Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтан сăмах пирĕн базăра пур.
Малтан (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтан ку бомба шулап ҫине ӳкрӗ, лапчӑнчӗ, унтан пирӗн енне вутлӑ термитпа ҫивитти шӑвӑҫне шӑтарса майӗпен шуса анчӗ.

Она упала на гребень нашей крыши, разломилась и медленно съезжала, проплавляя воспаленным термитом железную кровлю.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Шӑп ҫавӑ ӗнтӗ, Павлушӑпа иккӗш, эпӗ кинофабрикӑна чи малтан пырсан, мана сӑнав валли ӳкерсе илекен.

Это он с Павлушей снимал меня для пробы, когда я впервые пришла на кинофабрику.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтан эпӗ хам та ҫавӑн майлах шутланӑ.

Сперва мне казалось, что она права.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫакна чи малтан Игорь ӑнкарса илчӗ.

И первый это понял Игорь.

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтан, антӑраса кайнипе, никам та нимӗн ӑнкарса илеймерӗ.

Сперва никто не мог прийти в себя.

4 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Анчах, ӑна-куна пуҫличчен малтан, эпӗ апата ларма хушрӑм.

Но я распорядилась сперва приготовить завтрак.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Сана пирӗн пата назначени парсан, малтан эп хам та сан ҫинчен ҫапла шухӑшланӑ: «Э, ытла та кунӗ, ачасенчен канфетка тӑвасшӑн пуль» — тенӗ.

Когда тебя к нам назначили, я тоже сперва тогда подумал: «Э, тихоня-разиня, будет из нас деточек-конфеточек воспитывать».

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла, ан тив кашни чи малтан хӑйӗн намӑс сисӗмӗ умӗнче ответлӑ пултӑр, кайран — юлташӗсем тӗрӗслӗҫ.

Да, пусть каждый отвечает перед своей собственной совестью, и в этом его проверят потом товарищи.

2 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ишек тӑвӗ ҫинче малтан ял ларман, аялта шурлӑхра та пулман вӑл.

На Ишакской горе ранее не было деревни, не было ее и в низьменном болоте.

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Пӗрре эпӗ, лагерьте чух, вӑл апат ҫинине сӑнарӑм: пӑтти ҫине малтан Марс ҫинчи пек шыв ҫулӗсем туса тухрӗ, унтан вӗсене чылайччен тишкерсе ларчӗ, вара тин, пӑтта, тӑваткӑл-тӑваткӑл касса, ҫие пуҫларӗ.

Когда он в лагере завтракал, я видела, что он сперва делает в каше какие-то каналы, как на Марсе, потом исследует их или ест кашу по квадратам либо кругам.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Вӑл ку вырӑна пуринчен малтан йышӑннӑ, халӗ ак, кайса ӳкнӗ те, ури ҫине урине хурса, пуҫне шыв ҫинелле тытса, кӗске сӑмсине нӑш-нӑш тутарса, мамӑк пек куҫ хӑрпахӗсене пӗр сиктермесӗр, тем пысӑкӑш чакӑр куҫӗсемпе каҫхи шурӑмпуҫӗн кӗренӗ ҫине пӑхса выртать.

Он первым забрался туда и теперь лежит на спине, нога на ногу, закинув голову над водой и морща короткий нос, но не двигая пушистыми ресницами, глядит серыми глазищами своими в небо, залитое сиреневыми красками вечерней зари.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ромка малтан тимлӗн итлерӗ, унтан сасартӑк: — Кам вӑл сан, ашуг-и, халапҫӑ-и? — терӗ.

— Он у тебя что — ашуг, народный сказитель? — спросил, выслушав, Ромка.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтан эп тарӑхса та пӑхрӑм.

Сперва я рассердилась.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтан эпир сайра-хутра ҫеҫ ҫыркалаттӑмӑр, вӑхӑтран вӑхӑта тенӗ пек — черетлӗн: пӗри ҫырать, тепри ответ парать.

Сперва мы обменивались письмами редко, посылали их через определенные сроки и строго следили за очередью.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Амед малтан кӳреннӗ пек пӑхса ларчӗ, унтан хӑй те чӑтаймарӗ, кулса ячӗ.

Амед сперва смотрел на меня очень строго и обиженно, а потом тоже стал смеяться.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ачанни пек селӗпрех чӗлхепе вӑл Менделеевӑн паллӑ сӑмахӗсене вуласа пачӗ, ҫав сӑмахсене эп теплерен чи малтан атте хучӗсем хушшинче курсаттӑм: «Цусимӑра мӗн чухлӗ ҫухатнин вуннӑмӗш пайне те пулин полюс патне ҫитес ӗҫе панӑ пулсан, пирӗн эскадра Нимӗҫ тинӗсне те Цусимӑна кӗмесӗрех Владивостока ҫитнӗ пулӗччӗ…»

И, по-детски картавя, он прочёл известные слова Менделеева, которые я, между прочим, встретила впервые где-то в бумагах отца: «Если бы хоть десятая доля того, что мы потеряли при Цусиме, была затрачена на достижение полюса, эскадра наша, вероятно, прошла бы во Владивосток, минуя и Немецкое море, и Цусиму…»

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унччен малтан Саня мана кӗнекесем парса янӑччӗ, халӗ те паянхи пек астӑватӑп-ха, эпӗ Стифансон ҫырнӑ «Тараватлӑ Арктика» ятлӑ кӗнеке вуларӑм.

Накануне Саня прислал мне несколько книг, и я читала, как сейчас помню, «Гостеприимную Арктику» Стифансона.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унччен малтан чирлисене пӑхма тӳрӗ килмен мана, Саша пек йывӑр чирленисене нихҫан та пӑхман, анчах хальхинче пӑхма вӗрентӗм эпӗ.

Мне прежде почти не приходилось ухаживать за больными, особенно такими тяжёлыми, как Саша, но я научилась.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Анчах хӑйне ӑна ыран та ытла ӗшенме тиветчӗ, ҫавӑнпа эпӗ малтан кӑштах та пулин кӗрсе ҫывӑрма сӗнтӗм…

Но ему предстоял трудный день — я хотела, чтобы сперва он заехал к себе и уснул, хоть ненадолго…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпир «Асторие» кайрӑмӑр, мӗншӗн тесен Саня гостиницӑра чарӑнсан лайӑхрах пулӗ терӗ, унтанах Петьӑна телефонпа шырама пуҫларӑмӑр, малтан киле шӑнкартаттартӑмӑр, унтан — клиникӑна.

Мы поехали в «Асторию», потому что Саня сказал, что ему удобнее остановиться в гостинице, и оттуда стали звонить Пете, сперва домой, потом в клинику.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех