Чӑваш чӗлхи корпусӗ

Шырав

Шырав ĕçĕ:

Малтанхи (тĕпĕ: малтан) сăмах форми çинчен тĕплĕнрех пăхма пултаратăр.
Малтанхи перевязкӑсенче аманнӑ ҫыннӑн питне-куҫне курсан хӑраса ӳкмелле, ӗмӗрлӗхех илемсӗр тӑрса юлнӑ тейӗн ҫав, унтан ик-виҫӗ уйӑх иртет те хӑй чаҫне тухса каяс умӗн хайхискерӗн иртнӗ суранӗсенче хӑшпӗр йӗрсем кӑна кӑшт курӑнкалаҫҫӗ.

что на первых перевязках страшно было взглянуть на раненого, а через два — три месяца он возвращался в свою часть с едва заметными следами ран, которые должны были, казалось, обезобразить его навсегда.

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Унранах эпӗ чи малтанхи хут Ленинградран ачасене эвакуаципе илсе каяҫҫӗ тенине илтрӗм, ку хыпар ман хӑлхана ҫурсах ячӗ, ҫак ытарма ҫук дачӑран, няньӑпа пӗрлех хамӑр чечексем лартса ӳстернӗ клумбӑсене пӑрахса каясси питӗ кансӗр пек туйӑнчӗ мана.

От него я впервые услышала о том, что детей будут вывозить из Ленинграда. И так дико показалось мне, что нужно уезжать с дачи, где было так хорошо, где мы с няней посадили цветы — левкои и табак, и первые нежные ростки уже показались на клумбах.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫак пурнӑҫра чи малтанхи хут сӑмахсене тулли саспаллисемпе пӗтӗм чӳрече сарлакӑш ҫырса тухнӑччӗ, ҫӗнӗрен ҫӗнӗ ҫынсем пыратчӗҫ те ҫав сӑмахсене вулатчӗҫ, вӗсене тем пекех улӑштарас килетчӗ пулин те нимӗскерпе улӑштарма ҫукчӗ.

Первые в этой жизни слова были написаны жирными буквами во всю ширину окна, всё новые и новые люди подходили и читали их, и ничего нельзя было изменить, как бы страстно этого ни хотелось.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Каҫӗ те, ҫу пуҫланнӑранпа чи малтанхи ашӑ каҫ, уйӑрса илмелле мар пек курӑнчӗ, тротуар тӑрӑх иртекенсен палӑрайми мӗлкисем те, хӗвел аничченех Адмиралтейство тӗлӗнче уйӑх тухса тӑни те уйӑрса илмелле мар туйӑм кӗртрӗ.

В неизвестной, загадочной жизни был этот вечер, первый тёплый вечер за лето, и эти бледные, шагающие по тротуару тени, и то, что солнце ещё не зашло, а над Адмиралтейством уже стояла луна.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ҫирӗм ҫул хушшинче чи малтанхи хут вӑл хӑй пурӑннӑ ҫӗртен Мускавран тухса, вӑрттӑн тарса килнӗ, хӑрах аллине зонтик тытнӑ, тепринче — саквояж…

Впервые за двадцать лет она снялась с места и тайно исчезла из Москвы, с зонтиком в одной руке и полотняным саквояжем — в другой…

Иккӗмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи аван кунах Новодевичье масарӗ ҫине, Расщепей палӑкӗ патне кайма кӑмӑл турӑм.

И мне захотелось в первый хороший день пойти посидеть на Новодевичьем кладбище, у памятника Расщепею.

29 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Эпӗ унӑн малтанхи йӗркине вуласа юлма та ӗлкӗртӗм: «Совет ҫыннисем патне!».

Я даже успела прочесть первую строку: «К советским людям!»

26 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Пӑр ҫинче ярӑннӑ чух вӑл мана малтанхи хут хӑй летчиксен шкулне вӗренме кайма шутлани ҫинчен калать.

На катке он впервые говорит мне, что идёт в лётную школу.

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Эс пӗлетӗн-и чи малтанхи страницӑра мӗн ҫырнине?

Знаешь, что написано на первой странице?

Пӗрремӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи каҫӑн чӑрсӑр та шавлӑ айкашӑвӗ халь ӗнтӗ ывӑнтаракан, пӗр шухӑшлӑ тӑрӑшупа улшӑнчӗ.

Шумная и лихая суматоха первой ночи сменилась теперь изнурительной, суровой сосредоточенностью.

10 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ҫапла иртрӗ Мускавӑн малтанхи кӗрешӳ каҫӗ.

Так прошла первая боевая ночь Москвы.

9 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанхи кунсенче, ҫакӑн пекех пулсан, нумаях чӑтаймӑп, теттӗм.

В первые дни мне казалось, что меня надолго не хватит.

8 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Кайӑк-кӗшӗксем хӗвелӗн малтанхи пайӑркисем ӳкме ӗлкӗрнӗ йывӑҫ тӗмӗсем ҫине вӗҫсе хӑпарчӗҫ, утрав ҫийӗн ҫаврӑна пуҫларӗҫ.

Птицы всполошились на верхушках деревьев, уже освещенных солнцем, и стали кружить над островком.

3 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Ишек ялне никӗслекенӗ — чиркӗвӗн малтанхи пачӑшки Федор Лукин.

Куҫарса пулӑш

Ишек // Наг ТУРАН. Самант, 2013, 11№

Малтанхи вӑхӑтра унӑн еккине тупма питӗ кансӗрччӗ.

Сперва с ним сладу не было.

1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950

Малтанхи вӑхӑтра вӑл хӑйӗн аллисенчен хӑратчӗ, унтан вара вӗсене пӗрмай пӑхакан пулчӗ, хӑрама та пӑрахрӗ.

Первое время он пугался своих ручек, а потом подолгу смотрел на них и не пугался.

Вунулттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Ку пӳлӗм ытти пин пӳлӗм евӗрлех: сенкер репспа сӑрса тунӑ диванлӑ, ярапалӑ шторӑсем пур, пӗчӗкҫӗ ҫыру сӗтелӗ, ун ҫийӗнче кӗленче выртать — пурпӗрех-ха ку пирӗн чи малтанхи ҫуртчӗ, эп ӑна ӗмӗрлӗхех асӑмра тытасшӑн пултӑм.

Она была похожа на тысячу таких же комнат: с диваном, обитым голубым репсом, со шторами, обшитыми каймой с шариками, с маленьким письменным столом, на котором лежало стекло, — всё равно: это был наш первый дом, и я хотела запомнить его навсегда.

Вунпиллӗкмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи мӑнукӗ пур, пысӑк ӗҫ вӗт вӑл.

Первый внук, такое событие.

Вунпӗрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Пурте лайӑх иртрӗ, анчах малтанхи кунхине хам юратса пӑрахнӑ профессора темӗн ҫитмен пекчӗ.

Всё обошлось, но профессор, в которого я накануне влюбилась, был, кажется, чем-то недоволен.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Малтанхи кансӗр минут иртрӗ, вӑл шӳтленӗ кӑмӑлпа манӑн карттӑ пирки темӗн ыйтрӗ, Зильмердакски свитӑпа Ашинскипе арпаштармарӗ-ши вӑл.

Первая неловкая минута прошла, он шутливо спросил что-то насчёт моей карты, не спутала ли я Зильмердагскую свиту с Ашинской.

Улттӑмӗш сыпӑк // Валентин Урташ, Илпек Микулайӗ. Вениамин Каверин. Икӗ капитан. Валентин Урташпа Николай Илпек куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951

Страницăсем:

Меню

 

Статистика

...тĕплӗнрех