Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑраса (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эпир кӗтмен ҫӗртен сиксе тухнипе хӑраса тарма тытӑннӑ вӑрӑ-хурахсем часах ӑна кӗчӗҫ те пире ҫавӑрса иле пуҫларӗҫ.

Толпа разбойников, бежавшая от неожиданной нашей вылазки, тотчас ободрилась и начала нас окружать.

Романа кӗртмен сыпӑк // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Эпир ҫав тери хӑраса, тискеррӗн шартлатса ҫурӑлнине илтсе, вӑрантӑмӑр.

Пробуждение наше было ужасно.

Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пӗр хӗрлӗ кушак ҫури ҫеҫ тумтир ҫакмалли ҫӗртен сиксе тухрӗ те ман ҫине хӑраса пӑхса илчӗ, унтан тарса пытанчӗ.

Только маленький рыжий котёнок выскочил из-под вешалки, испуганно посмотрел на меня и удрал.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Петька алӑка уҫать те хӑраса ӳкет.

Петя открывает мне и пугается.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Акӑ хӑҫан чӑннипех хӑраса ӳкетӗн иккен.

Вот когда становится по-настоящему страшно.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫул май вӑл сӗтел ҫинчен эпир хӗстерсе каясран хӑраса, темскер илсе кайрӗ.

По дороге она прихватила что-то со стола — на всякий случай, чтобы мы не стащили.

Ҫирӗм пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанах вӑл тинкерсе, кӑмӑлласа вуланӑ; сасартӑк унӑн сӑнӗ улшӑнса кайнӑ, — Марья Ивановна, унӑн пур хусканӑвӗсене те сӑнаса пынӑскер, лешӗн сӑнӗ, тин ҫеҫ кӑмӑллӑ та лӑпкӑскер, пачах улшӑнса, хаяррӑн туйӑнакан пулса кайнинчен хӑраса ӳкнӗ.

Сначала она читала с видом внимательным и благосклонным; но вдруг лицо ее переменилось, — и Марья Ивановна, следовавшая глазами за всеми ее движениями, испугалась строгому выражению этого лица, за минуту столь приятному и спокойному.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Вӑл пӑшӑрханнине кура хӑраса ӳкнӗ анне ун умӗнче макӑрма та хӑяйман.

Испуганная его отчаянием матушка не смела при нем плакать.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Сутӑнни е киревсӗр хӑраса шикленнинчен пулмасассӑн, мӗн сӑлтавпа сирӗн ҫавнашкал тӗлӗнмелле туслашу пулса кайнӑ?»

Отчего произошла такая странная дружба и на чем она основана, если не на измене или по крайней мере на гнусном и преступном малодушии?

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк. Суд // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Мӗн иккенне пӗличченех эпӗ хӑраса ӳкрӗм.

Я испугался, сам не зная чего.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк. Арӗслени // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

Ыттисем хӑраса айӑккалла пӑрӑнчӗҫ: эпӗ ҫав самантрах лашана шпорпа тивертрӗм те сиккипе вӗҫтертӗм.

Прочие смутились и отбежали; я воспользовался этой минутою, пришпорил лошадь и поскакал.

Вунпӗрмӗш сыпӑк. Пӑлхавлӑ слобода // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940

— Мӗншӗн? — хӑраса ӳкрӗ Валька.

— Почему? — с ужасом спросил Валька.

Вунҫиччӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Сасартӑк ман пуҫӑмра темле шухӑш ерипен шуса иртрӗ, эпӗ вара ухмаха ересрен хӑраса тӑрса лартӑм.

И вдруг что-то медленно прошло у меня в голове, очень медленно, как будто нехотя, и я сел на постели, не веря себе

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

— Тӑхтӑр-ха, юлташсем, — терӗм эпӗ, хам кӑштах кӑвакарса кайрӑм пулас, мӗншӗн тесен Даша инке ман ҫине хӑраса пӑхрӗ.

— Виноват, товарищи, — сказал я и, должно быть, немного побледнел, потому что тетя Даша посмотрела на меня с испугом.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Катя темиҫе хутчен тӗлӗнсе, хӑраса ман алӑмран турта-турта илчӗ пулин те, эпӗ вулама чарӑнмарӑм.

Я не останавливался, хотя Катя несколько раз брала меня за рукав с каким-то ужасом и удивлением.

Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эпӗ хампа хам ҫав тери хытӑ кӑшкӑрашса калаҫрӑм, кун пирки вара Даша инке те хӑраса ӳкрӗ.

и я так громко говорил сам с собой, что тетя Даша испугалась не на шутку.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл ахлатса, хӑраса ларчӗ.

Она ахала и ужасалась.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Чей ӗҫнӗ чухне вӑл эпӗ нимӗн те ҫименнипе вӗҫӗмрен хӑраса ларчӗ.

За чаем она все ужасалась, что я ничего не ем.

Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл, хӑраса кайса, пуҫне ҫӗклесе пӑхрӗ.

Он испуганно поднял на меня глаза,

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Вӑл сасартӑк хӑраса ӳкни ытла та кулӑшла пулчӗ.

Это было довольно смешно, что он сразу так испугался.

Саккӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех