Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 23

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.28 11:31

Пуплевӗш: 208; Сӑмах: 2314

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Лузгин, кунӗ-кунӗпе ӗҫсӗр выртса, кичем пулнипе тата малашне мӗн пулассине пӗлменнипе асапланчӗ. Ӑна сиен тума пултаракан пӗр-пӗр ҫын колхоза пыма хатӗрленни ҫинчен илтсен, Лузгинӑн ӗлӗкрех те чире пеме тивкеленӗ. Ун пек чухне вӑл аллине чӗри тӗлне тытнӑ, мӗн пур халӑх умӗнче яланах хӑйӗнпе чиксе ҫӳрекен эмелне ӗҫнӗ те е машинӑпа, е лавпа килне кайнӑ. Колхоз тӑрӑх ҫавӑнтах: «Аникей каллех чӗрепе аптранӑ» текен сӑмах сарӑлнӑ, вара райкомран е обкомран пынӑ кирек мӗнле ҫын та нимӗнле ӗҫ тума та пултарайман: вӑл председателе чӑрмантарма шутламан, хуҫалӑхпа унсӑр паллашни усӑллах пулман, ҫавӑнпа правленире темиҫе сехет ларнӑ хыҫҫӑн вӑл каялла тухса кайнӑ.

Халӗ ӗҫсем Лузгин шутланӑ пек мар, темӗнле урӑхла пулса пынӑ. Ӑна пухуран илсе килнӗренпе виҫҫӗмӗш эрне пырать ӗнтӗ, анчах, ӑна райком секретаре хӑй хӳтӗленӗ пулин те, Аникей хӑйне ниепле те ӗлӗкхи пек шанса тӑраймасть-ха. Вӑл кунтан-кун ытларах та ытларах шӑртланакан пулчӗ, усалланнӑҫем усалланса пычӗ, кирек мӗнле вак-тӗвекшӗн те тулашма пуҫларӗ, шикленнипе никама та, нимӗнле те ӗненми пулчӗ, пурте мана сутрӗҫ тесе шутлама пуҫларӗ. Ӑна пӗрмаях хӑйӗнчен темскер пытарнӑ пек туйӑнчӗ, вӑл манса пурӑннӑ ҫынсем тахҫанах унран вӑрттӑн калаҫса татӑлса, хӑйсене ҫӑлса хӑварас тесе, ӑна сӗмсӗррӗн пӑрахнӑ текен шухӑш пуҫӗнчен тухма пӗлмест. Вара ун пӑвнӑ пек йывӑр ҫилли каплана-каплана килет те, вӑл Серафимӑна кӑшкара-кӑшкӑра пӑрахать, ӑна кашни вак-тӗвекшӗнех чи усал сӑмахсем каласа хӑртать — е кашӑка апла паман иккен, е ларасса кирлӗ ҫӗре ларман, е калама пӗлмен… арӑмӗнне куҫҫуль кӑлармасӑр та лӑпланмасть. Вӑл хыттӑн йӗнӗ хыҫҫӑн килте чӗрене пусса тӑракан шӑплӑх пулса тӑрать. Ҫилли иртсе кайсан, Аникей арӑмне хӗрхенме тытӑнать, хӑйне ытлашши хаяр та чӑкӑлтӑш пулнишӗн ӳпкелет, анчах арӑмне ҫавӑн ҫинчен каламасть. Нимех те пулмасть-ҫке ӑна, ҫав йывӑр турттармалли лашана, вӑл Аникей вилсен те тата нумай пурӑнать-ха! Хӗрарӑмӑн вара ӳлемесӗр юрамасть, ҫавӑнпа хӗрарӑм та вӑл!

Каҫ пуласпа Аникей патне Никитӑпа бухгалтер ӗҫе кайнӑ пек кая юлмасӑр пыраҫҫӗ те пӗр кун хушшинче хуҫалӑхра мӗн пулса иртни ҫинчен васкамасӑр каласа кӑтартаҫҫӗ — сӗт ытларах сунӑ-и е сахалтарах-и, уя тислӗк мӗн чухлӗ илсе тухнӑ, ҫулталӑкра миҫе ӗҫ кунӗ расхутлама палӑртасси ҫинчен тавлашаҫҫӗ, анчах, тӗрӗссипе каласан, Аникея ҫакӑ нимӗн те пӑлхантармасть, нимӗн те кӑсӑклантармасть. Вӑл ҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче мӗн калаҫни, хӑйӗн ҫине мӗнле пӑхни ҫинчен ҫеҫ илтесшӗн ҫунать. Хӗрхенеҫҫӗ-ши йывӑр чирлесе ӳкнӗшӗн? Пӑрахрӗҫ-ши ӑна, ҫурӑмпа ҫаврӑнса тӑчӗҫ-ши ун еннелле е вӑл председатель пулать тесе шанаҫҫӗ-и-ха? Анчах Ворожневпа Шалымов кун ҫинчен нимӗн те пӗлмен, мӗншӗн тесен колхозниксем вӗсенчен уҫҫӑнах пӑрӑнма тӑрӑшнӑ, вӗсенчен иккӗшӗнчен пӗрне курсанах, ҫынсем калаҫма пӑрахнӑ.

Хӑйӗн ӗҫне тӗрӗслеме райком комисси янине пӗлсен, Лузгин пӑртак лӑпланчӗ ҫеҫ мар, хавасланчӗ те. Куна вӑл хӑйне евӗр хакларӗ, Коробин председателе мӗн пур халӑх умӗнче пӗтӗмпех тӳрре кӑларасшӑн тата пӗр вӑхӑтрах хӑйӗн сӗнӗвне ҫирӗплетсе хӑварасшӑн иккен. Килти шӑв-шава ҫынна пӗлтерессишӗн тӗрӗслемест ӗнтӗ райком! Комисси бухгалтери кӗнекисене тӗрӗслӗ ӗнтӗ, кӗлетсенче мӗн чухлӗ тырӑ пуррине виҫӗ, хуҫалӑха пӑхкаласа тухӗ, вара таса чӗрепе ҫӗнӗ суйлав пухӑвӗ ирттерме юрать. Ӑна, Лузгина, ҫара алӑпа тытаймӑн, ятланишӗн вара вӑл пӗтсех каймӗ-ха!

Анчах хальхинче тӗрӗслев темшӗн вӑраха тӑсӑлчӗ, ҫак пӗтӗм ӗҫе ертсе пыракан Иннокентий Анохин часах колхозран кайрӗ те темӗнле Мажарова, райкомӑн ҫӗнӗ работникне, хӑварчӗ, малашне мӗн пулассине никам та путлӗ пӗлмест.

Ҫак кунсенче Аникей акӑ мӗн асӑрхама пуҫларӗ: ӗлӗк ун килӗнчен тухма та пӗлмен е вӑл чӗннӗ-чӗнменех чупса пынӑ ҫынсем халӗ ун патне темӗнле кӑмӑлсӑррӑн ҫӳре пуҫларӗҫ… Чӑнах та, бригадирсемпе фермӑ заведующийӗсем ӗҫ нумаййи ҫине йӑвантараҫҫӗ, анчах Лузгин вӗсене ӗненмест — вӗсен унччен те ӗҫ пулнӑ, анчах пурпӗрех ӑна итлемесӗр тӑман. Ҫаксем, ӗҫ нумаййи ҫине йӑвантарса каласа пӗтерменнисем, Аникея пур енчен те ӑнланмаллах мар ҫав, вӑл ытларах та ытларах иккӗленме пуҫларӗ, шанчӑкне ҫухатса, ҫыранти йывӑҫ пек пулса пычӗ: паян вӑл, сип-симӗсскер, хӑйне мӗн кӗтнине пӗлмесӗр, юхса выртакан шыв ҫине пӑхса капӑрланса ларать-ха, турачӗсемпе ҫиле тытать, ыран акӑ таҫта шалта ӑна ҫӗр ҫинче тытса тӑнӑ тымарӑн юлашки чӗтренчӗк шӑнӑрӗ татӑлать те, йывӑҫ йӑванса шыв ҫине кӗрӗслетсе ӳкет… Вара ҫынсем вӑл унта ларнине те часах манса каяҫҫӗ.

Хӑрушлӑх килсе ҫитнине Лузгин хӑй ҫеҫ курмасть, хӑй ҫеҫ ӑнланмасть пулсан, ӑна пӗтме пӳрни ыттисемшӗн паллӑ пулсан, вара мӗнле?

Илер-ха акӑ Нюшкӑнах! Йытӑ пекех парӑннӑ вӗт хӑй, анчах вӑл та темскер чееленет, пӑрӑнма пӑхать! Ӗлӗкрех кунне иккӗ-виҫҫӗ килсе каятчӗ, халӗ акӑ, колхоз правленин урайне шӑлакан милӗкрен хӑпайман пек, ӑна эрнере те чӗнсе илейместӗн!

Ҫынна шанми пулса асапланса ҫитнӗ Аникей пӗррехинче чылай ҫӗрле тӳссе выртаймарӗ — утиялне сирсе пӑрахса, хӑвӑрт кӗпе тӑхӑнма пуҫларӗ.

— Ӑҫта эсӗ капла? — пӑшӑрханса ӳкрӗ Серафима.

— Кунта… — Ӑҫта каяссине Аникей хӑй те путлӗ пӗлмерӗ. — Пултараймастӑп эпӗ текех… Ҫак ӑшӑ вилӗ шӑтӑкӗнче выртма вӑй ҫук ман урӑх!

— Тухтӑр мӗн хушрӗ? — терӗ Серафима, упӑшкишӗн тӑрӑшса. — Урамра ҫил-тӑман тухса кайнӑ, куҫран чиксен те курӑнмасть…

— Ку маншӑн шӑпах питӗ майлӑ, — кӑҫатӑ тӑхӑннӑ май лӑпкӑн хуравларӗ Лузгин. — Пушшех лайӑх — никам та куҫӑхтармасть…

Анчах арӑмне чарма ҫӑмӑлах пулмарӗ.

— Пӑртак самайлантӑн та, тӳрех еркӗнӳ патне чун туртрӗ-и? — малти пӳлӗм алӑкӗ патне тӑрса, аллисене пӗҫҫисем ҫине хурса, ыйтрӗ Серафимӑ. — Ах, мур, кӗрт йытти! Ямастӑп ниҫта та! Ямастӑп!

— Серафимӑ! — Аникей сассине хӑпартрӗ. — Ан ҫилентер мана. Чул та вӗрипе ҫурӑлать… Илтрӗн-и?

— Эсӗ мана тахҫанах тӳсе тусан тунӑ, пӗр сурман вырӑн та ҫук! — кӑшкӑрчӗ арӑмӗ, аллисемпе акӑш-макӑш хӑлаҫланса.

— Серафимӑ, каллех пурте килте мар-им сан! — терӗ Аникей, тутисене йӗрӗнчӗклӗн чалӑштарса. — Чысти чакаках эсӗ. Еркӗн те еркӗн, тетӗн. Хамӑр тӗлте хуп-хура пӗлӗт пуҫтарӑнни уншӑн нимӗн те мар… Ун пирки шухӑшлама ӑс ҫитмест ун! Ватӑ енне кайсан, ӑсланать пуль тенӗччӗ, халӗ пӑхатӑп та — ҫамрӑк чухне пухӑннӑ мӗн пур ухмахла япала та тухса пӗтмен-ха санран. Вилсен, леш тӗнчере те пурин валли ҫитет!..

Аникей арӑмне алӑк патӗнчен тӗксе ячӗ те, кӗрӗк аркисене тачӑ хупласа, вӑл ӗсӗкленине итлесе тӑмасӑр, малти пӳлӗмрен тухрӗ.

Урамра чӑнах та хӑрушла тустарать иккен, — виҫӗ утӑмра та нимӗн курӑнмасть. Аникей ҫывӑх тӑкӑрлӑка ҫитичченех шап-шурӑ пулса тӑчӗ. Лапка-лапка йӗпе юр чалӑшшӑн ҫӑвать, Лузгин сивӗ уҫӑ сывлӑшпа кӑкӑр тулли сывларӗ. Такамсен сассине илтсен, вӑл, пӳрт кӗтессине пытанса, ҫынсем иртсе каясса кӗтсе тӑчӗ. Вӗсем мӗн ҫинчен калаҫнине пӗлес тесе — хӑйӗн ҫинчен мар-и? — хӑлхине чанк тӑратрӗ, анчах ӑнланаймарӗ, ӑна сӑмах татӑкӗсем ҫеҫ илтӗнчӗҫ.

Правлени алӑкӗ уҫӑ иккен, хӗрринчи пӗчӗк пӳлӗмре ҫутӑ ҫунать. Аникей, шав тӑвас мар тесе, картлашкасем тӑрӑх асӑрханса хӑпарчӗ, итлесе тӑчӗ: Нюшка патӗнче такам ларать, сасӑран — арҫын пулмалла.

«Ачашланӑ чухне хӗрарӑм вӑл сан, — шухӑшларӗ Лузгин хурланса. — Аллуна ҫеҫ ил, вӑл ӗнтӗ тепринпе ачашланать! Кӗретӗп те акӑ ҫатлаттаратӑп питӗнчен, пӗлтӗр мӗнлерех хӑтланмаллине!»

Ун ҫилли тулса килчӗ, айккинчи пӳлӗме кӗрсе, Нюшкӑна сасартӑк арҫынпа тытса, ӑна намӑс тӑвасшӑн, сехрине хӑпартасшӑн пулчӗ вӑл. Аникей чышкине ҫӗклерӗ те чӳречене шан-шан-шан! шанлаттарчӗ.

Чӳрече карри хыҫӗнче мӗлке вӗлтлетсе иртрӗ, алӑк уҫӑлса кайрӗ.

— Эй, кам унта? Кӗр!.. Питӗрмен пирӗн!.. — илтрӗ Лузгин Нюшкӑ сассине.

Аникей иккӗленсе тӑчӗ: тен, инкек курас мар-тӑк тӑхтаса тӑмалла, ҫын пулма пултармасть-им вара ун патӗнче, анчах кӗмесӗр чӑтаймарӗ. Вӑл тӗттӗмрех коридорпа утса тухрӗ те алӑка хӑйӗн ҫинелле хыттӑн туртрӗ.

Вӑл кӗрсенех кӑшт каялла чакрӗ — апат лартса тултарнӑ пӗчӗк сӗтел хушшинче куҫлӑхлӑ, пачах палламан ҫамрӑк ҫын, ылтӑн тӗслӗрех хӗрлӗ сухалне пӗтӗркелесе, Нюшкӑ каласа кӑтартнине итлесе ларать.

«Кам пултӑр, мӗнле те пулин уполномоченнӑй пулас, — терӗ Аникей шиклӗн хӑй ӑшӗнче. — Яраҫҫӗ те-ҫке, шыраса тупаҫҫӗ таҫтан…»

— Вӑт кӗтменччӗ сире, Аникей Ермолаевич! — терӗ Нюшкӑ, йӑл кулса ун патнелле пырса. — Салтӑнӑр, хӑна пулатӑр…

Вӑл Аникей патнех ҫитрӗ те сасартӑк кулма чарӑнчӗ, сивӗрех хура куҫӗсене Аникей ҫине ҫӗклесе, ҫамкине пӗркелентерсе, сулахай куҫне хӗсрӗ. Анчах куна Аникей юла яни вырӑнне ҫеҫ хучӗ. Пӑх-ха эсӗ, хӑйӗн каҫару ыйтмалла пулассине сисрӗ те, кушак, халӗ акӑ ырӑ пуласшӑн тӑрӑшать!

— Мӗн пӑрикмахерскинчи пек шӑршӑ кӗрет сан? — ыйтрӗ Лузгин, кӗрӗкне Нюшкӑ алли ҫине хывса пӑрахса, сӑмсине нӑш-нӑш туртса. Одеколон тӑкса ятӑн-им?

— Мӗншӗн тӑкса ярас? Хам ҫине сапрӑм.

— Мӗнле савӑнӑҫпа тата?

— Мӗн савӑнӑҫӗ пултӑр ҫак упӑшкасӑр юлнӑ хӗр-арӑмӑн? Ахаль ҫеҫ, хамран тутлӑ шӑршӑ кӗтӗр тесе сапрӑм!

Сӗтел хушшинче чӗмсӗррӗн ларакан ҫын кулса илчӗ, анчах ура ҫине тӑрса, хӑйӗн ятне малтан калама шутламарӗ.

«Мӑнаҫлӑ юлташ пулас, — терӗ каллех Аникей хӑй ӑшӗнче, вӗчӗрхенме пуҫласа. — Хӑйӗн хакне ӳстересшӗн пулас та, хакӗ вара хӑйӗн, тен, тенкӗ ҫурӑран та ытла мар пулӗ!»

— Эсӗ, Аникей Ермолаевич, чирленӗ хыҫҫӑн мӑнтӑрланнӑ пек курӑнатӑн, — терӗ Нюшкӑ ҫаплах чарӑнма пӗлмесӗр. — Ы-ыр-хан арҫынсем пур, мӗн кӑна ҫимеҫҫӗ хӑйсем, апатран усси ҫук вӗсене, эсӗ вара хӑвна выҫӑпа асаплантаратӑн пулин те, ҫаплах чӑп-чӑмӑр. Мӗнрен вӑл ҫакӑ?

— Ҫитет сана, — чарчӗ ӑна Лузгин. — Малтан эсӗ луччӑ хӑнупа паллаштар-ха, атту темӗнле лайӑх мар пулса тухать. Эпир санпа чӗлхе хӑйратпӑр, юлташ тунсӑхласа ларать…

Анчах ют ҫын Нюшкӑ паллаштарасса кӗтсе тӑмарӗ.

— Ман хушамат Мажаров, — терӗ вӑл, ура ҫине тӑмасӑр. — Эсир халӗ колхозра райком комиссийӗ ӗҫлени ҫинчен илтнӗ пулӗ ӗнтӗ? Эпӗ ҫав комиссирен…

— Ҫапла… Илтнӗччӗ, — терӗ Аникей. Хӑй ӑшӗнче шутларӗ: «Ку ҫитмерӗ тата! Мӗн мур хуса ячӗ-ха мана кунта? Ахаль мар ӗнтӗ Нюшка куҫ хӗсрӗ мана».

Анчах халӗ ӗнтӗ каялла чакма кая юлчӗ. Вӑл сӗтел патне ларчӗ те Нюшкӑ панӑ пӗр стакан чее тытрӗ, ӑна пӗчӗк кашӑкпа пӑтраштарма пуҫларӗ.

— Ну, мӗнле пыраҫҫӗ-ха сирӗн ӗҫсем? — ыйтрӗ Лузгин, халлӗхе ҫак палламан ревизорпа хӑйне мӗнле тытмаллине пӗлмесӗр. — Тен, сирӗн ман валли мӗнле те пулин кӑтартусем пулаҫҫӗ?

Мажаровран канаш ыйтса, Лузгин тӳрех йӑпӑлтатса илесшӗн, ҫав вӑхӑтрах райком ӑна ӗлӗкхи пекех хисепленине е хисеплеменнине пӗлесшӗн пулчӗ.

— Мӗн пулнӑ вара сире, Лузгин юлташ? Пуху хыҫҫӑн йывӑр чирлесе ӳкнӗ вӗт-ха эсир? — интересленчӗ Мажаров, ун ыйтӑвне нимӗн вырӑнне те хуман пек туса.

— Чӗрепе аптраса ӳкрӗм, — Аникей, питне пӗркелентерсе, аллине чӗри тӗлне тытрӗ. — Тӑраймастӑм та пулӗ, тенӗччӗ, тӑрук пусса ӳкерчӗ!..

— Мӗншӗн тӑнӑ-ха эсир вырӑн ҫинчен? Тӑма хушман пулӗ-ха сире?

— Ӗҫ канӑҫ памасть, — Аникей йывӑррӑн сывласа илчӗ. — Пиеленӗ ача пек кравать ҫинче выртатӑп, хуҫалӑхра мӗн тунине курмастӑп. Бригадирсем каласа кӑтартаҫҫӗ те, ҫапах вӗсене шансан та, тӗрӗслесех тӑрас пулать… Ҫапла-и?

Мажаров каллех хуравламарӗ, килӗшсе те пулин, юлташла та пулин пуҫне сулмарӗ. Вӑл Лузгина темскерпе обком секретарьне Пробатова аса илтерчӗ — ҫавӑн пекех сӑпайлӑ, лӑпкӑ та ӑнланмалла мар ҫын. Вӑт уҫӑ тупса юраттар-ха ҫавӑн пек ҫынна!

— Пирӗн элек-телекре тата нумай чакаланмалла-и-ха сирӗн? — ыйтрӗ Лузгин, ҫавнашкал лайӑх мар ӗҫсемпе лармалла пулнишӗн Мажарова хӗрхеннӗ пек. — Е выводсем тунӑ та-и эсир?

— Халӗ ӗнтӗ пурте паллӑ пулса ҫитрӗ пек, — хуравларӗ те Мажаров, стаканне хӑйӗн умӗнчен илсе лартса, хуҫа еннелле ҫаврӑнчӗ:  — Пысӑк спаҫҫипӑ сире, Аннӑ Тимофеевна!

— Мӗн чухлӗ кӗрет ҫавӑн чухлӗ ӗҫӗр, шыв шалккӑ мар пире! Ҫитмесен тепӗр сӑмавар лартатӑп! — терӗ Нюшкӑ, хӑна ҫине вылянчӑклӑн йӑл кулса пӑхса.

«Вӑт халер! — шухӑшларӗ Аникей. — Кунта та хӳрине пӑлтӑртаттармасӑр чӑтаймасть! Лешӗ те ухмах каччӑ мар пулас — тупнӑ вӗт хӗрарӑмпа мӗнле калаҫмаллине — ашшӗ ячӗпе чӗнет. Хӑйне ашшӗ ячӗпе хӑҫан чӗннине те маннӑ пулӗ-ха Нюшки».

Влаҫра ларнӑ ҫулсенче Аникей хӑйӗн тӗп тӑшманӗ тесе пӗрмаях Егор Дымшакова шутланӑ, пухусенче вӑл тухса каласран кӑна хӑранӑ — Егор яланах нимӗн хӗрхенмесӗр, кулса, мӑшкӑлласа, хаяррӑн тухса каланӑ. Аникей ӗҫӗсем пирки района е облаҫа ҫырса янӑ жалобӑсем вӗсене тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн час-часах ун ҫыру сӗтелӗн ещӗкӗсенех лекнӗ. Жалобӑ паракансенчен хӑшӗ те пулин ун патне кирек мӗн ыйтма пырсан, Аникей нимӗн чӗнмесӗр кӗсйинчен уҫӑ туртса кӑларнӑ та ещӗке уҫнӑ. «Паллатӑн-и, кам алли ҫак? — ыйтнӑ вӑл, хӑй савӑннине пытармасӑр. — Эх, пуҫ, чернила ахалех пӗтернӗ! Ҫырассу килсен, тавай ҫыр, шухӑшласа ан тӑр, кайран эпир савӑнсах вулӑпӑр. Кунтах килет вӗт, пирӗнтен иртсе каймасть! Халӗ вара тӑна кӗрсе ҫит те ыйт-ха эсӗ хӑвӑнтан: ҫавнашкал элек панӑ хыҫҫӑн ман куҫа курӑнма тата ыйтса ҫӳреме пултаратӑн-и эсӗ?»

Анчах Лузгин халӗ тӗл пулнӑ, райкомран килнӗ ҫын хӑйне темӗнле ӑнланмалла мар тытни Аникее асӑрхануллӑ пулма хушрӗ. Коробин та унран хӑтӑлма шутланӑ пулсан, мӗнле вара? Ҫӗтӗк атӑ пек ураран хывса переҫҫӗ те, нимӗн те тӑваймӑн! Шӑтрӗ, чалӑшса кайрӗ, ҫирӗпрех атӑ туянӑпӑр, шыв ан виттӗр, тейӗҫ.

— Секрет мар пулсан, ҫакна пӗлес килет-ха: лартнӑ задачӑсене малашне мӗнле пурнӑҫласа пымалла-ха ман? — ыйтрӗ Лузгин тӳрех, кирек мӗнле пулсан та уҫӑмлӑ ответ илме тӑрӑшса, пукан хыҫӗ ҫине кӑлт тайӑнса ларса.

Лузгин кантӑкран тунӑ ҫын пек ӑна витӗрех курса тӑнӑ. Мажаров ун ҫине хаваслӑн, анчах ӑнланмасӑр пӑхса илчӗ, вӑл уҫҫӑнах мӑшкӑлласа пӑхнипе Лузгина темӗнле лайӑх мар пулчӗ.

— Ман шутпа пурне те пуху татса парать. Эсир сывалнӑ пулсан, пухӑва малалла тӑсма юрать пуль тетӗп эпӗ…

Ҫакна илтсенех, Аникейӗн ӑшӗ пӑтранса килчӗ. Пурте паллӑ — ӑна каллех Егор Дымшаковпа ун майлисем аллине параҫҫӗ.

— Апла, — терӗ вӑл хуллен. Ялт сиксе тӑрса, чей тултарнӑ стакана кӑшт ҫеҫ йӑвантарса ямарӗ. — Апла пурне те шанатӑр, анчах мана шанмастӑр? Эпӗ хам пӗтӗмпех колхоза пани сахал-и сире? Анчах хӑвӑр шут тытнӑ пек тӑваймастӑр эсир, Мажаров юлташ!.. Эпӗ кун пек тӗрӗслевҫӗсене ҫеҫ тӗл пулман — вӗсем те лашаран малтан чупма хӑтланатчӗҫ те, кайран хӳрене тӑрса юлатчӗҫ!.. Алӑ пусать-и-ха Коробин эсир тӗрӗсленӗ хут ҫине!.. Манран вӑрттӑн хӑтлантӑр-и?

— Парти совеҫӗ хушнӑ пек ӗҫлерӗмӗр, — терӗ Мажаров тӑрук хыттӑн та сиввӗн, ура ҫине тӑрса. — Эпӗ пур киле те тенӗ пек кӗрсе тухрӑм, сирӗн ҫинчен пӗр ҫын та ырӑ сӑмах каланине тӗл пулмарӑм.

— Ку та чулпа печӗ-и мана? — Аникей, Нюшка ҫине йӗрӗнчӗклӗн пӑхса илсе, кулса ячӗ. — Вӑл мӗн те пулин каласа кӑтартма пултарнӑ, вӑл мана пуринчен те ҫывӑх пӗлет! Апла ман ҫинчен элек пуҫтаратӑр, хӑвӑр хӗрарӑмсем патне ҫӳретӗр?

— Эсӗ ытлашши ӑн кӑшкӑр-ха, Аникей, — терӗ Нюшкӑ, тӑрук Лузгин патне пырса тӑрса. — Пӗрле ҫухӑрма сан ҫумна ҫыхса лартман мана…

— Хӑйсем тӗрӗс маррине туякан ҫынсем яланах ҫапла пулаҫҫӗ… Ну, эпӗ кайрӑм, Анна Тимофеевна, — Мажаров пӳрнипе куҫлӑхне тӳрлетрӗ те Нюшкӑ ҫине пӑхса шанӑҫлӑн та ырӑ кӑмӑллӑн йӑл кулчӗ:  — Спаҫҫипӑ сире калаҫнӑшӑн тата чейшӗн!..

— Хаклӑ кадрсене парти пурпӗрех сапаламасть! — кӑшкӑрчӗ Аникей чӑтаймасӑр. — Ир хатӗрленетӗр пытарма, Мажаров юлташ.

— Эпӗ хама сирӗншӗн текех юлташ мар пуль тетӗп… Парти тени вара питӗ пысӑк сӑмах, сирӗн вырӑнта эпӗ ӑна пурнӑҫри хаклӑрах вӑхӑт валли упранӑ пулӑттӑм!..

— Апла, манран йӗрӗнетӗр-ха? Манпа калаҫасшӑн та мар-и? Эпир куна та астуса юлатпӑр та ҫырса хуратпӑр!

Лузгин ыйтӑвне илтмен пек, Мажаров кайнӑ чухне сывпуллашса алӑ та памарӗ, анчах, алӑк патне ҫитсен, тӑрук каялла ҫаврӑнчӗ те, Аникей ун пит-куҫӗ ҫав тери ҫиллес пулнинчен тӗлӗнсе кайрӗ.

— Ман шутпа, сирӗнпе калаҫса пӑхма комисси район прокурорне сӗнме пултарать…

Аникей мӗн хуравламаллине шухӑшласа та илеймерӗ, алӑк лашт кӑна хупӑнчӗ.

— Сутрӑн-и мана, йытӑ? — кӑшкӑрса ячӗ Лузгин, Мажаров каланӑ сӑмахсем мӗне пӗлтернине ӑнланса илнӗ-илменех, унтан, Нюшкӑ патне чупса пырса, ӑна хулпуҫҫинчен силлеме пуҫларӗ. — Кала, шуйттан, мӗн ыйтса пӗлчӗ вӑл санран? Кала!..

— Яр, Аникей! — Нюшка ун аллинчен туртӑнчӗ, — йӑлӑхтарса ҫитертӗн эсӗ мана!.. Тата чышкупа ан хӑмсар, хӑрамастӑп эпӗ санран. Хӑвӑн арӑмна хӑрат авӑ!

— Ҫук, кала эсӗ мана, мӗн ҫинчен ыйтса пӗлчӗ вӑл санран? — тӗпчерӗ Аникей, Нюшка патӗнчен каймасӑр.

— Нимӗн те ирӗксӗрлесе ыйтмарӗ вӑл! Ахаль ҫеҫ калаҫса ларчӗ, эпӗ колхозри ӗҫсем ҫинчен мӗн шухӑшланипе интересленчӗ…

— Ан суй! Шухӑшлама пултаратӑн-и вара эсӗ? Тумланасси ҫинчен те хӑвна чӑмӑртаттарасси ҫинчен ҫеҫ шухӑшлатӑн вӗт, урӑх ӗмӗрне те нимӗн ҫинчен те шухӑшламан!..

Нюшкӑ урӑх пӗр сӑмах та каламарӗ, алӑк патне пычӗ те ӑна уҫса ячӗ.

— Тухса кай, Аникей…

— Ҫитет сана ухмахланма! — Лузгин аллисене сулкаларӗ. — Спектакль ан кӑтарт-ха…

— Ырӑпа каймасан — ҫынсене чӗнсе килетӗп, — терӗ кӑвакарса кайнӑ Нюшка. Ун сывлӑшӗ пӳлӗнсе килчӗ, вӑл Аникей ҫине пуҫне каҫӑртса, ют ҫын ҫине пӑхнӑ пек, ӑнланмалла мар курайманлӑхпа пӑхрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех