Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Пӗрремӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.04 16:29

Пуплевӗш: 202; Сӑмах: 1615

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫуркунне кӑҫал ир килчӗ. Шахтерсен ҫӗнӗ поселокӗн лӑпкӑ урамӗсенче ҫӗрӗ-ҫӗрӗпе уланӑ ҫил-тӑмансем, кӗтмен ҫӗртен тенӗ пекех, сасартӑк чакса, вӑйсӑрланса ларчӗҫ. Вӗсене ҫӗнӗрен ҫиллентерсе ярасран шикленнӗн, именсе ҫеҫ кулса илчӗ пӗлӗт хыҫӗнчен хӗвел. Хӗлӗ пурпӗрех ҫилленсе кайрӗ. Ҫурт тӑррисене каҫ-каҫ пӑр штыксем тире-тире тухрӗ, кӳлленчӗксене шатӑртатса тӑракан шурӑ пирпе вите-вите хучӗ, пӑс кӑларса ларакан террикон тӑррине те чӗпӗтекен сывлӑшӗпе вӗтелемесӗр хӑвармарӗ.

Каярах хӗвел ҫапах та хӑюлланчӗ. Пӗлӗтсем хӑшкӑлса чупма тапратрӗҫ, тӳпе ҫӑвар туллин кулса ячӗ, тӗлӗрсе выртнӑ сивӗ ҫӗре вӗри пайӑркасем ҫилӗм пекех ҫыпҫӑнса ытамларӗҫ. Ӑҫта-тӑр, вар таврашӗнче, ирӗке кӑларнӑ вӗҫен кайӑк евӗр, шӑнкӑр-шӑнкӑр юрӑ шӑранма пуҫларӗ. Вӑл ҫӳлтен ҫӳле ҫӗкленчӗ, вара, пысӑк улшӑнусем пуласса кӗтсе, тунсӑха путрӗ.

Ҫамки ҫине ун-кун сапаланнӑ вӗлтӗркке ҫӳҫлӗ хӗр, пальти тӳмисене вӗҫертсе янӑскер, чарӑнса тӑчӗ, куҫне хӗскеле-хӗскеле тӳпере тӑрие шырарӗ, темшӗн кулса илчӗ, вара ҫапла каҫӑрӑлса тӑнипех хытса кайрӗ.

Ҫуркунне шахта вентиляторӗ патне те килсе ҫитрӗ-ҫитрех. Ҫӗр шӑршипе тулнӑ сывлӑш малтан, шутласа тӑнӑн, ҫил кӑларттарса ҫаврӑнакан лапаткасем умӗнче тӑхтав тунӑ пек пулчӗ, унтан, тем пысӑкӑш ҫӑварлӑ тӗттӗм те нӳрӗ кӗпҫене кӗрсе, штрексенелле ыткӑнчӗ, шахтерсен чӗрисенче хӗвелпе ҫӳллӗ-ҫӳллӗ тӗксӗм сенкер тӳпе еннелле канӑҫсӑррӑн сӗтӗрекен туйӑм хӑпартса, лавӑсемпе заводсенче ашкӑнма пуҫларӗ.

Шахтерсен каскине илемлӗн тайӑлтарса лартнӑ Сергей Петров штрекпа иртсе пыратчӗ. Кам та пулин «хоп-па» тесе кӑшкӑр ҫавӑнта — вӑл халь-халь ташша ямалла. Ыткӑнса, урӑм-сурӑм та асар-писер.

Сергей васкатчӗ. Ҫук, ӗҫе пула кӑна мар. Ӑна те мӗнле, ӑнлантарса пама ҫук хаваслӑх тытса илнӗ, ҫавӑнпа ун часрах ҫӳле хӑпарас, ялкӑшса ҫиҫекен хӗвеле ҫывӑхран курас килет. Ҫитменнине тата ӑна участок начальникӗн сӗтелӗнче отпуска кайма ирӗк паракан документсем кӗтетчӗҫ.

Сергей порода татӑкне атти пуҫӗпе ӑстарса ывӑттарчӗ те кулса ячӗ. Ҫав самантра ун куҫӗ умӗнче Таниччӗ. Отпуск панӑ хыпара пӗлӗ те ак, хӗпӗртенӗскер, аллисене ҫатлаттарса илӗ, ташша ярӗ, унтан ҫаплах ахӑлтатма чарӑнаймасӑр: «Пӑчӑртаса вӗлерем-и сана, ниҫтиҫука?» — тесе мӑйран явса тытӗ.

Каярах, савӑнӑҫ пӑртак лӑплансан, ларӗ те вара, миҫемӗш хут-тӑр ӗнтӗ, ҫула каясси пирки калаҫу пуҫарӗ. Пуҫне пӗкӗ те: «Сасартӑк эпӗ сан аҫупа аннӳне килӗшмесен?» — ыйтӗ ҫавӑнтах. Паллах, ыйтатех.

«Ма-ха пит канӑҫсӑрлантарать ӑна ку ыйту? — шухӑшласа пычӗ Сергей. — Вӑл-и, Таня килӗшмӗ-и? Кама-ха тата? Ман ваттисене. Пулма пултараймасть ун пек! Аттен пӑлханнипе сулахай куҫӗ турткаланма тапратӗ, ӳкнисем вырӑнне ларттарнӑ икӗ шӑлӗ Ҫӗнтерӳ Кунӗ ячӗпе ҫутатнӑ медаль пекех ҫиҫсе ялтӑрӗ. «Ҫынсем, курӑр-ха, мӗнлерех чиперккене ҫаклатнӑ ман асли!»

Шалта, штрекӑн мал енче, йӗпеннӗ рельсӑна ҫирӗплеткӗҫӗн тайӑлса кайнӑ рами ҫине хӗрлӗрех ҫиҫӗнчӗксем сапаласа, ҫутӑ мӗлтлетрӗ. Пӗр-пӗринпе ӑмӑртнӑ пекех, магнитлӑ хускаткӑҫсен контакчӗсем чалтлатса илчӗҫ. Ҫинҫе шлангисене ӗрӗхтерсе-тулхӑрттарса, хӑрӑлтатма пуҫларӗ шӑварма лартнӑ пӗчӗк насус. Сергей участокри распределительнӑй пунктран тата темиҫе утӑм иртрӗ-ха, вара, тӗлӗннӗскер, чарӑнса тӑчӗ. Тиекен люк патӗнче такам юрӑ ӗнеретчӗ:

Ман Донбасс, ман Донбасс,
Чечеклен, ман юратнӑ Донбасс.

Вагонщик юрлать иккен. Ку юрра Сергей сахал мар илтнӗ ӗнтӗ. Ытти чух вӑл ӑна, тен, тимлемен те пулӗччӗ. Анчах кунта, виҫҫӗр метр тарӑнӑшӗнчи тӑвӑр та тӗксӗм коридорта, юрӑ чӗрене пырса тиврӗ-тиврех. Тиврӗ те систермесӗрех хыттӑн чӗпӗтсе илчӗ. Ҫавӑнпа мар-и ҫӗр айне вӗҫсе кӗнӗ ҫуркунне шӑрши, газпа та йӳҫӗхсе ларнӑ кӑвакӑш шӑршипе хутӑшса пӑтрашӑннӑскер, сасартӑках куҫпа виҫсе илме ҫук анлӑ-анлӑ уҫлӑха ҫӗнӗрен тунсӑхланӑ, тилмӗрнӗ пек туйӑнса кайрӗ.

Сергей кӑкӑрӗнче ҫапла йӑлтах, пӗтӗмпех ҫӗкленчӗ те, виҫесӗр ҫӑмӑл пулса тӑчӗ. Ӑҫтан-тӑр сип-симӗс анлӑ кавир йӑтӑнса тухрӗ, саркаланса шума пуҫларӗ. Ун ҫинче — сарӑ пӑнчӑсем. Нумай пӑнчӑ. Вӗсем, вӑраххӑн пулин те, ҫаплах ӳсеҫҫӗ, хушӑнсах пыраҫҫӗ. Шӑппӑн-шӑппӑн чӑнкӑртатаҫҫӗ тата хӑйсем. Ӗнтӗ лӑпкӑ ҫил хумӗпех хумханакан ҫутӑ сарӑ мамӑк пуҫсем лайӑхах курӑнаҫҫӗ. Вӗсем, темӗне кӗтсе, хытса тӑчӗҫ, хӑрушлӑх пытарса тӑракан шӑплӑха тимлӗн итлерӗҫ, вара васкаса ҫывхаракан парашютист ӗмӗлкинчен хӑраса тӗрлӗ еннелле тарса саланма пикенчӗҫ.

«Ӑҫта курнӑ эпӗ кунашкаллине? Ӑҫта? — аса илме тӑрӑшрӗ Сергей. — Ара, ҫарта-иҫ! Паллах, ҫавӑнта! Демобилизаци умӗн юлашки хут сикнӗ чух…»

Вӑл салтакӑн йывӑр аттине тӑхӑннӑ урисене аса илчӗ. Вӗсене шӑп та шай ҫӗр патне ҫитнӗ чух асӑрханӑччӗ. Аялта ҫил вӗрнипе курӑк хумханатчӗ, сар чечексем тайкаланса ларатчӗҫ. Тепӗр самант — атӑсем ҫав ачаш мамӑк пуҫсенчен хӑш-пӗрне ним хӗрхенӳсӗр таптаса ватмалла. Ӑна чечексем чунлӑ пек курӑнса кайрӗҫ. Вӗсем вилӗмрен тарса хӑтӑласшӑн анчах пултараймаҫҫӗ…

«Шахтерсен юррисене юрлаҫҫӗ…» — янӑраса килчӗ штрекран. Ӑна вӑл тӗлӗкри пек кӑна илтӗнчӗ…

…Чарса чармалла мар туртать хӑй патне ҫӗр. Ак вӑл ун урисене хыттӑн тӗксе ячӗ. Сергей килпетсӗррӗн сиксе кайрӗ, парашют кантрисене аллинчен вӗҫертрӗ, вара куҫне хупрӗ те, сывлӑмӗ типсе ӗлкӗреймен ҫаран ҫине пӗтӗм кӗлеткипе кӳплетрӗ. Ҫатӑртатса хуҫӑлчӗҫ чечек тунисем, йӗнӗ евӗр, ҫарӑл-л тутарса ячӗ тӗлӗннӗ шӑрчӑк. Ҫарӑлтатса илчӗ те ҫавӑнтах шӑпланчӗ…

Кӗскен те хаяррӑн шӑнкӑртатрӗ телефон аппарачӗ.

— …каната туртса тӑсаҫҫӗ!.. — кӑшкӑрать трубкӑна вагонщик.

Юнашарах шыв пӑтлатать. «Тумлам! — кулса илчӗ Сергей. — Лери, на-горари, пекех».

Лава тӑрӑх тӑватуран упаленсе пынӑ чух вӑл каллех ҫарти ҫав аякка юлнӑ куна тепӗр хут аса илчӗ. Таптанса ваннӑ сар чечексене Сергей хӑйпе пӗрле пухса кайрӗ. Ҫиччӗччӗ пурӗ. Кайран вӗсем ун салтак койкипе юнашар лартнӑ тумбочки ҫинче, кӗтеслӗ стаканра, чылайччен тӑчӗҫ.

«Ун чух эпӗ Таньӑран ҫыру илнӗччӗ… тата сӑнӳкерчӗкне!» Сӑнне вӑл хӑяккӑн тӑрса ӳкерттернӗччӗ! Хӑй шухӑшлӑн таҫта аякка пӑхнӑ, тути хӗррисем кулаҫҫӗ. Ҫырӑвӗнче ҫапла ҫырнӑччӗ: «Виҫҫӗмӗш ҫуркунне ҫитсе иртрӗ ӗнтӗ, эсӗ ҫаплах ҫук-ха. Эпӗ ҫав тери ывӑннӑ, Сережка! Хӑҫан пӗрле пулмалла-ши пирӗн! Хуть вӗлер, эсӗ мана пӗрре те тӗрӗс-тӗкел таврӑнассӑн туйӑнмастӑн. Ку начар вӗт, ҫапла-и? Астӑватӑн-и, мӗнле ыйтрӑн эсӗ: «Кӗтсе пурӑнатӑн-и?» — терӗн, хӑв шанмасӑр кулкаларӑн. Эсӗ халӗ те иккӗленетӗн-и-ха? Асту, ҫавнашкалах пулсан, кӗвӗҫтермеллех кама та пулин качча тухатӑп акӑ, курса кӑна тӑр!»

«Кӑтартнӑ пулӑттӑм эпӗ сана «кама та пулин!» — кулса илчӗ Сергей.

— Уҫла-а-а-а! — илтӗнчӗ ҫӳлтен. Транспортер сӑнчӑрӗ туртӑнса карӑнчӗ, асӑрхаттарнӑн, икӗ хутчен кӑрт-карт турӗ те аялалла шума, тем пысӑкӑш кӑмрӑк кумккисене йӑвалантарма пуҫларӗ.

Сергей шуса ҫитнӗ лавӑра комбайн ӗҫлетчӗ.

— Ӗҫсем мӗнле? — шӑв-шава ҫӗнтерес шутпа, кӑшкӑрса ыйтрӗ вӑл рабочирен.

— Кастаратпӑр майӗпен! — савӑнӑҫлӑн кулкаласа тавӑрчӗ лешӗ. Хуп-хура пит ҫинче шӑлӗсем ун шап-шуррӑн курӑнчӗҫ.

— Вакунсем тӗлӗшпе чӑрмав пулмасан, пӗр ҫаврӑм тӑватпӑрах! — калаҫӑва хутшӑнчӗ Яцко бригадир.

— ВШТ начальникӗ планеркӑра сирӗн лавӑна ҫӗр вакун пама пулсаччӗ! Ҫитет-и? — кӑсӑкланчӗ Сергей.

— Мӑй таранах! — савӑнӑҫлӑн тавӑрчӗ бригадир. Сергей пуҫне рабочи енне сулчӗ:

— Ҫӗнӗскер?

— Парта хушшинчен тӳрех кунта таплаттарнӑ. Шахтерсен университетне пӗтерсе тухас, тет!..

Ватӑ шахтер ку сӑмахсене ӑшшӑн кулса каларӗ.

— Хӑй вара мӗнле? Пӗтӗреет пек-и?

— Тӗрӗссине калас пулсан сана, — ҫавӑрттарса пуҫларӗ Яцко, — йекӗтрен ӗҫ тухмаллах. Шахтер шӑнӑрӗ пур унра!

— Мӗн япала-ши вӑл, Петя пичче, шахтер шӑнӑрӗ? — шӳтлерӗ Сергей.

— Серега, эсӗ ан кул! Ку ачи таракан йышши мар. Вутлӑ ҫумӑр ҫусан та каймӗ. Кассӑран илмелли ҫук пулсан — пушшех те. Ҫилленнӗ вӑл пирӗн ҫӗр айӗнчи тӗнчене. «Ҫӑварлӑхласшӑн эпӗ ӑна», — тет Ҫаплах калать. Хӑш-пӗрисем кулкалама пӑхаҫҫӗ те, эпӗ шанатӑп. Епле шанмӑн-ха, ара! Ашшӗ те ҫаплахчӗ унӑн, туслӑччӗ эпир унпа, ӗҫне туса пӗтермесӗр вырӑнтан та хускалмастчӗ. Хӗрӗх улттӑмӗш ҫулта кӑмрӑк касакан машинӑна ҫӑлса хӑварасшӑн пулчӗ, ҫӑласса ӑна ҫӑлчӗ, хӑй вара… Шурф хыҫӗнче, ав, курнӑ пуль, палӑк пур… Маркшейдерсем каланӑ тӑрӑх, вӑл шӑп ҫавӑн айӗнче… ун ҫийӗнче тӑватҫӗр метр хулӑнӑш ҫӗр… Салтакӗ паллӑ, ун вилтӑприйӗ вара… Вӑл ӑҫта иккенне кам тӗп-тӗрӗс калама пултартӑр ӗнтӗ…

Шахтер урипе вирлӗн тапрӗ, хунарне тӳрлетрӗ те, пӗтӗм хаярлӑхӗпе юпа шӑтӑкӗ алтма пуҫларӗ.

«Лайӑх йӗкӗт, — лава тӑрӑх малалла упаленнӗ май шутларӗ ҫамрӑкки пирки Сергей. — Ӗҫре ҫивӗч те теветкел. Унашкалсем ҫӗре витӗр алтса тухма та пултараҫҫӗ. Ҫакӑн пеккисене илмелле те бригадӑна».

Ҫавӑнтах ВЛКСМ шахткомӗн ларӑвӗ аса килчӗ. Комсомолецсемпе ҫамрӑксен бригади тӑвас тӗлӗшпе пурин те пӗр шухӑш-кӑмӑлччӗ: ӑна ӑсталӑх пухнӑ, хӑйсен ӗҫне пӗлекен рабочисенчен йӗркелемелле. Комитетӑн юлашки ларӑвӗнче вара ӗҫ-пуҫ пачах тепӗр май ҫаврӑнса ӳкрӗ.

«Аванах лекрӗ пире уншӑн главнӑй инженертан!» — кулса илчӗ Сергей.

Лару тӑршшӗпех главнӑй ним чӗнмесӗр ларчӗ, ахаль тӑрасран тенӗ пек, блокночӗ ҫине шуйттан ҫурисем ӳкеркелерӗ. Ҫавӑнпа вӑл йӑлтах килӗшнӗ пулӗ тесе шутланӑччӗ. Бригадӑна ярас тенӗ ҫынсен кандидатурине сӳтсе явма тытӑнсан вара пӗр кӗтмен ҫӗртенех:
— Чи лайӑх техникӑна камран тӑпӑлтарӑпӑр-ши? — тесе лартрӗ хучӗ сасартӑк.

— Мӗнле «тӑпӑлтаратпӑр»? — тӗлӗнсе ыйтрӗ комсомолецсенчен пӗри.

— Ҫаплах! — кулам пекки турӗ главнӑй. Комсомол секретарӗ Рафик Мамедов тем каламах тӑнӑччӗ ӗнтӗ, ӗнсине хыҫса илчӗ те каламарӗ. Пӳлӗмре шӑп-шӑпӑрт пулса кайрӗ. Инженер вырӑнӗнчен ҫӗкленчӗ, блокнотне кӗсйине чиксе хучӗ, вара, те шӳтлесе, те чӑнласах, калаҫма пуҫларӗ:

— Бригадӑсенчи чи лайӑх рабочисене илме йышӑнтӑмӑр пулсан, вӗҫне ҫитиех ҫирӗп пулас пулать ӗнтӗ. Вӗсенчен апла-тӑк чи лайӑх комбайнӗсемпе сверлисене те, транспортерӗсене те туртса илес. — Главнӑй самантлӑха шӑпланчӗ, сӗтел хушшинче ларакансене васкамасӑр пӑхса ҫаврӑнчӗ. — Эсир юлташӑрсене ҫарататӑр-ҫке! Илме шутланӑ аван ҫынсене кам ҫитӗнтернӗ тетӗр?

Главнӑй сӑмахӗ тӗрӗсси пирки Сергей ним чухлӗ те иккӗленмен. Ун ҫинчен вӑл ларуччен чылай маларахах шутласа пӑхнӑ. Тӗрӗсрех, шухӑшӗ хӑйпе хӑех килсе кӗчӗ. Ара, ытла та ҫӑмӑллӑн пулать-ҫке капла. Кун пек, тем тесен те, юрамасть. Анчах юлташӗсен кӑмӑлӗ урӑхлаччӗ. Вӑл, ӑшӗнче вӗсемпе килӗшмерӗ пулин те, тивӗҫлипе ӑнлантарса пама ун чух ӗнентерӳллӗ сӑмах тупса калаймарӗ.

«Кӳлленчӗке кӗрсе лартӑмӑр та ак. Деятельсем!.. Мӗншӗн-ха ҫапах та? Тӗплӗн шутламарӑмӑр-ши?» — шухӑшларӗ Сергей.

Вӑл тӑвӑр хутлӑхран хӗсӗнкелесе вентиляци штрекне тухрӗ. Унти забойра проходчиксен бригади ӗҫлетчӗ.

— Игорь! — чӗнчӗ Сергей.

Ҫутӑ пайӑрки малтан маччана ҫутатса илчӗ, унтан, штрек тӑрӑх тӑсӑлса кайрӗ те, Сергей ҫине ӳкрӗ.

— Эсӗ-ҫке ку!.. — хулӑммӑн янӑрарӗ тӑсланкӑрах каччӑ сасси.

— Лаваран тухмалли ҫула кам тунӑ?

— Эпир. Мӗнех вара? Тӑвӑртарах пулнӑ пек туйӑнать-им?

— Ай, пит час тавҫӑратӑн эсӗ!

— Тӳрлетесси тем мар, сарма пулать.

— Пулать кӑна мар, сармалла! Халех! Пӗрремӗш кун ӗҫлетӗр-и-мӗн шахтӑра! Ӗнер ҫеҫ калаҫнӑччӗ-и кун ҫинчен комсомолецсен пухӑвӗнче. Йытӑ вӗрет те сассине ҫил илсе каять!

Смена вӗҫленсе килет. Мӗнпур объекта тӗрӗслесе тухнӑ, Сергей штрек тӑрӑх васкамасӑр утать. Паҫӑртарах явса илнӗ ҫурхи хавхалану иртсе кайнӑ ӗнтӗ, халӗ вӑл ӗмӗтлӗ шухӑша путнӑ. Часах ак шахтерсен поселокӗн урамӗсенче комсомолецсем лартнӑ йывӑҫсем ешерме пуҫлӗҫ. Вӗсем ӳсӗҫ, кӑтраланса кайӗҫ, ку вӑхӑт тӗлне Таньӑпа иккӗшӗн ывӑл ҫуралӗ. Хӗр мар, ывӑл. Пӗчӗк кӑна кулӑшла шӗвӗркке! Сергейпе Таня ӑна уҫӑлма илсе тухӗҫ те лӑпкӑ аллейӑсем тӑрӑх ҫӳрӗҫ, ҫакӑнта темиҫе ҫул каярах пуш-пушӑ вырӑн пулни ҫинчен кала-кала парӗҫ. Ку вӑхӑт тӗлне шахта коммунизмла ӗҫлекен предприяти пулса тӑрӗ. Тӑратех! Поселокра пысӑк стадион ӳссе ларӗ. Трибунӑсемпе, чупмалли ҫулсемпе, футболпа волейбол площадкисемпе… Сергей отпуск ҫинчен аса илчӗ. Асне илчӗ те шухӑш-кӑмӑлӗ ҫавӑнтах пайланса кайрӗ. Савӑнӑҫпа иккӗленӳ пусса лартрӗ. «Воскресниксем пирки калаҫрӗ хӑй, штабӗпе супрӗ, хӑй вара пӑрахрӗ те тарчӗ», — тейӗҫ ачасем. Ҫук, каламӗҫ. Туссем ун пек калама тивӗҫ мар. Савӑнӗҫ кӑна вӗсем пирӗншӗн! Эх, тӗлӗнмелле те ӗнтӗ ҫак ҫутӑ тӗнчерен! Ҫуркунне… Таня… Отпуск… Ӗҫ, шахта, туссем…

Анчах Сережка Петрова отпуска кайма пӳрмен пулнӑ-мӗн… Комсомолецсемпе ҫамрӑксен бригадине коммунизмла ӗҫлекен коллектив ятне панӑ кун та вӑл тус-юлташӗсем хушшинче ҫукчӗ. Шахтерсен поселокӗн лӑпкӑ урамӗсенче ҫулҫисене ҫуптара-ҫуптара ташлатакан йывӑҫсене лартнӑ ҫӗре те тӗкӗнмен… ун алли…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех