Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 19

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.27 22:43

Пуплевӗш: 275; Сӑмах: 2402

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Константин ваткӑллӑ кӑвак шӑлаварпа ватник тата ҫӗнӗ сӑрӑ кӑҫатӑ тӑхӑннӑ, хӑлхаллӑ ҫемҫе тир ҫӗлӗке пуҫ тӳпине куштанларах лартнӑ. Станцинчен килнӗ чухне каҫпа вӑрманта курман пулсан, халӗ Ксени Мажарова ҫав тумпа ниепле те палласа илеймен пулӗччӗ. Ылтӑн тӗслӗ сухалӗпе йӑлтӑртатса тӑракан куҫлӑхӗ ӑна кӑшт кулӑшла кӑтартаҫҫӗ.

«Эй, камит!» — терӗ Ксени хӑй ӑшӗнче кулса, анчах ҫавӑнтах хӑйӗнчен хӑй: «Мӗн кирлӗ-ха ӑна кунта?» тесе ыйтрӗ.

Ксени ӑна хӗрхенесси ҫинчен шутламарӗ, вӑл калаҫма пуҫласанах, ӑна хирӗҫ чӑрсӑррӑн хуравлама хатӗр пулчӗ.

— Саламлатӑп сире! — терӗ Мажаров, кулнӑ май тутисене сарса ярса. Ксени аллисене кӗсйине чикме те ӗлкӗреймерӗ, Мажаров ун пӳрнисене тытса силлерӗ. — Эпӗ сирӗншӗн чунтанах хавас. Кӗтсе илтӗр, эппин, хӑвӑр тӑванӑрсене? Сирӗн валли акӑ кӑмака ӑстипе столяр илсе килтӗм…

«Ну епле сӗмсӗр! — шухӑшларӗ Ксени. — Вӑл аллине Мажаровӑн ӑшӑ та вӑйлӑ аллинчен туртса илчӗ те кӗсйине йӑшт ҫеҫ чикрӗ. — Вӑрманта пачах та калаҫман пек, ман ҫине пӑхса йӑл кулать-ха. Е вӑл хӑйне кӳренмен ҫын пек кӑтартасшӑн-и? Ҫук, халех систерес пулать ӑна пире вӑл ырлӑх туни кирлӗ мар».

— Шансах тӑратӑп, мана ҫурт хӑтлама чӗнетӗр пулӗ?

Мажаров хӑех йӗплӗ сӑмах илтесшӗн пулас та, Ксени ҫак сӗмсӗре кирлӗ пек хуравлама хатӗрленчӗ, анчах Роман унран маларах ӗлкӗрчӗ. Вӑл кӗреҫине юр ҫине чиксе лартрӗ те тайкаланса Мажаров патне пычӗ, ӑна хулпуҫҫинчен тӗкрӗ.

— Колхоз председателӗ ячӗ-и ку ҫынсене? — ыйтрӗ Роман. — Апла пулсан, Лузгин, пире каласа кӑтартнӑ пек, ытлашши хытӑ ҫын мар-ха, э? Е сентябрьти Пленум хыҫҫӑн лайӑхланса кайнӑ-и вӑл?

— Шел те, вӑл лайӑххи е хытти пирки эпӗ халлӗхе нимӗн те калама пултараймастӑп-ха…

— Ӑнланатӑп! — Роман пуҫне каҫӑртса, уҫӑ сасӑпа ахӑлтатса кулса ячӗ. — Хӑвӑн пуҫлӑхна хурлама мӗнле ҫӑвар уҫан-ха эсӗ! Анчах эсӗ ан хӑра, йӗкӗт, эпир сан ҫинчен Аникее пӗлтерместпӗр.

Вӑл, кулкаласа, Мажарова хулпуҫҫинчен тусла хытах ҫатлаттарчӗ те, лешӗ тайӑлса кайрӗ. Унтан Роман, савӑнӑҫлӑн куҫ хӗссе, каларӗ:

— Тӳрре тухма ан тӑрӑш! Эпӗ, Васька, пурне те часах туйса илетӗп, питӗ тӗл лектеретӗп. Эсӗ экономика енчен Лузгина пӑхӑнса тӑратӑн, ку вара акӑ мӗне пӗлтерет: эсӗ руле кирек ӑҫталла тытсан та, хӑвӑн машинна пурпӗрех Лузгин патне илсе ҫитеретӗн.

Ксени шӑллӗ хӑйне кулӑшла тыткаланине ӑнланчӗ, анчах вӑл хӑйне пысӑка хурса пакӑлтатнине чарма шутламарӗ. Мажарова вара ӑна шофер вырӑнне хуни килӗшрӗ пулас, ун куҫӗсем ялкӑшса тӑчӗҫ, вӑл чут-чут кулса ямарӗ.

— Пуртӑ тыт-ха, тусӑм! — сӗнчӗ Роман Мажарова. Мажаров савӑнсах килӗшрӗ. — Чӳречесене ҫапса хуна хӑмасене кӑларма пулӑш пире, сан халӗ пурпӗрех нимӗнле ӗҫ те ҫук вӗт.

Ксенин ӳт-пӗвӗ пӗҫерсе кайрӗ, вӑл, шӑллӗне асӑрхаттарас тесе, ӑна хирӗҫ икӗ утӑм ярса пусрӗ, анчах Роман ӑна хӑйне майлӑ ӑнланчӗ.

— Юрӗ, аппаҫӑм, куҫа ан мӑчлаттар! Эпӗ ытлашши нимӗн те каламастӑп — биографине пӑсмастӑп санне. Шоферӗ те хамӑр йышши йӗкӗт, пирӗн ҫинчен председателе ыррине ҫеҫ каласа парӗ.

«Ну хӑтланах! — шутларӗ Ксени, хӑй ӑшӗнче савӑнса. — Мухтанах эппин».

Ксени пӳрте кӗме тӑнӑччӗ, анчах Никодим ыйтӑвне илтсен, крыльца ҫинче юпа пек хытса, хӑлхисене чӑнк тӑратрӗ.

— Ну, мӗнле кунта, пурӑнма пулать-и? Анчах суймасӑр!

— Мӗншӗн ан пултӑр, ара? Кунта та ӗҫлекен ҫынсем, ытти ҫӗрти пекех, — хуравларӗ те Мажаров, ҫӑмӑллӑнах тухнӑ хӑмана айккинелле пӑрахса, хушса хучӗ:  — Лайӑхрах пурӑнас килет пулсан, пурне те улӑштарма пуҫлӑр, ҫӗнӗлле тӑвӑр. Ҫавӑнпа киле таврӑннӑ вӗт эсир. Халӗ ӗнтӗ пурте сирӗнтен хӑвӑртан килет…

— Сан хӑвӑн кунта ним ӗҫ те ҫук-им? — чӑртмаххӑнрах ыйтрӗ Никодим. — Пултаратӑн та эсӗ, килнӗ ҫынсем ҫине ҫеҫ шанатӑн пулсан!

Мажаров тӳсеймесӗр чунтан кулса ячӗ.

— Ҫук, эпӗ хам ҫинчен ответлӑха сирместӗп. Эпӗ сире раснах никам ҫине те ан шанӑр, хӑвӑрӑн вӑй ҫитнине пурне те хӑвӑр ҫине илӗр ҫеҫ тесшӗнччӗ.

— Вӑт ку тӗрес идейӑлла кӑтарту! — килӗшрӗ Роман, темиҫе ҫӗрӗк хӑмана пӗр ҫӗре пуҫтарса хучӗ те тӳрленсе тӑчӗ. — Пӗтӗмӗшпе каласан, пире никам та ҫӑлӑнӑҫ памӗ… Ҫыр, Дым, хӑвӑн Клавди патне, нумай ан тӑтӑр вӑл унта.

— Кам вӑл Клавди — арӑмӗ-и? — интересленчӗ Мажаров.

— Саккунлӑ арӑмӗ, — хуравларӗ Роман пиччӗшӗ вырӑнне. — Анчах халӗ вӗсен пилӗк пайлӑ хӑрушӑ драмӑ пырать-ха…

— Ромкӑ! — хӑратмалла асӑрхаттарччӗ Никодим, пурттипе хӑма ҫине ҫапса.

— Юрать, ан кӑшкӑр! Шӳте ӑнланатӑп, упа. — Роман, хулпуҫҫисене ҫӗклесе, кӑшт карӑнса илчӗ. — Халӗ ӗнтӗ эсӗ килти пурнӑҫ чури, эпӗ мар. Эпӗ ӑҫта каяс тетӗп, ҫавӑнта каятӑп. Никам та иртен пуҫласа каҫчен: «Хӑҫан килетӗн, кам патне кӗтӗн, мӗн чухлӗ ӗҫрӗн, мӗнле укҫапа ӗҫрӗн?» тесе тӗпчемест мана. Кичем вӗт — вилсе кайӑн! Мӗн тупаҫҫӗ-ха ҫынсем ҫемьеллӗ пурнӑҫра — ӑнланмастӑп.

— Ну, сӳтет ӗнтӗ хӑйӗн ҫӑмхине, — пуҫне сулласа илчӗ Никодим. — Халӗ чараймастӑн…

— Эпӗ вӗт, тусӑм, пӗлетӗн-и, малтан ҫерем уҫнӑ ҫӗре вӗҫтересшӗнччӗ, — терӗ Роман малалла, пиччӗшӗ асӑрхаттарнине йӳпсӗнмесӗр. Унтан шухӑшласа пӑхрӑм та, тавай-ха хам тӑван яла каям, асӑнмалӑх юлтӑр, терӗм. Мӗнрен начар? Яранцевсен ҫемйин ырӑ пуҫарӑвӗ! Патриотсен мухтавлӑ ҫемйи! Мӗнлерех янӑраса илтӗнет, э?

— Лайӑх янӑрать, — килӗшрӗ Мажаров.

— Эпир пиччепе кирек ӑҫта та пултаратпӑр! — терӗ Роман мухтанса. — Слесаре те, тракториста та, артиста та! Асӑрха, рифмӑласа каларӑм, пулкалать ман ун пекки. Хам ҫырас тесен тата кашни кун аппалансан, эпӗ сӑвӑ та ҫырнӑ пулӑттӑм. Эсӗ нумайранпа-и шоферта?

— Ҫук, хутран-ситрен ҫеҫ…

— Тракторпа ӗҫлемен-и эсӗ? — тӗпчеме пуҫларӗ Роман, темскершӗн савӑнса кайнӑ пек.

— Тахҫан ӗҫленӗччӗ…

Роман савӑнӑҫлӑн кӑххӑм! тесе илчӗ те ырӑ кӑмӑллӑн сӗнчӗ:

— Итле-ха, йӗкӗт! Эсӗ кӑмӑла кайрӑн манне, анчах эпӗ туйӑмсем пирки нумай сӑмахлама юратмастӑп. Айта ман пата трактор бригадине! Килӗш те, санран ҫур литр.

— Чее те-ҫке эсӗ! — терӗ Мажаров тӗлӗннӗ пек. — Хӑв колхозра пӗр кун та ӗҫлесе курман-ха — бригадине пухатӑн авӑ.

— Апла-тӑк ҫавӑн пек права пур ман. Эпӗ яла килесси ҫинчен пӗлтернӗ чухне облаҫра ҫапла калаҫса татӑлтӑмӑр. Ан хӑра, айта ман пата, ӳкӗнмелле, пулмӗ.

— Анчах колхозра МТСран килнӗ пӗр трактор бригади пур-ҫке, бригади начар мар пулас. Бригадирӗ те — Молодцов хӑй вырӑнӗнче пек.

— Тем, илтмен эпӗ ун ҫинчен. Ӑмӑрт кайӑк пулас пулсан, вӑл инҫетренех курӑннӑ пулӗччӗ. Хӑйӗн вырӑнӗнче тенӗрен, вырӑнта ларса йӗме те ҫӗтме пулать ӑна. Эпӗ ҫапла ӑнланатӑп — ӗҫе тытӑнас-тӑк, пӗтӗм облаҫра кӗрлесе тӑтӑр. Тата хӑйне хӑех паллӑ ӗнтӗ, куҫса ҫӳрекен ялава алӑра шанчӑклӑн тытса тӑмалла. Тӗрӗс лартнӑ-и ыйтӑва?

Ксени ҫаплах Роман айванла хӑтланнине мӗнле чарас-ши тесе аптраса тӑчӗ. Вӑл ун ҫинчен пӳрте кӗрсе ашшӗне каласа парасшӑнччӗ. Анчах кӗмелле пулмарӗ — Корней кӑмака ӑстипе, столярпа тата ашшӗпе пӗрле хӑй крыльца ҫине тухрӗ.

— Уполномоченнӑй юлташ, — чӗнчӗ кӑмака ӑсти хуллен. — Материал кирлӗ. Пилӗк ҫӗр кирпӗч пулсан, ыранах мӑрьерен тӗтӗм тухать.

Мажаров вӗсен еннелле ҫаврӑнчӗ, Романпа Никодим ун ҫине нимӗн те ӑнланман пек тинкерсе пӑхрӗҫ.

«Ҫав кирлӗ те сире мухтанчӑксене!» — шухӑшларӗ Ксени.

— Чӳрече хашакӗсем мӗнле? — ыйтрӗ Мажаров.

— Хашакӗсем ҫеҫ пулсан, нимӗн те марччӗ, — хуравларӗ столяр. — Тата виҫӗ кунтан кантӑк ларт та пурӑн. Анчах чӳрече янаххисем те ҫӗрнӗ-ха кунта, урай хӑмисене те хӑшне-пӗрне улӑштармалла. Пӑхӑр-ха хӑвӑр, кайран Аникее пӗтӗм халӑхпа хӗстермелле пултӑр. Атту виҫ-тӑватӑ хӑма парать те ҫуррине мана вӑрланӑ теме пултарать.

Мажаров Корнейпе Иван мучине пӳрте ертсе кӗрсенех, Роман Ксени патне чупса пычӗ.

— Мӗскер эсӗ, э?.. Мӗн эпир, ҫамрӑк ачасем-и саншӑн? Ҫамрӑк ачасем-и? Юриех кулас терӗн-и? Юриех-и?

— Куҫ хӗсмерӗм-и эпӗ сана? Хӗсмерӗм-и? — кӑшкӑрчӗ Ксени. — Анчах пӗр суйма тытӑнсан, ӑҫтан чаратӑн-ха сана! Кӑмака ӑстине спаҫҫипӑ кала, атту пӗтӗм ӑш-чиккӳне тавӑрса кӑтартаттӑн-ха!

Никодим чӗмсӗррӗн пӗрре шӑллӗ ҫине, тепре йӑмӑкӗ ҫине пӑхса илчӗ, унтан йӳнесӗр лӑпчӑнчӗ те, крыльца картлашки ҫине тӗшӗрӗлсе анса, ахӑлтатса кулса ячӗ.

— Ромкӑ ав!.. бригадӑна чӗнет-ха ӑна!.. Ҫур литр ыйтрӗ! Ай, кулса вилетӗп!..

Никодим пичӗ тӑрӑх куҫҫуль юхса анчӗ, шӑллӗ хулпуҫҫинчен чышкӑпа тӗкиччен вӑл ҫаплах чӗтресе выртса кулчӗ.

— Ха, кулать ӗнтӗ, пӗчӗк ача! Асту, тытамак тытса ан пӑрахтӑр сана! Эсӗ ху ӑҫта пултӑн? Юнашар тӑмарӑн-и?

— Эпӗ ӑна пӗрре ҫеҫ каларӑм, эсӗ вара йӑлтах сӳтӗлсе кайран. Хулпуҫҫинчен те ҫапса илтӗн ӑна…

— Ҫынни хуть чуна уҫса памалли ҫын пулинччӗ, — терӗ Ксени, хӑйсене ытлашши ирӗккӗн тыткаланӑшӑн тата ҫынна ытлашши шаннӑшӑн пиччӗшӗпе шӑллӗне тавӑрнӑ пек. — Мӗн калӑн, юлташ тупнӑ хӑйсем валли! Мӗнле пӗлместӗр-ха ҫав путсӗре?

Никодим кулма пӑрахрӗ, Роман, тутисене чӑмӑртаса, Ксени ҫине пӑхрӗ.

— Мажаров вӗт ку, — терӗ Ксени, пит-куҫӗ кӑвар пек пӗҫерсе кайнине туйса илсе. — Лешӗ…

Анчах пиччӗшӗпе шӑллӗ татах нимӗн те ӑнланмарӗҫ пулас, ҫавӑнпа Ксени мӗншӗн каларӑм-ши вӗсене Мажаров ҫинчен тесе ӳкӗнчӗ.

— Тинех ӑнлантӑм! — терӗ Роман юлашкинчен, тӑнлав патӗнче пӳрнине ҫавӑркаласа. — Ку вӑл тахҫан эсӗ кӑмӑл тунӑ принципла юлташ вӗт?.. Кайран сана пӑрахса хӑварни?

— Чарӑн, Ромка! — Никодим, хаяррӑн ҫамкине картлантарса, йӑмӑкӗ патнелле ҫаврӑнчӗ. — Райкомра сан пирки ҫакӑ чакаланать-и-ха?

— Мӗн пулнӑ тата? — тӳсӗмсӗррӗн ыйтрӗ Ромка.

— Тӑхта-ха. — Никодим ун еннелле аллине сулса илчӗ. — Мӗн каламастӑн эсӗ?

— Ҫук, ӗҫ кунта унра мар, — халӗ Ксени Мажарова пиччӗшӗпе шӑллӗ умӗнче тӳрре кӑларма тӑрӑшнӑ пек пулчӗ. — Анчах райком секретарӗ тӗрӗслев комиссине кӗртнӗ-ха ӑна…

— Ах, авӑ мӗнле, — терӗ Никодим.

«Пуҫламалла марччӗ ку калаҫӑва, — шухӑшларӗ Ксени. — Куратӑп эпӗ, вӗсем халӗ ман пӗр сӑмаха те ӗненмеҫҫӗ. Питӗ ухмахла пулса тухрӗ. Питӗ ухмахла!»

Ксени сасартӑк Мажаров ним шухӑшсӑр кулса янине илтрӗ, вӑл Иван аслашшӗне хул айӗнчен тытса, ҫенӗхрен тухнине курчӗ те, ун куҫӗсем хуралса килчӗҫ. Хӑйсен килӗнчех мӗнле кулма хӑять-ха вӑл Ксенирен?

— Асатте, ҫапах та мӗншӗн яла таврӑнма шут тытрӑр-ха эсир? — ыйтрӗ Мажаров, старике пӗркеленчӗклӗ питӗнчен ачашшӑн пӑхса.

— Паллӑ ӗнтӗ мӗншӗнни, — хуравларӗ Иван мучи, тӳрленерех тӑрса, кӑвак сухалӗн пӗр пайӑркине пӳрни ҫине явакласа. — Парти ыйтать пулсан, мӗншӗн пулӑшас мар-ха ӑна, терӗмӗр. Хаҫата туртма ҫырӑнса илместпӗр-ҫке-ха, мӗншӗн апла, мӗншӗн капла тунине курса тӑма илетпӗр.

— Питӗ лайӑх! — терӗ Мажаров савӑнӑҫлӑн, тата мӗн те пулин тӗлӗнмелли илтессе шаннӑ пек, старике хӑйӗн патӗнчен ямасӑр.

— Пӑтӑрмахне кӗҫенни пуҫларӗ пирӗн, вара пурне те хӑй енне ҫавӑрчӗ, — терӗ мучи, сӑмах вакласа. — Роман вӑл чисти ҫил-тӑвӑлах пирӗн. Асли вара — урӑхла ҫын, ҫӗр лайӑх пулсан, кирек ӑҫта та пурӑнма пултарать. Тирек турачӗ пек, — ӑна кирек ӑҫта чиксе ларт, вӑл пур ҫӗрте те тымар ярса ҫулҫӑ кӑларать…

— Ҫитет сана, старик! — чарчӗ ӑна Никодим, тӗксӗмленсе. — Паян темскер питӗ калаҫатӑн-ха эсӗ…

«Мӗнпе ҫавӑрать-ха вӑл вӗсене? — шухӑшларӗ Ксени, тутисене ҫыртса, Мажаров ҫинчен куҫӗсене тартса. — Асатте те питӗ ырӑ калаҫать унпа».

— Ну, шухӑш-кӑмӑлсем мӗнлерех сирӗн? — ыйтрӗ Мажаров, анчах Ксени куна хӑйӗнчен ыйтнине тӳрех ӑнланса та илеймерӗ. Ксени илтеймерӗ пуль тесе, Мажаров каллех ун ҫинелле пӑхса шанӑҫлӑн йӑл кулчӗ, Ксение ку кулӑра кӑштах хута кӗни те палӑрнӑ пек туйӑнчӗ. — Ксения Корнеевна, эсир ытлашши ан пӑшӑрханӑр, — терӗ Константин хуллен. — Пурнӑҫра ун пек ӗҫсем кӑна пулмаҫҫӗ.

Мажарова калаҫма чарас тесе, Ксени ун еннелле хӑюсӑррӑн ярса пусрӗ, анчах мӗн калас тенине Мажаров хыттӑн каласа пӗтерчӗ:

— Эпӗ шансах тӑратӑп — сире ӗҫрен тӗрӗс мар кӑларнӑ. Эпӗ ун ҫинчен кирек ӑҫта та калама пултаратӑп… Мана Коробина тӗрӗс мар каласа кӑтартнӑ пек туйӑнать, унсӑрӑн вӑл…

Мажаров йӗри-тавра пурте шӑп пулнине халӗ тин ҫеҫ туйса илчӗ те кӑнн! ҫаврӑнса пӑхрӗ. Пурте Ксени ҫине пӑхнинчен вӑл вӗсем ун инкекӗ ҫинчен халӗ пуҫласа пӗлнине ӑнланса илчӗ.

— Каҫарӑр, — терӗ Мажаров. — Эпӗ…

Вӑл кая юлса каҫару ыйтнине никам та йӳпсӗнмерӗ.

— Мӗн шарламастӑн эсӗ, хӗрӗм, э? — кӑмӑлсӑррӑн ыйтрӗ Корней, Ксени патне пырса. — Ют ҫынсенчен пӗлетпӗр…

— Эпӗ каланӑ пулӑттӑм, атте, анчах халлӗхе каламалли нимӗн те ҫук-ха! — Ксени юри тунӑ пек пуҫне силлесе илчӗ. — Райком бюровӗ ман ӗҫе пӑхса тухман-ха, вӑхӑт ҫитичченех мӗншӗн кӑшкӑрас-ха ман? Хам валли ӗҫ яланах тупатӑп эпӗ. Инструктора мар, агронома вӗреннӗ вӗт эпӗ.

— Ну, паллах! Тупнӑ хуйхӑрмалли! — каллех хӗрӳллӗн, кирлӗ мар ҫӗртен хутшӑнчӗ Мажаров. — Кӑмӑл пулсан, эпир сирӗн валли паянах чӑн-чӑн ӗҫ тупатпӑр. Анчах чи малтан хӑвӑрӑн коммунист чысне хӳтӗлесе хӑварас пулать…

— Мажаров юлташ, — терӗ Ксени сиввӗн. — Эпӗ ыйтнӑ пулӑттӑм.

— Мана ыйтма та кирлӗ мар, эпӗ пурне те ыйтмасӑрах тӑвӑп! — терӗ Мажаров хӑвӑрт, ҫакна хӑйне майлӑ ӑнланса. — Эпӗ халӗ шофера тупатӑп та, вӑл кунта кирпӗч турттарса килет, хам ҫавӑнтах склада каятӑп — унта мӗнле материалсем пуррине ыйтса пӗлетӗп. Пурте питӗ лайӑх пулать — курӑр-ха акӑ. Тепӗр икӗ кунтан эсир каллех хӑвӑр килте пулнине туйса илетӗр…

Мажаров вӗсемпе пуринпе те сывпуллашрӗ те грузовик йӗррипе картишӗнчен тухрӗ. Ксение вӑл хӑй ырӑ ӗҫ тунипе савӑнса пынӑ пек туйӑнчӗ.

— Мажаров юлташ, наччаслӑха! — кӑшкӑрчӗ Ксени, ҫакна хӑй мӗншӗн тунине ӑнланмасӑр.

Мажаров чарӑнчӗ, хӗвел ҫине куҫне хӗссе пӑхса, Ксение кӗтсе тӑчӗ.

— Утар-ха пӑртак, — терӗ Ксени, пӳлӗне-пӳлӗне сывласа. — Ман сире сӑмах каламалли пур.

— Эсир луччӑ сылтӑмран утӑр-ха, — сӗннӗ Мажаров. — Кунта йӗрри сарлакарах, сире утма майлӑрах пулать…

— Майлӑрах-и? — терӗ те Ксени сылтӑм енне куҫрӗ.

— Мӗн каласшӑнччӗ эсир, — терӗ Мажаров, ӑна ҫывӑх садри хӗвел ҫутинче ҫиҫсе-йӑлтӑртатса ларакан ҫамрӑк хурӑн ҫине кӑтартса. — Епле илемлӗ, ҫапла-и? Кун пек пулма пултарасса ӗненмелле те мар пек.

— Ҫапла ку тӗрӗс, — терӗ Ксени Мажаровпа мӗн тӗлӗшпе те пулин килӗшни ӑна тавӑрма кансӗрленине туйса. Ҫавӑнпа вӑл:  — Анчах ку мана интереслентермест. Ман халӗ унсӑрах пуҫ ҫаврӑнать.

— Эпӗ сире лайӑх ӑнланатӑп, — терӗ Мажаров. — Сирӗн вырӑнта пулсан, эпӗ хам та…

— Ҫук, эсир нимӗн те ӑнланмастӑр тата ӑнланасшӑн та мар! — терӗ Ксени, хӑй каллех тарӑхса кайнишӗн савӑнса. — Кам ыйтрӗ сире мана хӳтӗлеме?

— Тӑхтӑр-ха! — кӑшкӑрчӗ Мажаров, чарӑнса тӑрса, Ксени ҫине вӑл чӑнах та тӗлӗнсе пӑхрӗ. — Мана хушнӑ вӗт-ха…

— Никам та хушман сире! — терӗ Ксени малалла, аташнӑ чухнехи пек вӗриленсе. — Эсир хӑвӑр килесшӗн пулнӑ… Ну, пултӑрах, ӗҫлӗрех хӑвӑр комиссире, анчах ман кӑмӑла ан хуҫӑр. Тата мӗншӗн ҫакӑн пек тумланнӑ-ха эсир? Тата мӗншӗн шофер вырӑнне килмелле пулнӑ-ха сирӗн?.. Ухмах тетӗр ӗнтӗ эсир мана, эсир ҫаксене мӗншӗн тунине курмасть тетӗр!

— Иннокентий Павлович ыйтрӗ вӗт-ха мана сире пулӑшма!.. Тата тумланни ҫинчен мӗн калаҫмалли пур. Ман ӑшӑ тумтир нимӗн те ҫук, эпӗ ку шӑлаварпа ватнике туяннӑшӑн ҫав тери хавас.

Вӗсем хӑйсем те асӑрхамарӗҫ, пӑрланса ларнӑ тараса патӗнче чарӑнчӗҫ.

— Юрӗ, эсир пурне те ырӑ тӑвас тесе тунӑ пултӑр! — ҫаплах хӗрсе, вашакланса каларӗ Ксени малалла. — Анчах мана ӗҫрен кӑларни ҫинчен калама кам чӗлхерен туртрӗ-ха сире? Мӗн тума вылятӑр эсир пирӗн ҫемьепе? Тата, юлашкинчен, манран мӗн кирлӗ сире?

— Мана-и? Сирӗнтен-и? Мӗн ҫинчен калатӑр ҫак эсир? — Мажаров пит-куҫӗнче асапланни, ним тума пӗлмесӗр аптраса ӳкни курӑнчӗ.

— Айвана ан перӗр! Е эсир ман сыхлӑха хавшатас тетӗр-и? Сире карьерӑ тума никам та ан чӑрмантартӑр-и?

— Шуйттан пӗлет-и, мӗскер! — тарӑхса кайрӗ Мажаров тӳсеймесӗр. — Ун чухне вӑрманта ӑнланмасӑр темӗн те пӗр каласа хутӑр пуль тенӗччӗ эпӗ сире. Эсир авӑ мана, чӑнах та, темскер пирки тӑрӑ шыв ҫине кӑларасшӑн. Мӗн пирки-ха? Халӗ нумайӑшӗ яла каяҫҫӗ, эпӗ те вӗсем пекех килтӗм — ҫавӑн пек кирлӗ. Куна сирӗн аслаҫу та ӑнланать. Эсир вара темскер шухӑшласа кӑларнӑ та пӗр ухмахла япала ҫине тепӗр ухмахла япала купалатӑр…

— Эсир мӗнле ҫын иккенне пӗлсен, кунта сире пурте курайми пулаҫҫӗ! — хуравларӗ Ксени Мажарова, вӑтаннипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑ питӗнчен киленсе пӑхса, ӑна тулаштарса янишӗн савӑнса.

— Эпӗ урӑх сирӗнпе калаҫмастӑп! — терӗ те Мажаров хуллен, унран юпаран пӑрӑннӑ пек пӑрӑнса, малалла утрӗ.

Хӑйсен килӗ еннелле ҫаврӑнас вырӑнне Ксени, юр ӑшне пута-пута, ансӑр тӑкӑрлӑкпа кайрӗ, пӑрланса ларнӑ шыв хӗррине, пахчасем хыҫне аран-аран тапаҫланса тухрӗ.

Кунта шӑп, пӗр ҫын та ҫук, сивӗпе шӑнса пӗркеленнӗ пилеш айӗнче ҫеҫ юр ҫинче темӗнле пӗчӗк кайӑксем сиксе ҫӳреҫҫӗ, юр ҫинче хӗп-хӗрлӗ выртакан пилеш ҫупкӑмӗсене сӑха-сӑха ҫиеҫҫӗ.

Ксени, пӗр ҫупкӑмне илсе, йӳҫӗ те тӑкӑскӑ пилеше ҫыртса пӑхрӗ, сасартӑк хӑсас килнине туйса илчӗ, Пӗр саманта ӑна юр симӗс тӗслӗ курӑнчӗ. Лӗклентерни ҫаплах иртмест-ха. Вӑл пилеше сурса пӑрахрӗ, паян ӑна пӗр тӗпренчӗк те яманран хӑстарасшӑн пуль тесе шухӑшларӗ, анчах ун пуҫӗнче ҫавӑнтах, хӑратса пӑрахса, пӗр ҫивӗч шухӑш вӗҫсе иртрӗ: йывӑр ҫын мар пуль те эпӗ?

«Кирлӗ мар ку мана!.. Тем тусан та! — шухӑшларӗ вӑл, ҫамкине тапса тухнӑ сивӗ тарне шӑлса. — Халех мӗн те пулин тумалла! Халех! Кун пек пулас-тӑк, вилсен лайӑхрах!»

Пӑлханса кайса хӑраса ӳкнӗскер, вӑл хӑвӑрт каялла кайрӗ, анчах, урам хӗррине ҫитмесӗрех, тӑкӑрлӑкра юр айӗнчен курӑнакан ҫатан ҫине пырса ларчӗ. Вӑл сасартӑк вӑй пӗтсе килнӗ пек туйрӗ, ун алли-ури чӗтреме пуҫларӗ, юрӑн йӑлтӑр ҫутипе пуҫ ҫаврӑнса кайрӗ, ӳт-пӗвне шӑнтса пӑрахрӗ, каллех хӑсас килчӗ.

Ксени ҫатан ҫинче пӗкӗрӗлсе, шӑнса кайнӑ аллисене кӗрӗк ҫаннисем ӑшне чиксе, мӗн пур тӑванӗсене, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗлӗшӗсене аса илсе ларчӗ, хӑйне пӑшӑрхантаракан япала ҫинчен каласа пама, канаш ыйтма юрӑхлӑ ҫын пӗр ҫын та тупаймарӗ…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех