Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Петровсен ҫемье дневникӗнчен

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.06 21:29

Пуплевӗш: 244; Сӑмах: 1494

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Дневникре темиҫе листа ҫырмасӑр хӑварнӑ. Малалли ҫырӑвӗсене кӑранташпа ҫырнӑ, саспаллийӗсене кӗнеке ҫинчи пек тунӑ, вӗсем пысӑк те тӗрлӗ еннелле килпетсӗррӗн тайкаланса сапаланаҫҫӗ.

Мартӑн 17-мӗшӗ. Урра, Таня! Ҫыратӑп! Хамах!

Хамах! Хамах! Ҫыратӑп!

* * *

Ҫурҫӗр иртни икӗ сехет. Ирхине эсӗ эп ҫырса хӑртакаланине тӗрӗслӗн. Иккӗ, тархасшӑн, ан ларт. Эсӗ вӗсене капла та, пӗрремӗш класра вӗреннӗ чухнехи пекех, патакӑмсемпе ҫекӗлӗмсене пӗтӗм чунӑма хурсах тӑватӑп пулин те, пуянлӑх ҫӳпҫинчен пӗр чарӑнмасӑр юхса тӑнӑ евӗрех лартса тултартӑн ӗнтӗ. Лартсам мана пиллӗк, ман хаяр учителӗм! Ман питӗ те пиллӗк илес килет. Пӗрремӗш класра вӗренекен чи-чи начар ученик та хӑй патакӗсене алӑпа ҫырать, эпӗ вара вӗсене шӑлпа тӑватӑп-ҫке, эсӗ ҫакна ниепле те ӑнланасшӑн мар.

* * *

Савӑннипе йӗретӗп эпӗ. Пӗлӗсӗнччӗ, санӑн пӗрремӗш класс программи тӑрӑх кӑранташ чӑмла-чӑмла ҫырнӑ патакусемпе ҫекӗлӳсемшӗн лартнӑ иккӗсем вӗсем сахалтан та пӗрлештернӗ тӑватӑ пиллӗк тӗшне тӑраҫҫӗ. Санашкал пысӑк ӗҫне, тӳсӗмлӗхӳпе хастарлӑхна ахаль хакпа кӑна виҫме ниепле май ҫук.

Ытларах Ж, Щ, Ф саспаллисене ҫырма хӑнӑхмалла. Ҫакӑн пек ӗҫ сана: вӗсенчен кашнинех икҫӗршер йӗрке ҫыратӑн.

* * *

Мартӑн 20-мӗшӗ. Тепӗр икӗ уйӑхран йӗркеллех ҫырма пуҫлатӑп. Куҫпа янах ҫеҫ ан ыратчӑр. Тӗлӗнмелле, ҫыру йӗрки мӗнлерех пулӗ-ши?

Ӗнер хулара Боря Кулакова тӗл пултӑм. Ҫарти тусӑма! Авланнӑ. Хӗрачи ӳсет. Хӑй вара пӗрре те улӑшӑнман. Салтак пурнӑҫне аса илтӗмӗр. Боря ҫакнашкалах йӗркеллӗ ҫын тесе нихӑҫан та шутламанччӗ. Ахӑртнех, ман чӗрене хускатасшӑн мар пулчӗ, ҫак япала мӗнле пулса иртнине ыйтмарӗ. Адресне пачӗ. «Манран пулӑшу кирлӗ пулсан, — тет, — ан вӑтанса тӑр, чӗн». Пурӑнасса Хусанта пурӑнать. Пирӗн пата ӑнсӑртран килсе ҫакланнӑ, командировкӑна. Чӗн… Ҫук, Боря, чӗнмӗп.

Урӑхла ӗнтӗ эпӗ халь, сан тахҫанхи комсоргу. Ҫынсенчен ҫӳҫенекен пулнӑ. Темӗн арканчӗ пулмалла манра. Мӗнне хам та ӑнланмастӑп.

* * *

Чи йывӑрри вӑл — хӑв никама та кирлӗ маррине пӗлсе тӑни. Алла ҫухатни, операцисен тамӑкӗсене тӳссе ирттерни — кусем пит хӑрушах мар-ха. Вӑй-хал тапса вӗренӗ чух пурнӑҫ тулашӗнче юлни, эсӗ хӑв обществӑна кирлӗ маррине туйни — акӑ хӑшӗ вӑл этем тӳпине ӳкнӗ чи-чи хаяр тӗрӗслӳ.

* * *

Тус-йышсен ҫырӑвӗнчен. …тата ҫакна пӗлтеретпӗр сана — пирӗн коммунизмла ӗҫлекен бригада кашни сменӑрах планран ирттерсе пӗр норма парать. Эпир тӑххӑрӑн, пирӗн чӗресенче эсӗ вуннӑмӗш. Ҫук, сӳнмен сан шахтер лампи! Эсӗ поселока пурӑнма таврӑнманнишӗн пурсӑмӑр та питӗ шеллетпӗр. Ӑна халь паллама та ҫук ӗнтӗ. Ҫулла йӑлтах йывӑҫ айӗнче вӑл. Эсӗ хунавсем пирки панӑ канаш питӗ вырӑнлӑ пулчӗ. Леш тип ҫырмаран ултӑ пин тӗп куҫарса лартрӑмӑр. Тепӗр хут аса илтеретпӗр: кӑмӑлу пур-тӑк — кала, иксӗре те самантрах куҫарса килетпӗр. Хваттер пирки сӑмах та ҫук, мӗнли кирлӗ, ҫавӑн пеккине илме пултаратӑн.

* * *

Лешӗ, тен, йӑнӑшчӗ вӑл. Тен, Николайпа Рафиках тӗрӗс калаҫҫӗ? Ҫук, ҫук, ҫук… Ҫапӑҫӑва кӗрекенсене аманнӑ ҫын яланах сехӗрлентерет, кӑмӑлӗсене пӑсать.

* * *

Мартӑн 27-мӗшӗ. Мӗн хистенӗ-ха мана трансформатора чарса лартма? Ку хӑрушшине эпӗ пӗлнӗ-ҫке.

Мур пӗлет-и мӗнне… Чупса пынӑ чух эпӗ ним ҫинчен те шутламан. Куҫ умӗнче пурӗ те лере, лавӑра ӗҫлекен ачасен сӑн-пичӗсем кӑна ҫиҫсе тӑчӗҫ…

Мӗнре-ши вӑл пурнӑҫ пӗлтерӗшӗ? Мӗн чухлӗ пуҫ ватман-ши этем ку ыйтупа! Ҫакӑн пирки калаҫнисене аса илетӗп те, питӗ кулӑшла пек туйӑнаҫҫӗ вӗсем. Ӗҫе тӗп вырӑна хумасан, мӗн калаҫӑвӗ пулма пултарӗ-ши ӗнтӗ? Куллен, ялан тӑвакан чӑн-чӑн ӗҫе. Ҫак тивӗҫе туртса ил ҫынран — пурнӑҫӑн мӗнпур илемӗпе ырлӑхӗ пӗтсе те ларӗҫ.

* * *

Мартӑн 30-мӗшӗ. Мускавра тухакан «В мире книг» журнал вулакансене килти библиотекӑсем пирки хӑйсен шухӑш-кӑмӑлне каласа пама сӗнет. Хӑтланса пӑхсан мӗнле-ши? Опычӗ ман пысӑк мар, библиотеки те ҫавнашкал кӑна темелле, анчах хӑш-пӗр ҫынсен кун пекки те ҫук-ҫке.

* * *

Тӗлӗкре эпӗ хама нихӑҫан та алӑсӑр курман. Темӗн ҫитмен пекки пур-ха, яланах ҫапла, анчах мӗскерри паллӑ мар. Паян волейболла вылянӑ. Мӗнлерех кӑна панӑ-ха! Пурте тӗлӗнсе ахлатаҫҫӗ. Вӑранса кайрӑм та — ҫамка ҫинче ман сивӗ тар, пуҫра вара ҫав ыйтӑвах: ну, йӗплӗ те иккен эсӗ, пурнӑҫ, пур енчен те чиккелетӗн…

* * *

Тӗлӗнмелле кунӑҫлӑ та ӑслӑ, ансат та ҫепӗҫ тӑвӑннӑ-ҫке алӑпа тытса усӑ курмалли япаласем. Ҫав тери, ҫав тери ӑслӑ та ансат. Ҫавӑнпа мар-и алӑ пур чух ҫӑкӑн ҫинчен пит шутласах та тӑмастӑн. Этем вара ӗмӗрсем хушши туптаннӑ ҫак хӑнӑхусенчен те вӑйлӑрах.

Акӑ ҫыру. Ӑна ҫырма, паллах ӗнтӗ, ҫӑмӑл пулмарӗ, анчах юлашкинчен кӑранташа ҫыртса лартнӑ шӑлсем пурпӗрех хӑйсен ӗҫне турӗҫ-турӗҫех, алла улӑштарчӗҫ. Ҫыру йӗркин механики вара пушшех тӗлӗнмелле те пушшех ӑнланмалла мар. Техникумра вӗреннӗ чух алӑпа ҫырнисемпе халь шӑлпа ҫыртса ҫырнисене танлаштарса пӑхатӑп та — ним уйрӑмлӑхӗ те ҫук.

Мӗн пулнӑ пулӗччӗ-ши эпӗ вилнӗ пулсан? Ҫаплах ак хӗвел ялкӑшса ҫутататчӗ ӗнтӗ, йывӑҫсем ҫулҫисемпе ҫатӑлтатса шавлатчӗҫ, радиопа ҫак юрӑсенех юрланӑ пулӗччӗҫ, пӳлӗме те ҫаках пулатчӗ… Таня вара?.. Хӑрушӑ? Паллах. Анчах чи хӑрушши — ҫӗр ҫинче манӑн йӗрӗм ҫукки.

* * *

Пурнӑҫшӑн вилӗм ҫук. Пурнӑҫ вилӗмсӗр. Анчах этем хӑй ӗмӗрӗнче нимӗн аваннине те, ним ыррине те тумасть пулсан, вӑл вилет. Чӑн-чӑн вилӗмпе, чи хӑрушшипе вилет.

Ҫӗре хӑй ӗҫӗпе илем кӳмен ҫын яланлӑхах ҫухалать, мӗншӗн тесен ун хыҫӗнчен пулас ӑру ӗҫӗ-хӗлӗпе ӑс-хакӑлӗнче пурӑнмалӑх нимӗн те юлмасть.

Таня тус-тантӑшӗн ҫуралнӑ кунне паллӑ турӑмӑр. Хӑнара пуртепе пӗрех ҫамрӑксемччӗ. Ӗҫрӗмӗр, ташларӑмӑр, юрларӑмӑр. Ҫавӑнтах лӗпӗш галстук ҫакнӑ, сӗлекине те лайӑххӑн шӑлма пултарайман пӗр шӗпӗн анекдотсем калама шут тытать. Черетпе кашнийӗнех пӗрер каласа кӑтартмалла, имӗш. Вара пуҫласа ячӗ хӗрарӑм пирки ниҫта юрӑхсӑр сӳпӗлтетӳ… хӑшӗ-пӗри ирӗксӗртен ихӗлтеткелесе те илет. Эпӗ чӑтаймарӑм, тӑтӑм… тӑхӑнтартса ярас тесех сулӑннӑччӗ ӗнтӗ… Каҫару ыйтма хушрӑм.

— Ан та хӳтӗле, пурте ҫавнашкал вӗсем! — тет ҫакскер, шӳтлешнӗ пек туса. Ним вӑтану-ҫӳҫенӳ те, нимле намӑс-симӗс те ҫук.

Эпир Таньӑпа каҫару ыйтрӑмӑр та тухса кайрӑмӑр. Ох, пӑлхантӑм та ҫавӑн чух. Пӑх-ха эс ӑна, тути ҫинчен амӑш сӗчӗ те кайса пӗтмен хӑйӗн, шухӑшӗсене вара мӗнле никӗслесшӗн! «Пурте…» Апла пулсан, сан хӑв аннӳ те, миллоншар ытти хӗрарӑмсем те ҫак шутах кӗреҫҫӗ, эппин?

Паян ҫав лӗпӗрти пирӗн пата килчӗ. Чӗркуҫленсе ларас патнех ҫитнӗ хӑй, каҫару ыйтать. Пирӗн пирки те, ытти ҫинчен те пӗлмен, имӗш. Чи кӑсӑкли — чӗререн тархаслать. Калаҫса кайрӑмӑр вара. Пӗтӗмпе илсен, ачи начарах мар пулмалла. Тӗрлӗ лӑпӑр-лапӑр итлесе тултарнӑ та хӑй пӗлӳлӗхӗпе вӗҫкӗнленме шут тытнӑ курӑнать…

* * *

Апрелӗн 13-мӗшӗ. Ҫуркунне!.. Ма тӗксӗм-ха ҫапах та? Ҫапла. Ҫулталӑк…

Алла ӗмӗрлӗхе ҫухатассине пӗлнӗ пулсан, чупса пынӑ пулӑттӑмччӗ-ши эпӗ унта?

Ун чух ман трансформатор сирпӗнсе кайнӑ хыҫҫӑн лавӑра ӗҫлекенсемпе мӗн пулассине пӗлмеллеччӗ. Йӗркеллех пулнӑ пулсан — кайма кирлӗ марччӗ, ҫук-тӑк — чупаттӑмччех.

* * *

Умра — пушлӑх, хыҫра — тӗпсӗр шӑтӑк… Ярса пусатӑн та ӳкетӗн. Чун-чӗре ыратӑвӗ — йывӑр, ҫав тери йывӑр чул, вӑл суран ыратӑвӗнчен нумай хаяртарах. Нивушлӗ ҫӗнтереймӗп вара?

Ҫапла, Серега, сӑмсуна усрӑн иккен — пӗтетӗн. Ун чухне нимӗнле «юр ҫинчи кӑвайт» та пулӑшаймӗ сана.

* * *

Апрелӗн 17-мӗшӗ. «Лӑпкӑ Дона» тепӗр хут вуласа тухрӑм. Дона та, чӑн-чӑн казаксене те нихӑҫан курман эп. Ҫапах та шанатӑп — ку вӑл пӗтӗмпех ҫапла пулнӑ. Хура хӗвел еплерех тата!

Ҫапла, ҫут тӗнчере куҫа шартарса ялтӑракан хӗвел кӑна мар иккен, тӗрли пулать-мӗн!

* * *

Турӑҫӑм, мӗнешкел сахал пӗлетӗп эпӗ! Халех, ним тӑхтаса тӑмасӑрах, хӗсес, улӑштарас пулать кун йӗркине. Интереслӗ, ҫыннӑн, пурӑнас тесен, мӗн чухлӗ ҫывӑрмалла-ши?

* * *

Сергей, аван мар кун пек! Эсӗ ҫырма вӗреннӗренпе эпӗ пырса та тӗкӗнейместӗп дневник ҫумне.

Эсӗ «ж» саспаллие ҫаплах чӑтма ҫук начар ҫыратӑн. Намӑс та мар-им сана?

* * *

Николай Гончаров килсе кайрӗ. Хваттере кӗчӗ те, сывлӑх сунас тесе, хӑнӑхнӑ йӑлипе аллине тӑсрӗ. Асне илсен, вӑтанса кайрӗ, мана кӑкӑрӗ ҫумне, ачана пӑчӑртанӑ пек, пӑчӑртаса хучӗ. Эх, Коля, Коля… Урӑх шахта ӗҫлеме куҫрӑн иккен. Рафик института кайнӑ, Игнатова ҫара илнӗ, шахта пуҫлӑхӗсем улшӑннӑ, — кӗскен каласан, йӑвамӑр йӑлтах тепӗр май ҫаврӑнса тӑнӑ. Мӗн чухлӗ ырӑ ӗҫе аса илмерӗмӗр эпир санпа, тусӑм! Вокзалта васкаварлӑн чуптурӑн та вакуналла тартӑн. Таня каларӗ, эсӗ йӗреттӗнччӗ, терӗ. Коля, нивушлӗ хӗрхенме шут тытнӑччӗ вара эсӗ? Эпӗ ӗненместӗп. Юлташа ҫакнашкал курма питӗ эрлӗклӗ маншӑн…

* * *

Апрелӗн 22-мӗшӗ. Урра! «В мире книг» журнал редакцинчен ответ килчӗ. Библиотека ҫинчен ҫырнӑ ман статьяна ҫырусене тишкерсе тухнӑ ҫӗрте усӑ курма палӑртнӑ. Апла-тӑк, пӗтмен-ха! Мӗнпе те пулин усӑ кӳме пултаратӑпах-ха ӗнтӗ!

* * *

Пӗр ҫынна тӗл пултӑм.

— Сан вырӑнта пулсан эпӗ ӗҫӗттӗм те ҫывӑрӑттӑм. Укҫа параҫҫӗ, тата мӗн кирлӗ! — тет вӑл мана.

Ниҫта юрӑхсӑр йӗрӗнчӗк! Хуйхӑра уншӑн пурӗ те пӗр эмел — эрех ҫеҫ.

* * *

Майӑн 1-мӗшӗ. Паян леш операцин шӑп та лӑп ҫулталӑкӗ… Ҫулталӑк… Мӗнле нумай вӑл! Ҫак куна нимле ӳсӗмсӗр палӑртатӑн пулсан, вӑл чӑннипех те асӑнтару кунӗ кӑна пулса юлма пултарать. Ун чух пӗтрӗн вара…

* * *

Ҫӗнӗ статья ҫырса пӗтертӗм. Питӗ вӑрӑм пулса тухрӗ вӑл. Ӑна кам та пулсан вулассине шутласа илетӗп те — чун шикленсе каять. Сасартӑк вӑл никама та кирлӗ мар. Эпӗ вара ҫынсен вӑхӑтне сая яратӑп…

Чӗрене пӗр пысӑк тема канӑҫ памасть. Ӑна ӑнланса илме ҫӑмӑл мар. Ун ҫинчен шухӑшламасӑр пурӑнма вара пушшех йывӑр. Пултарайӑн-ши? Тӑрӑшас пулать. Операци сӗтелӗ ҫинче чухнехи пек ҫырт та шӑлна, Серега, вара — малалла. Ан тапсам-ха, чӗреҫӗм, ҫакнашкалах хытӑ. Санӑн вӗт ҫакна пӗтӗмпех вӗр-ҫӗнӗрен тума тӳрӗ килет. Йывӑр пулӗ, малтанхинчен ним чухлӗ те ҫӑмӑл мар. Анчах ҫавӑн пек кирлӗ, ҫапла ҫеҫ…

* * *

Пӗрремӗш хут ҫуркуннене Таньӑпа иксӗмӗр пӗрле кӗтсе илетпӗр. Мӗн чухлӗ ӗмӗтленменччӗ-ши эпир ҫакна! Пирӗн ҫул ҫинче ҫар служби те пулнӑ ӗнтӗ, вӗренӳ те, больница та… Ҫулленех пулать ҫуркунне, эпир кашнинчех уйрӑмччӗ.

Салам сана, ҫуркунне!

Пурте эпир вилӗпӗр, вилӗмсӗр ҫын ҫук,
Ку пурне те паллӑ, ҫӗн япала мар.

Анчан эпир пурнатпӑр — йӗр хӑварма:
Ҫурт е сукмак, йывӑҫ е сӑмах.

Р. Гамзатов.

* * *

Сережа, пирӗн ача пулать…

* * *

Таня, Танечка, Танюша! Чунӑмҫӑм ман! Ылтӑнӑм! Курса тӑранайми хӗвелӗм эсӗ ман!..

* * *

Чи ҫывӑххи халӗ маншӑн Константин Симонов сӑвви:

Кӗт мана, эп таврӑнатӑп
Вилӗме ҫӗнтерсе…

Пуринчен ытла унӑн юлашки йӗркисем хаклӑ:

Вилӗме епле ҫӗнтернине
Иксӗмӗр ҫеҫ пӗлӗпӗр…

* * *

Ку кунсенче эпӗ савӑннипе вӗҫӗмсӗрех ӳсӗр пек ҫӳретӗп. Алӑсем ҫуккине те манса каятӑп. Ҫунатсем ӳссе ларчӗҫ те, вӗҫетӗп те вӗҫетӗп телейлӗ те чечеклӗ ҫӗр ҫийӗн ӑҫта-тӑр. Хӑш чух канӑҫсӑрлӑх пӗлӗчӗ те сике-сике тухать: пӗтӗмпех аван, йӗркеллӗ пулӗ-ши?

Мӗнлерех пулӑн-ши эсӗ, пӗлмен-палламан хаклӑ ҫыннӑм? Мӗн чухлӗ тӳссе, чӑтса ирттерме тиврӗ те, ҫавӑнпа пирӗн килӗмӗре ансат, ҫав вӑхӑтрах тата питӗ кӗтекен этем телейӗ шакканине ӗненес те килмест.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех