Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: III

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.02 21:04

Пуплевӗш: 152; Сӑмах: 1508

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Григорий сӗм-ҫӗрле штабран хваттере таврӑнчӗ. Прохор Зыков ӑна калинкке патӗнче кӗтсе илчӗ.

— Аксинья пирки сас-хура ҫук-и? — ахальтен пек ҫеҫ ыйтанҫи пулчӗ Григорий.

— Ҫук. Таҫта ҫухалса ҫӳрет, — анаслакаласа хуравларӗ те Прохор ҫавӑнтах шиклӗн шухӑшласа илчӗ:

«Турӑ ан хуштӑрах, каллех ӗнтӗ ӑна шырама ярать… Ҫыхлашса кайрӗҫ, эсреметсем, ман инкеке!»

— Ҫӑвӑнма шыв илсе кил. Йӗп-йӗпе тар эпӗ. Часрах, ну! — хальхинче тарӑхсах каларӗ Григорий.

Прохор пӳртрен шыв илсе тухрӗ, Григорин алтӑр майлӑ ывӑҫласа тытнӑ аллисем ҫине нумайччен яра-яра тӑчӗ. Григорий киленсех ҫӑвӑнчӗ. Тар шӑрши ҫапнӑ гимнастеркине хывса хучӗ, каларӗ:

— Ҫурӑм ҫине яр!

Сивӗ шыв тарлӑ ҫурӑма ҫатӑр пӗҫертсе кайнипе вӑл ахлатса илчӗ, тулхӑрнӑ пек турӗ, чӗн пӳшкӗнсем йӗрленӗ хулпуҫҫийӗсемпе ҫӑмлӑ кӑкӑрне чылайччен сӑтӑрса аппаланчӗ. Таса ашӑкпа шӑлӑннӑ хыҫҫӑн Прохора савӑнса кайнӑ сасӑпа каларӗ:

— Ирхине ман валли лаша килсе параҫҫӗ. Илсе юл эсӗ, хыркӑчла, сӗлӗ тупса ҫитер. Хам тӑмасӑр ан вӑратнӑ пул. Штабран кама та пулин ярсан ҫеҫ тӑрататӑн. Ӑнлантӑн-и?

Хӑй аслӑк айне кайрӗ. Урапа ҫине хӑпарса выртрӗ те ҫавӑнтах ним туйми харлаттарма тытӑнчӗ. Шуҫӑм килнӗ чухне шӑна пуҫларӗ, урисене хутлатрӗ, сывлӑмпа нӳрелнӗ шинельне куҫ ҫинелле туртса витӗнчӗ, хӗвел тухсан, тепре тӗлӗрсе кайрӗ те ҫичӗ сехет ҫитес умӗн ҫеҫ тупӑ янӑравлӑн кӗрӗслетсе кайнӑ сасӑпа ыйхӑран вӑранчӗ. Станица ҫийӗн, янкӑр кӑвак тӳпере, чӑлт-шуррӑн йӑлтӑртатса, аэроплан вӗҫет. Ун ҫине тӗллесе Донӑн тепӗр енчен тупӑ-пулеметсемпе переҫҫӗ.

— Лектерме те пултараҫҫӗ-иҫ ӑна! — терӗ Прохор карлӑкран кӑкарнӑ ҫӳллӗ ҫӳрен ӑйӑра хыркӑчпа тимлӗн сӑтӑрса хыркӑчланӑ май. — Пӑх, Пантелевич, ӑк мӗнле эсремете парса янӑ сана!

Григорий ӑйӑра ҫиелтен тинкерсе илчӗ, кӑмӑл туллин ыйтрӗ:

— Пӑхмарӑм эпӗ вӑл миҫе ҫултине? Улттӑ ҫинче-и?

— Улттӑ ҫинче.

— Селӗмскер! Урисем шӑратса янӑ пек яка, пурте сакӑл тата. Хитре лаша… Эппин, йӗнерлесе пар-ха, кайса пӗлем, кам вӗҫсе килнӗ.

— Чаплӑ — сӑмах та ҫук. Чуппи мӗнлерех-ши? Пӑхсан, питӗ йӑлттам пулма кирлӗ пек, — мӑкӑртатса сӑмахларӗ Прохор, хырӑмсалӑха хытарнӑ май.

Шрапнель ҫурӑлнипе аэроплан патӗнче тата тепӗр кӑвакрах шурӑ пӗлӗт татки мӑкӑрланса хӑпарчӗ.

Ларма меллӗрех вырӑн суйласа илсе, летчик аэропланӗпе питӗ хӑвӑрт ҫӗр ҫинелле анма тытӑнчӗ. Григорий калиткерен тухрӗ, станицӑна ут вити хыҫне анса ларнӑ аэроплан патнелле тӗпӗртеттерсе кайрӗ.

Станица ӑйӑрӗсене усрама туса лартнӑ витене — станица хӗрринчи вӑрӑм чул ҫурта — тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсене сакӑрҫӗр ҫын ытла чыхса тултарнӑ. Хурал вӗсене тула кайма кӑларман, ҫуртра лаххансем те пулин пулман. Вите патӗнче этем пӑх-шӑкӗн йывӑр шӑрши аякранах кӳ! ҫапать. Алӑксен айӗнчен усал шӑршӑллӑ шӑк юха-юха тухать: вӗсен тӗлӗнче пӗлӗчӗ-пӗлӗчӗпе симӗс шӑна явӑнса ҫӳрет…

Ҫав вилӗм шӑпи ҫитнӗ ҫынсем ларакан тӗрмере кунӗн-ҫӗрӗн шӑппӑн йынӑшнӑ сасӑсем илтӗнсе тӑраҫҫӗ. Тыткӑна лекнисем выҫӑпа, хӑйсем хушшинче асса кайнӑ тиф тата юнлӑ варвитти чирӗсемпе ҫӗршерӗн вилеҫҫӗ. Тепӗр чухне вӗсене талӑкӗ-талӑкӗпе унтан илсе каймаҫҫӗ.

Григорий, вите патӗнчен ҫаврӑнса иртсе, учӗ ҫинчен анма хатӗрленнӗччӗ ҫеҫ — Дон леш енчен каллех тупӑ кӗрӗслеттерсе ячӗ. Ҫывхарса килекен снаряд тискеррӗн ӳленӗ сасӑ вӑйланнӑҫем вӑйланса пычӗ те йывӑррӑн шартлатса ҫурӑлнӑ кисревпе пӗрлешсе кайрӗ.

Пилот тата унпа пӗрле вӗҫсе килнӗ офицер аэропланӑн пӗчӗк кабининчен тухсанах вӗсене казаксем сырса илнӗччӗ. Анчах ҫав самантра шӑпах сӑрт ҫинче пӗтӗм батарея тупписем калаҫма тапратрӗҫ. Снарядсем пӗри те пӗри вите йӗри-тавра ӳксе ҫурӑлчӗҫ.

Пилот йӑпӑр-япӑр кабинӑна кӗрсе ларчӗ, анчах моторӗ ӗҫлемесӗр чӑхӑмларӗ.

— Алӑпа туртса кайӑр! — янӑравлӑн команда пачӗ те Донец леш енчен вӗҫсе килнӗ офицер чи малтан аэроплан ҫунаттинчен ярса тытрӗ.

Чӳхенкелесе илсе, аэроплан ҫӑмӑллӑн хыр йывӑҫҫисем еннелле шуса пычӗ. Батарея ӑна ҫине-ҫинех персе ӑсатрӗ. Пӗр снарячӗ тыткӑна лекнӗ хӗрлӗармеецсемпе чыхса тултарнӑ вите ҫине ӳкрӗ. Ҫурт кӗтесси ҫӑра тӗтӗмпе акшар тусанне мӑкӑрлантарса ишӗлсе анчӗ. Вите хӑраса кайнӑ хӗрлӗармеецсем тискеррӗн ҫухӑрса янӑ сасӑпа чӗтренсе илчӗ. Йӑтӑнса аннӑ кӗтес хушӑкӗнчен виҫӗ хӗрлӗармеец сиксе тухрӗ, унта чупса ҫитнӗ казаксем вӗсене, ҫывӑхран персе, ала пек шӑтарса пӗтерчӗҫ.

Григорий сиккипе аяккалла вӗҫтерчӗ.

— Вӗлереҫҫӗ! Хырсем хушшинелле тап! — кӑшкӑрчӗ ун ҫывӑхӗнчен чупса иртнӗ чух хӑраса кайнӑ сӑнлӑ, шурӑ куҫне чарса хунӑ казак.

«Чӑнах та юсама пултараҫҫӗ. Тем амакӗ те пулӗ», — шухӑшласа илчӗ те Григорий васкамасӑр хваттерӗ еннелле пӑрӑнчӗ.

Ҫав кунхине Кудинов, Мелехова пӗле тӑркач чӗнтермесӗр, штабра питӗ секретлӑ канашлу пуҫтарчӗ. Аэропланпа ларса килнӗ Дон ҫарӗн офицерӗ Каменски станица патӗнче пуҫтарӑнса тӑнӑ ударлӑ ушкӑн чаҫӗсем ҫак кунсенчех хӗрлисен фронтне татса кӗрсе каясси, унтан Дон ҫарӗн Секретев генерал ертсе пыракан утлӑ дивизийӗ повстанецсемпе пӗрлешме тапранса килесси ҫинчен кӗскен пӗлтерчӗ. Секретев дивизийӗпе пӗрлешсенех повстанецсен утлӑ полкӗсене Донӑн сылтӑм ҫыранне каҫарса яма май килтӗр тесе, офицер шыв урлӑ каҫма мӗн кирлине пурне те халех хатӗрлесе хума сӗнчӗ; резерври чаҫсене Дон ҫывӑхнерех туртса килме канаш пачӗ, канашлу пӗтес умӗн вара, хӗрлисене йӗрлесе каякан чаҫсене, Дон урлӑ каҫарса, малалла куҫарса пымалли плана хатӗрлесе ҫитернӗ хыҫҫӑн, ҫапла ыйтрӗ:

— Мӗншӗн тыткӑна илнисене Вешенскинче усратӑр?

— Урӑх ниҫта та вырӑн тупаймарӑмӑр, хуторсенче юрӑхлӑ ҫуртсем ҫук, — хуравларӗ штабра ӗҫлекенсенчен пӗри.

Офицер яп-яка хыртарнӑ тарлӑ пуҫне сӑмса тутрипе типтерлӗн шӑлса типӗтрӗ; симӗс китель ҫухине вӗҫертсе ячӗ те ассӑн сывласа каларӗ:

— Казанскине ӑсатӑр.

Кудинов тӗлӗнсе куҫ харшисене ҫӗклерӗ.

— Унтан?

— Лерен вара — Вешенскине… — сивӗ кӑвак куҫӗсене хӗстерсе, мӑнкӑмӑллӑн ӑнлантарчӗ офицер. Унтан, тути хӗррисене пӑчӑртасарах тытса, сӑмахне хиврен вӗҫлерӗ:  — Ӑнланмастӑп эпӗ, господа, эсир вӗсемпе мӗншӗн ытлашши чӑрманнине? Вӑхӑчӗ халь унашкалли мар пек туйӑнать. Ҫав ахаллисене ҫеҫ мар, социаллӑ чирсене те сарса тӑракан йӑх-яха вӗлерсе пӗтерес пулать. Вӗсемпе ним чӑрманса аппаланмалли те ҫук! Сирӗн вырӑнта эпӗ шӑпах ҫапла тунӑ пулӑттӑм.

Тепӗр кунне тыткӑна илнисен пӗрремӗш ушкӑнне, икҫӗр ҫынна, хӑйӑрлӑха хӑваласа тухрӗҫ. Халсӑрланса ҫитнӗ, кӑвакарса шурса кайнӑ, урисене аран илсе пусакан хӗрлӗармеецсем хӑйӑр тӑрӑх мӗлкесем пек сулланса пычӗҫ. Вӗсен йӗркесӗр-мӗнсӗр утакан ушкӑнне пур енчен те юланутлӑ конвой хӗстерсе лартнӑ та… Вешенскипе Дубровка хушшинчи вунӑ ҫухрӑм тӑсӑлакан ҫул ҫинче икҫӗрӗшне те пӗр ҫын юлмиччен хӗҫсемпе тураса тӑкнӑ. Иккӗмӗш ушкӑна каҫ пулас умӗн хӑваласа тухрӗҫ. Конвоя ҫирӗп хытарса каланӑ: кая юлакансене касса ҫеҫ пӑрахмалла, урӑхла май пулмасан кӑна персе вӗлермелле. Ҫӗр аллӑ ҫынран вунсаккӑрӑшӗ ҫеҫ Казанскине утса ҫитрӗ… Вӗсенчен пӗри, чикан сӑнлӑрах ҫамрӑк хӗрлӗармеец, ҫул ҫинче ухмаха тухнӑ та, ҫул тӑршшӗпех юрласа та ташласа пычӗ, хӑй татса илнӗ ырӑ шӑршӑллӑ чапӑр курӑкне чӗри ҫумне пӑчӑртаса макӑрчӗ. Вӑл час-часах вӗри хӑйӑр ҫине пичӗпе ӳкрӗ, ҫӗтӗлсе пӗтнӗ пӳс кӗпин таса мар лӑстӑкӗсене ҫил тӑрмаларӗ, ҫавӑн чух вара конвоирсене унӑн ӳчӗ карӑнса туртӑннӑ сарлака шӑмӑллӑ ҫурӑмӗпе чармакласа хунӑ урисен ҫуркаланса пӗтнӗ хура тупанӗсем курӑнчӗҫ. Ӑна ура ҫине ҫӗкле-ҫӗкле тӑратрӗҫ, флягӑсемпе шыв сапрӗҫ те, вӑл ӑссӑррӑн йӑлтӑртатакан хура куҫӗсене уҫрӗ, шӑппӑн лӗхлетсе кулчӗ, каллех тайкаланса утса кайрӗ.

Пӗр хуторта ҫемҫе кӑмӑллӑ хӗрарӑмсем конвоирсене сырса илчӗҫ, мӑнаҫ сӑнлӑ кӳпшек карчӑк конвой начальникне хыттӑнах каларӗ:

— Ирӗке яр эсӗ ҫак хура йӗкӗте. Ӑсӗ тайӑлнӑ ун, турра ҫывӑхланнӑ, ҫавӑнпа та ҫавӑн пекскерне вӗлеретӗр пулсан, сире каҫарма ҫук пысӑк ҫылӑх пулать. Конвой начальникӗ — сарӑ мӑйӑхлӑ маттур подхорунжи — кулса илчӗ:

— Эпир хамӑр чун ҫине ытлашши ҫылӑх илесрен хӑрамастпӑр, кинемей. Ҫав-ҫавах пирӗнтен ҫветтуйсем пиҫмеҫҫӗ!

— Эсӗ яр ӑна ирӗке, хирӗҫ ан тӑр, — хистевлӗн ыйтрӗ карчӑк. — Вилӗмӗ вӑл пурсӑр ҫийӗн те ҫунаттипе хӑмсарсах ҫӳрет…

Хӗрарӑмсем пурте ун майлӑ пулса калаҫрӗҫ те, подхорунжи килӗшрӗ.

— Мана шел мар вӑл, илсе юлӑр. Вӑл халь сиен тума пултараймасть. Пирӗн ырӑ кӑмӑлшӑн — кашнине пире пӗрер кӑкшӑм хӑйминчен уйӑрман сӗт.

Ухмаха ернӗ ҫынна карчӑк хӑйӗн килне ҫавӑтса кайрӗ, апат ҫитерчӗ те курницӑна вырӑн сарса пачӗ. Йӗкӗт пӗр талӑк вилнӗ пек ҫывӑрчӗ, вара вӑранчӗ те, ҫурӑмӗпе чӳрече еннелле тӑрса, шӑппӑн юрласа ячӗ. Карчӑк, курницӑна кӗрсе, арча ҫине пырса ларчӗ, питне ал тупанӗ ҫине хурса, нумайччен каччӑн ырханкка пичӗ ҫине тӗсесе пӑхрӗ, унтан хулӑнрах сасӑпа каларӗ:

— Сирӗннисем инҫех мар пулас…

Ухмах ҫын самантлӑха шӑпланчӗ, унтан ҫавӑнтах ҫӗнӗрен, анчах хальхинче майӗпентерех юрласа ячӗ.

Карчӑк сассине хытарса калаҫма тытӑнчӗ.

— Эсӗ чарӑн, ывӑлӑм, юрлама. Пӑлахая персе ман пуҫа ан минрет. Эпӗ пурӑнса курнӑ, улталаймастӑн, ухмах мар! Ӑсу-пуҫу сан чиперех, пӗлетӗп… Илтрӗм-ха эсӗ ыйхӑ тӗлӗшпе калаҫнине, мӗнлерех ҫыпӑҫуллӑ тата!

Хӗрлӗармеец ҫаплах юрларӗ, анчах сасси шӑплансах пычӗ.

— Эсӗ манран ан хӑра, эпӗ сана усал сунмастӑп, — терӗ карчӑк. — Ярман вӑрҫинче ман икӗ ывӑлӑн пуҫне ҫирӗҫ, кӗҫӗнни ку вӑрҫӑра Черкасскра вилчӗ. Вӗсене-ҫке пурне те эпӗ чӗре айӗнче ҫӗклесе ҫӳренӗ… Ӗҫтернӗ, ҫитернӗ, мӗн ҫамрӑкран ҫывӑрман… Ҫав халлӗн шеллетӗп те эпӗ ҫар службинче тӑракан, вӑрҫӑ вӑрҫакан пӗтӗм ҫамрӑк яш-кӗрӗме… — Вӑл кӑштах ним шарламасӑр ларчӗ.

Хӗрлӗармеец та шӑпланчӗ. Куҫне хупрӗ те, питшӑммисем тӗлӗнчи кӗре ӳтне кӑшт палӑрмалла шупка хӗрлӗ тӗс ҫапрӗ, ҫинҫешке те хыткан мӑйӗ ҫинчи кӑвак юн тымарӗ хӑвӑрттӑн талтлатса тапма пуҫларӗ.

Пӗр минута яхӑн вӑл теме кӗтнӗ пек сӑмах чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан хура куҫӗсене кӑштах уҫрӗ. Вӗсем ӑслӑн пӑхаҫҫӗ, карчӑк мӗн те пулин каласса чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе, вут пек йӑлкӑшса ҫунаҫҫӗ. Ҫавна курса кинеми кӑшт палӑрмалла кулса илчӗ.

— Шумилинскине мӗнле каймаллине пӗлетӗн-и?

— Ҫук, асанне, — тутине кӑштах хускатса хуравларӗ хӗрлӗармеец.

— Апла пулсан мӗнле каятӑн?

— Пӗлместӗп…

— Ҫапла ҫав вӑл! Халӗ ман мӗн тӑвас ӗнтӗ санпа? Карчӑк чылайччен вӑл мӗн те пулин каласса кӗтрӗ, унтан ыйтрӗ:

— Утма пултаратӑн-и эс?

— Кайкалӑп мӗнле те пулин.

— Халӗ сан мӗнле те пулин юрамасть. Ҫӗрле каймалла пулать тата хытӑ, ой, хытӑ утма тивет! Тепӗр кун пурӑн та, ун чухне сана ҫимелли тупса парӑп, ҫул кӑтартма мӑнукӑма ярӑп, вара — телейлӗ ҫул пултӑр! Сирӗннисем, хӗрлисем, эппин, Шумилински хыҫӗнче тӑраҫҫӗ, тӗрӗс пӗлетӗп. Ҫавсем патне пырса тухатӑн та эсӗ. Ҫулпа кайма юрамасть сирӗн, ҫеҫенхирпе, ҫырма-ҫатрасемпе, вӑрмансемпе ҫаврӑнса ҫӳрес пулать, атту казаксем тӗл пулӗҫ те, инкекрен хӑтӑлаймастӑр. Ҫапла вӑл, кӑвакарчӑнӑм!

Тепӗр кунне, тӗттӗмленсе килсен, карчӑк ҫул ҫине пуҫтарӑннӑ вуникӗ ҫулхи мӑнукне казак сӑхманне тӑхӑннӑ хӗрлӗармеец ҫине хӗрес хучӗ те ҫирӗппӗн каларӗ:

— Кайӑр, турӑ пулӑшса пытӑр! Астӑвӑр, пирӗн служивӑйсен куҫӗ тӗлне ан пулӑр!.. Нимшӗн те мар, ывӑлӑм, нимшӗн те мар! Мана мар, ҫӳлти таса турра тав ту! Пӗр эп анчах мар ҫапла, — эпир, амӑшӗсем, пурте ырӑ кӑмӑллӑ… Шел-ҫке-ха сире, йӗксӗк, ҫурисене, вилес пек шел! Ну, ну, кайӑр ӗнтӗ, турӑ сыхласа ҫӳретӗр сире! — Вара карчӑк пӳртӗн сарӑ тӑм сӗрнӗ, кӑштах чалӑшнӑ алӑкне шалтлаттарса хупса юлчӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех