сана лайӑх хӑмсарттараттӑмччӗ! Пӑрах чӑпӑрккуна, илтетӗн-и?!

Кичемрен, ӗҫсӗр аптӑранипе алхасса, Прохор пултарнӑ таран хӑйне хӑй йӑпанкаласа пычӗ.

Григорий вара чир пуҫланнӑ кунранпах тӗлӗкри пек пурӑнчӗ. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе ним туйми-пӗлми пулчӗ, унтан каллех тӑна кӗчӗ. Пӗринче, вӑраха пынӑ анкӑ-минкӗлӗхӗ сирӗлерех панӑ самантра, Прохор ун патнерех пӗшкӗнчӗ те ыйтрӗ:

— Чӗрӗ-и эсӗ? — терӗ, Григорин пӑтранчӑк куҫӗсенчен шеллесе пӑхса.

Вӗсен тӗлӗнче пекех хӗвел хӗмленсе йӑлкӑшать. Е пӗр-пӗрин хушшинче пӑтрашӑнса, е бархат тӗслӗрех хуҫкаланчӑк хура йӗр пек тӑсӑлса, кӑвак тӳпе ытамӗнче картан-картан хура ҫунатлӑ тикӗшсем кикиклетсе вӗҫеҫҫӗ. Таврара ӑшӑннӑ ҫӗрпе ҫамрӑк курӑкӑн ҫӑра шӑрши пуҫа анӑратмалла сӑрхӑнса тӑрать. Григорий, хӑвӑрт хӑшӑлтатса сывланӑ май, ҫуркуннехи сиплӗ сывлӑша ҫине-ҫинех антӑхса кайса ҫӑтрӗ. Прохор сасси ӑна аран кӑна илтӗнчӗ, хӑйне вара таврара мӗн пурри йӑлтах темле тӗлӗкри майлӑ ҫеҫ, чӑн пурнӑҫринчен пӗчӗкленсе-пӗчӗкленсе, хӑйӗнчен таҫта питӗ аякка кайса пынӑ пек туйӑнчӗ. Хыҫалта тупӑ хӑнтӑртатнӑ сасӑ инҫетрен килсе илтӗнчӗ. Аякра та мар тимӗрленӗ урапа кустӑрмисем килӗшӳллӗ те пӗр тикӗс сасӑпа кӑлтӑртатса кусрӗҫ, утсем тулхӑрса кӗҫенчӗҫ, ҫын сассисем янӑрашрӗҫ; сӑмсана ҫӑкӑр, утӑ, лаша тарӗн шӑршисем кӑтӑклантарчӗҫ. Анчах ҫаксем пурте Григоришӗн хӑйӗн анкӑ-минкӗленнӗ ӑс-тӑнӗ патне таҫтан урӑх тӗнчерен килсе сӗртӗннӗ пек кӑна туйӑнчӗҫ. Вӑл пӗтӗм хевтине пухса Прохор сассине илтме тӑрӑшрӗ, аран ҫеҫ ӑнланма пултарчӗ:  — Сӗт ӗҫетӗн-и? — ыйтрӗ Прохор. Григорий, чӗлхине йывӑррӑн хускатса, ҫунса кайнӑ тута хӗррисене ҫулласа илчӗ, ҫӑвара хӑй пӗлекен таварсӑр тутӑллӑ ҫӑра сивӗ шӗвек юхса аннине туйрӗ. Темиҫе сыпкӑм ҫӑтнӑ хыҫҫӑн шӑлӗсене ҫыртса выртрӗ. Прохор, фляга ҫӑварне пӑкӑласа, каллех Григорий патне пӗшкӗнчӗ те, вӑл хӑлхипе илтнинчен ытла Прохорӑн ҫилпе ҫуркаланнӑ тути мӗкӗлтетнинчен ҫеҫ хӑйӗнчен мӗн ыйтнине тавҫӑрса илчӗ:

— Тен, сана станицӑра хӑварас? Йывӑр-и?

Григорий сӑн-питӗнче ыратнипе асапланни тата пӑлханса ӳкни сисӗнчӗ; тепӗр хут пур-ҫук вӑйне пухса, хуллен пӑшӑлтатса каларӗ:

— Илсех кай… вилмен чух…

Хӑй каланӑ сӑмахсене Прохор илтнине Григорий ун сӑнӗнчен тавҫӑрса илчӗ. Ҫӗнӗрен тӑн ҫухалса килнине вӑл чирӗ ҫӑмӑлланнӑ майлӑрах йышӑнчӗ, унтан манӑҫулӑхӑн ҫара тӗтринелле путнӑ май, ҫак пӗтӗм ҫухӑрашуллӑ, шӑв-шавлӑ тӗнчерен уйрӑлса пырса, тинех хӑйне хӑй лӑпланнӑн куҫӗсене хупрӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех