Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: XXIV

Пай: Лӑпкӑ Дон. 4-мӗш кӗнеке –> Ҫиччӗмӗш пайӗ

Автор: Аркадий Малов

Ҫӑлкуҫ: Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.

Хушнӑ: 2020.04.03 21:23

Пуплевӗш: 305; Сӑмах: 3300

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Хӑйӗн кил-йышӗпе пӗрле Латышев хуторӗнче эрне ҫурӑ хушши чиперех пурӑннӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич хӗрлисем Дон патӗнчен каялла чакни ҫинчен илтрӗ те васкасах килне кайма пуҫтарӑнчӗ. Хутора ҫитесси пилӗк ҫухрӑм пек юлсан, вӑл правуррӑн урапа ҫинчен сиксе анчӗ, каларӗ:

— Тӳсӗм пӗтрӗ уттарса килсе! Ак ҫак мур ӗнисене пулах юртӑпа кайма май килмест. Тем шуйттанӗ кирлӗччӗ вӗсене хамӑрпа сӗтӗрсе ҫӳрени? Дуняшка! Тӑрат-ха вӑкӑрсене! Ӗнесене ху урапунтан кӑкар та, эпӗ юрттарса каям часрах киле. Тен, халь унта кил-ҫуртран кӗл купи кӑна юлнӑ пулӗ…

Чӑтӑмӗ пӗтсе ҫитнипе чунӗ туллашма тытӑннӑскер, вӑл мӑнукӗсене хӑй урапи ҫинчен Дуняшкӑн аслӑ урапи ҫине куҫарса лартрӗ, унтан ытлашши япаласене кайса хучӗ те, пушӑ урапана хӑлтӑртаттарса, кӗсрене ланкашкаллӑ ҫулпа чуптарса кайрӗ. Лаша малтанхи ҫухрӑмрах чӑм тара ӳкрӗ: халиччен нихҫан та ӑна хуҫи ҫавнашкал хӗрхенменни пулманччӗ-ха: хальхинче акӑ ҫул тӑршшӗпех чӑпӑрккана алӑран ямасӑр хӳтерсе пычӗ.

— Ӳкерсе вӗлеретӗн-иҫ? Мӗн урса кайнӑ пек хӑвалатӑн? — урапа ӳречисенчен ҫатӑрласа тытрӗ Ильинична, хытӑ силленипе питне-куҫне ыратнӑ чухнехи пек пӗркелентерсе.

— Пӗрех вӑл ман масар ҫине пырса макӑрас ҫук… Ну-у-у, эсрел ами! Тарларӗ… Унта, тен, пӳртрен ҫунӑк кӑна юлнӑ… — ҫыртса лартнӑ шӑлӗсем хушшипе сӑрӑхтарчӗ Пантелей Прокофьевич.

Вӑл кӑлӑхах сехӗрленчӗ: пӳрчӗ чиперех ларать-мӗн, чӳречисене пурне те пекех ҫӗмӗрнӗ, алӑкӗ тӑпсинчен тухса сирпӗннӗ, стенасене пульӑсем шӑтара-шӑтара пӗтернӗ. Картишӗнче пур япала те юхӑнса-япӑхса ҫитнӗ майлӑ курӑнать. Лаша вити кӗтессине снаряд татса сирпӗтнӗ, иккӗмӗш снаряд, ҫӑл пурине ишӗлтерсе, пусӑ тарасине ҫурмалла хуҫса, тарӑн мар ҫаврака шӑтӑк алтса хӑварнӑ. Пантелей Прокофьевич тарса пурӑннӑ вӑрҫӑ, хӑй хыҫҫӑн хӑрушла арканчӑк йӗрсем хӑварса, хӑех унӑн килне ҫитсе кӗнӗ. Анчах хуторта вӑхӑтлӑха чарӑнса тӑнӑ Хопер казакӗсем хуҫалӑха унтан та ытларах сӑтӑр туса хӑварнӑ: выльӑх картин ҫатанӗсене йӑвантарса янӑ, ҫын кӗлетки ҫӳллӗш траншейӑсем чавнӑ; ытлашши ӗҫ туса чӑрманас мар тесе, кӗлет стенисене сӳтнӗ те пӗренисемпе траншейӑсен хӗррисене ҫирӗплетнӗ; чул хӳмене салатса тӑкса, пулеметпа пемелли бойница майлаштарнӑ; лашисене латти ҫук тирпейсӗррӗн пӑраха-пӑраха парса, ҫур капан утта сая янӑ; ҫатансене вутӑ вырӑнне ҫунтарнӑ, унтан тата пӗтӗм лаҫа лапӑртаса-шӑршлантарса хӑварнӑ…

Пӳртпе хуралтӑсене пӑхса ҫаврӑнсан, Пантелей Прокофьевич тӳрех пуҫне ярса тытрӗ. Ку хутӗнче вӑл ҫӗтернӗ-ҫухатнӑ япаласен хакне йӳнетсе кӑтартас йӑлине пӑхӑнаймарӗ. Шуйттан илесшӗ, хӑй ӗмӗр тӑршшӗпе асапланса ҫавӑрнӑ кил-ҫурт пирки вӑл ниме те тӑман, пӑсса тӑкма ҫеҫ кирлӗ пулнӑ тесе калаймасть-ҫке-ха ӗнтӗ? Кӗлет — сӑхман мар, ӑна тӑвас тесе сахал тӑкак курман.

— Пулман та тейӗн кӗлет! — терӗ Ильинична, ассӑн сывласа.

— Кӗлечӗ вӑл пулнӑччӗ те-ха… — терӗ те ҫавӑнтах Пантелей Прокофьевич сӑмахне каласа пӗтермесӗрех алӑ сулса, анкартине тухрӗ.

Снаряд ванчӑкӗсемпе пульӑсем чӗрпӗклесе пӗтернӗ ула-чӑла пӳрт стенисем кичеммӗн те тӑлӑххӑн курӑнаҫҫӗ. Пӳлӗмсенче ҫил шӑхӑрать, сӗтелсемпе саксем ҫинче пӳрне хулӑнӑш тусан… Пурне те йӗркене кӗртсе ҫитерме вӑхӑт пайтах кирлӗ пулать.

Пантелей Прокофьевич тепӗр куннех юланутпа станицӑна кайрӗ те, палланӑ фельдшера аран ӳкӗте кӗртсе, Мелехов Пантелей казак ҫуран ҫӳреме пултарайманни, унӑн сывалмалли ҫинчен ӗнентерекен хут ыйтса илчӗ. Ҫав хут Пантелей Прокофьевича фронта ярасран хӑтӑлма пулӑшрӗ. Хутор правленине пырсан, вӑл ӑна атамана кӑтартрӗ, ӗненмеллерех пултӑр тесе, туя ҫине тайӑнса, икӗ урипе те черетлӗн уксахларӗ.

Нихҫан та Татарски хуторӗнче чакса таврӑннӑ хыҫҫӑнхи пек тӗркӗшӳллӗ те тӑрлавсӑр пурнӑҫ пулманччӗ. Хопер казакӗсем ҫаратса кайнӑ япалисене тупасшӑн ҫынсем килтен киле ҫӳрерӗҫ, кӗтӳрен ҫӗтсе юлнӑ ӗнисене шыраса, ҫеҫенхирсемпе тип варсем тӑрӑх хӑшкӑлса чупрӗҫ. Татарски ҫинелле артиллерипе пеме пуҫланӑ кунах ту вӗҫӗнче пурӑнакан хутор ҫыннисен виҫҫӗр сурӑхлӑ кӗтӗвӗ шыва путнӑ пек таҫта ҫӗтнӗ. Кӗтӳҫ каласа панӑ тӑрӑх, пӗр снарячӗ курӑк ҫисе ҫӳрекен кӗтӳ умӗнче ӳксе ҫурӑлнӑ та, сурӑхсем, хӳрисене пӗтӗлтеттерсе, хӑранипе ҫеҫенхире тапса сикнӗ, ун хыҫҫӑн пачах ҫухалнӑ. Вӗсене хутортан пӑрахса тарнӑ ҫынсем каялла таврӑннӑ хыҫҫӑн тепӗр эрнерен тин хутортан хӗрӗх ҫухрӑмри Елански станица хирӗнчен тупса килчӗҫ; хӑваласа таврӑннӑ хыҫҫӑн кашни харпӑр хӑйӗнне уйӑрса илме тытӑнчӗҫ те, кӗтӳре ҫурри ытла хӑлхисене урӑхла картса паллӑ тунӑ ют сурӑхсем пулчӗҫ; хӑйсен вара, татарскисен, аллӑ пуҫ ытла катӑлнӑ. Мелеховсен пахчине темле майпа Богатыревсен ҫӗвӗ машини пырса выртнӑ, хӑйӗн кӗлечӗ тӑррине витнӗ шӑвӑҫа вара Пантелей Прокофьевич Аникушкӑсен анкартинче шыраса тупрӗ. Кӳршӗ хуторсенче те ҫавнашкалах пулса пӗтнӗ. Чылайччен пыра-пыра ҫӳрерӗҫ Татарскине Дон хӗррипе ларса тухнӑ ҫывӑхри тата инҫетри хуторсенче пурӑнакансем; тӗл пулсан-тусан чылайччен ак ҫапларах ыйтусем илтӗнсе тӑчӗҫ: «Курмарӑр-и эсир хушка пуҫлӑ, сулахай мӑйраки хуҫӑк хӗрлӗ ӗнене?», «Ӑнсӑртран пырса ермен-и унта хӗл каҫнӑ вӑкӑр, хӑмӑр тӗслӗскер?»

Казак сотнисен хуранӗсемпе поход кухнисенче пӗр вӑкӑр мар пиҫнӗ пулӗ те-ха, ҫапах та шыраса тупас шанчӑклӑ хуҫисем нумайччен, мӗн ҫухални пурте тупӑнманнине ӗненсе ҫитичченех, ҫеҫенхирӗн урлӑшӗ-тӑршшӗне виҫсе ҫӳрерӗҫ.

Службӑран хӑтарнӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич тимлесех килӗ-ҫурчӗпе картисене йӗркене кӗртсе майлаштарчӗ. Анкартинче ҫапса пӗтермен капансем лараҫҫӗ, вӗсем тӑрӑх тӑрана пӗлми шӑшисем йӑпӑртатса чупаҫҫӗ, апла пулин те, старик авӑн илме тытӑнмарӗ-ха. Кил хушши картасӑр, кӗлет асра-тӗсре те ҫук, унтан тата пӗтӗм хуҫалӑх йӑлт юхӑнса ҫитнӗ пек йӗрӗнмелле курӑнать пулсан, епле-ха тӳрех авӑн ҫапма тытӑнӑн? Ҫитменнине тата, кӗр кунӗсем те уяр тӑраҫҫӗ, авӑн ҫапассипе ниҫта васкамалли те ҫук.

Дуняшкӑпа Ильинична пӳрт ӑшчиккине тӑмпа шӑлса шуратрӗҫ, май килнӗ таран Пантелей Прокофьевича кил хушши тавра вӑхӑтлӑх карта тытма тата хуҫалӑхри ытти ӗҫсене тума пулӑшрӗҫ. Аранах кантӑк тупса чӳречесене лартрӗҫ, лаҫпа ҫӑла тасатса йӗркене кӗртрӗҫ. Старик хӑех ҫӑла анса ӗҫлерӗ, унта шӑнса пӑсӑлчӗ пулас та, пӗр эрне ӳсӗрсе, сунасласа пурӑнчӗ, йӗп-йӗпе тар ҫӳрерӗ. Анчах пӗрре ларса икӗ кӗленче кӑмӑшка тӗплерӗ ҫеҫ, вӗри кӑмакара кӑштах выртса илчӗ те — чир-чӗр ҫийӗнчех таҫта кайса кӗчӗ.

Григорирен унчченхи пекех нимӗнле хыпар та пулмарӗ. Пантелей Прокофьевич октябрь вӗҫӗнче тин вӑл чип-чипер сывӑ пурӑнни, хӑйӗн полкӗпе пӗрле таҫта Воронеж кӗпӗрнинче ҫӳрени ҫинчен ӑнсӑртран пӗлчӗ. Кун ҫинчен ӑна Григорипе пӗр полкра пулнӑ аманнӑ казак, хутор витӗр иртсе пыраканскер, пӗлтерсе хӑварчӗ. Старик хӗпӗртесе кайрӗ, савӑннипе хӗрлӗ пӑрӑҫ ярса тутӑ кӗртнӗ сиплӗ кӑмӑшкан юлашки кӗленчине пушатрӗ те ҫавӑн хыҫҫӑн кунӗпех ҫӑвӑр автан пек мӑнаҫлӑ ҫӳрерӗ, калаҫас килнипе кашни иртен-ҫӳрене чарса тӑратса сӑмахларӗ.

— Илтнӗ-и? Пирӗн Григорий ав Воронежа илнӗ. Каларӗҫ-ха, каллех хӑпартса янӑ ӑна, халӗ каллех дивизипе, тен, корпуспа та пулӗ, ертсе пырать, терӗҫ. Ун пек паттӑр казака шырас пулать-ха малтан! Хӑвах пӗлетӗн, ахӑр… — Хӑйӗн савӑнӑҫне ҫынсене ҫав тери пӗлтерес, мухтанас килнине ниҫта шӑнӑҫтарайман енне, старик чылайӑшне хӑйӗнчен суйрӗ.

— Ывӑлу сан герой, — терӗҫ ӑна хутор ҫыннисем. Пантелей Прокофьевич куҫне телейлӗн хӗскелесе илчӗ:

— Герой пулмасан, кама хывмаллаччӗ-ши тата унӑн? Ҫамрӑк чухне, ним мухтанмасӑр калатӑп, хам та эпӗ унран ӳксех юлман! Ура чӑрмантарать-ха мана, атту пулсан, халӗ те аптӑрас ҫукчӗ те-ха! Тен, дивизиех мар пулсан та, сотньӑна мӗнле тытса пымаллине пӗлеттӗмех ӗнтӗ! Пире, ҫавнашкал стариксене, ытларах ямалла пулнӑ фронта, ун чух тахҫанах Мускава туртса илеттӗмӗрччӗ. Атту мӗн-ха, тӑраҫҫӗ те пӗр вырӑнта тӑпӑртатса, ниепле те мужиксене тӑн кӗртсе ҫитереймеҫҫӗ…

Пантелей Прокофьевичӑн ҫав кун калаҫма тивнӗ юлашки ҫын Бесхлебнов старик пулчӗ. Вӑл Мелеховсен килӗ умӗнчен иртсе пыратчӗ те, Пантелей Прокофьевич ана чарса тӑратмасӑр чӑтаймарӗ:

— Эй, тӑхта-ха кӑшт, Филипп Агевич! Сывӑ пурӑнатӑн-и? Кил наччаслӑха, калаҫса ларӑпӑр.

Бесхлебнов ун патне пычӗ, сывлӑ сунса алӑ тытрӗ.

— Илтнӗ-и, ман Гришка мӗнле ҫавӑрттарать? — ыйтрӗ Пантелей Прокофьевич.

— Мӗн тата?

— Каллех-иҫ ӑна дивизи панӑ! Вӑн, мӗн чухлӗ ҫынна ертсе пырать!

— Дивизи?

— Дивизи ҫав!

— Ав мӗнле!

— Ҫапла ҫав! Кирек кама та пит тыттармаҫҫӗ ӑна, эс мӗнле шутлатӑн?

— Вӑл паллӑ.

Пантелей Прокофьевич кӳрши ҫинелле мӑнкӑмӑллӑн пӑхса илчӗ, хӑйӗн чунне эпеклесе ачашлакан калаҫӑва малалла илсе пычӗ:

— Чӑнах та ҫав, такама та тӗлӗнтермелле ывӑл ӳсрӗ. Кӑкӑр тулли хӗрес-ҫке-ха, ку мӗнле пек сан шутпа? Миҫе хутчен аманнӑ, контузи пулнӑ? Тепӗр урӑххи-тӗк тахҫанах кӑнса выртмаллаччӗ те, куншӑн ав нимӗн те мар, уншӑн ку алӑ сулмалӑх кӑна. Ҫук, пӗтмен-ха лӑпкӑ Дон ҫинче чӑн-чӑн казаксем!

— Пӗтесси — пӗтмен те-ха, темскер усси сахалтарах-ха вӗсенчен, — шухӑша кайса калаҫрӗ сӑмаха пит ухутах мар Бесхлебнов мучи.

— Э, мӗнле тата усси сахал? Кур ав, еплерех хӳтӗрсе кайрӗҫ хӗрлисене, ӗнтӗ Воронеж хыҫне ӳкнӗ. Мускав патнелле ҫывхараҫҫӗ!

— Темскер ытла та вӑрах ҫывхараҫҫӗ-ха!..

— Хӑвӑрт юрамасть, Филипп Агевич. Ӑнлан эсӗ, вӑрҫӑра ним япала та йӑпӑр-япӑр пулмасть. Хӑвӑрт хӑтланаҫҫӗ — суккӑр ҫуратаҫҫӗ. Кунта пурне те майӗпен, карттӑсем тӑрӑх, леш ҫав, мӗнле калаҫҫӗ-ха, хӑйсен тӗрлӗ-мӗрлӗ планӗсем тӑрӑх тумалла… Мужик тесен Раҫҫейра вӑл — хура пӗлӗт пек, эпир ав, мӗн, нумаййӑн-и казаксем? Шутламалӑх ҫук!

— Ку ҫапла-ха, анчах вӑрахах тытӑнса тӑраймаҫҫӗ пуль ҫав пирӗннисем. Хӗллене каллех хӑнасене кӗтес пулать, халӑхра ҫапла пуплешеҫҫӗ.

— Хӑйсенчен хальтерех Мускава туртса илмесен, вӗсем ҫитеҫҫех кунта, куна эсӗ тӗрӗс калатӑн.

— Туртса илӗҫех тетӗн-и?

— Илмелле пекчӗ те, унта ӗнтӗ турӑран килет. Нивушлӗ пирӗннисем пултараймӗҫ? Казаксен пӗтӗм вуникӗ ҫарӗ ҫӗкленнӗ те, ҫавах ҫӗнтереймӗҫ-ши?

— Мур пӗлет вӗсене. Эсӗ тата мӗн, вӑрҫса пӗтертӗн те-и?

— Манран мӗн вӑрҫни ӗнтӗ! Ура чирӗ мар пулсанах эпӗ вӗсене тӑшманпа мӗнле ҫапӑҫмаллине кӑтартса параттӑмччӗ! Эпир, стариксем, — вушар халӑх.

— Пуплеҫҫӗ-ха, ҫав вушар стариксем Дон ку айккинче хӗрлисенчен ай-ай вирлӗ тарнӑ, тет. Пӗрин ҫинче те кӗрӗкӗсем юлман, кӗпи-йӗмӗ таранах хыва-хыва пӑрахса тапса сикнӗ, тет. Ҫав кӗрӗксене пула пӗтӗм ҫеҫенхир чапӑр чечекӗсемпе витӗннӗ пек пулнӑ тесе кулаҫҫӗ!

Пантелей Прокофьевич Бесхлебнов ҫинелле куҫне сиввӗн чалӑштарса пӑхса илчӗ.

— Ман шутпа, суя халап ку! Ну, тен, чӑнах та, ҫӑмӑлтарах пултӑр тесе, хӑшӗ-пӗри тумтирӗсене пӑрахса хӑварнӑ пулӗ-ха, ара вӗт ҫынсем пурнӑҫра пулнинчен ҫӗр хут ытла суйса лӗпӗртетеҫҫӗ! Сӑхман хӑть — урӑх самӑх, атту ав — кӗрӗк! Пӗр шутласан тата хӑшӗ хаклӑрах: пурнӑҫ-и, кӗрӗк-и? Тепӗр тесен, пур старик те тумтирпе хӑвӑрт чупаймасть. Ку эсрел вӑрҫинче ҫынна вӗшле йытӑ урисем кирлӗ, мана илсен те, ак, эпӗ ӑҫтан тупам вӗсене? Мӗн кулянатӑн ҫак эсӗ, Филипп Агевич? Турӑ каҫартӑр та, мӗн мурне кирлӗ сана ҫав кӗрӗксем? Ӗҫ кунта кӗрӗкре е, калӑпӑр, аҫамра та мар, тӑшмана хӑвӑртрах ҫӗмӗрсе тӑкассинче, тӗрӗс калатӑп-и эпӗ? Ну, сывӑ пул-ха халлӗхе, атту санпа пуплесе кайрӑм та, килте ӗҫ чарӑнса тӑрать. Мӗнле, пӑрӑву тупӑнчӗ-и сан? Халӗ те шыратӑн-и? Сас-хура таврашӗ илтӗнмест? Ну апла пулсан, хайхи, хоперсем кӳпсе янӑ ӑна, карӑнманскерсем! Ҫавах та вӑрҫӑ пирки ан иккӗлен; ҫӗнтереҫҫех пирӗннисем мужиксене! — Пантелей Прокофьевич вара крыльца еннелле сумлӑн утса кайрӗ.

Анчах «мужиксене» ҫӗнтересси аплах ҫӑмӑл пулмарӗ курӑнать… Казаксен юлашки наступленийӗ те ҫухатусӑр-мӗнсӗр иртмерӗ. Тепӗр сехетрен Пантелей Прокофьевичӑн лайӑх кӑмӑлӗ ырӑ мар хыпар илтсе пӑсӑлчӗ. Ҫӑл пури валли пӗрене вартаса чутланӑ чухне вӑл вилнӗ ҫыншӑн хӗрарӑм шӑри-шари! кӑшкӑрса хӳхленине илтрӗ. Ҫухӑра-ҫухӑра макӑрнӑ сасӑ ҫывхарсах килчӗ. Пантелей Прокофьевич Дуняшкӑна унта ячӗ.

— Пӗлсе кил, кам вилнӗ, — терӗ вӑл, пурттине вутӑ каски ҫине лартса.

Дуняшка кӗҫех Филоново патӗнчи фронтран ҫапӑҫура вӗлернӗ виҫӗ казака — Аникушкӑна, Христоньӑна, унтан тата хуторӑн леш вӗҫӗнчи тепӗр вунҫичӗ ҫулхи йӗкӗте хурса таврӑнни ҫинчен пырса пӗлтерчӗ. Ҫак хыпартан шалт тӗлӗнсе кайса, Пантелей Прокофьевич ҫӗлӗкне хыврӗ, сӑхсӑхса илчӗ.

— Ҫӳлти патшалӑха кайччӑр чунӗсем! Казакӗ мӗнлескер тӗреклӗччӗ… — хуйхӑллӑн каларӗ вӑл Христоня ҫинчен шухӑшланӑ май, нумай пулмасть иккӗшӗ пӗрле Татарски хуторӗнчен службӑна пухӑнмалли пункта кайнине аса илсе.

Тек ӗҫлеме пултараймарӗ вӑл. Аникушка арӑмӗ пусса пӑрахнӑ пек чуна ҫурса ӳленипе Пантелей Прокофьевичӑн чӗри патне темскер капланса тулчӗ. Хӗрарӑм хӑрушла тискеррӗн кӑшкӑрса хӳхленӗ сасса илтес мар тесе, вӑл, алӑка хӑй хыҫӗнчен тачӑрах туртса хупса, пӳрте кӗчӗ. Курницӑра Дуняшка, сӑмахӗсемпе чыхӑна-чыхӑна кайса, Ильиничнӑна каласа кӑтартать:

— …пӑхрӑм та эпӗ, аннеҫӗм, Аникушкӑн пуҫӗ ҫук та темелле, темле нимӗр кӑна пуҫ вырӑнӗнче. Ой, хӑрушӑ-ҫке! Унран ҫухрӑмран пулӗ шӑршӑ перет… Мӗншӗн хурса килнӗ вӗсене — пӗлместӗп! Христони лав тулли месерле сарӑлса выртать, урисем хыҫалта шинелӗ айӗнчен усӑннӑ!.. Христоня — таса та шап-шур сӑнлӑ, чисти кӑпӑк пек! Сылтӑм куҫӗ айӗнче ҫеҫ — вунӑ пуслӑх кӗмӗл укҫа пысӑкӑш пӗчӗк шӑтӑк, тата хӑлхи хыҫӗнче юн хытса ларнӑ.

Пантелей Прокофьевич ҫилӗллӗн урайне сурчӗ, картишне тухса пуртӑпа кӗсмен илчӗ те Дон хӗрринелле лӑкӑштатрӗ.

— Кала асаннӳне: эпӗ Дон леш енне ҫапӑ касма кайрӑм. Илтетӗн-и, чӗппӗм? — утнӑ ҫӗртех каласа хӑварчӗ вӑл лаҫ патӗнче вылякан Мишаткӑна.

Дон леш енчи вӑрман лӑпкӑ та тӳлек кӗр ытамӗнче ачашланать. Тирексен типӗ ҫулҫисем шӑппӑн чӑштӑртатса тӑкӑнаҫҫӗ. Шӑлан тӗмӗсене ҫулӑм хыпса илнӗ, тейӗн. Вӗсен хӗрлӗ ҫырлисем сайралнӑ ҫулҫӑсем хушшинче вут чӗлхисем пек хӗмленеҫҫӗ. Вӑрман ҫӗрӗшнӗ юман хуппин йӳҫек те хӑватлӑ шӑршипе тулса ларнӑ. Ҫӗре хура хӑмла ҫырлин ҫатрака ҫӑра тӗмӗсем хупласа илнӗ; унӑн явӑнса ӳснӗ йӑвӑ тураттисем айне пиҫсе ҫитнӗ тӗксӗм кӑвак ҫырла сапакисем хӗвел ҫутинчен акӑш-макӑш меллӗн пытаннӑ. Сулхӑнри типсе сарӑхнӑ курӑк ҫинче кӑнтӑрлаччен те сывлӑм типмест, эрешмен картисем унӑн вӗтӗ-вӗтӗ кӗмӗл тумламӗсемпе ҫуталса йӑлтӑртатаҫҫӗ. Улатакка ҫине тӑрса йывӑҫ вуллисене тӑкӑртаттарнӑ тата пилеш кайӑкӗсем чӗвӗлтетнӗ сасӑсем ҫеҫ йӗри-таврари шӑплӑха хускатаҫҫӗ.

Вӑрманӑн чӗмсӗр те акӑш-макӑш тӑптӑм илемӗ Пантелей Прокофьевичӑн тӑвӑнчӑк чунне пусӑрӑнтарса лӑплантарчӗ. Тӑкӑннӑ ҫулҫӑсен нӳрӗ сийне урисемпе сиркелесе, вӑл йывӑҫ тӗмӗсем хушшипе васкамасӑр утса кайрӗ. «Ав мӗнле вӑл, пурнӑҫ: нумай пулмасть кӑна-ха чӗрӗ ҫынсемччӗ, халӗ ҫӑваҫҫӗ пуль ӗнтӗ вӗсене, — шухӑшларӗ вӑл. — Мӗн пек тӗреклӗ казака вӗлерсе пӑрахрӗҫ. Тин ҫеҫ кӑна пирӗн пата калаҫса ларма пынӑччӗ, Дарьйӑна шывра тытнӑ чухне Дон хӗрринче пӑхса тӑчӗ. Эх, Христан, Христан! Саншӑн та тӑшман пули тупӑнчӗ-мӗн… Аникушка тата… мӗнешкел савӑк чунлӑччӗ, ӗҫме-ҫиме, шӑл йӗрме юрататчӗ, халӗ ав ҫук та ӗнтӗ — вилнӗ…» — Пантелей Прокофьевич Дуняшка сӑмахӗсене аса илчӗ те, ним шутламан ҫӗртен куҫ умне Аникушкӑн йӑлкӑшса кулакан, кастарнӑ арҫыннӑнни майлӑ кӳсе сӑн-пичӗ уҫҫӑн тухса тӑчӗ. Вӑл ӗнтӗ хальхи Аникушкӑна — вилнӗскерне, пуҫне имӗрсе тӑкнӑскерне — ниепле те ӑса илме пултараймарӗ. «Григорипе мухтанса ахалех турра ҫиллентертӗм, — ӳпкелерӗ хӑйне хӑй Пантелей Прокофьевич, Бесхлебновпа калаҫнине аса илсе. Тен, Григорий те халь, пульӑсем сӑхса пӗтернӗскер, ӑҫта та пулин ҫапла выртать пулӗ? Турӑ ан хуштӑрах! Пирӗн, ваттисен, кам хӳттинче пурӑнмалла пулӗ ун чухне?»

Йывӑҫ тӗмески хушшинчен сасартӑк вӗҫсе тухса кайнӑ хӑмӑр кӑрӑпчак Пантелей Прокофьевича шартах сиктерчӗ. Вӑл кайӑк ҫунаттисемпе хӑвӑрт авӑсса чалӑшшӑн вӗҫнине куҫӗпе тӗлсӗррӗн йӗрлесе пӑхрӗ, малалла утрӗ. Старик пысӑках мар лачака патӗнче темиҫе тӗм хӑрӑк шанкӑна куҫ хыврӗ, касма тытӑнчӗ. Ӗҫленӗ хушӑра вӑл ним ҫинчен те шухӑшласшӑн пулмарӗ. Пӗр ҫулталӑк хушшинче вилӗм унӑн тӑванӗсемпе пӗлӗшӗсене ытла та нумай ҫулса кайрӗ те, вӗсене аса илсенех ӑшчик тӑвӑнса килет, пӗтӗм тӗнче, тӗксӗмленсе, темле хура пӗркенчӗк витӗннӗн туйӑнать.

— Ку тӗме касмах тивет. Лайӑхскер! Лӑпах ҫатан валли, — хӑйпе хӑй сасӑпа калаҫрӗ вӑл, йывӑр шухӑшсене сирес тесе.

Ӗҫлесе ывӑннӑ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич, курткине хывса хурса, касса купаланӑ шанкӑ ҫине ларчӗ те, шанса кайнӑ ҫулҫӑсен тӑкӑсрах шӑршине йӗтӗмленсе ҫӑтнӑ май, ҫӳхе кӑвак тӗтрепе пиеленнӗ инҫетри пӗлӗт хӗрри еннелле, юлашки илемӗпе йӑлтӑртатса ҫуталакан аякри вӑрманӑн кӗр кунӗсем ылтӑнланӑ картисем ҫинелле чылайччен сӑнаса пӑхрӗ. Ҫывӑхрах хура вӗрене тӗмӗ курӑнса ларать. Калама ҫук капӑрскер, вӑл кӗркуннехи сивӗ хӗвел ҫутинче ампӑс-тӗмпӗссӗн ҫиҫсе йӑлкӑшать, унӑн йӗпкӗн хӗрлӗ ҫулҫӑсем усӑнтарнӑ лапсӑркка турачӗсем ҫӗр ҫинчен вӗҫсе хӑпаракан юмахри кайӑк ҫунаттисем пек саркаланса тӑраҫҫӗ. Пантелей Прокофьевич нумайччен вӗсем ҫине киленсе пӑхса ларчӗ, унтан ӑнсӑртран ҫывӑхри ланкашка еннелле куҫ ывӑтрӗ те тӑп-тӑрӑ кӳлленчӗкре шултра сазансен хура ҫурӑмӗсене асӑрхарӗ. Вӗсем ҫиелтен ишсе ҫӳренӗ пирки ҫунаттисемпе вылянса пыракан хӗрлӗ хӳрисем те аванах курӑнаҫҫӗ. Хӑйсем унта пӗр саккӑрӑн та пулмалла. Сазансем хушӑран симӗс ҫулҫӑллӑ кӳкӗрченсен хушшине кӗрсе ҫухалаҫҫӗ те пута пуҫланӑ хӗрлӗ ҫӳҫе ҫулҫисене хыпкаласа, каллех уҫӑ ҫӗре ишсе тухаҫҫӗ. Шыв кӳлленчӗкӗ кӗр еннелле типсе ҫитнӗпе пӗрех, ҫавӑнпа та унта сазансене тытасси тем йывӑр ӗҫ темелле мар. Кӑштах шыракаласа ҫӳренӗ хыҫҫӑн Пантелей Прокофьевич, юнашар кӳлӗ хӗррине пӑрахса хӑварнӑ тӗпӗсӗр лӑпӑ тупса, кӳлленчӗк патне таврӑнчӗ, йӗмне хыврӗ, — сивӗпе ҫӳҫенкелесе, кӗххӗмлеткелесе, пулӑ тытма пуҫларӗ. Шыва пӑтратса, юшкӑн ӑшне чӗркуҫҫи таран пута-пута анса, вӑл лачака хӗррипе утса кайрӗ, лӑппа шыва путарса, хӗррине кӳлленчӗк тӗпнелле пусса пычӗ, шултра пулӑ лӑпӑ ӑшӗнче кӗҫ-вӗҫ ҫатӑлтатасса кӗтрӗ. Тӑрӑшни усӑсӑр пулмарӗ: вуншар кӗренкерен кая мар таякан виҫӗ сазана лӑпӑпа хуплама май килчӗ. Пулӑ тытса аппаланма текех пултараймарӗ вӑл, сивӗ шывра сусӑр урине шӑнӑр хутлатма пуҫларӗ. Хӑйӗн тупӑшӗпе ҫырлахса, Пантелей Прокофьевич лачакаран мӗшеленсе тухрӗ, урисене чакан ҫулҫисемпе шӑлса типӗтрӗ, тумланчӗ, унтан, ӑшӑнмалла, каллех ҫапӑ касма тытӑнчӗ. Хӑть те мӗн кала та, ку уншӑн телей пулчӗ. Ним ӑнсӑртран пӗр пӑта яхӑн сазан тытма кашни ҫын пултараймасть! Пулӑпа аппаланни ӑна пурин ҫинчен те мантарчӗ, йывӑр шухӑшӗсене сирсе ячӗ. Ыттисене кайран килсе тытас мехелпе вӑл лӑппа шанчӑклӑ вырӑна пытарса хучӗ, — хӑй, ылтӑн тӗслӗ, сысна ҫурисем пек самӑр сазансене ҫыран хӗрринелле ывӑтнине никам та курмарӗ-ши тесе, йӗри-тавралла шиклӗн пӑхкаларӗ, унтан тин ҫапӑ ҫӗклемӗпе чӗр хулӑ ҫине тирсе пулӑсене йӑтрӗ те васкамасӑр Дон еннелле утрӗ.

Хӑйӗн пулӑри телейӗ ҫинчен вӑл Ильиничнӑна мухтанчӑклӑн кулкаласа каласа кӑтартрӗ, хӗрлӗ пӑхӑр пек йӑлтӑртатакан сазансем ҫине тепӗр хут ытараймасӑр пӑхса илчӗ, анчах Ильиничнӑн унпа пӗрле савӑнасси-мӗнӗ пулмарӗ. Вӑл вилнӗ казаксене кайса пӑхнӑ та унтан макӑрса пӗтсе, хытӑ хурланса таврӑннӑ.

— Аникея кайса курмастӑн-и? — ыйтрӗ Ильинична.

— Каймастӑп. Мӗн-ха, курман-и эп вилнӗ ҫынна? Тӑраннӑ эпӗ вӗсене пӑхса!

— Кайса килесчӗ сан. Аван мар пек темле, юлашки хут та пулин килсе курмарӗ, тейӗҫ!

— Пӑрах-ха, тархасшӑн! Эпӗ унпа ача тӗне кӗртмен, ним ӗҫ те ҫук ман унта ҫӳреме! — хӑр-хар хӑтӑрса тӑкрӗ карчӑкне Пантелей Прокофьевич.

Вӑл пытарнӑ ҫӗре те каймарӗ, ирех лаша кӳлсе Дон леш енне каҫрӗ те кун каҫичченех унта пулчӗ. Вилесене пытарнӑ чух чан ҫапа пуҫласан, вӑрманта ҫӗлӗкне хывса сӑхсӑхрӗ, унтан пупа та тарӑхса илчӗ: ара, мӗн тума-ха ҫав таранччен вӑрах чан ҫапмалла? Ҫап та ӑна кашни чанне пӗрер — ҫитнӗччӗ те. Атту, пӑх-ха ӗнтӗ, сехечӗпе. Мӗн усси ҫавӑн чухлӗ чӑнкӑлтаттарса тӑнинчен? Ҫынсен чунӗсене хускатни те юлашки хут вилӗм ҫинчен ирӗксӗр аса илтерни ҫеҫ. Ӑна кӗркуннепе ахаль те пурте аса илтерсе тӑрать: ӳкекен ҫулҫӑ та, кӑвак тӳпере кӑнтӑралла вӗҫсе каякан хуркайӑк картисем те, сарӑхса ҫӗр ҫумне выртнӑ курак та…

Пантелей Прокофьевич, тӗрлӗ йывӑр хуйхӑ-суйхӑпа ӑша вӑркаттарасшӑн мар темле упранчӗ пулин те, кӗҫех ҫӗнӗрен ун чӗрине тапратма тиврӗ.

— Ну, каллех ав фронтран темле виле турттарса килеҫҫӗ! — терӗ пӗррехинче Дуняшка, кӑнтӑрлахи апат ҫисе ларнӑ вӑхӑтра кантӑкран пӑхса. — Лавӗ хыҫӗнчех служивӑйӑн чӗлпӗрпе кӑкарнӑ йӗнерленӗ лаши утса пырать, майӗпен ҫывхараҫҫӗ. Пӗри тилхепе тытнӑ, вилнӗ ҫынне пуҫ ҫинчен шинель витнӗ. Тилхепе тытса пыраканни пире хирӗҫ ҫурӑмпа ларнӑ, пӗлмелле мар — те пирӗн хуторсемех, те ҫук… — Дуняшка тинкеререх пӑхрӗ те, сӑн-пичӗ самантрах катанпиртен те шурӑ пулса кайрӗ. — Куна вӗт-ха… куна вӗт… — уҫӑмсӑррӑн пӑшӑлтатма тытӑнчӗ вӑл, унтан сасартӑк ҫари! ҫухӑрса ячӗ:  — Гришӑна илсе килеҫҫӗ!.. Ун лаши! — Унтан, ӗсӗклесе макӑрса, ҫенӗкелле чупса тухса кайрӗ.

Ильинична, сӗтел хушшинчен тӑмасӑрах, куҫӗсене аллипе хупласа тытрӗ. Пантелей Прокофьевич сак ҫинчен йывӑррӑн ҫӗкленчӗ, аллисене суккӑр ҫын пек кӑнтарса, алӑк патнелле утса кайрӗ.

Прохор Зыков хапха алӑкне уҫрӗ, крыльцаран чупса аннӑ Дуняшка ҫине пӑхса илсе, салхулӑн каларӗ:

— Йышӑнӑр хӑнасене… Кӗтменччӗ-и?

— Тӑванӑм! Пиччем! — аллисене хыҫалалла пӑрса тытса, йынӑшса ячӗ Дуняшка.

Унӑн куҫҫульпе йӗпенсе пӗтнӗ питне, крыльца ҫинче чӗмсӗррӗн сӗнксе тӑракан Пантелей Прокофьевича курсан тин Прохор калама тавҫӑрчӗ:

— Ан хӑрӑр, ан хӑрӑр! Чӗрех вӑл. Тиф унӑн. Пантелей Прокофьевич, вӑйран ӳксе, ҫурӑмӗпе алӑк сулли ҫумне сӗвенчӗ.

— Чӗрех!!! — кулса та макӑрса, кӑшкӑрчӗ ӑна Дуняшка. — Гриша чӗрӗ! Илтетӗн-и?! Ӑна чирлӗ пирки лавпа хурса килнӗ! Кӗрсе кала аннене! Ну, мӗн тӑратӑн-ха?!

— Ан хӑра, Пантелей Прокофич! Киле чӗрех илсе ҫитертӗм, сывлӑхӗ пирки ан та ыйт, — хыпаланса ҫирӗплетрӗ Прохор, утсене йӗвенрен тытса картишне ҫавӑтса кӗнӗ май.

Пантелей Прокофьевич, сулӑна-сулӑна кайса, темиҫе утӑм турӗ, пусма картлашки ҫине пырса ларчӗ. Амӑшне лӑплантарма тесе, Дуняшка ун патӗнчен пӳртелле ҫил-тӑвӑл пек вӗҫтерсе кӗрсе кайрӗ. Прохор лашасене шӑп крыльца тӗлӗнче чарса тӑратрӗ, Пантелей Прокофьевич ҫине пӑхкаласа илчӗ.

— Мӗн ларатӑн тата? Кӳр ашӑк, йӑтса кӗретпӗр. Старик шӑпӑрт шарламасӑр ларчӗ. Унӑн куҫӗсенчен куҫҫуль тумламӗсем пӑр ҫунӑ пек шӑпӑртатса тӑкӑнчӗҫ, пичӗ хӑйӗн шак хытнӑ та, пӗр шӑнӑрӗ те хускалмасть. Сӑхсӑхас тесе, вӑл икӗ хутчен аллине ҫӗклеме пӑхрӗ, ҫамки патне илсе ҫитермелӗх вӑй юлман пирки, икӗ хутӗнче те каялла усрӗ. Унӑн пырӗнче темскер пӑкӑр-пӑкӑр туса лӑкӑртатса тӑчӗ.

— Ытлашши хӑранипе ӑнран кайрӑн пулмалла, — терӗ ӑна шеллесе Прохор. — Мӗнле-ха тавҫӑрайман эпӗ сире маларах асӑрхаттарма? Ҫын тупса яма? Ухмах пултӑм иккен, чӑн сӑмах — ухмах! Ну, тӑр, Прокофич, йӑтса кӗртмелле-ҫке-ха чирлӗ ҫынна. Ашӑк ӑҫта сирӗн? Е алӑпах ҫӗклесе кӗретпӗр-и?

— Тӑхта кӑшт… — хӑйӑлтатса мӑкӑртатрӗ Пантелей Прокофьевич, — Манӑн тем урасем итлеми пулчӗҫ… Вӗлернӗ тесе шутларӑм… Тавах турра… Кӗтменччӗ… — Вӑл хӑйӗн кивӗ кӗпе ҫухи тӳмисене сӑтӑрса татрӗ, ҫухине сирсе уҫрӗ те карса хунӑ ҫӑварӗпе сывлӑша антӑхса кайса ҫӑтма тытӑнчӗ.

— Тӑр, тӑр, Прокофич! — васкатрӗ Прохор. — Хамӑрсӑр пуҫне ӑна йӑтса кӗме никам та ҫук вӗт?

Пантелей Прокофьевич аранах ура ҫине тӑчӗ, крыльцаран анса, шинеле сирсе уҫрӗ те лав ҫинче тӑнсӑр выртакан Григорий пичӗ патнелле пӗшкӗнчӗ. Унӑн пырӗнче каллех темскер лӑкӑртатма пуҫларӗ, анчах хальхинче, хӑйне алла илсе, Прохор еннелле ҫаврӑнчӗ:

— Тыт урисенчен. Йӑтса каяр.

Григорие курницӑна ҫӗклесе кӗртрӗҫ, аттисемпе ҫиелти тумне хывса, кравать ҫине вырттарчӗҫ. Дуняшка кухньӑран хӑраса кайса кӑшкӑрчӗ:

— Атте! Аннене япӑх… Кил кунта часрах! Ильинична кухня урайӗнче выртать. Дуняшка, чӗркуҫҫи ҫине тӑрса, унӑн кӑвакарса кайнӑ пичӗ ҫине шыв пӗрӗхет.

— Чуп, чӗнсе кил Капитоновна кинемӳне, хӑвӑрт! Вӑл пӗлет юн ҫулне уҫма. Кала, инструментсем илсе килтӗр! — хушрӗ Пантелей Прокофьевич.

Дуняшка — пӗве ҫитнӗ хӗр — хутор тӑрӑх ҫӳҫне-пуҫне салатса чупас ҫуках ӗнтӗ; вӑл йӑпӑр-япӑр тутӑр илчӗ те ӑна хыпаланса ҫыхнӑ хушӑра каласа хӑварчӗ:

— Ачасене-ха вилес пек хӑратрӑмӑр! Турӑҫӑм, ӑҫтан капла инкек… Асту-ха эс вӗсене, атте, эпӗ ҫиччас кайса килетӗп!

Тен, Дуняшка йӑпӑртлӑха тӗкӗр ҫине те пӑхса илетчӗ пулӗ те, анчах чун кӗрсе ҫитнӗ Пантелей Прокофьевич куҫӗсемпе чарр! тинкерчӗ те, хӗр кухньӑран вӑшт ҫеҫ курӑнчӗ.

Калинккерен ыткӑнса тухсан, Дуняшка Аксиньйӑна курчӗ. Пӗр юн пӗрчи те юлман Аксиньйӑн шурса кайнӑ питӗнчӗ. Вӑл аллисене лӑштӑрах уснӑ та ҫатан карта ҫумне сӗвенсе тӑрать. Унӑн тӗтре хупласа илнӗ хура куҫӗсенче куҫҫуль тумламӗсем йӑлтӑртатмаҫҫӗ, анчах вӗсем сирсе сирӗлми чун асапӗпе, сӑмахсӑр йӑлӑнупа тулнӑ та, Дуняшка, самантлӑха чарӑнса, хӑй те сисмесӗр, ним шутламан ҫӗртен каларӗ:

— Сывах, сывах! Тиф унӑн! — Унтан, сиккелесе пыракан ҫӳллӗ кӑкӑрне аллисемпе тытса; тӑкӑрлӑк тӑрӑх чупса кайрӗ.

Мелеховсен килне пур енчен те ӑна-кӑна йӑлтах пӗлме тӑрӑшакан хӗрарӑмсем васкарӗҫ. Вӗсем Аксинья Мелеховсен калинкки патӗнчен васкамасӑр пӑрӑннине, унтан сасартӑках уттине хӑвӑртлатса, кӗлеткипе хутланса, питне аллисемпе хупласа тытнине курчӗҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех