Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: 2

Пай: Вилӗме ҫӗнтерсе… –> Виҫҫӗмӗш пайӗ

Автор: Антал Назул

Ҫӑлкуҫ: Титов, Владислав Андреевич. Вилӗме ҫӗнтерсе…: повесть; вырӑсларан Анатолий Ерусланов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1972. — 7–163 с.

Хушнӑ: 2020.04.06 20:55

Пуплевӗш: 457; Сӑмах: 4322

Текст тӗсӗ: Прозӑллӑ хайлав

Вырӑсла Тема: Паллӑ мар

Тӗрлӗ тӗлӗк тӗлленеҫҫӗ ҫынсем каҫсенче. Этем вӗсене суйласа илмест. Тӗлӗксем, аваннисем те, начаррисем те, хӑйсемех килеҫҫӗ.

Луганскри малтанхи каҫах, килти вырӑн ҫинче, стена ҫумӗнчи сехет уксахласа чаклатнӑ май, Сергей инкек хыҫҫӑн пӗрремӗш хут тӗлӗк курчӗ.

Вӑл штрек тӑрӑх хӑй участокӗ еннелле утать, аллинче ун темӗн пысӑкӑш антрацит катӑкӗ. Йывӑр пулнӑран, кӑмрӑк ывӑҫ тупанне касать, ура айӗнче ҫӑрӑлать. Сергей пӗр вӗҫӗмсӗр унта та кунта йӑваланса выртакан вагонеткӑсем ҫине кӗре-кӗре каять, ӳкет, тӑрать, каллех утать те каллех ӳкет. Тӗттӗм штрек ӑшӗнчен сасӑсем илтӗнеҫҫӗ:

— Часрах, Петров, часрах! Ҫур ҫул кӗтетпӗр сана! Кунта илсе кил кӑмрӑкна, пӗтӗм шахта планне эсӗ пӑсатӑн!

Сергей чупасшӑн хӑтланать, анчах, тӗттӗмре те мӗнле хытӑ япаларан такӑнать те, каллех тӑсӑлса ӳкет.

«Эпӗ вӗсем патне ҫитме миҫе утӑм юлнине шута илмен-ҫке. Мӗн ҫине те пулин таянас пулать ман», — больницӑн йӗп-йӗпе пулса кайнӑ халатне хывса пӑрахнӑ май, шутлать вӑл. Ӑҫтан-тӑр Егорыч килсе тухрӗ. Пичӗ ун куҫҫулӗпе йӗпеннӗ, хӑй шӑппӑн пӑшӑлтатать: «Ҫаплах тӗл пулаймарӑмӑр эпир иксӗмӗр, Сережа… Эс пыр ман пата, эпӗ кӗтетӗп. Ют ҫынна вара ҫапла кӑшкӑрса тӑкма кирлӗ мар… Арҫын-ҫке-ха эсӗ! Ҫитмӗл утӑм — хутлӑх пулать-и ҫав…»

— Ӑна лере йӑлт амантса пӗтернӗ! — ахӑлтатса ячӗ шахтерсенчен пӗри. — Мӗн шахтерӗ пултӑр ӗнтӗ унран текех!

Сергей темӗн пит хаклине аса илесшӗн тарӑхсах асапланать, анчах ниепле те асне илеймест.

«Эпӗ ыттисем пек мар. Мӗн ҫукчӗ-ха ман?» — шухӑшлать вӑл.

Ӳпӗнтерсе янӑ вагонетка хыҫӗнчен комсомол райкомӗн секретарӗ Крамаренко тухрӗ.

— Эпӗ сан ятна туртса илетӗп — комсомолец! Эсӗ поселокра йывӑҫ лартассине путлантартӑн. Хӑв комсомолецсемпе ҫамрӑксен бригадине тӑвасшӑн кӑшкӑрашрӑн, ӑҫта пулнӑ вара эсӗ ӑна йӗркеленӗ чух? Хӗвелтухӑҫ енчи виҫҫӗмӗш шахтӑра эсӗ ҫынсене хӑтарасса хӑтарнӑ-ха, анчах вӑл нимӗне те пӗлтермест! Сан вырӑнта пулсан, кашниех ҫапла тунӑ пулӗччӗ!

— Пирӗн пата таврӑнатех вӑл. Унӑн ни килӗ, ни ҫурчӗ ҫук! — кӑшкӑрса ячӗ Гончаров.

— Вӑл ҫапларах кӑна та, ара, ҫапах ҫын-ҫке-ха… — йӑвашшӑн илтӗнет тӗттӗмрен.

— Комсомол билетне туртса илес! — команда парать секретарь.

— Питрен ҫупкӑ ӑна! — ахӑлтатать Мамедов.

— Билет! — тепӗр хут хистесе хушать Крамаренко.

— Ан ҫывхарӑр, вӗлеретӗп! — чӑтаймасӑр кӑшкӑрса ярать те Сергей, вӑранса каять.

Ӑна ҫавӑнтах кӗрхи тӗттӗм каҫ шӑплӑхӗ ҫавӑрса, ытамласа илет.

Тик-так, тик-так… — тӑнӑҫлӑха пӑсса-хускатса чаклатать стена ҫинчи сехет.

Чарр, чарр… — ялти шӑрчӑк пекех чӑрӑлтатса шӑхӑрттарса илет электросчетчик.

«Ӑҫта эпӗ?» — пӗлесшӗн хӑтланать Сергей, унтан иртнӗ кунхипе ун умӗн уйӑхӗ-уйӑхӗпе тӑсӑлнӑ асапне аса илет те ирӗксӗрех тӗршӗнет. «Ҫывӑрса каяс часрах!» — хистет вӑл хӑйне, анчах ҫывӑрасси ҫук, пӗтнӗ: ун пуҫӗнче халь тин ҫеҫ курнӑ тӗлӗк. Ыйха текех хунарпа шыраса та тупаймӑн. Куҫӗ умне ҫавӑнтах паян кӑнтӑрла вакун чӳречинчен курнӑ шахта терриконӗ тухса тӑрать, ӑна тӗтре карать, вӑл ҫухалса-ҫухалсах пырать, ак ӗнтӗ кӗҫех ун вырӑнне табак туртса тултарнӑ шавлӑ та хаваслӑ наряднӑй, ӗҫ тумӗпе кӗрмеленнӗ шахтерсем, юлташла калаҫса, кӗрӗлти кӗпҫе патнелле утаҫҫӗ, ахӑлти саспа янӑрать ун таврашӗнчи килкарти, штрек тӑрӑх ҫил кӑларттарса шӑхӑрать пиҫӗ те чӗре сывлӑш, чӑштӑртатса шӑвать транспортер ҫинче кӑмрӑк, ялтӑраса та ҫуталса тӑкӑнать вӑл вагонеткӑна…

Сасартӑках кӑмрӑк шӑршипе тулса ларчӗ сентябрь каҫӗ, смена хыҫҫӑн туртса янӑ табак тӗтӗмӗпе сайланнӑ евӗр, сӗтеклӗн ҫаврӑнса кайрӗ пуҫ, чӗрене ҫынсем лартса ҫӳрекен шахта урапи пилӗкҫӗр метра антарнӑ чухнехи пек чӗпӗттерсе-кӑтӑклантарса илчӗ, тус-тантӑшӗсен хулӑн сассисем шапӑлтатса кӗмсӗртетрӗҫ. Вара ҫаксем пӗр самантрах таҫта кайса кӗчӗҫ, путланса ҫухалчӗҫ. «Алсем», — тӑкӑскӑн тӑстарса тӑлӑххӑн чӑклатрӗ стена ҫинчи сехет. Шуса юлчӗ вара вакун чӳречи умӗпе террикон, кӑкӑрта темӗн ҫурӑлса каясла чиксе ыратрӗ.

Сергей темӗнле хаяр вӑй хӑй ӑс-тӑнӗнчен чи-чи хаклӑ япаласене турта-турта кӑларса таткаланине, усал та тӳрккес алӑ, ун чухнехипе хальхине уйӑрса, чӗрӗ чӗререх каҫса кайма ҫук ҫӳллӗ стена картлама пуҫланине туйса илчӗ кӑна мар, яр-уҫҫӑнах курчӗ.

Сергай ыратӑва чарма е вӑхӑтлӑха та пулин лӑплантарма пултаракан мел шырарӗ, анчах тупаймарӗ. Ют та хӗрхенӳсӗр каҫ, сӗмсӗр йӗксӗк евӗр, чун патне кӗнӗҫем кӗнӗ, ахаль те тӗксӗм сӑрсене пушшех хуратрӗ. «Мӗнле пурӑнмалла?» — туха-туха тӑчӗ умма пӗртен-пӗр ыйту.

Юнашарах, пуҫне Сергей хулпуҫҫийӗ ҫумне тӗрӗнтерсе, Таня ҫывӑрать. «Лайӑх мар тӗлӗксем сан пуҫунта та, Танечка!» — шухӑшларӗ Сергей.

Вӑл иккӗш кӑнтӑрла утса тухнӑ, Таня ачалӑхне ирттернӗ картише аса илчӗ. Йӗри-тавра кӑсӑкланма юратакан кӳрши-аршисем тӑратчӗҫ, хӑйсем куҫӗсене чарса пӑрахнӑ, хӑшӗсем йӗреҫҫӗ те. Вӗсем иккӗш юнашар пычӗҫ: Сергейӑн пуҫӗ, ҫак ҫынсен умӗнче айӑпа кӗнӗ пек, усӑннӑччӗ, Таня вара питне мӑнаҫлӑн каҫӑртнӑ та кулать, хӑй пӗр вӗҫӗмсӗр:
— Акӑ эпир те килсе ҫитрӗмӗр! Ак эпир те кунта ӗнтӗ!.. — тет хавассӑн.

Ҫурт хыҫӗнчен йытӑ вӗрсе ячӗ, унтан сасартӑк, каҫару ыйтнӑн, тӑстарса, айӑплӑн йынӑшма пуҫларӗ. Темӗнле хӗрарӑм Таня патне чупса пычӗ, икӗ питӗнчен те хыпаланса чуптуса илчӗ.

— Телей патӑрччӗ сире турӑ!

— Камччӗ вӑл? — ыйтрӗ Сергей, пӳлӗме кӗрсен.

— Ӑна ан кӳрен, Сережа, шеллесе мар вӑл, ахаль ҫеҫ, ну ҫавнашкал лайӑх ҫын вӑл… Йӗрекенсене вара эсӗ ан пӑх. Хӑранӑран ҫапла вӗсем… хӑйсемшӗн…

Сергей Таня енне ҫаврӑнчӗ, тутисемпе ҫемҫе те ӑшӑ ҫӳҫ ҫумне сӗртӗнчӗ. «Чунӑмҫӑм, чӗкеҫӗм! Мӗнпе тавӑрӑп-ши эпӗ мана пула тӳснӗ асапшӑн, хамӑннинчен пӗр пӗрчӗ те кая мар ыратӑвушӑн? Мӗнпе пулӑшайӑп-ши хӑвӑн черченкӗ хулпуҫҫийӳсем ҫине йӑвантарнӑ йывӑрлӑха кӑштах та пулин чакарас тӗлӗшпе? Эсӗ ним шутласа тӑмасӑрах ман хыҫҫӑн этем тӳсмелле мар хӗн-хурлӑ ҫула ыткӑнтӑн, епле ҫӑмӑллатӑп-ши ӑна? Мӗн тума пултарнӑ, мӗнле пурӑннӑ пулӑттӑмччӗ-ши эпӗ сан чикӗсӗр, вӗҫӗ-хӗррисӗр таса юратӑву пулман пулсан?»

Больницӑран тухнӑ хыҫҫӑнхи пӗрремӗш кун Сергейшӑн нимӗнле ҫӗнӗлӗх те памарӗ, ҫӗрлехи йывӑр шухӑшсене те сиреймерӗ. Таня, кил хушшинче ӗҫленӗ май, ӑна хавхалантарма, ун тӗтреллӗ шухӑшӗсене сапалама тӑрӑшрӗ. Хӑйне вӑл мӗнпур йывӑрлӑха ҫӗнтернӗ, хыҫала тӑратса хӑварнӑ пек тыткаларӗ: халӗ ӗнтӗ ҫӗнӗ пурӑнӑҫ пуҫланчӗ, апла пулсан чӑннипех те ҫӗнӗлле пурӑнма тытӑнмалла, нимӗнле тӗксӗмлӗх ҫинчен те шутлама кирлӗ мар.

Сергей шалта, чӗринче Таньӑпа килӗшрӗ: «Тӗрӗс, ҫапла пулмалла! Пӗр вӗҫӗмсӗр хӑв шӑпу пирки кӑна макӑрмалла мар». Анчах пуҫран пурпӗрех малашне епле пурӑнас ыйту тухмарӗ: мӗн тумалла та мӗн ӗҫлемелле? Нивушлӗ вара ҫаплалла, пӗр ӗҫсӗр ҫӳремелле ҫапкаланса ыран та, тепӗр кун та — яланах?.. Ҫак шухӑшсем самантлӑха та канӑҫ памарӗҫ ӑна. Пӳлӗмри япаласене пӑха-пӑха ҫаврӑнчӗ, вӗсем те пулин темӗнле килпетсӗр, хӑйсен хакне йӑлтах ҫухатнӑ пек курӑнчӗҫ ун куҫне.

Этажерка ҫинче кӗнекесем тӑраҫҫӗ. Таньӑн ҫӗтӗлсе те кивелсе пӗтнӗ учебникӗсем. Сергей вӗсен тӗссӗрленнӗ хыҫӗсене пӑхса тухрӗ. Пӗрремӗш ҫӳлӗк ҫинче: «Физика», «Алгебра», «Сандружинницӑсем вӗренмелли учебник»… иккӗмӗшӗнче ун куҫӗ тӗлне хӑмла ҫырли тӗслӗ пӗлекен, паллакан хуплашка тӑпси тухса тӑчӗ. Ӑҫта-тӑр нумай пулмасть кӑна курнӑччӗ-ха вӑл ку кӗнекене. Анчах ӑҫта? Сергей аса илеймерӗ.

«Мӗнле илсе пӑхас ӑна?» — шухӑша кайса тӑчӗ этажерка умӗнче. «Ҫӑварпа!» — вӗлтлетсе илчӗ пуҫра ҫавӑнтах. Вӑл чӗркуҫленсе ларчӗ, тутисемпе кӗнеке енне туртӑнчӗ, лайӑххӑн куҫаймарӗ пулас-и, вӑйлӑрах тайӑлӑнчӗ те тытӑнкине ҫухатрӗ, вара ҫамкипе ҫӳлӗк ҫумне пырса ҫапӑнчӗ. Хыттӑнах ҫапӑнчӗ. Сергей ура ҫине тӑма хӑтланчӗ, анчах тӑрас вырӑнне ҫавӑнтах урайне хевтесӗррӗн йӑванса кайрӗ. «Лӑпкӑнрах, лӑпкӑнрах!» — таҫтан йӑтӑнса тухнӑ тӳрккес ҫилӗ тӑвӑлса хӑпарнине туйса, йӑпатрӗ хӑйне. Унӑн ҫав вӑхӑтра пӗтӗм тӗнче илтӗнмелле ухмахла хыттӑн кӑшкӑрса ярас килчӗ, кӑкӑрта пӑтранакан кӳренӳ тухса кайтӑрччӗ ҫеҫ. «Лӑпкӑн! — ыраттарнӑ ҫамкине хӑма ҫумне тӗрелесе, пӑшӑлтатрӗ Сергей. — Кун пек юрамӗ!..»

Ҫӗртен ерипен тӑнӑ хыҫҫӑн, пӳлӗм тӑрӑх уткаларӗ. «Ҫапах та илме пулать!» — шухӑшне улӑштармасӑр сӗмсӗррӗн пӑхрӗ вӑл кӗрен хуплашка ҫине.

Ҫиленсе те хыпаланса, Сергей каллех пуҫарнӑ ӗҫне пуҫӑнчӗ. Анчах кӗнеке, тухатланӑ тейӗн, ҫӑвара ниепле те лекесшӗн пулмарӗ, шалтан шала пытанса пычӗ.

«Ҫӳлтен, шӑлсемпе!» — шутласа илет те Сергей, сӑмсипе ҫӳлӗке тӗреленет. — Ак эсрелӗ! Пурте мана хирӗҫ, ҫав шутрах хам сӑмса та!»

— Айванскер! — илтрӗ вӑл хӑй хыҫӗнче Таня сассине. — Нивушлӗ мана чӗнме йывӑрччӗ ӗнтӗ? Кун пек ан ту текех, Сережа, эпӗ кӳренетӗп!

— Эпӗ хам туса пӑхасшӑн пултӑм, — аванмарланчӗ Сергей. — Мӗнле те пулсан мел тупмалла-ҫке-ха.

Таня Сергей ҫине, унӑн ҫухалса кайнӑ кӑмӑлсӑр пичӗ ҫине тимлӗн пӑхса илчӗ те сасартӑк кулса ячӗ, килӗшнине пӗлтерсе, пуҫне сулчӗ.

— Егорычран ку, — терӗ вӑл, кӗнекене сӗтел ҫине хурса.

Таня хӑмла ҫырли тӗслӗ хуплашкана уҫрӗ.

«И. Е. Ларина. Тӑван пекех хаклӑ тусӑма. Ҫуралнӑ кун ячӗпе. Норильск таврашӗ. 49 ҫ. Янв. 17» — вуларӗ Сергей титул листи ҫине ҫырнине.

Аяларах химически кӑранташпа ҫапла ҫырнӑччӗ:

«Таньӑчкӑпа Сережа Петровсене. Ӗмӗр асӑнмалӑха, ырӑ сунса. 1960 ҫ. сент. 14.» Тата аяларах: «СПАРТАК» тенӗ типографин пысӑк шрифчӗпе.

— Чим-ха, чим! — хыпӑнса ӳкрӗ Сергей. — Вунтӑваттӑмӗш… Ку вӗт вӑл пӗр кун маларах?..

— Ҫапла, Сережа, вунпиллӗкмӗшӗнче ҫукчӗ вара вӑл… Кузнецов пачӗ…

— Эсӗ ун чирӗ ҫинчен пӗлнӗ-и?

— Пӗлнӗ. Эпир Григорий Васильевичпа сана пӑлхантарса ярасран хӑрарӑмӑр. Ну, мӗн ӗнтӗ… эмел ӗҫмен чухнехи пек пулса ан кайтӑрччӗ, терӗмӗр. Егорыч хӑй те сана кӗртме хушмарӗ. Вӑл вӗт вилессе пӗлнӗ…

— Йывӑр пуль вӑл хӑвӑн пурнасси мӗн чухлӗ юлнине пӗлсе тӑма… Тепӗр тесен, кам пӗлӗ ӑна, хӑшӗ йывӑрне — ҫийӗнчех-и е хуллен-хуллен…

— Эсӗ мӗн пирки? — куҫӗсене ялт ҫӗклесе пӑхрӗ Таня.

— Хам та пӗлместӗп. Айван шухӑшсем тӑкӑнаҫҫӗ пуҫа.

— Хӑвала эс вӗсене хӑв патӑнтан. Ирӗк ан пар пӗрре те.

— Ӗҫ кирлӗ, вара нимӗнле лӑпӑр-лапӑр та кӗреймӗ пуҫа. Эсӗ, мӗн, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑра парӑнма юраманнине эпӗ пӗлместӗп, тетӗн-и?.. Анчах ҫӑмӑлах мар ҫакна тума, Таня! Сурансем ыратнӑ чух луччӑ ҫӑмӑлтарахчӗ. Порошоксемпе морфий лӑплантаратчӗҫ ун чух, халӗ вара мӗн? Ирсерен гудоксем мӗнле кӑшкӑртнине илтетӗн пулӗ ӗнтӗ? Чӗрене ҫураҫҫӗ. Ҫынсем ӗҫе каяҫҫӗ, хыпаланаҫҫӗ, пӑшӑрханаҫҫӗ, эпӗ харам пыр пек… Куҫран пӑхма намӑс…

— Кирлӗ мара ан хайла, тархасшӑн! — хирӗҫлерӗ Таня. — Пасарта ҫухатман-иҫ аллусене…

— Ку халь ним ҫӑмӑллӑх та памасть. Ҫирӗм пиллӗкрех йӑлт вӗҫленнӗ… Нимӗне юрӑхсӑр пулса тӑнӑ. Нивушлӗ юрахсӑрах-ши? Кала-ха, Таня? Нивушлӗ пурӗ те ҫывӑрмалла та ҫимелле ҫеҫ, ӑна та пулин эс пулӑшнипе кӑна?

— Шутласа тупӑпӑр мӗн те пулин, Сережа. Курса кӑна тӑр акӑ!

Таня упӑшки патнелле ҫывхарчӗ. Унӑн ҫав самантра мӗн-тӗр питӗ хаклине калас, пӗр самант хушшинчех пурне те уҫса пама пултаракан шухӑш шутласа кӑларас килчӗ. Анчах мӗн тумаллине вӑл хӑй те пӗлеймерӗ-ха. Шанчӗ ҫеҫ, ҫакӑ пуласса пӗр иккӗленӳсӗр шанчӗ.

Ҫакнашкал пуҫланчӗ Сергейӑн ҫӗнӗ пурнӑҫӗ. Самант-самант ӑна вӑхӑт хытса ларнӑн, пачах куҫми пулнӑн туйӑна-туйӑна кайрӗ. Тепӗр чух ҫак чуллану, чӑн пулнӑ пекех, Сергее канӑҫсӑрлантарчӗ кӑна мар, асаплантарчӗ те. Кунашкал чухне вӑл хӑйне вилесле аманнӑн туйрӗ, ӑна ыратни мар, вӑхӑт чарӑнса ларни, хӑйшӗн чарӑнни хытӑ пӑшӑрхантарчӗ: ара, юлташӗсем, ӳкнӗскер ҫинчен манса та вӑл малашне кӗрешме пултарайманнине ҫирӗплетсе, малтан малалла каяҫҫӗ те…

Пӗррехинче Сергей вӑрҫӑра пулнӑ ҫын каласа панине аса илчӗ. Пӗр ҫапӑҫура вӑл ялав йӑтса малтан чупса пынӑ, ӑна ҫавӑн чух йывӑр амантнӑ. Ялава тепри тытса илнӗ, темиҫе минутран вӑл хӑйсем ҫапӑҫнӑ сӑртӑн чи тӳпинче вӗлкӗшме пуҫланӑ. Унта нумай саслӑ «урра» янӑранӑ, автоматран ҫатӑртаттарса салют панӑ, ку вара, салтак шӑпине кӳренсе те тарӑхса, юнлӑ куҫҫульне ҫӑта-ҫӑта, сывлӑм шывӗллӗ курӑк ҫинче выртнӑ.

Сергей вӑрҫӑ курман, анчах ҫав салтак туйӑмӗсене вӑл пӗтӗм чун-чӗрипе те ӳчӗ-тирӗпе ӑнланнӑ.

Октябрӗн ҫуррисенче, хула варринчен инҫех мар пӗчӗкрех пӳлӗм тупса, Петровсем пурӑнма ҫавӑнта куҫрӗҫ. Сергей хӑйне ирӗккӗнрех туйма пуҫларӗ. Кама-тӑр кансӗрленӗ, чӑрмав кӳнӗ, авалтан ҫирӗпленнӗ йӑла-йӗркесене пӑснӑ пек туйӑннисем ун иртсе кайрӗҫ, вӑл туллин сывла пуҫларӗ. Ҫӗнӗ хваттерте Таня та улшӑнчӗ. Ӑна та ирӗкрех кунта. Тухса кайнӑ чух вӑл мӗншӗн ирӗккине амӑшне те ӑнлантарса параймарӗ. Ҫапла иккен, аннене те пур чухне те ӑнлантарса пама ҫук-мӗн.

Малтанхи кунсенченех тытӑнса пӳлӗмре ҫӗнӗрен ҫӗнӗ кӗнеке курӑна пуҫларӗ. Таня вӗсене Сергее пӗлтермесӗр чике-чике килчӗ, ҫӑварпа илме меллӗ пултӑр тесе, чӳрече янаххипе сӗтел ҫине майӗпен майлаштара-майлаштара хучӗ. Вулама вӑл сӗнмерӗ, Сергей пӗр хушмасӑр, асӑнтармасӑрах хӑйпе хӑй туртӑнасса шанчӗ.

— Ӑҫтан ҫавӑн чухлӗ кӗнеке пирӗн? — ыйтрӗ пӗррехинче Сергей.

— Мӗнле ӑҫтан? — тӗлӗннӗ пекрех турӗ Таня. — Библиотекӑран та магазинран… Килӗшмеҫҫӗ-и вӗсем сана?

— Кӗнекене эпӗ юратнӑ… Хӑҫан-тӑр вӗсемсӗр пӗр кун та пурӑнма пултарайман.

— Кусене те вуланӑ-и?

— Ҫук, пурне те мар.

Ҫак калаҫу хыҫҫӑн тепӗр кунне Сергей сӗтел хушшине кӗрсе ларчӗ те янахӗпе кӗнекене хӑй патнелле туртса илчӗ, ӑна тутисемпе уҫрӗ, вулама пуҫӑнчӗ. Таня пӳлӗмрен тухрӗ, савӑнӑҫлӑскер, сывлама чарӑнсах, шӑв-шав тӑвасран питӗ асӑрханса, керогаз таврашӗнче аппаланма пикенчӗ.

Пӗр кӗнекине вуласа тухнӑ хыҫҫӑн, Сергейӑн, ӗлӗкхи пекех, вулас кӑмӑлӗ уҫӑлса кайрӗ. Вӑл хӑй сисмесӗрех иртен пуҫласа мӗн каҫченех кӗнеке умӗнче ларакан пулчӗ. Вулать-вулать, сисмен те — кун иртсе кайнӑ. Ку ӑна пӗрре кӑна мар тӗлӗнтерчӗ. Ҫакна пула начаррине аса илтерекен шухӑшсем ун палӑрмаллах чакрӗҫ. Халӗ ӗнтӗ вӑл вӗсене уҫӑ тӑн-пуҫпах хӑй патӗнчен хӑваларӗ, вӗсенчен кӗнекепе хӳтӗленчӗ: виҫме-шутлама чӗринче вырӑн та, вӑхӑт та памарӗ.

Ку вӑл хӑйне ҫын вырӑнне шутлас тӗлӗшпе тунӑ пӗрремӗш утӑм пулчӗ. Ку вӑл, тӗрӗссипе, тӗллевччӗ ӗнтӗ. Тӗллевӗ, чӑн та, пысӑках мар, мӗншӗн тесен ҫынсемшӗн ӗҫлеме пултараймасть текех, анчах ҫакӑ ӑна пурнӑҫри чи йывӑр саманта ирттерме, ӑшри пӑтӑрмаха ҫӗнтерме пулӑшрӗ, хӑйне хӑй шеллесе, вӑйӗпе нервисене ним усӑсӑр пӗтерессинчен ҫӑлса хӑварчӗ.

Кӗҫех Сергее кун ҫути те ҫитми пулчӗ. Часран часах вӑл, хайне ҫавӑрса илнӗ кӗнекинчен уйрӑлаймасӑр, сӗм-ҫӗрлечченех ларма пуҫларӗ.

— Выртса ҫывӑр ӗнтӗ, Сережа, — тархасланӑ ҫӗр варринче вӑранса кайнӑ Таня.

— Халех, халех, Танечка! Кӑшт ҫеҫ юлчӗ! — вулама чарӑнаймасӑрах васкаса тавӑрнӑ Сергей.

Юлашки страницине вуласа пӗтерсен, паянхи кун планне тултарнӑ пек сунса, вӑл тулли кӑмӑлпа вырӑн ҫине выртнӑ та вара, пуҫне юлнине тепӗр хут аса илсе, ҫывӑрса кайнӑ.

Кӗнекесем хыҫҫӑн Сергей куҫӗ тӗлне ҫӗнӗ хаҫатсемпе журналсем леке пуҫларӗҫ. Йышлӑ ӳкерчӗксемпе статьян шултра та янӑравлӑ ячӗсем лӑпкӑ пӳлӗме пурнӑҫӑн канӑҫсӑр шавӗпе тултара-тултара лартрӗҫ. Сергей вӗсене кашнинех, таҫти аякри планетӑсенчен кӳрсе килнӗ пек, ӑнланмалла мар тӗлӗнӳпе ҫӑткӑнланса вуларӗ.

Ҫут тӗнчерипе ҫӗршывра пулса иртнисем, этем алли тӑвакан ӗҫсем пӗтӗмпех хаклӑ та ҫывӑх уншӑн, вӗсем ӑна савӑнтараҫҫӗ-хумхантараҫҫӗ те, анчах, тепӗр енчен илсен, вӗсене унран каҫса каймалла мар стена пӳлсе тӑрать, йӗри-таврашри пулӑмсене вӑл хутшӑнаймасть, никама та кирлӗ мар, хевтесӗр ҫын ҫеҫ, ҫакӑ вара чун-чӗрене калама ҫук хирет, пӑтратать.

Ӗҫре ирттернӗ кунсем аса килеҫҫӗ час-часах. Ҫавсенчен чи йывӑррисем те, — антив, лӑскантарса халтан янӑ, йӳҫӗ те тӑварла тарпа тертлентернӗ, ывӑҫ тупанне суранлатса юнлантарнӑ пултӑр, — чи-чи пысӑк ырлӑх халӗ, анчах вӗсем патне, хӗвел патне ҫитеймен пекех, ӗмӗтпе те ҫитеймӗн текех. Ӑс-тӑн ҫеҫ, ҫывӑх юлташӗ пулса, куҫ умне ун чухнехи ӳкерчӗксене кӑлара-кӑлара тӑратрӗ, Сергей вара, пӗтӗмпех асаилӗве путса, ҫавсенче кӗтмен ҫӗртенех йӑпану тупрӗ. Ку, чӑннипе, паянхи кунӑн эрӗм шӑршийӗ кӑна, апла пулин те унра чун-чӗрене ӑшӑтакан иртнин хӗрӗвӗпе тин ҫеҫ тӗпӗ-йӗрӗпе ӑнланса илнӗ телейӗн хӑвачӗ.

Акӑ, хальхи, паянхи пекех, тухса тӑрать куҫ умне шахтӑра ӗҫлеме пуҫланӑ пӗрремӗш кун. Сергей уншӑн, ҫӗр айӗнчи тамӑкрилле йывӑр ҫав пӗрремӗш сменӑшӑн, вӑл ҫӗнӗрен ӗҫлеме кайма май туса параять пулсан, темӗн пама та хатӗр.

— Забоя, кӑмрӑк кӑларнӑ ҫӗре каясшӑн эпӗ! — терӗ пӗрремӗш курсра вӗренекен Сергей Петров студент, производствӑлла практикӑна килсен.

Хурапа шурра сахал мар курнӑ шахтерсем пуҫӗсене сула-сула кулкаласа илчӗҫ. Забой вӗренӳ аудиторийӗ мар. Унта чи кирли — пысӑкрах хайӑрасси те инҫетерех ывӑтасси…

— Илсемӗр, ӳкӗнмелле пулмӗ! — тархасларӗ студент. Хӑй шутланине турӗ пурпӗрех. Шахтер ҫӑкӑрӗ мӗнлине ҫийӗнчех тутанса пӑхас килчӗ унӑн! Йывар, теҫҫӗ ӑна. Пулинех. Вӑл ҫӑмӑл ҫул шырама шутламан та! Вӑл тивӗҫли ҫеҫ пултӑр. Студент апачӗпе пурӑнса йӑвашланнӑ ӳт-пӳ кӑна вӑхӑтсӑр ан чӑхӑмлатӑрччӗ.

«Мӗнле пулнӑччӗ-ха ҫакӑ пӗтӗмпех ҫав кун?» — чарӑнса тӑчӗ Сергей пӳлӗм варринче. Икӗ рештак та вӗсене хирӗҫ машинпа виҫӗ метр хулӑнӑш кастарса пӑрахнӑ йӑлтӑркка кӑмрӑк талккӑшлӗ. Ӑна кирккӑпа ҫӗмӗрмелле те тӑрана пӗлмесӗр сӗтӗрӗнекен хыркӑч сӑнчӑрпа рештасем ҫине тиемелле, ун хыҫҫӑн пушаннӑ хутлӑха йывӑҫ тӗревсемпе ҫирӗплетмелле.

Ӗҫсене вара хӑвӑрт та пӗр-пӗрин хыҫҫӑн йӗркипе туса пымалла, яланах хӑяккӑн выртса. Тиеме манса кайса кӑмрӑк кӑна ватрӑн пулсан — пӗл: эсӗ икӗ хут йывӑрлӑха лекрӗн. Пушӑ вырӑн питӗ сахал, тӑвӑр, кӑмрӑк ывӑтмалли кӗреҫе вара экскаватор ӑскӑччинчен те каях мар пуль. Е тата, тиеме пуҫласа, ҫирӗплетесси ҫинчен манса кайрӑн иккен — штык пырса ҫапасса кӗтсех тӑр. Тӗревлемен маччан шӳчӗ хӑйпе пӗрле — темиҫе тоннӑллӑ породӑна килсе лаплаттарать те, эсӗ кӗпепе ҫуралнӑ пулсан та тӗнче йывӑрӑшле ҫав хала сана шеллерӗ пулсан питӗ аванччӗ, вара савӑнса кайсах пӗрер пӑтлӑ кумккасене рештаксем хыҫне ывӑтма васка; ывӑтасса та аяккарах ывӑт. Анчах хаяр маччана ҫирӗплетесси пирки каллех ан ман, ӑна паҫӑрхинчен те вӑйлӑрах ҫирӗплет.

Петров студен ҫаксене лайӑх пӗлсе ӗҫе пуҫӑнчӗ. Лавӑра тӑн тухса каймалла шав тӑрать. Хӑй айӗнчен штыбӑн хура пӗлӗтне калара-кӑлара пӑрахса, нӑйкӑшса улать касакан машина. Тимӗрпе тимӗре хӑршаттарса кӗмсӗртетет хыркӑчлӑ транспортер. Таҫта аялта, граната ҫурӑлнине аса илтерсе, шалтлатаҫҫӗ буферӗсемпе вагонеткӑсем. Йывӑр артиллери пекех кӗрӗслеттерсе перет лапчӑнса, пусӑрӑнса пыракан забутри виткӗҫ.

Чӗркуҫҫийӗ ҫине вырнаҫса ларнӑ Сергей, ҫак ним латтисӗр ҫӗмрӗлекен шӑв-шава илтмесӗр те ывӑннине туймасӑр, кирккипе урса кайсах хӗнет чул пек хытӑ кӑмрӑка, пуҫӗнче хайӗн пурӗ те пӗр шухӑш: ыттисенчен кая юлса, шахтерсен умӗнче намӑса кӑна кӗрес марччӗ… Кӑмрӑкӗ вара, юри хӑтланнӑ пекех, пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн ҫеҫ ванать, питпе алӑсем ҫумне пыра-пыра ҫапӑнать, пысӑкрах пайсене уйрӑлма ниепле те килӗшмест.

Виҫӗ сехете яхӑн ӗҫленӗ хыҫҫӑн студент чӗркуҫҫийӗсемпе аллисем, ҫурӑмӗ хытӑран хытӑ ыратма пуҫланиине туйса илчӗ. Киркки итлеми пулса кайрӗ, антрацит, кӗреҫи аллинче ҫаврӑнкаласа тӑнине пула, ӑсӑнмасть.

«Нивушлӗ тӑхтав пулмасть?» — чӗркуҫҫийӗсемпе аллисем чӗтреме пуҫланине, нӑйкӑшса туртӑнакан ырату пӗтӗм ӳт-пӗве сарӑлса пынине сиссе, шухӑшлать Сергей.

— Эй, эсӗ, камччӗ-ха, студентчӗ-и, ывӑт тӗревне… — илтрӗ вӑл хӑлхи ҫийӗнчех хыттӑн каланӑ сасса.

— Сергей ятлӑ эп! — ҫилӗллӗн тавӑрчӗ те Петров, тӗрев илме ӳркевлӗн тӑсӑлчӗ.

— Ывӑнтарчӗ-и? — кӑшкӑрнӑ пекех хыттӑн калаҫрӗ шахтер. — Малтанлӑха яланах ҫапла! Пирӗн лавара аван-ха. Ав тӑххӑрмӗшӗнче пулӑсӑнчӗ эс! Шыв, лачака. Тамӑкри пекех…

— Тӑхтавсем пулаҫҫӗ-и сирӗн?

— Халь килнӗ вакунсене тийӗпӗр те, пушшисене кӗрткелесе ларткаличчен канса илен. Груз тӑвӑлса лармасан, паллах….

— Пирӗн алтса кӑлармалла пулать-и вара ӑна? — кӑшкӑрса ячӗ Сергей.

— Ҫук, пирӗншӗн пӗтӗмпех пичче туса парӗ! — ахӑлтатрӗ лешӗ.

Смена варринелле транспортер виҫӗ хутчен туртӑнса илчӗ те чарӑнса ларчӗ. Сергей самантрах аллинчи инструментне пӑрахрӗ, нихӑҫан пулман ырлахпа киленнӗ пек, забоя тӑрӑх тӑсӑлса та выртрӗ. Анчах канасси пулмарӗ. Шӑпланса ларнӑ лава тӑрӑх ҫын шуса килни илтӗнчӗ, ҫавӑнтах аслати пек хулӑм сасӑ пӗр хӗрхенӳсӗр кӗмсӗртетрӗ:

— Кам ҫакнашкал ҫирӗплеткеленӗ куна?! Сергей шарт сиксе илчӗ. Ку сӑмахсем пӗтӗмпех ӑна тивеҫҫӗ, мастер ун ӗҫне хак парать.

— Халех ҫӗнӗрен ҫирӗплетмелле! — ҫиллессӗн кӑшкӑрашрӗ хулӑм сасӑ. — Халех! Пурне те хупласа хуриччен.

Вӑйӗ Сергейӑн сменӑна вӗҫлеме ҫитрӗ-ҫитрех. Вӑл трнаспортер ҫине юлашки ӑсӑмне ывӑтрӗ те юлашки тӗревне ҫапса лартрӗ, вара ним пӑхмасӑрах чул урайне тӳнсе кайрӗ. Юнланса пӗтнӗ суранлӑ аллисем вутпа ҫунаҫҫӗ, ҫурӑм шӑмми явӑнкӑҫ пекех пӗтӗрӗне-пӗтӗрӗне илет, ҫав вӑхӑтрах пуҫра савӑнӑҫ шӑнкӑрч юрри кӗвӗлет: чӑтрӑм, намӑс кӑтартмарӑм, кая юлмарӑм!

Кӑшт кансан, Сергей чавсисем ҫине тӗренсе ҫӗкленчӗ те ҫурӑмӗ енне ҫаврӑнчӗ, вара, кӗлисемпе таптарса, шахтерсем хыҫҫӑн штрекалла шурӗ. Лере вӑл вӑрах хушӑ тӳреленеймесӗр асапланчӗ, юлашкинчен ҫапах та тӑчӗ, енчен еннелле сулкалашса, кӗпҫе патнелле сӗнкӗлтетрӗ. Унӑн халь пӗртен-пӗр ӗмӗт — хӑвӑртрах на-горана тухмалла та, общежитие ҫитсе, вырӑн ҫине тӳнсе каймалла.

Ҫывӑрасса Сергей, чӑн та, талӑка яхӑн ҫывӑрчӗ. Пӗр вӑранми. Мӗн унта, хускалмарӗ те. Пичӗпе минтер ҫине ӳпӗннӗ те, салтӑнса та тӑман, харӑлтаттарчӗ кӑна. Вӑранасса сменӑна каяс умӗн тин вӑранчӗ. Икӗ сехет маларах. Хӑйӗн чӑтма ҫук ҫиес килет. «Ав еплерех!» — ӗнер ӗҫ хыҫҫӑн кӑнтӑрлахи апат ҫиме манса кайнине аса илсе, каҫхи пирки унта шутласси те пулман, хӑйӗнчен хӑй тӗлӗнчӗ вӑл.

Шахтерсен столовӑйне кӗрсе апатланнӑ хыҫҫӑн, вӑл ҫӗнӗрен вӑй пухӑнма пуҫланине туйса илчӗ. Анчах ҫаплах, ӗнерхи пекех, алӑсем сураҫҫӗ, чӗркуҫҫисенче вӗтӗ-вӗтӗ йӗп чиккелет.

— Мӗнле халсем, шахтер? — наряднӑйра кӗтсе илчӗ ӑна бригадир. — Тен, канса яратӑн? Ҫӑмӑлрах ӗҫ пур.

— Ӗнер эп темшӗн ним чухлӗ ывӑнма та ӗлкӗреймен! — пӗр ҫӳҫенми суйрӗ Сергей.

— Ну-у-у-у! — тӗлӗнсе кайрӗ лешӗ. — Кӑтарт-ха чӗркуҫҫийӗсене.

— Мӗншӗн?

— Кӑтарт, тенӗ сана! Сергей йӗм пӗҫҫисене туртса хӑпартрӗ.

— Э-э-э, ывӑлӑм! Кун пек юрамӗ… Чӗркуҫҫи ҫине тӑхӑнмаллисӗр ӗҫлерӗн? Халех мастерскойне вӗҫтер, унта кивӗ автопокрышкӑсем пулмалла, икӗ татӑк кас та кунта илсе кил, эпӗ сана пӗрремӗш разрядлӑ хатӗрсем ӑсталаса парӑп.

Анчах, чӗркуҫҫийӗсене тӑхӑнтартнӑччӗ пулин те, иккӗмӗш кунӗ те ҫав-ҫавах йывӑр та асаплӑ пулчӗ.

«Тен, шахтӑра ӗҫлеме юрӑхсӑр эпӗ? — иккӗленчӗ Сергей. Ҫавӑнтах тепӗр ыйту тухса тӑчӗ:  — Мӗн тумалла вара? Тармалла? Ҫапӑҫу хирӗнчен хӑравҫӑ тарнӑ пек? Ҫук! Кашниех ҫакнашкал пуҫланӑ. Мӗнпе кая эпӗ ыттисенчен?»

Иккӗмӗш кун хыҫҫӑн виҫҫӗмӗш пулчӗ, тӑваттӑмӗш… Сергей суранлӑ аллисене бинтпа ҫыхса лартнӑ та, шӑлне ҫыртса, хӗнет те хӗнет парӑнман питлӗхсене кирккапа. Пурте пӗрле хутшӑнса кайнӑ ун — ҫилли те, иккӗленӗвӗ те. Аваллӑх евӗр, хытӑ, туйӑмсӑр, сивӗ антрацит пурӗпӗрех пӑхӑнчӗ вара студента.

Куллен-кун ҫемҫелсе, итлекен пулса пычӗ кӑмрӑк, уйӑх варринелле вӑл йӑлтах парӑнчӗ. Алӑри сурансем тӳрленчӗҫ, хӑпарнисем хытса ларчӗҫ, киркка та вӑйӑ пек кӑна вылякан пулса тӑчӗ, ҫавӑнпах-и, тен, пысӑк питлӗхсемех, хӑйсемпе хӑйсем йӑшнӑ евӗр, ытлашши вӑй хумасӑрах кӗмсӗрти рештаксем ҫинелле ывӑтӑнма пуҫларӗҫ. Сергей текех смена вӗҫленме миҫе сехетпе миҫе минут юлнине шутламасть, кумккасен пысӑкӑшне сантиметрсемпе хӑраса виҫмест. Йывӑр вӑхӑт иртсе кайнишӗн савӑнса, хавассӑн та ҫӑмӑллӑн ӗҫлет. Вӑл чӑннипех те пысӑк ҫӗнтерӳ турӗ, хӑй ӗмӗрӗнче пӗрремӗш ҫӗнтерӳ. Тулашӗнчен те палламалла мар улшӑнчӗ Сергей. Леш, шахтӑна пуҫласа аннӑ хӑравҫӑ та шиклӗ ачаран йӑхӗ юлман. Халӗ вӑл ӗҫӗн хакне те, ҫав ӗҫ ҫынсене еплерех кирлине те пӗлекен, ӑнланакан, хӑй вӑйне шанакан чӑн-чӑн йӗкӗт.

Практика вӑхӑчӗ пӗтсен те Сергей каникула каяссипе каймасси, канассипе канмасси пирки иккӗленсе тӑмарӗ, ним шутламасӑрах шахтӑра ӗҫлеме юлчӗ. Шахта ӑна, магнит пекех, хӑй ҫумне туртса лартрӗ. Кайран та, унпа сывпуллашса аудиторисен кичемрех шӑплӑхне таврӑнсан, учебниксем вуланӑ май чылайччен хӗвелтухӑҫ енчи пиллӗкмӗш лавари хастар ачасене, забойӑн аслатиллӗ кӗмсӗртетӗвне тунсӑхласа пурӑнчӗ. Ара, вӑл ҫынсене кирлӗ, ӑна никам та юрӑхсӑр темен, мӗншӗн тесен вӗсен умӗнчи тивӗҫе вӗҫне ҫитичченех пурнӑҫларӗ, чыслӑн пурнӑҫларӗ.

«Халӗ те, ун чухнехи пекех, манашкал мӑйӑх та лайӑххӑн шӑтма ӗлкӗреймен ҫамрӑксем шахтӑсене анаҫҫӗ ӗнтӗ, кӗрешеҫҫӗ, ҫӗнтереҫҫӗ, тен, ҫӗр айӗнчи романтика маншӑн мар тесе каялла та чакаҫҫӗ. Ку вӑл ӗнер пулнӑ, паян, ыран… Мӗн тӑвасси юлнӑ-ха маншӑн? Кам хуравлӗ ҫав ыйтӑва хирӗҫ? Этемӗн пурнӑҫне хӑвараҫҫӗ те телейне туртса илеҫҫӗ? Халӗ ман пурнӑҫ хам алӑра. Алӑра… Унпа татӑлас, ӑна тӗплес тесен, алӑсем кирлӗ… Поезд пур, машина ӑнсӑртран пулнӑ иккек… Тем тесен те, чӗррисем: «Хӑйне хӑй вӗлернӗ», — текен усал ят ҫыпӑҫмӗ… Ҫапах та пурне те тӗрӗслесе пӑхнӑ-и-ха? Вилесси ҫӑп-ҫӑмӑл пулакан япала. Нимӗнле инкек те ҫук ак. Ӑҫта-ши шыва путакансем шыракан улӑм пӗрчи? Ҫук вӑл. Апла пулсан, мӗн тӑвӑпӑр вара, Серега? Нӑйкӑшӑпӑр-и е кӗрешӗпӗр? Кала тӗрӗсне, уҫӑмлӑн. Мӗн те пулсан тума юрӑхлӑ пулӑпинччӗ эпӗ хуть!.. Вӗренес, хӑвна тивӗҫекен специальность илес пулать. Ун пек специальность пур-ши-ха тата? Вӗренме мӗнле вӗренес? Ҫырас пулать-ҫке, мӗнпе тумалла ҫакна? Урасемпе-и?»

Сергей уринчи тапочкийӗсене хывса пӑрахрӗ, тӗлӗннипе ун ҫӑварӗ карӑлса кайрӗ, пӗрнисем ҫине пӑхрӗ.

— У-ра-сем-пе, — тепӗр хут каларӗ те вӑл сасӑпа, ӑнсӑртран килсе кӗнӗ шухӑшӗнчен пушшех тӗлӗнсе хытса тӑчӗ. — Идея-иҫ, ара, ку! У-ра-сем-пе…

Унӑн халех, хутпа кӑранташ тупса, ҫакна ним вӑрахлами тӗрӗслесе пӑхас килсе кайрӗ. Тармакланнипе тара ӳкнӗскер, вӑл, кирлӗ япаласене шыраса тупас тесе, пӳлӗм тӑрӑх ним тӗлли-паллисӗр тапӑртатрӗ. Чӳрече янаххи ҫинче кӑранташ выртатчӗ. Савӑнса кайнӑ Сергей ун патне ыткӑнчӗ, ҫавӑнтах пӗтӗм ҫиллипе ятлаҫса ячӗ. Кӑранташне шӗвӗртмен иккен.

Сергей урапа ҫырма вӗренни мӗн пама пултарасса ӑнланман-ха. Ҫакӑ куҫшӑн килсех пӗтменни те, килте мар чух, урара пушмак пур вӑхӑтра, ҫырма май килменни те чарса тӑма пултараймарӗ ӑна. Вӑл халь пурӗ те нумай пулмасть аса илнӗ улӑм пӗрчине кӑна курчӗ. Ӑна шыранӑ, хытӑ шыранӑ, юлашкинчен ак тупрӗ. Унран ҫакӑнса, ӑс-тӑн хирӗҫленине шута та илесшӗн пулмарӗ вӑл. Умра ӗҫ хӗвелӗ мӗлтлетет, Сергей шухӑшӗпе ним тӑваймасӑр ларнин тӗпӗ-йӗрне аркатма, ҫурма-таткалама пуҫларӗ те ӗнтӗ.

Чи малтанах вӑл, паллах, арӑмӗн ятне тата мӗн те пулин ҫав тери ыррине ҫырӗ. Ак тӗлӗнӗ вара Таня! «Мӗнле тума пултартӑн эсӗ ҫакна, Сережа?» Вӑл кулса илӗ те: «Эпир ҫапӑҫӑпӑр-ха, Танечка!» — тейӗ. Анчах ӗҫе ӑна кӑтартмасӑр тумалла. Сюрприз пултӑр ку уншӑн!

План самантрах ҫуралса тӑчӗ: Таня магазинран таврӑнать те вӑл кӗнекерен цитата ҫырса пама ыйтать. Куна тума ӑна кӑранташпа тетрадь кирлӗ. Пӗтӗмпех йӗркеллӗ пулӗ! Ҫав япаласем кайран сӗтел ҫинчех выртса юлаҫҫӗ, вӑл вара, вӗсемпе, Таня ҫывӑрма выртсан, хӑй шутланӑ пек усӑ курӗ.

Япаласем илсе таврӑнсан, Таня, нимӗн те тавҫӑрайманскер, Сергей ыйтӑвне хаваспах пурнӑҫларӗ те, малтан шутласа хунӑ пекех, мӗн пурне сӗтел ҫинче хӑварчӗ. Питӗ вӑрӑма тӑсӑлчӗ кун. Сергей вулама хӑтланчӗ, анчах, кӗнеке ҫине пӑхса, кашнинчех ури пӳрнисемпе пӑчӑртаса тытнӑ кӑранташа курчӗ. Шурӑ хут листи тӑрӑх майӗпен шӑвакан кӑранташа. Каҫ пуласса кӗтсе халтан кайнӑскер, вӑл ӗнтӗ темиҫе хутчен те Таньӑна каласа памах тӑчӗ, анчах, ӑна кӗтмен ҫӗртен савнӑҫ кӳрес шучӗ пысӑк пулнӑран, кашни хутӗнчех чарӑнса юлчӗ. Сехет йӗпписем вара, йӗкӗлтенӗ евӗр, циферблат тӑрӑх ҫав тери хуллен шурӗҫ.

— Мӗн эс, Сережа, паян пӗрре те хӑв пек мар? Чирлемерӗн пулӗ те? — ун пӑтрашӑвне асӑрхаса, ыйтрӗ Таня.

— Ҫук, ҫук, Танечка! Манӑн пӗтӗмпех йӗркеллӗ, — кулкалама васкарӗ Сергей.

Юлашкинчен чӑтаймасӑр кӗтнӗ вӑхӑт килсе ҫитрӗ. Яланхи йӑлипе: «Вӑрах ан лар»! — терӗ те Таня, вырӑнӗ ҫине выртса, ҫывӑрса кайрӗ.

Кӗте-кӗте хыпса ҫунма патнех ҫитнӗ Сергей тетраде ҫӗре пӑрахрӗ, ӑна урипе хӑй патнелле туртса куҫарчӗ те уҫма хӑтланчӗ. Тетрадь ури хушшинче ҫаврӑнкаларӗ, тухатланӑ евӗр, урай тӑрӑх шукаларӗ, килпетсӗр хусканусене ниепле те итлесшӗн пулмарӗ. Майне-шывне тупса, вӑл ӑна юлашкинчен ҫапах та уҫрӗ, хӑйне кирлӗ пек вырнаҫтарса хучӗ.

Тепӗр ӗҫӗ — кӑранташа урайӗнчен урапа ҫӗклесе, ӑна пӳрнесем хушшине хурса, ҫырма юрӑхлӑ тытасси — пушшех те йывӑр пулчӗ. Сехет ытла аппаланса та ним тума пултараймарӗ Сергей. Вӑл вара, ҫилленсе ҫитнӗскер, усал кӑранташа урипе тапса сирпӗтрӗ те пуҫне сӗтел ҫине усрӗ. Пичӗ тӑрӑх йӑлтӑртатса тар юхрӗ, йӗп-йӗпе ҫурӑмӗ ҫумне кӗпи ҫыпӑҫа-ҫыпӑҫа ларчӗ, ҫав вӑхӑтрах тата, кӑкӑрта вӗрекен ҫилле ним вырӑнне те хуман пек пулса, пуҫра темӗн хистесе шаккарӗ: «Ҫӗклемелле, ҫӗклемелле, ҫӗклемелле…» Командӑна итлесе, Сергей кӑранташа сӗтел патне кустарса пычӗ те каллех ӗҫе пуҫӑнчӗ. «Парӑнсам, парӑнсам, парӑнсам ӗнтӗ, мур тӗплесшӗ?» — урисене шӑнӑр туртма пуҫланине туйса, йӑлӑнчӗ те, ятлаҫрӗ те вӑл. Йӑлӑхса та тарӑхса ҫитнипе пӑрахмах шутланӑччӗ ӗнтӗ, кӗтмен ҫӗртен тавҫӑру килсе кӗчӗ; кӑранташа ҫӑварпа стена ҫумне хурас та, вара… Чӗркуҫленнӗ Сергей тарӑхтармӑше тутисемпе ярса илчӗ, пукан ури ҫумне тӗрентерсе хучӗ. Анчах, кӑранташне сылтӑм урин пӳрнисемпе лайӑххӑн та тытса ӗлкӗреймерӗ, ҫӗнӗрен ӳкерчӗ.

Минкеллӗ ура тупанӗ тӑнран тухсах паракан приказсене итлеми пулчӗ.

Кӑранташ, шаклатса илчӗ те, урай тӑрӑх кустара пачӗ. Ӑна, аялта кӑлтӑртатса чупаканскере, Сергей темӗнле алчӑранӑ куҫпа пӑхса тачӗ, ҫав самантра ун пуринчен ытла, питпе лаплатса ӳксе, хыттӑн макӑрса ярас килчӗ.

Чӳрече тепӗр енче яра куна ӗҫре хӑшкӑлнӑ хула шавӗ чаксах-чаксах пычӗ. Трамвай шӑнкӑравӗсем сайралчӗҫ, урамсем пушанса юлчӗҫ, магазин витринисем сӳнчӗҫ, асфальт ҫинче каярах юлнӑ ҫынсен туфлийӗсем кӑна васкаса ҫатлатрӗҫ. Вӗсен часрах киле ҫитсе канмалла та, вӑй пухса, ыран каллех станоксемпе чертеж хӑмисем умне тӑмалла, шахтӑсене анмалла.

Ӗҫченҫӗ-хула хуллен-хулленех ыйха путрӗ. Хула тӗлӗксем курать. Ӗмӗт пек пысӑк, пин хӗвел евӗр ҫутӑ, анне алли пекех ырӑ тӗлӗксем.

Пӗр кантӑкра вара ҫав каҫ ҫутӑ ирччен те сӳнмерӗ. Этем пурӑнасшӑн тертленчӗ унта. Чӗре ыратиччен ҫунса-пӑшӑрханса, чун хавалӗпе тӑрӑшса. Ним тума пултарайман сӑнавҫӑ пек кӑна мар, чӑн-чӑн ҫын евӗр, пурнӑҫа ҫӗнетекен, унӑн хуҫи пулса. Хӑйпе хӑй, хӑйӗн чӑлахлӑхӗпе ҫапӑҫрӗ этем. Йывӑр ҫапӑҫу пулчӗ ку. Хаяр, ним шелсӗр ҫапӑҫу…

Ирхине вӑрансан, Таня Сергее вырӑн ҫинче тупаймарӗ.

— Сережа, — чӗнчӗ шӑппӑн. Вара ҫавӑнтах курчӗ ӑна.

Сергей, пуҫне сӗтел ҫине кансӗррӗн тайнӑ та, пукан ҫинче хутланса ҫывӑрать, урисене хӑй, ача пек, айне пухса чикнӗ. Урайӗнче уҫӑлса кайнӑ тетрадь шуррӑн курӑнса выртать. Унта, аллине пуҫласа кӑранташ тытнӑ ача хайтакаланӑ кукӑр-макӑрсем пек, айванла йӗрсем ҫырса тултарнӑ.

«Ӗҫӗ ӑнсах каяйман… — пӗтӗмпех тавҫӑрса илчӗ Таня. — Мана та каламан».

— Сережа! — чӗнчӗ вӑл. — Кравать ҫине куҫса вырт, кунта канӑҫсӑр…

Сергей пуҫне ҫӗклерӗ, айӑпа кӗнӗ евӗр каласа хучӗ:

— Нимех те пулса тухаймарӗ, Таня. Нимӗн те… Сана савӑнтарас тенӗччӗ та ҫав, акӑ ӗнтӗ… Шанӑҫ пӗтнӗ, пулас та ҫук.

— Малтанхи утӑмсем яланах йывӑр. Эсӗ, мӗн, пӗтӗмпех ҫӑп-ҫӑмӑллӑн кайӗ тесе шутланӑччӗ-и? Ҫук, ун пек пулмасть. Эсӗ хӑвна ху та йывӑрлӑхсем кӳретӗн. Питӗрӗнсе ларнӑ пекех шарламастӑн… Мӗншӗн сан урама тухас, кино кайса пӑхас, юлташусемпе тӗл пулас килмест? Тен, эсӗ хӑв пӗччен кӑна пурӑнасшӑн? Хӑв шухӑшусемпе ҫеҫ?

Сергей ку ыйтӑва тахҫанах кӗтнӗ. Кӗтнӗ те хӑранӑ. Хӑйӗнчен хӑй хӑранӑ. Пӗр-пӗр чӑлах е кӗпе-йӗм пач тӑхӑнман ҫын евӗрех. Ара, вӑл ыттисем пек мар-ха та…

— Эпӗ хӑратӑп, — сассине хӗссе кӑларчӗ Сергей.

— Мӗнрен? — тӗлӗнчӗ Таня.

— Ҫынсенчен… Вӗсем пӑхнинчен, хӗрхеннинчен… Теприсем: «Мӗн ура айӗнче ҫапкаланса ҫӳрет-ши?» тесе шутлама та пултарӗҫ. Пур унашкалсем, илтнӗ… Мухтанаҫҫӗ те-ха: «Эпӗ пулсанччӗ! Пӗлетӗн-и, мӗнле теветкел эпӗ…»

— Ой, Сережка, мӗнле айван эсӗ! Пурне те ним ҫукранах ҫапла пӗр виҫепе виҫме юрать-ши вара… Пӗр-пӗр тӑнсӑр сӳпӗлтетнине илтнӗ те йӑнӑш пӗтӗҫтерӳсем тума та пуҫланӑ. Пӑх-ха эс, кур-ха, пурнӑҫра та, кӗнекесем ҫинче те мӗн чухлӗ вӑйлӑ та паттӑр ҫынсем. Вӗсем нимӗне, нимӗнле йывӑрлӑха пӑхмасӑр, ҫав шутрах чи-чи хӑрушшине те, кӗрешеҫҫӗ, шанӑҫне ҫухатмаҫҫӗ.

— Кирлӗ мар, Танечка… Мересьев пирки те, Корчагин ҫинчен те… Хампа хам килӗшӳ тӑваймастӑп пулсан, эпӗ герой мар ӗнтӗ, йӑваш та хевтесӗрскер ҫеҫ…

— Егорыч вара! Эсӗ ун ҫинчен маннӑ! Сережа, кун пек юрамасть-ҫке… Ҫынсем — тискер кайӑксем мар, вӗсем пӗтӗмпех ӑнланӗҫ.

— Ӑнланмасан та хӗрхенмесен аванрахчӗ. Хӑвна ху кӑна пурӑнни начар — эпӗ ӑна пӗлетӗп, анчах мӗн тӑвас-ха, мӗн тӑвас?!.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех