Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: IX сыпӑк

Пай: Хамӑр ӗҫсем ҫинчен

Автор: Илпек Микулайӗ

Ҫӑлкуҫ: Юрий Сотник. Курман-илтмен кайӑк; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 155–238 с.

Хушнӑ: 2020.04.12 23:20

Пуплевӗш: 525; Сӑмах: 4077

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Экспедици

Яланхинчен иртерех вӑрантӑм та ҫӑкӑр кайса илтӗм, пуртӑ илтӗм, хутаҫҫӑма ҫимелли чиксе, аннене вӑратмасӑрах килтен тухса кайрӑм. «Анне, ан пӑшӑрхан, ан ҫилленсе юл. Питӗ кирлӗ ӗҫпе каятӑп. Каҫ тӗлне таврӑнӑп», тесе ҫыру ҫырса хӑвартӑм.

Пӗр сехет ҫурӑ иртсен пирӗн экспедици Раздолье ятлӑ пӗчӗк разъездра анса юлчӗ.

Каҫ тӗлне эпир киле таврӑнма ӗмӗтленсеттӗмӗр те, ҫапах кашни ача питӗ лайӑх хатӗрленсе тухнӑ иккен: пурин те пуртӑ пур, пӑчӑка пур, е сулӑ ҫыхмалли пӑяв-тавраш; ҫурӑм кутамккине пальтосемпе ҫӑкӑр чикнӗ. Яков хӑйӗн хунарне илнӗ, Оськӑн компас пур, Ивушкин Сашкӑн — бинокль.

Эпир пӗрин хыҫҫӑн тепри пытӑмӑр, Тимош малта, улма хирӗн сукмакӗпе утать, ун хыҫҫӑн эпир пыратпӑр.

Завснаб тек ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхкалать, калаҫма аван пултӑр тесе кутӑн та чаккалать-ха.

— Ачасем! Эпир, хай, леш экспедицисем пекех… ну, тимӗр-тӑмӑр тавраш, нефть-и унта шыраҫҫӗ вӗт-ха, ҫавсен майлӑ…

— Ҫӗр айӗнчи пурлӑха шыракан разведчиксем пек тесшӗн эсӗ, — каласа хучӗ Анатолий.

— Ҫапла ҫав! Пире ӗнтӗ калама ҫук кирлӗ пурлӑха тупма янӑ пек пулса тухать.

— Ҫук-ха, юлташсем! — терӗ Оська. — Тата мӗнле пысӑк усси пур пирӗн экспедицирен, пӗлетӗр-и? Строительство пирки кӑна та мар, наука енчен те. Астӑватӑр-и, пӗркун «Пионерская правда» хаҫатра ачасем пӗчӗк шыв-шурсене тӗпчесе вӗренни ҫинчен ҫырса кӑларнӑччӗ?.. Ку вырӑнсенче эпир миҫешер хут пулнӑ пуль! Тӗрлӗ пионерла походсенче те унта, ытти ҫавӑн пеккисенче… ҫапах та, кам пиртен Уклейка ҫырми мӗнле юхнине тӗпчесе пӗлни пур? Никам та.

Часах эпир вӑрмана кӗрсе кайрӑмӑр та ҫул хӗррипе утрӑмӑр.

Вӑрҫӑччен эпӗ кунта ачасемпе час-часах пулкаланӑ. Ун чухне ҫак таврашра питӗ лайӑхчӗ, вӑрманӗ те лӑпкӑ, тирпейлӗ, хамӑр пӳртри пӳлӗм пек кӑмӑллӑ. Ҫакӑнта, кашласа ларакан чӑрӑшсен хушшинче, уҫланкӑ-тавраш нумай, унта ӳплесем тӑваттӑмӑр эпир, йӗрлемелле выляттӑмӑр; кунтах ҫамрӑк хурӑн кати те пурччӗ, вӗсем вара ҫумӑр ҫунӑ чухне те хӗвел пӑхнӑ пек савӑнӑҫлӑн курӑнатчӗҫ, кунтах тата ем-ешӗл ҫӑра курӑк пуснӑччӗ, унта эпир тӳшек ҫинчи пек пуҫхӗрлӗ сике-сике выляттӑмӑр-и, кӗрешеттӗмӗр-и…

Халь акӑ эпӗ утатӑп та тӑван вӑрмана паллаймастӑп. Ҫамрӑк хурӑнсем вырӑнне темле туратсӑр та ҫулҫӑсӑр шалҫасем ҫеҫ курӑнкалаҫҫӗ — снарядсемпе пулемет пульлисем вӗсене тепренех ҫула-ҫула кайнӑ. Хӑш-пӗр чӑрӑшсем хӑмӑр йӗпписене тӑратса ҫӗр ҫинче выртаҫҫӗ, пӗтнӗ, хуҫӑлнӑ вӗсем, ыттисем те, ҫавсем пекех хӑмӑр, юнашар йывӑҫсем ҫине тӗренсе тӑраҫҫӗ, вӗсен хуҫӑк турачӗсем типсе ларнӑ алӑсем пек ниҫталисӗр усӑнса тӑраҫҫӗ. Пур ҫӗрте те шӑтӑк-путӑк алтӑннӑ, вӗсен тавра тӑм муклашки те курӑннӑ тымарсем туллиех. Курӑк ҫинче эпир час-часах татӑлса ӳкнӗ нимӗҫ погонӗсем куратпӑр, е пиҫиххи тавраш, е консерва банки, е пушӑ патронсем нумай.

Чунӑм манӑн салхуланчӗ те пӑшӑрханчӗ. Ытти ачасем те мӑштах, енчен енне сиввӗн пӑхкаласа илеҫҫӗ.

Ҫапла пӗр сехете яхӑн утрӑмӑр эпир. Акӑ тинех пирӗн Тимош чарӑнчӗ те:
— Ҫакӑнта! — тесе пӗлтерчӗ.

Эпир пӑхкаласа илтӗмӗр. Хамӑр умрах пӗр тӑвӑр та лӑпкӑ шыв юхса иртет. Шывра пӗлӗт юхни те чӑрӑшсен мӗлки вылянса тӑрать. Ҫыран тӑрӑх сылтӑмалла пирӗн ҫул кӗрсе каять. Сулахай енче, ҫултан пӗр аллӑ метр катарахра, танка хирӗҫ тӳнтернӗ йывӑҫ выртать. Тем пысӑкӑш хыр йывӑҫҫисене ҫӗртен пӗр виҫӗ метр ҫӳлтен касса янӑ та йывӑҫҫисем хӑйсен тӑррисемпе пӗр еннеллех усӑнса выртаҫҫӗ. Вӗсен тем пысӑкӑш типӗ турачӗсем хӑйсем йӑтӑнса аннӑ ҫӗрте ҫамрӑк йывӑҫсемпе тӗмсене пӗтӗмпех лапчӑтса ҫӗмӗрсе пӗтернӗ, лешсем вара чалӑш-чӗлӗш ӳсеҫҫӗ, хӑйсем ҫапах та ешӗл-ха, пурӑнаҫҫӗ-ха. Ҫак арпашнӑ туратсен хушшинче сайра ҫӗрте касса яман хырсем тӗллӗн-тӗллӗн курӑнаҫҫӗ.

Тимош пирӗн умра кӑмӑллӑн ҫаврӑнкаласа ҫӳрет:

— Мӗн терӗм-ха эпӗ сире? Э? Пӗрене ҫителӗклӗ-и кунта? Э? Ҫитет-и?

— Апла, — терӗ Оська. — Ку шӑпах пире кирли пулмалла-ха.

Пурте завснаба мухтама тытӑнчӗҫ. Яшка ҫеҫ темле курӑк чӑмласа, ҫӗткеленчӗ.

— Кунтан пӗр пӗренине кӑлариччен те ураран ӳкессе ҫитӗпӗр-ха, — терӗ вӑл.

— Мӗн вара! — терӗ Оська. — Вӑй хумасӑр нимӗнле ӗҫ те пулмасть. Кайрӑмӑр!

Йывӑҫ тӳнтернӗ ҫӗрелле ута та пуҫланӑччӗ ӗнтӗ эпир, Андрей кӑшкӑрса та ячӗ:

— Чарӑнӑр-ха! Итлӗр!..

Пурсӑмӑр та чарӑнтӑмӑр. Андрей темшӗн пӑшӑлтатса калаҫма тытӑнчӗ, хӑй текех енчен енне пӑхкаларӗ.

— Ачасем! Эсир пӗлетӗр-и эпӗ сире мӗн каласса? Мӗн тейӗр-ха эсир ҫавӑнта мина-тавраш юлнӑ пулсассӑн? Э?.. мӗн тӑватӑр вара?

Яшка ӗнсине хыҫкаласа илчӗ.

— Шуйттанне! Тӗрӗс те!.. — Вӑл Тимош ҫине пӑхса илчӗ. — Эй, завснаб! Эсӗ кунта пулкаланӑ тетӗн-и-ха?

— Ҫук, ачасем! Ан хӑрӑр. Эпӗ кунта Миша куккапа иртсеттӗм те, кунта темле ҫынсем иртсе ҫӳренине куртӑм.

— Ҫар ҫыннисем-и? Ял-йыш-и?

— Витерсех кураймарӑм. Тӗттӗмленчӗ. Иртсе ҫӳренине ӑна пӗлетӗп.

Эпир шухӑша кайрӑмӑр. Кун пек ҫӗрте минӑсем пуласса пӗлеттӗмӗр эпир.

— Ан хӑрӑр, ачасем! — лӑплантарчӗ Тимош. — Пиртен малтан кунта ҫӳренӗ пулсан, минӑсене пӗтӗмпех илнӗ пулнӑ ӗнтӗ.

— Илнӗ пуль те, тен илсе пӗтерме те ӗлкӗреймен пуль, — терӗ Толя.

— Капла пулсан пӗрене те кирлӗ мар! — терӗ Арбузов Мишки. — Ал-ура хаклӑрах ӗнтӗ.

— Мӗн вара, сан шутупа, пӗтӗмпе пӑрахса киле тармалла-и? — терӗ йывӑра илнӗ Оська.

— Пӑрахса хӑвармалла мар та, пуҫхӗрлӗн персе ӳкни те питӗ начар-ҫке.

Чылай тӑтӑмӑр эпир ҫул ҫинче. Шухӑша кайнӑ Оська каллӗ-маллӗ уткаласа ҫӳрерӗ.

— Оська, — терӗ Тимош сасартӑк. — Акӑ мӗн туса пӑхар эппин? Хам малтан каяс тетӗп. Эсир ман йӗрпе пырӑр. Вилсен обществӑллӑ ӗҫшӗн вилнӗ пулатӑп вара, вилмесен пурте чиперех пулать.

— Апла юрамасть, — терӗ Оська, — эпӗ акӑ питӗ лайӑх меслет шухӑшласа кӑлартӑм: камӑн малтан каймаллине шӑпа ярӑпӑр эпир.

Теветкелленсе пӑхар та мар терӗм эпӗ, урӑх ҫӗрте пӗрене шыраса пӑхсан авантарах пулмӗ-и тесе асӑнтартӑм, анчах Оська итлесшӗн те пулмарӗ.

— Мӗн калаҫатӑн эс, Николай! Хатӗр пӗрене сана никам та памасть, йывӑҫ касмашкӑн та юрамасть. Унтан тата, эсир, юлташсем, шухӑшласа кӑна пӑхӑр-ха, епле лайӑх пулса пырать! Эпир шкул тӑватпӑр. Пӗрене ҫук. Вара ака сӗм вӑрмана экспедици хӑюллӑн пырать, вӑл мӗнле майпа та пулин пӗрене тупасшӑн. Сасартӑк вӑл экспедицие мина лартнӑ хир пӳлсе тӑрать. Анчах ачасене нимӗн те чарса тӑраймасть. Хайхискерсем шӑпа яраҫҫӗ, вара пӗри пӗр сӑмахсӑрах малта пырать те юлташӗсене те пымашкӑн ҫул хывать.

— Ҫапла ҫав! — терӗ Тимош. — Кӗтмен ҫӗртен вӑл вилет те ун вырӑнне тепри, пӗр чӗнмесӗрех тухса тӑрса, малалла пырать — вилӗм патнех темелле ӗнтӗ. Ҫапла мар-и, ачасем?

— Апла иккен-ха, — терӗ Яшка, — ҫапла черетӗн пурте вилсе пӗтер те, каҫ тӗлне пӗрене те, ҫын та ҫук.

— Ҫапах та кашни хӑйӗн хастарлӑхне ҫак вӑрманта кӑтартасшӑнччӗ ӗнтӗ, ҫакӑнта кӗрлемен-и вара канонада, ҫакӑнта мар-и вара пиншер салтак хӑюллӑн тӑшман ҫине ыткӑннӑ. Куласси паттӑр пулассинчен ҫӑмӑл ҫав ӗнтӗ, терӗҫ Яшкӑна.

— Юрӗ! — терӗ вара Яшка. — Ан тив, шӑпа янӑ пултӑр эппин. Тен пур ҫӗрте те минӑсем ҫук-тӑр-ха.

Оська тунката ҫине ларчӗ те сумкинчен хут листи кӑларчӗ, ӑна пӗр пек хуҫлатса ҫурчӗ, пӗрин ҫине темӗн ҫырса хучӗ. Пӗчӗк билетсем пӗтӗрсе турӗ, вӗсене тӳпетейне ячӗ те ура ҫине тӑчӗ.

— Кам пушӑ маррине кӑларать — ҫавӑ малта пымалла. Пӗр кулмасӑр-тумасӑр, пурсӑмӑр та шӑппӑн билетсем илтӗмӗр. Хам билетӑма пӑхнӑ чух чӗрем кӑлтлатса сикрӗ. Анчах манӑн пушӑ билет пулчӗ. Оська чи кайран илчӗ, хӑйӗнне пӑхрӗ те вӑл:
— Ну, кама сӑнӑ лекнӗ? — тесе ыйтрӗ.
Никам та сӑмах чӗнмерӗ.

— Кама сӑнӑ лекнӗ тетӗп эпӗ?

Ивушкин Сашка, пӗчӗк те кӑтраскер, аран илтӗнмелле каласа хучӗ:

— М… мана лекнӗ вӑл…

Пурте ун ҫинелле пӑхса илчӗҫ. Вӑл хӑй хут пекех шурса кайнӑ та куҫне ҫӳпӗ кӗнӗ чухнехи пек вӑрӑм куҫхӑрпахӗсене сиктеркелет.

— Юрать, — терӗ Оська. — Ну, эсӗ малта пыр эппин, эпир сан хыҫӑнтан пӗр ҫирӗм утӑмра сан йӗрӳпех утӑпӑр.

Сашка вырӑнӗнчен хускалмасӑр куҫне мӑчлаттарса тӑчӗ.

— Ну, мӗн пӑхса тӑратӑн тата? Ут! — терӗ Толя.

— Ачасем, чимӗр-ха! — Мала тухса тӑчӗ Андрей. — Мӗншӗн васкататӑр ӑна эсир? Ҫыннӑн тен хӑйӗн ашшӗ-амӑшне, тусӗсене мӗн те пулин каласа хӑвармалла пуль… Сашка, енчен эс мӗн те пулин калама хушсан, хам каласа парӑп. Юрӗ-и?

Сашка ҫӑварне уҫрӗ те каллех хупрӗ, анчах пӗр сӑмах та каламарӗ.

— Ну, юрӗ эппин!  — Утах ӗнтӗ… Ачасем, пӑрӑнарах тӑрӑр! Эпир пӑрӑнтӑмӑр. Сашка васкамасӑр ҫаврӑнчӗ, ҫул аяккине сулахай урипе ярса пусрӗ те, малалла утма сылтӑм урине ҫӗклерӗ, ҫапла ҫӗкленипех вӑл чарлан пек хӑрах уран тӑчӗ.

— Эх, эс те ҫав чарлан! — кулса ячӗ Яшка, унтан вара кулмасӑрах сӑмахне малалла тӑсрӗ:

— Тупнӑ кама малтан ямаллине! Чи пӗчӗккине-ҫке.

— Чӑн та!.. Сашка ҫаврӑн-ха эс! Ӑҫта унта! — тӗрӗ завснаб та. — Атьӑр-ха, ҫӗнӗрен шӑпа ярар.

— Каллех шӑпа ярар! Вӑл пӗчӗккӗ! Оська, ҫыр каллех! — кӑшкӑрчӗҫ пурте харӑс.

Оська хӑйех вара ҫул аяккине тухрӗ те малалла ним хӑрамасӑр утрӗ. Эпир ун хыҫҫӑн утрӑмӑр, никам та ҫирӗм утӑм юлса пымарӗ, пӗрин хыҫҫӑн тепри вӗҫе-вӗҫӗн утрӑмӑр.

Никам та сирпӗнсе вилмерӗ. Каснӑ вӑрман патне ҫитсен минӑсем ҫинчен мансах кайнӑ вара. Кунта ҫеҫ хамӑр мӗн тӑвасса тавҫӑрса илтӗмӗр: кашни хыр ҫинче темӗн чухлӗ турат, хӑш-пӗр турачӗ хӑй кӑна йывӑҫ пысӑкӑш. Ҫав туратсене пурне те татмалла ӗнтӗ, унтан пӗренине темиҫе ҫӗртен касса, вӗсене ӳкнӗ йывӑҫсен хушшипе кӑларса, шыв хӗррине илсе ҫитермелле. Эпӗ каланӑччӗ-ҫке-ха сире, ҫав хырсене ҫӳлтен касса татман — йӑвантарса ҫеҫ хунӑ. Камӑн та пулин ҫав виҫӗ метр ҫӳллӗш тунката ҫине хӑпарса пуртӑпа касса татмалла пулать.

— Итлӗр-ха, ачасем? — терӗ кулкалама юратман Мишка Арбузов, хулӑнламасскер. — Кунта эпир кӗпе-йӗме пӗтӗмпех ҫӗтсе пӗтеретпӗр, йытӑ пек асап курӑпӑр та каҫ кӳлӗм пӗр пӗрене аран касса кӑларӑпӑр.

Ҫапла тав-шав хускатрӑмӑр. Хӑшӗ Мишӑпа килӗшет, хӑшӗ пӗр пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтермесӗр каяс мар тет.

Оська тавлашӑва хутшӑнмарӗ. Вӑл хӑйӗн сумкине йывӑҫ ҫумне хӗстерсе хут ҫине темӗн ҫыра пуҫларӗ, шухӑша кайнӑ чух кӑранташӗпе сӑмсине хыҫкаласа, тек чарӑнкаласа тӑчӗ.

— Акӑ, — терӗ вӑл пирӗн пата пырса. — Кашни алӑ пустӑр ҫак документ ҫине.

Эпир Оськӑна хупӑрласа илсе вӑл мӗн ҫырнине пӑхкала пуҫларӑмӑр. Акӑ мӗн ҫырнӑ вӑл унта:

«Тупа туни. Эпӗ, Энскри ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкулти пионер, шкул юсаттаракан Комитетӑн заданине туса ҫитермесӗр Грачевск вӑрманӗнчен каймастӑп тесе мухтавлӑн тупа тӑватӑп, пилӗк метрлӑ ҫирӗм пӗрене кӑларӑпӑр та вӗсене сулӑ туса ярӑпӑр. Ҫак тупана пӑссассӑн, мана таркӑн та ҫук чун тесе яйлаччӑр».

— Вӑт, — терӗ Оська. — Алӑ пусма килӗшменни халех кайма пултарать, вӑл строительствӑна та урӑх ан пытӑр.

Эпир пурсӑмӑр та алӑ пусрӑмӑр. Арбузов Миша та алӑ пусрӗ, эпӗ кайма шутламан та, кӑштах иккӗленсе тӑнипе ҫеҫ, терӗ вара вӑл.

— Ну, — терӗ Тимош, — ан тив халь кам та пулин тупа тунине пӑсса пӑхтӑр! Аслӑ инженер юлташ, мӗн тума хушатӑр?

Пурсӑмӑр та Яшка ҫинелле ҫаврӑнса пӑхрӑмӑр: вӑл кӑшт шухӑшласа тӑчӗ.

— Чи малтанах ак мӗн тумалла, — терӗ вара вӑл. — Эпӗ халь ак ҫак тунката ҫине хӑпарса каятӑп та ҫав хуҫӑлчӑка касса тататӑп, эсир йӗри-тавра тӑрса тухӑр та ӳкес-тӑвас пулсан мана тытӑр.

Ҫапла турӑмӑр та. Яшка пушмакне хывса пӗр ҫӳллӗ тунката ҫине хӑпарма тытӑнчӗ, эпир ӑна хамӑр пӳ ҫитиччен хӑпарма пулӑшса тӑтӑмӑр. Касса хуҫнӑ тӗле ҫитсен вӑл сыхланса ҫеҫ тунката тӑрринче чӗркуҫленчӗ те унтан ҫавӑн пекех сыхланса кукленсе ларчӗ. Эпир аялта пурсӑмӑр та пӗр кана сывлӑш ҫавӑрмасӑр пӑхса тӑтӑмӑр. Лайӑх вырнаҫса ҫитсен Яшка пурттине илсе пама хушрӗ. Эпир мӗнле сиккелесен те ун патне пӳ ҫитереймерӗмӗр. Вара эпӗ тункатана алӑпа тӗреклесе тӑтӑм, Тимош ман хулпуҫҫи ҫине хӑпарчӗ. Хӑрах аллине пуртӑ тытнӑ Яшка йывӑҫа каса та пуҫларӗ. Пӗр пилӗк минут иртсен каснӑ йывӑҫ йӑтӑнса та ӳкрӗ. Кӑмӑлӗ тулнӑ аслӑ инженер ҫӳлтен савӑнӑҫлӑн анчӗ.

Эпир ку йывӑҫа хатӗрлесе ӗҫе кӗртме тытӑнтӑмӑр. Вӑл ӗҫ йывӑр та кӑткӑс иккенне шухӑшламан та эпӗ. Каснӑ чух йывӑҫ пӗр май усӑнса тӑнипе пӑчка хӗссе тӑчӗ, касма ҫӑмӑл пултӑр тесе савӑл пекки хурса ҫӗклетсе тӑтӑмӑр.

Турачӗсем те пуртӑпа мӗн чухлӗ ҫапсан та татӑласшӑнах мар. Ура айӗнче туллиех ҫатӑрка, ҫӳрессе те эпир пӗрмай такӑнкаласа ҫӳрерӗмӗр. Пур енче те пиншер турат халь-халь е куҫа чиксе шӑтарас пек, е тумтире ҫаклатса ҫурас пек тӑраткаланса тӑрать. Ҫӳлтен тата ӗнсе хыҫне хыр йӗппи тӑкӑнать.

Хӗрелнӗ хӗвел йывӑҫсен хыҫне пытанма васкатчӗ ӗнтӗ, эпир ҫапах та вунтӑваттӑмӗш пӗренене ҫеҫ шыв хӗррине ҫитерме пултартӑмӑр.

Толя пӗлӗт ҫине пӑхса илчӗ те:
— Ачасем, хӗвел анать вӗт! — терӗ.

— Вӑт каларӑн та! — терӗ Оська. — Мӗн вара? Вунтӑватӑ пӗренепех киле таврӑнмалла-и?

— Епле таврӑнмалла? Эпир тупа тунӑ вӗт? — пӑшӑрханчӗ Тимош та. — Юрамасть апла! Кунтах вут хурӑпӑр та ҫӗр каҫӑпӑр. Ҫапла-и, ачасем?

— Килте пӑшӑрханӗҫ ӗнтӗ эпир ӑҫта ҫухалнӑ тесе, — хушрӗ Андрей.

Мӗн тӑвасса Оська часах шухӑшласа тупрӗ.

— Пӑшӑрханмалли те ҫук: пӗрне хулана ярӑпӑр, ан тив вӑл эпир ӑҫта иккенне килтисене пӗлтертӗр, ыттисем вара ҫакӑнтах юлса пуҫланӑ ӗҫе туса пӗтерӗҫ.

Пурсӑмӑр та ҫапла килӗшрӗмӗр. Анчах станцине ҫитме ултӑ километр. Яра куна пӗтӗмпех йывӑр ӗҫленӗ хыҫҫӑн никамӑн та унталла утас килмест. Каллех шӑпа ярас терӗмӗр, Оська каллех билетсем чӗрке пуҫларӗ. Ун патне сасартӑк Сашка пычӗ те, кӑштах чӗнмесӗр тӑнӑ хыҫҫӑн:
— Оська, нимӗнле шӑпа та кирлӗ мар. Эпӗ шӑпа ямасӑрах каятӑп, — терӗ.

Яшка аллине сулчӗ:

— Ан хӑтлан, чарлан! Сана ҫул ҫинче шапасем ҫисе ярӗҫ.

— Пурпӗрех каятӑп эпӗ, — терӗ лешӗ.

Оська пӑртак шухӑшласа тӑчӗ. Ҫак кун хушшинче шурса пӗтсе кайнӑ Сашка ун умӗнче кӗтсе тӑчӗ.

— Юрӗ, кай эппин! — терӗ Оська.

— Акӑ! Тӗрӗс те! — мухтарӗ Тимош. — Итле-ха, Ивушкин, эсӗ ҫулпа ан кай, вӑрман сукмакӗсемпе тӳрех ут, унтан кайсан ҫывӑхрах. Пирвайхи сукмака тухсассӑн, сылтӑмалла пӑрӑн. Эпӗ сана халех план ӳкерсе парам-ха. Икӗ километр ҫывӑхрах пулать. Юрӗ-и? Пирӗн хамӑрӑн та килнӗ чухнех ҫапла килмеллеччӗ иккен, анчах малтан аса илеймерӗм эпӗ.

Поезд талӑкра пӗр хут ҫеҫ Энскине каясса пӗлеттӗмӗр эпир, анчах Раздольене вӑл хӑҫан килессе никам та тӗрӗссипе пӗлмерӗ. Ҫавӑнпа Тимош планне илсессӗнех Сашка тухса кайрӗ.

Шыв хӗрринчи сӑрт ҫинче эпир вут хутӑмӑр, ҫӗрулми пӗҫерсе ҫирӗмӗр те канма шутларӑмӑр, хӑшӗ выртрӗ, хӑшӗ вӗтӗ хулӑпа курӑкран сарнӑ вырӑн ҫинче ларса тӑчӗ.

Сӗм-тӗттӗм пулса тӑчӗ, уйӑх тухманччӗ-ха. Хамӑр таврашри армак-чармак туратсем ҫеҫ вутпа ҫуталнӑ тӗттӗмлӗхре хӗрелсе курӑнчӗҫ. Вӗсем ҫине ӳкнӗ ҫутӑ пӗрмай чӗтренсе те хускалса тӑнипе туратсене такам сиккелентернӗ пек туйӑнчӗ.

Тӗттӗмелле пӑхсассӑнах, вӑрманта кӑштӑртатнӑ сасӑ е шыв шӑмпӑлтатса юхнине илтсенех эпир шӑплантӑмӑр.

— Мӗн чухлӗ халӑх вилнӗ ҫак вӑрманта! — терӗ акӑ Толя.

Пурсӑмӑр та вут патнерех кӗпӗрленсе тӑтӑмӑр. Чӗркуҫҫисене аллисемпе ҫавӑрса тытнӑ Андрей сулахай енне тинкерчӗ те унтан ҫап-ҫаврака чарӑлнӑ куҫӗсемпе пирӗн ҫине ҫаврӑнса пӑхрӗ:

— Юлташсем! Мӗн тейӗр-ха эсир… шӑпах ҫак вӑрманта диверсантсем пытанса ҫӳреҫҫӗ пулсан?

— Мӗн шухӑшласа кӑларатӑн эс?

— Ӑҫтан пулччӑр кунта ҫав диверсантсем?

— Акӑ ӑҫтан. Кунта ҫапӑҫу пынӑ. Вара, калӑпӑр, пӗр-пӗр фон Шмидт полковник хӑй патне фон Шульц лейтенанта чӗннӗ те: «Герр лейтенант фон Шульц, пирӗн кунтан чакса каймалла. Радиопередатчик илӗр те, вӑрманти пӗр сарӑмсӑр ҫӗр пӳрте пытанса ҫапӑҫу пӗтичченех ларӑр. Ҫакӑнта вырӑссем килсен каҫсерен хӑвӑр ҫӗр пӳртӗртен тухӑр та шпион ӗҫне, диверси ӗҫне тытӑнӑр».

— Аха! — терӗ Тимош. — Тен ҫав фон Шульц лейтенант халӗ ҫав ӳкерсе хунӑ йывӑҫсен хушшинчен пире пӑхкаласа тӑрать пуль.

— Мӗнех иккен, тем те пулма пултарать, — терӗ Оська. — Эпӗ акӑ, сӑмахран, ачасем хӑйсем темиҫе диверсант тытнине пӗлетӗп. Икӗ хӗрачана уншӑн награда та панӑ.

Вара вӑл диверсантсем ҫинчен пире темиҫе истори кала-кала кӑтартрӗ.

Оська хыҫҫӑн Андрей калама тытӑнчӗ, унтан Тимош та каларӗ.

Хӗрелнӗ пысӑк уйӑх чӑрӑш тӑррисем ҫийӗн шуса тухрӗ те унӑн мӗлки шыв ҫине ӳкрӗ. Кӑвайтран кӑмрӑк ҫеҫ амаланса тӑрать, текех турат пухма та хӑякан ҫук.

Тимош кӑшт маларах ӳпӗнчӗ те чӗтрекен сасӑпа:
— …Сасартӑк курать акӑ, склеп алӑкӗ уҫӑлать, унтан пӗри тухать, тепри тухать… — тет.

Завенабӑн сывлӑшӗ пӳлӗнет те калама чарӑнать. Эпир ниҫта хускалмасӑр ларатпӑр, ҫаврӑнса пӑхма та хӑратпӑр. Шӑпах ҫак самантра хамӑртан инҫе те мар темле тӗлӗнмелле апчхулатни илтӗнчӗ:

— Апчху!

Эпир ӗнтӗ сывлайми те пултӑмӑр.

— Апчху! — тепре те илтӗнчӗ ҫав сасӑ. Андрей чӗркуҫленчӗ, мӑйне тӑсрӗ:

— Илтетӗр-и?

Тимош тӑватӑ уран тӑчӗ.

— Такам апчху тӑвать!..

Иккӗш те вӗсем сӑрт тӑрӑх шуса хӑпарчӗҫ, тӗттӗме тинкерсе пӑхса шӑпланчӗҫ, унтан сасартӑк каялла, кӑвайт патнех тапса сикрӗҫ.

— Темле ҫын! — пӑшӑлтатрӗ Андрей хӑрушӑ сасӑпа.

— Ӑҫта ҫын?

— Мӗнле ҫын?

— Лере, ҫаран ҫинче, ҫын пур. Тӳрех кунталла килет! Тепӗр самантран пирӗн пӗтӗм экспедици сыхланса ҫеҫ сӑрт хӗррипе хӑпарса пӑхрӗ.

Ҫултан ку енче пӗчӗк ҫаран пурччӗ, ҫавӑн урлӑ чӑнласах та пӗр ҫӳллӗ ҫын, хура пальтопа шӗлепке тӑхӑннӑскер, утса килетчӗ. Вӑл васкамасӑр утать, темӗн итлесе тӑнӑ пек час-часах чарӑнкалать.

— Ку енчи этем мар. Ҫапла вӗт? Пӑхӑр-ха, епле аташса ҫӳрет! — пӑшӑлтатрӗ Тимош.

Сӑрт ҫывӑхне ҫитсен вӑл каллех чарӑнса тӑчӗ. Пуҫне ҫавӑрса пӑхнӑ чухне унӑн шӗлепки айӗнчен куҫлӑхӗ йӑлтӑртатрӗ.

— Темӗн пӑхкалать-ха! Ай, ачасем, темӗн пӑхса ҫӳрет вӑл! — илтӗнчӗ хам ҫумранах.

Палламан ҫын сасартӑк пӑрӑнчӗ те ҫул ҫине тухрӗ. Кунта вара Тимош сӑрт ҫине тухса тӑнине асӑрхарӑм эпӗ, Андрей ӑна уринчен тытса тӑрать.

— Ухмах! Ӑҫта каятӑн? Мӗн тӑватӑн эс?!.

— Яр-ха! Сыхласа тӑмалла ӑна! Сыхламалла!.. Яр тетӗп. Завснаб сиксе тӑчӗ те палламан ҫын хыҫҫӑн чупрӗ. Уйӑх ҫутатнӑ ҫаран тӑрӑх чупрӗ вӑл, хӑй пӗшкӗнчӗ, тӗмсем хыҫне пытанкаласа пырать, хӑш чухне курӑк ҫинех ӳпне выртать. Анчах ун ҫулӗ ӑнмарӗ: палламан ҫын кӗтмен ҫӗртен ҫаврӑнса тӑчӗ, аяккинелле сиксе ӳкрӗ те чарӑнчӗ, Тимош вара унтан темиҫе утӑм аякра мулкач пек лӑпчӑнса тӑчӗ.

Ни чӗрӗ, ни вилӗ выртатпӑр эпир.

Акӑ палламан ҫын темӗн каларӗ.

Завснаб пырас килмен ҫӗртен тенӗ пек майӗпен кӑна ун патнелле пычӗ, тем ҫинчен калаҫрӗ те хамӑр паталла вӗҫтерсе ҫитрӗ.

— Станци ӑҫта тет! — пӑшӑлтатрӗ вӑл сӑрт ҫинчен шуса аннӑ май.

— Мӗнле станци?

— Чугун ҫул станцийӗ.

— Эсӗ вара?

— Хам та ҫавӑнта каятӑп терӗм. Ачасемпе ҫеҫ сывпуллашам терӗм.

— Эс чакрӑн-и! Мӗншӗн?

— Вӑл ан кайтӑр тесе. Пӗлетӗр-и? Эпӗ ӑна сӑмахласа чарса тӑратӑп. Эсир вӑрттӑн пырӑр та пур енчен те ӑна хупӑрласа илӗр.

— Питӗ лайӑх!

— Ҫапла тӑвӑпӑр та!

— Ан калӑр-ха эсир «Ҫапла тӑвӑпӑр» тӗсе! — терӗ Яшка. — Енчен вӑл чипер ҫынах пулсан?

— «Чипер!» Пит чипер ӗнтӗ! Куртӑр-и, вӑл манран епле хӑраса ӳкрӗ?

— Сан патна вӑрттӑн шуса пыракан пулсан хӑвӑн та сехрӳ хӑпса тухӗ.

— Станцийӗ вара! Мӗншӗн ӑна станци кирлӗ? Поезд халь ыранччен те пулмасть.

— Докуменчӗсене тӗрӗслемелле те — ӗҫӗ те пӗтрӗ! — терӗ Анатолий.

— Апла тетӗн-ха! Вӑл сана пуҫӑнтан яра парӗ те — пӗтрӗн вӗт вара!

— Акӑ мӗн тӑвӑпӑр! — терӗ Оська. — Ачасем, ытла ан пӑлханӑр. Вӑл чипер ҫынах пулӗ-ха, тен тата… хӑвӑрах пӗлетӗр ӗнтӗ кам пулма пултарасса. Ӑна станци ӑҫтине кӑтартма юрамасть. Унта халь телефонистпа дежурнӑйран урӑх никам та ҫук. Ак мӗнле тӑвӑпӑр: Тимош ӑна станцине ертсе кайӑп тетӗр, хӑй ӑна каялла ертсе кайӗ, Пичужка ялӗ патнелле тейӗпӗр-и? Эпир хыҫалтан курӑнмасӑр пырӑпӑр. Кирлех пулсан пулӑшма та пултарӑпӑр. Пичужкӑна ҫитсен поселковӑй совет аллине парӑпӑр. Унта тӗрӗслӗҫ те докуменчӗсене…

— Вӑл диверсант пулмасан вара?

— Мӗнех вара! Шпион ирӗкре ҫӳриччен чипер ҫын виҫӗ километр ытларах кайтӑр.

— Ку тӗрӗс те! Диверсантах ӗнтӗ! Пӑхма хӑрушӑ хӑй. Сасси ҫӑрӑлтатать… Чипер юлӑр, ачасем! Мӗн те пулин пулсан… Юрӗ ӗнтӗ… Эх!..

Тимош сывласа илчӗ те чупа пачӗ.

— Пурттӑрсене илӗр, пӑчӑкӑсене пытарӑр! Командӑсӑр тухмалла мар! — пӑшӑлтатса хушрӗ Оська.

Алӑсене пуртӑ илсен эпир каллех сӑрт хӗррипе пӑхса выртрӑмӑр.

— Кайрӑмӑр, мучи. Эпӗ хатӗр! — терӗ Тимош.

Палламан ҫынпа пӗрле вӑрмана кӗрсе кайса пытанчӗ те вӑл.

— Хускалтӑмӑр! — хушрӗ председатель. Шукаласа та чупкаласа эпир ҫаран урлӑ каҫрӑмӑр. Йывӑҫсен хыҫӗнче пытанкаласа, тункатасем ҫине такӑна-такӑна ҫул тӑрӑх умлӑн-хыҫлӑн утрӑмӑр. Пурсӑмӑр та шӑпах. Пуртӑ ҫивчӗшӗсем кӑна вӑхӑт-вӑхӑт ҫуталкаласа илеҫҫӗ.

Малта пыракан завснаб курӑнмасть пире. Анчах вӑл юри ытла хытӑ калаҫса «диверсанта» тӗрлӗрен чӑкӑлтӑш ыйтусем парса пырать.

— Эсир, мучи, кунти ҫын мар-тӑр? Ҫапла-и? — инҫете илтӗнет сӗм вӑрманта унӑн сасси.

«Диверсант» ӑна мӗн калани илтӗнмест пире, ҫывхарма та хӑратпӑр: ура айӗнче турат хуҫӑлни илтӗнсех тӑрать.

— Епле-ха вӑл апла, эсир Энскран тетӗр те, хӑвӑр кунти вырӑна пӗлместӗр.

— Гу-гу-гу-гу… — илтӗнет ӑна хирӗҫ.

Часах эпир сулахай енне каякан тӗксӗм сукмакпа пӑрӑнтӑмӑр.

Пилӗк метртан нимӗн курӑнмасть те, йывӑҫсен хыҫне пытанма та кирлӗ марччӗ ӗнтӗ. Ура айӗнче турат та ҫатӑртатми пулчӗ. Халь ӗнтӗ Тимошпа «диверсант» патне ҫывхарма та пулать.

Тимош пайтах чӗнмесӗр утрӗ. Унтан чарӑнкаласа йӗрӗннӗрех сасӑпа:

— Апла эсир, пичче… Свердловскинчен килни нумай пулмасть тетӗр-и-ха? Интересно, ӑҫта вара ҫав Свердловск?

Эпир тинех палламан ҫын сассине илтрӗмӗр:

— Уралта. Халиччен санӑн ҫавна пӗлмелле ӗнтӗ.

Ҫак шалтан тухакан сасса эпӗ таҫта илтнӗ пек туйса илтӗм. Кӗнекесенче, нумай ҫӗрте ҫавӑн пек иккӗлентерекен палламан геройсем тӗл пулаҫҫӗ, вӗсене сассинчен ҫеҫ паллаҫҫӗ, ун пек чух вара мӗн те пулин тӗлӗнмелли пулса тухатех. Ун сассине илтнипе ман ура та тайӑла пуҫларӗ. Ҫинчен тата Оська та темшӗн мана хулран тытса хыттӑн хӗсрӗ.

— Н-нда!.. — терӗ Тимош. — Прейхен зи дойч?

— «Прейхен зи дойч» мар, «шпрехен зи дойч» темелле! — каласа хучӗ «диверсант».

— Чимӗр-ха, — шӑппӑн пӑшӑлтатрӗ председатель. — Юлташсем, пӗлетӗр-и эси… Сасси унӑн питӗ лайӑх палланӑ ҫыннӑнни пек!

— Чӑнах-и?

— Камӑн сасси пек?

— Тен йӑнӑшатӑп та пуль эпӗ, анчах сасси вара… вӑл пирӗнпе юнашар пурӑнаканӑнни пек.

— Инженерӑн-и? — ҫинчех асӑма илтӗм эпӗ. Оська ҫавӑнни пек тесе пуҫне сулчӗ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн пайтах эпир чӗнмесӗр утрӑмӑр, Тимошпа палламан ҫын калаҫнине итлесе пытӑмӑр, палламан ҫын Тимошпа пӗрле салху калаҫса пычӗ. Вал Пичужкӑна кайнӑ иккен, унта лесопилка хамӑрӑн культура ҫуртне тума хӑма ҫурнӑ, хӑми питӗ лайӑх иккен те усси вара питӗ сахал; турттарса килме транспорт ҫитмест.

Тимош тепӗр майпа та палламан ҫынна тытасшӑнччӗ.

— Тӗлӗнмелле! — терӗ вӑл. — Пур строительствӑра та снабжени пайӗ пулать, эсир хӑвӑрах хӑма илме ҫӳретӗр.

— Снабженецсем хӑҫан командировкӑран таврӑнасса кӗтсе тӑраймастӑп эпӗ, — тесе тавӑрчӗ инженер.

Тимош урӑхран ыйтса пӗлми пулчӗ. Вӑл та пӗтӗмпех ӑнланчӗ пулмалла та салхуланчӗ.

— Ҫаклантӑмӑр! — ассӑн сывларӗ Яшка. Эпӗ председатель хулӗнчен тытрӑм.

— Оська, мӗн унта эсӗ!.. Тыт та кала ӑна!

— Мӗн тейӗп ӗнтӗ ӑна. Эсӗ асна кӑна ил, мӗн калӑп ӑна эпӗ! Икӗ километр та иртрӗмӗр-ҫке!

Вӑрман витӗр тухрӑмӑр. Уйах ҫутатнипе тӗтреллӗ пек курӑнакан уй-хир саралса выртать. Оська кӳрши пирӗн енне ҫаврӑнса пӑхсассӑнах эпир ун хыҫҫӑн пынине асӑрханӑ пулӗччӗ вӑл. Анчах ун ҫинчен халь никам та шухӑш тытмарӗ. Эпир хамӑр пуртӑсемпех, мӑшкӑл курнипе вӑтанса, аран ура шутарса пыратпӑр.

Тимош инженерпе юнашарах пӗр калаҫмасӑр утатчӗ-ха. Унтан вӑл хӑйпе пӗрле пыракантан кӑштах юлкала пуҫларӗ. Акӑ вӑл чарӑнчӗ… Акӑ шӑппӑн-шӑппӑн каялла чака пуҫларӗ вӑл… Апла ан пултӑр! Инженер ҫаврӑнса та пӑхрӗ.

— Мӗн эсир? — тесе ыйтрӗ вӑл хулӑн сасӑпа.

Ҫул варринче тӑракан завснаб аллисемпе ҫапкаланкаласа пӗр самах чӗнмест.

— Мӗн пулчӗ унта сирӗн?

— Мучиҫӗм!.. Мучи, эпӗ сире урӑх ҫӗре ертсе кайрӑм, — уҫӑ сасӑпа пӗлтерчӗ завснаб.

— Епле урӑх ҫӗре?..

— Эпӗ… Эп пӗлмесӗр ертсе килтӗм. Эпир сире иккӗленмелли ҫын пуль терӗмӗр те урӑх ҫӗре ертсе килтӗмӗр.

— Ҫук чун! Аташрӑм тесе кала та, ӗҫӗ те пӗтрӗ, — мӑкӑртатрӗ Андрей.

Хӑяккӑн-хӑяккӑн утса, е каялла чакса завснаб пирӗн пата ҫитрӗ.

— Ачасем! Пӗлетӗр-и, мӗнле инкек пулса тухрӗ… — тесе пуҫланӑччӗ ҫеҫ вӑл:
— Пӗлетпӗр. Ан шарла! — пӳлчӗ ӑна Яшка.
Инженер хамӑр паталла ҫывхарнине пурсӑмӑр та куртӑмӑр.

— Тем каларӑр эсир, ӑнланмарӑм, — кӗрлет унӑн хулӑн сасси: — «таҫта ертсе кӗтӗмӗр», тетӗр, «иккӗлентерекен ҫын» тетӗр…  — Мӗн пулса тухать-ха капла…

Вӑл пирӗн умма ҫитес умӗн пӑрӑнчӗ те куҫлӑхӗ витӗр пирӗн пуртӑллӑ команда ҫине пӑхса тӑчӗ.

Яшка Оськӑна малалла тӗксе кӑларчӗ.

Аллине пуртӑ тытнӑ председатель инженер умӗнче кӑштах чӗнмесӗр тӑчӗ, унтан тин:
— Сывлӑх сунатӑп, Ковчегов юлташ… — терӗ.

— Хӑ-вӑра су-натӑп! — сыхланса ҫеҫ сӑмах хушрӗ инженер.

— Ковчегов юлташ, эсир мана паллаймарӑр-и? Эпӗ Димин Оська… Сирӗнпе пӗр хваттертех пурӑнатӑп… Ковчегов юлташ, эпир сирӗн умӑрта айӑпа кӗтӗмӗр, кунта пысӑк йӑнӑш пулчӗ, айӑп ан тӑвӑр ӗнтӗ. Эпир…

Оська мӗн пулса иртни ҫинчен темӗн-темӗн каласа кӑтартрӗ. Ковчегов инженер ҫав яхӑнта пӗр сӑмах та чӗнмерӗ. Вӑл ҫӳллӗ, ӳпӗнерех панӑскер, аллисене пальто кӗсйине чикнӗ те пӗчӗк Оська ҫине ҫӳлтен аялалла пӑхать. Председатель хӑйӗн ӑнлантарас ӗҫне пӗтерсен те инженер нимӗн те чӗнмерӗ. Вӑл пальто тӳммисене вӗҫертрӗ, таҫти кӗсйинчен пысӑк сехетне кӑларчӗ, сехечӗ епле ӗҫленине итлерӗ те темӗнччен циферблачӗ ҫине пӑхса тӑчӗ.

— Ним латти те ҫук! — терӗ вӑл майӗпен ҫеҫ, сехетне чиксе. — Ним латти те ҫук!

— Ковчегов юлташ, эпир вӗт… чӑнах калатӑп, ашкӑннипе мар! — терӗ Тимош. — Ак халӗ эпир пурсӑмӑр та сире станцие ҫити ӑсатӑпӑр. Килӗшетпӗр-и, ачасем?

Инженер васкамасӑр тӳммисене ҫаклатрӗ.

— Станци инҫе-и кунтан? — ыйтрӗ вӑл никам ҫине пӑхмасӑр.

— Ҫук, Ковчегов юлташ, ытла инҫе темелли те ҫук. Чи малтанхи хут сирӗнпе тӗл пулнӑ вырӑнтан ултӑ километр пулма кирлӗ, кунтан вара — саккӑр пулать, ну, саккӑртан кӑшт ытларах тейӗпӗр.

— Поездран юлтӑм ӗнтӗ! Халь тӑхӑр сехет иртнӗ.

— Поезда эсир ахаль те ӗлкӗрейместӗрччӗ. Вӑл ҫичӗ сехетре каятчӗ пулас-ха.

— Вуннӑ та пиллӗкре каять.

Шӑплантӑмӑр. Хытӑрах чупса кайсан тен ӗлкӗрме те пулать-ха, терӗ Тимош. Анчах инженер ӑна калас вырӑнне хулӑн сасӑпа мӗкӗрсе ҫеҫ илчӗ:

— Ӑҫта кунта Пичужкӑна каймалли ҫул?

— Ҫакӑ ҫул Пячужкӑна илсе пырать те, — терӗмӗр ӑна эпир. Ковчегов аллисене кӗсйине чикрӗ.

— Ним латти те ҫук! — Янратрӗ вӑл куҫлӑх витӗр ҫӗрелле пӑхса. — Ним латти те ҫук! Пурӑнса курнӑ ҫынран кулатӑр. — Вара Пичужка еннелле урисемпе таклаттарса утса кайрӗ.

Пӗр вӑхӑта эпир ун хыҫҫӑн пӑхса юлтӑмӑр. Пурсӑмӑр та салхуччӗ ӗнтӗ эпир. Тимош хӑй картусне е ӗнси ҫинерех шутарса лартать, е ҫамки ҫинелле куҫарать. Оська, пӳрнисене хуҫлантарса, тарӑн шухӑша кайса тӑрать. Сасартӑк вӑл тӳп-тӳрӗ пулса тӑчӗ, пирӗн ҫине пӑхса илчӗ те ҫӑварне темшӗн уҫса хупрӗ, унтан кӗске дистанцие чупакан пек пӗшкӗнсе ӳпӗнчӗ те инженер хыҫҫӑн чупрӗ.

Ун хыҫҫӑн эпир нумайччен тинкерсе пӑхса тӑтӑмӑр, хамӑр председатель Ковчеговпа мӗн ҫинчен калаҫать-ши терӗмӗр.

Тинех акӑ Оська каялла таврӑннине куртӑмӑр, пӗччен те мар вӑл, ун хыҫҫӑн инженер пырать.

Оська хальхи пек хавасланнине эпӗ нихҫан та курманччӗ.

— Акӑ пулчӗ те! Эпӗ мӗн кирлине турӑм. Ковчегов юлташ пирӗнпе сулӑпа каять те хулана ыранхи поездран маларах ҫитет.

Пурте калама ҫук савӑнтӑмӑр. Пурсӑмӑр та председателе мухтарӑмӑр. Пӗр инженер кӑна салхуланчӗ.

— Мм! Мӗнле сулӑ вара? Унпа хӑвӑртрах ҫитесси иккӗленмелли ӗҫ-ха вӑл.

Эпир пурсӑмӑр та сулӑсене мухтама тытӑнтӑмӑр, хулана вӗсемпе пӗр самантра ҫитетпӗр терӗмӗр, калӑн ҫав ӗнтӗ вӑл сулӑ та мар, хӑвӑрт каякан глиссер тесе. Инженер шухӑшласа тӑчӗ, мӑкӑртатрӗ, «урӑх нимӗн тума та ҫук ӗнтӗ», терӗ.

Тимошпа Андрей вут хума тесе малтан чупса кайрӗҫ, эпир ӗнтӗ Ковчегова хупӑрласа илсе, пӗр-пӗр халапри принцӑн свити пек ӑна ертсе, хамӑр чарӑннӑ вырӑна илсе кайрӑмӑр. Яшка хӑйӗн прожекторӗпе ҫул тӑрӑх инженер ури айнех ҫутатса пычӗ.

Кӑвайт патне ҫитсен инженер хӑй валли хатӗрлесе хунӑ вырӑна тӗплӗн пӑхса тухрӗ те вара тин ун ҫине ларчӗ. Эпир ӑна лайӑх пӑхасшӑн тем пек тӑрӑшрӑмӑр: Тимош ун валли куркапа вӗретнӗ чей лартса пачӗ, Андрей ун умне кӗл ӑшӗнче пӗҫернӗ пӗр вунӑ ҫӗрулми хаҫатпа тасатса хучӗ, эпӗ икӗ хӑяр хутӑм. Ковчегов юлташ кӗсйинчен пӗр ҫаврӑм кӑларчӗ, унта унӑн ҫу сӗрнӗ виҫӗ бутерброд пурччӗ, пӗрне хӑй илчӗ, иккӗшне Оськӑна тӑсса пачӗ.

— Хӑна пулӑр. Мӗн пуррипе пур пулар.

Эпир ӑна тав турӑмӑр, тутанса пӑхас темерӗмӗр. Апатланнӑ хыҫҫӑн Ковчегов шӗлепкине хыврӗ, шарӑхне пуҫ айне хучӗ, вут енне ҫурӑмпа ҫаврӑнса выртрӗ.

Эпир мӑштах лартӑмӑр, пӗр вӑхӑта инженер ҫывӑрать-и, ҫывӑрмасть-и, ҫавна та пӗлеймерӗмӗр. Вӑл ыйхӑланӑччӗ те пулас, унтан сасартӑк хыттӑн: «Мурӗ пӗлет-и темӗнне!» тесе каласа хучӗ. Тата кӑшт хӑрлаттарчӗ те: «формализм!» тесе ятлаҫрӗ.

Тинех эпир вӑл тӗлӗкпе ҫапла каланине туйса илтӗмӗр. Оська пӗр еннелле шуса кайрӗ те пире кӑчӑк туртрӗ.

— Лайӑх-и? — тесе пӑшӑлтатрӗ вӑл.

— Лайӑх!

— Ҫакӑ вӑл мӗн иккенне пӗлетӗр-и эсир, ачасем? — ыйтрӗ Андрей, кӑтартакан пӳрнине ҫӳлелле ҫӗклесе. — Халь вӑл пӗтӗмпех пирӗн ӗнтӗ.

Тӗрӗс! Халь ӑна, агитацилесе ҫавӑрасси кӑна юлчӗ… Оська, эсӗ ирпе ирех яра пар хӑвӑн агитацине, эпир ӗҫлӗпӗр.

Анчах председатель пирӗн ӑна хулана ҫитсен ҫеҫ, инженерӑн кӑмӑлӗ уҫӑлсан тин, агитаци тӑвӑп, терӗ.

Эпир ҫывӑрасшӑн пулмарӑмӑр, шурӑмпуҫ килсенех ӗҫе тытӑнӑпӑр терӗмӗр. Шурӑмпуҫ хӑпаратчӗ ӗнтӗ. Тӳпе хамӑр тӗлте тӗттӗмччӗ-ха, ҫӑлтӑрсем ҫутататчӗҫ, хуркайӑк ҫулӗ курӑнатчӗ, тухӑҫран часах сенкер ҫутӑ ҫапа пуҫларӗ, ҫав тӗлти чӑрӑшсем пире питӗ лайӑх курӑнчӗҫ.

— Каллех ӑнӑҫмарӗ! — терӗ инженер хулӑн сасӑпа, хӑй тӗлӗкӗнче.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех