Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

иккӗ сăмах пирĕн базăра пур.
иккӗ (тĕпĕ: иккӗ) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
— Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ — хута яр!

— Раз, два, три — пускай!

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ӑмӑрткайӑкӗ пӗрре сӑхрӗ, иккӗ сӑхрӗ, тет те, ҫунаттипе сулса, ҫӑхана ҫапла каларӗ, тет: ҫук, ҫӑхан тусӑм, виҫҫӗр ҫул виле ҫисе пурӑниччен, пӗрре кӑна аванрах чӗрӗ юн ӗҫсе курам та, малашне турӑ мӗн парӗ! — терӗ, тет.

Орел клюнул раз, клюнул другой, махнул крылом и сказал ворону: нет, брат ворон; чем триста лет питаться падалью, лучше раз напиться живой кровью, а там что бог даст!

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Анчах та икӗ сехет ҫитрӗ ӗнтӗ, эпӗ вара иккӗ вырӑнне каллех виҫҫӗ туса хутӑм.

Но было уже два, и я снова переправил на три.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗрре те мар, иккӗ те мар.

Не раз и не два.

16 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр эрне, иккӗ иртрӗ.

Так прошла неделя, другая.

12 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Иккӗ.

Второй.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эрнере иккӗ манежра пулмалла, унта эпир Расщепейпе ҫӳретпӗр.

Два раза в неделю я обязана была посещать с Расщепеем манеж.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Пӗрререн иккӗ, — кунта та аяла пулмарӗ Ромка.

— Два из одного, — не растерялся и тут Ромка.

7 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӗр сехет иртет, иккӗ, мӑйкӑч мӑя пӑвнӑҫем пӑвать, ҫывӑрма юрамасть…

Но проходит час, другой, рогатки впиваются в шею, спать нельзя…

6 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

— Вӑтӑр ҫиччӗ те иккӗ

 — Тридцать семь и две.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Иккӗ! — терӗм эпӗ.

— Две! — отвечал я.

Майӑн 13-мӗшӗ // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

«Эсӗ паян вӑл миҫе самолёт ҫапса антарнӑ тесе ҫыратӑн? тет. «Иккӗ», тетӗп.

Говорит: «Ты сколько ему сегодня сбитых записал?» Отвечаю: «Два».

8 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Эпӗ — Чайка иккӗ

Я — «Чайка-два»…

5 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӑхатӑп та ҫапла, вӑл каллех шухӑша кая пуҫларӗ, аллисене каялла хуҫлатать те пӳлем тӑрӑх утса ҫӳрет; пӗрре хайхи никама каламасӑрах сунара тухса кайнӑ та ирччен ҫухалса ҫӳренӗ; ҫавӑн пек пӗрре пулчӗ, иккӗ пулчӗ, унтан вара тӑтӑшах ҫӳреме тытӑнчӗ…

Вот, однако же, смотрю, он стал снова задумываться, ходит по комнате, загнув руки назад; потом раз, не сказав никому, отправился стрелять, — целое утро пропадал; раз и другой, все чаще и чаще…

Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Тӑххӑрпа иккӗ, — машинӑсем пирки калаҫас пулсан, — лайӑх шут, анчах икӗ юлташа ҫухатни ҫӗнтерӳ савӑнӑҫне тӗксӗмлетрӗ.

Девять — два, безусловно, хороший счет, когда речь идет о машинах, но потеря двух товарищей омрачила радость победы.

4 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Пӗчӗк кокетка иккӗ пӑхса илсех хӑй мана килӗшнине сисрӗ; вӑл пысӑк сенкер куҫӗсене ҫӗрелле антарчӗ: эпӗ унпа калаҫма тытӑнтӑм, вӑл, ҫут тӗнче курса ҫӳренӗ хӗр пекех, манпа пӗр именмесӗр калаҫрӗ.

Маленькая кокетка со второго взгляда заметила впечатление, произведенное ею на меня; она потупила большие голубые глаза; я стал с нею разговаривать, она отвечала мне безо всякой робости, как девушка, видевшая свет.

Станца пуҫлӑхӗ // Ҫт. Ухантей. Александр Пушкин. Иван Петрович Белкин ҫырса хӑварнӑ повеҫсем. Ст. Угандей куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1936

Тӗрӗссипе каласан, кунта ун пеккисем иккӗ.

Честно говоря, здесь таких двое.

«Флинк» // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Густина кунта пӗр кун, иккӗ, виҫҫӗ пурӑнчӗ ӗнтӗ…

Густина жила здесь уже день, два, три…

Подтяжкӑсем // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Пӗрре, иккӗ, виҫҫӗ… тӑхӑр ҫын.

Один, два, три… девять человек.

I сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953

Ну, иккӗ… аван!

Ну, два, так…

14 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех