Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 5

Пай: Кашни киле кӗр. Пӗрремӗш кӗнеке –> Иккӗмӗш пайӗ

Автор: Николай Сандров

Ҫӑлкуҫ: Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Хушнӑ: 2020.03.25 20:58

Пуплевӗш: 212; Сӑмах: 2855

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Ҫӗпӗр ҫӗрӗ Мажарова сиввӗн — асар-писӗр ҫил-тӑманпа кӗтсе илчӗ. Вӑл облаҫ хулинче Мускав экспресӗ ҫинчен перрон ҫине анчӗ кӑна, ӑна уҫӑ хире тухнӑ пек туйӑнса кайрӗ — куҫӗсене юр хупласа лартрӗ, чӑматанӗ-мӗнӗпех айккинелле сулӑнтарчӗ, ҫуркунне-кӗркунне тӑхӑнакан пальтона ҫил витӗрех, касса кӗчӗ.

Вырӑнти пуйӑс кайиччен — Приреченски района Константин унпа ҫитме шутларӗ — вӑл обкомра пулчӗ, пасарта ӗннӗ ҫӑм шӑрши кӗрекен ҫӗнӗ кӑҫатӑ, йытӑ тирӗнчен ҫӗленӗ алса туянчӗ, магазинта ӑшӑ ватникпе брюки илчӗ, вӗсене ҫавӑнтах пальто айӗнчен тӑхӑнса лартса, хӑй тӑруках тачкарах пек курӑнчӗ, мӑранланчӗ.

Вокзалта Константин хура кӗрӗклӗ, пуҫне шурӑ мамӑк тутӑр ҫыхнӑ хӗр хыҫҫӑн кассӑ патне черете тӑчӗ. Хӗр ҫурӑмӗ хыҫне гимнастеркӑ тӗслӗ тулли рюкзак ҫакнӑ, ури патӗнче баян футлярӗ евӗрлӗ тӑваткал ешӗк ларать. Черет малалла куҫнӑ май хӗр, ещӗк ҫаккинчен тытса, ӑна урай тӑрӑх хӑй хыҫҫӑн сӗтӗрчӗ. Тутӑр айӗнчен унӑн ҫутӑ ҫамки ҫине ылтӑн тӗслӗ кӑпӑш ҫӳҫ пайӑркисем туха-туха каяҫҫӗ, вӑл вӗсене вӗҫӗмрен тӳрлетет, йӗри-тавра мӗн пулса иртнине пӗчӗк ача пек кӑсӑкланса сӑнать. Унӑн ӑшӑ кӑмӑллӑ пит-куҫӗнче ҫынна уҫҫӑнах шанса ӗненсе тӑни, — ҫав вӑхӑтрах именни палӑрать. Пысӑккисен пек тӳсӗмлӗх ҫукскер, унӑн пит-куҫӗ, ачанни пек, вӑл ҫак вӑхӑтра мӗнпе интересленнине пӗр самантрах кӑтартать. Черетре пӗр йӗкӗт темскер кулӑшла япала каласа кӑтартма пуҫласан, хӗр ҫуталса кайрӗ, йӑл кулса ячӗ; тахӑшӗ усал сӑмахпа вӑрҫса илчӗ те, унӑн пит-куҫӗ каллех сӳнсе ларчӗ. Пурне те ним мар тӗрткелесе, сӑран тӑрӑллӑ каракуль ҫӗлӗк тӑхӑннӑ, хӗрлӗ питлӗ ҫӳлӗ ҫын кассӑ патнелле кӗрсе кайрӗ, вара хӗр ҫывӑхарах тӑракансем ҫине: ну, мӗн пӑхса тӑратӑр-ха эсир тесе ыйтнӑ пек, канӑҫсӑррӑн ҫаврӑнса пӑхрӗ.

Мажаров кӗнӗ вакунта урӑм-сурӑм шав тӑрать. Вакунӗ ӗнтӗ туп-тулли, ҫынсем вара ҫаплах кӗреҫҫӗ те кӗреҫҫӗ, вӗсем япалисене ӑҫта вырнаҫтараҫҫӗ-ши, хӑйсем ӑҫта лараҫҫӗ-ши? Никама та кансӗрлес мар тесе, Константин хӑйӗн плацкартлӑ вырӑнне — варринчи сентрене йышӑнчӗ, хӑйпе пӗр купене лекнӗ хӗре те вырнаҫма пулӑшрӗ. Анчах ача тата пысӑк ҫыхӑ тытнӑ хӗрарӑм вакунта утса ҫӳремелли хушшах ларнине курсан, Константин сентре ҫинчен сиксе анчӗ.

— Парӑр кунта ачана, тытса тӑратӑп эпӗ! — кӑшкӑрчӗ хӗр, Мажаров вара, хӗрарӑм аллинчен утиялпа чӗркенӗ ачана илсе, ӑна хӗре тыттарчӗ.

Пуйӑс тапраннӑ ҫӗре кашни вырӑн тупрӗ, никам та ӗнтӗ ура ҫинче тӑмасть, саксем айне тата ҫӳлти сентресем ҫине хунӑ япаласем никама та кансӗрлемеҫҫӗ, вара Константина вакун хӑйне евӗр хӑтлӑ та пурӑнма хӑнӑхнӑ кил-ҫурт евӗр туйӑнса кайрӗ, — ҫак ҫынсемпе вӑл сахалтан та икӗ-виҫӗ кун пӗрле кайнӑ тейӗн. Яланах пӗрле ҫӳрекен ремесленниксем чӗркуҫҫийӗсем ҫине фибр хура чӑматан кӑларса хучӗҫ те хӗрсе кайса домино ҫапма тытӑнчӗҫ, вулама юратакансем ҫутӑ патне ҫывӑхарах майлашса ларчӗҫ; хӑш-пӗрисем карҫинккисене уҫнӑ та, вакунра тӗрлӗ апат-ҫимӗҫ шӑрши кӗрет. Калаҫнӑ-кулнӑ сасӑсене хупласа, радио пӗтӗм вакуна янӑратать.

— Аллусене ывӑнтармарӗ-и-ха? — ыйтрӗ ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗн пӗчӗк ачине тытса ларакан хӗртен. — Пӑх-ха, куҫӗсене епле вылятать, хӑйӗн ҫинчен калаҫнине ӑнланнӑ пек! Ну, кил кунта, пепкеҫӗм, кил часрах!

Мажаров ҫамрӑк амӑшӗн сӑмахӗсене каҫӑхса кайса итлерӗ, ӑна хӗрарӑм кашни сӑмаха ахаль каланӑ пек мар, юрласа каланӑ пек туйӑнчӗ, унӑн сасси кӑкӑртан шалтан хумханса, чӗтренсе тухрӗ. Хӑй те вӑл юрӑри пике пек — кӗрнек, таса тулли питлӗ, хура ҫивӗчӗсене кӑшӑл пек туса хунӑ. Хӗрлӗ-сарӑ капӑр кофтин ҫаннисем хулпуҫҫийӗсем тӗлӗнче хӑмпӑланса тӑраҫҫӗ, кӑкӑрӗ ҫинче сенкер косынкӑ чӳхенет.

— Эх, чиперскерӗм эсӗ манӑн, — терӗ вӑл юрланӑ пек йӑл кулса ачашшӑн, ачана вӑр-вар аллисемпе хӑвӑрт салатса. — Ашшӗ вилес пекех тунсӑхларӗ пулӗ-ха пирӗншӗн! Трактор патӗнчен чупса таврӑнать те хуп-хураскер, тӳрех ача патне — ну, ӑҫта-ха кунта ман ӑмӑрт кайӑк, тет. — Ҫуса яр хуть хӑвӑн тусанна, ашшӗ, тетпӗр эпир ӑна, вара тыт пире, ывӑт маччаналла — пире ку питех те килӗшет!

Кӑвак костюм, кӗрен чӑлха пуҫӗ тата чечекне тӑкнӑ хӑлха ҫакки курӑкӗ пек кӑпӑшка калпак тӑхӑнтартнӑ ача амӑшӗн чӗркуҫҫийӗсем ҫинче тапӑлтатать, унӑн икӗ кӗрен пан улми пек пит ҫӑмартийӗ тапса тӑрать.

Хӗрарӑм ачана кӑкӑр пама кофтине вӗҫертме тытӑнчӗ, Мажаровпа хӗр пӗр харӑс пуҫӗсене айккинелле пӑрчӗҫ.

— Эсӗ мӗн вӑтанатӑн тата, йӑмӑкӑм? — ыйтрӗ хӗрарӑм хӗртен, телейлӗн кулса ярса. — Хӑвӑн та часах пулать акӑ кун пекки. Мӗнле пурӑнатӑн-ха ун пек пепкесӗр?

— Ай, мӗн эсир! — хӗр хӗп-хӗрлӗ пулса кайрӗ. — Эпӗ…

— Нумай пулмасть мӑшӑрланнӑ пуль-ха? — хӗрхеннӗ пек ыйтрӗ хӗрарӑм Мажаровран. — Малтанхи кунсенче эпӗ хам та ҫавӑн пекчӗ — кирек мӗн каласан та, хӗп-хӗрлӗ хӗрелеттӗм…

— Эпир палламастпӑр та унпа пӗр-пӗрне! — кӑшкӑрчӗ хӗр ним тума пӗлмесӗр.

Константин куҫҫуль тухичченех кулчӗ, анчах вӑл чарӑнсанах купере кам та пулин ҫӑварне хупласа кулсан, вӑл каллех ахӑлтатма тытӑнать. Хӗр ҫеҫ, вӑтаннипе хӗп-хӗрлӗ пулса кайнӑскер, кулмарӗ. Каярахпа вӑл та чӑтса тӑраймарӗ, кулса ячӗ, анчах ыттисем пек уҫҫӑн мар, хӑйне тытса чарнӑ пек, вӑрттӑнрах та хуллен кулчӗ.

Вӑл кӗрӗкне хыврӗ, тутӑрне салтрӗ, вара, ҫинҫескер, пысӑк куҫлӑскер, хулпуҫҫисем тӑрӑх сапаланнӑ сарӑ та кӑтра ҫӳҫне тӳрлеткелеме пуҫларӗ. Вӑл ҫухине юр пек шурӑ шӑтӑкларан тунӑ вӑрӑм мар хӑмӑр платье тӑхӑннӑ — ҫак ҫуха ӑна шкул ачи пек кӑтартнӑ, кӑшт уҫнӑ хӗрлӗ ҫӑварӗ, ачанни пек ырхан мӑйӗ, тата пысӑк кӑвак куҫӗсем вӑл айванла тӗлӗннине палӑртнӑ, питне таса сӑн кӗртнӗ.

«Мӗнле лайӑх мар!» — шухӑшларӗ Константин, унтан, хӗрӗн вӑтанни иртсе кайтӑр тесе, юлташла чӗнчӗ:

— Ну, пире хӑш-пӗрисем мӑшӑрлантарчӗҫ пулсан, айтӑр хамӑр паллашар хуть, — вӑл, йӑл кулса, хӗре аллине тӑсса пачӗ, — Мажаров Константин…

— Ася, — терӗ хӗр кӑшт ҫеҫ илтӗнмелле. Мажаров ун аллине хытӑ чӑмӑртарӗ, хӗр чӑмӑртамарӗ.

— Халӗ ӗнтӗ пирӗн вакунтах туй туса, малалла савӑнса, ташласа-юрласа каясси ҫеҫ юлчӗ! — терӗ хӗрарӑм хӑйӗн кӑкӑрӗпе ача питне хупланӑ косынкӑ хӗррине ҫӗклесе, ачи ҫине савӑнӑҫлӑн пӑхрӗ. — Ывӑнчӗ пулас ман пӑхаттир, вӗриленсе кайрӗ. Тӗлӗкре ашшӗне курать пуль-ха, пӗр-пӗринчен уйӑраймастӑн вӗсене…

Вӑл, ача пичӗ ҫине ҫутӑ ӑн ӳктӗр тесе, сӗтел лампӑн абажурне хӑйӗн косынкипе витрӗ те, ачине ҫывӑрма вырттарса, пурне те савӑнӑҫлӑн пӑхса ҫаврӑнчӗ.

— Халӗ ӗнтӗ чейпе чуна уҫӑлтарсан та ҫылӑх пулмӗччӗ.

Константин проводникрен тӑватӑ стакан сап-сарӑ ҫӑра чей, пӗр ывӑҫ кӑвак пакетлӑ тӑваткал сахӑр катӑкӗсем илсе пычӗ. Пӗчӗк сӗтел часах тӗрлӗ апат-ҫимӗҫпе тулса ларчӗ.

— Акӑ ман купӑста куклине ҫиҫе пӑхӑр-ха, — терӗ Ася, унтан хӑюсӑррӑн хушса хучӗ:  — Пирӗн анне питӗ тутлӑ пӗҫерет вӗсене.

— Тӑварланӑ хӑяр ҫийӗр! — сӑйларӗ хӗрарӑм. — Пурне те хунӑччӗ — укропне те, ыхрине те, хурлӑхан ҫулҫине те. Ман Алешӑ питӗ юратать ӑна, урӑх хӑяр пулсан, вӑл ҫимест вара — тиркеме юратать. Аякка каятӑн-и эсӗ, йӑмӑкӑм?

— Приреченски района. Тен, илтнӗ пулӗ?

— Ара, эпир хамӑр унтан-ҫке! — хавасланчӗ хӗрарӑм. — Эсир мӗн, пурӑнатӑр-и унта е ахаль ҫеҫ, хӑнана-и?

— Халлӗхе аппа патне-ха, кайран унта ӗҫе вырнаҫатӑп, — Ася халӗ вӑтанмарӗ ӗнтӗ, хаваслӑн хуравларӗ. — Эпир пӗтӗм кил-йышпа яла куҫса каятпӑр, пирӗн ҫинчен хаҫатра та ҫырнӑччӗ. Тен, ӑнсӑртран вуламан-и Яранцевсем ҫинчен?

Мажаров, хӑйне темӗнле шӑнтса пӑрахнӑ пек туйса, сӗтел патӗнчен кӑшт сиксе ларчӗ, стаканне ывӑҫ тупанӗсемпе хытӑрах чӑмӑртаса тытрӗ. Ҫак тинкерсе пӑхакан, анчах хӳтлӗхсӗр сенкер куҫсене мӗнле тӑруках палласа илеймерӗ-ха вӑл? Ҫакӑ-ҫке-ха ӗнтӗ, ун чухнехи ҫара-уран хӗрача, пӗррехинче ӑна аппӑшӗнчен ҫыру илсе пырса панӑччӗ… Ҫапла, халӗ вӑл ун ятне те аса илчӗ — чӑннипе ӑна Василисӑ тесе, ачашласа — Васенӑ е Васен тесе чӗннӗ, анчах ӑна ҫак ят темӗншӗн кӑмӑла кайман пулас та, вӑл хӑйне Ася тенӗ. Анчах Васенӑ ят Константина халӗ те ытларах килӗшет.

— Ман Алешӑна пӗтӗм район пӗлет! Тракторпа пуринчен нумайрах сухалать, — пӗлтерчӗ ҫамрӑк хӗрарӑм хӑйӗнне. — Ҫуркунне ҫитсенех, председательсем вара ун бригадине яланах хӑйсем патне йӑпатса илсе кайма тӑрӑшаҫҫӗ: «Хисеп ту ӗнтӗ, Алексей Иванович, трактористсене умран юличчен ҫитеретпӗр, килӗш ҫеҫ!» — теҫҫӗ. Анчах вӑл укҫапа апат хыҫҫӑн чупмасть, ун премисем тата грамотӑсем темӗн чухлӗ — пӗтӗм пӳрте ҫыпӑҫтарса тухма пулать. Ӗҫлессе вара ӗҫлет, нимӗн те калаймӑн, ун бригади сухаланӑ ҫӗр — ҫӗр мар, мамӑк!

Константин икӗ сыпкӑмпа чейне ӗҫсе ячӗ те, кӗсйинче портсигар хыпашласа тупса, ура ҫине тӑчӗ.

— Тухса туртам-ха…

— Мӑкӑрлантарӑр кунтах! — ирӗк пачӗ хӗрарӑм. — Тӗтӗм намӑс мар, куҫа ҫимест. Эпӗ авӑ хамӑн Алешӑна калатӑп…

Анчах Мажаров ун сӑмахӗсене итлесе тӑмарӗ, такам ҫине такӑна-такӑна куперен хӑвӑртрах тухса хӑй пӗр-пӗччен юлма тӑрӑшса, ҫурма тӗттӗм ансӑр хушӑпа васкаса утрӗ. Тамбурта вӑл сивӗ сывлӑш сывласа илчӗ, туртса ячӗ те, вакунӑн чӗтренкӗ стенки ҫумне тӗршӗнсе, куҫӗсене хупрӗ…

«Мӗншӗн кунта Ксенине тӗл пулмастӑп тесе шутларӑм-ха эпӗ? — терӗ вӑл хӑй ӑшӗнче. — Е вӑл вӗренме кайнӑ та каялла килмен тесе шаннӑ-и эпӗ? Мӗнле айванлӑх!»

Ун чухне, аманса килнӗ хыҫҫӑн ача ҫурчӗн флигелӗнче вырнаҫсан Константин хӑйӗн пӗтӗм чун-чӗрипе шӑплӑха парӑннӑ. Вӑй пухса, вӑл кунӗ-кунӗпе хӑй ачаран пӗлекен вӗтлӗхсенче ҫӳренӗ, тусем хушшине аякка кӗрсе кайнӑ, ҫурхи шыва ҫӳлтен урӑм-сурӑм хӑвалакан юхан шыв ырми-канми кӗрлесе юхнине итленӗ, ҫуркунне кӗҫех ҫитессине систерекен хӑмӑр кӑвак кандык чечекӗсем илсе таврӑннӑ. Хӗвеллӗ ӑшӑ ҫуркунне ҫитнӗ, сӑртсем ҫинчен пӑтранчӑк юр шывӗ йӑтӑнса аннӑ, ӑшӑннӑ хыр-чӑрӑш лӑссипе ҫӗрнӗ ҫулҫӑсен вӑйлӑ шӑрши сарӑлнӑ.

Флигель умӗнчи уҫланкӑра сарӑ хӑлха алкисем чӳхенсе ларнӑ, чӑпар лӗпӗшсем кантӑка ҫапӑнса ҫунаттисене ҫӑтӑлтаттарнӑ, уҫӑ чӳречерен янаххисем ҫине улмуҫҫи ҫеҫки тӑкӑннӑ. Ирпе ӑна кайӑксем кӗшӗлтетни, пӗр-пӗрне чӗнсе шӑхӑрни вӑратнӑ.

Константин ун чухне пӗр шухӑшсӑр пурӑннӑ, пурнӑҫ мӗн панипе пӗтӗмпех — Алексей Макарович ашшӗ пек ачашланипе те, ҫынсем хӑйӗнпе питӗ ӑшӑ кӑмӑллӑ пулнипе те, малашнехи ҫинчен шухӑшласа пӑхмасӑр, чунтан шанса, хӑйӗн малтанхи таса туртӑмӗпе юратса пӑрахнӑ хӗрӗн юратӑвӗпе те ырӑ курнӑ. Ӑна Ксенипе лайӑх пулнӑ, вӑл хӑй ӑна юратни-юратманни ҫинчен пӗрре те шухӑшламан, тен, хӑйне ыран мӗн кӗтнине пӗлменрен шухӑшламан пулӗ е хӑй мӗн тунине ӑнланса илме тӑрӑшман.

Тепӗр уйӑхран мӗн пулса иртнине аса илме Мажарова шутсӑр намӑс пулнӑ, вӑл ӑна ӳкӗнмесӗр аса илме те пултарайман. Пӗррехинче чылай ҫӗрле тӗл пулуран таврӑнсан, вӑл хӑйӗн сӗтелӗ ҫинче военкомат повестки выртнине курнӑ — ӑна облаҫ хулине медицинӑ комиссине чӗннӗ. Мажаров Алексей Макарович флигеле мӗнле кӗнине илтмен, ҫурӑм хыҫӗнче вӑл йывӑррӑн сывланине туйнӑ та хыҫалалла ҫаврӑннӑ.

— Уҫӑлса ҫӳретӗн-и?

— Ҫӳретӗп-ха, атте… Ҫӳретӗп те сывласа тӑранаймастӑп — аван кунта пирӗн. — Константин хӑйӗн каллех учительпе сывпуллашмалли ҫинчен шухӑшланӑ, вара унӑн чӗри хӗссе килнӗ — кам пӗлет, тен, вӑл ӑна урӑх нихҫан та кураймӗ. — Спаҫҫипӑ сире, атте, мана ӑшшӑн пӑхнӑшӑн… Эпӗ куна нихҫан та манмастӑп…

— Ҫитет, Костя! Тупнӑ калаҫмалли… Ют ҫын-им эсӗ маншӑн? — Алексей Макарович койкӑ ҫине Мажаровпа юнашар пырса ларнӑ, унӑн аллисене хӑйӗн аллисемпе тытнӑ. — Кашнинчех вӑрҫа ӑсатма йывӑр сире…

— Сан, атте, савӑнмалла та мухтанмалла! Кам пӗлет, тен, эпӗ Берлина та ҫитӗп-ха!..

Старик куҫне чышкипе сӑтӑрса илнӗ, ассӑн сывланӑ, кӑштах чӗнмесӗр ларнӑ хыҫҫӑн сасартӑк кӑсӑкланнӑ:

— Хӗрпе мӗнле эсӗ, Костя?

— Мӗнле хӗрпе? — тӗлӗннӗ Мажаров, ку ыйтӑва Алексей Макарович ахаль паманнине ӑнланса, ҫавӑнпа темӗншӗн пӑшӑрханма та пуҫласа.

— Эпӗ кам ҫинчен каланине пӗлетӗн вӗт-ха эсӗ, — тенӗ старик, ӳпкеленӗ пек. — Ксюшӑ лайӑх ҫемьерен… Черемшанкӑри Корней Яранцев хӗрӗ-и? Йӑнӑшмарӑм-и эпӗ?

— Эпӗ куна пытармастӑп! — Константин учительпе тӗплӗн калаҫмасӑр иртес ҫуккине туйса илнӗ. — Мӗншӗн пӑшӑрхантарать-ха ку сире, атте?.. Ыран мана фронта яраҫҫӗ пулмалла, ман халӗ кун ҫинчен шухӑшлас килмест!.. Е сирӗн шутпа…

— Итле-ха, Костя, — Алексей Макарович ура ҫине тӑнӑ та, шухӑша кайса, пӳлӗм тӑрӑх алӑкӑн-тӗпелӗн утма пуҫланӑ. — Эпӗ сирӗн туйӑмсем мӗнлереххине пӗлместӗп, анчах мана чӑн-чӑн туйӑма мӗнпе те пулин виҫме кирлӗ мар пек туйӑнать!

— Ӗненетӗп… Анчах ӗҫ кунта та мар, атте! — Константин вӑтаннипе ывӑҫ тупанӗсемпе пит ҫӑмартисене сӑтӑркалама пуҫланӑ. — Ксюшӑ лайӑх хӗр, анчах шӑпах мана кирлӗ ҫын-ши вӑл? Пур енчен те ӑнланӗ-ши вӑл мана? Пӗлместӗп…

— Эсӗ ху тата мӗн тума? Мӗншӗн хӑвӑн вӑйна шута илместӗн, мӗн, ӑна хӑвӑн майлӑ ҫавӑрма пултараймастӑн-и? Тата, юлашкинчен, чӑн-чӑн туйӑм пулсан, вӑл мӗн пур чӑрмавсем урлӑ каҫса каять, сана хӑвна ҫунатлантарса ярать!

— Тен, ҫапла пулӗ, анчах эпӗ ӑна та, хама та улталасшӑн мар!.. Мана вӑл, темӗнле лайӑх пулсан та, ҫапах та ахаль мещен пек ҫеҫ туйӑнать!..

— Ну, ман шутпа, эсӗ ахалех ун пек калатӑн! — Алексей Макарович ун ҫине ӳпкевлӗн пӑхнӑ. — Мӗнлерех вывескӑ ҫакса хучӗ хӗр ҫине! Вӑл тин ҫеҫ пурӑнма пуҫлать вӗт, анчах ун мӗн те пулин юрӑхсӑрри пулсан, часах пӗтерме пулать, кӑмӑл ҫеҫ пултӑр…

— Ҫук, атте, эпӗ ӑна вӗрентме хатӗрленместӗп вара! — хӗрӳллӗн ӑнлантарма тытӑннӑ Константин. — Пурнӑҫра хам мӗн тӑвассине эпӗ хам та ку таранччен пӗлместӗп-ха, рульсӑр, парӑссӑр ҫапкаланса ҫӳретӗп, кунта тата уншӑн ответ тыт!.. Эпӗ ӑна нимӗнпе те илӗртмен, нимӗн пирки те тупа туман, ман ун умӗнче тӳрре тухмалли ҫук! Тата пурнӑҫра ун та, ман та ҫавӑн пек тӗл пулусемпе уйрӑлусем сахал пулӗҫ-и-ха малалла!..

— Ну, ху пӗл, — старик пуҫне сулса илнӗ. — Ман мар, сан пурӑнмалла…

Ҫав каҫ вӗсен темскер калаҫса пӗтерейменни юлнӑ, ирпе Константин Алексей Макаровичпа ӑшшӑн сывпуллашнӑ пулин те, вӑл ача ҫуртӗнчен хӑй темӗнле айӑп тунӑ пек пусӑрӑнчӑк туйӑмпа тухса кайнӑ.

Медицинӑ комиссийӗ Мажарова кӗтмен ҫӗртен учетран кӑларса пӑрахнӑ. Военкомата ҫӳресе, фронта хӑй ирӗкӗпе яма тархасласа, вӑл хулара виҫӗ кун ҫапкаланса ҫӳренӗ, анчах ӗҫ тухман. Унтан вӑл, ача ҫуртне кӗмесӗр, Ксюшӑпа курнӑҫса калаҫма шутланӑ, кайран вара — кирек ӑҫта кайма та юрать, тенӗ.

Вӑл вокзала чупса кайнӑ, анчах пуйӑс ҫине ҫитсе ӗлкӗреймен. Тепӗр пуйӑсӗ ҫӗрле кӑна кайнӑ, вара Константин хӗвӗшӳллӗ вокзалта нимӗн тума пӗлмесӗр тӗттӗм пуличчен сулланса ҫӳренӗ. Унта вӑл пӗр салтакран Ксюшӑ валли парне — медальон евӗрлӗ, вӗтӗ шӑрҫа пек ҫинҫе ылтӑн вӑчӑраллӑ, ют ҫӗршывра тунӑ пӗчӗк хӗрарӑм сехечӗ туяннӑ та савӑнса кайнӑ. Вӑчӑрипе ҫип пек усӑнтарса, Константин ӑна сыпӑкӑн-сыпӑкӑн хуҫлатса ывӑҫ тупанӗ ҫине хунӑ, вӑл вара куҫа аран курӑнакан ылтӑн купи пек пулса тӑнӑ. Сехетӗн хӗрӳ хӗвел ҫутине упраса тӑнӑ пек туйӑнакан шалти хуппи ҫине касса вензель ӳкерсе хунӑ пулнӑ, кӑшт аяларах, айккинчен пӑхсан, ют чӗлхепе ҫырнӑ кӗске сӑмах ҫутӑлса тӑнӑ.

«Интереслӗ, мӗне пӗлтереҫҫӗ-ши ку сӑмахсем?» — шухӑшланӑ Константин вара, шкулта, ун хыҫҫӑн педтехникумра ӑна икӗ чӗлхе вӗрентме пуҫланӑ пулин те, вӑл ҫав сӑмахсене вулайман пирки хӑйне кӑшт кӳренсе илнӗ, унтан ҫилленсе кайнӑ. Ӑна салху пуснӑ, вӑл тулашса, хӑйӗнпе хӑй кӑмӑлсӑр пулнӑ, вара сасартӑк (ҫав тапхӑрта вӑл час-часах калла-малла шухӑшланӑ) — каймастӑп Ксюшӑ патне! — тенӗ. Унран ӗмӗрлӗхех уйрӑлни ҫинчен Константин хай пӗлтернипе Ксюшӑна ҫӑмӑлтарах пулать-и ӗнтӗ? Пӗр-пӗрне ӳпкелесси пуҫланӗ, куҫҫуль тухӗ, ун чухне Ксюшӑна хӑйӗнчен татса хӑварса, куҫран ҫухалма хӑюлӑх ҫитӗ-ши ун? Ҫук, капла пӗр-пӗрне курмасӑр, сывпуллашмасӑр уйрӑлни лайӑхрах! Куҫран ҫухал та, чӗрере те ан юлтӑр! Ҫапла, лайӑх мар тӑватӑп тенӗ, — ӗнентерме пӑхнӑ вӑл хӑйне, — анчах вӑл Ксюшӑна, чӑнах та, нимӗн те шантарса каламан-ҫке, нимӗн пирки те тупа туман! Тата чӑннипе нимӗнле професси те ҫук чухне ҫемьеленсе ларма тивӗҫ пур-и-ха ун? Ӑна пула вӑл шухӑшпа хӑй тахҫанах пӑрахнӑ ӗҫе каймасть ӗнтӗ. Ҫук, кунта юлни уншӑн хӑйӗн юратнӑ ӗҫ пулмалли чӑн-чӑн пысӑк ӗҫе пӑрахнине пӗлтернӗ пулӗччӗ!

Тата Ксюшӑ ӑна мӗн пур йывӑрлӑхсене тӳсме пултаракан юратупа юратнине ӑҫтан пӗлет-ха вӑл? Ун туйӑмӗ те, Константинӑнни пекех, кӑшт юратма пуҫланине ҫеҫ пӗлтермен-ши? Ҫаксен мӗн пур сӑлтавӗ ҫуркунне пулман-ши, чуна хавхалантаракан, пуҫа ҫавӑракан каҫхи сывлӑш пулман-ши?

Константина совеҫӗ: Ксюшӑ кашни каччӑна мӑйӗнчен ҫакӑнакан хӗр мар, вӑл сана нимӗн те ыйтмасӑр шанчӗ-ҫке, тенӗ, анчах Константин пурпӗрех хӑйне тӳрре кӑларма май тупнӑ, унсӑр пуҫне тата, кирлӗ пулсан, эпир хамӑра хамӑр яланах ҫӑмӑллӑн тӳрре кӑларатпӑр.

Вӑл перрон тӑрӑх ҫӳренӗ, Мускава каякан пуйӑсӑн ҫутӑ чӳречисем ҫине пӑхнӑ, вара, вакунсем чӗтренсе тапрансассӑн вӑл вакунӑн ҫӳлӗ пусмипе юнашар хӑвӑрт хӑвӑртрах та хӑвӑртрах кайнӑ, вӑл, суранлӑ аллисем ыратнине пӑхмасӑр, вӗсемпе туртӑнса ҫӗкленнӗ те, тамбура кӗрсе, ывӑннӑскер, стена ҫумне тӗршӗннӗ.

«Мӗн турӑм-ха эпӗ! — шухӑшланӑ вӑл. — Мӗн турӑм-ха эпӗ? Хамран хам тармастӑп-ши эпӗ?»

Нумайччен тӑнӑ вӑл ун чухне тамбурта. Хыҫалалла иртсе каякан уйсемпе те ӗмӗрлӗхех сывпуллашнӑ пек, вӗсем ҫине салхуллӑн пӑхнӑ. Калча ешернӗрен кӑн-кӑваккӑн курӑнакан ҫеҫен хир ҫурхи ҫил айӗн пурҫӑн пек ҫиҫнӗ, ун тӑрӑх пӗлӗтсен таткаланчӑк мӗлкисем шунӑ, чӗрӗ япала пек, ҫеҫен хир хӑй те куҫнӑ, вӗсемпе пӗрле малалла ишнӗ…

Пуйӑс ҫинче Константин темиҫе хут та Ксюшӑ патне ҫыру ҫырма ларнӑ, анчах ҫырнине вуласа тухсан, ҫиллессӗн ҫура-ҫура тӑкнӑ. Хӗр умӗнче хӑйне тӳрре кӑларма пултаракан сӑмахсем тупма пултарнӑ-и вара вӑл?

Константин Мускавран кӑна, пуриншӗн те каҫару ыйтса, Алексей Макарович патне ҫыру ҫырса янӑ. Вӑл ашшӗне Ксюшӑпа калаҫса пӑхма, вӑл ӑна хур тӑвасшӑн пулнипе мар, пысӑк ӗҫ валли хӑйӗн ирӗкне сыхласа хӑварма ҫирӗп шут тытнипе ҫапла туни ҫинчен ӑнлантарса пама тархасланӑ. Ашшӗ ӑна хирӗҫ хай апла тума килӗшменнине пӗлтерсе ҫырнӑ: хӑйӗн ӗҫӗсемшӗн кашни ҫыннӑн хӑйӗн ответ тытмалла, хӑюлӑх ҫитмест пулсан, вӑл хӑй ответлӑхне ҫын ҫине ан йӑвантартӑр. Бахолдинӑн ытти сивӗ ҫырӑвӗсенчен (вӗсем унччен нихҫан та ун пек сивӗ пулман) Константин ҫакна ӑнланнӑ: Ксюшӑ вӑл сасартӑк кайнине ҫӑмӑллӑн тӳссе ирттернӗ, хӑйне пӗртте телейсӗр те, каччӑ пӑрахнӑ хӗр тесе те шутламан. Ксюшӑ хӑй тӗллӗн, хӑй пуҫӗпе шухӑшласа пӑхма пултаракан ҫын пулнӑ, ял хуҫалӑх техникумне пӗтернӗ хыҫҫӑн тӳрех колхозра ӗҫлеме пуҫланӑ.

Хӑйӗн учителӗ хӑш-пӗр чухне кӑшт ятлакаласа илнӗ пулин те, Константин ун патне ҫыру ярсах тӑнӑ, Тимирязевкӑра экзаменсем тытмалли, сессире экзаменсене мӗнле тытни ҫинчен ҫырнӑ, хӑйӗн студент пурнӑҫӗнчи ҫӗнӗ хыпарсене пӗлтернӗ. Тӑван кӗтесри ҫуркунне майӗпен манӑҫса, асра шупкалса пынӑ, Константин ҫӗнӗ пурнӑҫпа пурӑнма пуҫланӑ.

…Халӗ вӑл акӑ, пурнӑҫра нимӗнле пысӑк ӗҫ те тӑваймасӑр, тӑван кӗтесне таврӑнать.

Пуйӑс хӑмӑр йӑрӑмлӑ, ҫӳхе юрпа витӗннӗ пушӑ ҫеҫен хирпе вӗҫтерсе пырать. Шурӑ тӗтӗм таткаланчӑкӗсене айккинелле сирпӗтсе, пӑравус хыттӑн кӑшкӑрта-кӑшкӑрта илет, тӗтӗм таткаланчӑкӗсене ҫил пӗрремӗш юр шуратнӑ уйсем ҫинелле, ҫывхарса килекен ӗнтрӗк ӑшнелле илсе каять.

«Эпӗ чылаях лайӑх мар историне лекетӗп пулас, — шухӑшларӗ Мажаров. — Аван-ха, Ксюшӑ, качча тухса, ача-пӑчаллӑ пулнӑ пулсан. Ун пек-тӗк эпӗ ахалех шикленетӗп. Анчах вӑл халӗ те пӗччен пулсан?»

Ҫак шухӑшпа хумханса, Константин тамбурта темиҫе утӑм турӗ, унтан, шурӑ тӳремлӗхре ҫил-тӑман епле алхаснине пӑхса, каллех кантӑк ҫумне ҫыпҫӑнчӗ.

«Интереслӗ, мӗнлерех-ши вӑл халӗ?» — шухӑшларӗ те Мажаров, шарт сикрӗ — унпа юнашар Васенӑ тӑрать иккен.

— Эпӗ таса юршӑн тунсӑхласа ҫитрӗм, — терӗ Васенӑ хуллен. — Хулара кун пекки пулмасть вӗт. Аппа машинӑпа лакса лармасан юратчӗ ӗнтӗ, ҫавӑнтан ҫеҫ хӑратӑп…

Константинӑн сасартӑк Ксени ҫинчен халех йӑлтах пӗлес килсе кайрӗ — мӗн тӑвать вӑл халӗ, ҫемьеллӗ-и, ачисем пур-и, телейлӗ пурӑнать-и? Вӑл хӑйне аран-аран тытса чарчӗ, ыйтмарӗ, хӗре хӑй кам иккенне те пӗлтермерӗ, чӗнмесӗр тӑчӗ-тӑчӗ те, унччен калаҫнипе нимӗн ҫыхӑнтармасӑр:
— Эпӗ те сирӗн района каятӑп вӗт! — тесе хучӗ.

— Эпӗ хам та темшӗн ҫапла пуль тесе шутларӑм, — хӑйӗн шухӑшӗ тӗрӗс пулнипе савӑннӑ пек, Васенӑ хӑвӑрт сывласа илчӗ, унтан, хӑй ҫавӑншӑн вӑтанса пулас, пуҫне чиксе, кӑшт тарланӑ тӗксӗм кантӑка пӳрнипе сӑтӑркаларӗ. — Эпӗ хама никам та кӗтмен чухне киле таврӑнма юрататӑп!.. Чӗрне вӗҫҫӗн йӑпшӑнса пырса, алӑка уҫатӑп та, нимӗн те пулман пек, — аван-и, мӗнле пурӑнатӑр, тетӗп. Ну, пуҫланать вара! Пурте: ах! та ах! — теҫҫӗ, ӳпкелеҫҫӗ, хӑйсем вара савӑнӑҫлӑ-ҫке! Аппана, паллах, нимӗнпе те тӗлӗнтерейместӗн, вӑл питӗ пусӑрӑнкӑллӑ та принциплӑскер пирӗн, эпӗ яланах тӗлӗнетӗп унран, ӑмсанатӑп ӑна… Сире станцинче кам та пулин кӗтсе илет-и?

— Ҫук, — хӑй ҫак хӗре питӗ лайӑх пӗлни ҫинчен калама хатӗрленсе, Константин кӑштах иккӗленсе тӑчӗ. — Ҫук, мана никам та кӗтмест.

— Апла пулсан, эсир пирӗнпе ларса пыма пултаратӑр, — темскертен вӑтанса, анчах каллех хӑй ӑшӗнче савӑнса, сӗнчӗ Васенӑ. — Пӗр вырӑн тупӑнатех пирӗн.

— Ну мӗнех, — терӗ Мажаров тӑсарах, тем каласшӑн пулса.

Пурте Константиншӑн кӗтмен ҫӗртен пулса тухрӗ, тахҫан иртсе кайни унран темӗнле ответ кӗтнӗ пек, сасартӑк хӑйӗн ҫинчен аса илтерчӗ, Константин ҫакӑнтан мӗнле ҫӑлӑнса тухам-ши тесе пуҫне ватрӗ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех