Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫи

Текст: Тӗллев — чи лайӑххи пуласси

Автор: Ирина КУЗЬМИНА

Ҫӑлкуҫ: «Сувар», 2010.01.08, 1–2№№(835–836), 7-8 стр.

Хушнӑ: 2020.04.09 19:13

Пуплевӗш: 60; Сӑмах: 763

Текст тӗсӗ: Хаҫат-журнал статьи

Вырӑсла Тема: Вӗренӳ

Паянхи шкулӑн конкурентлӑ пулас тесен хӑнӑхнӑ йӑларан пӑрӑнса мӗн-тӗр ҫӗннине шутласа кӑлармаллах, ял шкулӗсен пушшех те. Ара, вӗсем хуларисемпе ахаль те танлашаймаҫҫӗ-ҫке: пурлӑхпа техника бази айван, тарӑн пӗлӳллӗ специалистсем ҫителӗксӗр, пӗлӳ шайӗ «уксахлать». Анчах мӗнпур ял шкулне пӗр пек хаклама васкар мар. Пур-ха пирӗн тӗслӗхлисем. Аслӑ Сӗнчелӗнчи (Аксу районӗ) пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкул, тӗслӗхрен, конкурентлӑ ҫеҫ мар, республикӑра чи лайӑх шкул пулма тӗллев лартнӑ.

Чӑн та, ӑна ытти шкулсем пе танлаштарни тӗрӗс мар-ха, мӗншӗн тесен вӑл — ҫӗнӗ, 2008 ҫулта кӑна хута кайнӑ. Пурлӑхпа техника базине те ӑмсанмалӑх пур: Интернетпа ҫыхӑннӑ компьютер класӗ, лингафонлӑ кабинет, интерактивлӑ доскасем, мультимедийлӑ проекторсем…

Ҫапах та пултаруллӑ вӗрентекенсем ҫук-тӑк, хальхи йышши техника та ниме тӑман япала кӑна. Ҫавӑнпа Аслӑ Сӗнчел шкулӗн тӗп пуянлӑхӗ пурлӑхпа техника бази мар, пуян опытлӑ, пысӑк квалификациллӗ учительсем тенӗ пулӑттӑм эпӗ. Аслӑ тата Кӗҫӗн Сӗнчелӗнчен, Октябрь, Котловка, Пионер, Ахматка поселокӗсенчен ҫӳрекен 165 ачана хальхи вӑхӑтра 27 педагог пӗлӳ парать. Вӗсенчен 23-шӗн квалификаци категорийӗ пур.

РФ Вӗрентӳпе наука министерствин Хисеп хутне тивӗҫнӗ Е.Мадуров, РФ ҫутӗҫ отличникӗ Г.Зиновьева, РФ тава тивӗҫлӗ учителӗ З.Карандаева — шкулӑн чӑн-чӑн мӑнаҫлӑхӗ.

Аслӑ Сӗнчелӗн чи шкулта паракан пӗлӳ шайӗ хуларисен чен пӗрре те кая мар, тен, лайӑхрах та. Мӗншӗн тесен учительсем уроксенче предметӑн теори пайне хӑйсем тӗпчевсем ирттерсе ҫирӗплетес си йӑлара. Калӑпӑр, кунти кашни шкул ачи таврари мӗнпур ӳсен-тӑран ҫинчен куҫ хупса пӗлет. Мӗншӗн тесен биологи учителӗпе З.Карандаевӑпа пӗрле тӗпчеве хутшӑнмасӑр юлмасть. Археологи шыравӗсемпе вара хальлӗхе хула шкулӗ те мухтанаймасть-ха. Шкул директорӗ А.Калуков, истори предметне вӗрентекенскер, ачасемпе пӗрле хӑйсен тӑрӑхӗнче чаваламан вырӑн та хӑварман пуль. Ҫапла майпа ял, тавралӑх историне ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ пулӑмсемпе пуянлатсах тӑраҫҫӗ-мӗн. Тӗслӗхрен, нумай пулмасть кӑна-ха питӗ интереслӗ фактсем тупнӑ. Авал чиркӳ тунӑ чух никӗс айне пикене чӗрӗлле чавса чикнӗ текен легендӑна уҫӑмлатма май килнӗ, кивӗ чиркӳ вырӑнне ҫӗннине лартма тытӑнсан никӗс айӗнче чӑнах та саркофага аса илтерекен япала тупнӑ вӗсем, анчах ӑшӗнче мӗн пуррине ҫеҫ пӗлеймен — уҫса пӑхма пачӑшкӑ чарнӑ.

Газовиксем газ пӑрӑхӗсем валли канав чавма тытӑнсан тепӗр кӗтмен япала пулса иртнӗ: ҫӗр айӗнчен ҫын шӑммисем (пӗрре кӑна та мар) тухнӑ. Ҫакна асӑрхаса нах вырӑнти археологсем тӗпчеве пуҫӑннӑ, малтан авалхи чӑвашсем ҫынна мӗнле пытарнине тӗплӗн вуласа пӗлнӗ, ваттисенчен ыйтнӑ. Ҫапла майпа тӗне кӗмен авалхи несӗлӗсен масарӗ ял варринчех вырнаҫнине ҫирӗплетнӗ. Сӑмах май, ку масар ҫинчен хальччен ниҫта та асӑнни ҫук.

Ачасен тимлӗхӗнче тавралӑх, ҫырма-ҫатра кӑна мар, ҫынсем те. Халӗ тата ял-йышӑн хушамачӗ сене тӗпчеме тытӑннӑ. Хӑш-пӗр тӗпчевӗн пӗтӗмлетӗвӗ ҫынсене хӑйсене те тӗлӗнтерет-мӗн, вӗсем несӗлӗсем камсем пулнине, хушамат ӑҫтан тухса кайнине пӗлмен те. Сӗнчелсем ҫакна йӑлтах тӑван чӗлхене тӗпе хурса тӗпчеҫҫӗ, ахальтен мар-ҫке шкул чӑваш чӗлхине тарӑн вӗрентекенни шутланать.

Тепӗр ҫӗнӗлӗх района кӑна мар, республикӑна та шалт тӗлӗнтернӗ. Ют ҫӗршыври пек шкулӑн эмблемине, тумне шутласа кӑларнӑ. Чи интересли — тума вӗсем ательере мар, шкултах ҫӗлеҫҫӗ, ҫитменнине ачасемпе пӗрлех. Ҫак ӗҫе акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Н.Богданова хӑй ҫине илнӗ-мӗн. Унӑн чун киленӗвӗ (ҫӗлесси) ҫапла хитре пуҫарӑва ҫаврӑнасса хӑй те шутламан пулмалла. Шакмаклӑ пусмаран ҫӗленӗ тума халӗ районӗпех пӗлеҫҫӗ.

— Пирӗн педколлектив ӗмӗртен вӑйлӑ пулнӑ. Ҫакӑ выпускниксем аслӑ шкул хыҫҫӑн хамӑр шкулах таврӑннипе те ҫыхӑннӑ. Тӗслӗхрен, халӗ те акӑ пирӗн ютран килнӗ учитель ҫук. Ҫитменни не тата нихӑҫан та пӗр педагог темиҫе предмета вӗрентни пулман, — пӗлтерет шкул директорӗ А.В.Калуков.

Кунти педагогсем хӑйсен ӗҫӗпе «чирлес» йӑла ӗнер-паян кӑна пуҫланман. Аслӑ Сӗнчел шкулӗ республикӑн чи ватӑ шкулӗсенчен пӗри, унӑн историйӗ 1861 ҫултан пуҫланать. Вӑхӑтӗнче кунта Аксу педагогика училищи вырнаҫни те, Ленин вӗренекенӗ Никифор Охотников, паллӑ чӑваш писателӗ Ефрем Еллиев ӗҫлени те витӗм кӳнӗ-тӗр. Урӑхла каласан, Аслӑ Сӗнчел ҫӗрӗ кашни ӑрӑва пултаруллӑ педагогсем парнеленӗ, парнелет те.

Тӑрӑшуллӑ вӗрентекенсем ялан творчество шыравӗнче. Шкулӑн стенисем те ытти шкулсенчи пек мар вӗсен, хӑйне евӗрлӗ. Ку енӗпе Лениногорскри музыкӑпа ӳнер педагогика училищин студенчӗсем пулӑшнӑ иккен. Практика иртнӗ майӑн вӗсем стенасене тематикӑллӑ ӳкерчӗксемпе (ҫут ҫанталӑк, чӑваш тӗнчи тата ытти те) илемлетнӗ. Шкулпа училище туслӑхӗ малалла та ҫирӗпленессе шанаҫҫӗ сӗнчелсем. Ара, ачасен студентсенчен вӗренмелли нумай-ҫке. Тӗслӗхрен, турилкке сене ӳкерсе илемлетесси, пуканесем хатӗрлесси, тӑмран, ҫӑкӑр ҫемҫинчен тем те пӗр ӑсталасси, хальхи дизайн стилӗсемпе паллаштарасси.

Паллах, ҫак ҫитӗнӳсене ҫӗнӗ шкул ҫурчӗпе кӑна ҫыхӑнтарни тӗрӗс мар, вӗренекенсемпе вӗрентекенсен творчество шыравӗ ламран-лама куҫакан йӑла. Вӗсем ытти шкулсенчен яланах уйрӑлса тӑнӑ. Хальхинче те акӑ ҫӗнӗ шкулӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ яланхи йӑлапа йывӑҫ мар, асӑнмалӑх шкул картишне роза чечекӗн тӗмӗсене лартса хӑварнӑ. Аллисем ҫӑмӑл пулнӑ-тӑр ҫав, мӗнпур тӗм чӗрӗлсе ҫеҫке те ҫурнӑ. Шкул йӗри-таврашӗнчи лаптӑка пахча ҫимӗҫсене тӗлли-паллисӗр лартман, ландшафт дизайне шкул директорӗ хӑй хатӗрленӗ, кунтах пӗчӗк фонтан та пур. Шкул ачисем тӗрлӗ ҫӗре тухса ҫӳреме автобус ҫукки ҫеҫ ал-урана ҫыхнине пӗлтернӗччӗ шкул директорӗ А.Калуков. Ҫӗнӗ ҫул умӗн ырӑ хыпар илтрӗмӗр. Аслӑ Сӗнчел шкулне ТР Правительстви ҫӗнӗ автобус парнеленӗ-мӗн. Саламлатпӑр!

Мӗнпур енӗпе пултаруллӑ ҫак шкул республикӑра чӑннипех те чи лайӑххи пулни ахалех те паллӑ пулин те, А.Калуков ку енӗпе питех мӑнаҫланмарӗ, те куҫӑхтарасран шикленчӗ: «Чи лайӑххи сен шутне кӗриччен ӗҫлемелли пур-ха», — текелерӗ ҫеҫ.

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех