Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXVI

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 22:21

Пуплевӗш: 446; Сӑмах: 3852

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

— Ну, вӑрҫӑ пӗтрӗ! Хӗрлисем хамӑра лайӑх кӑна тапса сирпӗтрӗҫ те, ӗнтӗ тинӗс хӗррине ҫитсе купарчапа тӑварлӑ шыв ҫине ларичченех чакатпӑр, — терӗ Прохор, сӑрт тӑррине улӑхса ҫитсен.

Аялта кӑвак тӗтӗмпе пиеленнӗ Татарски хуторӗ курӑнса ларать. Хӗвел шупка хӗрлӗн йӑрӑмланакан юрлӑ инҫет хыҫне анма пуҫланӑ. Ҫуна тупанӗсем айӗнче юр нӑтӑртатать. Утсем майӗпен утаҫҫӗ. Пар лаша кӳлнӗ ҫуна хыҫӗнче Григорий йӗнерсем ҫине сӗвенсе выртса пырать. Аксинья, аркӑ хӗррисене ука тыттарнӑ кӗрӗкпе кӗптенсе, унпа юнашар ларнӑ. Унӑн хура куҫӗсем шурӑ мамӑк тутӑр айӗнчен хаваслӑн йӑлкӑшса тинкереҫҫӗ, Григорий ун ҫине хаяккӑн пӑхкаласа пырать, сивӗпе черченнӗн хӗрелнӗ питҫӑмартине, хура ҫӑра куҫ харшийӗпе пасарнӑ хӑрпӑкӗ айӗнче кӑшт кӑвакраххӑн йӑлтӑртатакан куҫ шуррине курать. Аксинья юрпа витӗннӗ, кӗртсемпе хупланнӑ ҫеҫенхире, яп-яка ҫуталса выртакан ҫула, инҫетре тӗтреленекен пӗлӗт хӗррисене йӳпсӗнсех сӑнаса пӑхать. Килтен тухса ҫӳреме хӑнӑхманскершӗн ҫаксем пурте ӑна илӗртеҫҫӗ, пурте акӑш-макӑш ҫӗнӗ те ытарлӑ пек курӑнаҫҫӗ. Ҫапах та хушӑран вӑл, куҫӗсене усса, куҫ хӑрпӑкӗсем ҫумӗнчи сивӗ пас эпеклӗн чӗпӗтнине туйса, тахҫантанпах илӗртсе тӑнӑ ӗмӗт — хӑй пайтах хуйхӑ-суйхӑпа нуша тӳссе тертленнӗ, юратман упӑшкапа ҫур пурнӑҫ асапланса пурӑннӑ, вӗҫӗмсӗрех йывӑр асаилӳсемпе тулса ларнӑ Татарскинчен, ылханлӑ тӑван тавралӑхӗнчен Григорипе пӗрле ӑҫта та пулин аяккарах пӑрахса каяс ӗмӗчӗ — пӗр кӗтмен ҫӗртен тата ытла та тӗлӗнмелле пурнӑҫа кӗнӗшӗн савӑнса кулать. Вӑл Григорий юнашар ларса пынине пӗтӗм ҫан-ҫурӑмӗпе туйса кулать, ҫав телей хӑйне мӗн хака ларни ҫинчен те, ҫак инҫетелле илӗртекен ҫеҫенхирти йӗри-тавралӑх пекех тӗттӗм тӗтре чаршавӗ карса илнӗ пуласлӑхӗ ҫинчен те шухӑшламасть.

Прохор ӑнсӑртран каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ те, Аксиньйӑн сивӗпе хӗрелсе кӳпченӗ тути кулӑпа ейӗлнине курса, кӳренчӗклӗн ыйтрӗ:

— Ну, мӗн шӑлна йӗретӗн-ха? Инке-арӑм, ҫавӑ кӑна! Килтен хӑпнӑшӑн савӑнса пыратӑн-и?

— Эсӗ тата мӗн, савӑнмастӑп пуль, тетӗн-и? — янӑравлӑн хуравларӗ Аксинья.

— Тупнӑ савӑнӑҫ… Катӑк ӑслӑ эсӗ! Кун пек ҫӳре-ҫӳре ӑҫта ҫитесси пӑхса та курӑнмасть, малтанах ан хӗпӗртесе пыр эсӗ, пытар шӑлусене.

— Маншӑн пурпӗр япӑхрах пулмасть.

— Пӑхатӑп та сирӗн ҫине, чӑтма ҫук ӑш лӗкленсе килет… — Прохор лашасене ҫилӗллӗн пушӑпа хӑмсарса илчӗ.

— Эсӗ ҫаврӑнса лар та чик пӳрнӳне ҫӑвара, — кулкаласа канаш пачӗ Аксинья.

— Каллех акӑ ху ухмаххуна кӑтартса патӑн! Эппин, ман тинӗс хӗррине ҫитичченех пӳрнене ҫӑвара чиксе пымалла-и? Тупрӗ тепри!

— Мӗн пирки-ши ӑш пӑтранать вара сан?

— Шарлас марччӗ хӑть! Упӑшку ӑҫта? Ют арҫын ҫумне ҫыпҫӑнтӑн та, каятӑн таҫта мурне! Пӗр те пӗр халь хутара Степан пырса тухнӑ пулсан, мӗнле пекчӗ ун чух?

— Пӗлетӗн-и, Проша, кӗрес марччӗ сан пирӗн хушша, — сӗнчӗ Аксинья, — атту ак хӑвӑн та телей пулмасть.

— Эпӗ хушша кӗместӗп те сирӗнне, мана мӗн масарне кирлӗ эсир? Хам шухӑша калама пултаратӑп-и эпӗ? Е ман сирӗнпе кучер вырӑнне ларса пырса лашасемпе кӑна сӑмахламалла-и? Пӑх-халӗ, тупнӑ мӗн шухӑшласа! Ҫук, ҫилленетӗн-и, ҫилленместӗн-и эсӗ, Аксинья, хӗртмелле сана лайӑх кӑна пиҫӗ хулӑпа, хӗртмелле те — сасӑ та кӑларттармалла мар! Телей пирки тесен, эсӗ мана унпа ан хӑрат, ӑна эпӗ хампа пӗрлех ҫӗклесе ҫӳретӗп. Вӑл манӑн уйрӑлми, хӑйне майлӑскер: юрлама та юрламасть, ҫывӑрма та памасть… Ну-у, эсрел пуҫӗсем! Утма кӑна пултӑр сире, чӗмере путеккисем!

Григорий кулкаласа итлесе пычӗ, унтан ҫураҫтарас тенӗ пекрех каларӗ:

— Тухнӑ-тухман ан ятлаҫса пырӑр. Ҫул вӑрӑм-ха, ӗлкӗретӗр. Ӑна мӗн тапӑнатӑн эсӗ, Прохор?

— Халь вӑл мана пӗр урлӑ сӑмах та ан калатӑр, — терӗ хаярланса Прохор. — Ҫавӑншӑн тапӑнатӑп та ӑна. Халӗ эпӗ хӗрарӑмран усалли тӗнчере пӗр чӗрчун та ҫук тесе шухӑшлатӑп! Вӑл вӗт — ҫавӑн пек вӗлтрен вӑрри… вӑл вӗт-ха — хӗрарӑм мурӗ — турӑ шухӑшласа кӑларнӑ чи начар йӗрӗх! Эпӗ вӗсене, ҫав усал шуйттансене, пӗрне те хӑварман пулӑттӑм, луччӗ ан сӗнкӗлтетсе ҫӳреччӗр ҫут тӗнчере! Акӑ мӗн таран тарӑхнӑ эпӗ вӗсене! Ну, мӗн кулатӑн-ха? Ухмахла япала вӑл — ҫын инкекӗнчен куласси! Тыт-ха тилхепене, анса утам кӑшт.

Прохор чылай вӑхӑт ҫуран таплаттарса пычӗ, унтан ҫуна ҫине, йӑва ҫавӑрнӑ пек, кӗрсе ларчӗ те тек нимӗн те калаҫмарӗ.

Вӗсем Каргинскинче ҫӗр выртрӗҫ. Ир еннелле апат ҫирӗҫ те каллех малалла кайма тапранчӗҫ, каҫ пулса ҫитнӗ тӗле хӑйсен ҫулне утмӑл ҫухрӑм хыҫала хӑварчӗҫ.

Беженецсен темтепӗр тиенӗ йышлӑ лавӗсем кӑнтӑралла вӗҫӗ-хӗррисӗр тӑсӑлаҫҫӗ. Григорий Вешенски станица ҫӗрӗнчен мӗн чухлӗ аяккарах кайрӗ, ҫӗр выртма вырӑн тупасси те ҫавӑн чухлех йывӑрланса пычӗ. Морозовски станица патӗнче казаксен пирвайхи ҫар чаҫӗсем курӑнма пуҫларӗҫ. Пурӗ те вӑтӑр-хӗрӗхшер хӗҫ шутланакан утлӑ чаҫсем кӑна иртрӗҫ, пӗр татти-сыпписӗр тулли лавсем куҫрӗҫ. Каҫалапа хуторсенче пӗтӗм ҫурт-йӗрсем ҫынсемпе чыхланса тулчӗҫ, ҫӗр каҫма мар, утсене тӑратма та ниҫта вырӑн тупма пулмарӗ. Тавричансен пӗр участокӗнче Григорий хваттер шыраса ҫитмен кил те хӑвармарӗ темелле, анчах пурне те йышӑнса пӗтернӗ пирки сарайӗнчех ҫӗр каҫма тиврӗ. Ҫил-тӑман айӗнче йӗпеннӗ тумтирсем ир еннелле шак шӑнса кӗчӗркерӗҫ, кӑшт хускалсанах кӑпӑр-кампӑр тӑвакан пулчӗҫ. Виҫҫӗшӗ те — Григорий, Аксинья, Прохор — ҫӗрӗпе тенӗ пекех ҫывӑраймарӗҫ, тул ҫутӑлас умӗн тин картиш хыҫӗнче улӑм ҫунтарса кӑштах ӑшӑнчӗҫ.

Ирхине Аксинья именчӗклӗн сӗнсе каларӗ:

— Гриша, тен, кунтах кун каҫатпӑр? Ҫӗрӗпе сивӗре хытӑркаса выртрӑмӑр, ҫывӑрман та темелле, тен, — канса илер мар-и кӑшт?

Григорий килӗшрӗ. Вӑл аран пӗр килте пушӑ кӗтес шыраса тупрӗ. Тиевлӗ лавсем кӑвак ҫутӑллах ҫул ҫине тапранса тухрӗҫ, анчах аманнисемпе тифпа чирлекенсене ҫӗр ҫын ытла урӑх вырӑна куҫарса каякан ҫар лазаречӗ те ҫав участокрах кун каҫма юлчӗ.

Пӗчӗкҫӗ пӳлӗмре, ҫӳп-ҫаплӑ таса мар ҫӗр урайӗнче, пӗр вуннӑн ҫывӑрса выртаҫҫӗ. Прохор унта ашӑкпа апат-ҫимӗҫ тултарнӑ михӗ ҫӗклесе кӗчӗ, алӑкпа юнашар улӑм сарчӗ те, ним туйми ҫывӑракан темле старике, уринчен сӗтӗрсе, аяккарах шутарса вырттарчӗ, тӳрккесрех ачаш сасӑпа каларӗ:

— Кӗрсе вырт, Аксинья, атту сан ывӑннипе сӑн та юлман.

Каҫалапа участокра каллех халӑх лӑк тулса ларчӗ. Тӑкӑрлӑксенче шуҫӑмчченех кӑвайтсем ҫунчӗҫ, ҫынсем калаҫнӑ, утсем кӗҫеннӗ, ҫуна тупанӗсем нӑчӑртатнӑ сасӑсем илтӗнсе тӑчӗҫ. Кӑвак ҫутӑ кӑшт палӑрсанах Григорий, Прохора вӑратса, шӑппӑн каларӗ:

— Утсене кӳл. Тапранас пулать.

— Мӗн ытла ир? — анасласа ыйтрӗ Прохор.

— Итле.

Прохор пуҫне йӗнер ҫытарӗ ҫинчен ҫӗклерӗ, инҫетре тупӑ сасси янӑравсӑррӑн кӗмсӗртетсе кайнине илтрӗ.

Ҫӑвӑнчӗҫ, салӑ ҫирӗҫ те ыйхӑран вӑранса ҫитнӗ участокран тухрӗҫ. Тӑкӑрлӑксенче речӗ-речӗпе ҫунасем лараҫҫӗ, ҫынсем вӗркӗшеҫҫӗ, тул ҫутӑлас умӗнхи тӗттӗмре тахӑшӗ хӑйӑлтатса кӑшкӑрать:

— Ҫук ӗнтӗ, хӑвӑр пытарӑр вӗсене! Эпир ултӑ ҫын валли шӑтӑк алтнӑ ҫӗре кӑнтӑрла та ҫитсе каять!

— Та хиба ж мы обязаны их ховать? — лӑпкӑн ыйтрӗ иккӗмӗшӗ.

— Пытаратӑр! — кӑшкӑрчӗ хӑйӑлти сасӑлли. — Ҫук-тӑк — выртчӑрах сирӗн патӑрта шӑршланса, ман ним ӗҫ те ҫук!

— Та шо вы, господин дохтор! Нам колы усих ховать, яки из проезжих помырають, так тике це и робыть. Мабуть сами приберете?

— Тасал куҫран, ухмах упӑте! Эсӗ тесе, ман мӗн — лазарета хӗрлисене памалла, тет-и?

— Вилнисем никама та кирлӗ мар… — терӗ Григорий урама капланса тулнӑ лавсем патӗнчен ҫаврӑнса иртнӗ чух.

— Кунта чӗррисем те никама кирлӗ мар, эсӗ вилнисем тетӗн, — тавӑрчӗ Прохор.

Донӑн ҫурҫӗр енчи пур станицӑсем те кӑнтӑралла тапаланаҫҫӗ. Беженецсен йышлӑ лавӗсем, Царицын — Лихая чугун ҫулӗ урлӑ каҫса, Маныч патнелле ҫывхарчӗҫ. Пӗр эрне ҫул ҫинче пулнӑ хушӑра Григорий темиҫе хутчен те Татарски казакӗсем ҫинчен ыйтрӗ, анчах вӑл иртсе кайнӑ хуторсенче вӗсем курӑнмаҫҫӗ; ахӑртнех, таҫта сулахаялла пӑрӑннӑ пулас та, украин слободисене кӗмесӗр, казак хуторӗсем витӗр Обливски станица еннелле кайнӑ-тӑр. Вунвиҫҫӗмӗш талӑкӗнче тин Григорин хӑйсен хуторӗсен йӗрӗ ҫине ӳкме май килчӗ. Чугун ҫул урлӑ каҫсан, тахӑш хутортаччӗ, вӑл ӑнсӑртран кӳршӗ килте темле Вешенски станица казакӗ тифпа чирлӗ выртни ҫинчен пӗлчӗ. Григорий вӑл ӑҫтан иккенне пӗлме кайрӗ те, пӗчӗк лутра пӳрте кӗрсен, урайӗнче выртакан Обнизов старике палласа илчӗ. Ун сӑмахӗнчен вӑл Татарски казакӗсем ку хутортан виҫӗмкун тухса кайни, вӗсем хушшинче тифпа чирлисем нумаййи, иккӗшӗ ҫул ҫинчех вилни тата ӑна, Обнизова, хӑй ыйтнипе кунта хӑварни ҫинчен пӗлчӗ.

— Кӑштах самайланӑп-и те, хӗрлӗ юлташсем хӗрхенсен, вӗлермесен, — мӗнле те пулин киле ҫитӗп, ҫук пулсан — кунтах вилсе выртӑп. Вилесси вӑл кирек ӑҫта та ҫавах, ниҫта та ҫӑмӑл мар… — терӗ старик Григорипе сывпуллашнӑ чух.

Григорий ашшӗ сывлӑхӗ ҫинчен ыйтрӗ, анчах Обнизов нимӗн те каламарӗ, чи хыҫалти лавсенчен пӗринпе ларса килнӗ пирки Малахов хуторӗнчен тухнӑранпа та Пантелей Прокофьевича курман, тесе пӗлтерчӗ.

Тепӗр каҫхине Григорин ӗҫ ӑнчӗ: ҫӗр вырттарма ыйтма кӗнӗ малтанхи килтех вӑл Тури Чир хуторӗнчен килсе ҫитнӗ паллакан казаксене тӗл пулчӗ. Вӗсем ӑна, хӗсӗнкелесе, вырӑн пачӗҫ те, Григорий кӑмака ҫумне пырса ларчӗ. Пӳлӗмре пӗр вунпилӗк беженец — вӗсем хушшинче виҫҫӗшӗ тифпа чирлӗскерсем, тепри пичӗ-куҫӗпе ал-урине тӑм илтерсе пӗтернӗскер — ҫума-ҫумӑн тӑсӑлса выртнӑ. Казаксем каҫхи апат валли салӑ ярса вир пӑтти пеҫернӗ, — Григорипе ун ҫыннисене те тараватлӑн пӗрле ларса апатланма сӗнчӗҫ. Прохорпа Григорий пӑтта ҫиес килсех ҫирӗҫ. Аксинья хирӗҫ пулчӗ.

— Ай выҫӑ мар-и? — ыйтрӗ юлашки кунсенче Аксинья ҫине тивӗҫлӗ сӑлтавсӑрах урӑхларах пӑхма, унпа тӳрккесрех пулсан та, хӗрхенсе калаҫма пуҫланӑ Прохор.

— Тем, ӑш пӑтранать ман… — Аксинья пуҫ ҫине тутӑр уртса картишне тухрӗ.

— Чирлемен-и вӑл? — ыйтрӗ Прохор Григорирен.

— Кам пӗлет ӑна, — Григорий пӑтӑ турилккине шутарса лартрӗ, хӑй те картишне тухрӗ.

Аксинья кӑкӑрне аллипе чӑмӑртаса крыльца ҫумӗнче тӑрать. Григорий ӑна ыталаса илчӗ, пӑшӑрханса ыйтрӗ:

— Эсӗ мӗн, Ксюша?

— Ӑш пӑтранать, пуҫ та ыратать.

— Атя пӳрте, кӑшт выртса кан.

— Кӗр, эпӗ халех.

Сасси ун йӑваш та вӑйсӑр, хусканӑвӗсем сӳрӗк. Вӑл вӗри хутса ӑшӑтнӑ пӳлӗме кӗнӗ чух Григорий ун ҫине тинкерсерех пӑхрӗ те питҫӑмартийӗсем кӑвар пек хӗрелсе тӑнине, куҫӗсем сӳнӗккӗн йӑлтӑртатнине асӑрхарӗ. Чӗри ун шиклӗн ыратса кайрӗ: иккӗленмелли ҫук, Аксинья хытах чирлӗ. Григорий вӑл ӗнер те ҫан-ҫурӑмӗ шӑнтни, пуҫ ыратни ҫинчен каланине, ир еннелле мӑйӗ ҫинчи кӑтра ҫӳҫ пайӑркисем пуҫ ҫунӑ хыҫҫӑнхи пек йӗп-йӗпе тар пулнине аса илчӗ. Ҫакна вӑл шуҫӑм килнӗ чухне вӑрансан туйнӑччӗ те ҫывӑракан Аксинья ҫине чылайччен куҫ илмӗсӗр пӑхса выртрӗ, ун ыйхине татас мар тесе ҫеҫ тӑма шутламарӗ.

Аксинья йывӑр ҫула чӑтӑмлӑн тӳсрӗ. Прохор час-часах: «Мӗн шуйттанле вӑрҫӑ ку, ӑна кам эсрелӗ ҫавнашкал шутласа кӑларнӑ? Кунӗ-кунӗпе ҫул ҫинче, ӑҫта ҫитсен те — ниҫта ҫӗр каҫма вырӑн ҫук, хӑҫанччен ҫапла сӗтӗрӗнсе ҫӳресси паллӑ та мар», тесе ӳпкелешсе ятлаҫнӑ чух Аксинья ӑна хавхалантарма та пӑхрӗ. Анчах ҫав кунхине Аксинйӑн та тӳсӗмӗ ҫитмерӗ. Ҫӗрле, пурте ҫывӑрма выртсан, Григорие вӑл макӑрнӑ пек туйӑнчӗ.

— Эсӗ мӗн капла? — ыйтрӗ вӑл пӑшӑлтатса. — Санӑн мӗн ыратать?

— Чирлерӗм эпӗ… Мӗн тӑвӑпӑр-ши халь? Пӑрахсах хӑваратни мана?

— Ну, вӑт тата ухмах! Мӗнле пӑрахам пуль сана? Ан нӗшӗкле, тен, ку ахаль кӑна, ҫул ҫинче шӑннӑран пулӗ, эсӗ, ав, хӑраса та ӳкнӗ.

— Гришенька, ку — тиф.

— Пустуй ан калаҫ! Ним палли те ҫук: ҫамку сивех, тен — тиф та мар, — лӑплантарчӗ ӑна Григорий, анчах ӑшӗнче Аксинья шатраллӑ тифпа чирлине ӗненчӗ, ӑна чир ураран ӳкерес пулсан, унпа мӗн тӑвасси ҫинчен чунне ыраттарса шухӑшларӗ.

— Ах, йывӑр кунашкал кайма! — пӑшӑлтатрӗ Аксинья, Григорий ҫумне чӑмӑртанса. — Кур-ха, мӗн чухлӗ халӑх ҫӗр каҫма чыхланса тулать. Пыйтӑ ҫисе ярать пире, Гриша! Манӑн ав ниҫта ларса пӑхма ҫук, пур ҫӗрте те — арҫын… Ӗнер эпӗ сарайне тухрӑм, хывӑнтӑм та, кӗпе ҫинче вӗсем… Турӑҫӑм, ӗмӗрте ун пеккине курманччӗ! Вӗсем ҫинчен аса илсенех ӑш пӑтранма пуҫлать, ним апат ҫиес килмест… Ӗнер куртӑн-и сак ҫинче выртнӑ старикӗнне? Мӗн чухлӗ ун вӗсем? Сӑхманӗ ҫинчех йӑпӑртатса ҫӳреҫҫӗ.

— Эсӗ ан шухӑшла ун пирки, пуҫларӑн, мур пӗлет, темскер! Ну, пыйтӑ-тӑк — пыйтӑ, службӑра шутламаҫҫӗ вӗсене, — эрленсе пӑшӑлтатрӗ Григорий.

— Ман пӗтӗм ҫан-ҫурӑм кӗҫтет.

— Пурин те кӗҫтет вӑл, халӗ мӗн тумалла, тет ӗнтӗ? Чӑт. Екатеринодара ҫитетпӗр те — ҫӑвӑнса тасалӑпӑр.

— Ҫие хӑть ан та тӑхӑн таса япала, — терӗ ассӑн сывласа Аксинья. — Пӗтереҫҫӗ вӗсем пире, Гриша!

— Ҫывӑрах, ыран ирех ҫул ҫине тапранатпӑр. Григорий чылайччен кӑтӑш пулаймарӗ. Аксинья та ҫывӑрмарӗ. Пуҫне кӗрӗк аркипе хупласа, вӑл темиҫе хутчен нӗшӗклетсе илчӗ, унтан вӑрахчен йӑшӑлтатса выртрӗ. Григорий хӑй еннелле ҫаврӑнса ыталасан тин вӑл тӗлӗрсе кайрӗ. Григорий ҫӗр варринче хыттӑн тӑрӑнлаттарса шакканӑ сасӑпа вӑранса кайрӗ. Тахӑшӗ алӑка ҫӗмӗрет, хаяррӑн ҫухӑрать:

— Ну-ккӑ, уҫӑр тавай! Атту алӑка ватса кӗретпӗр! Вилнӗ пек ҫывӑраҫҫӗ, эсрелсем!..

Кил хуҫи, ватӑлас енне сулӑннӑ йӑваш казак, ҫенӗке тухрӗ.

— Кам ку? Мӗн кирлӗ сире? Ҫӗр каҫма пулсан — ҫук пирӗн патра вырӑн, ахаль те лӑк-тулли ҫын, ниҫта пӑркаланма ҫук.

— Уҫ, теҫҫӗ сана! — кӑшкӑрчӗҫ картишӗнчен. Алӑка яриех уҫса ярса, малти пӳлӗме хӗҫпӑшаллӑ казаксем пӗр пиллӗкӗн кӗпӗртетсе кӗчӗҫ.

— Камсем ҫывӑраҫҫӗ сан патра? — шӑнса кайнӑ тута хӗррисене аран мӗкӗлтеттерсе ыйтрӗ пӗри, сӑн-пичӗ сивве пула чугун пек хуралса ларнӑскер.

— Беженецсем. Эсир тата камсем?

Вӗсенчен пӗри ним каламасӑрах курницӑналла ярса пусре, кӑшкӑрса тӑкрӗ:

— Эй, эсир! Выртнӑ епле сарӑлса! Халех тасалӑр кунтан! Кунта ҫарсем чарӑнаҫҫӗ. Тӑрӑр, тӑрӑр! Часрах йӑшаланӑр, теҫҫӗ сире, атту ак тапса сирпӗтсе кӑларатпӑр!

— Эсӗ кам вара, ҫаплах мӗкӗрешекенскер? — ыйхи уҫӑлайман сасӑпа хӑйӑлтатса ыйтрӗ те Григорий майӗпен ура ҫине тӑчӗ.

— Кӑтартӑп ак сана хам камне! — казак Григорий еннелле ярса пусрӗ, краҫҫын лампин тӗксӗм ҫутинче аллинчи наган кӗпҫин шӑтӑкӗ хурараххӑн йӑлтӑртатса илчӗ.

— Ав мӗнле шухӑ эсӗ… — терӗ чеен Григорий. — Кӳр-ха, кӑтарт хӑвӑн теттӳне! — Вӑл, казакӑн ал сыппине лап ярса тытса, вирлӗн ҫатӑрласа пӑчӑртарӗ те, лешӗ, ҫавӑнтах, ахлатса илсе, пӳрнисене вӗҫертрӗ. Наган урайне сарса хунӑ ашӑк ҫине ҫемҫен таклатса ӳкрӗ. Григорий казака аяккалла тӗртсе ячӗ, хӑвӑрт урайне пӗшкӗнсе, нагана кӗсйине илсе чикрӗ те лӑпкӑн каларӗ:  — Халӗ калаҫӑпӑр ак. Хӑш чаҫрен? Эсир миҫен кунта, ҫавӑн пек харсӑрсем?

Кинет ӗҫ хыҫҫӑн хӑйне аранах алла илсе, казак кӑшкӑрчӗ:

— Атьсем! Кунта!

Григорий, алӑк патне пырса, ҫурӑмӗпе алӑк сулли ҫумне сӗвенсе тӑчӗ.

— Эпӗ Вуниккӗмӗш Дон полкӗн сотникӗ. Шӑпрах! Ан ҫухӑрӑр! Кам унта мӗкӗрешет? Эсир мӗн-ха урса кайрӑр, савнӑ станишниксем? Кама эсир тапса сирпӗтсе кӑларатӑр? Кам сире ун пек полномочи панӑ? Ну-ка, марш халех кунтан!

— Эсӗ мӗн йӑслатӑн? — терӗ хыттӑн казаксенчен пӗри.

— Курса пӑхнӑ эпир санашкал сотниксене! Пирӗн мӗн, тулта ҫӗр каҫмалла-и? Пушатӑр пӳрте! Пире беженецсене пурне те килсенчен кӑларса ыткӑнтарма хушнӑ, ӑнланмалла-и сире? Атту, пур-халӗ, епле шавласа кайрӗ! Курнӑ эпир сирӗнешкелсене!

Григорий ун умнех пырса тӑчӗ, сӑмахӗсене шӑл витӗр сӑрӑхтарса каларӗ.

— Кун пеккинех курман-ха эсӗ. Мӗн, сана пӗр ухмахран икӗ ухмах туса ямалла-и? Эпӗ пултаратӑп! Ҫук ан чак эсӗ каялла! Ку ман наган мар, эпӗ ӑна юлташӑрӑнне вӑтӑрса илтӗм. Ме, парах ӑна, тата эпӗ кӳпкеме тытӑниччен хӑвӑртрах тухса шӑвӑнӑр, атту кӗҫех сирӗн пӗтӗм тӗкӗр-ҫӳҫӗре вӗҫтерме тытӑнатӑп! — Григорий казака, ҫӑмӑллӑн тепӗр майлӑ ҫавӑрса тӑратса, алӑк еннелле тӗксе ячӗ.

— Хӑлха чикки туянтармалла-и ӑна? — шухӑша кайнӑ пекрех ыйтрӗ питне тӗве тирӗнчен ҫӗленӗ пашлӑкпа кӗптенӗ патвар казак. Вӑл Григорий хыҫӗнче тӑрать, урисене хускаткаланӑ май, тӗпне тир ҫӗленӗ пысӑк ҫӑматтисене нӑчӑртаттарса ун ҫинелле пӑхать.

Григорий ун еннелле ҫаврӑнса тӑчӗ, ӗнтӗ хӑйне хӑй тытса чарма пултараймасӑр, чышкисене чӑмӑртарӗ, анчах казак, аллине ҫӗклесе, туслӑн каларӗ:

— Ваше благороди темелле-и сана е урӑхларах-и, — итле эс: чим, тӑхта чышкупа хӑмсарма! Эпир шӑв-шав туса тӑмастпӑр, каятпӑр. Анчах асту, ку чухнехи вӑхӑтра казаксене ытлашши пит ан тапӑн. Халӗ татах ав вунҫиччӗмӗш ҫулти пек кӑрӑс вӑхӑт ҫывхарать. Пӗр-пӗр чӑрсӑртараххисем ҫине пырса тӑрӑнатӑн та — вӗсем санран иккӗ те мар, тӳрех пиллӗк туса хураҫҫӗ! Куратпӑр-ха, офицерӗ эсӗ харсӑр, калаҫнӑ тӑрӑх мана хамӑрашкал казак пекех туйӑнать, анчах эсӗ хӑвна чипертерех тыт, атту тем инкек курасси пулӗ…

— Ҫитет сана ӑна турӑ вырӑнне мухтама! — терӗ тарӑхнӑ сасӑпа наганне Григорий тӑпӑлтарса илнӗ казак. — Кӳршӗ киле каяр. — Унтан чи малтан алӑк патнелле ярса пусрӗ. Григорий умӗнчен иртнӗ чух ун ҫинелле чалӑшшӑн пӑхса илчӗ, пӑшӑрханнӑ сасӑпа каларӗ:  — Ҫыхланас теместпӗр санпа, господин офицер, атту тӗне кӗртеттӗмӗрччӗ те-ха сана!

Григорий тутине йӗрӗннӗ пек чалӑштарчӗ:

— Куна кам, эсӗ тӗне кӗртеттӗнччӗ-и? Каях, кай йӗмне антарса яриччен. Тупӑнчӗ тӗне кӗртекенни! Шел, наганна тавӑрса патӑм. Санашкал паттӑрӑн наган мар, сурӑх хӳри ҫакса ҫӳремелле!

— Кайрӑмӑр, атьсем, кирлех пуль вӑл пире! Тӗкӗнмерӗн — шӑршӑ пулмасть! — терӗ унччен калаҫӑва хутшӑнман тепӗр казак, кӑмӑллӑн кулкаласа.

Мӑкӑр-мӑкӑр ятлаҫса, шӑннӑ аттисемпе урайне кӗптӗртеттерсе, казаксем ҫенӗке кӗпӗрленсе тухрӗҫ. Григорий кил хуҫине хиврен хытарса каларӗ:

— Алӑк ан уҫнӑ пул! Шаккакаласа тӑраҫҫӗ те, хӑйсемех пӑрахса каяҫҫӗ, ҫук-тӑк — мана вӑрат.

Шӑв-шава пула ыйхӑран вӑраннӑ Тури Чир казакӗсем ҫурма сасӑпа калаҫса илчӗҫ.

— Ав мӗнле пӑсӑлса кайрӗ дисциплина! — кулянса ассӑн сывларӗ пӗр старикӗ. — Офицерпа та ҫапла калаҫаҫҫӗ те, кӗрт ҫурисем… Ӗлӗкхи саманара пулсан-и? Ним мар вӗсене каторгӑна тытса ӑсатмаллаччӗ!

— Калаҫни тарам-ха! Куртӑн-и, ҫапӑҫма тӑчӗҫ! «Хӑлха чикки туянтармалла-и ӑна?» — тет пӗри, леш хӑй пашлӑк тӑхӑннӑ мӑнттай тункати. Ав мӗнле чӑрсӑрланса кайнӑ, эсрелсем!

— Эсӗ вара ҫакӑншӑн та каҫаратӑн-и вӗсене, Григорий Пантелевич? — ыйтрӗ пӗр казакӗ.

— Мӗн тӑвӑн-ха вӗсемпе? — терӗ Григорий, шинелӗпе витӗнсе, ҫынсем калаҫнине ним тарӑхмасӑр кулкаласа итлесе выртнӑ май. — Халӗ вӗсем пуринчен те татӑлса юлнӑ та никама та пӑхӑнмаҫҫӗ; шайккӑн-шайккӑн, командирсемсӗр каяҫҫӗ. Вӗсемшӗн кам халь судья, кам начальник? Хӑйсем хушшинче хӑшӗ вӑйлӑрах — ҫавӑ кӑна. Чаҫре, тен, вӗсен пӗр офицер та юлман. Курнӑ эпӗ унашкал хӑр-тӑлӑх сотньӑсене! Ну, ҫывӑрар, атьӑр.

Аксинья шӑппӑн пӑшӑлтатса каларӗ:

— Мӗн ҫыхлантӑн-ха вӗсемпе, Гриша ? Унашкал ҫынсемпе, турӑ пул, ан хирӗҫ. Вӗсем сана, ҫавнашкал тӑрлавсӑрсем, вӗлерме те пултараҫҫӗ.

— Ҫывӑр, ҫывӑр, ыран иртерех тӑратпӑр. Ну, мӗнле сан? Кӑштах та пулин ҫӑмӑл мар-и?

— Ҫук, ҫавах.

— Пуҫ ыратать-и?

— Ыратать. Ӗнтӗ манран ура ҫине тӑрасси пулмасть те пулӗ.

Григорий аллине Аксинья ҫамки ҫине хучӗ, ассӑн сывласа илчӗ:

— Санран кӑмакари пек вӗри ҫапать. Ну, темех мар, ан хӑра! Хӗрарӑмӗ эсӗ ҫирӗп, уҫӑлатӑн.

Аксинья шарламарӗ. Ӑна ӑш хыпни асаплантарчӗ. Вӑл, кухньӑна темиҫе хут тухса, шӑршланса кайнӑ лӗп шыв ӗҫрӗ, ӑш лӗкленнипе пуҫ ҫаврӑннине аран ирттеркелесе, каллех ашӑк ҫине кӗрсе выртрӗ.

Ҫӗр каҫиччен хваттере вырнаҫасшӑн татах тӑватӑ ушкӑн килсе кайрӗ. Вӗсем алӑка прикладсемпе танклаттарса шаккарӗҫ, чӳрече хупписене уҫса, кантӑксене тӑнкӑртаттарчӗҫ, Григорий ӑс парса вӗрентнӗ кил хуҫи ҫенӗкрен: «Кайӑр кунтан! Кунта бригада штабӗ тӑрать!» — тесе ятласа тӑксан тин пӑрӑнса кайрӗҫ.

Тул ҫутӑлнӑ чухне Прохорпа Григорий лашасене кӳлсе тӑратрӗҫ. Аксинья аран тумланкаласа картишне тухрӗ. Хӗвел хӗрелсе хӑпарать. Мӑрьесенчен сенкер тӳпенелле кӑвак тӗтӗм йӑсӑрланса хӑпарать. Ҫӳл тӳпере хӗвел аялтан йӑлкӑштарса ҫутатакан хӗрлӗ пӗлӗт лӑстӑкӗ ҫакӑнса тӑрать. Картасемпе сарай вителӗкӗсене ҫӑра пас хупласа илнӗ. Лашасенчен пӑс мӑкӑрланать.

— Тен, выртатӑн? — ыйтрӗ Григорий, Аксинйӑна ҫуна ҫине ларма пулӑшса. — Апла канлӗрех пулать сана.

Аксинья килӗшсе пуҫне сулчӗ. Григорий ун урисене ашӑкпа типтерлӗн кӗптесе витнӗ чух вӑл ун ҫине сӑмахсӑр тав туса пӑхса илчӗ, куҫӗсене хупрӗ.

Кӑнтӑрла тӗлӗнче, мӑн ҫултан пӗр-икӗ ҫухрӑмра вырнаҫнӑ Ҫӗнӗ Михайловски поселокӗнче утсене апат пама чарӑнсан, Аксинья ҫуна ҫинчен те тӑраймарӗ. Григорий, ӑна пӳрте ҫавӑтса кӗрсе, кил хуҫи хӗрарӑмӗ тараватлӑн сӗннӗ кравать ҫине вырттарчӗ.

— Япӑх-и сана, чунӑм? — ыйтрӗ вӑл, сӑнран ӳкнӗ Аксинья патнелле пӗшкӗнсе.

Аксинья аран куҫне уҫрӗ, ун ҫине тӗтреллӗн пӑхса илчӗ те каллех тӗлӗрсе кайнӑ пек пулчӗ. Григорий чӗтрекен аллисемпе ун пуҫӗнчи тутӑра салтса илчӗ. Аксиньйӑн питҫӑмартисем пӑр пек сивӗ, ҫамки вут пек вӗри, ҫӳҫӗ пӑчӑр-пӑчӑр тар тапса тухнӑ тӑнлавӗсем тӗлӗнче шерепен-шерепен пӑрланса ларнӑ. Каҫалапа Аксинья тӑн ҫухатрӗ. Ун умӗн вӑл пӑшӑлтатса шыв ыйтнӑччӗ.

— Сиввине, юр шывне, парӑр. — Унтан шӑпланса выртрӗ те уҫӑмлӑ сасӑпа каларӗ:  — Чӗнӗр-ха Гришӑна.

— Эпӗ кунтах. Мӗн кирлӗччӗ, Ксюша? — Григорий ӑна аллинчен тытрӗ, ӑстайсӑррӑн та именчӗклӗн ҫупӑрласа ачашларӗ.

— Ан пӑрах мана, Гришенька!

— Пӑрахмастӑп эп. Мӗн пирки апла калатӑн?

— Пӑрахса ан хӑвар мана ют ҫӗрте… Вилетӗп эп кунта.

Прохор шыв пырса пачӗ. Аксинья кушӑхса ҫуркаланнӑ тутине йӗс курка хӗрри патне хыпӑнчӑклӑн илсе пычӗ, темиҫе сыпкӑм ҫӑтрӗ те, йынӑшса ярса пуҫне минтер ҫине ӳкерчӗ. Тепӗр пилӗк минутран вӑл ҫыхӑнусӑр та ним ӑнланмалла мар аташса калаҫма тытӑнчӗ. Ун пуҫӗ вӗҫне пырса ларнӑ Григорий темиҫе сӑмах ҫеҫ уйӑрса илме пултарчӗ: «Ухас пулать… Синька тупса кил… ирех…» Унтан Аксиньйӑн уҫӑмсӑр сӑмахӗсем пӑшӑлтатса кӑна тухакан пулчӗҫ. Прохор, пуҫне пӑркаласа, Григорие ӳпкелесе илчӗ:

— Каларӑм ан илсе тух ҫул ҫине тесе! Ну, мӗн тӑватпӑр-ха халӗ? Асап кӑна, туршӑн та, урӑх ним те мар! Кунтах ҫӗр каҫатпӑр-и? Хӑлхасӑр мар пулӗ эс? Кунтах ҫывӑратпӑр-и е малалла каятпӑр, тетӗп?

Григорий чӗнмерӗ. Вӑл, ҫурӑмне мӑкӑртса, Аксиньйӑн шурса кайнӑ пичӗ ҫине куҫ илмесӗр пӑхса ларчӗ. Кил хуҫи арӑмӗ, тарават та уҫӑ кӑмӑллӑскер, куҫӗпе Аксинья ҫинелле кӑтартса, Прохортан шӑппӑн ыйтрӗ:

— Ку арӑмӗ пулать-и вӗсен? Ачисем те пур-и?

— Ачисем те пур, пурте пур, телейӗ кӑна ҫук пирӗн, — мӑкӑртатса тавӑрчӗ Прохор.

Григорий, картишне тухса, чылайччен ҫуна ҫинче чӗлӗм туртса ларчӗ. Аксиньйӑна поселокрах хӑварма тивет, ӑна татах ҫул ҫине илсе тухсан вилсе те кайӗ. Ку Григоришӗн паллӑ пулчӗ. Вӑл пӳрте кӗчӗ, каллех кравать хӗррине пырса ларчӗ.

— Кунтах ҫӗр каҫатпӑр-и? — ыйтрӗ Прохор.

— Кунтах. Тен, ыран та каймастпӑр.

Кӗҫех кил хуҫи хӑй те — чӑл-чӑл та йӑрӑ куҫлӑ, лутака пӳллӗ, типшӗм арҫын — килсе кӗчӗ. Йывӑҫ урипе кӗптӗртеттерсе (унӑн хӑрах урине чӗркуҫҫи таран татнӑ), вӑл сӗтел патне хӑюллӑн лӑкӑштатса иртрӗ, хывӑнчӗ те Прохор ҫинелле куҫне сиввӗн чалӑштарса пӑхса ыйтрӗ:  — Хӑнасем ярса пачӗ-и турӑ? Ӑҫтисем? — Унтан, кам мӗн каласса кӗтмесӗр, арӑмне хушрӗ:  — Пар халех мӗн те пулин ҫиме, эпӗ йытӑ пек выҫӑ!

Вӑл вӑрахчен нисӗпсӗррӗн ҫисе ларчӗ. Унӑн йӑскӑн куҫӗсем час-часах пӗрре Прохор ҫинче, тепре ним хускалмасӑр выртакан Аксинья ҫинче чарӑнчӗҫ. Курницӑран Григорий тухрӗ, сывлӑх сунчӗ. Кил хуҫи сӑмах чӗнмесӗр пуҫне сулчӗ, унтан ыйтрӗ:

— Чакатпӑр-и?

— Чакатпӑр.

— Пӗтертӗр-и ҫапӑҫса, ваше благороди?

— Ҫапларах пек.

— Ку, мӗн-ха, арӑм-и сирӗн? — кил хуҫи Аксинья еннелле пуҫӗпе сулчӗ.

— Арӑм.

— Мӗншӗн койка ҫине вырттарнӑ ӑна? Хамӑр вара ӑҫта ҫывӑратпӑр? — мӑртӑхса ыйтрӗ вӑл арӑмӗнчен.

— Чирлӗ вӑл, Ваня, шеллерӗм.

— Шеллерӗн! Вӗсене пурне те шеллесе пӗтереймӗн, ав, мӗн чухлӗн йӑтӑнса килеҫҫӗ! Эсир чӑрмантаратӑр пире, ваше благороди…

— Ырӑ ҫыннӑмсем! Турӑ пулӑр, пулӑшӑр ҫак инкекре. Тек ӑна илсе кайма ҫук, вилет, юлтӑр-и вӑл сирӗн патӑрта?.. Пӑхнӑшӑн ыйтнӑ хакнех тӳлетӗп, ӗмӗр асӑнӑп ырӑ тунине… Килӗшӗр ӗнтӗ, тархасшӑн, хӗрхенӗр!

Аллине кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса, кил хуҫисене ҫак сӑмахсене каланӑ чух Григорий сасси пачах та халичченхи пек мар, темле ӳкӗтлесе-тархасласа йӑлӑннӑ чухнехи евӗр мӗскӗннӗн тухрӗ.

Кил хуҫи малтанах, чирлӗ ҫынна пӑхма вӑхӑт ҫукки, вӑл чӑрмантарса ҫеҫ пурӑнни ҫине ярса, яхӑнне те килӗшмерӗ, унтан, апат ҫисе тӑрансан, ҫапла каларӗ:

— Паллах ӗнтӗ — ахаль кам пӑхса усратӑр ӑна. Пӑхнӑшӑн мӗн чухлӗ памаллаччӗ эсир? Пирӗн ӗҫшӗн мӗн чухлӗ тӳлеме хӗрхенместӗр?

Григорий кӗсйинчи пӗтӗм укҫине кӑларса кил хуҫи еннелле тӑсрӗ. Лешӗ Дон кредиткисен пачкине иккӗленсе илчӗ, шутласа пӑхнӑ хыҫҫӑн ыйтса пӗлчӗ:

— Микулай патшаннипе ҫук-и сирӗн?

— Ҫук.

— Тен, керенкӑсем пур? Кусем ытла пит шанчӑксӑр.

— Керенкӑсем те ҫук. Кирлӗ-и, хам лашана хӑваратӑп?

Кил хуҫи чылайччен шухӑшласа ларчӗ, унтан иккӗленчӗклӗн хуравларӗ:

— Ҫук. Эпӗ лашине илнӗ пулӑттӑм-ха, паллах, пирӗн хресчен пурнӑҫӗнче вӑл пуринчен кирли. Анчах ку чухнехи саманара май ҫук: шуррисем мар пулсан, пурпӗрех хӗрлисем тытса тухаҫҫӗ, усӑ курасси те пулмасть. Манӑн ав пӗр хӑнуй кӗсрешке пур та, уншӑн та чун вырӑнта мар: кӗтсех тӑр — килсе кӗрӗҫ те ним мар картишӗнчен нӑхталаса тухса кайӗҫ. — Вӑл каллех хӑй ӑссӗн шухӑшласа ларчӗ, унтан, тӳрре тухас тенӗ пек, хушса хучӗ:  — Турӑ хута кӗтӗр те, эсир ан шухӑшлӑр мана ҫавнашкалах выҫкӑн тесе! Хӑвӑрах шухӑшласа пӑхӑр, ваше благороди: вӑл уйӑх е ытларах та выртӗ-и, куна пар ӑна, теприне пар, унтан тӑрантарас та пулать. Ҫӑкӑрӗ-тӑварӗ, сӗчӗ-ҫӑвӗ, ҫӑмарти, аш-пӑшӗ — ку йӑлтах укҫа-тенкӗ-ҫке-ха, тӗрӗс калатӑп-и? Ҫаплах тата кӗпи-йӗмне те ухас пулать ун хыҫҫӑн, хӑйне те ҫуса ямалла унтан татах, ҫавнашкал темтепӗр… Халиччен арӑм килти-ҫуртри ӗҫсемпе аппаланатчӗ, капла ав, ӑна пӑхса пурӑнма тивӗ. Ку ҫӑмӑл ӗҫ мар! Ҫук, эсир ан хытӑр, парӑр мӗн те пулин татах. Эпӗ — инвалид, хӑвӑрах куратӑр — урасӑр. Мӗнле укҫа тума, мӗн ӗҫлеме пултарас халь ман? Пурӑнатпӑр ҫапла турӑ панипе те, ҫӑкӑр ҫырткалатпӑр та квас сыпатпӑр…

— Эпӗ пӗртте хытмастӑп, ырӑ ҫыннӑм, — терӗ Григорий, ӑшра капланса тулнӑ тарӑхупа тӑвӑнса. — Ҫумри пӗтӗм укҫана кӑларса патӑм сана, эпӗ унсӑр та мӗнле те пулин пурӑнкалӑп. Урӑх тата мӗн кирлӗччӗ сана?

— Патӑрах пуль пӗтӗм укҫӑра! — ӗненмесӗр кулса илчӗ кил хуҫи. — Сирӗн шалӑвӑрпа вӑл сирӗн хутаҫҫи-хутаҫҫипе пулмалла.

— Эсӗ тӳрӗ кала, — терӗ Григорий, сӑнӗпе тӗксӗмленсе:  — Хӑваратӑр-и чирлӗ хӗрарӑма кунта, ҫук-и?

— Ҫук, унашкал турткалашатӑр пулсан — ӑна кунта хӑварнинчен пире ним лайӑххи те ҫук. — Кил хуҫи сасси чӑнласах кӳреннӗ пек тухрӗ. — Калатӑп-иҫ, вӑйӑлла ӗҫ мар ку… Офицер арӑмӗ, апла та капла, кӳршӗсем пӗлӗҫ, унтан ак сирӗн хыҫҫӑнах юлташсем персе ҫитӗҫ, унта-кунта турткалама тапратӗҫ. Ҫук, апла пулсан, илсе кайӑрах ӑна, тен, кӳршӗсем хӑшӗ те пулин килӗшӗҫ. — Вӑл, куҫкӗрет кӳренсе, укҫине Григорие тавӑрса пачӗ те, табак енчӗкӗ кӑларса, чикаркка пӗтӗрме тытӑнчӗ.

— Эсӗ ун патӗнчех пул, хваттер шырама кайрӑм, — терӗ Прохора Григорий, шинель тӑхӑнса ярса.

Вӑл алӑк хӑлӑпӗнчен те тытнӑччӗ ӗнтӗ — кил хуҫи чарса тӑратрӗ:

— Чимӗр-ха, ваше благороди, мӗн аплах хыпаланатӑр? Эсир мӗн, эпӗ шеллеместӗп пулӗ тетӗр-и чирлӗ хӗрарӑма? Питӗ те хӗрхенетӗп ӑна. Хам та салтакра ҫӳресе курнӑ та хисеплетӗп сирӗн званипе чина. Мӗн-ха, леш укҫи ҫумне татах мӗн те пулин хушса параймӑр-ши эсир?

Хальхинче Прохорӑн чӑтӑмӗ юлмарӗ. Тарӑхнипе хӗремесленсе кайса, хаяррӑн кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

— Тата мӗн картлӑ пуҫӗ хушса памалла сана, урасӑр ҫӑхан?! Юлашки уруна хуҫса ямалла, акӑ мӗн кирлӗ сана! Григорий Пантелевич! Йытӑ вилли туса хӑварам-и эпӗ ӑна? Кайран Аксиньйӑна хунӑ та — вӗҫтерсе панӑ. Мур карланкине лакса лартӑр вӑл, ак ҫак хура шуйттан!..

Кил хуҫи сӑмахӗсемпе чыхлана-чыхлана ятлаҫакан Прохора ним пӳлмесӗр итлесе пӗтерчӗ; юлашкинчен тин каларӗ:

— Ахалех кӳрентеретӗр мана, служивӑйсем! Ку вӑл — хамӑр хушӑра килӗшмелли ӗҫ, ҫавӑнпа та пирӗн ним тарӑхмалли-ятлаҫмалли те ҫук. Ну, мӗн-ха эсӗ ман ҫине ҫав таран сиксе ӳкрӗн, казак? Ара, укҫашӑн калаҫрӑм-и-мӗн эпӗ? Куна эпӗ пӗртте укҫа хуштарасшӑн тапратмарӑм! Эпӗ сирӗн, тен, мӗн те пулин ытлашши хӗҫпӑшал, ну, калӑпӑр, винтовка е револьвер пек япала тупӑнмӗ-и тесе каларӑм… Вӑл пурри-ҫукки сирӗншӗн пӗрех, пирӗншӗн, ку чухнехи вӑхӑтсене кура — пысӑк пурлӑх. Кил-ҫурт валли хӗҫпӑшал темле пулсан та халь кирлӗ! Ак мӗн пирки каларӑм сире! Малтан сӗннӗ укҫана кӳрӗр те ун ҫумне винтовка хушса парӑр, — калаҫса та татӑлнӑ: хӑварӑрах чирлӗ хӗрарӑма, эпир ӑна, турӑшӑн-хӗвелшӗн те, хамӑр йӑмӑка пӑхнӑ пек пӑхса пурӑнӑпӑр!

Григорий Прохор ҫине пӑхса илчӗ, шӑппӑн каларӗ:  — Кӳрсе пар ӑна ман винтовкӑпа патронсене, унтан лашасене кӳл. Юлтӑр Аксинья… Ытти-хыттине турӑ пӗлтӗр те, эпӗ вилме илсе каяймастӑп ӑна!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех