Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 6 сыпӑк

Пай: Аслӑ хирӗҫтӑру –> Пӗрремӗш кӗнеке. Манӑн Устя

Автор: Митта Ваҫлейӗ

Ҫӑлкуҫ: Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Хушнӑ: 2019.08.31 20:30

Пуплевӗш: 365; Сӑмах: 3383

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Ҫар

Ӑрӑмҫӑ Сан-Дмич

Килте ман пирки сахал мар пӑшӑрханнӑ пулас, пӳрте кӗнӗ-кӗменех анне:
— Ытла кая юлса ҫӳретӗн, пике! — тесе, вӑрҫса пӑрахрӗ!
Унтан ман ҫине тинкеререх пӑхрӗ те:

— Ак тамаша… Вӑл питне те сӑрлама пуҫланӑ-ҫке! — тесе пӑшӑлтатса каларӗ.

Эпӗ тӗкӗр патне чупса пытӑм. Паҫӑрхи грим пӗтӗмпех кайса пӗтеймен иккен. Сарӑ та хӗрлӗрех йӗрсем питӗм ҫинче ҫаплипех. Эпӗ хам ӑҫта ҫӳрени ҫинчен ниепле те каласшӑн марччӗ, секрета вӑхӑтсӑр никам умӗнче те уҫас теменччӗ, анчах атте пулчӗ. Вӑл мана хӑй патне ачашшӑн туртса илчӗ, ӑшӑ аллисене ман ҫине хучӗ.

— Симочка, мӗнле капла? Илемсӗр тытатӑн-ҫке хӑвна ху. Кунта эпир кӗтсе ларатпӑр, пӑшӑрханатпӑр… Мӗн шӑрши кӗрет сантан, Симочка.

Вара ман пӗтӗмӗшпех каласа памалла пулчӗ. Кӗтмен пӗлтерӳ атте-аннене питӗ пӑлхантарчӗ. Ҫавӑнтах — килйыш канашлуне пуҫтарма шут тытрӗҫ. Эпӗ, автомат валли вунӑ пус кӗмӗл чиксе, часрах телефонпа калаҫма тухса вӗҫтертӗм. Тепӗр ҫур сехетрен Людмилӑпа Камертон персе те ҫитрӗҫ.

— Ан тив, портретлӑ пӗрпеклӗх кунта куҫ умӗнчех тейӗпӗр, — пуҫларӗ сӑмахне Камертон, мана итлесе пӗтерсен. — Пысӑк шанс, ӑна вӗҫертес пулмасть. Ҫак вӑл час-часах килекен япала мар. Ылтӑн ҫӑлӗ! Анчах, астӑвӑр, йӳнетнӗ ан пултӑр, кунта кирлӗ пек майпа пӗртан тытӑнса тӑмалла.

Людмила каҫсах кайрӗ:

— Эй, турӑҫӑм, ӗненес те килмест: пирӗн Симочка — пыр та кур, кинора вылять! Ай-та Серафима!

— Ҫавӑ ҫав! — куҫ хӳрипе кулса илчӗ атте. — Халь Симочка — Серафимочка… Ӗнер ҫеҫ вӑл сирӗншӗн — ҫара ҫерҫи Ҫирахви марччӗ-и? Ан тив, эп суккӑр пулам та, ҫапах сиртен инҫерех куратӑп.

Йышӑну ҫапла пулчӗ: кинофабрикӑна калаҫса татӑлма аннепе ӗнеревҫӗ каймалла, мӗншӗн тесен, йысна куркаланӑ ҫын, хай искусство тӗлӗшпе те ун пӗлни пур.

Тепӗр кун, эпӗ класа ҫитнӗ ҫӗре, доска ҫинче: «МБ 56 — 93» палли ҫырса хунӑ. Паллах, куна Ромка Каштан хӑтланнӑ. Ӗнер хӑй аптӑраса ӳкнӗшӗн мана паян тавӑрасшӑн курӑнать. Чӑнах та, ӗнерхи ӗҫ ҫинчен вӑл чӑн-чӑн истори шутласа кӑларма ӗлкӗрнӗ: мана килтисем заказланӑ таксине кӗтме янӑ имӗш; эпӗ таксилӗх укҫана мороженӑй илсе пӗтернӗ пулать те, машина ҫитсен, сехрем хӑпнипе, Ромкӑран пулӑшу ыйтса, машина номерне астуса юлма йӑлӑннӑ пулать. Ачасем кулса савӑнчӗҫ вара, тем пекех. Эпӗ нимӗн те шарламарӑм, анчах Тятюк, хӑйӗнчен темӗскер пытарнине сиссе, ман ҫине шӑртланса кайрӗ. Математика урокӗнче учитель ҫине-ҫине чӗннине эп каллех илтмесӗр юлтӑм.

— Крупицына, мӗн ҫинче сирӗн шухӑш? Условине тепӗр хут каласа парӑр-ха.

— Пире многочлен панӑ… — пуҫларӑм эп.

— МБ 56 — 93, — хытах кӑшкӑрчӗ Ромка.

Перемена вӑхӑтӗнче тӳссе пулмарӗ, эпӗ Тятюка пӗтӗмӗшпех каласа кӑтартрӑм. Вӑл никама та каламӑп тесе сӑмах пачӗ, анчах апат вӑхӑтӗнчех ман ӗнерхи ҫӳрев ҫинчен пӗтӗм класс пӗлнӗ. Мана пур енчен те ҫавӑрса илчӗҫ, пурте тӗлӗнсе, тинкерсе пӑхаҫҫӗ, анчах вӗсен куҫӗнче — хисеп мар, чи малтан — шанманни палӑрать.

— Кинора сана ӳкереҫҫӗ-и ҫак? — виртлешсе тӑсса каларӗ Ромка. — Э, пӗлетӗп, тӗнчере чи чаплӑ сасӑллӑ боевик «Джунгли аслатийӗ!» Тӗп рольте — чӑпар гиена, выляканни Серафама Крупицына! Паллӑ автомобилистка, машина МБ 56-93!.

— Юрӗ, юрӗ, акӑ киле кайӑпӑр, ун чух машинине те курӑн.

Ӗнер фабрикӑра ман валли шкул патнех машина яма пулнӑччӗ. Уроксем пӗтсен, эпӗ шкул подъезчӗ ҫине тухса кӗтме пуҫларӑм. Ачасем те саланасшӑн мар, вӗсен эпӗ мӗнле ларса кайнине курас килет. Нумайӑшӗ ӗненесшӗн мар, улталать тесе шутлаҫҫӗ.

Ман ӑшчик вырӑнта мар: сасартӑк машинӑна мӗн те пулин пулӗ, е шофер шкула тупаймӗ? Вара — хупланчӗ вуҫ, ачасем мана урӑх нихҫан та ӗненес ҫук.

Икӗ сехет… Машина ҫитмелле. Икӗ сехет те вун пилӗк минута. Виҫҫӗ ҫитме ҫур сехет. Машина ҫук.

— Ав сан пата автобус килет! — шӑл ерме пуҫларӗ Ромка, пӗр кӗтесрен иртсе каякан автобуса кӑтартса.

Машина килмест те килмест. Ачасем йӑлӑхрӗҫ, саланма пуҫларӗҫ.

— Ав васкавлӑ пулӑшу килет, сан пата мар-и? — каллех йӗкӗлтешет Ромка. — Эх, мухтанчӑк, хӳри варланчӑк!

Унтан вӑл, пӗтӗм урама янратса юрласа:
— «Вӗҫкӗн каять курорта, курса юлӑр пурӑр та…» — тесе, киле май уттарчӗ.

Эпӗ виҫӗ сехетчен кӗтрӗм. Машина килмерӗ. Вара трамвайпа кайма шут тытрӑм.

Тата сехет ҫурӑран эпӗ кинофабрикӑна ҫитрӗм. Александр Дмитриевича партизанка Устя портречӗ ҫакӑнса тӑракан пӳлӗмре тӗл пултӑм. Расщепей сӑн-сӑпачӗ паян салху та ют.

— Сирӗн пирки эпир ним тума та пӗлмерӗмӗр — те чӗнтерсен аван, те чӗнтермесен, тесе тӑтӑмӑр. Акӑ хӑвӑрах ҫитрӗр иккен, юрать, аван, — терӗ.

Вара вӑл мана кӑлтӑрмачла чӗркенӗ ҫуткӑм хура лента кӑтартрӗ.

— Темскер, ӑнӑҫлах тухмасть пек. Ӑнланатӑр-и, темӗнле йывӑҫлӑх пур, тӑнкӑл-танкӑл тунката, темелле… Ун пек юрамасть. Эп шутланипе, сирӗн урӑхларах тухмалла пекчӗ.

Манӑн сасартӑк пӗвӗм-сийӗм йывӑрланса килчӗ. Расщепей ман ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

— Акӑ мӗн… Ытах та килтӗр пулсан, тепре сӑнаса пӑхар эппин. Эсир пӗр кана хӑвӑр тӗллӗн шухӑшлӑр. Эпӗ сире задани парса, пӗччен хӑварӑп. Лайӑх ӑнланса илме тӑрӑшӑр… Сӑнав манпа пӗрле пулӗ. Ҫапла ӗнтӗ, пирӗн тема ҫакӑн пек: эсир — Устя. Мускав ялкӑшса ҫунать. Эсир вутран ҫӑлӑнатӑр, Денис Давыдовӑн отрядне тӗл пулатӑр… Давыдова эсир ӗлӗкех пӗлкеленӗ… Сирӗн пурнӑҫ питӗ начар пулнӑ, питӗ начар, тӗйӗпӗр ӗнтӗ! Хӗн-хура, йывӑрлӑха эсир нумай курнӑ, нумай тӳснӗ. Ҫынсене вӗлерни, Мускав ҫунни. Киле таврӑнма сирӗн юрамасть, ырри пулас ҫук — кун ҫинчен кайран каласа парӑп. Французсем сирӗн куҫ умӗнчех ҫынна ҫапса пӑрахаҫҫӗ, вӑл сирӗн ҫывӑх ҫыннӑр. Сирӗн тавӑрас кӑмӑл ҫӗкленет. Ӑнланатӑр-и? Сирӗн хӑвӑра отряда илтерес килет, Денис Давыдов патӗнче пулас килет. Эсир ӑна тилмӗретӗр. Тархаслатӑр. Тем пекех илтересшӗн. Халӗ эп сире роль памӑп-ха, эсир халлӗхе хӑвӑр чӗрӗре мӗн килет, ҫав сӑмахсене калӑр. Малтан вӗсене хӑвӑр ӑшӑрта итлесе пӑхӑр. Мӗн пулать те мӗн килет тесе, тепре тытӑнса пӑхӑр, тен, тухӗ те.

Мана каллех кӗрӗк тӑхӑнтартрӗҫ, пӑртакҫӑ грим сӗрчӗҫ. Расщепей, Давыдов пулса, гусар мундирне тӑхӑнчӗ. Мана васкатмарӗҫ. Эпӗ пуҫланиччен малтан сехет ытла пӗччен пӗр пӳлӗмре лартӑм, шав партизанка Устя портречӗ ҫине пӑхрӑм: ҫак вӑл — эпӗ манӑн Расщепее, ҫук, ӑна мар, Денис Давыдова (пурпӗрех, вӗсем иккӗш те пӗр) йӑлӑнса, епле те пулсан хама отряда илтерме тӑрӑшмалла. Чӑнах та, отряда кӗрес кӑмӑл мана чӑннипех ярса илчӗ.

Сӑнав пуҫланчӗ. Халӗ ӗнтӗ эп юпитерӑн хӗрӳ ҫутти ҫинчен, хама мӗнпур тӗнчерен уйӑрса тӑракан ҫутӑ ҫинчен астумарӑм та. Манӑн пӗртен пӗр шухӑш: йышӑнтӑрччӗ! Акӑ Давыдов пек тумланнӑ Расщепей ман пата пырса тӑчӗ. Лабардан: «Шӑп пулӑр» тесе, хӑмисене шак-шак тутарчӗ, «мотор!» — тесе команда пачӗ, вара эп, мӗнпур халӑма пухса, хӗрӳллӗн, ӗнентерсе калаҫма тӑрӑшса, Давыдов — Расщепее ӳкӗтлеме пуҫларӑм:

— Тархасшӑн, илӗр мана хӑвӑр патӑра, отряда йышӑнӑр. Эпӗ чунтан тӑрӑшӑп. Эп мӗнле иккенне хӑвӑрах курӑр. Йышӑнӑр ҫеҫ, ирӗк парӑр, ӳкӗнмелле пулмӗ. Эпӗ хама шеллес ҫук.

— Мӗн калаҫатӑр, йӑмӑкӑм! — мӑйӑхне пӗтӗркелесе ответлет Расщепей. — Ӗнен мана, вӑрҫӑ вӑл хӗрарӑм ӗҫӗ мар… Кунтан тухатмӑш та тарать, шуйттан та хӑрать.

— Илсе кӑна пӑхӑр! Кайран хӑвӑрах курӑр. Нимрен те хӑрамастӑп, нимрен те! — тилмӗретӗп эп.

— Стоп! — кӑшкӑрчӗ Расщепей. Ҫутӑ сӳнчӗ.

— Халӗ пырать те пулӗ, — каларӗ Александр Дмитриевич. — Ну-ка, тепӗр хут туса пӑхар. Халӗ эпӗ ларӑп, эсир хыҫран пырса мана хулпуҫҫирен тытӑр. Ак ҫапла. Ӑнлантӑр-и?

Вара эпир татах та, татах та сӑнаса пӑхрӑмӑр. Прожекторсен ахах ҫути пӗр сӳнет, пӗр ҫутӑлать, пуҫ тӗлӗнчи кӗмӗл лампӑсем пӗрре анаҫҫӗ, тепре хӑпараҫҫӗ. Павлуша хӑйӗн аппаратне вырӑнтан вырӑна сӗтӗрсе ҫӳрет, команда янӑраса тӑрать: «Шӑплӑх!.. Ҫутӑ!.. Мотор!..» Эпӗ, партизанка Устя, отряда кӗресшӗн Давыдова тархаслатӑп, эпӗ, Сима Крупицына, Устя рольне вылясшӑн Расщепее ӳкӗтлетӗп.

Ӳкӗте кӗртрӗм-кӗртрӗмех!

Сӑнав хыҫҫӑн, манпа сывпуллашнӑ чух, Расщепей манран ӗлӗкхи пекех хаваслӑ, тараватлӑ юлчӗ. Вӑл хӑйӗн адресне пачӗ, ыран каҫ-кӳлӗм хӑйсем патне пыма каларӗ. Картана ҫинчен тӗплӗнрех калама, сценарипе паллаштарма, роле ӑнлантарма пулчӗ.

Тепӗр кун шкул ачисем каллех йӗкӗлтешме пуҫларӗҫ, анчах эп машина ҫӗмӗрӗлни ҫине ятӑм, ҫавӑнпа вӑхӑтра ҫитеймерӗҫ, терӗм. Ачасем кӑна питех ӗненмерӗҫ, анчах вӑл маншӑн пулсан ӗнтӗ, пурӗпӗрех, эпӗ хама ҫирӗп тытрӑм, вара вӗсем хӑйсемех ҫулӑхма пӑрахрӗҫ. Часрах каҫ-кӳлӗм ҫиттӗрччӗ, мӗнпур шухӑш ман ҫавӑн ҫинче.

Расщепей Восстани площачӗн хыҫӗнче пысӑк ҫӗнӗ ҫуртра пурӑнать. Ман шухӑшпа, ҫак мухтавлӑ ҫын, тӗнчипех паллӑскер, питӗ чаплӑ пурӑнмалла пек. Мӗнпур иртен-ҫӳрен хӑйсем Александр Расщепей ҫурчӗ тӗлне ҫывхарнине темиҫе квартал малтан туйса тӑмалла пек. Анчах, ҫурчӗ тӗлне ҫитсен те, эпӗ унӑн хваттерне шыраса пайтах супрӑм, кил хушшинче тӑракан икӗ хӗрарӑм Расщепей ӑҫта пурӑннине ниепле те каласа параймарӗҫ.

Кил хушши аслӑ, асфальтлӑ. Кунта касмӑкри йытӑсене уҫӑлтарса ҫӳретеҫҫӗ, нянькӑсем ача кӳмисене кустараҫҫӗ. Пӗтӗм картишне роликсен сасси ҫурать: ача-пӑчасем ҫуран урапасемпе асфальт тӑрӑх ҫил пек ыткӑнаҫҫӗ. Эпӗ ачасенчен Расщепей ӑҫта пурӑннине ыйтрӑм. Тахҫанах ҫавсенчен ыйтмалла мӗн — ачасем мана, пӗр харӑс кӑшкӑрса, Расщепей ӑҫта пурӑннине, ун патне мӗнле кӗмеллине, ун хваттерне ҫитме миҫе картлашка иккенне, алӑкӗ мӗн тӗслине — йӑлтах ӑнлантарса пачӗҫ.

— Расщепей?.. Сан Дмич, халӑх СССР! — ҫуйӑхаҫҫӗ вӗсем. Акӑ эп ача-пӑча хушшинче аслӑ картишпе утатӑп. Йӗри-тавра утланнӑ велосипедсем хисеплӗн ташласа пыраҫҫӗ, ачасем мана ҫӳлӗ ҫуртӑн ҫӳлти чӳречисем ҫине тӗллесе кӑтартаҫҫӗ. Мана лифтпа хӑпартрӗҫ, вара эп каланӑ алӑкран шӑнкӑравларӑм. Алӑк ҫинче ҫыруллӑ хӑма та ҫук, иҫмасса. Ҫакӑнта, ҫак алӑкран кӗрсен, паллӑ режиссёр пурӑннине ман ӗненес те килмест. Хирӗҫ тухаканни — шурӑ саппунлӑ, пуҫне чӗнтӗрпе тирпейленӗ вӑтам ҫулхи хӗрарӑм пулчӗ. Расщепейсен работници иккен.

— Халех, — терӗ вӑл, мана тараватлӑн йышӑнса, унтан тепӗр пӳлем алӑкӗ урлӑ пуҫне чикрӗ те: — Александр Дмитриевич, эсир хӑвӑр патӑрта-и? — тесе ыйтрӗ.

Малти пӳлӗме Расщепей тухрӗ, унӑн ҫинче шерепеллӗ килте тӑхӑнмалли ҫемҫе пижама.

— Ҫук, эпӗ пӗрре те хам патӑмра мар! Мӗскершӗн кая юлса ҫӳретӗр, утӑ та улӑм? Кун пек юрамӗ вӑл пирвайхи кунах. Эх, эсир те ҫав.

Вӑл мана ҫивӗтрен ыраттармалла мар ярса илчӗ, ҫаплипех хӑйӗн ӗҫ пӳлӗмне ҫавӑтса кӗчӗ.

Эпӗ Расщепейӗн килӗнче акӑш макӑш обстановка пулӗ тесе шутланӑ, анчах кунта та тӗлӗнмелли нимӗн те ҫук. Стена урлӑшӗпех кӗнеке шкафӗсем, тӗрлӗрен кӗнеке — хулӑммисем, ҫӳхисем, хытӑ хупӑллисем, ҫемҫе хупӑллисем, тӗрлӗ ҫӗрте саланса выртать: чӳрече ҫинче, сӗтел ҫинче, ҫитменнине — диван ҫинче те. Тем пысӑкӑш глобус пур, икӗ ваза тулли тин ҫеҫ татнӑ чечек. Стена ҫинче ҫӑлтӑрсен картти. Расщепей, диван ҫинчи кӗнекесене пӗр еннелле сирчӗ те, мана хӑй ҫумне ларма Сӗнчӗ, вара, вырнаҫса ларсан, пулас картина ҫинчен калама пикенчӗ.

— Пирӗн картина, — терӗ вӑл, эпӗ, капла каласан, кӑштах ҫухӑрса ямарӑм, мӗншӗн тесен, «пирӗн» тени мана та ҫак картинӑна ӳкерекен вырӑнне хуни пулчӗ, — пирӗн картина хамӑр халӑх ҫинчен, халӑхӑн тулса ҫитнӗ тарӑхӗ ҫинчен, ахаль ҫынсен паттӑрлӑхӗ ҫинчен. Ҫав картинӑри сирӗн роль — халӑх хушшинчен тухнӑ пӗр хӗр ачан пурнӑҫ шӑпи ҫинчен каласа кӑтартни.

Вара Расщепей Устя Бирюкова ҫинчен тӗплӗн пӗлтерчӗ. Устя Кореванов текен улпутӑн кил хушшинче пурӑнакан крепостной хӗр ача пулнӑ. Кореванов улпут, хӑйне кура, вӗреннӗ ҫын тата калама ҫук театрал вырӑнӗнче шутланнӑ. Вӑл хӑйӗн именинче пысӑк театр туса лартнӑ, унта крепостной артистсем вылянӑ. Ҫав самантра кун пек япала модӑра пулнӑ. Пуян ҫӗр улпучӗсем чылайӑшӗ театр трупписем тытнӑ. Спектакль пӗтнӗ хыҫҫӑн артистсем каллех харпӑр хӑй ӗҫне тытнӑ: хӑшӗ витене, хӑшӗ хӗрсен пӳртне, е выльӑх картине, е тимӗрҫӗ лаҫҫине таврӑннӑ. Расщепей мана ҫав саманари пӗр пӗлтерӳ хутне кӑтартрӗ. Ун ҫине: «Хӗр ача сутаҫҫӗ, куафюр тума пӗлет, французла калаҫать, сасси аван, сцена ҫинче ӑста вылять, ҫавӑнпа та кун ҫинчен театра юратакан ҫынсене уйрӑм пӗлтеретпӗр, унтан тата улпутсене пӑхас, апат-ҫимӗҫ хатӗрлес ӗҫре те юрӑхлӑ. Хакӗ — килӗшнӗ тӑрӑх…» — тесе ҫырнӑ.

Устя Бирюкова ҫавӑн пек крепостной артистка пулнӑ. Ӑна улпут пӗчӗклех палӑртнӑ: Устя сасси лайӑх пулнӑ, тата вӑл ӑста ташланӑ. Ҫавӑнпа ӑна ташӑсене тата фрацузла калаҫма вӗрентнӗ. Вӑл куплетсем юрланӑ, тӗрлӗрен зефирсене, амурсене вылянӑ. Пӗррехинче ҫапла…

Расщепей, калаҫнӑ май, ман ҫине темӗнле казакин евӗрлӗ тумтир тӑхӑнтартрӗ, пуҫа тутӑр ҫыхрӗ, каялла чака-чака, куҫне хӗсе-хӗсе мана тирпейлерӗ. Тӗкӗр ҫине пӑхсан, эпӗ хама палласа та. илеймерӗм. Темӗнле вӑй улӑштарнӑ пек, эпӗ йӑлтах улшӑнса, Устя Бирюкова пулса тӑнӑ.

Эпӗ — Устя Бирюкова, Кореванов улпутӑн крепостной хӗр ачи. 1812 ҫул. Пирӗн кил хушшине ҫынсем пуҫтарӑннӑ, вӗсем хаяр мужик — Наполеон ҫинчен калаҫаҫҫӗ. Ӑна, хаярскерне, пирӗн патша вӑрҫтарнӑ та, вӑл халӗ ав вутпа та хӗҫпе килет. Кореванов улпут, ҫырса аппаланма юратаканскер, хӑйӗн театрӗ валли темиҫе пьеса та ҫырнӑскер, халӗ ҫӗнӗ япала ҫырса хатӗрленӗ. Пьеса ячӗ ҫапла:

«Вӑтаҫӗр тинӗс ҫинчи юнӗҫен корсиканец, хурах тата тивлетлӗ кӗтӳҫ-хӗр Нимфодора ҫинчен янӑ вӗрентсе калакан аллегориллӗ юмах. Маршсемпе, пасторальсемпе, ҫапӑҫусемпе, метаморфозӑсемпе».

Нимфодора рольне эпӗ (Устя) вылятӑп. Манӑн спектакльте таса чӗреллӗ паттӑрсем тата маттур испанецсем ҫинчен юрламалла, кайран куракансен хушшинче ополчени валли укҫа пухмалла.

Каҫ пулса килет. Чӗннӗ хӑнасем, кӳршӗри улпутсем, спектакль курма пухӑнаҫҫӗ. Шӑп пуҫланас умӗн, кӗтмен ҫӗртен, пӗр хӑна персе ҫитрӗ — хура мӑйӑхлӑ, хӗрлӗ питлӗ гусар. Вӑл хӑй генералӗнчен, Багратионтан, ирӗк илнӗ те, Житомиртан, хӑй тӑнӑ ҫӗртен, ҫара каять. Пирӗн улпут ӑна пӑртакҫӑ канма, спектакль курса кайма тархаслать. Гусар, хӑйӗн тусанланнӑ ботфорчӗсем ҫине пӑха-пӑха илсе, турткаланать, хирӗҫлет, ҫав вӑхӑтрах хӑна пӳлӗмӗнчен килекен калаҫусен тараватлӑ шавне ытараймасӑр итлет.

Юлашкинчен вӑл, вӑтанкаласа, ӳкӗте кӗрет.

— Эпӗ илемлӗх умӗнче кирек хӑҫан та пуҫӑма таятӑп, — тет вӑл, ҫӑмламас та хура, ҫамка ҫинче пӗр шурӑ пайӑркаллӑ пуҫне силлесе. Ӑҫта вӑл, ҫав илемлӗх, — чипер хӗрсенче-и, е художество произведенийӗсенче, ҫарти е граждан ӗҫӗнчи паттӑрлӑхра, е чечен сӑмахра, юрӑра-сӑвӑра, — пур ҫӗрте те эп унӑн тарҫи, унӑн чури, унӑн поэчӗ!

Хӑнасемпе паллашнӑ чухне вӑл тата та ытларах хӗрелет, именсе пӑхкалать.

— Кӑмӑл тусамӑр, ырӑ хӑнасем… Телейлӗ самант. Денис Васильевич Давыдов, ҫунатлӑ поэтӑмӑр, пире сума сурӗ.

Хӑнасем гусар тавра хӗвӗше пуҫларӗҫ, ӑна пӗрре те куҫран ярасшӑн мар. Вӑл мӑйӑх ҫийӗн вӑтанса кулса, хӑйӗн поход мыскарисене каласа кӑтартать, ача чух ӑна Суворов пиллени ҫинчен асӑнать:

«Ку ачаран вӑрҫӑ ҫынни пулать, — терӗ аслӑ ҫарпуҫӗ. — Эп вилме ӗлкӗриччен, вӑл виҫӗ ҫапӑҫура ҫӗнтерӗ!»

— …Вара эп псалтире пӑрахрӑм, — каласа кӑтартать Давыдов, — хӗҫҫе вӑльт-вальт ҫӗклерӗм, пичче куҫне чиксе шӑтартӑм, мӑнаккан пуҫ сыррине касса вакларӑм, чипер йытта хӳресӗр хӑвартӑм, ҫапла — виҫӗ ҫӗнтерӳ ҫинчен полководец пророкла каланӑ сӑмаха ҫийӗнчех пурнӑҫларӑм. Ҫӗмӗрт хулли анчах мана мирпе вӗренӳ енне калла тавӑрчӗ… Вунҫичӗ ҫула ҫитсен мана, пӗчӗкскерне, тем пысӑкӑш палаш ҫумне вӗренлерӗҫ, тем тарӑнӑш ботфорт ӑшне антарчӗҫ, манӑн поэзи генийӗн тасалӑхне ҫӑнӑхпа тата треуголкӑпа витрӗҫ.

Улпутсем гусара ҫӑварӗсене карсах итлеҫҫӗ, вӑл ӗнтӗ, ҫул ҫинчен килнӗ ятпа, хӗрме те ӗлкӗрнӗ, хӑюланса кайнӑ, сӗтеле шакка-шакка, тирӗк-чашӑка сиктерсе, бокалсене тӳнтерсе, хӑйӗн шухӑ калавне малалла юптарать.

— Ҫамрӑк чухне мана «пӑлхава чӗнекен» сӑвӑсемшӗн хӗн кӑтартрӗҫ… Мӗн тӑвас тетӗн, улпутсем! Алӑ ҫыран хут листи — ҫамрӑксене илӗртмӗш, ватӑсене йӑпатмӑш. Музӑна эп хамран хӑварман, ӑна хурала та хампа пӗрле илнӗ, казармӑна, госпитале чӗннӗ, эскадрон витине йыхӑрнӑ… Эпӗ гостинӑйсем тӑрӑх шаклаттарса ҫӳрекен вӗҫкӗн мар. Авалхи маҫакӑм ман тутар ҫынни пулнӑ. Аслӑ Ордари Минчак мурза, Батый йӑхӗ — акӑ кам пирӗн мӑн маҫак. Эпӗ Чингис-хан несӗлӗ. Ҫак мӑйӑхӑмсем ман Свеаборг патӗнчи мухтавлӑ ӗҫре Финляндин салху чулӗсем ҫумне ӗмӗрлӗхе шӑнса ларасран аран ҫеҫ хӑтӑлса юлнӑ.

Унтан, ятлӑ хӑнасем ыйтнине кӑмӑл туса, вӑл хӑйӗн салам сӑввисенчен пӗрне вуласа пачӗ:

Куркапа курка тӗл пултӑр,
Савнӑҫпа паян кун тултӑр!

Ыран ҫар кӗпҫи кӗҫенӗ,
Аслати ыран кисренӗ.

Ҫул курки! Тупа тӑватӑп,
Ылхана, антив, юлатӑп:
Эхер те мехер пӗр утӑм
Хӑраса чаксассӑн кутӑн,
Эхер ҫамрӑк кӑкӑра
Шеллесессӗн варҫӑра!

Вал, куҫӗсене хаяррӑн ылмаштарса, ҫӗкленӗ тупа куркине сулкалать:

Ну, халь ӗҫкӗ — ӗҫкӗ мар,
Ут утлан та хӗҫ кӑлар!

Пире вӑрҫӑ пихампарӗ
Урахла ӗҫкӗ халь парӗ, —
Шухӑ, шавлӑ ӗҫкӗ-ҫикӗ!

Ну, сывпулӑр, ҫитӗ, ҫитӗ!..

Ӑҫта ман кивер ? Эй, урра!

Ан ӳпкелӗр маттура.

Шавлать гусар, шалт ӗҫет те куркине атӑ кӗлли ҫумне ҫапать, аптӑраса ӳкнӗ хӑнасем ҫине кулкаласа пӑхать. Акӑ хуҫа хӑнасене театра чӗнчӗ. Вара гусар палашӗпе пукансене тӳнтере-тӳнтере, хӑнасемпе пӗрле хайхи аллегорие курма тайкаланса кайрӗ.

Эпӗ, Устя, ҫак тӗлӗнтермӗш хӑна кӗрлевне илтсе, вӑл мӗн хӑтланнине алӑкри ҫӑраҫҫи шӑтӑкӗнчен пӑхах тӑтӑм, халӗ акӑ, сцена ҫине тухма тумланнӑскер, гусар ҫине чаршава сире-сире пӑхатӑп, Филимон управляющи хам пата йӑпшӑнса пынине асӑрхамасӑр, хӑна ҫинчен куҫ сиктерместӗп. Унччен те пулмарӗ, Филимон мана хӑлхаран ярса та илчӗ.

Театр ҫап-ҫутӑ, ҫуртасене пурне те ҫутнӑ. Таса публикӑран ҫӳлӗ варьерпа уйӑрнӑ парадизра пирӗн пек тарҫӑ-тӗрҫӗсем лараҫҫӗ, аяларах, креслӑсем ҫинче, хӑнасем вырнаҫнӑ: пӗрремӗш йӗркере гусарӑн ментикӗ илӗмлӗн палӑрать.

Улпут сигнал пачӗ. Филимон дирижера ҫурӑмран тӗкрӗ.

Музыка! Тамаша тапранчӗ. Кӗтӳ ачи, Степан Дерябин, шӑхличне калать. Мана та, манса кайса пӑхса тӑраканскере, сцена ҫине тӗрткелесе кӑларчӗҫ…

Эпӗ чечексем ҫинчен, юрату ҫинчен, тивлетлӗ ҫӗршыв ҫинчен куплетсем шӑрантаратӑп. Чее ҫыруҫӑ-улпут хӑйӗн аллегорийӗ валли юри испанецсене илнӗ, мӗншӗн тесен, Наполеон Пиреней леш енче намӑс курнине пурте пӗлеҫҫӗ, испанецсем хӑйсен ирӗклӗхне Бонапарта парасшӑн пулман.

Тискер хурах, эй, корсиканец,
Сехӗрленмест сантан испанец
Акӑ кӗтӳҫсемпе кӗтӳҫ хӗрӗсен балечӗ пуҫланать.
Инкек куҫа курӑнса килмест, ҫак вӑхӑтра тинӗс хӗрринчи чул-тусен хыҫӗнчен юнӗҫен хурах сиксе тухать. Вӑл темӗнле, Наполеон пек, виҫ кӗтеслӗ арӑш-пирӗш шӗлепкепе… Мана тыткӑна илеҫҫӗ, вӗлерме пӑхаҫҫӗ, анчах эп хама паттӑр тытатӑп, тарса хӑтӑлатӑп, унтан хамӑн юлташсене, тантӑш хӗрсене хамӑра чура тума тӑрӑшакан вӑрӑ-хураха хирӗҫ ҫапӑҫӑва ҫӗклетӗп. Афишӑра малтанах каласа хунӑ пек, марш пуҫланчӗ, ҫапӑҫусем, метаморфозӑсем кайрӗҫ.

Юнӗҫен корсиканец-хурах тинӗсре пӗтрӗ, вара, юлашки ташӑпа метаморфоза хыҫҫӑн, эпӗ, бояр хӗрӗсен шапкине тӑхӑнса, сцена хӗррине тухрӑм та куракансене ополчени валли парнесем кӳме сӗнтӗм, пӗтӗм вырӑс ҫыннисене пӗрлешме, хамӑр ҫӗршыв ҫине ура пуснӑ юнӗҫен корсиканеца хирӗҫ ҫапӑҫӑва тухма чӗнтӗм.

Сцена ҫине укҫа енчӗкӗсем вӑркӑна пуҫларӗҫ, пурте сиксе тӑрса алӑ ҫупса ячӗҫ, пуринчен ытла гусар шавлать. Вӑл пӗрремӗш ретре, алӑ ҫупать, ырхан енчӗкне мана ывӑтса парса, «Фора!», тесе кӑшкӑрать.

Вара, алӑ ҫупни кӗрлесе тӑнӑ май, гусар сцена ҫине чупса хӑпарать те мана ҫӳле ҫӗклесе илсе, каллех ура ҫине тӑратать.

— Мана Суворов пиллерӗ, сана Давыдов пиллет, — тет вӑл.

Хӑнасем театртан йывӑҫ пахчине кайрӗҫ.

Никам та асӑрхаманччӗ, паҫӑр, пысӑк марш вӑхӑтӗнче, эпӗ, чӑлханса, сцена ҫинчи ҫар ҫыннисен уттине кӗҫех пӑсса ямарӑм, ҫавна пула манпа юнашар пыракан Степка Дерябин кӑштах персе анмарӗ, сӑннине ӳкерчӗ.

Анчах улпут курнӑ. Акӑ вӑл, сцена ҫине ерипен улӑхрӗ те, мана тата Степана хӑй патне кӑчӑк туртса илчӗ.

Театрӑн пушӑ залӗнче икӗ хутчен ҫупкӑ сасси янӑраса кайрӗ — пӗри мана, тепри — Степана. Унтан пире пушӑ сцена ҫине лартрӗҫ, юплӑ патакпа мӑйкӑчларӗҫ.

Ҫавӑн пек каҫарттараҫҫӗ пирӗн театрти артистсен айӑпне.

Ҫутӑ сӳнчӗ. Алӑксем шатлатса питӗрӗнчӗҫ. Эпир иксӗмӗрех тӑрса юлтӑмӑр, Степан та эпӗ. Шыҫӑннӑ питӗме куҫҫуль пӗҫертет.

Йывӑҫ пахчинче музыка кӗрлет — пӗве патӗнче выляҫҫӗ, унта халь гуляни тата иллюминаци пырать.

— Атя тарар, — тетӗп эп Степана.

— Ӑҫта тарса хӑтӑлас пур, Устя?

— Атя хайхи улпут-гусара тархаслар, хӑйпе пӗрле илтӗр. Вӑл ӑслӑ, хавас ҫын.

Пушӑ театрта тискер. Сцена айӗнче йӗкехӳресем тӗпӗртетеҫҫӗ.

— Итле, Устя? — тет Степан, — ахаль ҫеҫ сӳпӗлтетеҫҫӗ пуль француз патши Наполеон ҫинчен. Вӑл пӑрахакан хутсене тупкалаҫҫӗ, пире вӑл, хресчен ҫыннисене, ирӗке ярасшӑн, тет.

— Тарар, Степан, тем пулсан та, кунтан усал пулас ҫук.

Пӗр сехет иртет, иккӗ, мӑйкӑч мӑя пӑвнӑҫем пӑвать, ҫывӑрма юрамасть… Часах эп ыратнине те туйми пултӑм, вӑй пӗтсе ҫитрӗ, куҫ хуралса килчӗ. Илтетӗп, таҫта, аякра-аякра, Степан кӑшкӑрать.

— Часрах, часрах! Пӑвӑнать, сывлӑшӗ ҫӗтет ӗнтӗ…

— Ну, Саша, паянлӑха ҫитӗ сире.

Эпӗ ялтах куҫа уҫрӑм. Кӑпӑш ҫӳҫлӗ пысӑк хӗрарӑм, илемлӗскер, анчах темӗнле ҫӳҫеннӗн туртӑнса тӑракан сӑн-питлӗскер, ман умра тӑрать. Вӑл — Ирина Михайловна, Расщепей арӑмӗ. Эпир репетицилекен пӳлӗме хӑҫан вӑл пынӑ — пӗлместӗп. Эпӗ чылайччен тӑна кӗреймерӗм. Ӑрӑмҫӑ Расщепей! Унӑн сӑмахӗсене эпӗ пӗтӗмӗшпех чӑна хунӑ, вӑл калаҫнӑ май, е Денис Давыдов пулать, е улпута сӑнлать, е, хӑй патне тенкел туртса лартса, мӑйкӑчра тапаҫланакан Степан пулса тӑрать… Эпӗ, Ирина Михайловнӑна курсан, именсе кайрӑм, вӑл манпа алӑ парса паллашрӗ.

— Пӑртак ҫеҫ тата, кӑшт кӑна! — ӳкӗтлет Расщепей. — Тепӗр сцена та пулсан…

— Ҫитет, ҫитет! Виҫине пӗлместӗн. Пӑх-ха, эс ачана йӑлт халтан янӑ.

— Ҫук, ҫук, эп ывӑнма шутламан та!

— Юрамасть ӑна ытлашши, — ӑнлантарать мана Ирина Михайловна. — Чӗри ун ниме юрӑхсӑр.

— Суятӑн эс, ялан суян!

Александр Дмитриевич арӑмне алӑран ярса тытрӗ, пӳлӗм тавра хӑвӑрттӑн-хӑвӑрттӑн ҫавӑра пуҫларӗ. Арӑмӗ кулать, ятлаҫать, вӗҫерӗнесшӗн туртӑнать.

— Александр, эс ӑнтан кайнӑ. Тупа та… Виҫҫӗри ача та кун пек…

Акӑ Расщепей сасартӑк кайса ларчӗ, кӗнеке тытса пичӗ ҫине сулма пуҫларӗ.

— Куратӑн-ҫке, ав каллех сывлӑшу пӳлӗнчӗ. Юрамасть, теҫҫӗ сана.

Ирина Михайловна, пире чей ӗҫме каласа, сӗтелҫи тирпейлеме тухса кайрӗ. Расщепей, урамалла тухакан алӑкне уҫса, мана балкон ҫине ертсе тухрӗ.

Тулта лӑп кӑна ҫилсӗр каҫ, аялтан кӑшт ҫеҫ бензин та ҫунӑк шӑрши кӗни сисӗнет. Хулан вӗҫӗ-хӗрри кунтан та курӑнмасть. Унӑн ҫутисем горизонт патӗнчех йӑмӑхаҫҫӗ: ҫуртсем ҫийӗн, башньӑсемпе мӑрьесем тӑррипе кӗрленӗ сасӑ илтӗнет, ҫул кукрисен тӗлӗнче трамвайсем кӗриклетсе илеҫҫӗ, машинӑсем хуллен кӗмсӗртетеҫҫӗ, таҫта аякран уҫӑ шӑршлӑ ҫурхи ҫилӗн аран ҫеҫ палӑракан юхӑмӗпе пӗрле паровоз сассисем килеҫҫӗ. Сасартӑк инҫе те мар, пирӗн айрах темӗнле, уҫӑ мар тухакан хулӑн сасӑ кӗрлени илтӗнсе кайрӗ.

— Арӑслан усал тӗлӗк курать пулас. Кунта кӳршӗрех Зоопарк, — пӗлтерчӗ Александр Дмитриевич. — Ав куратӑр-и, чӑмӑр ҫурт тӑрри йӑлтӑртатать? Унта планетарий. Начар ҫанталӑкра эпӗ планетарине ҫӳретӗп. Аван каҫсенче кунтах, хам ҫирех, ҫӑлтӑр ҫителӗклӗ. Пӑхӑр, ҫав ҫӑлтӑр Кассиопея, акӑ, акӑ, ҫапла тӑрас пулать, ман пӳрне вӗҫҫӗн пӑхӑр… — Ҫӑлтӑр йӑвашшӑн, алла вӗреннӗ кайӑк пек, унӑн пӳрни ҫине пырса ларчӗ. — Эпӗ, Симочка, астроном пулас тесе ӗмӗр-ӗмӗр ӗмӗтлентӗм, — пулмарӗ. Тен, халиччен пӗлӗтре мӗн те пулин усӑллӑскер тупнӑ пулӑттӑм, халӗ пур — юпитерпа кӑна командовать тӑватӑп тата киноҫӑлтӑрсене тупкалатӑп…

Ку сӑмах ҫинче вӑл мана хуллен ҫеҫ сӑмсаран чиртсе илчӗ. Часах пире чей ӗҫме чӗнчӗҫ. Эпӗ вӑтаннине кура, Александр Дмитриевич мана сӗтел хушшинче йӑпатсах ларать, — пирус тӗтӗмӗпе сывлӑшра тӗрлӗрен тӗрӗсем ӳкерет, салфеткӑпа кулмалли фокуссем кӑтартать. Ахаль кӑна салфетка ун аллинче темӗн те пӗр пулса тӑрать. Е вӑл унтан сухал тӑвать, е мулкач хӑлхи, е кӑтраланса тӑракан мӑйӑх тӑвать, унтан ҫав тутӑрах пуҫне чӗркет те — мавр пек пулать.

Акӑ Ариша, хӗремесленсе кайса, вӗресе тӑракан пысӑк самовар ҫӗклесе килчӗ. Расщепей самовара хисеплӗн саламлать:

— Э, куратӑр-и, акӑ кӗмӗл броня тӑхӑннӑ хӗрӳллӗ рыцарь. Ҫак вӑл — хӗҫ-пӑшаллӑ йывӑр юланут. Кран — лаша пуҫӗ. Куртӑр-и? Ак ҫак линейкӑна тыткӑч витӗр хуратпӑр та — сӑмси пулать. Конфорка — шлем, пӑсӗ — шлем ҫинчи тӗк, страус тӗкӗ!

Чӑнах та, ахаль ҫеҫ самовар куҫ умне пысӑк та йывӑр рыцарь пек тухса тӑчӗ.

Пӑртак тӑрарахпа мана пӗчӗк симӗс машинӑпа киле ӑсатрӗҫ. Машина икӗ вырӑнлӑ, ятне спорт валли тунӑскер.

Манӑн кая, люкри ларкӑҫ ҫине лармалла пулчӗ.

— Нимӗн те тума ҫук, система ун ҫавӑн майлӑ: иккӗн йӗпенеҫҫӗ, иккӗн типӗнеҫҫӗ, — кулкалать Расщепей.

Вӑл машинӑна тытма питӗ ӑста-мӗн, ҫил пек вӗҫтерет, чунӑм ман ҫӳҫенсе ҫеҫ пырать.

— Саша, тархасшӑн, ытла ан хӑвала, — ӳкӗтлет Ирина Михайловна.

Анчах Александр Дмитриевич итлемест. Сулахайра-сылтӑмра светофорсен теслӗ-тӗслӗ ҫутисем чупаҫҫӗ, шупка хунарсен хӗрсе кайнӑ чӑмӑрӗсем сывлӑшра вӗҫеҫҫӗ. Аслӑ урам икӗ еннелле сирӗлсе пырать, пӗчӗк тӑкӑрлӑксем машинӑн икӗ енче вӗлт анчах курӑнса юлаҫҫӗ. Вӑрҫӑра ыткӑнса пыракан кавалеристсен хӗҫӗсем пекех. Эпӗ кӑмӑллӑ, люкра хыҫалта пӗр пӗччен савӑнса ларса пыратӑп, Расщепейпе Ирина Михайловна ҫине пӑхатӑп, вӗсен хушшинчен шӑхӑрса килекен ҫил мана питрен ҫупӑрлать, хӑлхара кӗрлет; лайӑх-ҫке мана, питӗ савӑнӑҫлӑ. Чӑтайман енне, куҫа хупса, пуҫа каялла ывӑтса, хуллен кулса илетӗн.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех