Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: X

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 16:26

Пуплевӗш: 373; Сӑмах: 3484

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тул ҫутӑлас умӗн ӑна Копылов пырса вӑратрӗ.

— Тӑр, ҫул ҫине пуҫтарӑнма вӑхӑт! Ултӑ сехет тӗлне пыма хушнӑ-ҫке.

Штаб начальникӗ тин кӑна хырӑннӑ, аттине тасатнӑ, френчӗ, лутӑрканчӑк пулин те, таса. Вӑл васканӑ курӑнать: кӳпшек питҫӑмартине икӗ тӗлте бритвӑпа кастарнӑ. Ҫапах та ун сӑн-сӑпатӗнче темле унчченхи пек мар тӑпӑл-тӑпӑл юсавлӑхпа кӗрнеклӗх сисӗнсе тӑрать.

Григорий Копылов ҫине уринчен пуҫласа пуҫ тӳпи таран сӑнаса пӑхрӗ: «Ав епле якалнӑ! Генерал умне пули-пулми курӑнасшӑн мар!..»

— Лӑпӑс-лапӑс пырса кӗме аван мар. Сана та типтерленме сӗнетӗп, — терӗ штаб начальникӗ ун шухӑшне сиссе илнӗ пекрех.

— Капла та пӗҫерккӗсӗр хӑвармасть! — мӑкӑртатса илчӗ Григорий, карӑнкаласа. — Улттӑ тӗлне пыма хушнӑ, терӗн-и? Иксӗмӗре хушма та пуҫлаҫҫӗ апла?

Копылов, кулкаласа, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе илчӗ:

— Ҫӗнӗ вӑхӑт — ҫӗнӗ юрӑсем. Хамӑртан аслӑ чинсене пӑхӑнмаллах пирӗн: Фицхалауров — генерал, унӑн килмелле мар-ҫке пирӗн пата.

— Вӑл ҫапла-ха. Ӑҫталла ҫул тытрӑмӑр, ҫавӑнта пырса тухрӑмӑр та акӑ, — терӗ те Григорий ҫӑл патне ҫӑвӑнма кайрӗ.

Кил хуҫи хӗрарӑмӗ, пӳрте чупса кӗрсе, тӗрленӗ таса алшӑлли илсе тухрӗ те, пуҫ тайса, Григорие пачӗ. Лешӗ сивӗ шыв ҫатӑрах пӗҫертсе кайнӑ, кирпӗч пек хӗрлӗ питне алшӑлли вӗҫӗпе ҫилӗллӗн сӑтӑрса шӑлчӗ.

— Вӑл ҫапла та-ха, анчах хоспода генералсен ак ҫакӑн ҫинчен шухӑшласа пӑхмаллаччӗ: халӑх халь ӗлӗкхи мар, революци пулнӑранпа пачах улшӑнчӗ, ҫӗнӗрен ҫуралса тулчӗ темелле! — терӗ вӑл хӑй патне пырса тӑнӑ Копылова. — Вӗсем, ав, ҫаплах пурне те кивӗ аршӑнпа виҫеҫҫӗ. Аршӑнӗ ак, курса тӑр, шатӑрт ҫеҫ хуҫӑлать… Патракрах вӗсем кукӑр-макӑр тӗлсенче; чӗриклетесрен урапа ҫӑвӗ сӗрмелле пулнӑ вӑл генералсен пуҫ мимисене!

— Куна мӗн пирки эс? — сӳрӗккӗн ыйтрӗ Копылов, ҫанни ҫумне ҫыпҫӑннӑ ҫӳппе аяккалла вӗрсе.

— Вӗсем ҫаплах-ха йӑлт кивӗлле хӑтланнӑ пирки. Эпӗ, ав, Германи вӑрҫинчен варах офицер чинӗпе ҫӳретӗп. Юн тӑкса илнӗ эпӗ ӑна! Анчах офицерсем хушшине лекетӗп ҫеҫ — пӳртрен аялти йӗм вӗҫҫӗн ҫеҫ сивӗ ҫӗре тухнӑ пек туятӑп. Вӗсенчен, пӗлетӗн-и, мана мӗнле сивӗ ҫапать — пӗтӗм ҫан-ҫурӑм тӑрӑх сӑрр! каять. — Григорий куҫӗсене хаяррӑн ҫутӑлтарса илчӗ те хӑй те сисмесӗр сассине хӑпартрӗ.

Копылов кӑмӑлсӑррӑн йӗри-тавралла пӑхса илчӗ, пӑшӑлтатса каларӗ:

— Эсӗ майӗпентерех, ординарецсем илтеҫҫӗ.

— Мӗншӗн ку ҫапла, тетӗн-ха? — сассине чакарса ыйтрӗ Григорий. — Вӗсемшӗн эпӗ шурӑ курак пулнипе. Вӗсен — алӑ, манӑн ав — ӗҫлесе мӑкӑль тухса тулнӑ пирки — лаша чӗрни! Вӗсем урисемпе шак-шак утса ҫӳреҫҫӗ, эпӗ, кӑшт пӑрӑнсан та, мӗнрен те пулин ҫакланатӑп. Вӗсенчен пит супӑнӗпе хӗрарӑм писевӗсен тем тӗрлӗ шӑрши кӗрет, манран, ав, лаша шӑкӗпе тар шӑрши перет. Вӗсем пурте нумай вӗреннӗ, эпӗ, ав, тенеплерен аран чиркӳ шкулӗ пӗтерсе тухнӑ. Эпӗ вӗсемшӗн пуҫ тӳпинчен пуҫласа ура тупанӗ таранччен ҫичӗ ют. Акӑ мӗншӗн йӑлт ҫапла вӑл! Тухатӑп та вара вӗсем патӗнчен, пит ҫине эрешмен карти сырӑнса тулнӑ пек туйӑнса каять: кӑтӑклантарать мана, чӑтма ҫук кӑмӑла пӑсать, пӗрехмай унран мӗнле те пулин хӑпас, тасалас килсе ҫӳрет. — Григорий, алшӑллине ҫӑл пури ҫине пӑрахса, шӑмӑ пуҫтури татӑкӗпе ҫӳҫне тураса якатрӗ. Унӑн кӗре ӳтлӗ питӗнчен ҫӳлерехре хӗвелпе пиҫсе хуралман ҫамки уйрӑмах шуррӑн курӑнать. — Ӑнланасшӑн мар вӗсем кивви йӑлтах таҫта хӑямата анса кайса пӑчланнине! — терӗ Григорий шӑппӑнрах. — Вӗсем пире урӑх чустаран йӑваласа тунӑ тесе шутлаҫҫӗ, вӗренмен ҫынна, вӑл ахаль халӑхран тухнӑ пулсан, выльӑх вырӑнне те картмаҫҫӗ. Вӗсем эпӗ е тепӗр манашкалли ҫар ӗҫӗнче хӑйсенчен сахалтарах тӗшмӗртет тесе шухӑшлаҫҫӗ. А хӗрлисен командирӗсем камсем тата? Буденный — офицер-и вӑл? Кивӗ ҫар вахмистрӗ. Ҫапах та вӑл мар-и генеральнӑй штаб генералӗсене хӑлха чикки тыттара-тыттара ячӗ? Унран мар-и офицер полкӗсем хӳрисене тӗвӗлесех тарчӗҫ? Гусельщиков, ав, казак генералӗсем хушшинче харсӑр, чи чапа тухнӑ генерал шутланать. Анчах вӑл мар-и иртнӗ хӗлле аялти йӗм вӗҫҫӗн кӑна Усть-Хоперскинчен тухса юхрӗ? Пӗлетӗн-и, кам ӑна чӗкӗрене ертнӗ? Мускавран темле слесарь — хӗрлӗ полк командирӗ. Кайрантарах ун ҫинчен тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсем каласа пачӗҫ. Ӑнланас пулать куна! Эпир тата, вӗренмен офицерсем, казаксене япӑх ертсе пытӑмӑр-и восстанире? Генералсем нумай пулӑшнӑ-и пире?

— Сахалах мар, — шахвӑртарах тавӑрчӗ Копылов.

— Ну, Кудинова, тен, пулӑшнӑ та пулӗ, эпӗ ак ним пулӑшусӑрах ҫӳренӗ, никам вӗрентмесӗрех хӗрлисене лӑсканӑ.

— Сан шутупа, мӗнле апла — ҫар ӗҫӗнче наука кирлӗ мар-и?

— Ҫук, наукӑна хирӗҫ мар эпӗ. Анчах вӑрҫӑра, тӑванӑм, чи кирли вӑл мар.

— Эппин, мӗн-ши тата, Пантелеевич?

— Ху мӗн тӗллевпе ҫапӑҫма кайни…

— Ну, ку вӑл урӑх калаҫу… — Копылов сисчӳллӗн кулкаласа илчӗ:  — Вӑл ахалех паллӑ… Чи кирли ку ӗҫре — идея. Хӑй мӗншӗн ҫапӑҫнине ҫирӗп пӗлекен, хӑйӗн ӗҫӗ тӗрӗссине ӗненекен ҫеҫ ҫӗнтерет. Ку вӑл тӗнче пекех мӗн авалтанхи чӑнлӑх, кӑлӑхах эсӗ ӑна ху халлӗн шыраса тупнӑ пек кӑтартатӑн. Эпӗ ӗлӗкхишӗн, ӗлӗкхи ырӑ саманашӑн тӑратӑп. Атту пулсан эпӗ ӑҫта та пулин таҫталла каяс, темскершӗн ҫапӑҫас тесе пӳрнене те хускатмастӑмччӗ. Кам пирӗнпе пӗрле, вӗсем пурте — хӑйсен ӗлӗкхи ырлӑхӗсене хӗҫпӑшал вӑйӗпе хӳтӗлекен, пӑлханнӑ халӑха пусарса лӑплантаракан ҫынсем. Санпа иксӗмӗр те эпир ҫавсен шутне кӗретпӗр. Анчах эпӗ сана чылайранпа сӑнаса пынӑ ҫӗртенех, Григорий Пантелеевич, пит тем ӑнлансах пӗтерейместӗп…!

— Кайрантарах ӑнланӑн. Кайрӑмӑр, атя, — терӗ те Григорий, калаҫма пӑрахса, сарай еннелле утса кайрӗ.

— Тен, сӗт ӗҫеттӗрччӗ? — сӗнчӗ Григорин кашни хусканӑвне сӑнаса тӑнӑ кил хуҫи хӗрарӑмӗ, ун кӑмӑлне юрасшӑн пулса.

— Тавтапуҫ, кинемей, вӑхӑчӗ ҫук сӗт ӗҫсе тӑма. Ӳлӗмрен мӗнле те пулин.

* * *

Прохор Зыков сарай патӗнче чашӑкри турӑха нихҫан курман пек лӗрӗплеттере-лӗрӗплеттере сыпса ларчӗ. Григорий лашине салтса аппаланнине курчӗ пулин те, вӑл куҫне мӑч та тутармарӗ. Малтан кӗпе ҫаннипе сӑтӑрса тутине шӑлчӗ, унтан тин ыйтрӗ:

— Аякка каятӑр-и? Ман пымалла-и пӗрле?

Григорий тилӗрсе кайрӗ, сиввӗн вӑрҫса тӑкрӗ:

— Эсӗ, йӗрӗх аҫи, службӑна пӗлместӗн-и? Мӗншӗн лаша ҫӑварлӑхланипех тӑрать? Ӑна камӑн ҫавӑтса килмеллеччӗ ман пата? Тӗпсӗр лаххан! Кӳпетӗн-кӳпетӗн, ниепле кӳпсе тӑранаймастӑн! Ну-ккӑ, пӑрах кашӑкна! Дисциплинӑна пӗлместӗн!… Услап сӗлевӗс!

— Мӗн шавласа кайрӑн вара пит? — кӳренсе мӑкӑртатрӗ Прохор, йӗнер ҫинче майлашӑнса ларса. — Кӑшкӑратӑн пӗр ним ахальшӗн. Пӑх-ха, епле тӑратса хунӑ шӑртне! Мӗн, ҫул ҫине тухас умӗн кӑштах ҫыртса та илмелле марччӗ-и ман? Ну, мӗн ҫухӑрашатӑн-ха?

— Пуҫа ҫиетӗн манне, сысна пакарти, акӑ мӗн! Эсӗ мӗнле калаҫатӑн манпа? Генерал патне каятпӑр халь, асту, пӗлнӗ пул ҫавна… Атту, пӑх-халӗ, хӑнӑхнӑ та пуҫран ачашланине — ним йӗрки ҫук!.. Кам эпӗ саншӑн? Пилӗк утӑм хыҫалтан пынӑ пул! — сиввӗн хушрӗ Григорий хапхаран тухнӑ май.

Прохорпа тепӗр виҫӗ ординарец кӑшт каярах юлчӗҫ. Копыловпа юнашар пыракан Григорий пуҫланӑ калаҫӑва ҫӗнӗрен тапратрӗ, тӑрӑхласа ыйтрӗ:

— Ну, мӗн ӑнланмастӑн ӗнтӗ? Тен, хам пулӑшӑп сана?

Копылов унӑн сассипе сӑмахӗсенче тӑрӑхланине-мӗнне пачах сисмерӗ.

— Ӑнланмастӑп эпӗ ку ӗҫре сан позицие, акӑ мӗн! — хуравларӗ вӑл. — Пӗр енчен эсӗ — киввишӗн кӗрешетӗн, тепӗр енчен, каҫар та хивре сӑмахшӑн, хӑвна темле большевикларах тытатӑн.

— Мӗнпе-ши большевик эп? — Григорий питне-куҫне шӑмарчӗ, йӗнер ҫинче кӑрт-карт хускалса илчӗ.

— Эпӗ большевик теместӗп сана, темле большевикларах тетӗп.

— Пӗрех мар-и. Мӗнпе? — ыйтатӑп санран.

— Офицерсен обществи ҫинчен, вӗсем хӑвна шута хумасӑр тиркени ҫинчен калаҫнипе те ав. Мӗн кирлӗ-ши сана ҫав ҫынсенчен? Мӗскер пит кирлӗ? — чӑпӑрккине вылятнӑ май кӑмӑллӑн кулкаласа ыйтрӗ Копылов. Вӑл хӗрсех тем ҫинчен сӑмахлакан ординарецсем еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ, хыттӑнрах калаҫма тытӑнчӗ:  — Вӗсем сана хӑйсен йышне тан хурса йышӑнманни, сан ҫине ҫӳлтен пӑхни кӳрентерет. Анчах вӗсем хӑйсен шучӗпе тӗрӗс те тӑваҫҫӗ, куна ӑнланма пӗлес пулать. Чӑнах та, офицерне офицер-ха эсӗ, анчах офицерсен хушшине пач ӑнсӑртран пырса лекнӗскер ҫеҫ. Каҫар та мана, офицер пакунӗсене ҫакса ҫӳресен те, эсӗ ҫав-ҫавах кӑнттам казак пулса юлатӑн. Эсӗ килӗшӳллӗ тытмалли манерсене пӗлместӗн, сӑмахсене тӗрӗс мар, тӳрккесле каласа хуратӑн, йӗркеллӗ ӑслӑ-тӑнлӑ ҫыншӑн кирлӗ енсем санра пачах та ҫук. Сӑмахран, культурӑллӑ ҫынсем пурте сӑмса тутрипе усӑ кураҫҫӗ пулсан, эсӗ, ав, икӗ пӳрне пулӑшнипе сӑмсуна шӑнкартатӑн, апат ҫинӗ чух аллусене е атӑ кунчисем е ҫӳҫӳ ҫумне шӑла-шӑла илетӗн, ҫӑвӑннӑ хыҫҫӑн лаша ашӑкӗпе пит шӑлма та тиркесе тӑмастӑн, алӑ чӗрнисене е шӑлпа ҫыртса кӗскетен е хӗҫ вӗҫӗпе касатӑн. Е ак тата лайӑхрах тӗслӗх: астӑватӑн-и пӗрре хӗлле Каргинскинче упӑшкине казаксем арестленӗ пӗр интеллигентла хӗрарӑмпа калаҫнине? Эсӗ вӗт ун куҫӗ умӗнчех йӗм тӳмисене тӳмелерӗн.

— Эппин, тӳмелемен пулсан, лайӑхрахчӗ-и? — ыйтрӗ Григорий, сӳрӗккӗн кулса.

Вӗсен лашисем ҫума-ҫумӑн утса пычӗҫ. Григорий Копылов ҫине, унӑн тарават сӑнлӑ пит-куҫӗ ҫине чалӑшшӑн пӑхкаласа илчӗ, сӑмахӗсене пӑртак кӳренсе итлерӗ.

— Ӗҫӗ унта мар! — питне эрленнӗ майлӑрах пӗркелентерсе, кӑшкӑрсах каларӗ Копылов. — Ҫапах та мӗнле-ха эсӗ, ҫав хӗрарӑма шӑлавар вӗҫҫӗн кӑна, ҫитменнине тата, ҫарран йышӑнма пултартӑн? Хулпуҫҫи ҫине хӑть китель те пулин уртса ямарӑн, куна эпӗ пит аван астӑватӑп! Паллах, кусем пурте вак-тӗвек ҫеҫ-ха, анчах вӗсем те эсӗ мӗнле ҫынне кӑтартса пӑраҫҫӗ… Еплерех калам-ши сана…

— Уҫӑмлӑрах кала!

— Ну, ытла та кӑнттам ҫын пек, эппин. Тата мӗнле калаҫатӑн-ха? Хӑрушӑ! Хваттер вырӑнне — ваттир, эвакуаци тумалла тесе калас вырӑнне — экуаци тумалла, артиллери вырӑнне антиллери тетӗн. Хут пӗлмен кирек хӑш этем пекех эс ют ҫӗршыв чӗлхисенчи янӑравлӑ сӑмахсене ытлашши пит юрататӑн, вӗсемпе пули-пулми ҫӗртен усӑ куратӑн, вӗсене латти ҫук пӑсса калатӑн. Штаб канашлӑвӗсенче сан умра ҫар терминологийӗнчи дислокаци, форсировка, диспозици, концентраци тата ытти ҫавӑн майлӑ спецификӑллӑ сӑмахсене каланӑ чух калаҫакан ҫын ҫине эсӗ пӗр тӗлӗнсе те савӑнса — тата ӑмсанса та тейӗттӗм — пӑхса ларатӑн.

— Ну, куна суятӑн эсӗ! — терӗ те хытах Григорий, пичӗ савӑнӑҫлӑн йӑлкӑшса ҫуталчӗ. — Ну, кала, кала малалла, тӑн кӗрт хӑвӑн командирна, — сӗнчӗ вӑл, утне хӑлхисем хушшинчен ачашланӑ тата ҫилхи айӗнчи йӑлтӑркка ӑшӑ тирне хыҫкаласа илнӗ май.

— Итле-ха, мӗн тӑн кӗртмелли пур ӗнтӗ? Ку енчен ху ӑнӑҫсӑр иккенне хӑвӑнах чухламалла сан. Тата кун хыҫҫӑн та эсӗ офицерсем хӑвна хӑйсемпе тан шутламаншӑн кӳренесшӗн. Йӗркелӗхпе пӗлӳлӗх ыйтӑвӗсенче, мӗнле калас-ха, тӑм писмен ҫеҫ эсӗ! — Копылов чӗлхерен ӑнсӑртран вӗҫерӗнсе тухнӑ ҫак кӳренмелле сӑмаха каласа ячӗ те хӑраса кайрӗ. Григорий, пӗр тарӑхсан, хӑйне хӑй тытса чарайманнине вӑл пӗлет, ҫавӑнпа та вӑл ҫилӗ килнипе вӑйӑрханса каясран шикленчӗ, анчах ун ҫине куҫ хӗррипе пӑхса илчӗ те тӳрех лӑпланчӗ: Григорий, йӗнер ҫинче каҫӑрӑлса ларнӑ та, мӑйӑх айӗнчен шӑлӗсене куҫа шартармалла йӑлкӑштарса, сасӑсӑр ахӑлтатса кулать. Хӑйӗн сӑмахӗсем ытла та кӗтмен ҫӗртен ҫапла витернине, Григорий вара каҫса кайса кулнине курса, Копылов хӑй те кулса ячӗ:  — Куратӑн-и-ха, тепри, ӑслӑраххи пулсан, кун пек ятланӑ хыҫҫӑн макӑрмаллаччӗ те пулӗ, тен, эсӗ, ав, ӑйӑр пек кӗҫенсе пыратӑн… Ну, камит мар-и-ха эсӗ?

— Апла, тӑм писмен, терӗн-ха мана? Калӑсӑрин, ҫӑва патне! — терӗ Григорий тӑраниччен кулнӑ хыҫҫӑн. — Манӑн хама ҫын ҫинче сирӗн пек килӗшӳллӗ те йӗркеллӗ тытас манерсене вӗренме кӑмӑл ҫук. Мана вӗсем вӑкӑрсем патӗнче ним тума та кирлӗ пулмаҫҫӗ. Турӑ парсан, сывӑ юлӑп та, — манӑн вӑкӑрсемпе ӗҫлемелле-ҫке-ха. Вӗсемпе ман: «Ах, куҫса тӑрӑр-ха кӑштах, мӑкла пуҫ! Каҫарсамӑр мана, улаҫка! Ирӗк памӑр-и мана хӑвӑрӑн мӑйри хӑмӑтӑра тӳрлетме? Ырӑ хисеплӗ хосподин вӑкӑр, тархасласах ыйтатӑп сирӗнтен: суха касси тӑрӑх утса пыракан юлташӑр ҫине ан кӗрсе кайӑр, тархасшӑн!» — тесе йӑпӑлтатса калаҫмалла пулмасть. Вӗсемпе сӑмах кӗске: пушӑпа лайӑх кӑна ҫурӑм тӑрӑх туртнӑ та пулчӗ те вара вӑкӑр дисклокацийӗ.

— Дисклокаци мар, дислокаци! — тӳрлетрӗ Копылов.

— Ну, дислокаци пултӑр эппин. Пӗринпе вӑт килӗшейместӗп санпа.

— Хӑшӗнпе тата?

— Мана тӑм писмен тенипе. Сирӗн патӑрта ҫеҫ эпӗ тӑм писмен. Чим-ха ак, вӑхӑт ҫиттӗр те, хӗрлисем енне куҫам ҫеҫ, вӗсем патӗнче сирӗншӗн аҫа-ҫиҫӗмпе пӗрех пулӑп. Ун чухне ман тӗле ан пулӑр вара эсир, вӗреннӗ те сӑпайлӑ ямӑт пырсем! Чунӑрсене пыршӑр-пакартӑр-мӗнӗпе кӑларса илӗп! — терӗ те Григорий шӳтлӗ-мӗнлӗ евӗр, утса пыракан лашине тӳрех шултра юртӑпа чуптарса кайрӗ.

Дон тӑрӑх ҫуталса килекен тӳлек ир ытла та черчен шӑплӑхпа пиеленнӗ. Ҫав шӑплӑха кашни илтӗни-илтӗнми сас-чӗвӗ хускатать, ынатлӑ ахрӑм майлӑн чӳхене-чӳхене янӑраса каять. Ҫеҫенхирте тӑрисемпе путенесем ҫеҫ хуҫаланаҫҫӗ, анчах пӗр-пӗринпе сыпӑнса кайнӑ хуторсенче пысӑк ҫар чаҫӗсем куҫнӑ чухнехи уҫҫи-хупписӗр кӗмсӗр-кемсӗр шав тӑрать. Лакӑм-тӗкӗмсемпе ланкашкасенче тупӑ ураписемпе снаряд тиенӗ лавсен кустӑрмисем кӗмсӗртетсе илеҫҫӗ, ҫӑлсем патӗнче утсем кӗҫенеҫҫӗ, пластунски сотньӑсем пӗр харӑссӑн майпен те ҫемҫен таплаттарса утса иртеҫҫӗ, фронт линийӗ патне вӑрҫӑ хатӗр-хӗтӗрӗсемпе ҫар япалисем турттарса каякан кӳмеллӗ урапасемпе ахаль лавсем хӑлтӑртатса пыраҫҫӗ, поход кухнисем ҫывӑхӗнче пиҫсе сарӑлнӑ вир пӑттин, лавр ҫулҫи ярса техӗмлетнӗ какай яшкипе тин ҫеҫ кӑмакаран кӑларнӑ ӑшӑ ҫӑкӑрӑн тутлӑ шӑрши кӗрет.

Усть-Медведица патӗнчех ӗнтӗ ҫине-ҫинех пӑшал сассисем илтӗнсе тӑраҫҫӗ, сайра хутра ӳркевлӗн те янӑравлӑн тупӑсем кӗрӗслете-кӗрӗслете каяҫҫӗ. Ҫапӑҫу тин ҫеҫ пуҫланнӑ-ха.

Ӗшенчӗк сӑнлӑ ҫамрӑках мар адъютант пырса кӗнӗ чухне генерал Фицхалауров ирхи апат ҫисе ларатчӗ.

— Повстанецсен пӗрремӗш дивизи командирӗ Мелеховпа дивизи штабӗн начальникӗ Копылов, — пӗлтерчӗ адъютант.

— Ман пӳлӗме кӗме кала. — Фицхалауров ҫӑмарта хуппи купаласа хунӑ турилккене шӑнӑрлӑ пысӑк аллипе хӑй умӗнчен аяккарах тӗртсе шутарчӗ, васкамасӑр стаканри ӑшӑ сӗте ӗҫрӗ те, салфеткӑна типтерлӗн хуҫлатса хурса, сӗтел хушшинчен тухрӗ.

Кӗрӗс-мерӗс ҫӳллӗ, ватӑ ҫынла тачка та йӑмшак кӳлепеллӗскер, вӑл алӑк суллисем чалӑшнӑ, чӳречисем кӑшт тӗттӗмрех казак пӳрчӗн пӗчӗкҫӗ курницинче ӗненмелле мар мӑнттаййӑн курӑнать. Тӑпӑл-тӑпӑл ларакан мундирӗн тӳрӗ ҫухине утнӑ ҫӗртех тӳрлетсе, янӑравлӑн кӗххӗм-кӗххӗм ӳсӗрсе, генерал юнашар пӳлӗмӗ кӗрсе кайрӗ, ура ҫине тӑнӑ Копыловпа Григорие пуҫ сулса илчӗ те, алӑ памасӑрах, сӗтел патне ларма кӑтартрӗ.

Хӗҫне хӑй ҫумне ҫӑтрах тытса, Григорий асӑрхануллӑн хыҫсӑр пукан хӗррине пырса ларчӗ, Копылов ҫинелле чалӑшшӑн пӑхса илчӗ.

Фицхалауров хӑй айӗнче нӑчӑртатса илнӗ венски пукан ҫине йывӑррӑн ларчӗ, вӑрӑм урисене хутлатса, пысӑк аллисене чӗркуҫҫийӗ ҫине хурса, хулӑн ҫӑра сасӑпа калаҫма тытӑнчӗ:

— Эпӗ сире хӑш-пӗр ыйтусене пӗрле сӳтсе явса килӗшме чӗнтӗм, хоспода офицерсем… Повстанецсен партизанла вӑрҫи пӗтрӗ! Сирӗн чаҫсем тек хӑйсене уйрӑм чаҫсем пулма пӑрахаҫҫӗ, тӗрӗссипе, пулман та вӗсем ун пек. Фикци. Вӗсем ӗнтӗ Дон ҫарне пӗрлешеҫҫӗ. Эпир планлӑ наступлени тума тытӑнатпӑр. Ҫакна йӑлтах ӑнланса аслӑ командовани приказӗсене ним хирӗҫӳсӗр пӑхӑнма хушатӑп. Евитлесе калӑр-ха: мӗншӗн ӗнер сирӗн пехота полкӗ штурмлакан батальона наступлени вӑхӑтӗнче пулӑшман? Мӗншӗн полк, ман приказ пулнӑ ҫӗртенех, атакӑна кайма килӗшмен? Кам сирӗп дивизи пеккин командирӗ?

— Эпӗ, — тавӑрчӗ хуллен Григорий.

— Ыйту ҫине ответлеме тӑрӑшӑр!

— Эпӗ ӗнер кӑна дивизие килсе ҫитрӗм.

— Унччен ӑҫта пулнӑ эсир?

— Киле кӗрсе тухрӑм.

— Дивизи командирӗ ҫапӑҫу операцийӗ пынӑ вӑхӑтра килте хӑналанса пурӑнать! Дивизире — партак! Ним йӗрки ҫук! Мӑшкӑл! — генералӑн хулӑн сасси тӑвӑр пӳлӗмре хытӑрах та хытӑрах хӑрӑлтатса янӑрарӗ, алӑксем хыҫӗнче, кула-кула пӑшӑлтатса, адъютантсем чӗрне вӗҫҫӗн уткаласа ҫӳрерӗҫ; Копыловӑн питҫӑмартийӗсем шурса кӑвакарса пычӗҫ; Григорий, генералӑн хӗремесленсе кайнӑ, сӑн-пичӗ, унӑн ҫӑт чӑмӑртанӑ кӳпшек чышкисем ҫине пӑхнӑ май, хӑй ӑшӗнче те чараксӑр хӑрушла ҫилӗ капланса хӑпарнине туйрӗ.

Фицхалауров ялт! кӑна ура ҫине сиксе тӑчӗ, — пукан хыҫӗнчен ярса тытса, хаяррӑн ҫухӑрашрӗ;
— Сирӗн ҫар чаҫӗ мар, хӗрлӗгвардеецсен кӗтӗвӗ!..
Казаксем мар, тӗрлӗ йӑх-ях! Сирӗн, хосподин Мелехов, дивизипе мар ертсе пымалла, денщикре ҫӳремелле!.. Атӑ тасатмалла! Илтетӗр-и эсир? Мӗншӗн приказа пурнӑҫламан?! Мӗншӗн митинг туман? Мӗншӗн сӳтсе явман? Картсах хурӑр сӑмсӑр ҫине: кунта сире юлташсем мар эпир, большевикла йӗркесем тума памастпӑр!.. Па-ма-астпӑр!..

— Эсир ан мӗкӗрнӗ пулӑр ман ҫине?! — терӗ те шӑппӑн Григорий, пукана аяккарах шутарса, ура ҫине тӑчӗ.

— Мӗн терӗр эсир?! — сӗтел урлӑ кармашса, тарӑхнипе хӑшӑл-хӑшӑл сывласа хӑрӑлтатрӗ Фицхалауров.

— Ан мӗкӗрӗр тетӗп-иҫ! — терӗ тепӗр хут Григорий хыттӑнрах сасӑпа. — Эсир пире ыйтусем татса парас пирки чӗннӗ… — Вӑл самантлӑха шӑпланса тӑчӗ, ҫӗрелле пӑхса илчӗ те, Фицхалауров алли ҫинчен куҫне илмесӗр, шӑл витӗр пӑшӑлтатса каларӗ:  — Енчен те, сирӗн превосходительство, эсир мана пӳрнепе те пулин тӗкӗнме хӑйса пӑхӑр ҫеҫ, — ҫакӑнтах касса-вакласа тӑкатӑп!

Пӳлӗмре Фицхалауров пӳлӗнчӗклӗн хӑшӑлтатса сывлани янках илтӗнмелле шӑп пулса килчӗ. Пӗр минута яхӑн ним сас-чӗвӗсӗр шӑплӑх тӑчӗ. Алӑк хуллен кӑриклетсе илчӗ те ун хушӑкӗнчен хӑраса сехри хӑпнӑ адъютант пуҫне кӑларса пӑхрӗ. Алӑк мӗнле уҫӑлчӗ, ҫавӑн майлах майӗпен кӑриклетсе хупӑнчӗ. Григорий хӗҫне авринчен тытнипех тӑчӗ-ха. Копыловӑн хулпуҫҫийӗсем вӗттӗн тӑрӑлтатса чӗтрерӗҫ, куҫӗсем таҫта стена тӑрӑх шуса ҫӳрерӗҫ. Фицхалауров йывӑррӑн пукан ҫине кайса ларчӗ, ватӑ ҫынла эхлете-эхлете мӑкӑртатса илчӗ:

— Мӗнле лайӑх! — Унтан ҫавӑнтах питӗ лӑпкӑн, анчах Григорий ҫине пач пӑхмасӑр ҫапла каларӗ:  — Ларӑр. Харкашса илтӗмӗр, ҫитӗ. Халӗ итлӗр ак: сире ним тӑхтаса тӑмасӑр пӗтӗм утлӑ ҫар чаҫӗсене… Ларӑр, тетӗп-ҫке!..

Григорий ларчӗ, пичӗ ҫине сасартӑк тапса тухнӑ тарне ҫаннипе шӑлса илчӗ.

— …Ҫапла вара, пӗтӗм утлӑ ҫар чаҫӗсене пӗр тӑхтаса тӑмасӑр кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ участокне куҫарса кайӑр та тӳрех наступлени пуҫлӑр. Эсир хӑвӑрӑн сылтӑм флангпа Чумаков ҫар старшинин Иккӗмӗш батальонӗпе юнашар пулатӑр…

— Эпӗ дивизие унта куҫармастӑп, — терӗ те Григорий ӗшеннӗ сасӑпа, тутӑр кӑларма тесе, аллине шӑлавар кӗсйине чикрӗ. Натальйӑн чӗнтӗрлӗ сӑмса тутӑрӗпе ҫамки ҫинчи тарне тепӗр хут шӑлса илчӗ, каллех каларӗ:  — Илсе каймастӑп дивизие унта.

— Мӗншӗн-ши?

— Перегруппировка вӑхӑт нумай илет…

— Ку сирӗн ӗҫ мар. Операци ӑнӑҫлӑхӗшӗн эпӗ ответлӑ.

— Ҫук, ман ӗҫ, тата ответне те эсир ҫеҫ тытмастӑр…

— Эсир килӗшместӗр-и ман приказа пурнӑҫлама? — ытлашши тарӑхасран хӑйне хӑй аран чарса, хӑрӑлтатса ыйтрӗ Фицхалауров.

— Килӗшместӗп.

— Апла пулсан, дивизие халех урӑххине панӑ пулӑр! Тинех ӑнлантӑм ман ӗнерхи приказ мӗншӗн пурнӑҫланманнине.

— Ку сирӗн ӗҫ, анчах дивизие никама та памастӑп.

— Мӗнле ӑнланмалла пулать сире?

— Мӗнле каларӑм, ҫапла. — Григорий кӑшт ҫеҫ палӑрмалла кулса илчӗ.

— Эпӗ кӑларатӑп сире дивизи командирӗнчен! — Фицхалауров сассине хӑпартрӗ, Григорий вара ҫавӑнтах пукан ҫинчен тӑчӗ.

— Эпӗ сире пӑхӑнмастӑп, сирӗн превосходительство!

— Кама та пулин пӑхӑнатӑр-и эсир?

— Повстанецсен командующине Кудинова. Сирӗнтен ку сӑмахсене илтни ытла та тӗлӗнтерет мана… Халлӗхе пирӗн иксӗмӗрӗн те правасем пӗр тек. Эсир дивизи ертсе пыратӑр, эпӗ те ҫавнах. Ҫавӑнпа та халлӗхе эсир ман ҫине ан кӑшкӑрашӑр… Ак куҫараҫҫӗ мана сотня командирне, ун чух — тархасшӑн. Анчах хама тивме… — Григорий вараланчӑк шӗвӗр пӳрнине ҫӗклерӗ те, пӗр вӑхӑтрах кулса та куҫӗсене урса кайнӑ пек ялкӑштарса, сӑмахне каласа пӗтерчӗ: — ун чухне те хама тӗкӗнтерместӗп!

Фицхалауров, ура ҫине тӑрса, мӑйне пӑвӑнтаракан мундир ҫухине тӳрлетрӗ.

— Пирӗн ним ҫинчен те калаҫмалли ҫук урӑх, — терӗ вӑл, пуҫне кӑштах тайса. — Хӑтланӑрах хӑвӑр пӗлнӗ пек. Эсир хӑвӑра мӗнле тыткалани ҫинчен эпӗ вӑраха хӑвармасӑр ҫар штабне пӗлтеретӗп тата шантарсах калатӑп: результачӗсене нумай кӗтмелле пулмасть. Халлӗхе пирӗн ҫар сучӗ хӑйӗн ӗҫне тикӗс туса пырать-ха.

Григорий, куҫӗсене шиклӗн чаркаласа ларакан Копылов еннелле ҫаврӑнса пӑхмасӑр, карттусне пусса лартрӗ те алӑк патнелле утса кайрӗ.

— Кирлӗ ҫӗре пӗлтерӗрех эсир, анчах мана ан хӑратӑр, эпӗ хӑракан йышши мар… — терӗ, алӑк патӗнче чарӑнса тӑрса. — Тата халлӗхе ан тӗкӗнӗр мана. — Унтан шухӑшласа илчӗ те хушса хучӗ:  — Атту шикленетӗп сире ман казаксем лӑскаса тӑкасран… — Алӑка урипе тапса уҫрӗ, хӗҫне хӗнтӗртеттерсе, урисене вӑрӑммӑн ярса пусса, ҫенӗкелле утса тухрӗ.

Крыльца ҫинче ӑна сехри хӑпнӑ Копылов хӑваласа ҫитрӗ.

— Ӑсран тухнӑ эсӗ, Пантелеевич! — пӑшӑлтатрӗ вӑл, аллисене тӑвӑнчӑклӑн пӑчӑртаса.

— Утсене кунта! — хаяррӑн кӑшкӑрчӗ Григорий, чӑпӑрккине аллинче пуҫтарса тытса.

Прохор крыльца патне аҫа-ҫиҫӗм пек вӑркӑнса пычӗ.

Хапхаран тухсан, Григорий каялла ҫаврӑнса пӑхрӗ, виҫӗ ординарец хыпалансах Фицхалауров генерала хыпӑнчӑклӑн шукӑль йӗнерпе йӗнерленӗ ҫӳллӗ лаша ҫине утлантарнине курчӗ.

Ҫур ҫухрӑма яхӑн учӗсене шӑпӑрт юрттарса пычӗҫ. Григорий калаҫасшӑн маррине тата халӗ унпа тавлашма хӑрушшине ӑнланса, Копылов ним те шарламарӗ. Юлашкинчен, Григорий хӑй чӑтаймарӗ:

— Мӗн чӗнместӗн? — хиврен ыйтрӗ вӑл. — Эсӗ ма пытӑн унта? Ҫвитетлӗ пултӑн-и? Ҫавара шыв сыпса лармалла вылярӑн-и?

— Ну, тӑванӑм, хӑтлантӑн та эсӗ!

— Вӑл хӑтланмарӗ-и-мӗн?

— Вӑл та тӗрӗс тумарӗ, тейӗпӗр. Вӑл пирӗнпе ҫавӑн пек хӑр-хар калаҫни, тем каласан та, киревсӗрле хӑтланни!

— Калаҫрӗ-и вӑл пирӗнпе! Кутне атпӑри тӑрӑнтарнӑ пек, пырса кӗнӗ-кӗмен мӗкӗреше пуҫларӗ.

— Эсӗ те лайӑх! Ҫапӑҫу вӑхӑтӗнчи лару-тӑрура… чинпа хӑвӑнтан аслӑраххине пӑхӑнманни… ку вӑл, тӑванӑм…

— Пачах — ку мар! Шел, ман ҫине алӑ ҫӗклемерӗ! Эпӗ ӑна хӗҫ ҫивӗчӗшӗпе ҫамки урлӑ сӑтӑрттарнӑ пулӑттӑм та, пуҫ купташки ун шӑтӑрт! ҫеҫ тунӑ пулӗччӗ.

— Санӑн унсӑр та ыррине кӗтмелли ҫук, — терӗ кӑмӑлсӑррӑн Копылов, унтан, йӗвен чӗлпӗрне хытарса, лашине уттарса кайрӗ. — Вӗсем халӗ дисциплинӑна хӗстерме пуҫласси курӑнсах тӑрать, тӳс кӑна!

Утсем, тулхӑркаласа илсе, хӳрисемпе пӑвансене хӳтере-хӳтере хӑваласа, юнашар утса пычӗҫ, Григорий Копылов ҫинелле тӑрӑхласа пӑхса илчӗ, унтан ыйтса пӗлчӗ.

— Эсӗ мӗн шутпа ку тери капӑр тумлантӑн? Хӑвна чейпе хӑналаса ярӗҫ тесе шутларӑн-и? Шурӑ алӑсемпе сӗтел патне ҫавӑтса пырӗҫ, терӗн-и? Хырӑннӑ, френчна тасатнӑ, аттусем ҫап-ҫутӑ йӑлкӑшаҫҫӗ… Куртӑм-ха эсӗ сӑмса тутрине сурчӑкпа йӗпете-йӗпете чӗркуҫҫи тӗлӗсене тасатнине.

— Чарӑн, тархасшӑн! — хӳтӗленчӗ Копылов, сӑнӗпе хӗремесленсе.

— Тӑрӑшни ахалех пулчӗ сан! — йӗкӗлтерӗ ҫаплах Григорий. — Каккуй унта, алли ҫывӑхне ямарӗ.

— Санпа куна ҫеҫ мар кӗтме пулатчӗ, — хӑвӑрт мӑкӑртатса илчӗ те Копылов, куҫне хӗстерсе, пӗр тӗлӗнсе те савӑнса, кӑшкӑрса ячӗ:  — Пӑх-ха ав! Кусем — хамӑрӑннисем мар. Союзниксем!

Вӗсене хирӗҫ пӗрле кӳлнӗ ултӑ мул ансӑр тӑкӑрлӑкпа акӑлчан туппине сӗтӗрттерсе килет. Кӑшт айккинерех, кӗске хӳреллӗ ҫӳрен лаша ҫинче, акӑлчан офицерӗ ларса пырать. Малти мула утланнӑ ездовой та акӑлчан формипех, карттус кӑшӑлӗ ҫинче кӑна — вырӑс офицерӗн кокарди, тата пакунӗ поручикӑн.

Григорий патне ҫитме темиҫе чалӑш пек юлсан, офицер икӗ пӳрнине тункӑр хурса ҫӗленӗ шлем касӑрукӗ ҫумне тытрӗ, пуҫӗпе сӗлтсе ҫул пама ыйтрӗ. Тӑкӑрлӑк ытла тӑвӑр пирки чул хӳме ҫумне ҫӑтӑрах хӗсӗнсен ҫеҫ юланутсем пӗр-пӗрне ҫул парса иртме пултараҫҫӗ.

Григорий питҫӑмартийӗсенче кавлев мӑкӑлӗсем мӗкӗлтетсе илчӗҫ. Вӑл, шӑлне ҫыртса, утне тӳрех офицер ҫине тытрӗ. Лешӗ, тӗлӗнсе, куҫ харшийӗсене ҫӗклерӗ, хӑшт айккинерех пӑрӑнчӗ. Вӗсем аран-аран — унта та пулин акӑлчан офицерӗ тӑвӑр кунчаллӑ атӑ тӑхӑннӑ сылтӑм урине ӑратлӑ кӗсрин яп-яка хыркӑчланӑ йӑлтӑркка купарчи ҫине ҫӗклесе хурсан тин — пӗр-пӗринчен пӑрӑнса иртме пултарчӗҫ.

Артиллери командинчен пӗри, сӑнран — вырӑс офицерӗ, Григорий ҫине тарӑхса пӑхса илчӗ.

— Эсир ҫул пама пултарнӑ пек туйӑнать. Ҫакӑнта та ҫапла путсӗрле хӑтланмаллаччӗ-и-ха?

— Эсӗ шӑпӑрт ирт, йытӑ сӗлеки, атту ак ҫул парӑп сана!.. — ҫурма сасӑпа ӑс пачӗ Григорий.

Офицер малти пуҫелӗк ҫинче кӑштах ҫӗкленсе тӑчӗ те хыҫалалла кӑшкӑрчӗ:

— Хоспода! Тытса чарӑр ҫав сӗмсӗре!

Григорий, чӑпӑрккипе ҫиллессӗн хӑмсарса, лашине тӑкӑрлӑкран уттарса тухса кайрӗ. Ывӑнса ҫитнӗ, тусанланса пӗтнӗ артиллеристсем — пурте пекех мӑйӑхӗсем шӑтса ӗлкӗреймен ҫамрӑк офицерсем — ун ҫинелле кураймасӑр пӑхкаласа илчӗҫ, анчах нихӑшӗ те тытса чарас тесе ҫыхланмарӗ. Ултӑ тупӑллӑ батарея урам кукринелле пӑрӑнса ҫухалчӗ те, Копылов, тута хӗррисене ҫырткаласа, утне Григорий патне ҫывӑхах уттарҫа пычӗ:

— Ухмахланатӑн, Григорий Пантелеевич! Ача пек тытатӑн хӑвна!

— Сана мӗн, мана вӗрентме янӑ-и? — тӳрех хӑр-хар илчӗ Григорий.

— Эсӗ Фицхалаурова тарӑхни ӑнланмалла-ха, — терӗ Копылов, хулпуҫҫийӗсене сиктерсе, — анчах мӗншӗн айӑплӑ пулчӗ-ха кунта ҫав акӑлчан? Е тата ун шлемӗ килӗшмерӗ-и?

— Мана вӑл тем кунта, Усть-Медведица патӗнче, килӗшсех пӗтмерӗ… Унӑн вӑл шлема таҫта урӑх ҫӗрте тӑхӑнса ҫӳремеллеччӗ… Икӗ йытӑ туллашаҫҫӗ — виҫҫӗмӗшӗ ан пырса хутшӑн, пӗлетӗн-и ҫавна?

— Аха! Эсӗ ют ҫӗршывсем хутшӑннине хирӗҫ? Анчах, ман шутпа, пырӑнтан ярса илме тытӑнсан, кирек хӑш пулӑшӑва та хавас пулатӑн.

— Ну, апла тесен, эсех савӑн. Эпӗ ак вӗсене хамӑр ҫӗр ҫине ура та ярса пустармастӑмччӗ!

— Эсӗ курнӑ-и китайсене хӗрлисем патӗнче?

— Ну?

— Ҫавах мар-и-ха? Пӗрех ют ҫӗршыв пулӑшӑвӗ.

— Куна пустуй эсӗ! Китайсем хӑйсемех хӗрлисем патне килнӗ.

— Кусене тата, сан шутпа, вӗренпе сӗтӗрсе килнӗ-и? Григорий нимӗн те хирӗҫ тавӑрса калаймарӗ, шухӑшсен уҫҫи-хуппине тупаймасӑр тертленсе, чылайччен чӗнмесӗр пычӗ. Унтан тарӑхнине уҫҫӑн сисӗнтерекен сасӑпа каласа хучӗ:

— Эсир ак, вӗреннӗ ҫынсем, ялан ҫапла… Юр ҫинчи мулкач пек йӗре пӑтратса ҫӳретӗр! Эпӗ туятӑп-ха, тӑванӑм, кунта эсӗ темскер тӗрӗс мар пуплетӗн, сана кӗтесе персе хӗстермелли майне ҫеҫ ак пӗлместӗп… Калаҫар мар тек кун ҫинчен. Ан пӑтраштар мана, эпӗ сансӑрах пӑтрашӑнса пӗтнӗ!

Копылов эрленсе шӑпланчӗ те, вӗсем мӗн хваттере ҫитичченех сӑмах хушмасӑр пычӗҫ. Прохор ҫеҫ, пӗлес килни ҫав тери канӑҫ паманнипе, вӗсене хуса ҫитнӗччӗ те, ыйтрӗ:

— Григорий Пантелевич, сирӗн благороди, калӑрччӗ, тархасшӑн: мӗнле чӗрчунсем турттарса кайрӗҫ вара кадетсен тупписене? Хӑлхисем ашакӑнни майлӑ, ытти-хытти йӑлт лашан. Ку йышши выльӑх йӑхӗ ҫине пӑхма та ырӑ мар… Мӗн чӗмери-ши вӑл, хӑш ӑрат, — тӑнлантарса пар, тархасшӑн. Атту лере эпир укҫалла тупӑшса кайрӑмӑр.

Вӑл пӗр пилӗк минут пек утне хыҫалтан уттарса пычӗ, анчах явапне кӗтсе илеймерӗ те хыҫала тӑрса юлчӗ, ытти ординарецсем ҫитсе танлашсан, пӑшӑлтатса пӗлтерчӗ:

— Вӗсем, атьсемӗр, ним шарламасӑр пыраҫҫӗ, ҫут тӗнчере ҫавӑн йышши йӑх-ях ӑҫтан тупӑннинчен хӑйсем те тӗлӗнеҫҫӗ пулас…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех