Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 1

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.06 20:48

Пуплевӗш: 43; Сӑмах: 425

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Донецк вокзалӗн перронӗ ҫине пӗрремӗш хут ура ярса пуснӑ чух Сережка Петров ун тӑрӑх хӑҫан та пулин ҫапла вӑйсӑррӑн та халсӑррӑн иртме тӳр килӗ тесе шутламан, шутлама та пултарайман.

Вокзалта нимӗн улшӑнӑвӗ те ҫук. Ҫав-ҫавах тӗркӗшӳ те тӗрлӗ саслӑ шав, чул, пусмасемпе асфальт тыткӑнне лекнӗ йывӑҫсем те, поезд кӑшкӑртнисемпе доктор сасси те — пуҫласа пӑхма пурте-пурте ҫавсемех, леш, аякка-аякка юлнӑ тахҫанхи кун пекех. Тахҫанхи кун… Пулнӑ-ши вӑл? Нивушлӗ халь темӗнле ӑнлантарса пама ҫук ыратупа сивӗ асфальт ҫине сарӑхнӑ ҫулҫисене тӑкакан ҫак йывӑҫсем хӑҫан-тӑр хавассӑн саламласа тайӑлнӑ, симӗс турачӗсемпе савӑнӑҫлӑн шӗпӗлтетсе ухӑннӑ? Нивушлӗ ун чухне те, ҫамрӑк специалист чун-чӗрине комсомол путевки хӗртсе тӑнӑ чух, сирсе ямалла мар йӑтӑнса килекен инкек пирки систернӗ евӗр, пӑлханса каланӑ диктор сасси? Нивушлӗ, пурӑнӑҫа икке пайласа, инҫете юлнӑ ӗнерпе ютланнӑ паяна уйӑракан чикӗ пулман?

Сергее каллех, миҫемӗш хут-тӑр ӗнтӗ, ҫывӑрнӑ пек те тӗлӗк курнӑ пек туйӑнса каять. Ун тавра ҫынсем хӗвӗшеҫҫӗ, вӑл вокзал пусми ҫинче куҫне чарса тӑнӑ та кӗтет: кӗҫех Таня килет те, акӑ, ӑна ыйхӑран вӑратать. «Ӗҫе ӗлкӗрейместӗн вӗт!» — тейӗ, ирхи апат хатӗрленӗ майӑн чупкаласа.

Таня халӑх хушшинчен сиксе тухрӗ те Сергее билечӗсемпе сулкаларӗ.

— Луганска-и? — ыйтрӗ вӑл.

— Луганска, — тавӑрчӗ те Таня, Сергей темӗн кӗтмен, тарӑн шухӑша кайса пӑхнинчен тӗлӗнсе те хӑраса, каялла ҫаврӑнса тӑчӗ.

— Лере… нимӗн те ҫукчӗ-и?..

— Пӗтӗмпех хамӑрпа пӗрле, Сережа…

— Миҫемӗш вакун?

— Вунпӗрмӗш.

— Палата пекех…

— Григорий Васильевич ҫеҫ ҫук. Эпӗ аннене телеграмма ҫаптартӑм. Пире кӗтсе илме тивӗҫлӗ.

— Хваттер шырӑпӑр-и вара?

— Пурӑнар-ха, кайран курӑнӗ…

Купере вӗсем иккӗн ҫех, пӗр-пӗрне хире-хирӗҫ ларчӗҫ. Сергей Таня ҫине пӑхнӑ та шарламасть. Поезд тапранса кайсан, вӑл кӑкӑрӗпе сӗтел ҫумне тӗреленчӗ те чӳрече умнелле ӳпӗнчӗ.

Тулта ҫуртсем, йывӑҫсем вӗлтлете-вӗлтлете юлаҫҫӗ, рельсӑсем, ҫӗлен евӗр явкаланса, ҫыхлана-ҫыхлана пӗрлешеҫҫӗ, поезд айнелле шуххӑн сикеҫҫӗ, унтан, урӑхла шутласа илсе хӑранӑ пек, кустӑрма айӗнчен темӗнле кутӑнлашарах йӑраланса тухаҫҫӗ те таҫта, аяккинелле тарса каяҫҫӗ. Чӳречене ҫумӑр хӗнет, урлӑ-пирлӗ йӗрсемпе кантӑка каскалать, аялалла ҫырма пула-пула юхса анать.

Ҫуртсем сайрарах та сайрарах мӗлтлете пуҫларӗҫ, юлашкинчен пачах ҫухалчӗҫ. Поезд хула тулашне вӑркӑнса тухрӗ. Ҫул хӗррипе йывӑҫсен шӗвелсе юлнӑ стройӗ, шӑнса кӳтнӗ евӗр, ӗнтӗркесе тӑсӑлчӗ, вӗсен хыҫӗпе Донецкӑн тӗксӗм ҫеҫенхире саралса выртрӗ.

Террикона Сергей поезд, пӗкӗ пек авӑнса, сылтӑмалла пӑрӑнсанах асӑрхарӗ. Хура та йӑсӑрланаканскер темӗн пысӑкӑш конус пулса, ҫеҫенхир варринче юмахри тӗлӗнтермӗш — улӑп тухйи евӗр ҫӗкленсе ларать вӑл. Ун тайлӑк ҫурӑмӗ тӑрӑх пӗчӗк ҫеҫ курӑнакан вагонетка йӑраланать. Йӑнӑшма пултарайман Сергей: ку унӑн шахтиччӗ.

— Сывпул… — шӑппӑн каласа хучӗ те вӑл пуҫне лӑштӑрах усрӗ.

Хыттӑн таклатрӗ рельса сыпӑкӗсем тӗлӗнче вакун, репродуктортан хаваслӑ марш хӑрӑлтатса янӑрарӗ, Таня ларнӑ та упӑшки ҫӳҫне ачашшӑн сӑтӑрать.

— Лӑплансам, Сережа, лӑплансам… — пӑшӑлтатрӗ вӑл ҫине-ҫинех. Сасси хӑйӗн халь-халь татӑлса каяс пекех. — Пирӗн пӗтӗмпех малашне-ха, эсӗ чӗрӗ — ҫакӑ чи хакли… Ытти хамӑртан килет… Телей те ҫаплах…

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех