Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑраса (тĕпĕ: хӑра) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Те халӑх ахӑлтатнинчен хӑраса, те халиччен курман лару-тӑрӑва лекнипе, пӑру тӑватӑ урипе те кармакланса тӑрать те мӗскӗннӗн: «Му-ук», — тесе ӗнӗрсе илет.

Куҫарса пулӑш

Ниме! Асран кайми ниме… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫынсем пырса кӗнине курсан, сунтал ҫинче шаккаса лапчӑтнӑ пекскерсем, те савӑнса, те хӑраса, унталла-кунталла вӗткеленме тапратаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми рифмӑсем // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑраса ӳкнӗ тилӗ юман хӑвӑлӗнче хӑйӗн урисенчен ыйтать: — Эсир мӗнле килтӗр: хӑраса-и, хӑрамасӑр-и? — тет.

Куҫарса пулӑш

Тилӗ хӳри // Аҫтахар Плотников. https://chuvash.org/blogs/comments/6462.html

Лешӗ хӑрӑлтатма, тапкаланма тапратсан, хӑраса, «икӗ ураллӑ кӗсре» сиксе тӑрса ларчӗ, ҫухӑрашса, Левене питрен ҫутӑлтарма, чавкалама, ҫыртма тытӑнчӗ.

Куҫарса пулӑш

Асран кайми ӳпле — пуйӑсри купе… // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Ҫулсем, ҫын пурӑнни-пурӑнманнине кӗтсе тӑмасӑр, сӑхӑ кашкӑр ҫӑварне лекесрен хӑраса таракан куянран та хӑвӑртрах мӗлтлетсе иртеҫҫӗ иккен.

Куҫарса пулӑш

Эпилог // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ял хушшинче кам та пулин хӗрлӗ е тӗрлӗ тӗслӗ кӗпепе ҫӳренине курсан, типпе юласран хӑраса, ҫав ҫынна шывпа сапнӑ».

Куҫарса пулӑш

Килӗшӳлӗхпе ӗлккенлӗх // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.

Арӑмӗ хӑраса кайнӑ, кутӑн чакнӑ.

Куҫарса пулӑш

2 // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 193–213 с.

Хӑраса ан ӳк.

Куҫарса пулӑш

Революци матросӗ // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 179–186 с.

— Сана… — тенӗ хӑраса ӳкнӗ ирсӗр.

Куҫарса пулӑш

Вуннӑмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑраса кайрӑм.

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑраса ӳкмерӗр-и?

Куҫарса пулӑш

Пиллӗкмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.

Хӑраса ӳкнӗ Марине инке ним тума аптӑрарӗ, вӑл пӗр вӑхӑтрах вӗри чей ҫинчен те, врачсем ҫинчен те, апат ҫинчен те, тӗрлӗ чирсенчен «питӗ сиплӗ» хӗрлӗ эрех ҫинчен те калаҫрӗ, анчах Светланӑна нимӗнпе те пулӑшаймарӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Кӑмӑллӑскерсем, ҫак самантра темшӗн тилмӗрсе, пулӑшу ыйтса, юрату кӗтсе, темшӗн кӑштах хӑраса пӑхаҫҫӗ.

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

Вӗсем пур, тӑван хӗрӗпе кӗрӳшӗнчен хӑраса, кушаккайӑксем пек, кухньӑна тухса тарнӑ, унта хӗсӗнсе пытанса ларнӑ…

Куҫарса пулӑш

Вунҫиччӗрисем // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 56–121 с.

— Мӗншӗн апла? — хӑраса ӳкнӗ пек пулчӗ Владимир Петрович.

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Тен, хӑраса та ӳкӗн?

Куҫарса пулӑш

III // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Шахвӑртса каласан, ҫавӑн пек роман авторӗ тылра ҫӳрекен салтака аса илтерет: унта салтак хӗрсем-хӗрарӑмсем, ача-пӑчасем умӗнче мухтанса ҫӳрет-ҫӳрет те, ҫапӑҫма патне ҫитсен, вута кӗме хӑраса чӗтрене ерет, ним тума аптраса, траншея тӗпне кукленсе ларать.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Анчах халӑхӑмӑр хӑраса тӑмарӗ, ҫанӑ тавӑрса ӗҫне пикенчӗ, вара, вӑхӑт нумай та иртмерӗ, эпир вӑрҫӑчченхинчен лайӑхрах пурӑнма тытӑнтӑмӑр, малалла каяс ҫул ҫинче ҫӗнӗ тапхӑра ура ярса пусрӑмӑр.

Куҫарса пулӑш

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

Арсени тӑрук хӑраса ӳкет: ара, нимӗн те пӗлмест-ҫке вӑл Вика ҫинчен.

Куҫарса пулӑш

«Чӗре тӗпӗнчи туйӑм» – юрату хайлавӗсен сборникӗ // Ольга ИВАНОВА. https://www.zp21rus.ru/glavnye-novosti/1 ... en-sbornik

Вӑл, хӑйне тытасран хӑраса, пире вӑрлаттарасшӑн.

Куҫарса пулӑш

8 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех