Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XIX

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 19:10

Пуплевӗш: 494; Сӑмах: 4296

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӳпене ҫумӑр пӗлӗчӗсем хупласа илнӗ. Ала витӗр алласа кӑларнӑ пек йӗпхӳ пӗрӗхет. Ҫамрӑк каю, хыт-хура, ҫеҫенхир тӑрӑх тӗрлӗ ҫӗрте сапаланса ӳсекен хир кӳкенӗ тӗмӗсем йӑлтӑртатса лараҫҫӗ.

Хутортан маларах тухса кайма тивнӗшӗн хытӑ кӳреннӗ Прохор сӑмах чӗнмесӗр мӑртӑхса пычӗ, ҫул тӑршшӗпех Григорипе ҫӑвар уҫса калаҫмарӗ. Севастьянов хуторӗ хыҫӗнче вӗсем юланутлӑ виҫӗ казака хирӗҫ пулчӗҫ. Лешсем, лашисене атӑ кӗлисемпе тӗрткелесе, юнашар шапӑл-шапӑл калаҫкаласа пыраҫҫӗ. Пӗри, хӗрлӗ сухаллӑ ҫулланнӑ казак, килте тӗртнӗ кӑвак тӑла сӑхман тӑхӑннӑскер, Григорие инҫетренех палласа илчӗ, юлташӗсене хыттӑн кайрӗ: «Ку Мелехов-иҫ, тӑвансем» — терӗ те, унпа танлашса, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ тур лашине чӗлпӗртен туртса тӑратрӗ.

— Сывӑ пурӑнатӑн-и, Григорий Пантелевич? — саламларӗ вӑл Григорие.

— Сывах-ха. Хӑвна та сывлӑх сунатӑп! — хуравларӗ Григорий, ҫак сарӑ сухаллӑ, салху сӑн-питлӗ казакпа ӑҫта тӗл пулнине кӑлӑхах аса илме тӑрӑшса.

Ӑна нумай пулмасть подхорунжие ҫитернӗ пулас та, ахаль казак пек курӑнас мар тесе-тӗр, вӑл вӗр-ҫӗнӗ пакунӗсене сӑхманӗ ҫинех ҫӗлесе хунӑ.

— Паллаймастӑн-и? — ҫулӑм пек хӗрлӗ ҫӑмлӑ сарлака аллине ҫывӑхах пырса тӑсрӗ вӑл, ӑшран ҫунса тухакан хӑватлӑ эрех шӑршипе сывласа. Ҫӗнӗ подхорунжин сӑн-пичӗ те тӑмсайларах мӑнкӑмӑллӑн йӑлкӑшать, пӗчӗк кӑвак куҫӗсем хӗм сапаҫҫӗ, хӗрлӗ мӑйӑхӗ айӗнчи тути тӑрӑх кулӑ шуса ҫӳрет.

Сӑхманлӑ офицерӑн килӗшӳсӗр сӑн-пичӗ Григорие хаваслантарса яяӗ.

— Паллаймастӑп, — терӗ вӑл, тӑрӑхланине пытармасӑр. — Эпӗ санпа эс ахаль рядовой чухне тӗл пулнӑ, ахӑр… Сана подхорунжи ятне тин анчах панӑ пулӗ-ха?

— Тӗп-тӗрӗс пӗлтӗн! Эрне каялла. Тӗл пуласса вара иксӗмӗр Кудинов патӗнче штабра, ҫуна праҫникӗ умӗнччӗ пулас, тӗл пулнӑччӗ. Ун чухне эсӗ мана пӗр инкекрен ҫӑлса хӑварнӑччӗ, аса ил-ха! Эй, Трифон! Кайӑрах майӗпен, хӑваласа ҫитетӗп эпӗ! — кӑшкӑрчӗ хӗрлӗ сухал ҫывӑхра чарӑнса тӑнӑ казаксене.

Григорий хӗрлӗ ҫӳҫлӗ подхорунжипе хӑҫан тӗл пулнине аран астурӗ, ӑна «Ҫумак» тесе чӗннине те, Кудинов ун пирки хак парса каланӑ сӑмахсене те аса илчӗ: «Питӗ тӗл лектерет, эсремет! — тенӗччӗ вӑл. — Мулкачсене тарнӑ ҫӗртех винтовкӑпа персе тытать, ҫапӑҫура шухӑ, разведчикӗ те лайӑх, ӑсӗпе ав — чисти пӗчӗк ача». Ҫумак восстани вӑхӑтӗнче сотньӑна ертсе пынӑ чух тем пирки айӑпа кӗнӗ те, уншӑн Кудинов ӑна вырӑнтан кӑларма шутланӑччӗ, анчах Григорий хута кӗнипе Ҫумака тивмерӗҫ, сотня командирӗнчех хӑварчӗҫ.

— Фронтран-и? — ыйтрӗ Григорий.

— Так точнӑ, Новохоперск патӗнчен отпуска таврӑнатӑп. Кӑштах, пӗр ҫухрӑм ҫурӑ, тавралларах килтӗм-ха. Слащевскине кӗрсе тухрӑм, унта — хурӑнташсем ман. Хама ырӑ тунине манман эпӗ, Григорий Пантелевич! Кӑмӑла ан хӑвар, кӑштах хӑналасшӑн-ха эпӗ сана, э? Уртмахра ман икӗ пулштух таса спирт пур, ӗҫер-и ӑна?

Григорий яхӑнне те килӗшмерӗ, анчах кучченеҫлӗх сӗннӗ пӗр кӗленчине илме хирӗҫ пулмарӗ.

— Мӗн пулса иртмерӗ пулӗ унта! Казаксемпе офицерсем пайтах тупра турӗҫ! — мухтанчӑклӑн каласа пачӗ Ҫумак. — Эпӗ Балашовра та пултӑм. Тытса илтӗмӗр те ӑна тӳрех чугун ҫул патне чупрӑмӑр. Унта питӗ нумай состав тӑратчӗ, ҫулсем пӗтӗмпех ҫынсемпе чыхланса ларнӑччӗ. Пӗр вакунӗнче — сахӑр, тепринче — обмундировани, виҫҫӗмӗшӗнче — тем тӗрлӗ пурлӑх-япала. Хӑш-пӗр казаксем хӗрӗхшер комплект таран ҫи-пуҫ сӗтӗрчӗҫ. Унтан жидсене тустарма кайрӑмӑр та, — кулсах вилен! Ман ҫурма сотньӑри пӗр пӑшатанӗ жидсенне кӗсье сехечӗсем вунсаккӑр таран тӑпӑлтарса илнӗ вуннӑшӗ — ылтӑн: кӑкӑр умне ҫакса тултарнӑ та, кӗрт аҫи, каснӑ-лартнӑ чи пуян купца пек сулланса ҫӳрет! Куҫлӑ ҫӗрӗсемпе ахаллисем — шутласа кӑлараймӑн! Кашни пӳрнинчех икшер-виҫшер…

Григорий, пуҫӗпе сулса, Ҫумакан ҫурӑлса тухас пек чыхса тултарнӑ уртмахӗсем ҫинелле кӑтартрӗ.

— Ку тата мӗн сан?

— Так… Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр.

— Эсӗ те ҫаратрӑн-и?

— Ну, калатӑн та — ҫаратрӑн… Ҫаратман, саккунлӑ пуҫтарнӑ. Пирӗн полк командирӗ ҫаплах каларӗ: «Хулана тытса илетӗр — икӗ талӑк хӑвӑр пӗлнӗ пек хуҫаланатӑр!» — терӗ. Мӗн-ха — эпӗ мӗнтен кая ыттисенчен? Хысна япалисене илнӗ, алӑ тӗлне килнисене… Ыттисем ман пек мар хӑтланчӗҫ.

— Вӑйлӑ ҫапӑҫатӑр! — Григорий тупӑш тума юратакан подхорунжие йӗрӗнчӗклӗн сӑнаса пӑхрӗ, ҫапла каларӗ:  — Сан йышшисемпе вӑрҫа мар каймалла, мӑн ҫул ҫинче кӗпер айӗнче лармалла! Вӑрҫӑран ҫаратас ӗҫ туса янӑ! Эх, йӗксӗксем те ҫав эсир! Ҫӗнӗ ремеслана вӗрентӗр пулать, эппин! Эсӗ мӗн, куншӑн хӑҫан та пулин хӑвӑрӑнне те, сирӗн полковникӑнне те тирсене сӳмӗҫ тесе шутлатӑн-и?

— Мӗншӗн вара ку?

— Ак ҫакӑншӑн!

— Камах сӗвӗ-ши?

— Аслӑрах чинлисем.

Ҫумак тӑрӑхланӑ пек кулса илчӗ:

— Хӑйсем те вӗсем ҫавнашкалах! Эпир хӑть уртмахсемпе те лавсемпе илсе тухатпӑр, вӗсем пур, обозӗ-обозӗпе килӗсене ӑсатаҫҫӗ.

— Ху курнӑ-и эсӗ?

— Калатӑн та — курнӑ! Хам пӗр ҫаван пек обоза Ярыженскине ӑсатрӑм. Кӗмӗл савӑт-сапа, чашӑк-ҫӑпала кӑна пӗр лав ҫине тӳпеми тиесе тултарнӑччӗ! Хӑш-пӗр офицерсем: «Мӗн илсе каятӑр? Ну-ккӑ, кӑтартӑр!» — тесе тапӑнсан, каланӑ ҫеҫ ав ҫав ятлӑ генерал япалисем тесе — ҫаврӑннӑ та утнӑ вара лешсем.

— Камччӗ вӑл генерал? — куҫне хӗстерсе, чӗлпӗрне ҫилӗллӗн выляткаласа ыйтрӗ Григорий.

Ҫумак чеен кулса илчӗ.

— Мантӑм хушаматне… Турӑ астутартӑрах, мӗнлеччӗ-ха вӑл? Ҫук, аса илейместӗп, тухса ӳкнӗ пуҫран! Тепӗр тесен, кӑлӑхах ятлатӑн, Григорий Пантелевич. Тӗп-тӗрӗс сӑмах: пурте ҫапла хӑтланаҫҫӗ! Эпӗ, ыттисем хушшинче, кашкӑр ҫумӗнчи путек кӑна; эпӗ ал айне ҫакланнине ҫеҫ илнӗ, теприсем, ав, ҫынсене урам варринчех ҫатта-ҫарамас хывӑнтарчӗҫ, жид майрисене ӑҫта май килнӗ ҫавӑнта тытса мӑшкӑлларӗҫ. Эпӗ унашкал ӗҫпе аппаланман, манӑн саккунлӑ арӑм пур, мӗнлескер-ха тата: хӗрарӑм мар, кӗсререн кӗсре! Ҫук-ҫук, куна ахалех эсӗ мана ҫилленсе кайрӑн. Тӑхта, ӑҫта аплах васкатӑн?

Григорий, пуҫне сулса, Ҫумакпа сиввӗн сывпуллашрӗ.

— Кайрӑмӑр, атя! — терӗ те Прохора утне юртӑпа чуптарса кайрӗ.

Ҫул ҫинче отпуска таврӑнакан казаксем пӗчченшерӗн те, ушкӑнӑн-ушкӑнӑн та ҫине-ҫинех курӑна пуҫларӗҫ. Хушӑран пар лашаллӑ лавсем те хирӗҫ пулчӗҫ. Вӗсем ҫине тиенӗ япаласене, брезентпа е шӑналӑкпа витсе, типтерлӗн ҫыха-ҫыха хунӑ. Лавсем хыҫӗнчен ҫуллахи вӗр-ҫӗнӗ гимнастеркӑсемпе хӗрлӗармеецсен симӗс шӑлаварӗсене тӑхӑннӑ казаксем, кӑштах йӗнер йӑранисем ҫинче ҫӗкленсе, учӗсене юрттарса пыраҫҫӗ. Казаксен тусанланса пӗтнӗ кӗре сӑн-пичӗсем хаваслӑн йӑлкӑшса ҫиҫеҫҫӗ, хӑйсем пурте савӑнӑҫлӑ, анчах Григорие тӗл пулнӑ чухне ун умӗнчен хӑвӑртрах пӑрӑнса кайма тӑрӑшрӗҫ, аллисене команда панӑ пек харӑс карттус кӑсӑрукӗсем патне ҫӗклесе тытса, ним шарламасӑр иртрӗҫ, чылай аякка кайсан тин хӑйсем хушшинче пуҫланӑ калаҫӑва ҫӗнетрӗҫ.

— Купцасем килеҫҫӗ! — терӗ тӑрӑхласа Прохор, ҫаратнӑ япаласемпе чыхса тултарнӑ лавпа пӗрле ҫывхаракан юланутсене аякран асӑрхаса.

Ҫапах та пур казаксем те килӗсене тупраллӑ-япалаллӑ таврӑнмарӗҫ. Пӗр хуторта, пусӑ умӗнче, утсене шӑварма чарӑнсан, Григорий кӳршӗ килте такамсем юрланӑ сасӑсене илтрӗ. Сассисем ачасенни пек уҫҫӑн та тасан шӑранаҫҫӗ, ӑна ҫамрӑк казаксем юрлаҫҫӗ, ахӑр.

— Служивӑя ӑсатаҫҫӗ пулмалла, — терӗ Прохор, витрепе шыв ӑсса кӑларса.

Иртнӗ каҫхине пӗр кӗленче спирт тӗпленӗ хыҫҫӑн вӑл пӗртте халь мухмӑр чӗртме хирӗҫ марччӗ, ҫавӑнпа та лашасене васкаса шӑварчӗ те кулкаласа сӗнчӗ:

— Мӗн-ха, Пантелевич, кайса пӑхмалла мар-и унта?

Ӑсатнӑ ятпа, тен, пире те пӗрер черкке ҫул курки ҫакланӗ? Пӳртне хӑмӑш ҫеҫ витнӗ те-ха, ҫапах та пуян пурӑнаҫҫӗ пулас.

Григорий «юха сӑмсана» мӗнлерех ӑсатнине кайса курма хирӗҫ пулмарӗ. Утсене ҫатан ҫумне кӑкарса, Прохорпа иккӗшӗ картишне кӗчӗҫ. Аслӑк айӗнчи ҫаврака сырӑшсем умӗнче йӗнерленӗ тӑватӑ лаша тӑрать. Кӗлетрен, тимӗр пӑтавккана шӑлами тултарнӑ сӗлле йӑтса, каччӑ ҫулне ҫитмен ҫамрӑк йӗкӗт тухрӗ, Григорий ҫине кӑлин пӑхса илсе, кӗҫенсе янӑ лашасем патнелле утса кайрӗ. Пӳрт кӗтесси хыҫӗнче юрӑ шӑранать. Ҫинҫе уҫӑ сасӑ ухӑнуллӑн чӗтретсе ячӗ:

Халиччен ҫав ҫулпа пӗр никам ҫӳремен.

Ӑна ҫын йӗрлемен, ут чӗрне сӗртӗнмен…

Чӗлӗм туртнӑран хӑйӑлтатсарах тухакан хулӑн сасӑ, юлашки сӑмахӗсене тепӗр хут юрланӑ чух, ҫинҫереххипе пӗрлешрӗ, унтан ытти сасӑсем те килӗшӳллӗн хутшӑнчӗҫ те, юрӑ мӑнаҫлӑн, ирӗклӗн те салхуллӑн шӑранма пуҫларӗ. Григорин, унта пырса курӑнса, юрӑҫсене чӑрмантарас-пӳлес килмерӗ.

— Тӑхта, ан курӑн, юрласа пӗтерччӗр малтан, — терӗ вӑл, Прохора ҫаннинчен туртса.

— Ку — ӑсату-мӗн мар. Еланскисем ҫапла юрлаҫҫӗ. Вӗсем ҫапла шӑрантараҫҫӗ куна. Вӑйлӑ янӑратаҫҫӗ, эсрел ҫурисем! — терӗ те ырласа Прохор, ӗҫкӗпе кунта нимӗн те тухманнине туйса, кӳренчӗклӗн чӑртлаттарса сурчӗ.

Ҫепӗҫ сасӑллӑ тенор вӑрҫӑра асӑрханусӑртарах пулнӑ казак шӑпи ҫинчен вӗҫне ҫитичченех каласа пачӗ:

Казак полкӗ иртет халь ун тарӑх малта.

Шап-шур кӑпӑк чупать урхамах хыҫалта.

Чӑлханать пурҫӑн чӗлпӗр ури хушшинче.

Йӗнерӗ — таҫта хырӑмай патӗнче,
Кӗҫ-вӗҫ хывӑнас пек йӗсмеллӗ йӗвен.

Эй, эс, ҫамрӑк казак, мӗн мӗскершӗн йӗрен?

Чупать лаши хыҫҫӑн, аран хӑй сывлать,
Хӑй йӑлт ӑшша пиҫнӗ, макрать, тархаслать:

«Эй, шанчӑклӑ тусӑм, хура урхамах!

Тӑхта кӑшт, тӑванӑм, тур пул, ан пӑрах.

Эп сансӑр пӗтетӗп: йӑлт кайрӑм халран,
Тарса ӳкейместӗп усал чеченран…»

Юрра ытарайманнипе Григорий утсем кӗҫеннине те, тӑкӑрлӑкра урапа лӑчӑртатса иртнине те илтмерӗ, ҫаплах-ха ҫурӑмӗпе пӳртӗн шуратнӑ стени ҫумӗнче сӗвенсе тӑчӗ…

Ҫурт хыҫӗнче юрӑҫӑсенчен тахӑшӗ юрра вӗҫлесе ӳсӗрсе илчӗ:

— Пуҫланӑ чухнехи пек хитрех тухмарӗ! — терӗ вӑл. — Ну, юрӗ ӗнтӗ, хамӑр пултарнӑ таран. Сирӗн, кинемейсем, служивӑйсене ҫул ҫине татах мӗн те пулин парса ярасчӗ хӑть. Апатне лайӑх ҫирӗмӗр, уншӑн Христос сыхлатӑр сире, ҫул ҫине валли-ха хамӑрпа пӗрле ним юр-вар таврашӗ те ҫук…

Григорий, шухӑша кайнине сирсе, пӳрт хыҫӗнчен тухрӗ. Крыльцан аялти картлашки ҫинче тӑватӑ ҫамрӑк казак ларать; вӗсене кӳршӗ килсенчен чупса килнӗ хӗрарӑмсем, карчӑксемпе ачасем ҫӑтах хупӑрласа илнӗ. Юрӑ итленӗ инкесем ӗсӗкле-ӗсӗкле, сӑмсисемпе нӗшӗклетсе, тутӑр кӗтесӗсемпе куҫҫулӗсене шӑлаҫҫӗ, ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ, хура куҫлӑ пӗр карчӑк, ватӑлса кайнӑ сӑн-питӗнче турӑш ҫинчи пек илемне пӑртак упраса хӑварнӑскер, — Григорий крыльца патнелле утса пынӑ чухне сӑмахӗсене тӑсарах калаҫрӗ:

— Ах, чунӑмсем! Мӗн тери селӗм те хурлӑхлӑ юрлатӑр эсир! Сирӗн кашнийӗнех аннӗр пур-тӑр-ха, ывӑлӗ вӑрҫӑра пӗтессе аса илсенех питне хура куҫҫульпе ҫӑвать пулӗ… — Унтан хӑйсене пырса сывлӑх суннӑ Григорий ҫинелле сарӑ куҫ шуррисемпе пӑхса, сасартӑк ҫилӗллӗн каласа хучӗ:  — Ак ҫакӑн пек чечексене вилӗм ҫине илсе кӗретӗн-и, ваше благороди? Вӑрҫӑра пуҫӗсене ҫиетӗн-и?

— Пирӗн хамӑр пуҫсене ҫиеҫҫӗ, кинемей, — пит-куҫне шӑмарса хуравларӗ Григорий.

Палламан офицер килсе тухнипе аптраса ӳкнӗ казаксем, апат юлашкисемпе картлашкасем ҫинче ларакан турилккесене урисемпе шутарса, гимнастеркисене, винтовкисемпе портупейӗсене тӳрлетсе, йӑпӑр-япӑр ура ҫине сиксе тӑчӗҫ. Вӗсем винтовкисене хулпуҫҫийӗсем ҫинчен хывса хумасӑрах юрланӑ иккен. Пит-куҫран пӑхсан, вӗсенчен чи аслипе те ҫирӗм пилӗк ҫултан ытла пама ҫук.

— Ӑҫтан? — ыйтрӗ Григорий, служивӑйсен ҫамрӑк та сывӑ сӑн-пичӗсене сӑнасарах пӑхса.

— Чаҫрен… — хӑюсӑррӑн хуравларӗ каҫӑр сӑмсаллӑ, кулӑшларах куҫлӑ казак.

— Эпӗ хӑвӑр ӑҫтисем, хӑш станицӑран тесе ыйтатӑп. Кунтисем мар-и?

— Еланскисем, отпуска каятпӑр, ваше благороди.

Юрӑ пуҫараканни шӑпах вӑл пулнине Григорий сассинчен уйӑрса илчӗ, йӑл кулса ыйтрӗ:

— Эсӗ пуҫларӑн-и?

— Эпӗ.

— Сассу лайӑх иккен сан! Мӗн сӑлтавпа юрларӑр-ха? Савӑннипе-и? Хӗрӗнкӗ теме ҫук сире.

Тусанлӑ сарӑ ҫӳҫне чалӑшла тураса якатнӑ йӑрӑс пӳллӗ йӗкӗт, кӗре питҫӑмартийӗсем юн пӗрӗхсе тухас пек хӗрлӗскер, карчӑксем ҫине куҫ хӗррипе пӑхса, именчӗклӗн кулса илчӗ те сӳрӗккӗн хуравларӗ:

— Тем савӑнӑҫӗ пултӑр ӗнтӗ… Нуша пирӗншӗн юрлать! Ку енче ытла ним ахалех тӑрантармаҫҫӗ, ҫӑкӑр татӑкӗ параҫҫӗ те — пулчӗ те. Ҫавӑнпа юрласа ҫӳреме шутларӑмӑр. Юрласа яратпӑр та, хӗрарӑмсем итлеме чупса тухаҫҫӗ: эпир мӗнле те пулин хурлӑхлӑраххисене юрлатпӑр, ну, хӗрхенеҫҫӗ вара вӗсем, хӑшӗ салӑ татӑкӗ, хӑшӗ кӑкшӑмпа сӑра е татах мӗн те пулин ҫимелли илсе килет…

— Эпир, пупсем хӑраххи, господин сотник, юрласа христаради пуҫтарса ҫӳретпӗр! — терӗ юрӑ пуҫараканни, юлташӗсене кулӑпа ҫуталнӑ куҫне хӗссе.

Пӗр казакӗ, кӑкӑр кӗсйинчен вараланнӑ хут кӑларса, Григорий еннелле кӑнтарчӗ.

— Акӑ пирӗн отпуск хучӗ.

— Мана мӗн тума кирлӗ вӑл?

— Тен, иккӗленетӗр пулӗ, анчах эпир дезертирсем мар…

— Куна эсӗ карательсен отрячӗпе тӗл пулсан кӑтартӑн, — терӗ кӳренсе Григорий, ҫапах-та уйрӑлас умӗн пурпӗр ӑс парса каларӗ:  — Ҫӗрле кайӑр эсир, кӑнтӑрла ӑҫта та пулин чарӑнсан та юрать. Хучӗ ку шанчӑклӑ мар сирӗн, ҫакланмалла ан пултӑр тата… Пичетсӗр-иҫ вӑл?

— Пирӗн сотньӑра пичет ҫук.

— Эппин, калмӑксен шомполӗ айне выртассӑр килмесен, итлӗр эп каланине!

Хутортан пӗр виҫӗ ҫухрӑмра, ҫул хӗрринченех пуҫланса каякан пысӑк мар вӑрман патне ҫитесси ҫӗр аллӑ чалӑш пек юлсан, Григорий каллех хӑйне хирӗҫ килекен тепӗр икӗ юланута курчӗ. Вӗсем, йӗри-тавралла тинкеркелесе, самантлӑха чарӑнса тӑчӗҫ, унтан ҫавӑнтах вӑрманалла пӑрӑнчӗҫ.

— Кусем хутсӑрах каяҫҫӗ, — тавҫӑрса илчӗ Прохор. — Куратӑн-и, вӑрманалла мӗнле тапса сикрӗҫ. Мур сӗтӗрет вӗсене кӑнтӑр кунӗнче ҫӳреме!

Григорипе Прохора курсан, татах темиҫе ҫын, ҫултан пӑрӑнса, хӑвӑртрах пытанма васкарӗҫ. Ватӑрах сӑнлӑ пӗр пехотинец-казак, килне вӑрттӑн тарса каяканскер, хӗвелҫаврӑнӑш хушшинелле чӑмрӗ те унта йӑран хушшинчи мулкач пек лӑпчӑнса выртрӗ. Ун ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чух Прохор йӗнер пускӑчӗсем ҫине тӑрса кӑшкӑрчӗ:

— Эй, ентеш, япӑх пытанатӑн! Пуҫна пытарнӑ та-ха, купарчу курӑнать! — Унтан сассине юри хаярлатса ҫухӑрса ячӗ:  — Ну-ккӑ, тух халех! Документсем кӑтарт!

Казак, ура ҫине сиксе тӑрса, пӗшкӗне-пӗшкӗне хӗвелҫаврӑнӑш тӑрӑх чупса кайсан, Прохор карланкине ҫурас пек ахӑлтатса кулса ячӗ, хыҫран хӑвалама тесе, лашине те ун хыҫӗнчен тытнӑччӗ, — Григорий чарчӗ:

— Ан ухмахлан! Кирлех пулӗ, вӑл халь ахаль те пуҫӗнчен пӑс тухичченех тарать. Сехри хӑпнипе вилсе кайӗ тата…

— Мӗн эсӗ! Ӑна халь вӗшле йытӑсемпе те хӑваласа ҫитейместӗн! Вӑл ним мар ак вунӑ ҫухрӑм ӗрӗхтерсе каять. Куртӑн-и, хӗвелҫаврӑнӑш хушшипе мӗнле тапса сикрӗ. Тӗлӗнетӗп: ун пек чухне этемӗн таҫтан ҫав таран вӑй тухать.

Таркӑнсене пӗрне те ырламасӑр, Прохор ҫапла каларӗ:

— Мӗнле тараҫҫӗ ав, кӗтӗвӗ-кӗтӗвӗпе. Михӗрен силленӗ пӑрҫа пек! Асту, Пантелевич, каплах пулсан, иксӗмӗрӗн ҫеҫ фронта тытма ан тивтӗрччӗ…

Фронт патнелле ҫывхарнӑҫемӗн Григорий Дон ҫарӗ йӑшса-пӑсӑлса кайнин йӗрӗнчӗк картинине ытларах та ытларах курса пычӗ. Вӑл ҫавӑн пек япӑхса ҫӗрӗшесси шӑпах тата, повстанецсемпе пӗрлешнӗ хыҫҫӑн, Ҫурҫӗр фронтра чи пысӑк ҫитӗнӳсем тунӑ вӑхӑтра пуҫланчӗ. Ҫавӑн чухнех ӗнтӗ Дон ҫарӗн чаҫӗсем татӑклӑ наступление куҫса тӑшмана ҫӗнтерсе кайма мар, хӑйсем те кӑшт хытӑрах хӗснинчен те хӳтӗленейми пулса ҫитнӗ.

Ҫывӑхри резервсем вырнаҫнӑ станицӑсемпе ялсенче офицерсем кун ҫути курмасӑр ӗҫкӗ-ҫикӗпе иртӗхнӗ; пур разрядсен обозӗсем те ҫаратса тултарнӑ, тыла ӑсатма ӗлкӗреймен япаласемпе тулса ларнӑ; чаҫсенче ҫар ҫыннисем утмӑл процент пек ҫеҫ юлнӑ; казаксем никамран ыйтмасӑр, хӑйсемех отпусксене тухса шӑвӑннӑ; калмӑксенчен пуҫтарнӑ, ҫеҫенхирсем тӑрӑх чавкӑнса ҫӳрекен карательсен отрячӗсем ытла та йышлӑн таракан дезертирсене тытса чарайми пулнӑ. Саратов кӗпӗрнинчи ялсенче, ют территорире, казаксем хӑйсене ҫӗнтерӳҫӗсем пек тытнӑ: халӑха ҫаратнӑ, хӗрарӑмсене пусмӑрланӑ, тырӑ запасӗсене тустарнӑ, вырӑнти халӑхӑн выльӑх-чӗрлӗхне пуса-пуса ҫинӗ. Ҫара ҫул ҫитмен ҫамрӑксемпе аллӑ ҫулхи стариксенчен йӗркеленӗ пополненисем пынӑ, Маршевӑй сотньӑсенче вӑрҫма кӑмӑл туманни ҫинчен уҫҫӑн калаҫнӑ. Воронеж еннелле куҫарса кайнӑ чаҫсенче вара казаксем офицерсене пачах пӑхӑнма пӑрахнӑ. Сас-хура ҫӳренӗ тӑрӑх, малти позицисенче час-часах офицерсене вӗлереҫҫӗ иккен.

Таврана каҫ сӗмӗ хупласан, Григорий ҫӗр каҫма Балашов ҫывӑхӗнчи пӗр пысӑк мар яла ҫитсе чарӑнчӗ. Призыв йӗркипе ҫара маларах илнӗ казаксен запасри 4-мӗш уйрӑм сотнипе Таганрог полкӗнчи саперсен роти ялти пурӑнмалли ҫуртсене йӑлтах йышӑнса пӗтернӗ. Григорий нумайччен ҫӗр выртма хваттер шыраса ҫӳреме тиврӗ. Ытти чухнехи пек, хиртех ҫывӑрма пулатчӗ те, анчах каҫа хирӗҫ ҫумӑр пӗрӗхме пуҫларӗ. Ҫитменнине, Прохора сивчир силлеме тапратрӗ. Ӑна ӑҫта та пулин ӑшӑ ҫӗрте ҫӗр вырттармалла пулчӗ. Ял вӗҫӗнче йӗри-тавра тирек йывӑҫҫисем ӳсекен пысӑк пӳрт ҫывӑхӗнче, снаряд ҫӗмӗрсе пӑрахнӑ бронеавтомобиль ларать. Ун ҫывӑхӗнчен иртсе пынӑ чухне Григорий хӑрах енне: «Вилӗм шурӑ йӗксӗксене!», кӑшт аяларах: «Арӑслан» тесе ҫырса хунӑ сӑмахсене вуларӗ. Картишӗнчи ут карлӑкӗ патӗнче лашасем тулхӑраҫҫӗ, ҫынсем калаҫнӑ сасӑсем илтӗнеҫҫӗ: пӳрт хыҫӗнчи сад пахчинче ҫунакан кӑвайтран симӗс тӑрӑллӑ йывӑҫсен ҫийӗпе тӗтӗм упаленет; вут ҫутинче, кӑвайт ҫывӑхӗнче казаксен мӗлкисем мӗкӗлтетсе куҫаҫҫӗ. Ҫил кӑвайт патӗнчен ҫунакан улӑмпа сысна шӑрчӗ ӗннӗ шӑрша варкӑштарса килет. Григорий, йӗнер ҫинчен анса, пӳрте кӗчӗ.

— Хуҫи кам пулать кунта? — ыйтрӗ вӑл, ҫынсемпе лӑк-тулли лутра маччаллӑ пулӗме иртсен.

— Эпӗ. Мӗн кирлӗччӗ сире? — Кӑмака ҫумне тайӑнса тӑнӑ вӑтам пӳллӗ арҫын, кӗлеткипе хускалмасӑр, Григорий еннелле ҫаврӑнса пӑхрӗ.

— Ҫӗр каҫма юрать-и сирӗн патра? Иккӗн-ха эпир.

— Кунта ахаль те эпир арбуз ӑшӗнчи вӑрӑ чухлех, — кӑмӑлсӑррӑн мӑкӑртатса илчӗ сак ҫинче выртакан ватӑрах казак.

— Эпӗ хирӗҫ марччӗ те, халӑхӗ йышлӑ-ха, — терӗ кил хуҫи тӳрре тухасшӑн майлӑ.

— Епле те пулин вырнаҫкалӑпӑр. Ҫумӑр айӗнче ҫӗр каҫмалла мар-ҫке пирӗн? — ҫине тӑчӗ Григорий. — Тата ординарец та ман чирлӗ.

Сак ҫинче выртакан казак кӗхлетсе илчӗ, урисене ҫӗрелле усрӗ. Григорий ҫине тинкеререх пӑхса, хальхинче урӑх сасӑпа каларӗ:

— Эпир, ваше благороди, кил хуҫине шутласан, икӗ пӳлӗмре вунтӑваттӑн, виҫҫӗмӗшне акӑлчан офицерӗ хӑйӗн икӗ денщикӗпе йышӑннӑ. Тата пирӗн пӗр офицер та вӗсемпе.

— Тен, мӗнле те пулин унта вырнаҫатӑр? — ырӑ кӑмӑллӑн сӗнчӗ сухалӗ самаях кӑвакарнӑ, аслӑ урядник пакунне ҫакнӑ тепӗр казак.

— Ҫук, луччӗ кунтах эп. Мана нумай вырӑн кирлӗ мар, эпӗ урайне выртатӑп, сире тӑвӑрламӑп. — Григорий шинельне хыврӗ, ал тупанӗпе ҫӳҫне якатса илсе, сӗтел патне пырса ларчӗ.

Прохор лашасем патне тухрӗ.

Юнашар пӳлӗмре кунти калаҫӑва илтрӗҫ пулас. Тепӗр пилӗк минут пек иртсен, тӑпӑл-тӑпӑл яка тумланнӑ лутака поручик кӗрсе тӑчӗ.

— Эсир ҫӗр каҫма вырӑн шыратӑр-и? — ыйтрӗ вӑл, Григорий еннелле ҫаврӑнса, унтан, унӑн пакунӗсем ҫине пӑхса илсе, тараватлӑн кулса сӗнчӗ:  — Куҫӑр пирӗн пата, пирӗн пӳлӗме, сотник. Акӑлчан ҫарӗн лейтенанчӗ Кэмпбелл господинпа иксӗмӗр ыйтатпӑр. Унта сире авантарах пулать. Ман хушамат — Щеглов. Сирӗн? — Вӑл Григорий аллине тытса чӑмӑртарӗ, унтан ыйтрӗ:  — Эсир фронтран-и? Ах, отпускран! Атьӑр, атьӑр! Эпир хаваспах йышӑнатпӑр сире. Выҫӑ пулӗ-ха эсир, хӑналамалли пур унта пирӗн.

Поручикӑн чаплӑ йышши ҫутӑ симӗс пуставран ҫӗлетнӗ френчӗ ҫинче офицер георгийӗ енчен-енне силленкелесе илет. Хӑй вӑл пысӑк мар пуҫӗнчи ҫӳҫне ик еннелле типтерлӗн тураса вырттарнӑ, аттине йӑлтӑртатакан пуличчен тасатнӑ. Унӑн яп-яка хырӑннӑ кӗре питӗнчен, пӗтӗм кӗрнеклӗ пӗвӗ-сийӗнчен тасалӑх варкӑшӗпе тахӑш чечекрен тунӑ одеколон шӑрши кӗрет. Ҫенӗкре вӑл Григорие хӑйӗнчен маларах ирттерчӗ, ӑсӑрхаттарса каларӗ:

— Алӑкӗ сулахайра. Астӑвӑр, кунта ещӗк ларать, ан ҫапӑнӑр.

Ҫӳллӗ те тапчам кӗлеткеллӗ ҫамрӑк лейтенант Григорие ура ҫине тӑрса кӗтсе илчӗ; унӑн чалӑшшӑн ҫурса янӑ ҫӳлти тута хӗрри мамӑк пек хура мӑйӑхпа ҫӳхен витӗннӗ, тӗссӗртерех кӑвак куҫӗсем пӗр-пӗрне ҫывӑх вырнаҫнӑ. Ӑна Григорипе паллаштарнӑ май, поручик темскер акӑлчанла каларӗ. Лейтенант Григорий аллине тытса силлерӗ те, пӗрре ун ҫине, тепре поручик ҫине пӑхса илсе, темиҫе сӑмах каларӗ, аллипе кӑтартса ларма сӗнчӗ.

Пӳлӗм варрине походсене илсе ҫӳремелли тӑватӑ кравать йӗркерен вырнаҫтарнӑ, кӗтесе темле ещӗксем, кутамккасемпе сӑран чӑматансем купаласа хунӑ. Арча ҫинче ҫак япаласем: Григорий курман темле системӑллӑ ручной пулемет, бинокль йӗнни, патрон цинкӗсем, хурарах чӑмӑр авӑрлӑ, яка та тӗксӗм кӑвак кӗпҫеллӗ вӗр-ҫӗнӗ карабин.

Лейтенант, Григорий ҫинелле туслӑн пӑхкаласа, килӗшӳллӗ ҫемҫе хулӑн сасӑпа темскер каларӗ. Григорий хӑйӗн хӑлхишӗн тӗлӗнмелле илтӗнекен ют сӑмахсене ӑнланмарӗ, анчах ҫав сӑмахсем хӑй пирки пулнине тавҫӑрса, кӑштах аванмарланчӗ. Поручик, пӗр чӑматанне уҫса, пӗр хушӑ темскер ухтаркаласа аппаланчӗ, акӑлчан лейтенантне, йӑл-ял кулкаласа тӑнларӗ, унтан ҫапла каларӗ:

— Мистер Кэмпбелл казаксене питӗ хисеплетӗп, тет. Ун шухӑшӗпе, вӗсем — чаплӑ кавалеристсем, харсӑр ҫар ҫыннисем. Сирӗн ҫиессӗр килет пулӗ-ха? Эрех ӗҫетӗр-и эсир? Хӑрушлӑх тӗрлӗ ҫынсене ҫывӑхлатать, тет вӑл… Э, мур илменскер, темтепӗр сӳпӗлтетет! — Поручик чӑматанран темиҫе консерв банкипе ик кӗленче коньяк кӑларчӗ те, лейтенант сӑмахӗсене малалла куҫарса пынӑ май, каллех чӑматан патне пӗшкӗнчӗ. — Вӑл каланӑ тӑрӑх, ӑна казак офицерӗсем. Усть-Медведицӑра питӗ хӳхӗм кӗтсе илнӗ имӗш. Вӗсем унта пӗр пысӑк пичке Дон эрехне ӗҫсе янӑ, пурте вил ӳсӗр пулнӑ, унтан вара темле гимназисткӑсемпе пӗрле вӑхӑта шутсӑр савӑнӑҫлӑ ирттернӗ. Ну, ку ӗнтӗ йӑли пирӗн ҫавнашкал! Вӑл хӑйне хӑна тунине хирӗҫ ҫавӑнтан кая мар сӑйлассине пархатарлӑ тивӗҫ тесе шутлать. Сирӗн халь чӑтмах тивет ӗнтӗ ҫавна. Хӗрхенетӗп эпӗ сире… Эсир ӗҫетӗр-и-ха эрех?

— Тавтапуҫ. Ӗҫетӗп, — терӗ Григорий, чӗлпӗрпе тата ҫул ҫинчи тусанпа вараланнӑ таса мар аллисене вӑрттӑн пӑхкаласа.

Поручик сӗтел ҫине банкӑсем кӑларса лартрӗ, вӗсене ҫӗҫӗпе меллӗн касса уҫнӑ май, ассӑн сывласа каларӗ:

— Пӗлетӗр-и, сотник, ҫак акӑлчан чух-чухӗ мана йӑлтах тинкерен кӑларчӗ! Ир пуҫлать те сӗм-ҫӗрлеччен эрех пехлет. Ну, латти ҫук лӗрккет! Пӗлетӗр пулсан, эпӗ хам та сыпкалама пит хирӗҫех мар та, анчах ун пек хӑрушла нумай пултараймастӑп. Ку пур, — поручик йӑл кулса лейтенант ҫинелле пӑхса илчӗ, Григорий пӗр кӗтмен ҫӗртен киревсӗр сӑмах лаплаттарса хучӗ, — выҫварла та, темле те сӑрӑхтарать!

Лейтенант пуҫне сулкаласа кулкаларӗ, вырӑс сӑмахӗсене хуҫкаласа каларӗ:

— Та, та!.. Хорошо… Нато выпить фаш здоров!

Григорий ҫӳҫне силлентерсе кулса ячӗ. Ку йӗкӗтсем ӑна чӑнласах килӗшрӗҫ, тӗлсӗррӗн ейӗлекен тата вырӑсла ытла та пит кулӑшла калаҫакан лейтенант вара — нимӗн те калаймӑн — ытла та селӗмскер пулчӗ.

— Ӗнтӗ икӗ эрне тертленетӗп унпа, мӗнле пек ку? — терӗ поручик, стакансене шӑлкаланӑ май. — Вӑл инструктор, пирӗн иккӗмӗш корпусра танксемпе ҫӳреме вӗрентет, мана ав ун патне тӑлмачӑ туса ячӗҫ. Эпӗ акӑлчанла ҫӑмӑл калаҫатӑп, ҫавах пӗтерчӗ те мана… Пирӗннисем те ӗҫеҫҫӗ те, анчах унашкалах мар. Ку ав — мур пӗлет-и, темле ҫын! Куратӑр-ха вӑл мӗнле пултарнине! Ӑна хӑйнех талӑкра тӑват-пилӗк кӗленчерен кая мар коньяк кирлӗ. Пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн йӑлт сӑхса пӗтерет, хӑй, ав, пурпӗрех ӳсӗрӗлмест. Ҫавӑн чухлӗ персе лартнӑ хыҫҫӑн та ӗҫлеме пултарать. Вӑл мана пӗтӗмпе халтан ячӗ. Юлашки вӑхӑтра тем вар ыраткала пуҫларӗ ман, ҫак яхӑнта тюрех май ӑш хыпса ҫӳрет, витӗр спиртланса ҫитрӗм те, халӗ ав ҫунакан лампа ҫывӑхне ларма та хӑракан пултӑм… Мур пӗлет-и, темскер! — Калаҫнӑ хушӑра вӑл икӗ стакан чӑп-тулли коньяк тултарчӗ, хӑйне валли кӑшт ҫеҫ ячӗ.

Лейтенант, куҫӗсемпе стакан ҫинелле кӑтартса, кулкаласа, хӗрсе кайсах темскер калама тытӑнчӗ. Поручик, аллине тилмӗрнӗ пек чӗри тӗлне тытса, ӑна виҫеллӗн кулкаласа хуравларӗ, хушӑран ҫеҫ, самантлӑха та пулин, кӑмӑллӑ хура куҫӗсем хаяр хӗм сапса ҫуталчӗҫ.

Григорий стакана илчӗ те, тарават хуҫасемпе шаклатса ӑна шалт кӑна тӗплерӗ.

— О! — терӗ те ырласа акӑлчан, хӑйӗн стаканӗнчи эрехе пӗр сыпкӑм сыпса, поручик ҫинелле мӑшкӑлланӑ майлӑ пӑхса илчӗ.

Лейтенантӑн ӗҫлесе хытнӑ кӗре ӳтлӗ пысӑк аллисем сӗтел ҫинче выртрӗҫ, алӑ тӳртӗшӗсенчи тар ҫулӗсен вӗтӗ-вӗтӗ шӑтӑкӗсем машин ҫӑвӗн хура пӑнчисепе витӗннӗ, час-часах бензинпа ӗҫленӗ пирки пӳрнисем виселенсе пӗтнӗ, вӗсенче ӳт илнӗ тахҫанхи шӑйрӑлчӑксем палӑраҫҫӗ. Пичӗ ун кӑпӑш, мӑнтӑр, хӗрлӗ. Лейтенантӑн аллисемпе пит-куҫӗ хушшинчи уйрӑмлӑх ытла та пысӑк пулнӑран хушӑран Григорие вӑл маскӑпа ларнӑ пек те туйӑнчӗ.

— Эсир ҫӑлатӑр мана, — терӗ поручик, икӗ стакана хӗррисемпе тан тултарса.

— Вӑл, тата мӗн-ха, хӑй пӗччен ӗҫмест-им?

— Ҫапла ҫав! Ирхине пӗчченех лӑнкӑртаттарать, каҫхине пултараймасть. Ну, мӗнех-ха, ӗҫер, эппин.

— Хӑватлӑ япала… — Григорий стаканри эрехе кӑштах сыпрӗ те, лейтенант тӗлӗнсе пӑхнине курса, тӗппипех ҫавӑрса хучӗ.

— Вӑл мухтать, маттур тет сире. Эсир ӗҫни килӗшет ӑна.

— Эпӗ хаваспах иксӗмӗр вырӑнсемпе улшӑннӑ пулӑттӑм, — терӗ кулкаласа Григорий.

— Пӗлсех тӑратӑп, икӗ эрнеренех тарнӑ пулӑттӑр!

— Ҫакӑн пек ырлӑхран-и?

— Кам мӗнле те, эпӗ ку ырлӑхран таратӑпах.

— Фронтра япӑхрах.

— Кунта та фронт. Унта пуля е снаряд ванчӑкӗ лекнипе урана тӑсса хума пулать-и, пулмасть-и те, кунта ак эпӗ эрехпе ухмаха тухасси куҫкӗрет паллӑ. Тутанса пӑхӑр абрикос консервине. Ветчина кирлӗ-и тата?

— Тавтапуҫ, эпӗ ҫиетӗп.

— Акӑлчансем — ӑста ку енӗпе. Вӗсем хӑйсен ҫарне пирӗн пек тӑрантармаҫҫӗ.

— Пирӗн мӗн тӑрантарни? Пирӗн ҫар — хӑй тупкаласа тӑранать.

— Шел те, ку тӗрӗсех. Салтаксене унашкал пӑхнипе малалла каяймастӑн. Уйрӑмах леш ҫав салтаксене халӑха ҫаратма ирӗк параҫҫӗ, айӑпламаҫҫӗ пулсан…

Григорий поручик ҫине кӑнн! пӑхса илчӗ:

— Эсир инҫе кайма пуҫтарӑннӑ-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Эпир ҫула май-ҫке, ма апла ыйтатӑр? — Поручик лейтенант, кӗленчене илсе, хӑйне стакан тулли эрех ярса панине асӑрхамасӑр юлчӗ.

— Халӗ ӗнтӗ тӗппипех ӗҫме тивет сирӗн, — кулса илчӗ Григорий.

— Пуҫланать! — стакан ҫине пӑхса йынӑшса ячӗ поручик. Унӑн питҫӑмартийӗсем самантрах кӗрен чечек пек хӗрелсе кайрӗҫ.

Виҫҫӗшӗ те сӑмах хушмасӑр шаклатрӗҫ, ӗҫсе ячӗҫ.

— Ҫулӗ пирӗн пӗрре те, кашни харпӑр хӑй тӗрлӗ каять… — каллех калаҫма пуҫларӗ Григорий, питне-куҫне пӗркелентерсе, турилкке тӑрӑх шӑвакан абрикоса кӑлӑхах чӗнеҫкепе тирсе илме тӑрӑшса. — Пӗри ҫывӑхарахра анса юлать, тепри инҫетерех каять, пуйӑс ҫинчи пек…

— Эсир мӗн, чи юлашки станцӑнах ҫитместӗр-и? Григорий хӑй ӳсӗрӗлме пуҫланине туйрӗ, анчах халлӗхе ӑна эрех пуссах ҫитереймерӗ-ха.

— Вӗҫне ҫитичченех кайма ман билечӗ валли укҫи ҫитмест, — кулкаласа тавӑрчӗ вӑл. — Эсир тата?

— Ну, манӑн урӑхларах, антарса хӑварас пулсан та, шпалсем тӑрӑх ҫуран вӗҫне ҫитиччен каятӑп!

— Апла ҫулӑр телейлӗ пултӑр! Ӗҫӗр атьӑр!

— Ӗҫес пулать ӗнтӗ. Пуҫласси кӑна йывӑр. Лейтенант, Григорипе тата поручикпа шаклатса, сӑмах чӗнмесӗр ӗҫсе ячӗ, нимӗн те ҫыртмарӗ темелле. Пичӗ ун кирпӗч пек хӗрелсе кайрӗ, куҫӗсем ҫуталчӗҫ, хусканӑвӗсенче юри васкаманни сисӗнме тытӑнчӗ. Иккӗмӗш кӗленчене тӗплесе яричченех вӑл ура ҫине йывӑррӑн тӑчӗ те, чӑматансем патнелле ҫирӗппӗн утса кайса, тепӗр виҫӗ кӗленче коньяк илсе пычӗ. Вӗсене сӗтел ҫине лартнӑ май тута вӗҫӗсепе кулса илчӗ, хулӑн сасӑпа темскер каларӗ.

— Мистер Кэмпбелл татах ӗҫсе савӑнас пулать тет. Шуйттан тулласа тӑктӑрччӗ ку мистера! Эсир мӗнле?

— Мӗнех-ха, савӑнас-тӑк савӑнас, — килӗшрӗ Григорий.

— Ҫапли ҫапла та, ытлашши виҫесӗр хӑтланать! Ку акӑлчан ӳт-пӗвӗнче — вырӑс купцин чунӗ. Мана ҫапрӗ те пулас халь…

— Ӳсӗрриех курӑнмасть-ха сирӗн, — суйрӗ Григорий.

— Мӗн эсрелӗ! Эпӗ халӗ хӗр пек ҫемҫелсе кайрӑм. Анчах тӳсме пултаратӑп-ха, ара ҫав, татах нумай тӳсме пултаратӑп!

Поручик тепӗр стакан ӗҫнӗ хыҫҫӑн сисӗнмеллех сӳсленсе кайрӗ: хура куҫӗсем ҫулланса чалӑшшӑнрах пӑхакан пулчӗҫ, пит шӑнӑрӗсем лӑнчӑланчӗҫ, калаҫнӑ чухне тути аран мӗкӗлтетсе хускалчӗ, тӗксӗм пит шӑммисенчен аяларахра юн тымарӗсем тикӗссӗн кӑлт та кӑлт! туртӑна-туртӑна илчӗҫ. Ӗҫсе янӑ коньяк ӑна йӑлтах анкӑ-минкӗлентерсе ячӗ. Поручикӑн сӑн-пичӗ пусас умӗн вунӑ кӗренке таякан мӑлатукпа ҫамкинчен таклаттарнӑ вӑкӑрӑнни пек курӑнса ларчӗ.

— Эсир чип-чиперех халь. Ӗҫме хӑнӑхнӑ та, эрех сире нимӗн те мар, — ҫирӗплетрӗ Григорий. Вӑл та сисӗнмеллех хӗрӗнкӗ-ха, ҫапах та хӑй татах нумай ӗҫме пултарассине туйрӗ.

— Чӑнах-и? — Поручик хавасланса кайрӗ. — Ҫук, ҫук, малтан эпӗ пӑртак сӳсленнӗччӗ, халӗ ак, — тархасшӑн, кирек те мӗн чухлӗ! Ҫаплах: кирек те мӗн чухлӗ! Эсир килӗшетӗр мана, сотник. Эпӗ сирӗнте вӑй, уҫӑ кӑмӑл тапса тӑни сисӗнет тенӗ пулӑттӑм. Ку мана килӗшет. Ӗҫӗр, эппин, ҫак ухмахпа перхелейӗн тӑван ҫӗршывӗшӗн. Чӑнах та, хӑй вӑл этемми выльӑхларах та, ҫӗршывӗ лайӑх. «Тинӗссен хуҫи Британи»! Ӗҫетӗр-и? Анчах шалтах мар! Сирӗн ҫӗршывшӑн, мистер Кэмпбелл! — Поручик ӗҫрӗ, куҫне чӑрсӑррӑн хӗстерсе, ветчина ҫыртрӗ. — Мӗнешкел ҫӗршыв вӑл, сотник! Эсир ӑнланма та пултараймастӑр, эпӗ, ав, пурӑннӑ унта… Ну, ӗҫер!

— Тӑван анне, темле начар пултӑр та, амаҫуринчен ҫывӑхрах.

— Тавлашар мар, ӗҫер!

— Ӗҫер.

— Пирӗн ҫӗршывран пӗтӗм ҫӗрӗк-мерӗке хурҫапа та вутпа тасатмалла, эпир, ав, вӑйсӑр. Пирӗн тӑван ҫӗршыв пачах ҫук пек пулса тухрӗ. Ну, пултӑрах, ҫӑва патне! Кэмпбелл ӗненмест эсир хӗрлисене ҫӗнтерессе.

— Ӗненмест?

— Ҫапла, ӗненмест. Вӑл пирӗн ҫар ҫинчен япӑх шутлать, хӗрлисене мухтаса калаҫать.

— Ҫапӑҫусенче пулнӑ-и вӑл?

— Пулмасӑр! Ӑна теплерен ҫеҫ хӗрлисем ярса тытман. Шуйттан коньякӗ!

— Хӑватлӑ! Вӑл спирт пекех-и?

— Кӑшт йӑвашрах. Кэмпбела инкекрен кавалери ҫӑлчӗ, атту ярса тытатчӗҫ ӑна. Ку вӑл Жуков хуторӗ патӗнче пулчӗ. Ун чухне хӗрлисем пирӗнне пӗр танк туртса илчӗҫ… Эсир хуйхӑллӑ сӑнлӑ. Мӗн пулнӑ сире? Калаймӑр-ши?

— Арӑм нумай пулмасть вилчӗ.

— Ку япӑх! Ачасем юлчӗҫ-и?

— Юлчӗҫ.

— Сирӗн ачӑрсен сывлӑхӗшӗн! Манӑн ҫук вӗсем, тен, пур та-и: пур пулсан вара ӑҫта та пулин хаҫат-качка сутса ҫӳреҫҫӗ-тӗр… Кэмпбелӑн Англире ҫураҫнӑ хӗрӗ пур. Вӑл ун патне тӑтӑшах, эрнере иккӗ, ҫыру ҫырса тӑрать. Ҫырӑвӗсенче лӗпӗр-лепӗр ҫеҫ пулӗ те-ха. Эпӗ ӑна курайми пула пуҫларӑм. Мӗн?

— Эпӗ нимӗн те каламарӑм. Мӗншӗн вӑл хӗрлисене хисеплет?

— Кам каларӗ хисеплет тесе?

— Эсир каларӑр.

— Пулма пултараймасть! Вӑл хисеплемест вӗсене, хисеплеме пултараймасть те, эсир йӑнӑшатӑр. Тепӗр тесен, эпӗ унран хӑйӗнчен ыйтӑп.

Кэмпбелл шуранка сӑнлӑ ӳсӗр поручика тимлесе тӑнларӗ, вӑрахчен темӗн каларӗ.

— Мӗн сӳпӗлтетет вӑл?

— Вӑл ҫӑпаталлӑ хӗрлӗ салтаксем ҫуран стройпа танксене хирӗҫ атакӑна кайнине курнӑ. Ку ҫителӗклӗ-и? Вӑл халӑха ҫӗнтерме ҫук тет. Ухмах! Эсир ан итлӗр ӑна…

— Мӗнле-ха итлес мар?

— Ҫаплах.

— Ну, мӗнле?

— Вӑл ӳсӗр, ҫавӑнпа кирлӗ-кирлӗ мара пакӑлтатать. Мӗнле-ха халӑха ҫӗнтерме ҫук пултӑр? Пӗр пайне вӗлерсе пӗтермелле те ыттине итлеттерме пулать… Мӗнле терӗм ҫав эпӗ? Ҫук, итлеттерме мар, пӑхӑнтарма. Кунпа миҫемӗш кӗленче тӗплетпӗр-ха? — Поручик пуҫне алли ҫине ӳкерчӗ, чавсипе сӗртӗнсе консерв банкине ӳпӗнтерсе ячӗ те, вунӑ минута яхӑн, кӑкӑрӗпе сӗтел ҫине ӳпӗнсе, хӑш та хӑш сывласа ларчӗ.

Тулта пӑч-тӗттӗм каҫ тӑрать. Чӳрече хупписене ҫумӑр тӑкӑртаттарать. Таҫта аякра темскер кӗмсӗртете-кӗмсӗртете каять те; ку те аслати, те тупӑ сасси пулчӗ, — Григорий уйӑраймарӗ. Сигара тӗтӗмӗн кӑвак пӗлӗчӗ хупласа илнӗ Кэмпбелл ҫаплах-ха коньяк сӑрӑхтарать. Григорий поручика айӑкӗнчен хуллен кӑлт тӗртсе вӑратрӗ.

— Итле, ыйт-ха унран, — терӗ вӑл, ура ҫинче тайкаланкаласа. — Мӗншӗн хӗрлисен пире ҫӗмӗрсе тӑкмалла?

— Хӑп! — мӑкӑртатса илчӗ поручик.

— Ҫук, ыйт эсӗ.

— Хӑп! Ан ҫыпҫӑн!

— Ыйт, тенӗ сана!

Поручик пӗр минута яхӑн Григорий ҫинелле кӑн-кан пӑхкаларӗ, унтан тимлӗ тӑнласа ларакан Кэмпбела иксӳлете-иксӳлете темскер каларӗ те пуҫне каллех алтӑр пек пӗрлештерсе тытнӑ аллисем ҫине ӳкерчӗ. Кэмпбел поручик ҫине йӗрӗннӗ пекрех кулса пӑхса илчӗ, Григорие ҫаннинчен туртса, сӑмахсӑр ӑнлантарма тытӑнчӗ: абрикос вӑррине сӗтел варринерех шутарчӗ, унпа юнашар, танлаштарса кӑтартнӑ пек, хӑйӗн пысӑк аллаппине касмалла хучӗ те, чӗлхипе чаплаттарса илсе, вӑрра аллипе хупларӗ.

— Тупнӑ шухӑшласа! Куна эп сансӑр та ӑнланатӑп… — шухӑша кайса мӑкӑртатрӗ Григорий. Вӑл, тайкаланкаласа, уҫӑ кӑмӑллӑ лейтенанта хулпуҫҫийӗнчен ыталаса тытрӗ, аллине саркаласа, сӗтел ҫинелле кӑтартрӗ те пуҫ тайрӗ. — Тавтапуҫ хӑна тунӑшӑн! Сывӑ пул. Тата, пӗлетӗн-и, мӗн калатӑп сана? Кунта пуҫна пӑрса яриччен кай эсӗ хӑвӑртрах хӑвӑн килне. Куна эпӗ сана пӗтӗм таса чунпа калатӑп. Ӑнлантӑн-и? Пирӗн хушша кӗме сирӗн ним ӗҫ те ҫук. Ӑнлантӑн-и? Кай, тархасшӑн, атту сана кунта пыйтӑ пек пусса лапчӑтаҫҫӗ!

Лейтенант ура ҫине тӑрса пуҫ тайрӗ, ҫывӑрса кайнӑ поручик ҫине хушӑран пӗрре ним тума пултарайман пек пӑхса илсе, Григорие туслӑн ҫурӑмӗнчен лӑпкарӗ, хӗрсех темскер калаҫрӗ.

Григорий, алӑк хӑлӑпне аран хыпашласа тупса, крыльца ҫине тайкаланса тухрӗ. Чалӑшшӑн ҫапса ҫӑвакан вӗтӗ ҫумӑр ӑна питӗнчен пӗрӗхсе илчӗ. Сарлака картишне, йӗпе вӗрлӗке, садри йывӑҫсен йӑлтӑркка ҫулҫисене ялкӑштарса, ҫиҫӗм ялтлатса ҫиҫрӗ. Григорий, шуса кайса, ҫӗре лачлатса ӳкрӗ, ура ҫине тӑнӑ чух такамсем калаҫнине илтрӗ.

— Ҫаплах ӗҫеҫҫӗ-и офицерсем? — ыйтрӗ пӗри ҫенӗкре шӑрпӑк чӑртлаттарса ҫутнӑ май.

Шӑнса пӑсӑлнӑ янӑравсӑр сасӑ юнав хурарах ҫапла каларӗ:

— Ӗҫсе ҫитеҫҫӗ-ха вӗсем… Ӗҫсе ҫитеҫҫӗ хӑйсене тивӗҫли таран!

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех