Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

шутламан (тĕпĕ: шутла) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Эмел ӗҫсе анкӑ-минкеленнӗ пек, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳренӗ, тухкаласа та ҫӳренӗ, чаплӑ ҫыннӑн пур йӑлисене те усранӑ, икӗ-виҫӗ ҫӗнӗ ҫӗнтерӳпе мухтанма та пултарнӑ, анчах ӗнтӗ хӑйӗнчен те, ыттисенчен те нимӗнле ҫӗнӗ япала та кӗтмен, нимӗн тума та шутламан.

Как отравленный, бродил он с места на место; он еще выезжал, он сохранил все привычки светского человека; он мог похвастаться двумя-тремя новыми победами; но он уже не ждал ничего особенного ни от себя, ни от других и ничего не предпринимал.

VII // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.

Портрета вӑл темиҫе ҫул ӳкернӗ; ҫапах та туса пӗтернӗ тесе шутламан.

Над которым великий мастер трудился несколько лет и всё еще почитал его неоконченным.

Пӗрремӗш пай // Михаил Рубцов. Николай Гоголь. Повеҫсем; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 96–146 с.

Хӑйне хӑтарни ҫинчен шутламан та вӑл.

А что это ты освободил его от ястреба, он даже и не подумал.

Пӗр ача ҫинчен // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 23–24 с.

Пӗри те кун ҫинчен шутламан.

Никто из нас об этом не подумал.

Ылтӑн пан улми // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 84–97 с.

Пилӗк ача хальхи пек ҫапла хыттӑн «Урра»! кӑшкӑрӗҫ тесе эпӗ нихҫан та шутламан.

Никогда я не думал, чтобы пятеро мальчишек могли так громко кричать «ура»!

XI сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Арбузов Миша та алӑ пусрӗ, эпӗ кайма шутламан та, кӑштах иккӗленсе тӑнипе ҫеҫ, терӗ вара вӑл.

Расписался и Миша Арбузов, заявив, что он вовсе и не собирался уходить, а только немножко посомневался.

IX сыпӑк // Илпек Микулайӗ. Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Унӑн чун киленӗвӗ (ҫӗлесси) ҫапла хитре пуҫарӑва ҫаврӑнасса хӑй те шутламан пулмалла.

Куҫарса пулӑш

Тӗллев — чи лайӑххи пуласси // Ирина КУЗЬМИНА. «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.

Чупса пынӑ чух эпӗ ним ҫинчен те шутламан.

И ни о чем я не думал, когда бежал.

Петровсен ҫемье дневникӗнчен // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Вӑл ҫӑмӑл ҫул шырама шутламан та!

Легких дорог он не собирался искать!

2 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Донецк вокзалӗн перронӗ ҫине пӗрремӗш хут ура ярса пуснӑ чух Сережка Петров ун тӑрӑх хӑҫан та пулин ҫапла вӑйсӑррӑн та халсӑррӑн иртме тӳр килӗ тесе шутламан, шутлама та пултарайман.

Не думал, не гадал Сережка Петров, впервые ступая на перрон донецкого вокзала, что придется вот так идти по нему — слабым и беспомощным.

1 // Антал Назул. Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Унӑн тӗтре хупласа илнӗ хура куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатмаҫҫӗ, анчах вӗсем сирсе сирӗлми чун асапӗпе, сӑмахсӑр йӑлӑнупа тулнӑ та, Дуняшка, самантлӑха чарӑнса, хӑй те сисмесӗр, ним шутламан ҫӗртен каларӗ:

В затуманенных черных глазах ее не блестели слезы, но столько в них было страдания и немой мольбы, что Дуняшка, остановившись на секунду, невольно и неожиданно для себя сказала:

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Пантелей Прокофьевич Дуняшка сӑмахӗсене аса илчӗ те, ним шутламан ҫӗртен куҫ умне Аникушкӑн йӑлкӑшса кулакан, кастарнӑ арҫыннӑнни майлӑ кӳсе сӑн-пичӗ уҫҫӑн тухса тӑчӗ.

Пантелей Прокофьевич вспомнил Дуняшкины слова и, с неожиданной яркостью восстановив в памяти улыбающееся, безусое, скопцеватое лицо Аникушки.

XXIV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Аксиньйӑна пӑрахнӑ хыҫҫӑн Григорий нихҫан та арӑмӗпе уйрӑласси ҫинчен чӑнласах шухӑшламан: нихҫан та, Аксиньйӑпа ҫӗнӗрен ҫыхланса кайсан та, хӑйӗн ачисемшӗн Аксинья тӑван амӑшӗ вырӑнне пулма пултарасси ҫинчен шутламан.

После разрыва с Аксиньей Григорий никогда не думал всерьез о том, чтобы разойтись с женой; никогда, даже вновь сойдясь с Аксиньей, он не думал, чтобы она когда-нибудь заменила мать его детям.

XVIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Кун ҫинчен пӗртте шутламан вӑл, чӗринче ун урӑх хуйхӑ пулнӑ…

О замужестве она не думала, иная у нее на сердце была забота…

XIII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Колхоз тӑрӑх ҫавӑнтах: «Аникей каллех чӗрепе аптранӑ» текен сӑмах сарӑлнӑ, вара райкомран е обкомран пынӑ кирек мӗнле ҫын та нимӗнле ӗҫ тума та пултарайман: вӑл председателе чӑрмантарма шутламан, хуҫалӑхпа унсӑр паллашни усӑллах пулман, ҫавӑнпа правленире темиҫе сехет ларнӑ хыҫҫӑн вӑл каялла тухса кайнӑ.

По колхозу тут же распространилась поговорка: «У Аникея опять прихватило сердце», и любой человек, пришедший в райком или обком, не мог ничего сделать ему: он не хотел мешать председателю, знакомство с хозяйством без него было бесполезным, поэтому, просидев несколько часов в правлении, он обычно уезжал обратно.

23 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

— Эпӗ шутламан, — хуравларӗ Молодцов, тӑруках кирпӗч пек хӗрелсе кайса.

— И не считал, — став сразу кирпично-красным, ответил Молодцов.

12 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Бахолдинӑн ытти сивӗ ҫырӑвӗсенчен (вӗсем унччен нихҫан та ун пек сивӗ пулман) Константин ҫакна ӑнланнӑ: Ксюшӑ вӑл сасартӑк кайнине ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттернӗ, хӑйне пӗртте телейсӗр те, каччӑ пӑрахнӑ хӗр тесе те шутламан.

Из следующих, непривычно холодных писем Бахолдина Константин понял, что Ксюша легко перенесла его внезапный отъезд и не считала себя несчастной и брошенной девушкой.

5 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ун чухне Костя ҫавна юрӑхсӑр ӗҫ тесе шутламан, пачах урӑхла, вӑл ун идейӑлла ҫирӗплӗхӗпе принциплӑхне палӑртса тӑнӑ иккен.

В те годы такое отречение не считалось зазорным, скорее наоборот, оно было выражением высокой идейной закалки и принципиальности.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Ҫулсем иртнӗ май, пысӑкланнӑҫемӗн, Костя амӑшне чунтан сивлеме, ӑна тӑшман вырӑнне хума тытӑннӑ, «анне» тесе шутламан — амӑшӗ унӑн ашшӗ пӗтӗм чун-чӗрипе парӑнса пурӑннӑ ӗҫне сутнӑ ҫеҫ мар, ашшӗне маннӑ ҫеҫ те мар, ҫук, вӑл тӑван ывӑлне вӗсем пурте курайман ҫынпа, хӑйне те, Костьӑна та, пӗтӗм кил-йышне те кӑшт ҫеҫ пӗтерсе хуман ҫынпа улӑштарнӑ-ҫке-ха.

С годами, взрослея, он стал думать о матери с неприязнью и злой отрешенностью — она предала не только дело, которым жил отец, и память о нем, нет, она променяла родного сына на ненавистного всем человека, чуть не погубившего и ее, и Костю, и всю свою семью.

4 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хӑнасем чӳрече патне пырса кӗпӗрленнӗ, кам пӳрчӗ ҫунать-ши тенӗ, анчах вӗсенчен пӗри те хӑйсен пӳрчӗшӗн пӑшӑрханман, пушар патне кайма та шутламан.

Гости сгрудились у окна, гадали, чья хата горит, но почему-то никто из них не тревожился за свою избу, не пытался бежать на пожар.

3 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех