Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк

Пай: Икӗ капитан –> Улттӑмӗш пай. Катя Татаринова каласа пани. Ҫамрӑклӑх хунать

Автор: Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Хушнӑ: 2019.09.13 20:21

Пуплевӗш: 52; Сӑмах: 835

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Каҫхи хӑна

Ч. манпа калаҫнӑ чух пӗррехинче «ҫурҫӗрпе чирлес» тенӗ сӑмаха асӑнчӗ, ҫак сӑмахсене эпӗ халӗ ҫеҫ, Саньӑна экспедицие хатӗрлеме пулӑшнӑ май ҫеҫ, ӑнланса илтӗм. Ҫак чӗртейми чирпе чирленисем Саня патне ҫӳремен кун пӗрре те пулмарӗ. Ватӑ художник П., Седовпа пӗрле ҫӳрекенскер, Седовӑн ҫывӑх тусӗ те ҫавӑн йышши ҫынччӗ, тахҫан вӑл Саньӑн «Правдӑра» пичетленнӗ статьине питӗ мухтарӗ, каярахпа хӑй те «Св. Фока» Пысӑк Ҫӗр ҫине таврӑннӑ чух Флор сӑмсахӗнчен Климов штурмана епле илсе килни ҫинчен асӑнса пӗр статья пичетлесе кӑларчӗ.

Саня патне ачасем те пыра-пыра кайрӗҫ. Вӗсем «Пахтусов» ҫине хӑйсене хушса тӑракансем, е коксем пулма йышӑнма ыйтрӗҫ.

Ҫӑмӑл ӗҫрех ӗҫлесе чапшӑн та хисепшӗн ҫунакан вӗҫкӗнсем те килкелесе кайрӗҫ, е Арктикӑна ытарма ҫук ҫӗршыв тесе шухӑшлакансем те пулкаларӗҫ.

Ҫавӑн пек ҫынсем хушшинче пӗррехинче пӗр ҫын килсе кӗчӗ, ӑна эпӗ халӗ те — иртнӗ пӑшӑрханусемпе асапсем мӗнле пӗчӗккӗ пулсан та, вӗсем кулӑшла пек тухаҫҫӗ пулсан та — ҫав ҫынна аса илмесӗр иртме пултараймастӑп. Ҫӗрле эп тӗлӗрсе ҫитнӗ вӑхӑтра вӑл мана тӗлӗкри пек курӑнчӗ те, ҫавӑнтах ҫухалчӗ, кайран эпӗ тахҫанччен ҫавӑн ятне пӗлеймесӗр тӑтӑм, Саня унпа ӑҫта паллашнине те пӗлеймерӗм. Анчах вӑл калаҫнӑ самантра малашне мӗн пуласси ман умма уҫҫӑн тухса тӑчӗ. Калӑн ҫав, эпӗ темиҫе ҫул малалла пулассине пӑхрӑм тесе, чунӑм сивӗнчӗ, чӗре тапса ырата пуҫларӗ…

Саня таврӑнасса кӗтсе илеймесӗрех эпӗ пукан ҫине кукленсе лартӑм та, ҫывӑрса та кайнӑ иккен, ҫӗр варринче вӑранса хамӑр номерте ҫав палламан ҫынна куртӑм. Вӑл ҫар морякӗччӗ, унӑн ҫар чинӗ мӗнле иккенне пӗлейместӗп. Саня сӗтел ҫине ларнӑ пек сӗвенерех тӑрать, тӗрлӗрен сӑн-сӑпат ӳкерем пек тӑвать, хӑй вара васкаварлӑн та йӑрӑ ҫӳрет урай тӑрӑх, ҫӳҫне казакла тураса янӑ, тӗттӗмрех куҫӗсем тӑрӑхласарах пӑхнӑ пек пӑхаҫҫӗ.

Вӗсем темле пысӑк ӗҫсем ҫинчен калаҫатчӗҫ, эпӗ ҫыврам пек туса куҫа хупса выртатӑп. Итленӗ май тӗлӗрсе выртма, е ҫывранҫи пулма питӗ лайӑх, паллашмасан та юрать, ҫӳҫе турама та, тепӗр хут тумланма та кирлӗ мар.

— Татаринов капитана шырас ӗс Главсевморпутин чи пысӑк ӗҫӗсемпе ним чухлӗ те ҫыхӑнса тӑмасть тессине тӳрре кӑларасси чи ҫӑмӑл ӗҫ ӗнтӗ. Франклина шыранине ҫеҫ аса илӗр-ха — сӑлтавӗ кӑна мар-и ҫавӑ? Ҫынсене шырамаллах ӗнтӗ — вӑл географи карттине ҫӗнетет. Анчах эп урӑххи ҫинчен каласшӑн.

«Урӑххи» вӑл — вӑрҫӑччӗ ӗнтӗ, Арктикӑри вӑрҫӑ, Барендевӑпа Карск тинӗсӗсен ҫыранӗнчи вӑрҫӑ. Ку ҫӗнӗ сӑмахчӗ-ха — эп тимсӗлсе итлеме тытӑнтӑм!

Вӑл аллине кӑранташ тытса Кольск ҫурутравӗнчи ҫӗр айӗнчи пуянлӑха шутласа пӑхма тытӑнчӗ — ку ӗнтӗ — ман ӗҫпе ҫыхӑнаканни-ха. Анчах каҫхи хӑна ҫак айӑпсӑр океанитсемпе апатитсене «стратегиллӗ япаласем» тет, пулас вӑрҫӑра вӗсем питӗ кирлӗ пулаҫҫӗ тет, хам ӑсӑмра эпӗ ҫинчех ӑна тирӗс пултӑм, мӗншӗн тесен вӑрҫӑ пулмастех теттӗм эпӗ.

— …Ан та иккӗленӗр, — васкавлӑн калаҫать моряк, — полярти кашни экспедици ирттермессерен ҫар ӗҫӗ ҫинчен шухӑшлаҫҫех, ӑна Татаринов капитан питӗ лайӑх ӑнланнӑ.

«Паллах, ӑнланнӑ, — терӗм эп хама ҫеҫ, кун пек кулӑшла тӗлӗрнӗ вӑхӑтра шухӑшласан та, калаҫсан та юрать, вӑл калаҫманнипе пӗрех-ҫке. — Вӑрҫӑ тени вара пулмастех!»

— …Пирӗн каравансем иртсе ҫӳрен ҫул тӑрӑх тахҫанах ҫар базисем тӑва-тӑва хумалла… Ҫӗнӗ Ҫӗр ҫинче, сӑмахран, пӗр-пӗр инҫете перекен чипер батарее савӑнсах пӑхнӑ пулӑттӑм эпӗ…

«Ак каларӗ те! — ҫинчех хирӗҫ пултӑм ӑна эпӗ. — Кампа ҫапӑҫмалла пулать вара? Шур упасемпе-и?»

Анчах вӑл ҫаплах вӗҫӗмсӗр калаҫрӗ, эпӗ ҫаплах ҫемҫе пукан ҫинче урана куклетсе ҫывӑри-ҫывӑрми ларатӑп, куҫӑма ҫутӑ ан ҫаптӑр тесе Саня сӗтел ҫиттипе лампа пӳлсе витрӗ, унтан сасартӑк гостиницӑри ҫак каҫхи номертан темле ҫунса, кӗлленсе пӗтеймен тӗлӗнмелле хулана пырса кӗтӗм. Кунта вара чӗрене яштах ҫурса яракан хӑрушӑ шӑплӑх. Пурте темӗн пуласса кӗтеҫҫӗ, пӑшӑлтатса калаҫаҫҫӗ, манӑн аялалла подвала анмалла, тӗттӗмре нӳрлӗ стенасенчен тытӑнса пымалла. Эпӗ анмастӑп. Пушӑ йывӑҫ ҫуртӑн крыльци ҫинче тӑратӑп та, ҫӳлте янкӑр уяр тӳпе куратӑп. Ӑҫта вӑл халь? Ҫӑлтӑрлӑ хӑрушӑ пушлӑхран самолет вӗҫсе килет, моторӗ чӑнтӑхса ӗҫлет, пӑрланнӑ ҫуначӗсем минутсерен йывӑрланаҫҫӗ. Нимӗнпе те улӑштарма ҫук — ку пулатех. Майӗпен те майӗлен ӗҫлет мотор, машина чӗтрене-чӗтрене илет, инҫетри станцисенчен ӑна вӗҫсе пыма пулӑшакан сигналсем илтӗнми пулса юлчӗҫ…

— Тӗрӗс, ку тахҫанхи истори, — тет моряк сасартӑк хыттӑн, вара эпӗ те вӑрантӑм та хӗпӗртесе сывлӑшӑма ҫавӑртӑм, мӗншӗн тесен пӗтӗмпех тӗлӗкпе ҫеҫ аташрӑм иккен: акӑ эпир пӗрле ҫитес кунсенчех Ҫурҫӗре тухса каятпӑр, акӑ Саня та тӑрать ман умрах, ӗшеннӗ вӑл, ӑслӑ та савнӑ ҫыннӑм. Унран халь тинех нихҫан та уйрӑлса юлмастӑп ӗнтӗ.

— Главсевморпутинче историпе интересленмеҫҫӗ ҫав. БСЭ-ре тухнӑ статьяна та пулин вулӗччӗҫин хуть! Сӑмах май каласан, унта Менделеевӑн пит ӑслӑ шухӑшне кӑтартнӑ. Итлӗр-ха акӑ, эп ӑна ҫырсах илтем. Питӗ лайӑх цитата!

Ачанни пек селӗпрех чӗлхепе вӑл Менделеевӑн паллӑ сӑмахӗсене вуласа пачӗ, ҫав сӑмахсене эп теплерен чи малтан атте хучӗсем хушшинче курсаттӑм: «Цусимӑра мӗн чухлӗ ҫухатнин вуннӑмӗш пайне те пулин полюс патне ҫитес ӗҫе панӑ пулсан, пирӗн эскадра Нимӗҫ тинӗсне те Цусимӑна кӗмесӗрех Владивостока ҫитнӗ пулӗччӗ…»

Тепле каласаччӗ мана Саня, хӑйӗнчен Даша инке мӗн ыйтма юратнине:
«Ну, мӗнле-ха Санечка, сан пурнӑҫӑнта ҫулҫӳресси?» тесе ыйтнӑ тет.

Пукан ҫине урапах хӑпарса ларса, юри ҫывӑрнӑ пек пулса выртса, хӗсӗк куҫ вӗҫҫӗн ҫак пысӑк чунхаваллӑ, ачалла селӗпрех калаҫакан, ҫӳҫне казакла тураса янӑ каҫхи хӑна ҫине пӑхса тӑнӑ чух шухӑшлама пултарнӑ-и вара тата темиҫе ҫултан ман хаман «пурнӑҫра ҫулҫӳрени» Саньӑна ҫак ҫыннӑн ҫуртне ертсе кӗрӗ тесе? Акӑ мана кам та пулин: ҫитӗ-ха вӑхӑт, вӑл асап та хӗнхур тӳссе-чӑтса курнӑ хыҫҫӑн кӑштах ватӑлнӑскер, ҫав ҫыннӑн пушаннӑ пӳлӗмӗсем тӑрӑх мана тунсӑхласа ҫитни ҫинчен пӗр-пӗччен шухӑшласа ҫӳрӗ, тенӗ пулсан, эпӗ каҫӑхса кайса кулнӑ пулӑттӑм.

Анчах пӑхар мар-ха малашнехине, «пурнӑҫра ҫулҫӳрессине» малтанах пӗлсе тӑрас пулсан пурӑнмашкӑн та кичем пулнӑ пулӗччӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех